title large_stringlengths 1 482 | text large_stringlengths 69 264k |
|---|---|
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” | - «Кунг-фу Панда 3» фильмӑн Лос-Анджелесра иртнӗ премьеринче эсир мӑшӑрӑрпа иксӗр ҫӑлтӑр ҫулӗпе Анджелина Джолипе, Джек Блэкпа, Люси Льюпа пӗрле утнӑ. Хӑҫантанпа эсир Голливудра «хамӑрьял» пулса кайнӑ? Дастин Хоффман вара сирӗн галстука та тӳрлетнӗ...
- Тӗрӗссипе, Дастин Хоффмана пурнӑҫра пӗрре те курманччӗ. Премьерӑра пӗрремӗш хут тӗл пултӑмӑр. Эпӗ 2008 ҫултанпа По Пандӑна калаҫтарма пулӑшнине пӗлсен Хоффман «Вау!» терӗ те ҫывӑх юлташла манӑн галстука пырса тӳрлетрӗ. Паллах, ку актерсемпе хутшӑнни маншӑн - пысӑк чыс. Джек Блэк, эпӗ унӑн сассине вырӑсла куҫаратӑп, мультфильмӑн виҫӗ пайне те эпӗ «калаҫтарнине» пӗлсен питӗ тӗлӗнчӗ. Ытти ҫӗршывра дубляж актерӗсене тӑтӑшах улӑштараҫҫӗ-мӗн.
- Премьера хыҫҫӑн мӗнле шухӑшсем ҫуралчӗҫ?
- Йӗркелӳҫӗсем кашни саманта, вак-тӗвеке шута илни тӳрех курӑнчӗ. Полицейскисем кинотеатр патне пыракан тӗп ҫула хупса хучӗҫ. Пире куракансен хушшипе хӗрлӗ джипсемпе илсе ҫитерчӗҫ. Паллах, Америкӑна ахаль турист пек те кайса курма пулать. Анчах та ҫӑлтӑр ҫулӗпе ҫӑлтӑрсемпе пӗрле утасси маншӑн - пысӑк чыс. Ӗҫтешӗмсем те ман вырӑнта пулнӑ тӑк питӗ савӑнӗччӗҫ. «Мистер, ҫаврӑнӑр-ха, йӑл кулӑр...» - ҫак сӑмахсене Дастин Хоффмана мар, Джек Блэка та мар, шӑпах мана каланине илтме мӗн тери кӑмӑллӑ! Ҫапах та Голливуд пирки «открытка ҫинчи идеал шайӗнчи ӳкерчӗк» темӗттӗм. Паллӑ ҫынсен чаплӑ ҫурчӗсем ҫумӗнчех ҫапкаланчӑксем пурӑнаҫҫӗ. Паллах, йӑлтӑр-ялтӑр, ун ҫумӗнчех - юхӑнчӑк, чухӑнлӑх... Чӑн та, Викӑпа иксӗмӗршӗн кӑмӑллӑ самантсем ытларах пулчӗҫ.
- Темшӗн эсир туй кӗрлеттерме васкамарӑр - Сочире паллашнӑ хыҫҫӑн Мендельсон вальсӗ тӑватӑ ҫултан кӑна янӑрарӗ.
- Ун чухне эпӗ, «Утомленные солнцем» КВН ушкӑнӗн капитанӗ, вӗҫӗмсӗр гастрольсенчеччӗ. Эпӗ Сочире пурӑннӑ, Вика - Краснодарта, ашшӗ-амӑшӗ патӗнче. Эпир уйӑхра пӗрре тӗл пулнӑ тен. Пӗррехинче чӑтаймарӑм: «Атя пӗрле пурӑнса пӑхатпӑр», - терӗм. Вика Сочи хулине куҫса пычӗ. Чӑн та, кӗҫех ӑна унта та пӗччен пӑрахса хӑвартӑм эпӗ - Гарик Мартиросян ТНТ канала «Наша Russia» проекта чӗнчӗ. Ку мана кӗсьене хулӑнлатма та май пачӗ. Ҫапла вара Викӑна Мускава пушӑ ҫӗре илсе пымарӑм.
- Туя ҫапах та Сочире ирттертӗр-и?
- Паллах! Пирӗн пӗтӗм тӑван унта вӗт! 07.07.07 цифрӑна ӑнсӑртран суйламан - Вика ҫуралнӑ ҫав кун. «Ҫиччӗсем», «саккӑрсем» каярахпа модӑна кӗчӗҫ. Эпир вара пӗрремӗш пулнӑ. Пирӗн ача час ҫуралмарӗ. Пӗрлешнӗренпе ҫичӗ ҫултан кӑна аслӑ хӗр пӗрчи Эстелла кун ҫути курчӗ, каярахпа иккӗмӗшне аист илсе килчӗ. Иккӗшӗн ҫуралнӑ кунӗсене хушсан каллех ҫиччӗ пулать. Голливудри манӑн пӗрремӗш премьера та ҫиччӗпех ҫыхӑннӑ - кӑрлачӑн 16-мӗшӗ. Хушсан ҫиччӗ пулать. Пирӗн ҫемьешӗн питӗ телейлӗ цифра ку. Ҫиччӗ пирӗн ҫемьене телей кӳрет.
- Эсир кӑмӑллӑ лару-тӑрура паллашнине пӗлетӗп.
- Эпир Краснодарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 2003 ҫулта паллашрӑмӑр. Виктория «ҫӗнтерӳ» пулнине пӗлтерни ҫитмен, хуняҫа та Виктор ятлӑ манӑн. Апла - икӗ хут Ҫӗнтерӳ! Маншӑн чӑнласах телейлӗ пулчӗ ҫав ҫул. Пирӗн команда КВН Аслӑ лигинче ҫӗнтерчӗ.
- Викӑна Мускавра пушӑ вырӑнта кӗтсе илмен терӗр...
- Мир проспектӗнче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тара илтӗмӗр те майӗпен ӑна юлташсемпе, япалапа тултарма пуҫларӑмӑр. МКАД тулашӗнче пурӑнма питӗ йывӑр пулӗччӗ - иксӗмӗр те ҫынна хӑнӑхнӑ. Кунта вара - центр, ҫын хушшинче...
- Сирӗнне регистраци тӑтӑшах тӗрӗслетчӗҫ-и?
- Пӗртен-пӗрре. Йӗркепе килӗшӳллӗн малтан хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан манӑн паспорта аллисенче ҫавӑрттаркаларӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна хӑйсен манпа сӑн ӳкерӗнес килнине каларӗҫ. Вҫе, милици-полици таврашӗпе урӑх ҫыхланман.
- Виктория, эсир Галустян мӑшӑрӗ пулнине ҫынсене тӳрех калатӑр-и?
- Хама паллӑ ҫыннӑн мӑшӑрӗ пек кӑна пӗрре те туяс килмест. Ҫынсем ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӑйсене урӑхларах тыткалани те вӗчӗрхентерет кӑна. Йӑпӑлтатма, сӑмах шырама пуҫлаҫҫӗ. Тин кӑна эпӗ вӗсене пачах та кӑсӑклантармастӑмччӗ, Галустян арӑмӗ пулнине пӗлсен вара, мӗнле каламалла та, мана хак пама пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та упӑшка пирки май пур таран калаҫмастӑп. Анчах сӑмах хӑех темшӗн ун патне ҫаврӑнса ҫитет. Пӗри унӑн шӳтне аса илет, тепри - кӑларӑмне...
- Хӑна йышӑнма юрататӑр-и?
- Пирӗн алӑк яланах уҫӑ. Кӗтмен хӑнасене кӑна кӑмӑлласах каймастӑп. Викӑпа иксӗмӗр те - кӑнтӑр енчен, хӑнана сӑйлама юрататпӑр, ҫавӑнпа пирӗн сӗтел тулли пулмалла. Хӑнана пижамӑпа мар, капӑрланса кӗтсе илмелле пирӗн. Какая шашлӑк валли маринадласа, сивӗтмӗше эрех хурса ӗлкӗрмелле. Маларах калаҫса татӑлсан пирӗн патра яланах питӗ пысӑк та хаваслӑ ушкӑн пуҫтарӑнать. Эпӗ ытларах килте канма юрататӑп, ресторанра мар. Ачасене те килтех килӗшерех парать, кунта вӗсем темӗн те хӑтланма пултараҫҫӗ, никам та чалӑшшӑн пӑхакан ҫук. Вика, тен, урӑхларах шухӑшлать, ҫапах та ун ҫине ӗҫ ытларах тиенет-ҫке. Анчах та пирӗн ҫавӑн пек юлташсем - вӗсем сӗтел хатӗрлеме те, савӑт-сапа пуҫтарма та пулӑшаҫҫӗ.
- Эсир хӑвӑр та аван хатӗрлетӗр пулӗ-ха, аҫӑр повар вӗт.
- Телее, аттен тепӗр ывӑл та пур, Давид. Тутлӑ апат-ҫимҫӗпе ҫыхӑннӑ пултарулӑх йӑлтах ӑна куҫнӑ. Эпӗ, йышӑнатӑп, хам пурнӑҫра нихӑҫан та апат хатӗрлесе курман, пӗлместӗп те.
- Эсир вара аннӗртен, врачран, тӗслӗх илнӗ - медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ. Виктория, фельдшер ҫемьерех пурри аван-тӑр...
- Кулӑшла тӗслӗх аса килчӗ... Пӗррехинче хытах чирлерӗм, ниепле те сывалса пӗтейместӗп. Миша тарӑхрӗ те мана хӑй сиплессине каларӗ. Хайхи темӗнле пысӑк таблетка илсе килчӗ, ӑна мана ӗҫме хушрӗ. Эпӗ, вӑйсӑрлансах ҫитнӗскер, ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӑм. Анчах та эмеле ниепле те ҫӑтса антарса яраймастӑп. Тем чӑшлать манӑн ҫӑварта... Миша тарӑхать: «Эмел те ӗҫейместӗн-и?!» - тет. Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулчӗ - ку таблеткӑна малтан шывра ирӗлтермелле пулнӑ-мӗн... Анчах та кун пекки пӗрре кӑна пулнӑ. Миша темӗн тума та пӗлет. Сурансене те хӑех ҫыхать. Пӗр япала кӑна ҫитмест пире. Мишӑн ялан е ӳкерӗнме каймалла, е гастрольсем, вӑт килте ытларах пулсанччӗ...
- Эсир ачӑрсене тӗлӗнмелле ятсем панӑ: Эстелла, Элина... Кам суйланӑ?
Виктория: Эпир пӗрремӗш ачана питӗ вӑрах кӗтрӗмӗр. Ҫавӑнпа та ӑна хӑйне евӗр ят парас килчӗ. Иккӗмӗш те хӗр пулассине пӗлсен пӗр евӗртерех янӑракан ят шырарӑмӑр. Манӑн пӗлӗшсен хушшинче Элина ятлисем пур, пурте пӗр пекрех вӗсем: ҫепӗҫ, туйӑмлӑ, ҫав вӑхӑтрах характерлӑ. Вӑт пирӗн те кӗҫӗнни хӑйне кӳрентерме памасть, кирек мӗнле ыйтупа та хӑйӗн шухӑшне палӑртать.
Михаил: Ачасен ячӗсене вӗсем амӑшӗн варӗнче выртнӑ чухне суйланӑ та эпӗ пуринпе те килӗшеттӗм. Пысӑк хырӑмлӑ хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлеме пултарать /кулать/.
- Тӗне кӗртнӗ-и ачӑрсене?
- Аслин хресна ашшӗ - кинокомпани енӗпе манӑн партнер Армен Аманикян. Кӗҫӗннин хальлӗхе хресна ашшӗ-амӑшӗ ҫук-ха.
Виктория: Хӑй вара кӑсӑкланать те ӗнтӗ - мӗншӗн Эстеллӑн пур вӗсем, унӑн вара - ҫук? Эпир Мишӑпа кӑштах ӑслӑлантӑмӑр курӑнать - мӗншӗн пирӗн ачасемшӗн татса памалла? Эпир Элинӑна сӑнама пуҫларӑмӑр - кам патне ытларах туртӑнать вӑл? Ку тӗслӗхре тӗрӗс тунӑ пек туйӑнать, каларӑм ӗнтӗ, Элина - хӑйӗн шухӑшне палӑртма хӑнӑхнӑ. Пулас хресна ашшӗ-амӑшне те хӑех суйлать пулӗ тетпӗр.
- Ачӑрсене мӗнле воспитани паратӑр?
- Эстеллӑна шкула васкаса ямӑпӑр. Тӗрӗссипе, хӑшне ярассине палӑртман-ха та. Ача садӗнче вӑл акӑлчанла вӗренет, пианино калама хӑнӑхать, художество студине ҫӳрет. Гимнастикӑпа, конькипе ярӑнассипе аппаланать.
- Конькие ашшӗне кура суйланӑ-и?
- Пӑр ҫинче эрешсем туса ярӑнасси - чӑнкӑ! Викӑпа иксӗмӗрӗн ҫакӑн пек май пулманнишӗн шеллетӗп эпӗ. Кун пек ачасем тӑтӑш чирлеменнине, вӗсен иммунитечӗ ҫирӗпреххине сӑнарӑмӑр эпир. Ҫавӑнпа Эстеллӑна та пӑр ҫине илсе килтӗм. Сӑмах май, Викӑна та коньки ҫине тӑратрӑм, ку таранччен ярӑнманччӗ вӑл.
- Эсир пӗр вӗҫӗмсӗр мӗне те пулин вӗренетӗр. Нумаях пулмасть юрист дипломне илтӗр. Виктория психологи факультетӗнчен вӗренсе тухрӗ. Мӗн тума кирлӗ сире ку?
- Манӑн хамӑн кинокомпани пулнипе тӗрлӗ килӗшӳпе, контрактпа ӗҫлеме тивет. Саккун капла та кӑсӑклӑ маншӑн. Право патшалӑхӗнче пурӑнса вӗсене пӗлменни тӗлӗнтерет те. Маларах вара эпӗ Сочире туризм тата курорт ӗҫӗ пирки диплом ҫырнӑччӗ. Совет Союзӗн историне тишкернӗччӗ - космоса пӗрремӗш хут вӗҫнинчен пуҫласа перестройка таранччен. Аудиторие телекамерӑллӑ ҫынсем кӗнинчен тӗлӗннӗччӗ. Кайран ӑнлантӑм - вӗсем Галустян шӳтлеме пуҫласса кӗтнӗ-мӗн. Анчах ман пуҫра шӳт шухӑшӗ марччӗ...
Вика вара экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗҫлеме пуҫласан ку хӑйне пачах та кӑсӑклантарманнине туйса илнӗ. Пӗр вӑхӑт кил хуҫи рольне виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ курсра ӑс пухнӑ: актер ӑсталӑхӗ, диджей. Анчах та пӗр ӗҫӗпе те аппаланма ирӗк памарӑм. Каярахпа хӑйне мӗн кирлине ӑнланса илчӗ. Унӑн ҫӗнӗ профессийӗ ҫемьене те ырӑ витӗм кӳрет. Малтанах эпӗ мӗн те пулин хӗрсе кайса каласан пирӗн килте тавлашу тухатчӗ. Халӗ манӑн сӑмахсене урӑхларах йышӑнать, эпӗ те вӑл мӗн каланине тӑнлакан пултӑм.
- Психолог арӑм - лайӑх апла. Михаил, сире шӑпа парне хыҫҫӑн парне кӳрет курӑнать...
- Питӗ ансат - енчен те темӗн мана хирӗҫле пырать тӗк эпӗ пуҫпа стенана ҫапмастӑп, пурнӑҫа урӑхларах хаклама тӑрӑшатӑп: лару-тӑрӑва кура. Хампа мӗн пулса иртнине шӑпа парни вырӑнне йышӑнма тӑрӑшатӑп. Ҫав ҫул чӑнах та питӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ - Викӑпа паллашрӑм, КВНра выляса илтӗмӗр. Анчах та ҫулталӑкранах хӑрушӑ аварие ҫаклантӑм, икӗ ура та хуҫӑлчӗ. Анчах та ун чухне те аптраса ӳкмерӗм. Ку ҫӳлтен паллӑ панӑн туйӑнчӗ - ытла хытӑ ан сик.
- Халӗ вара ӑҫталла сикетӗр?
- Эрменсен пысӑк ҫемье пуянлӑх шутланать. Шел те, хамӑн тымарсене пӗлсех каймастӑп. Ҫӗр ҫул каялла Турцире эрмен халӑхне хирӗҫле хӑрушӑ геноцид пулнӑ, ҫавна пула пирӗн нумайӑшӗн йӑх йывӑҫҫи ҫухалнӑ. Мӑн асаттерен пуҫласа хамӑн историе ҫапах та пӗлетӗп. Асаттен вуникӗ шӑллӗ-пиччӗшӗ тата виҫӗ аппӑшӗ-йӑмӑкӗ пулнӑ. Асаннен, унӑн хушамачӗ Саулян пулнӑ, йӑхӗ вӑрӑм ӗмӗрпе палӑрнӑ. Пирӗн юн питӗ лайӑх! Атте-анне пирӗн пата тӑтӑшах килеҫҫӗ. Ачасене кашни ҫуллах вӗсем патне ӑсататпӑр - Сочие е Краснодара. Ну, Викӑпа иксӗмӗр вӗсем тинӗс хӗрринче шампӑлтатнӑ май йыш хушма тӑрӑшӑпӑр, Эстеллӑпа Элина шӑллӗне е тепӗр йӑмӑкне хирӗҫ пулас ҫук пек туйӑнать. |
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать | Трак енре 100 ҫул ытла пурӑнакан нумай. Ку енӗпе уйрӑмах Тусай ялӗ палӑрчӗ: Павел Трофимов - 103, Василиса Григорьева - 102 ҫула яхӑн, Александр Александров 101 ҫул ытла пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Ирина Орловӑран аслӑ ҫын районта ҫук. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 102 ҫул ҫитет.
Паян сире вӑрӑм ӗмӗрлӗ тепӗр хӗрарӑмпа паллаштарасшӑн. Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче вӑл 101 ҫул тултарчӗ. Ҫав шутран 95 ҫулне Васнар ялӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Патша саманинчи, совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи тата хальхи пурнӑҫ тути-масине пайтах тутаннӑ Валентина Егоровна, Васнара та ӑна йывӑр пурнӑҫ илсе ҫитернӗ...
Валентина Новоселова, Тутарстанри Апас районне кӗрекен Шонгут ятлӑ вырӑс ялӗнче ҫуралнӑскер, ХХ ӗмӗрти ҫирӗммӗш ҫулсенчи выҫлӑха куҫҫуль витӗр аса илет. Ҫемьере ҫичӗ ачаран чи кӗҫӗнни пулнӑ вӑл. 2 ҫулта чухнех ашшӗ вилнӗ. Амӑшӗ Ишлей тӑрӑхне качча тухнӑ аппӑшӗ патне пулӑшу ыйтса ҫыру янӑ. Тӑванӗн упӑшки кунти юханшывсем ҫинче шыв арманӗсем тытса тӑнӑ. Вӗсем чӗннипе Мария Александровна 4 ачипе Васнарти арман ҫуртне килсе хӳтлӗх тупать. Ҫичӗ ҫул тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн тин ҫурт лартса хӑйсем тӗллӗн пурӑнма пуҫлаҫҫӗ.
Валентина Егоровна ачаранпах пӗлӳ патне туртӑннӑ. Тӗрлӗ шкулта 8 класс вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтра ку сахал шутланман. Таҫта та ӗҫлеме тӳр килнӗ унӑн. Трак районне туса хурсан пӗрремӗш телефонистка пулса тӑнӑ. Унтан Перекет банкӗнче кассирта тӑрӑшнӑ. Колхозра ытларах вӑй хунӑ вӑл: кладовщикра, пахчаҫимӗҫ бригадирӗнче, сысна ферминче тимленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн медале тивӗҫнӗ.
1940 ҫулта Валентина Васнарти Василий Цветкова качча тухать. Анчах та чӑваш каччипе вырӑс хӗрӗ пӗрле нумай та пурӑнайман: тӗнче иккӗмӗш вӑрҫи пуҫланать. Упӑшкине фронта ӑсатсанах Валентина пӗрремӗш ачине ҫуратать. Телее, Василий Иванович вӑрҫӑран тӗрӗс-тӗкелех таврӑнать, ветеринара вӗренсе чылай ҫул санитарта тӑрӑшать. 1962 ҫулта йывӑҫ пӳрт лартнӑ Цветковсем. Халӗ фронтовик арӑмӗ ҫавӑнтах пурӑнать. Упӑшки вилни 22 ҫула кайрӗ ӗнтӗ.
Валентина Егоровна мӑшӑрӗпе 5 ачине чун парса пӑхса ӳстернӗ. Шел, чире пула асли Лилия пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ. Алевтина, Володя, Викентий, Татьяна чиперех кун кунлаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене килӗшнӗ профессисемпе ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗнтӗ. Валентина Ивановнӑн паян куна 11 мӑнук, 16 кӗҫӗн мӑнук тата 1 чи кӗҫӗн мӑнук пур. Вӗсенчен иккӗшне Валентина амӑшне сума суса Мария ят хунӑ.
Манмаҫҫӗ ачисемпе мӑнукӗсем ватӑ асламӑшне тата кукамӑшне - вӑхӑт тупса килсех тӑраҫҫӗ, ӗҫсене йышпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Уйрӑмах район центрӗнче пурӑнакан Викентий килти хуҫалӑха пӗччен тытса пыракан амӑшне час-часах пулӑшать.
Валентина хӑй вӑхӑтӗнче купӑс калама вӗреннӗ те паян та ку хатӗре алла тытсан тӗрлӗ юрӑ-кӗвӗ янраттарать. Хисеплӗ хӗрарӑма 101 ҫулхи менельникпе ӑшшӑн саламласа парнесемпе чысланӑ хыҫҫӑн ветерансен районти ертӳҫи Георгий Леонидович купӑсне тӑсса ячӗ те ӗлӗкхи чӑваш халӑх юррисене вылярӗ. Валентина Егоровна юрларӗ, хӑй те купӑс каласа кӑтартрӗ.
Хӑнасене чӑваш сӗтелӗ хушшине вырнаҫтарчӗҫ. Викентий амӑшӗ тин ҫеҫ пӗҫернӗ вӗри кукӑле касса сӗтел ҫине лартрӗ. Пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ кинемей ҫакӑн пек тутлӑ апат-ҫимӗҫ янтӑлама пултарнинчен тӗлӗнтӗмӗр.
- Ҫак хушӑра больницӑра пулман, васкавлӑ пулӑшу чӗнмен. Ыйхӑ килет. Ватлӑх ҫулӗ ҫеҫ кун хыҫҫӑн кун хӑвалать. Вӑхӑта хаҫат-журнал вуласа, радио итлесе, тӗрӗ тӗрлесе, кавир, алсиш-чӑлха ҫыхса ирттеретӗп. Мунча та хамах хутса кӗретӗп. Кӗсье телефонӗпе те усӑ куратӑп, - терӗ Валентина Егоровна хӑйне епле туйнине ыйтсан.
Ҫавӑн пек ӗнтӗ вӗсем, чӑваш ялӗсенче тӑван килӗнче ӗмӗрлекенсем - чир-чӗр аптратмасан вӑй ҫитнӗ таран мал ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ. Район пурнӑҫӗпе те кӑсӑкланса тӑрать Валентина Егоровна. Хушӑран-хушӑ «Красноармейски районӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале те хавхаланса пӑхать. «Ача амӑшӗн мухтавӗ», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе пӗрле упрать ӑна. |
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» | Акӑ вӗсем, ҫӑкалӑхпа чикӗленекен Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ пӗви урлӑ выртакан кӗпере ӗҫ хыҫҫӑн кашни каҫ такӑрлатнӑ телейлӗ мӑшӑр. Хӗсметрен таврӑннӑ Николай салтак кительне те хывман-ха, шурӑ халат тӑхӑннӑ вунсаккӑрти Евдокия вара тин ҫеҫ хут уйӑрттарнӑ мӑшӑрӗпе савнийӗпе тӗл пулнӑ пек кӑна курнӑҫаять - ӗҫлемелле, Тӑван ҫӗршыва ура ҫине ҫӗклемелле...
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн пурнӑҫ тути-масине туйнӑ кашни ҫын ҫак йӗркесенче хӑйӗн шӑпине палласа илчӗ-тӗр, шелсӗр выҫлӑх ҫулӗсене те тӳснӗ, кӑра вӑкӑрсене пӑхӑнтарса суха тунӑ, вӑрман касса Атӑл тӑрӑх ӑсатнӑ... Анчах чунра чи ӑшӑ туйӑмсем валли вырӑн хӑварсассӑн, пурнӑҫӑн яланах тикӗс мар ҫулӗпе утма алӑ паракан пулсассӑн темӗнле нушана та тӳссе ирттерме пулать. Ҫӑкалӑхра пурӑнакан Кураковсем патӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн ҫакна татах та ытларах ӗненме тытӑнатӑн.
Арапуҫ кӗперӗпе тӗлпулӑва ҫӳренисене вара паян та, утмӑл ҫул иртсен, ӑшӑ кулӑпа аса илет телейлӗ мӑшӑр. Вӗсем салтак тивӗҫне Калининград облаҫӗнче пурнӑҫласа тин таврӑннӑ Николай Шурутри /Комсомольски районӗ/ аппӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Яш кунтан тухма пӗлмен, ялти чипер хӗре Евдокийӑна куҫ хывнӑ. Ытарайманнипех евчӗ янӑ. Шурӑ халатлӑ пикене ялта пурте килӗштернӗ. Яшсем кӑна мар, ватти-вӗттипе ача-пӑча та. «Пӗрре ҫапла шӑллӑмӑн улттӑри ачи чупса кӗчӗ те, «Альтюк аппа паян качча каять!» - тесе шавлама тытӑнчӗ. Ун чухне туй-ҫуй пирки сӑмах-юмах та пулман-ха, ача сӑмахсем вара чӑна килчӗҫ, ҫав кунах тенкисене шӑнкӑртаттарса туй арӑмӗсем пырса кӗчӗҫ», - аса илет Евдокия Петровна чылай кӗтме тивнӗ телей пуҫламӑшне: мӑшӑр пӗрлешнӗ хыҫҫӑн та тӳрех пӗрле пурӑнайман-ха. Николайӑн ҫамрӑк арӑмӗ Нӑрваш Шӑхальте ӗҫленӗ, унта ҫитсе ҫӳреме вара ҫӑмӑлах пулман. Шурутран вара чылай ҫывӑхрах. Ҫамрӑк кине упӑшкин тӑванӗсем тӳрех кӑмӑлланӑ. «Эх, Альтюк, мӗнле килме пӗлтӗн?!» - тенӗ Марье, мӑшӑрӗн аппӑшӗ. Ун чухне чӑваш ҫӗрӗсем ҫинче те трахома тӗлли-паллисӗр алхаснӑ, ҫын пурнӑҫне сарӑмсӑр татнӑ. Тухтӑрсем вара ҫитмен. Хунямӑшӗ ӑна хӑйне ачашшӑн «кукамай» тесе чӗнме хушнӑ. Туйра Евдокия амӑшӗн пилне илеймен, вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче йывӑр чирлесе вилнӗ. «Ӗҫрен таврӑнтӑм та, анне кӑмака ҫинче юн сурса ларать. Вӑл килӗрен ҫӑм пуҫтарса арлатчӗ, эпӗ ҫыхса тӑраттӑмччӗ. Юлашки мӑшӑр чӑлхана ҫыхса пӗтернӗ ҫӗре аптӑрарӗ. Ҫӗпӗр язви пулчӗ ку. Хусана самолетпа чи лайӑх тухтӑрсем патне леҫесшӗнччӗ, анчах хирӗҫлерӗ. Хӑйсем килсе ҫитрӗҫ, никама та кӗртмерӗҫ. Темиҫе кунран вилчӗ», - инкек ӗнер пулса иртнӗ пек ыратакан чунне хытарса каласа парать Альтюк аппа.
Больницӑсенче ӗҫленӗ хушӑра пуртта пӗрре лартса вутӑ ҫурма та хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫав вӑхӑтрах амбулаторире кунне вун-вун ҫынна пулӑшма ӗлкӗрнӗ, каярах патронаж сестринче те ӗҫленӗ Евдокия Петровна. Ҫакна хакласа ӑна каярах «Ӗҫ ветеранӗ» ятпа чыслаҫҫӗ.
Евдокия Нӑрваш Шӑхальте санитаркӑра, мӑшӑрӗ Ишекри ялхуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ хушӑрах Кураковсен аслӑ ывӑлӗ ҫуралать. «Пире валли ӑна Хӗл Мучи илсе килчӗ», - шӳтлет Альтюк аппа Владимир раштав уйӑхӗн 31-мӗш каҫхине ҫуралнине аса илсе. Мӑшӑр тинех пӗрле пурӑнма тытӑнать - Николай Кондратьевич арӑмӗпе ачине хӑйӗн тӗп килне илсе каять. Анчах та кунти ҫурт темиҫе ҫемье валли ытла та тӑвӑр пулнӑ. Ҫапла вӗсем 1957 ҫулта Патӑрьел районӗн Ишлӗ Шетмӗ вӑрманӗ витӗр тухса Липовкӑна пурӑнма куҫаҫҫӗ. Кунта тӑпӑл-тӑпӑл ҫурт туянаҫҫӗ. Евдокия Петровна тирпейлӗ тытнӑ укҫине - ҫемье пурнӑҫне пуҫламашкӑн вӑл чухах пулнӑ.
Николай Кондратьевич поселокри завода ӗҫлеме вырнаҫать. «Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ялсенче лайӑх лашасем юлманпа пӗрехчӗ. Вӑкӑрсене малтан вӗрентнӗ, кайран уя илсе тухнӑ. Ҫак выльӑхпа ӗҫлеме хӑрушӑччӗ, хӑш-пӗр чух тытса чарма та май ҫукчӗ. Вӗсене Канашранах кӳрсе килнӗччӗ», - аса илет хӗрарӑм. Ку ӑру ачалӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тертлӗ ҫулӗсемпе тӗл килнӗ. Ҫак вӑхӑтри ӗҫри хастарлӑхшӑн Николай Кураков медале те тивӗҫнӗ, кайран «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнӗ. Ҫемьене ура ҫине тӑратма лесопунктри пилорамӑна ӗҫе вырнаҫнӑ. «Ылтӑн алӑллӑ ӑста», - тенӗ ун пирки халӑхра. Ҫурт хӑпартмалла-и, ҫенӗк тумалла-и - пурте чӳрече рамисене тума унран пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫак вӑхӑтра кӳршӗри Смычка ялӗнче медсестра шыранӑ - опытлӑ Евдокийӑна тӳрех унта илеҫҫӗ. «Кӗтӳ хӑваланӑ чухне ир-ирех тӑраттӑмӑр та уй тӑрӑх ҫынсене сиплеме тухса утаттӑмӑр. Кунне виҫӗ хут эмелленӗ. Унтан кӑшт выртса каннӑ пек пулсан кӑнтӑрла тӗлне каллех ҫула тухнӑ. Кунне виҫӗ хут ҫитнӗ чирлисем патне, - сӳтет Евдокия Петровна аса илӳ ҫӑмхине. Чир ураран ӳкернисен ӳчӗсене те сӗтӗрме тивнӗ имшер те черчен хӗрарӑмсен. - Трахома ҫава пек ҫулчӗ халӑха…». Пӑлапуҫ Пашьельте ӗҫленӗ чухне те трахомӑллӑ участока вӑл кӗске вӑхӑтрах чиртен тасатнӑ. Ҫавӑнпа та Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи виҫӗ ял - Смычка, Малиновака тата Липовка - ҫыннисем ҫак муртан хӑтӑласса шанса йӑнӑшман. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавни те, вӑкӑра пӑхӑнтарни те, чирлӗ ҫынсене сӗтӗрни те чӑваш хӗрарӑмӗшӗн, хӑй каланӑ тӑрӑх, чи йывӑр ӗҫ пулман. Чи йывӑрри - тӑван ачана ҫухатни.
Тӑваттӑн ҫитӗннӗ вӗсем Кураковсен, тӑваттӑшӗ те ывӑл - пӑхаттирсем. Ялта Альтюк аппана пӗтӗм хӗрарӑм ӑмсанса тӑнӑ.
- Ачасем ҫинчен вара пирӗн каламалӑх пур. Эпӗ, килти пӗччен хӗрарӑм, ҫурта нихӑҫан та пӑрахса хӑварма хӑраман, ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре савӑт-сапа та, урай та, кӗпе-йӗм те тап-таса пулнӑ, - тет телейлӗ амӑшӗ. - Ӗҫе алӑран туртса илетчӗҫ.
- Шкул пухӑвӗсенче мухтатчӗҫ, лайӑх вӗреннӗшӗн комисси ларӑвӗн членне те суйлатчӗҫ, - ывӑлӗсемпе мӑнаҫланать Николай Кондратьевич та.
- Аслин вӗренме кайма вӑхӑт ҫитсен тракториста ярасшӑн пултӑмӑр. Суха тӑвакан кирлӗ, ҫурхи ӗҫсем кӳршӗсенчен кая юлса пыратчӗҫ.
Ывӑлӗсем тракториста, чӑн та, вӗреннӗ. Ҫулӗсем ҫитсен тракторист кӑна мар, уй карапӗпе ҫӳрекен те пулнӑ вӗсен йышӗнчен. Анчах та тракторист-комбайнер профессине алла илни вӗсене аслӑ пӗлӳллӗ пулма чӑрмантарман. Пурте ашшӗ-амӑшӗ пекех ҫирӗп ҫемье ҫавӑрнӑ. Анчах та темиҫе ҫул каялла вӗсен килне хӑрушӑ инкек пырса кӗнӗ, йывӑр чир ывӑлӗн Анатолин пурнӑҫне сарӑмсӑр татать. Халӗ ватӑсене унӑн мӑшӑрӗ тата мӑнукӗ пӑхаҫҫӗ. Ҫӑкалӑхра пурӑнакан Леонидӑн ҫемйи те пулӑшсах тӑрать.
- Мӗнле килӗштерсе пурӑнтӑр ҫак вӑхӑт хушши? - 60 ҫул пӗрле шӑкӑл-шӑкӑл ӗмӗрленин вӑрттӑнлӑхӗпе кӑсӑкланмасӑр тӳсеймерӗмӗр эпир. Николай ӗҫлесе илнӗ укҫине пӗтӗмпех мӑшӑрне парса тӑнӑ, мӗн пуррине пӗрле пайланӑ. «Пӗр алӑра тытӑннӑ пурнӑҫ» теҫҫӗ вӗсем хӑйсен кун-ҫулӗ пирки. Ҫак кунсенче кил-йыш тӑхӑр мӑнукӗпе кӗрекене пуҫтарӑнать. Кураковсем бриллиант туя паллӑ тӑваҫҫӗ. |
Вика Сорокина | Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.
2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри.
Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем.
Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ. |
Вӑрнар районӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ | Ача ҫурални — пысӑк телей. Йӗкӗреш ҫут тӗнчене сайра хутра килет. Виҫӗреш вара республикӑра ҫулталӑкне темиҫе ҫемьере ҫеҫ ҫуралать.
Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнчи пӗр ҫемьере виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Районта кунашкалли 10 ҫул пулман-мӗн. Ҫапла ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Владимирпа Ксенийӑн ҫемйинче харӑсах икӗ ывӑл тата хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӗсене ача ҫуралнине ӗнентерекен хута савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Владимирпа Ксения ачасене Елизавета, Тимофей тата Илья ят хунӑ. |
Ырӑ улшӑнусем пулмаллах | Муниципалитет йӗркеленӗвӗсенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ҫӗнӗ тӗллевсем палӑртаҫҫӗ. Тунтикун ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Комсомольски тӑрӑхӗнче пулчӗ.
Районта иртнӗ ҫулсенче тума тытӑннӑ об Строительсен шухӑшӗ Иван Моторина тивӗҫтермерӗ.
- Шкул ҫуртне Республика кунӗ тӗлне хута яма тӑрӑшӑр, - сӗнчӗ Иван Борисович. - Ӑна вӗҫлеме укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ уйӑрнӑ. Ҫанталӑк ӑшӑтсанах ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстерӗр.
Иван Борисович Тукай Мишер ялӗнчи Илфат Айсын хресчен-фермер хуҫалӑхӗн аш-какай тирпейлекен цехне ҫитсе курчӗ. Унӑн производство кӑтартӑвӗсемпе, вӑл ветеринари-санитари правилисене епле пӑхӑннипе кӑсӑкланчӗ.
Культура ҫуртӗнче районӑн 2015 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе тата экономика аталанӑвӗпе паллашрӗ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин халӑх хуҫалӑхӗн мӗнпур отраслӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ ҫинчен ытларах калаҫрӗ. Кӑтартусем пур енӗпе те курӑмлӑ. Тырпул, пахчаҫимӗҫ, шӑрӑхра куллен шӑварнӑран уйрӑмах ҫӗрулми пысӑк тухӑҫ панӑ. Выльӑх йышне упраса хӑварнӑ. Халӗ хресченсем хӗрсех ҫуракине хатӗрленеҫҫӗ. Вӑрлӑха тасатса кондицие лартас енӗпе республикӑра малта пыраҫҫӗ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ ырӑ улшӑнупа савӑнтарать. «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн юлашки тӑватӑ ҫулта района 18 ҫамрӑк специалист ӗҫлеме килнӗ. Шел те, кадр ыйтӑвӗ шкулсенче ҫивӗч. Учительсен вӑтам ӳсӗмӗ - 46 ҫул. Икӗ ҫулран сахалрах вӑй хуракансем 0,7: ҫеҫ. Ҫакӑ пӗлӳ ҫурчӗсенче ҫамрӑк педагогсен йышӗ ҫав тери пӗчӗккине пӗлтерет.
Доклада сӳтсе явма ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, финанс тата экономика аталанӑвӗн министрӗсен заместителӗсем Светлана Ивановӑпа Ольга Ланцова хутшӑнчӗҫ. Ку тӑрӑхран паллӑ ҫын нумай тухнине, район йӑла-йӗркепе пуяннине, чылай енӗпе республикӑра мала тухнине палӑртрӗҫ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнес ӑнӑҫлӑ аталанать, вӗсен 42 субъекчӗ хушӑннӑ. Шел те, строительсем ҫурт-йӗр тӑвассипе, ҫул сарассипе плана тултарайман.
И.Моторин канашлӑва пӗтӗмлетсе район халӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленӗрен пысӑк ҫитӗнӳсем тунине палӑртрӗ. Ҫав вӑхӑтрах тулли хӑватпа усӑ курайман отрасльсен ӗҫне вӑйлатма сӗнчӗ. Районта ун валли ресурссем ҫителӗклӗ терӗ. Кӑҫалхи тӗллевсем уҫӑмлӑ, чылайӑшӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Производствӑра тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хурса палӑрнисем патшалӑх наградисене тивӗҫрӗҫ. |
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет | Совет Союзӗнче вӑйлӑ аталаннӑ ССО ун чухнехи студентсен асӗнче пурнӑҫри чи ырӑ самант пек ҫырӑнса юлнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей студотрячӗсен кунне кӑҫал пуҫласа паллӑ турӗҫ. Уява халалласа ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш Енри студотрядсен хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Унта республика Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов хутшӑнчӗҫ.
Чӑн та, Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ юхӑм хӑйӗн малтанхи мӑнаҫлӑхне ҫухатнӑ. Апла пулин те халӗ вӑл Раҫҫейӗн чылай регионӗнче ҫӗнӗрен хӑват илсе пырать. Чӑваш Енре юхӑма темиҫе ҫул каяллах чӗртсе тӑратнӑ, чӑвашсен отрячӗсем курӑмлӑ ҫитӗнӳсемпе палӑрма та ӗлкӗрнӗ. Пуринчен ытла - вожатӑйсен ушкӑнӗсем. Ҫапла 2011 ҫулта Чӑваш Ен студенчӗсен вӑйӗпе йӗркеленнӗ «Волгари» отряд Раҫҫейре чи лайӑххин ятне илнӗ. Хальхи вӑхӑтра педотрядсен ҫумне проводниксен, строительсен, аграри ӗҫченӗсен, сервис ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсен ушкӑнӗсем хушӑннӑ. Ҫуллахи кану вӑхӑчӗ ҫитсенех вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вӑй хурӗҫ.
- Чӑваш Енре йӗркеленнӗ отрядсем пуҫаруллӑ пулни вӗсем хута яракан проектсенчен те аван курӑнать. Акӑ нумаях пулмасть Интернет уҫлӑхӗнче «Эпӗ - вожатӑй» сайт ӗҫлеме пуҫларӗ. Округри студотрядсен пӗрремӗш квесчӗ те Чӑваш Енрех йӗркеленчӗ. Штаб хастарӗсем общество пурнӑҫӗнче яланах малта, вӗсем патриот воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ акцисенче - чи малти ретре. Хӑйсем вӗренекен заведенисенче - тӗслӗх вырӑнӗнче, - кӗскен паллаштарчӗ Чӑваш Енри юхӑм ӗҫ-хӗлӗпе «Раҫҫей студотрячӗсем» /малалла - РСО/ ҫамрӑксен общество организацийӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи уйрӑмӗн комиссарӗ Елена Наумова.
Паян асӑннӑ юхӑмӑн вырӑнти хастарӗсене мӗнле ыйтусем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ-ха? РСОн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Дмитрий Ефимов палӑртнӑ ыйту, ахӑртнех, чи ҫивӗччисенчен пӗри пулчӗ: студентсем ку е вӑл квалификаци ҫуккипе лайӑх ӗҫлесе илме май паракан сӗнӳсенех йышӑнаймаҫҫӗ. Эппин, тӗп специальноҫпа вӗреннӗ хушӑрах хушма профессие те алла илни ытлашши пулмӗччӗ.
Кун пирки Владимир Иванов министр ҫапла палӑртрӗ: «Паян республикӑри техникумсенче хальхи йышши оборудовани самай. Професси пӗлӗвӗ паракан ҫав заведенисемпе кӗске вӑхӑтлӑх курссем йӗркелемешкӗн килӗшӳсем тума май пур».
Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗн ертӳҫи Юлия Аланова студотрядсене республикӑри ҫул-йӗр ҫинче пыракан строительство ӗҫне явӑҫтарма сӗнет. Михаил Игнатьев ҫамрӑксен пуҫарулӑхне ырласа йышӑнчӗ.
- Акӑ кӗҫех пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт валли магистраль хывас ӗҫ пуҫланӗ. Пӗтӗм Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ пысӑк стройка пулма тивӗҫ вӑл. Паллах, ӗҫлекен чылай кирлӗ пулӗ. Ӗҫрен хӑраман маттур студентсен вӑйӗпе мӗншӗн усӑ курас мар? Ҫамрӑксемшӗн хушма укҫа ӗҫлесе илмелли май пулӗ, - терӗ Михаил Васильевич.
Укҫа тенӗрен, «ҫавра сӗтелре» пӗрремӗш шалу ӗҫлесе илесси ҫинчен сӑмах пуҫарсан вӗренӳ министрӗ студотрядри ӗҫ-хӗлне ӑшшӑн аса илмесӗр чӑтаймарӗ: - Ҫӗмӗрле хулипе Кӑмаша ялне ҫыхӑнтаркан ҫула сарма хутшӑннӑччӗ эпир. Ҫав тӑрӑхра пулмассерен чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ хуҫаланать: халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пире шанса панӑ-ҫке. Ҫавӑн чухне ӗҫлесе илнӗ шалупа атте валли парнелӗх костюм туяннӑччӗ.
РСО пайташӗсенчен хӑшӗ-пӗри кӑҫал Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ. Ӑна тивӗҫнисемшӗн «ҫавра сӗтел» усӑллӑ та кӑмӑллӑ калаҫупа кӑна мар, республика Пуҫлӑхӗн аллинчен Свидетельство илнипе те асра юлӗ. |
Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр | Чӑваш Енре кадетсен юхӑмӗ анлӑлансах пырать: хальхи вӑхӑтра республика корпусӗнче 88 кадет класӗ тата 4 кадет шкулӗ. Вӗсенче 3,5 пин ача вӗренет. Ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, граждан тивӗҫӗсене ӑса хывма, чыса ҫамрӑкран упрама вӗрентес тӗллевпе пуҫарнӑ ушкӑнсенче воспитани илекенсем ытти вӗренекеншӗн - тӗслӗх вырӑнӗнче. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗ А.В.Кочетов полковник ячӗллӗ кадет шкулӗн вӗренекенӗсене кадетсен йышне илессине халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Унта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов, пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ Наталья Тимофеева, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗн настоятелӗ Николай Иванов протоиерей, Тинӗс-ҫар флочӗн, Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ.
- Тӗнчере лару-тӑру ансат мар. Ҫакнашкал саманара ҫамрӑк ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва чунтан юратас туйӑмпа ҫитӗнтерес тени - пӗлтерӗшлӗ. Паянхи кадет хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывне сутас, чысне варалас ҫук. Ҫавӑнпа эпӗ ку юхӑма кӗрсе пыракан ачасен ашшӗ-амӑшне тав тӑватӑп - ывӑл-хӗрне патриот воспитанийӗ парассишӗн ҫине тӑнӑшӑн, - терӗ Михаил Игнатьев присяга тытма хатӗр маттурсем ҫинчен куҫ илеймен аслисем ҫине пӑхса.
Паллах, ашшӗ-амӑшӗн шанӑҫне тӳрре кӑларасси вӗрентекенсемпе офицерсем тӑрӑшмасӑр пулмӗ. Ҫак кунран «тулли праваллӑ» кадет пулса тӑнӑ пиллӗкмӗшсем хӑйсен шкулӗн ырӑ йӑлисене малалла тӑссан темиҫе ҫултан ҫарпа ҫыхӑннӑ аслӑ вӗренӳ заведенине те кӗрейӗҫ. Республикӑри ҫар комиссариачӗ шута илнинчен ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗр выпускниксем ҫар вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрессипе Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗ республикӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кадет кӗнекине республика Пуҫлӑхӗн аллинчен илнӗ хӗрачасемпе арҫын ачасем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ Диана Александрова вӗренӳре «пиллӗксемпе» ӗлкӗрсе пырать, Максим Антонов вара «Кенгуру», «Русский медвежонок» конкурссен призерӗ те пулнӑ, пӗтӗм Раҫҫей «Всезнайка» ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Анна Якушкина хӑй чӑваш пулнипе мӑнаҫланни куҫкӗрет: вӗренӳ отличникӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» юрӑ конкурсӗнче хула шайӗнче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.
- Чи пӗлтерӗшлӗ ҫӗнтерӳ - йывӑр чухне хӑвӑра хӑвӑр вӑй-хӑват пани. Ӑнӑҫуллӑ ҫын - пуянлӑх айне пулни мар, ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын. Эсир шӑпах ҫавӑн пеккисем пулса ҫитӗнме тӑрӑшӑр, - пиллерӗ кадет присягине тытакансене Николай атте.
Пиллӗкмӗшсем чиркӳ настоятелӗ каланине тӳрре кӑларма шантарнине палӑртса кадетсен йӑлана кӗнӗ девизӗпе тупа турӗҫ: «...Пурнӑҫа - ҫӗршыва, чыса - никама та!» Ҫапла пултӑрччӗ! |
Гидрометцентр асӑрхаттарать! | Чӑваш Енри Гидрометцентр ҫитес 24 сехетре Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Ксин циклон пулассине пӗлтерет. Ҫавна май юр нумай ҫӑвать, ҫил ҫеккунтра 19–24 метр вӗрет.
Ҫил хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑнпа ҫирӗп мар ларакан конструкцисенчен пӑрӑнма ыйтаҫҫӗ. Реклама щичӗсене те ҫил йӑтса антарма пултарать. Йывӑҫсем ӳкес хӑрушлӑх та пур.
Ҫитес талӑкра Чӑваш Енре 7–10 мм юр ҫумалла. Ытларах ҫӗрле, ирхи 6 сехетчен ҫӑвӗ.
Росгидромет юрпа вӑйлӑ ҫиле кура Чӑваш Енри хӑрушлӑха хӗрлӗ сарӑ тӗспе палӑртать. |
Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси | Чӑваш Енри ҫарпа патриотизм клубӗсемпе пӗрлешӗвӗсен иккӗмӗш слетне кӑҫал 150 ытла ҫамрӑк патриот хутшӑнчӗ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсен, Ача-пӑча полици академийӗнче вӗренекенсен вунвиҫӗ команди тӗп хулари Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртура хӑйсен вӑйне, ӑсне кӑтартрӗ.
Мероприятие ҫавӑн пекех ЧР Наркотӗрӗслев управленийӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем полици академийӗн воспитанникӗсене вунӑ ҫула яхӑн теори пӗлӗвӗ параҫҫӗ тата практика занятийӗсем ирттереҫҫӗ. Слет хӑнисен шутӗнче академирен лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ, хальхи вӑхӑтра РФ Наркотӗрӗслев службин Ҫӗпӗр юридици институчӗн пӗрремӗш курсӗнче пӗлӳ илекен Артем Фомин тата Александр Литвинец пулчӗҫ.
Жюри членӗсене лайӑххисенчен лайӑххисене палӑртма ҫӑмӑлах пулмарӗ ахӑртнех. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шупашкарти 37-мӗш шкул команди йышӑнчӗ. Иккӗмӗшсем - тӗп хулари 41-мӗш шкул патриочӗсем. Иккӗмӗш слет ҫӗнтерӳҫи - Ача-пӑча полици академийӗн «Тӑван ҫӗршыв» команди. Право хуралӗн службин профилӗпе хушма пӗлӳ паракан учреждени /сӑмах май, Раҫҫейре кун пекки урӑх ҫук/ воспитанникӗсем пӗрремӗш вырӑна тивӗҫлипех йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫирӗп сывлӑхлӑ, тарӑн пӗлӳллӗ, чылайӑшӗн спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе разрядсем те пур тата ҫамрӑк патриотсен Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӗренес тӗллевӗ питӗ пысӑк.
Тӑван ҫӗршыва, чӑнах та, чунпа туйса, ӑспа пӗлсе хӳтӗлемелле. Ҫамрӑк патриотсен слечӗ евӗр мероприятисене йӗркелесе ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсене вӗсем хӑйсен вӑйне, ӑс-хакӑлне кӑтартма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май параҫҫӗ. |
Хӑрасан та каялла чакман | Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ 5 пин те 692 ҫамрӑк Афганистанра ҫар службинче тӑнӑ. «Тӑван халӑха, Тӑван Совет ҫӗршывне, Совет Правительствине шанчӑклӑ упрама» тупа тунӑ салтаксем вилӗм хӑратсан та нихӑҫан та каялла чакман. Десантниксемшӗн аманнӑ е вилнӗ юлташа ҫапӑҫу хирӗнче пӑрахса хӑварнинчен, тӑшмана хӗҫ-пӑшал панинчен чыссӑртарах ӗҫ пулман. Юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ вӗсем.
Вӑхӑт малаллах шӑвать. Вӑрҫӑран таврӑннӑ чӑваш каччисем аслӑ пӗлӳ илме, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстерме, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тума ӗлкӗрнӗ. Апла пулин те вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнисене сурансем, кӑвак беретпа тельняшка, темиҫе сӑнӳкерчӗк, «Хӑюлӑхшӑн» медаль тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, тирпейлӗ пуҫтарса хунӑ сержант пакунӗсем сӑртлӑ-туллӑҫӗршыв ҫинчен манма памаҫҫӗ.
«Тепӗр чухне тӗлӗкре те курӑнать», - тет Владимир Михайлов сержант. Вӑл Афганистанра ҫулталӑк та виҫӗ уйӑх пулнӑ. Чӑваш каччине 1985 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн ҫар комиссариатӗнчен Канаша ӑсатнӑ. Ушкӑнра - 57 каччӑ. Десантник пулма тивӗҫлисем тепӗр кунне Канашран Хусан еннелле ҫула тухнӑ. Сызране ҫитнӗ, унтан - Фергана хулине...
- Владимир Владимирович, ним пытармасӑр калӑр-ха: салтакран пӑрӑнса юлас шухӑш пулман-и?
- Эпир ҫамрӑк чухне салтака кайманнисем ялта хисепре марччӗ. Асатте виҫӗ вӑрҫӑ витӗр тухнӑ. Атте те салтакра пулнӑ. Вӗсем каласа панисене лайӑх астӑватӑп. 7-мӗш класра вӗреннӗ чухнех шухӑш ҫирӗпленнӗ: салтака каймалла, десантник, разведчик пулмалла. Ачаран спортпа туслӑ пулнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, йӗлтӗрпе чупнӑ, «Зарницӑсене» хутшӑннӑ. Бокс секцине ҫӳренӗ, пӑшалтан пенӗ. Кӗскен каласан, ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман шухӑ ача пулнӑ. 1980 ҫулта пирӗн яла пӗрремӗш «афганец» килчӗ. Десантник. Эпир, 8-мӗш класс ачисем, ҫавӑн чухне вӑрҫӑ пирки пуҫласа илтрӗмӗр.
- Хӑвӑра Афганистана илсе каяссине хӑш самантра пӗлтӗр?
- Фергана хулине ҫитиччен виҫӗ кун маларах. Ҫул ҫинче пилӗк кун пулнӑ эпир, ҫав хушӑра сержантсемпе туслашрӑмӑр. Вӗсем систерчӗҫ: «Хӗрӳ вырӑна каятпӑр, кайран тата хӗрӳрех пулать». Пуйӑс кӑнтӑралла каять. Пирӗн ҫул ӑҫталла выртнине ҫавӑнтан та ӑнлантӑмӑр. Сызраньте салтак пӑтти ҫиме пуҫларӑмӑр. Малтан кутамккаран атте-анне кукӑлӗсене кӑларса кӑшлакаланӑччӗ. Стрелоксен 9-мӗш ротине лекрӗм. Эпӗ автоматчик-пулеметчик пулнӑ. Ферганара вӑрҫӑ ӗҫне ҫур ҫул вӗрентӗмӗр. Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Кабула 200 ҫын тухса кайрӑмӑр. Чӑвашсенчен ҫирӗмӗн пулнӑ. Баграмра сапаланӑ. Эпӗ пӗрле кайнисенчен пӗртен-пӗр чӑваш разведкӑна лекрӗм. Ҫапла пуҫланчӗ маншӑн вӑрҫӑ.
- Килтисене пӗлтернӗ-и?
- Малтанлӑха ҫырман. Вӗренетпӗр тенипех ҫырлахнӑ. Мана ҫара илсе кайнӑ вӑхӑтра хулара пурӑнакан тӑван шӑпах Афганистанран килнӗ. Яла пырсан пирӗннисемпе те калаҫнӑ ӗнтӗ вӑл. Фергана пирки сӑмах тухнӑ. Атте, салтакра пулнӑскер, эпӗ ӑҫта лекнине ӑнланса илнӗ ӗнтӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пытарман. Заданисене кайса ҫӳренисем пирки ҫырман паллах. Килтисене «Афганистан» сӑмаха илтни те кулянмалӑх, пӑшӑрханмалӑх ҫитнӗ.
- Сирӗн кӑкӑр ҫинче «Хӑюлӑхшӑн» медальпе «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» ордена куратӑп...
- Душмансен вӑрҫӑ тактики ҫапларах: каҫ кӳлӗм тапӑнса килеҫҫӗ. Ҫав каҫ вӗсем пӗр поста йӑлтах аркатса тӑкнӑ. 12 салтакран саккӑрӑшне вӗлернӗ. Пӗри тарнӑ, тепри, аманнӑскер, чулсем хыҫне пытаннӑ. Иккӗшӗ юлашки гранатӑпа сирпӗнсе кайма хатӗрленсе ларнӑ. Вӗсене пулӑшма чи малтан ҫитрӗмӗр. Мина хунӑ темиҫе уй, пилӗк таран юр ашса ту тӑррине хӑпартӑмӑр. Ҫав ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1985 ҫулхи раштав уйӑхӗнче медальпе чысларӗҫ. Ордена пур ӗҫе те шута илсе пачӗҫ-тӗр. Пирӗн тӗп тивӗҫ «чӗлхе» тытасси тата хӗҫ-пӑшал тӑшман аллине лекесрен сыхласси шутланнӑ.
- Вӑрҫӑ ача вӑййи мар: кашни утӑмрах вилӗм хурал тӑрать. Акӑ эсир те пӗрре кӑна мар аманнӑ, киле урасӑр таврӑннӑ...
- Пӗрремӗш хут пырсанах пӗр уйӑхран аманнӑччӗ. Алла ванчӑк лекнипе суранланнӑччӗ. 1986 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче сержант званине пачӗҫ. 1987 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, служба вӑхӑчӗ вӗҫлениччен ҫитмӗл сакӑр кун юлсан, каҫхине задание кайсан мина ҫинче сирпӗнсе кайрӑм. Ура татӑлчӗ. Ҫакӑнпа маншӑн Афган вӑрҫи вӗҫленчӗ. Баграмра, Кабулта, Ташкентра, Подольскра... 9 уйӑх госпитальсенче сиплентӗм.
Каҫчӗ ун чухне. Чипер пынӑ ҫӗртех ҫаврӑнса ҫапӑнтӑм. Малтан мӗн пулса иртнине ӑнланмарӑм-ха. Уйӑх ҫутинче хам ҫине чулсем тӑкӑннине кӑна куртӑм. Кайран вара мина сирпӗннине ӑнкартӑм. Алӑсене ҫӗклесе пӑхрӑм, сулахаййи ҫапкаланса тӑрать, ванчӑксем амантнӑ. Сылтӑм урана пӑхатӑп. Чиперех пек. Сулахай урана ҫӗклетӗп те - ҫӑп-ҫӑмӑл. Лайӑхрах пӑхатӑп: шӑлавар вӗҫӗн сӳсленчӗкӗсем кӑна вӗҫкелесе тӑраҫҫӗ. Малтан перӗнсе вилес килсе кайрӗ. Автомат тухса ӳкнӗ, айккинелле сирпӗннӗ, тӑсӑлса ҫитеймерӗм. Ачасем чупса пырса жгут хурса ҫыхрӗҫ.
Юлташсем мана пӗр сехет ытла сӑртсем тӑрӑх ҫӗклесе ҫӳренӗ. Кайран тата 20 минут машинӑпа илсе тухнӑ. Вертолет килессе пӗр сехет кӗтсе выртнӑ хушӑра юлташсем пырса сывпуллашрӗҫ. Комбат та, Серебряков майор, пычӗ. «Ҫыру ҫыр, аслӑ пиччӳ Афганра юлнӑ тесе шутла», - терӗ вӑл. Халӗ те кашни ҫулах полкрисемпе Мускавра тӗл пулатпӑр.
- Юлташсене вӑрҫӑ хирӗнче нумай ҫухатрӑр-и?
- Эпир - 20 разведчик /кашни ҫур ҫултан улшӑнса тӑнӑ ӗнтӗ/ - телейлисем шутланнӑ. Пысӑк ҫухатусем тӳсмен. 1986 ҫулта взвод командирне снайпер персе вӗлерчӗ. Ҫавӑн чухнех тепӗр сержант аманнӑччӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн тепӗр ачана снайпер ҫурӑмран лектернӗччӗ. Эпир чи малта ҫӳренӗ. Тен, ҫавӑнпа ытлашши шар курман. Малтисене тӳрех пеме пуҫламаҫҫӗ-ҫке.
Пӗрле кайнисенчен Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснӗ Саша Журавлев 1986 ҫулта вилчӗ. Учебкӑра пулнисем пырсан тепӗр уйӑхран тупӑксемпе кайма пуҫларӗҫ. Шел, кайран, тӑван тӑрӑха таврӑнсан, чылайӑшне вӑхӑтсӑр юлашки ҫула ӑсатрӑмӑр. Ӗҫсе кайнисем нумайӑн. Хӑйсене хӑйсем тытма пӗлменни пӗтерет. Ытларах хампа танлаштарма тӑрӑшатӑп. Эпӗ вилнисене те, йывӑр аманнисене те курнӑ, контузи пулнӑ, хама маннӑ, нумай вӑхӑт госпитальсенче сипленнӗ, наркозпа вунвиҫӗ операци тунӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпех витӗм кӳмелле пек. Уявсенче, юлташсемпе тӗл пулсан сыпкалатӑп, анчах пуҫа ҫухатмастӑп. Характер ҫирӗплӗхӗ ҫукки пӗтерет.
Теприсем тӑшмансем пулса тӑнӑ, Украинӑра пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ. Ҫывӑх юлташсемччӗ вӗсем: пӗри - Харьковран, тепри - Луганскран. Яланах пӗрлеччӗ. Пӗр-пӗрне ҫапӑҫу хирӗнчен сӗтӗрсе те тухнӑ, вилӗмрен те ҫӑлнӑ. Украинӑра пӑтранма пуҫласан юлташсем тӑшман пулса тӑнӑ, расна шухӑшлаҫҫӗ, пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ. Луганскри: «Эсӗ - вӗсем майлӑ, эпӗ - ку енче. Ҫавӑнпа сана хирӗҫ персен ан кӳрен», - терӗм тет.
- Вӑрҫӑра кашни самант юлашки пулма пултарать. Пурнӑҫшӑн хӑраса задание пурнӑҫлама килӗшменнисем пулман-и?
- Ун ҫинчен шухӑшламан. Таҫта шалта ҫав туйӑм пулнӑ паллах. «Хӑраман» тенине ӗненместӗп. Анчах юлташсен умӗнче «хӑратӑп» тесе уҫҫӑн мӗнле калӑн? Пӗрре ҫапла кӑнтӑрла вертолетран антарчӗҫ. Пӗри постран тарнӑ та ҫавна хӑвалатпӑр. Виҫӗ мина уйӗ витӗр тухрӑмӑр. Малта сапер асӑрхаттарса пырать. Мина ҫийӗн чупнӑ чухне ирӗксӗрех ура чӗтрет. Вилӗм юнашаррине алран аманнӑ чухне ӑнланман-ха эпӗ. Тепрехинче пулеметран мана печӗҫ, чулран лекрӗ, ванчӑкӗсем питрен пырса ҫапрӗҫ. Юн юхма пуҫларӗ. Ҫавӑн чухне ӑнлантӑм: кунта ача чухнехи пек вӑрҫӑлла выляни мар, чӑн-чӑн вӑрҫӑ пырать. Минӑсем шаплатаҫҫӗ, пульӑсем шӑхӑраҫҫӗ.
«Каймастӑп, тухмастӑп, хӑратӑп» тенине хамӑр хушӑра илтмен. Пирӗн разведчиксем пӗринчен тепри шухӑрахчӗ. Эпир пыриччен ҫавнашкал пӑтӑрмах пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ. Малта пыракан сапер мина ҫинче сирпӗннӗ. Ӑна илме тепри кӗнӗ. Вӑл та сирпӗннӗ. Черетпе виҫҫӗмӗшӗн каймалла. Анчах вӑл килӗшмен. Ӑнланма пулать, паллах, ҫав ачана. Виҫӗ уйӑхран килне каймалла, унта арӑмӗ, пӗчӗк ачи кӗтет... Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн хисепӗ пӗтнӗ.
- Афганистан халӑхӗ мӗнле пурӑнать? Душмансемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ-и?
- Батальон Панджшер ту хушӑкӗнче - Ахмад Шах Масудӑн тӑван вырӑнӗсенче - тӑнӑ. Ҫав тӑрӑхри виҫӗ кишлакра пурӑнатчӗҫ. Ыттисем пӑрахӑҫа тухнӑччӗ. Пӗчӗк ачасем чупкаласа ҫӳретчӗҫ, постра тӑнӑ чухне вӗсене чарса калаҫкаланӑ. Ватӑсем те иртсе каятчӗҫ, пӑшалсӑр-тӑк - вӗсене тӗкӗнмен. Каҫхине ҫынсен урамра ҫӳреме юраман. Пырсанах питӗ тӗлӗннӗччӗ. Сӑртсем ҫинче куккурус ҫеҫ ӳсет, урӑх нимӗн те ҫук. Ӗнесем усратчӗҫ. Мӗнпе тӑрантарнӑ-ши вӗсене? Унта курӑк та ӳсмест те. Апачӗ питӗ чухӑн: пашалу тата шыв. Уявсенче пуянраххисем плов пӗҫеретчӗҫ. Кишлаксенчен тухса ан кайччӑр тесе эпир вӗсене ҫӑнӑх, кӗрпе, тушенка параттӑмӑр. Халӑхӗ ҫук пулсан пире хӳптӗрлетчӗҫ. Кӑнтӑрла вӗсем хирте ӗҫлеҫҫӗ, каҫхине пӑшал тытса пеме те пултараҫҫӗ.
Душмансене курнӑ паллах: эпир «чӗлхе» тытма ҫӳренӗ-ҫке. Анчах «хам ҫӗҫӗпе мӑйран касрӑм» тесе суйма пултараймастӑп. Перкелешӳ вӑхӑтӗнче куратӑн: вӗсем чулсен хыҫӗнче лараҫҫӗ. Перетӗн. Тӑшман тӳнет. Анчах те эсӗ персе ӳкернӗ ӑна, те - юнашар выртаканни. Паллӑ мар.
- Тӑнӑҫ пурнӑҫа епле хӑнӑхрӑр?
- Чӑваш Ене 1987 ҫулта, ҫуркунне килмеллискер ҫур ҫул каярах юлса, кӗркунне тин, таврӑнтӑм. Кунта килсен виҫӗ уйӑх паспорт тӑваймарӑм. Ӗҫ ҫукран пропискӑна тӑратмаҫҫӗ. Прописка ҫукран ӗҫе илмеҫҫӗ. Аманнӑ, наградӑсем пур - чиновникшӑн ку интереслӗ мар. «Ӗне ҫилли айӗнчен вӑкӑр хӳри пӑрма яла кай», - тенӗччӗ мана пӗр тӳре-шара. Ҫапла чупкаласа ҫӳресе ура суранӗ уҫӑлчӗ. Каялла госпитале кайрӑм, тепӗр ҫур ҫул сиплентӗм. Таврӑнсан пӗр-икӗ уйӑх туяпа ҫӳрерӗм. 1988 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пӑрахрӑм, унтанпа тытман. Ура ыратать-и, ыратмасть-и - ҫӳретӗп, туя тытсан ачашлантарса ярать.
Мана пурнӑҫа йӗркелесе яма Флегент Романович журналист, отставкӑри подполковник, хӑй те вӑрҫӑра пулнӑскер, нумай пулӑшрӗ. Эпӗ госпитальте выртнӑ чухне вӑл пирӗн яла пырса кайнӑ, телефонне хӑварнӑ. Сипленсе килнӗ хыҫҫӑн ун патне шӑнкӑравларӑм, нуша курса ҫӳрени ҫинчен интервью патӑм.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн ҫар комиссариатӗнче «афганецсене» пуҫтарчӗҫ. Ҫав кун шӑпах хаҫат тухрӗ, унта ман ҫинчен ҫырни - ҫур страница. Пухура парти ӗҫченӗсем те йышлӑччӗ. Ҫав кунах мана ӗҫ те, хваттер те тупса пачӗҫ. Мускавра хӗрпе паллашса пӗрле илсе килнӗччӗ, ҫемье ҫавӑртӑмӑр. Трактор заводӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫав самантран тӑнӑҫ пурнӑҫа кӗрсе кайрӑм. Каярахпа ЧПУра вӗренсе аслӑ пӗлӳ илтӗм. Ҫынпа калаҫма пӗлетӗп. Урасӑр тесе пуҫ усса лармастӑп. Уксахлатӑп ӗнтӗ. Тем мар. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пуласса шанса пурӑнатӑп.
- Вӑрҫӑ асапне тӳсме пӳрнишӗн шӑпана ӳпкелеместӗр-и?
- Урасӑр юлнӑ пулсан та Афганистанра службӑра тӑнӑшӑн ӳкӗнместӗп. Пурнӑҫра ҫакӑн пек тӗрӗслев пулатчӗ-и, пулмастчӗ-и - пӗлместӗп. Анчах ҫавӑн пек йывӑрлӑхра тупнӑ евӗр юлташсене тӗл пулаймастӑмччӗ. Маншӑн юлташ - саншӑн пурнӑҫне шеллемен, вилме хатӗр ҫын. Вӑрҫӑ вутӗнче пиҫӗхнӗ туссемпе паянхи кун та тӗл пулатпӑр, ҫуралнӑ кунсене, уявсене пӗрле паллӑ тӑватпӑр. Пӗр-пӗринпе кумлӑ, тус-тӑванлӑ эпир.
- Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессишӗн алла тепӗр хут пӑшал тытма хушсан килӗшетӗр-и?
- Ялта юлташсемпе пухӑнсан - Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинче ҫуралса ӳснӗ эпӗ - «хамӑр пата тапӑнса килсен Ҫавал хӗррине тухса выртатпӑр, иккӗн-виҫҫӗн пилӗк минут тытса тӑратпӑр-и?» тесе час-часах шӳтлетпӗр. Паллах, Тӑван ҫӗршыва юратакан, тахҫан ӑна алла пӑшал тытса пӗрре хӳтӗленӗ ҫын пушшех те, ҫак тивӗҫе пурнӑҫлассинчен пӑрӑнса юлма пултараймасть. Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем те ҫапла шухӑшлама пуҫлани савӑнтарать. Тӑватӑ-пилӗк ҫул каялла кӑна апла марччӗ. «Салтака мӗн тума каймалла?» тесе калакан йышлӑччӗ ун чухне. Халӗ вара ҫара хисеплесе калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫамрӑксемпе час-часах тӗл пулатпӑр. Вӗсен хушшинче ҫар училищисене вӗренме каяс кӑмӑлли те сахал мар. Апла-тӑк пирӗн ҫӗршыв ҫарӗ ҫирӗпленсе, вӑйланса, тӗрекленсе пырӗ. |
Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ | Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн шӑпи хӑйне евӗр. Сарапакассинчи Николай Трофимовӑн вара вӑл халӑх кун-ҫулӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ.
Колхозниксен йышлӑ ҫемйинче ҫуралнӑ вӑл. Унсӑр пуҫне килӗнче ултӑ пиччӗшӗпе виҫӗ аппӑшӗ пулнӑ – Николай чи кӗҫӗнни. Ҫатра-Хочехмат шкулӗнче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Советскине тракториста вӗренме яраҫҫӗ каччӑна. Кун хыҫҫӑн практикӑра вӑл Оренбург облаҫӗнче те пулнӑ. Вун саккӑр тултарсан яш ҫар комиссариачӗ сӗннипе водителе вӗренет. Пурнӑҫне те ҫак профессипех ҫыхӑнтарӗ. Тепӗр ҫулах салтак атти тӑхӑнма ят тухать. Ҫар тивӗҫне Германире пурнӑҫласа яла таврӑнсан «Звезда» колхозра водительте вӑй хума тытӑнать. Ҫак вӑхӑтран ял пурнӑҫӗ уншӑн уйрӑмах ҫывӑх пулса тӑрать. Ҫатракассипе Сарапакасси хушшинчи ҫула вырӑнти халӑх тахҫантанпах якатма ӗмӗтленнӗ. 1994 ҫулта вӗсен ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланать: ҫӗнӗ ҫул сараҫҫӗ. Ҫак ӗҫре Николай Трофимович та хастарлӑх кӑтартать. Тепӗр ҫулах вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ тӗле икӗ ял хушшинче палӑк вырнаҫтараҫҫӗ. Ывӑлӗсене, мӑшӑрӗсене вӑрҫӑ уйӗнчен кӗтсе илеймен амӑшӗсемпе салтак арӑмӗсем ҫакӑншӑн вӗсене ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав тунӑ.
Вӑл пурнӑҫланӑ ӗҫсем – куҫ умӗнче. Ҫакна шута хурсах Николай Трофимовича 10 ҫул каялла ял старостине суйлаҫҫӗ. Ҫак самантран ентешӗсен пӗр ыйтӑвӗ те вырӑнти влаҫ патне ҫитмесӗр юлмасть. 1998 ҫулта сарапакассисем патне «кӑвак ҫулӑм» ҫитет. Газ пӑрӑхӗсем хунӑ ҫӗрте Николай Трофимов та нумай вӑй хурать.
Ял ҫыннин пурнӑҫӗ унчченхипе танлаштарсан паян чылай хӑтлӑрах. Иртнӗ ҫуркунне акӑ Сарапакассинче «культура вучахӗ» уҫӑлчӗ. «Унччен вара ял халӑхӗпе пухусене урамра та, лавккара та ирттерме тиветчӗ», – аса илет Николай Трофимович.
Сарапакасси тӑрӑхӗ сарӑлсах пырать. Ҫуртсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗкленеҫҫӗ. Ял халӑхне шыв ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарнӑ. Виҫӗ ҫул каялла икӗ башня лартса Мокшин тата Сарапакасси ялӗсене шывпа тивӗҫтерме май килнӗ. Мӗнле ӗҫ пурнӑҫланӑ – пӗтӗмпех халӑхшӑн. Николай Трофимова ял ҫинче ҫакӑншӑн хисеплеҫҫӗ те. Вӑл – Шупашкар район старостисем хушшинче иртнӗ конкурсӑн «Ҫут ҫанталӑка чунпа сӗртӗн» номинацийӗнчи ҫӗнтерӳҫӗ. Ҫакӑншӑн ӑна администраци дипломӗпе чысланӑ.
Сарапакассинчен инҫе мар – ял масарӗ. Халӑх вӑйӗпе кунта ҫурт ҫӗкленӗ. Масар тавралли территорие вара карта тытса ҫавӑрнӑ. Ҫывӑх тӑванӗсене юлашки ҫула ӑсатнӑ чухне те, ҫимӗкре пуҫтарӑнсан та, Николай Трофимович шухӑшӗпе, ҫынсемшӗн ҫак вырӑн питӗ кирлӗ.
Ҫапах та паян старостӑна канӑҫ паман урӑх ыйту та ҫук мар. Ялта ҫырма-ҫатрана ҫӳп-ҫаппа, йӑлари хытӑ каяшпа тултаракансем те пур. «Ҫавсене тасалӑх пирки ӑнлантарасчӗ», – тет Николай Трофимович чун ыратӑвӗ пирки. Ҫак киревсӗр йӑлапа кӗрешме вара пӗрре те ансат мар. Ҫавӑнпа та Сарапакасси тӑрӑхӗнче юр кайса пӗтессе кӗтмесӗрех ҫак ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ. Кунти ҫырма-ҫатрари ҫӳп-ҫапа пӗтерсех пыраҫҫӗ – каллех староста ҫине тӑнипе. Хутсене ҫунтараҫҫӗ, тимӗр-тӑмӑра йышӑну пунктне ӑсатаҫҫӗ…Трофимовсен туслӑ та тӗслӗхлӗ ҫемйине ӑмсанмалла кӑна: мӑшӑрӗпе, Ираида Никифоровнӑпа, ҫӗршыва тивӗҫлӗ ачасем ҫитӗнтернӗ вӗсем – икӗ хӗр те виҫӗ ывӑл. «Пӑхаттирӗсем» пурте моряксем. |
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру | Хисеплӗ депутатсем, ӗҫтешсем, Чӑваш Енре пурӑнакансем!
Иртнӗ ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян пулчӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри паянхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика лару-тӑрӑвӗ ҫине пысӑк витӗм кӳме ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, ыттисем хӑйсем ҫинчен каярах аса илтерӗҫ, ҫавӑнпа та малашлӑхра вӗсен витӗмне туйма тата ҫакӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин аталанӑвӗшӗн мӗнлерех пӗлтерӗшлӗ пулассине ӑса хывма тивет.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Сочи хулинче ҫӗршывра пуҫласа хӗллехи Олимп вӑййисем иртрӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах Раҫҫей спортсменӗсемшӗн чунтан хумханчӗ, вӗсен чаплӑ та мухтавлӑ ҫитӗнӗвӗсемшӗн тем пекех савӑнчӗ. Эпир чун хавалӗпе вӑйлӑ ҫын тума ҫуккине те тума пултарнине ҫирӗплетсе панӑ хамӑрӑн паралимпиецсен паттӑрлӑхӗпе хавхалантӑмӑр!
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ Олимп команди йышӗнче нумай ҫул хушшинче пуҫласа хӗллехи спорт тӗсӗсем енӗпе пирӗн республика спортсменки те ӑмӑртни уйрӑмах камӑллӑ пулчӗ. Ку, паллах, ҫитӗнӳ, ҫавна май эпӗ шанатӑп: Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫывӑх вӑхӑтрах хӗллехи олимпиадӑсен пьедесталӗсене тем тесен те парӑнтарӗҫ.
2014 ҫулта пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртрӗ: Раҫҫей Федерацийӗн йышне икӗ ҫӗнӗ субъект - Крым Республики тата Севастополь хули кӗчӗҫ. Чӑваш Ен Крым тата Севастополь, унта пирӗн икӗ пин ҫурӑ ытла ентеш пурӑнать, Раҫҫейӗн туслӑ ҫемйине хутшӑнма кӑмӑл тунине хӗрӳллӗн ырласа йышӑнчӗ. Туслӑн килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӳсене алӑ пуснӑ та ӗнтӗ, вӗсем пирӗн регионсем хушшинчи экономика, наука, социаллӑ пурнӑҫпа культура ҫыхӑнӑвӗсене малалла анлӑлатса пыма никӗс хываҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» спорт форумӗ иртрӗ. Эпир ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие йӗркелесе ирттерме тӗплӗн хатӗрлентӗмӗр тата ӑна питех те ҫӳллӗ шайра ирттертӗмӗр. Республикӑра пурӑнакансем хӑйсен хастарлӑхӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе, чунтан тухакан йӑл куллипе тӗлӗнмелле лару-тӑру йӗркелерӗҫ, ют ҫӗршыври пирӗн ӗҫтешсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавнашкалли вӗсен патӗнче Раштав уявне паллӑ тунӑ вӑхӑтра кӑна пулать.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин тата мӗнпур хӑна форума йӗркеленине, Чӑваш Ен халӑхӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тараватлӑхне тивӗҫлипе хакларӗҫ.
Вӗсем республикӑра пурӑнакансем спортпа туслӑ пулнине, хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне тата тӑван ҫӗрне чунтан юратнине курса ӗненчӗҫ.
Анчах та пӗлтӗр ырӑ пулӑмсем кӑна пулмарӗҫ. Спорт форумӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн темиҫе кунранах ҫутҫанталӑк пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗслесе пӑхрӗ. Хуласемпе ялсем ҫине йӑтӑнса аннӑ пӑрлӑ ҫумӑр электричествӑпа тивӗҫтерекен линисен бетон юписене тӳнтерчӗ, пралуксене татрӗ тата йывӑҫсене хуҫрӗ. Районсем, ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗ.
Ҫак йывӑр вӑхӑтра никам та хӑраса ӳксе ҫухалса каймарӗ. Чӑваш Ен ҫыннисем пирӗн йыхрава йышӑнса кӳршӗ регионсенчен пулӑшма килнӗ энергетиксемпе ҫума-ҫумӑн тӑрса электричествӑпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе пӗрле тӑрӑшрӗҫ, урамсемпе картишсене йӗркене кӗртрӗҫ. Вӗсен ырми-канми ӗҫне пула ҫутҫанталӑк инкекӗн сиенӗсене кӗске вӑхӑтра пӗтерме май килчӗ.
Ҫав кунсенче эпир хамӑр пӗрпӗтӗм халӑх пулнине, юратнӑ республика ырлӑхӗшӗн пӗрлешме пултарнине ҫирӗплетсе патӑмӑр! Эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха ҫӗнме те, чи пысӑк тӗллевсене пурнӑҫлама та вӑй-хал ҫитеретпӗр!
Шкулсенче, больницӑсенче, республикӑра пурӑнакансен ҫынсен ҫурчӗсенче каллех ӑшӑ та ҫутӑ пултӑр тесе ҫил ҫинче тата сивӗре, ҫумӑрпа юр айӗнче хӑйсен сывлӑхне шеллемесӗр ӗҫленӗ мӗнпур ҫынна тепӗр хут пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп. Тавтапуҫ сире, хаклӑ туссем!
Ҫак Ҫырӑва хатӗрленӗ ҫӗре йӑлана кӗнӗ пекех политика партийӗсем, общество организацийӗсем, Чӑваш Енре пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ.
Ку манӑн Патшалӑх Канашне тата Чӑваш Республикин халӑхне янӑ пиллӗкмӗш ҫыру, ҫавӑнпа та эпӗ маларах тунӑ ӗҫӗн хӑш-пӗр пӗтӗмлетӗвне илсе кӑтартас тетӗп.
Эпӗ Чӑваш Ен Президенчӗн должноҫне кӗнӗ 2010 ҫула аса илер. Республика территорийӗнче ун чухне вӑрмансенче пушарсем алхасатчӗҫ, вӑраха тӑсӑлакан шӑрӑх та типӗ ҫанталӑка пула ялхуҫалӑхӗ пысӑк тӑкак тӳсетчӗ, ӗҫсӗрлӗх шайӗ 9,5 процента ҫитнӗ, ӗҫ укҫи енӗпе пухӑннӑ парӑм 120 миллион тенкӗрен те иртнӗччӗ. Пир-авӑр комбинатӗнче, Шупашкарти трикотаж фабрикинче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатра панкрутлӑх лару-тӑрӑвӗ йӗркеленнӗччӗ, пиншер ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ.
Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ инвесторсен преступлениллӗ ӗҫӗсене пула темиҫе ҫӗр пайҫӑ хӑйсене пама шантарнӑ хваттерсӗр тӑрса юлнӑ, вӗсен умӗнчи пурнӑҫламан тивӗҫсен виҫи 2 миллиард тенке ҫитнӗ, ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа лартмалли «Ҫӗнӗ хула» чи пысӑк проект пурнӑҫланма чарӑнса ларнӑ.
Халӑх хӑй хальлӗн вилесси чарӑнманччӗ, унӑн кӑтартӑвӗ пилӗк ҫул хушшинче - 2005 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулта - 21 пине яхӑн ҫынпа танлашатчӗ.
Чӑваш Ен Правительствине, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене, республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах васкавлӑн, уҫӑмлӑн, пӗтӗм вӑя хурса килӗшӳллӗн ӗҫлеме, чӑтӑмлӑ та тӑрӑшуллӑ пулма ыйтакан васкавлӑ мерӑсем йышӑнмаллаччӗ.
Паян эпир тулли кӑмӑлпа палӑртма пултаратпӑр: ҫӳлерех асӑннӑ ҫивӗч ыйтусенчен ытларахӑшне татса панӑ.
Экономика палӑрмаллах ҫирӗпленчӗ. Тӑватӑ ҫул хушшинче пӗр пысӑк предприятире те панкрутлӑх ӗҫӗсене пуҫарман. Пачах урӑхла, эпир вуншар пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ производствӑсем туса хута ятӑмӑр, пысӑк ӗҫ укҫи тӳлекен пиншер ӗҫ вырӑнӗ йӗркелерӗмӗр.
Уйрӑммӑн палӑртатӑп: ял ҫӗрӗнчи таса уйра кӗске вӑхӑт хушшинче производство культури ҫӳллӗ шайра шутланакан ку чухнехи хӑватлӑ заводсем туса лартнӑ. Ҫак проектсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлани Чӑваш Енӗн инвестици вӑй-хӑвачӗ пысӑк пулнине кӑтартать, республикӑра пурӑнакансене малашлӑх ҫине ырӑ куҫпа пӑхма шанӑҫ кӳрет.
Патшалӑх харпӑрлӑхӗпе усӑ курасси унчченхинчен чылай тухӑҫлӑрах пулса пырать, республикӑн ҫӗр айӗнчи пурлӑхӗсемпе усӑ курнӑшӑн кӗрекен укҫа-тенкӗ вуншар хут ӳсрӗ.
Шута илекен ӗҫсӗрлӗх 2,5 яхӑн чакрӗ, нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвассин калӑпӑшӗ 55 процент ӳсрӗ.
Пулӑшу кирлисене, чӑн малтанах нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ветерансене, социаллӑ пулӑшу парасси вӑйланчӗ, бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ палӑрмаллах пысӑкланчӗ, ҫавна пула республикӑри чухӑнлӑхра пурӑнакансен шучӗ 14 процент чухлӗ чакрӗ, Чӑваш Енре халӑх йышӗ хӑй хальлӗн ӳснине виҫҫӗмӗш ҫул шута илетпӗр! Ку чухнехи ача сачӗсем тумалли, нумай хваттерлӗ ҫуртсене, картишсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсамалли, спорт площадкисене оборудованипе тивӗҫтермелли программӑсем йӗркеллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ.
Чӑваш Ен ял ҫӗрӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсен тытӑмне тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсене аталантарас енӗпе Раҫҫейри чи лайӑх сакӑр регион йышне кӗчӗ.
Юлашки икӗ ҫулта республикӑри ялсемпе саласенче ку чухнехи модульлӗ 60 фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче «Ял ҫыннисене - 100 ФАП» проекта вӗҫлетпӗр.
Пирӗн хресченсем, тӑрантаруҫӑ-ҫӗр ӗҫченӗсем, пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра е совхозра вӑй хунӑ ветерансем халӗ пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвне лайӑх шайри хӑтлӑ условисенче илме пултарӗҫ!
Юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ пӗтӗм ӗҫшӗн эпӗ, хисеплӗ депутатсем, сире тав тӑватӑп, хӑйсен ӗҫ вырӑнӗнче тӑван республика ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тата ырми-канми ӗҫлекен Чӑваш Енӗн мӗнпур ҫыннине тав сӑмахӗ калатӑп! Ӗҫ ҫыннисене чыс та мухтав!
Эпир пустуях нимӗн те шантармастпӑр, шантарнине вара - пурнӑҫлатпӑр! Эпӗ пӗлетӗп: ҫӗнӗ ҫул-йӗр пурне те килӗшмест. Уйрӑмах коррупципе кӗрешес ӗҫ вӑйлӑ хирӗҫ тӑрупа тӗл пулать, ӑна эпир юлашки ҫулсенче ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пыратпӑр. Ахӑртнех, хӑшӗсен иртнӗ тапхӑра, миллиардшар тенкӗ бюджет укҫине, Чӑваш ҫӗрӗнчи вӑрман туприпе ҫӗр айӗнчи пуянлӑха ручкӑпа пӗрре сулсах, конкурссемпе аукционсем ирттермесӗрех ҫывӑх ҫынсен хушшинче пайланӑ чухнехи вӑхӑта, каялла тавӑрас килет-тӗр.
Общество-политика лару-тӑрӑвне хускантарса яма, йӗркеленсе ҫитнӗ ҫирӗплӗхе аркатма хӑтланакан уйрӑм тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра пулса иртекен пулӑмсем ҫинчен тӑрӑшсах суя хыпар сараҫҫӗ, эпир юлашки ҫулсенче тунӑ ҫитӗнӳсене хурласси ҫаплах чарӑнмасть.
2015 ҫул - суйлавсен ҫулӗ. Ҫавна май Чӑваш Ене каялла ҫавӑрма хӑтланни чӑннипе вӑйланса пырӗ. Анчах та эпӗ шанатӑп - вӗсен ӗҫ тухмӗ. Прогреса чарма ҫук! Ҫапла, пирӗн ӗҫре ҫитменлӗхсем пур. Ҫапла, шухӑшласа хунинчен пурте пурнӑҫланаймасть. Анчах та эпир республикӑра пурӑнакансем пурте пекех хамӑра шаннине тата вӗсен пулӑшӑвне туйса тӑратпӑр. Эпир тӗрӗс ҫул ҫинче тата унран ниҫталла та пӑрӑнмастпӑр!
Ҫывӑх вӑхӑтрах экономикӑра, социаллӑ пурнӑҫпа культура сферисенче пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене пурнӑҫлама тивет. Ҫакна тулашри тата шалти рыноксенчи лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ пӗтӗм тӗнчери политика лару-тӑрӑвӗ ҫивӗчленсе ҫитнӗ условисенче тума ҫӑмӑлах мар. 2014 ҫул пӗтӗм ҫӗршывшӑн пекех пирӗн республикӑшӑн та йывӑр ҫул пулчӗ. Ют ҫӗршывсем Раҫҫей компанийӗсене хирӗҫ йышӑннӑ суту-илӳпе экономика санкцийӗсем Чӑваш Ен предприятийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫине те япӑх витӗм кӳчӗҫ.
Ҫав вӑхӑтрах санкци мерисене пӗрешкел япӑх хаклама кирлӗ мар. Пӗр енчен пӑхсан, вӗсем чӑн та, экономикӑн уйрӑм секторӗсенче ӳсӗм хӑвӑртлӑхне чакарчӗҫ. Тепӗр енчен - ҫав санкцисемех хамӑрӑн тавар туса кӑларакансене аталанма ҫӗнӗ майсем, инновациллӗ шухӑшсене чӑн проект шайне ҫитерме хушма хавхалану кӳчӗҫ.
2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ҫакӑн пек палӑртрӗ: «Пирӗн тӗп тӗллев - Раҫҫее конкуренцире вӑйлӑрах пулма пулӑшакан чи пӗлтерӗшлӗ майсенчен пӗринпе, шалти пысӑк рынокпа усӑ курасси, ӑна ҫӗршыв экономикин чӑн секторӗсем туса кӑларакан лайӑх пахалӑхлӑ таварсемпе тултарасси пулса тӑрать...».
Ҫавна май Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ умне пулма пултаракан хӑрушлӑхсене тупса палӑртас тата чакарас тӗллевпе Чӑваш Республикин «2012-2020 ҫулсем валли йышӑннӑ экономика аталанӑвӗ тата инновациллӗ экономика» патшалӑх программи шайӗнче «Чӑваш Республикин экономикин уйрӑм отраслӗсенче импорта улӑштарассине аталантарасси» ҫум программӑна туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.
Асӑннӑ ҫум программӑна пурнӑҫлани республикӑри импорта улӑштармалли тата конкурентлӑ продукци калӑпӑшӗсене ӳстерме пулӑшать.
Сӑмах май каласан, пирӗн чылай предприяти ют ҫӗршыв чӗр таварне тата комплектламалли япаласене тапхӑрӑн-тапхӑрӑн Раҫҫейри аналогсемпе улӑштарас, изделисене серипе туса кӑларас ӗҫе пуҫӑнчӗ.
Промышленноҫ производствин индексӗ Чӑваш Енре юлашки тӑватӑ ҫулта Раҫҫейри кӑтартусенчен те иртекен кал-кал аталанупа палӑрать. 2014 ҫулта вӑл, хаклав тӑрӑх, 104,5 процентран кая мар пулмалла.
2014 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, тирпейлекен производствӑри ӗҫ тухӑҫлӑхӗ республикӑра вӑтамран 7 процент ытла ӳснӗ, чылай предприяти пысӑк ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе, хӑтлӑ ӗҫ условийӗсемпе тата тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи тӳленипе палӑрса тӑрать.
Паянхи куна республика предприятийӗсенче пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗ пӗтӗмпе 160 пин ытла шутланать, ҫакӑ 2011 ҫулхи шайран 1,6 хут пысӑкрах.
Манӑн 2010 ҫулхи «Ҫамрӑксене шанмалла!» Ҫырура пирӗн тӗп ресурс вӑл - ҫын, унӑн аталанас туртӑмлӑ тата техника тӗлӗшӗнчен мала иртме ӑнтӑлакан ӑс-тӑнӗ, пӗлӗвӗ пулнине палӑртнӑччӗ.
Ҫак ҫулсем хушшинче ҫын вӑй-хӑватне аталантарас ӗҫе инвестицисем хывассине тӗллевлӗн пурнӑҫласа пыни хӑйӗн уссине кӳчӗ. 2014 ҫулта республикӑри предприятисем тиесе ӑсатнӑ инноваци продукцийӗн танлаштаруллӑ виҫи 2011 ҫулхи шайран икӗ хут ытларах - 6,1 процентран 13,6 процент таран ӳсрӗ. Асӑннӑ продукци Раҫҫей экономикин стратегилле отраслӗсенче ют ҫӗршыв продукцине ӑнӑҫлӑн улӑштарать. Ҫапла вара Чӑваш Ене аталантармалли ку чухнехи ҫӗнӗ экономика моделӗ йӗркеленет.
Промышленноҫ производствин калӑпӑшӗсене ӳстерес ӗҫе малалла хавхалантарасси, малта пыракан технологисемпе оборудование ӗҫе кӗртесси, пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси пирӗн экономика политикин чи ҫывӑх ҫулсенчи тӗп тӗллевӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Вӗсене татса парасси ытларах экономикӑн чӑн секторне хывакан инвестицисенчен килет. 2014 ҫулта Чӑваш Республики федерацин Атӑлҫи округӗн чӑн сектор валли каякан тӑкаксене пӗчӗклетмен кӑна мар, вӗсене 24,5 процента яхӑн - 9,3 миллиард тенкӗ таран ӳстернӗ йышлах мар регионӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ.
Эпир тавар кӑларакансене налук ҫӑмӑллӑхӗсем памалли майпа тухӑҫлӑн пулӑшма тӑрӑшатпӑр, 2014 ҫулта кӑна вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 672,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Республика бюджетӗнчен «Промтрактор-Промлит», «Чӑвашкабель» завод, «АККОНД», «Элита», «Шупашкарти электротехника тата автоматика», «Хӗвел» тата ытти ҫавнашкал предприятисен инвестици проекчӗсене пулӑшу панӑ.
Пӗтӗмпе 2011 ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре пысӑк пӗлтерӗшлӗ 100 яхӑн инвестици проектне, ҫав шутра ют ҫӗршыв капиталне хутшӑнтарса, пурнӑҫланӑ, ҫакӑ Чӑваш Ен экономикине 130 миллиард тенкӗ ытла инвестици явӑҫтарма, 12 пине яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панӑ.
Тӗслӗхрен, «ВНИИР-Прогресс» компани шанчӑклӑхне лайӑхлатнӑ сассӑр ӗҫлекен усилительсен сайра йышши производствине йӗркеленӗ.
«В.И.Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗ» акционерсен обществи пысӑк калӑпӑшлӑ изделисем кӑларакан пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ комплекс туса хатӗрленӗ.
«ШЭАЗ» АХО пысӑк тӑтӑшлӑхлӑ йӗркелесе тӑмалли приводсем, ҫавӑн пекех пӗчӗк вольтлӑ валеҫекен щитсем валли автоматла выключательсем туса кӑларассине алла илет.
«ЭЛАРА» акционерсен уҫӑ обществинче авиаци, чукун ҫул отраслӗсен нушисем валли ҫӗнӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ.
«Техмашхолдинг» ТМЯО ҫиҫӗмрен хӳтӗлекен тимӗр сетка туса кӑлармалли сериллӗ станоксен производствине йӗркелет.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Экоклинкер» тулли мар яваплӑ обществӑн илемлетмелли пысӑк пахалӑхлӑ клинкер керамика плиткисем туса кӑларакан Раҫҫейри пӗрремӗш завочӗ уҫӑлнӑ.
Кӑҫал пысӑк пахалӑхлӑ клинкер брусчатки тата ҫулталӑкне 36 миллион штук пиччӗн клинкер кирпӗч туса кӑларакан предприяти хута кайӗ. Ҫулталӑк вӗҫне вара пухӑнакан монолит каркас изделийӗсен заводне туса пӗтермелле.
Асӑннӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани бюджета кӗрекен укҫа-тенке ӳстерме тата 500 ытла пысӑк тӳлевлӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парать.
2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «ЭКРА» НПП тулли мар яваплӑ обществӑра производство комплексӗн пӗрремӗш черечӗ хута кайрӗ. Паян кунта 200 ҫын вӑй хурать, 2015 тата 2016 ҫулсенче хута яма палӑртнӑ иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш черетсем ӗҫе кӗрсен вара пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ 600 таран, производство калӑпӑшӗ 60 процент чухлӗ пысӑкланать.
Иртнӗ ҫул «Бреслер» НПП тулли мар яваплӑ обществӑра реле хӳтӗлевӗн аппаратурине тата аварирен сыхланмалли автоматикӑна туса кӑларакан ҫӗнӗ производство уҫӑлнӑ.
Шупашкар хулинче индустри паркне тӑвас ӗҫ малалла пырать, унта халех вуншар предприятие тапхӑрӑн-тапхӑрӑн вырнаҫтарма площадкӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Кунта 720 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме, миллиард тенкӗ ытла инвестици хывма палӑртнӑ.
Кӑҫал тата тепӗр проект - Шупашкарта ВТБ 24 Банкӑн пӗр пин ҫурӑ ӗҫ вырӑнӗллӗ пӗрлехи сервис центрне тӑвасси - пурнӑҫланмалла, вӑл банк клиенчӗсене Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипех пулӑшу кӳрӗ.
Ют ҫӗршыв предпринимателӗсене проектсем пурнӑҫлама лайӑх майсем туса парас тесе Чӑваш Республикин экономикине ют ҫӗршыв инвестицийӗсене явӑҫтарасси ҫинчен калакан саккун йышӑннӑ.
Унӑн витӗмӗн малтанхи кӑтартӑвӗсем ҫинчен халех калама пулать. Сӑмахран, 2015 ҫулта республикӑра ют ҫӗршыври ӗҫтешсене хутшӑнтарса ҫӗнӗ предприятисем йӗркелеме палӑртнӑ. «Шупашкарти электроаппарат завочӗ» АХО территорийӗнче Фуджикура Аутомотив яппун компанийӗпе пӗрле автомобиль промышленноҫӗ валли жгут туса кӑларассине йӗркелемелле.
Унсӑр пуҫне, «Турбоком-Инвест» производствӑпа коммерци фирмин турбокомпрессорсем туса хатӗрлекен Раҫҫейри пӗртен-пӗр завочӗ хута каймалла, вӑл ют ҫӗршыври паллӑ тавар туса кӑларакансен продукцине улӑштарассине тивӗҫтерӗ.
Асӑннӑ проектсене пурнӑҫлани малтанхи тапхӑртах 1200 яхӑн пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗ, проектпа пӑхнӑ хӑватпа ӗҫлеме пуҫласан вара - 3000 таран ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парать.
Ҫӗнӗ производствӑсем тунипе пӗрлех кадрсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса парасси ҫине те тимлӗн пӑхмалла. Палӑртма кӑмӑллӑ: 2010 ҫулпа танлаштарсан, ҫамрӑксем ӗҫ профессийӗсемпе тата техника специальноҫӗсемпе кӑсӑкланасси палӑрмаллах вӑйланчӗ.
Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче техника специальноҫӗсем енӗпе палӑртнӑ бюджет вырӑнӗсен конкурсӗ пӗрре ҫурӑна яхӑн ӳсрӗ, вӗсенчен вӗренсе тухакансем пурте ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ.
2014 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗ уҫӑлчӗ, вӑл ҫамрӑксене хӑйсен техника тӗлӗшӗнчи идейисене пурнӑҫлама, вӗренме тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшакан вырӑн пулса тӑрать. Пулас инженерсемпе конструкторсем специальноҫсене шкул саккинченех алла илме тытӑнаҫҫӗ. Центр ӗҫӗпе ачасем хӑйсем кӑна мар, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те пикенсех кӑсӑкланаҫҫӗ, ҫакӑ вӗренӳ ӗҫӗнче техника ҫул-йӗрне малалла аталантарма кирлине палӑртать.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн умне 2015 ҫулта ҫамрӑксен ҫавнашкал ҫичӗ центрне уҫма тӗллев лартатӑп. Ҫынна инвестицисем хывасси пирӗн патшалӑх инвестици политикин яланхи тӗп ҫул-йӗрӗ пулса юлӗ.
Ҫамрӑксем ӑнӑҫлӑ карьера тума тата ҫирӗп ҫемье ҫавӑрма пултарччӑр тесен, пирӗн вӗсене хӑйсен пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма вӗрентмелле. Мӗншӗн тесен туслӑ та ҫирӗп ҫемье вӑл - халӑхӑн тата патшалӑхӑн тӗревӗ.
Хисеплӗ депутатсем!
Паян республикӑра пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 290 миллиард тенкӗрен те иртекен инвестици портфельне йӗркеленӗ. Ҫакӑ Чӑваш Ен илӗртӳллӗ инвестици площадки пулнине палӑртать. Влаҫпа бизнес пӗр-пӗрне итлеме кӑна мар, илтме те вӗренсе ҫитрӗҫ. Ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пӗр-пӗрне шанса, хисеплесе ӗҫлесен ҫеҫ тата илнӗ тивӗҫсемшӗн яваплӑха туйса тӑрсан кӑна экономикӑна аталантарма, малалла кайма пулать.
Ҫакна та ӑнланмалла: инвестор чӑн малтанах пайӑр муниципалитета килет, унта вара ирӗк памалли ӗҫсен ытларах пайӗ - вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ. Инвестор ҫӗр лаптӑкӗсене илнӗ, строительство пирки калаҫса килӗшнӗ, инженери инфратытӑмӗпе ҫыхӑнтарнӑ чухне муниципалитет шайӗнче ҫивӗч ыйтусемпе тӗл пулать пулсан, вӑл урӑх территорие е урӑх региона куҫать тата ӑна ҫакна тума нимле инвестици ҫӑмӑллӑхӗсем те чарма пултараймаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та кашни муниципалитет пӗрлӗхӗнчех, управлени ӗҫӗн чи лайӑх мелӗсемпе усӑ курса ӗҫлӗхлӗ климата лайӑхлатас тата предпринимательлӗх хастарлӑхне пулӑшас, калаҫса килӗшмелли йӗркесен вӑхӑтне чакарас енӗпе харпӑр хӑй «ҫул карттине» туса хатӗрлемелле.
Манӑн 2012 ҫулхи Ҫырура вак тата вӑтам предприятисем туса кӑларакан таварсен тӳпине 15 процента ҫити ӳстерме тӗллев лартнӑччӗ. Хӑш-пӗр политик ку цифрӑна ытлашши каппайчӑклӑ тата ӑна пурнӑҫлама май ҫук тесе хакларӗ. Паян, спортри пек каласан, ку ҫӳллӗше запаспа парӑнтарнӑ тата асӑннӑ кӑтарту 17,6 процентпа танлашать.
2011 ҫултан пуҫласа 2014 ҫулччен вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене грантсем тата субсидисем пама 1,4 миллиард ытла тенкӗ янӑ.
Чӑваш Енре вак бизнес хӑйӗн кун-ҫулӗнче патшалӑхран нихӑҫан та ҫавнашкал пысӑк калӑпӑшпа пулӑшу илмен!
Шел пулин те, пур предприниматель те бюджетран уйӑрса панӑ субсидисемпе тухӑҫлӑ усӑ кураймарӗ. Хӑшӗ-пӗри, хӑйӗн вӑйне тӗрӗс хакламаннине пула, палӑртса хунӑ проекта пурнӑҫлаймарӗ. Ун пек ҫынсен бюджет укҫине каялла тавӑрма тиврӗ. Анчах та пирӗн вак бизнесра вӑй хуракансенчен ытларахӑшӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе хӑйӗн тата республика экономикин ырлӑхӗшӗн ӑнӑҫлӑ усӑ курма пултарчӗ.
2015 ҫулта вак тата вӑтам предпринимательлӗхе патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли условисем инноваци технологийӗсене ӗҫе кӗртни, производствӑна модернизацилени тата техника тӗлӗшӗнчен пуянлатни, инноваци продукцийӗн тӳпине пысӑклатни, производство калӑпӑшӗн тата ӗҫ тухӑҫлӑхӗн ӳсӗмӗ, пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелени пулса тӑрӗҫ.
Хисеплӗ ӗҫтешсем!
Республика патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе япӑх мар опыт пухнӑ.
2014 ҫулта Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районӗ валли тӑвакан йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлемелли тата чавса чикмелли полигонӑн 1-мӗш управ карттин строительствине вӗҫленӗ. «Каяшсемпе усӑ курасси» акционерсен хупӑ обществипе концесси килӗшӗвӗ тунӑ тата кӑҫалхи III кварталта кунта йӑлари каяшсене йышӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Полигона ӗҫлеттермелли вӑхӑт 40 ҫултан кая мар шутланать. Ҫав полигонра ҫӳп-ҫапа чавса чикессипе ҫыхӑннӑ ыйту тахҫантанпах ҫивӗч шутланакан Канаш хулипе Канаш районӗн йӑлари хытӑ каяшӗсене тирпейлеме пултармалли мая пӑхса тухма тӗллев лартатӑп.
Ҫапла шутлатӑп: патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн шайӗнче проектсем пурнӑҫламалли практикӑна пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра, строительствӑра, транспорт комплексӗнче, культурӑра тата социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн ытти сферисенче те хастарлӑн ӗҫе кӗртмелле.
Монопрофильлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗсене аталантарасси республикӑн инвестици политикинче уйрӑм вырӑн йышӑнать.
Чӑваш Ен Правительстви тухӑҫлӑ ӗҫленине пула Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисене аталантарма федераци укҫи-тенкине явӑҫтарнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ асӑннӑ муниципалитетсенче предпринимательлӗх ӗҫне хавхалантарма пулӑшрӗ, инфратытӑмпа ҫыхӑннӑ темиҫе проекта пурнӑҫлама, ӗҫ рынокӗнчи ҫивӗчлӗхе чакарма май пачӗ.
Правительствӑн экономика аталанӑвӗ тата интеграци енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ ҫумӗнчи монохуласене модернизацилес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗпе Чӑваш Ен тачӑ ҫыхӑну тытать. Федераци укҫи-тенкине кӑҫал Канаш монохулана аталантарас ӗҫе явӑҫтарма палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн тивӗҫлӗ органӗсемпе пӗрле монохуласене аталантаракан фонд укҫи-тенки шутӗнчен пирӗн ытти хуласем валли те пулӑшу илме хушма заявкӑсем тӑратассине тивӗҫтерме хушатӑп.
Патшалӑх Канашне янӑ хамӑн «Пӗтӗмпех ҫын валли тата ҫыншӑн» Ҫырура эпӗ бюджет тӑкакӗсене программа майӗпе тӗллевлӗн планламалли меслете лайӑхлатма тата программӑллӑ бюджет ҫине куҫма тӗллев лартнӑччӗ.
Ку енӗпе мӗн тунӑ? 2011-2012 ҫулсенче республика бюджетне программа майӗпе йӗркелеме никӗс хывса хӑварнӑ. Раҫҫей Финанс министерстви ирттернӗ рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, программа тӑкакӗсен тӳпи енӗпе Чӑваш Ен 2013 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
2014 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2015-2016 ҫулсенчи Чӑваш Республикин бюджетне пӗтӗмпех патшалӑх программисене тӗпе хурса йӗркеленӗ. Унти программа тӑкакӗсен тӳпи 99 процентпа танлашать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра Чӑваш Республикин патшалӑхӑн 15 программи, вӗсен шутне 96 ҫум программа кӗрет, пурнӑҫланать. Унсӑр пуҫне, муниципалитетӑн 337 программине йышӑннӑ тата вӗсем вӑйра тӑраҫҫӗ.
Общество укҫи-тенкипе усӑ курассин пысӑк тухӑҫлӑхӗ тата уҫҫӑнлӑхӗ бюджет кредичӗсене ҫулталӑкне 0,1 процент ставкӑпа явӑҫтарма май пачӗ, ҫакӑ заемсене тивӗҫтернипе пулакан республика бюджечӗн тӑкакӗсене палӑрмаллах чакарчӗ.
Ҫакӑн пек каларӑш пур: «Перекетленӗ пӗр тенкӗ вӑл - ӗҫлесе илнӗ укҫа». Вӑт ҫапла, вӑхӑтра йышӑннӑ мерӑсене пула эпир Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмне тивӗҫтернӗ чухне 391,2 миллион тенкӗ перекетлерӗмӗр. Ку укҫа-тенкӗ калӑпӑшне 2 шкул е 3 ача сачӗ тума каякан хакпа танлаштарма пулать.
Хисеплӗ ӗҫтешсем!
Эсир пӗлетӗр: пӗлтӗр Раҫҫее хирӗҫ йышӑннӑ санкцисем майлӑ пулнӑ ҫӗршывсенчен продуктсем кӳрсе килме чарчӗҫ. Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн тата аграри секторӗшӗн хушма майсем уҫӑлчӗҫ. Паян ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен отрасльсен продукцийӗ потребитель рынокӗнче уйрӑмах кирлӗ, унӑн хальхи хакӗ пирки те пирӗн хресченсем унччентерех ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ. Ҫак ырӑ туртӑмсем чи ҫывӑх малашлӑхра та сыхланса юлмалла.
Республикӑри пысӑк ялхуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем майлӑ самантпа усӑ курни тата потребитель рынокӗнче уйрӑмах кирлӗ ялхуҫалӑх продукцийӗсен тата тирпейлесе хатӗрлекен продуктсен производствин калӑпӑшӗсене ӳстерме май паракан миллиардшар тенкӗлӗх инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани савӑнтарать.
2014 ҫулта Чӑваш Республикинче пӗр вӑхӑтлӑха 25 пин тонна ытла пурлӑх йышӑнма пултаракан ҫӗрулмипе пахча ҫимӗҫ упрамалли 10 хранилище тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ.
Йӗркеленнӗ лайӑх лару-тӑрӑва, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ялхуҫалӑх продукцине упрамалли тата тирпейлемелли логистика центрӗсене аталантарас енӗпе палӑртнӑ тӗллевсене шута илсе асӑннӑ ӗҫе малалла тӑсмалла.
Пысӑк аграри предприятийӗсемпе пӗрлех ялта пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсем те аталанаҫҫӗ. 2006 ҫултан пуҫласа вӗсем явӑҫтарнӑ кредитсен калӑпӑшӗ 24,6 миллиард тенке ҫитнӗ.
Патшалӑх пулӑшӑвне пула пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсем производствӑна механизацилеме тата производство культурине ӳстерме, ӗҫ тухӑҫлӑхне пысӑклатассине тата пур пек ресурссемпе тухӑҫлӑ усӑ курассине тивӗҫтерме, хӑйсен укҫа-тенкӗ тупӑшӗсене ӳстерме пултарчӗҫ.
Унсӑр пуҫне, 2015 ҫулта ялхуҫалӑх кооперативӗсене пурлӑхпа техника никӗсне туса хума, анлӑлатма тата ҫӗнетме грант пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ.
Сӗт паракан выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре темиҫе проекта пурнӑҫланӑ. Сӗт туса илесси ҫулталӑкӗпех тупӑш илме май паракан тухӑҫлӑ отрасль шутланать. Анчах та вӑл лайӑх ӗҫлетӗр тесен рынока хутшӑ-накансен - сӗт туса илекенсен, ӑна пуҫтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хӑйсен хушшинче пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ вӑрах вӑхӑтлӑх хутшӑнусем йӗркелемелле.
Республикӑра туса илекен сӗтӗн ҫуррине яхӑн пайне вӑрах вӑхӑт хушши ӗнтӗ унӑн тулашне турттарса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула Чӑваш Енри тирпейлекен предприятисем час-часах пахалӑхлӑ чӗр тавар ҫитменнине туяҫҫӗ, рынокра йӗркеленекен туяну хакӗсем вара сӗт туса илекенсене тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантармаҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче влаҫ органӗсем асӑннӑ отрасльти рынока хутшӑнакансем хушшинче конкуренцие аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Анчах та ку кӑна ҫителӗксӗр.
Сӗт туса илекен пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсен ӗҫченӗсем кашни ҫулах ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленекен туяну хакӗсем йӳнӗрен кӑмӑлсӑр пулнине тӗрӗсех палӑртаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та Чӑваш Ен Ялхуҫалӑх министерствипе Экономика аталанӑвӗн министерстви, Патшалӑх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийӗсен умне чӗрӗ сӗт пахалӑхӗпе калӑпӑшне тата сӗт туса илекенсен таврашӗнче йӗркеленекен хаксене патшалӑх тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтерме тӗллев лартатӑп.
Ҫавӑн пекех сӗт туса илекен килти хушма хуҫалӑхсемпе, вӗсем паракан сӗт пахалӑхне шута илсе, тӳлесе татӑлмалли тухӑҫлӑ тытӑма 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса хума хушатӑп. Пысӑк хуҫалӑх субъекчӗсемпе туса илнӗ сӗтшӗн тӳлесе татӑлнӑ чухне ҫавнашкал тытӑмпа усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫапла шутлатӑп: ку ыйтура тӗрӗслӗхе уҫҫӑн палӑртмалла тата тӗрлӗ формӑллӑ хуҫалӑхсене тытса пыма пӗр пек лайӑх майсем туса памалла.
Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗ ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхатпӑр. Маларах вӑйра тӑнӑ патшалӑх пулӑшӑвӗн мӗнпур майне сыхласа хӑварнӑ. Унтан та ытларах, ял ҫӗрӗнчи ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсемшӗн кӑна мар, ялта ӗҫлесе пурӑнакан граждансемшӗн те ҫурт-йӗр тума /туянма/ каякан шутласа палӑртнӑ хакӑн 70 проценчӗпе танлашакан виҫепе социаллӑ тӳлевсем ҫирӗплетнӗ.
Аса илтеретӗп: 2003 ҫултан пуҫласа федераци тата республика программисен шайӗнче паракан патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса ялта пурӑнакан 7700 ытла ҫемье хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем уйрӑмах тимлӗн пӑхакан пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр ҫӗрпе усӑ курассин тухӑҫлӑхне ӳстересси пулса тӑрать. Анчах та халичченех ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 40 пин ытла гектар ҫӗр усӑ курманнисен йышӗнче шутланать.
Пӗлтӗр муниципалитетсен умне хуҫасӑр ҫӗр пайӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курассине тата бюджетӑн тупӑш пайне пысӑклатассине тивӗҫтерме вӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне шута илмелли ӗҫе виҫӗ ҫулта вӗҫлеме тӗллев лартнӑччӗ.
«Халӑх инвентаризацийӗн» пӗрремӗш тапхӑрӗнче 1700 ытла хуҫасӑр е тухӑҫсӑр усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тупса палӑртнӑ, вӗсене кирлӗ пек ҫырса йӗркелемелле тата ҫаврӑнӑша кӗртмелле.
Йӗркелесе ҫитернӗ ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсем пурри пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин хӑвӑртлӑхне тата калӑпӑшне ӳстересси ҫине пысӑк витӗм кӳрет. 2014 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗр ҫын пуҫне 0,7 тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ. Ку вӑл федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи лайӑх кӑтартусенчен пӗри.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас сферӑра эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр. Хута янӑ объектсем ҫинчен калакан даннӑйсен пӗрлехи бази йӗркеленет, ҫакӑ иккӗмӗш хут шута илессине тата туса лартнӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫинчен пӗлтерекен сведенисене пӑсса кӑтартассине сирме май парать.
Шупашкарта «Ҫӗнӗ хула», «Солнечный», «Волжский-3», «Радужный» тата ытти микрорайон территорийӗсенче комплекслӑ майпа ҫурт-йӗр лартас ӗҫ пырать, унта темиҫе миллион тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута яма палӑртнӑ.
Социаллӑ хӳтлӗхсӗр граждансен ушкӑнӗсене пулӑшу парас ӗҫ палӑрмаллах вӑйланчӗ. 2010 ҫултан пуҫласа республика хӑйӗн укҫи-тенки шучӗпе кӑна тӑлӑх ачасен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма каякан тӑкаксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрассине 6,3 хут, ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянассине субсидилессине - 2 хута яхӑн, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫав тӗллевсемпех паракан укҫа-тенкӗ шутне - 1,4 хут ӳстерчӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, асӑннӑ категорири граждансене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма уйӑракан укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 1,5 хут пысӑкланнӑ.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума е туянма ипотека кредичӗсем уйӑрса парасси аталанать. 2010 ҫултан пуҫласа Чӑваш Енре ипотека кредичӗсемпе заемӗсене илнисен шучӗ - 2,4 хут, ипотека кредичӗсемпе туяннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкӗ вара - 2,5 хут ытла ӳснӗ.
2012 ҫулччен ишӗлекен тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондӗнчен граждансене урӑх вырӑна пурӑнма куҫарас ӗҫ хастар пырать. Программа темиҫе тапхӑрпа пурнӑҫланать. Пӗтӗмпе 2017 ҫул тӗлне 860 ишӗлекен ҫуртра пурӑнакан 5 пине яхӑн ҫемьене урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалла.
2014 ҫулта республика «Раҫҫей ҫемйи валли кил-ҫурт» программӑна хутшӑнакансен йышне кӗчӗ, унӑн шайӗнче 210 пин тӑваткал метр эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума палӑртнӑ. Ҫавнашкал пурӑнмалли ҫурт-йӗре вӑтам шайра пурӑнакан 5000 яхӑн ҫемье юрӑхлӑ хакпа туянма тата ҫапла майпа хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултарать.
Тӗллев лартатӑп: 2015 ҫул вӗҫне республикӑра хута яракан пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн пӗтӗм калӑпӑшӗн 48 процентӗнчен кая мар пайӗ /415 пин тӑваткал метр/ эконом-класс йышши пурӑнмалли ҫурт-йӗр пулмалла.
Хисеплӗ депутатсем!
Ҫак иртнӗ ҫулсенче эпир пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен хаксем ӳсессине чарса тӑмалли политикӑна йӗркеллӗн тытса пытӑмӑр. Паянхи куна Чӑваш Енре сивӗ тата вӗри шывпа тивӗҫтернӗшӗн, шыва юхтарса кӑларнӑшӑн, электроэнергишӗн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли хаксем федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗрисем шутланаҫҫӗ.
Хаксем енӗпе ҫирӗплетнӗ йышӑнусем тӑрӑх граждансем коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлекен хаксем Чӑваш Республикинче 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑтамран 3,9 процент чухлӗ ӳснӗ. Инфляцин ҫулталӑкри шайӗ 10,9 процента /Раҫҫейӗпе - 11,4 процент/ ҫитнӗ вӑхӑтра чи пысӑк ӳсӗм шайӗ 4,9 процентпа танлашнӑ.
Унсӑр пуҫне, 2014 ҫулта Чӑваш Енри 19 пине яхӑн ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме уйӑракан субсидисемпе усӑ курнӑ. Ҫак тӗллевсем валли 218 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Влаҫ органӗсемпе нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗрле вӑй хурса ӗҫленине пула тӳрӗ мар кӑмӑллӑ, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗн уҫҫӑнлӑхне тивӗҫтерес темен управляющи компанисен шучӗ палӑрмаллах чакрӗ. Ҫавна пӑхмасӑр, энерги ресурсӗсемпе тивӗҫтерекенсен умӗнчи парӑмсемпе, укҫа-тенке республика тулашне илсе тухассипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ыйту хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫаплипех ҫухатман-ха. Ҫавӑнпа та пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинчи лару-тӑрӑва тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑмалла, ӑна мӗнле калас, «алӑпа ӗҫлеттермелли майпа» йӗркелесе пымалла тата кирлӗ пулсан право сыхлавӗн органӗсемпе пӗрле витӗмлӗ мерӑсем йышӑнмалла.
Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ управляющи компанисене «алласа суйламалли» тухӑҫлӑ мел вӗсен ӗҫ-хӗлне лицензилемелли тытӑм пулса тӑрӗ, вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен туллин ӗҫлесе каймалла.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсама республика бюджетӗнчен вуншар ҫул хушши укҫа-тенкӗ уйӑрман. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чылай картишӗнчи ҫулсем юрӑхсӑра тухрӗҫ. Енчен те тротуарсем ҫӗмрӗк пулнӑран асламӑшӗ хӑйӗн мӑнукӗпе уҫӑлса ҫӳреме те тухма пултараймасть пулсан, мӗнле хӑтлӑ майсем ҫинчен калаҫма пулать?
2011 ҫулта эпир республикӑри хуласенче картиш территорийӗсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсамалли программӑна пурнӑҫлама тытӑнтӑмӑр. Ҫакӑ тӗрӗс йышӑну пулчӗ, ӑна халӑх хӗрӳллӗн ырларӗ.
Шупашкарта кӑна 2015 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 510 картиш территорине тирпей-илем кӗртнӗ тата вӗсен патне пымалли 221 ҫула юсанӑ. Ку вӑл тумалли ӗҫсен 62 проценчӗпе танлашать. Программа малашне те йӗркеллӗн ӗҫе кӗрсе пырӗ, Правительство хӑй ҫине илнӗ тивӗҫсене пурне те пурнӑҫлать.
Шел пулин те, Чӑваш Енӗн пысӑкӑшпе иккӗмӗш вырӑнта тӑракан хулинче - Ҫӗнӗ Шупашкарта - ку ӗҫе юлашки вӑхӑтченех кирлӗ пек туса пыман. Ҫавӑнпа та хулан ҫӗнӗ ертӳлӗхне ку тӗлӗшпе хастартарах ӗҫлеме, республика Правительствине вара Ҫӗнӗ Шупашкара картишсен территорийӗсене юсама хушма укҫа-тенкӗ уйӑрса памалли майсене пӑхса тухма сӗнетӗп.
Пӗлтӗр федераци трасси вӗсен урлӑ иртекен халӑх пурӑнакан вырӑнсен ҫул лаптӑкӗсене ҫутӑпа тивӗҫтерес ӗҫе вӗҫленӗ. Ҫакӑ водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхне палӑрмаллах ӳстерчӗ.
Ҫав хушӑрах халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи урамри ҫулсем япӑх шайра пулни пирки граждансем мана пӗр хутчен ҫеҫ мар ӳпкелешсе пӗлтерчӗҫ.
Эпӗ вӗсен пӑшӑрханӑвне ӑнланатӑп тата асӑннӑ ыйтусен тӗрӗслӗхне йышӑнатӑп. Республикӑри халӑх пурӑнакан кашни вырӑнах хытӑ сийлӗ ҫулпа ҫыхӑнтармалли программӑна пурнӑҫланинчен кӗтнӗ соци-аллӑ пурнӑҫпа экономика эффекчӗ бюджет тӑкакӗсемпе шайлашуллӑ пулса тухаймарӗ.
Асӑннӑ программӑна хывнӑ питӗ нумай укҫа-тенкӗ, хавхаланчӑк прогнозсене пӑхмасӑр, инҫетри ялсенче производство ӗҫне аталантарма катализатор евӗр витӗм кӳреймерӗ, ҫавӑнпа та поселени бюджечӗсем налукран кӗрекен шантарнӑ йышлӑ нухрата илеймерӗҫ. Паян поселенисен ҫулсене тытса тӑма та, ҫулсем тума та укҫа ҫук.
Йӗркеленнӗ лару-тӑрӑва тата районсенче пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне шута илсе эпӗ Чӑваш Республикинчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи урамсемпе ҫул-йӗр тытӑмӗн регионти пахалӑх стандарчӗсене туса хатӗрлеме хушрӑм.
Ҫав стандартсемпе килӗшӳллӗн 2015 ҫултан пуҫласа ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче куҫӑмлӑ сийлӗ автомобиль ҫулӗсем тума тытӑнаҫҫӗ.
Асӑннӑ мерӑсене тивӗҫтересси пысӑк тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ, анчах вӗсене пурнӑҫлама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ, ку ӗҫе урӑх кая хӑварма юрамасть. Ял халӑхӗ лайӑх условисенче пурӑнма тивӗҫ тата вӑл ку правӑна ӗҫлесе илнӗ. Пирӗн ҫав майсене туса памалла!
Хисеплӗ ӗҫтешсем!
Бюджет тӑкакӗсен тухӑҫлӑхӗн никӗсне патшалӑх /муниципалитет/ туяну ӗҫӗсене пурнӑҫланин тухӑҫлӑхӗ йӗркелет.
Ҫак ӗҫ конкуренцие аталантарассине тивӗҫтермелле, ӑна уҫҫӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа, коррупцирен шанчӑклӑн хӳтелесе пурнӑҫламалла. Йӗркелӳҫӗсем хаксене сӑлтавсӑрах ӳстерме, аукционсене хутшӑнакансем пӗр-пӗринпе каварлашма, контрактсене пӗлсе тӑрсах компетенцисӗр пурнӑҫлакансемпе тума пултармалли майсене сирмелле.
Эпир аукционсем иртнӗ тапхӑрта патшалӑх е муниципалитет заказне пурнӑҫлама палӑртнӑ малтанхи хака чакармалли, перекетленӗ укҫа-тенке вара Чӑваш Енре пурӑнакансене хушма пулӑшу ӗҫӗсем кӳме ямалли майсене ҫирӗплетес тесе ҫине тӑратпӑр.
2014 ҫулта заказсене вырнаҫтарнин тухӑҫлӑхӗ 9,3 процент шайӗнче йӗркеленнӗ, муниципалитет нушисене тивӗҫтерес тӗллевпе туяну ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухнехи конкуренци йӗркисен тӳпи 89 процентпа танлашнӑ тата, 2013 ҫулхипе танлаштарсан, 15,5 процент чухлӗ ӳснӗ. Ку лайӑх кӑтарту. Туяну ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухнехи конкуренци йӗркисен чи пысӑк тӳпине Элӗк районӗнче /95,2 процент/, Шупашкар /95,3 процент/ тата Ҫӗмӗрле /96,4 процент/ хулисенче шута илнӗ. Чи пӗчӗк кӑтартусем вара Вӑрмар /41,1 процент/ тата Патӑрьел /52,1 процент/ районӗсенче йӗркеленнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫакна палӑртмалла: патшалӑх тата муниципалитет заказчикӗсем подрядчиксем контракт условийӗсене кирлӗ пек пурнӑҫланине пур чухне те ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмаҫҫӗ, унпа ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем вара республикӑри халӑх пурнӑҫӗ ҫине япӑх витӗм кӳреҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та влаҫ органӗсен должноҫри мӗнпур ҫыннишӗн туянусен чи пысӑк шайри тухӑҫлӑхне тата ҫирӗплетнӗ контрактсене пахалӑхлӑн, вӑхӑтра пурнӑҫлассине тивӗҫтересси чи малтан татса памалли тӗллев пулса тӑрать. Юлса пыракан муниципалитетсен малта пыракансен опытне шута илмелле, управлени ӗҫӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе усӑ курмалла. Тепӗр хут аса илтеретӗп: аукционсен бюджет тухӑҫлӑхӗ сирӗн муниципалитет пӗрлӗхӗнче пурӑнакан ҫынсен нушисем валли хушма укҫа-тенкӗ уйӑрассине тивӗҫтерет. Ӑна илме пултармалли мая ан вӗҫертӗр.
Юлашки ҫулсенче республикӑра нумай функциллӗ 27 центр - НФЦ йӗркеленӗ. Вӗсен тӗллевӗ - патшалӑх е муниципалитет пулӑшӑвне илес текен граждансене тӗрлӗ справкӑна илессишӗн инстанцисем тӑрӑх ҫӳресрен хӑтарасси.
2014 ҫулта кӑна нумай функциллӗ центрсене патшалӑх тата муниципалитет паракан 150 тӗслӗ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерме ыйтса 290 пин ҫын пынӑ. Ялта пурӑнакансем те 7 пине яхӑн консультаци тата 232 тӗслӗх библиотека никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ «чӳречесенче» патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн 1400 пулӑшӑвне илнӗ.
2015 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне эпир республикӑра пурӑнакансен 68 проценчӗ патшалӑх паракан пулӑшу ӗҫӗсене «пӗр чӳрече» йӗркепе илме пултарассине тивӗҫтертӗмӗр, ҫулталӑк вӗҫне НФЦ пулӑшӑвне халӑхӑн 90 проценчӗ илме пултарӗ.
Пулӑшу ӗҫӗсене «пӗр чӳрече» йӗркепе тивӗҫтерессине хастарлӑн ӗҫе кӗртекен муниципалитетсене палӑртса хӑварас тетӗп, вӗсем - Шупашкар тата Канаш хулисем, ҫавӑн пекех Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк районӗсем.
Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле тата Тӑвай районӗсен ку енӗпе кӑҫал хастартарах ӗҫлемелле.
Мӗнпур НФЦра, ҫавӑн пекех халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче республикӑра пурӑнакансем Патшалӑх тата маниципалитет пулӑшӑвӗн /ӗҫӗсен/ пӗрлехи порталӗнче регистраци иртме пултараҫҫӗ. 2014 ҫулта электронлӑ черетӗн пӗрлехи тытӑмӗ урлӑ пепкесене ача садне ҫырӑнтарассине ӗҫе кӗртнӗ. Республика асӑннӑ пулӑшу ӗҫне кӳрессине Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ вӑхӑтра йӗркеленӗ ҫӗршыври пӗрремӗш регионсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Ҫитменнине эпир ӑна хамӑр тӗллӗн, федерацин пилот проектне хутшӑнмасӑр тума пултартӑмӑр.
Паллӑ ӗнтӗ, Чӑваш Республикинчи халӑх пурӑнакан мӗнпур вырӑнтах Интернетпа ҫыхӑнмалли лайӑх майсем йӗркелемесӗр электронлӑ пулӑшӑва аталантарма май ҫук.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре халӑх пурӑнакан вырӑнсен 42 процентне, унта халӑхӑн 77 проценчӗ пурӑнать, пӗтӗм тӗнчери сетьпе сарлака ярӑмлӑ пралук ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ҫыхӑнтарнӑ. «Цифрӑллӑ танмарлӑха пӗтересси» проектпа 2018 ҫулччен оптика чӗлкӗмлӗ сетьпе йышӗ 250 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран шутланакан республикӑри тата 327 халӑх пурӑнакан вырӑна ҫыхӑнтарма палӑртнӑ.
Асӑннӑ проекта йышӗ 500 ҫынран ытларах шутланакан халӑх пурӑнакан вырӑнсем кӗмен. Ҫавна май Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне 2015 ҫулта Чӑваш Енре сарлака ярӑмлӑ Интернет сечӗпе ҫыхӑнтармалли инфратытӑма ҫавнашкал халӑх пурӑнакан вырӑнсенче аталантармалли «ҫул карттине», проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртса, ҫирӗплетме хушатӑп. Ӗҫсене укҫа-тенкӗпе патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхне аталантарнӑ шайра тивӗҫтермелле.
Интернет сечӗпе усӑ курни ҫынна пысӑк пулӑшу кӳрет, ҫав шутра ӗҫ шырас тӗлӗшпе те. Юлашки ҫулсенче республикӑра пӗтӗмӗшле ӗҫсӗрлӗх шайӗ, ӑна Пӗтӗм тӗнчери ӗҫлев организацийӗн методологийӗ тӑрӑх шутласа палӑртаҫҫӗ, 1,5 яхӑн чакнӑ тата 5 процентпа танлашнӑ. 2014 ҫулта ӗҫ шырас тӗллевпе пулӑшу ыйтнӑ граждансен пӗтӗмӗшле йышӗн 87,4 процентне ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Сусӑрсене ӗҫе вырнаҫтарас енӗпе /66,4:/ Чӑваш Ен Раҫҫейре улттӑмӗш вырӑнта тӑрать.
Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем, пысӑк предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, вак тата вӑтам бизнес представителӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркеленӗ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑна Чӑваш Енри организацисенчен килекен заявкӑсем тӑрӑх кашни ҫулах 40 пин ытла ҫын ӗҫе вырнаҫать.
Чӑваш Енре халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен сферӑри ырӑ туртӑмсем, промышленноҫпа ялхуҫалӑхӗн аталанӑвӗ, строительство ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗсен ӳсӗмӗ ҫитес ҫулсенче те сыхланса юлаҫҫӗ. Ҫакӑ республикӑра обществӑпа политикӑн ҫирӗп лару-тӑрӑвӗ малашне те сыхланса юлассине шанчӑклӑн ҫирӗплетме май парать.
Обществӑри килӗшӳлӗхе ҫирӗплетекен тепӗр витӗмлӗ вӑй вӑл граждансен социаллӑ хӳтлӗхӗн ҫӳллӗ шайӗ пулса тӑрать.
Пӗлтӗр халӑха социаллӑ пулӑшу пама Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетӗнчен тата патшалӑхӑн бюджет тулашӗнчи фончӗсенчен тӳрӗ тӳлевсем урлӑ социаллӑ пулӑшу пама 13 миллиард тенкӗ ытла уйӑ-рнӑ. Физически сӑпатсен тупӑшӗнчен илекен налук енӗпе пурлӑх тата налук кӑларӑвӗсем евӗр пулӑшу панине шута илсен вара халӑха уйӑрса панӑ укҫӑ-тенкӗ калӑпӑшӗ 22 миллиард тенкӗрен те иртнӗ, урӑхла каласан, Чӑваш Енре пурӑнакан /918 681 ҫын/ кашни вунӑ ҫынран ҫиччӗшӗ 2014 ҫулта вӑл е ку формӑпа патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ!
2015 ҫулта аслӑ ҫулти ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх парассин шайне ӳстерес тӗллевпе «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫмелли ӗҫ стажне 2,5 ҫити чакарнӑ, халӗ вӑл хӗрарӑмсемшӗн - 37 ҫул та 6 уйӑхпа, арҫынсемшӗн - 42 ҫул та 6 уйӑхпа танлашать. Ҫак мера Чӑваш Енре пурӑнакан тата вунӑ пине яхӑн ҫынна хӑйсене тивӗҫлӗ ята, унпа пӗрле вара социаллӑ ҫӑмӑллӑхсем илме май парать.
Хӑш-пӗр критик республика Правительстви халӑха пулӑшу пама ытлашши нумай укҫа-тенкӗ ярать тесе ҫирӗплетет. Вӗсем пирӗн яваплӑ социаллӑ политикӑна «бюджета ҫисе яни» теҫҫӗ. Калаччӑрах. Манӑн урӑхла шухӑш. Эпир хамӑр халӑхпа мухтанма тивӗҫлӗ. Ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑскерпе, тӳрӗ чунлӑскерпе, ӗҫченскерпе. Ҫавна май эпӗ республи-кӑра пурӑнакансене пӗтӗм яваплӑхпа шантаратӑп: Чӑваш Ен Правительстви патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ мӗнпур ҫынна малашне те пулӑшса пырӗ. Чӑн малтанах, хӑйсен пурнӑҫӗ тӑршшӗпех ҫӗршывпа общество ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗ ветерансене! Ку пирӗн таса тивӗҫӗмӗр, ҫавӑнпа та эпир ӑна кирлӗ пек пурнӑҫлӑпӑр!
Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатасси влаҫ органӗсен ӗҫӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ ыйту пулса тӑрать.
Эпӗ должноҫри ҫынсене медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерни тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх памалли тытӑма лайӑхлатни, вӗсем пирки официаллӑ тӗрлӗ мероприятире нумай калаҫаҫҫӗ, пӗртен-пӗр тӗллев пулманнине шута илме ыйтатӑп. Вӗсем - ӗҫ хатӗрӗ, палӑртса калатӑп - пӗлтерӗшлӗ, анчах та ача ҫураласлӑха ӳстерме, вилеслӗхе чакарма, Чӑваш Енри пурнӑҫӑн вӑтам тӑршшӗне пысӑклатма май паракан ӗҫ хатӗрӗ кӑна.
Паянхи куна республикӑра халӑхӑн кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗн ҫирӗп ӳсӗмне шута илнӗ. Вӑл - медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвӗн тӗп характеристики. Чӑваш Енре вӑтамран палӑртакан ҫын юлашки виҫӗ ҫулта 2,3 ҫул ытларах пурӑнма пуҫларӗ, пурнӑҫӑн кӗтекен вӑтам тӑршшӗ вара 71 ҫулпа танлашрӗ. Республикӑра вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсен шучӗ 2010 ҫултан пуҫласа 18,5 процент чухлӗ ӳсрӗ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 25 процента ҫити пысӑкланнӑ. Паян Чӑваш Енри кашни вунпиллӗкмӗш ҫемье виҫӗ тата ытларах ача пӑхса ҫитӗнтерет тата ҫакӑ нормӑна кӗрсе пырать.
Демографи енӗпе тытса пыракан патшалӑх политикин саккунлӑ пӗтӗмлетӗвӗ республикӑра юлашки виҫӗ ҫул хушшинче шута илекен халӑх йышӗ хӑй хальлӗн ӳсни пулса тӑчӗ. 2014 ҫулта вӑл 848 ҫынпа танлашнӑ.
Лайӑх кӑтартусене эпир ку чухнехи медицина технологийӗсене ӗҫе кӗртнине пурне те диспансеризаци ирттерессипе ҫыхӑнтарса, ҫавӑн пекех ҫемьене тата ачасене пулӑшас тӗлӗшпе тӗллевлӗн ӗҫлесе тума пултартӑмӑр. Пурнӑҫра спортпа туслашма кирлине тата сывӑ апатланӑва лайӑх шайра пропагандӑлани те хӑйӗн ырӑ витӗмне кӳчӗ.
«Чӑваш Республикин сывлӑх профильне» туса хатӗрленӗ, вӑл халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевлӗ общество аталанӑвӗн стратегине палӑртать. 2015 ҫулта республикӑри кашни муниципали-тетӑн, ҫавӑн пекех кашни ҫемьен хӑйӗн «Сывлӑх профилӗ» пулмалла тесе шутлатӑп.
Ҫакна асра тытмалла: Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ҫын сывлӑхӗн тӑрӑмӗн 10-15 проценчӗ кӑна медицина шайӗнчен килет. Ытти вӑл - таврари хутлӑх, сывӑ пурнӑҫ йӗрки, тӗрӗс апатлану тата чун лӑпкӑлӑхӗ. Кашни ҫынах табак туртма, ӗҫкӗпе иртӗхме пӑрахма, тӗрӗс мар апатланасран асӑрханма, физкультурӑпа тата спортпа туслашма пултарать. Сывлӑха лайӑх шайра тытма уҫӑ сывлӑшра куллен ҫур сехет уҫӑлса ҫӳрени те ҫителӗклӗ. Ӑна тума хаклӑ тӑракан инвентарь е хатӗр-хӗтӗр те кирлӗ мар.
Физкультурӑпа сывӑ апатлану хальхи пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗсем пулса тӑнине ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен тӗслӗхӗпе кӑтартса памалла. Ачасене йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене хисеплеме тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма мӗн пӗчӗкрен вӗрентсе ӳстермелле.
Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хевтесӗр ҫынсем валли пурӑнма лайӑх хутлӑх туса хурасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ тӗллев шутланать. Республикӑра сусӑрсем тата халӑхӑн питех куҫса ҫӳреймен ытти ушкӑнӗнчи ҫынсем больницӑсене, культурӑпа спорт тата суту-илӳ учрежденийӗсене килсе ҫӳреме пултармалла тӑвас ӗҫ пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсенче инвалид кӳмисемпе усӑ куракан ҫынсем валли ятарлӑ троллейбуссем ҫӳреме пуҫланӑ, ҫывӑх вӑхӑтрах вара республикӑн тӗп хулин урамӗсем тӑрӑх та «ятарлӑ» транспорт ҫула тухӗ.
Пирӗн сывлӑх тӗлӗшӗнчен хевтесӗр ҫынсен ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе нушисем ҫине обществӑра ырӑ куҫпа пӑхассине йӗркене кӗртмелле, вӗсене активлӑ тата тулли пурнӑҫпа пурӑнма мӗнпур май туса памалла.
Шел пулин те, иртнӗ ҫулта ҫынсем ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсенче вилессине палӑрмаллах чакарма пултараймарӑмӑр. Ӳсӗр пуҫпа тунӑ ҫул ҫинчи инкексен шучӗ виҫҫӗмӗш пай чухлӗ ӳснӗ, ӳсӗр водительсен айӑпне пула пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ икӗ хут пысӑкланнӑ.
Ӗҫкӗпе иртӗхни ҫул ҫинчи аварисен сӑлтавӗ кӑна шутланмасть, вӑл ҫаплах ҫынна, ҫемьене тата пӗтӗм обществӑна йӗркерен кӑларакан паллӑ япӑх фактор та пулса тӑрать. 2015 ҫулта эрех-сӑрапа иртӗхессине асӑрхаттармалли мӗнпур майсемпе, ҫав шутра курӑмлӑ агитаципе те усӑ курмалла тата ҫак ӗҫе массӑллӑ информаци хатӗрӗсене явӑҫтармалла.
Хисеплӗ ӗҫтешсем!
Юлашки виҫӗ-тӑватӑ ҫулта вӗренӳ тытӑмӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ. 2014 ҫулта ҫак сфера валли каякан тӑкаксем, 2009 ҫулхипе танлаштарсан, 1,8 хут ӳсрӗҫ тата 14,9 миллиард тенкӗпе е Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечӗн калӑпӑшӗн 31,2 проценчӗпе танлашрӗҫ.
Виҫӗ ҫул каялла ҫеҫ-ха ача сачӗсенчи вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама май та ҫук пек туйӑнатчӗ. Паян вара ӑна кун йӗркинчен кӑларнӑ!
2014 ҫулта 15 ҫӗнӗ ача сачӗ туса хута янӑ, виҫӗ пине яхӑн ачапа ашшӗ-амӑшӗ тахҫантанпах кӗтнӗ парнене тивӗҫрӗҫ. Шантарнӑ пекех, Шупашкарти бассейнлӑ ку чухнехи 300 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ача садне Чӑваш Ен Правительствине тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн панӑ преми шучӗпе туяннӑ.
2015 ҫулта эпир тата ҫичӗ ҫӗнӗ ача сачӗ уҫатпӑр, ҫапла майпа шкулчченхи учрежденисем тумалли программӑна вӗҫлетпӗр. Чӑваш Енри виҫӗ ҫултан аслӑ мӗнпур ача, муниципалитетсен ҫурринче вара пепкесем ҫулталӑк ҫурӑран тытӑнса ача садне ҫӳреме пултарӗҫ!
Эпӗ пӗлетӗп: чылай «единорос»-депутат ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса парассине хӑйсен суйлав умӗнхи программине кӗртнӗ. Саламлатӑп сире, хисеплӗ ӗҫтешсем! Хӑвӑр суйлавҫӑрсен куҫӗнчен пӑхма намӑс мар сире.
Юлашки ҫулсенче эпир шкултан вӗренсе тухакансем професси суйласа илес ӗҫри лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме пултартӑмӑр.
Нумаях пулмасть кӑна-ха ӗҫ рынокӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ рабочисем ҫитменни, ҫав хушӑрах вара гуманитари специалисчӗсем ытлашши пулни вӑйлах палӑратчӗ. Паян вӗренӳ тытӑмӗ, бизнес тата ашшӗ-амӑшӗ тухӑҫлӑн тата тӗллевлӗн хутшӑнса ӗҫленине пула ӗҫ паракансен нушисемпе пирӗн шкулсенчен вӗренсе тухакансен професси суйлавӗ хушшинчи шайлашусӑрлӑха тӗппипех пӗтернӗ. Ӗҫ профессийӗсем тӗлӗшӗнчи ҫивӗчлӗх коэффициенчӗ 10 хут чакнӑ.
Экономика нушисемпе килӗшӳллӗн юлашки икӗ ҫулта Чӑваш Енре математика пӗлӗвне аталантарасси ҫине пусӑм тунӑ, республикӑри шкулсен виҫҫӗмӗш пайӗнче робот техники, авиа- тата карап моделӗсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен инженер класӗсем уҫнӑ. Техникумсемпе колледжсем социаллӑ ӗҫтешсемпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫлессине йӗркеленӗ, кадрсене вӗрентсе хатӗрленӗ чухне ӗҫ паракансем вӗренсе тухакансен умне професси пӗлӗвӗ тата хӑнӑхӑвӗ тӗлӗшпе лартакан требованисене шута илеҫҫӗ.
Ӗҫ паракансем кадрсене вӗрентсе хатӗрлес ӗҫе хӑйсем те хутшӑнни питех те пӗлтерӗшлӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта вӗсем ӗҫлев квалификацийӗн нумай функциллӗ центрӗсене тума, студентсен производство практикине йӗркелеме, предприяти ӗҫченӗсене вырӑнта вӗрентме, преподавательсен тата производство вӗрентӗвӗн мастерӗсен стажировкисене йӗркелеме 85 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. 2015 ҫулта асӑннӑ тӗллевсем валли вӗсем 90 миллионран сахал мар укҫа-тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ.
Техникумсемпе колледжсен чи хастар ӗҫтешӗсенчен «ЭЛАРА» наукӑпа производство комплексне, Шупашкарти электроаппарат заводне, «ТУС» строительство организацине, «ТехноНиколь» концерна тата «Транснефть» акционерсен компанине палӑртатӑп.
Социаллӑ тӗллевлӗ бизнеса тытса пыракан асӑннӑ компанисен ертӳҫисене тав тӑватӑп тата пысӑк ӑсталӑхлӑ рабочисемпе специалистсем вӗрентсе хатӗрлеме вӗренӳ организацийӗсемпе туслӑн ҫыхӑну тытас ӗҫе республикӑри мӗнпур предприятие хастарлӑн явӑҫма чӗнсе калатӑп.
Паян малта пыракан компанисем кадр ыйтӑвӗ ҫине питех те тимлӗ пӑхаҫҫӗ. Енчен те пирӗн ӗҫ паракансем ӑна самантлӑха кӑна пулсан та куҫран вӗҫертсен, вӗсен ҫывӑх вӑхӑтрах кӑткӑс ыйтусемпе тӗл пулма тивӗ. Классикӑлла лозунга ас тӑвӑр: «Пурне те кадрсем татса параҫҫӗ!»
Паллах ӗнтӗ, Чӑваш Ен шкул ачисен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвӗсене палӑртса хӑварас тетӗп.
Республикӑра, 2013 ҫулхипе танлаштарсан, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадисен юлашки тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен шучӗ пӗрре ҫурӑ хут ытла ӳснӗ.
2014 ҫулта Чӑваш Республикинчи хулари 6 шкул Раҫҫейри чи лайӑх 500 шкул шутне кӗнӗ /Шупашкарти 3-мӗшпе 4-мӗш лицейсем; 1-мӗш, 4-мӗшпе 5-мӗш гимназисем; Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази/, тата 5 шкул /Элӗкри Иван Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелӗнчи 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Герман Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул/ Раҫҫейри ял ҫӗрӗнчи чи лайӑх 200 шкул йышне кӗнӗ.
Вӗрентекенсене, шкулсен ертӳлӗхне, ашшӗ-амӑшне, ачасене хӑйсене те пысӑк ӗҫшӗн, хастарлӑхшӑн, ӗҫре тата вӗренӳре пысӑк пултарулӑхпа палӑрнӑшӑн, ӗҫчен тата ҫирӗп тӗллевлӗ пулнӑшӑн чунтан тав тӑватӑп.
Маттурсем! Чӑваш Ен сирӗншӗн савӑнать тата сирӗнпе мухтанать! Малашне те ҫапла хастар пулӑр!
2015 ҫулта эпир пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмалли тата пулӑшу памалли тытӑма лайӑхлатассипе, пуҫаруллӑ ҫамрӑк ҫынсем округри тата пӗтӗм тӗнчери форумсене хутшӑнассине май пур таран пулӑшассипе, ҫамрӑксен проект культурине аталантарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене малалла тӑсӑпӑр.
Чӑваш Ен Правительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пур енлӗн пулӑшса пымалла. Пултаруллӑ яшсемпе хӗрсем хӑйсен вӑй-халӗпе тӑван республикӑра, юратнӑ Раҫҫейре усӑ курма пултармалли, ҫуралнӑ кӗтесре пулса иртекен мӗнпур ӗҫпех хӑйсем те ҫыхӑнура тӑнине туймалли майсем йӗркелемелле.
Тӗрлӗ мероприятире Чӑваш Ене тивӗҫлӗ шайра кӑтартакан ачасен патриотлӑх, мӑнаҫлӑх ҫирӗпленет, вӗсем тӑван ен шӑпишӗн кашниех яваплӑ пулнине ӑса хываҫҫӗ.
Ҫакӑ питех те пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшне те, пӗтӗм обществӑна та, вӗренекенсен пӗлӳ шайӗсӗр пуҫне, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ыйту пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарать. Шӑпах ҫавӑнпа эпир ҫемье тата пӗтӗм этемлӗх хаклӑхӗсене, ҫамрӑксен хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тата спорта тӗп вырӑна хуракан модӑна пропагандӑлас ӗҫ ҫине пысӑк тимлӗхпе пӑхатпӑр.
Ҫамрӑксене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас ӗҫ тытӑмӗнче кадет юхӑмӗ паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Унта хутшӑнни арҫын ачасемпе хӗрачасене кӑмӑл ҫирӗплӗхне аталантарма, дисциплинӑна пӑхӑнма, пысӑк яваплӑхлӑ пулма, юлташлӑх туйӑмне ӑша хывма тата хӑйӗн ҫинчен шухӑшламасӑр ҫынсене пулӑшма хатӗр пулма вӗрентет. Кадет класӗсенчен вӗренсе тухакансем вӗсем - хӑйсен пултарулӑхӗпе усӑ курма хатӗр, пурнӑҫра ҫитӗнӳ тума тата патшалӑхпа обществӑна усӑ кӳме пултаракан, кӑмӑл-сипетпе ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен йӗркеленсе ҫитнӗ ҫынсем.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 64 кадет класӗ тата 3 кадет шкулӗ ӗҫлет, вӗсенче 3,5 пин ытла ача вӗренет. Чӑваш Республикинче 2014-2017 ҫулсенче кадет вӗренӗвне аталантармалли «ҫул карттине» ҫирӗплетнӗ.
Республикӑри кадет шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне хута яни пирӗн кадетсен пурнӑҫӗнчи тӗп пулӑмсенчен пӗри пулса тӑрӗ. Ҫавӑн пекех муниципалитетсен кадет шкулӗсене тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи кадет класӗсене малалла аталантарас енӗпе тӑвакан ӗҫ те йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырӗ.
«Кадетлӑх» проект общество пӗлтерӗш¬лӗ 9 проектран пӗри, вӗсем Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Викторович Бабич пуҫарнипе пурнӑҫланаҫҫӗ. Вуннӑмӗшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа туса хатӗрленӗ «Ҫӗнтерӳ» проект шутланать. Ун шайӗнче чи лайӑх шкул музейне, регионти чи лайӑх музее, чи лайӑх журналист ӗҫне тупса палӑртас тӗллевпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ конкурссем иртмелле. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: «Ҫӗнтерӳ» проекта пурнӑҫлама тытӑнасси ҫинчен Михаил Викторович Бабич федерацин Атӑлҫи округӗн Гражданла общество институчӗсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен общество канашӗн ларӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче, Шупашкарта, пӗлтерчӗ.
Кӑҫал Раҫҫей Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине паллӑ тӑвать. 2010 ҫултан пуҫласа пирӗн республикӑра Раҫҫей Президенчӗн указне пурнӑҫланӑ шайра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 5,5 пин ытла ветеранӗ ҫӗнӗ те хӑтлӑ хваттерсем илнӗ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ мӗнпур вӑрҫӑ ветераннех пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме тӗллев лартнӑ. Паян унашкаллисем 277 ҫын.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин мӗнпур участникӗпе тылра ӗҫленӗ ҫынсене, ҫӗнтерӳҫӗ-салтаксен тӑлӑх арӑмӗсене кирлӗ пек тимлӗхпе пӑхмалла тата патшалӑхпа обществӑн ырми-канми пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелле. Ҫавнашкал тимлӗх паллисенчен пӗри Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа туса хатӗрленӗ юбилей медалӗ пулса тӑрӗ, Чӑваш Енре ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ятӗнчен 24,5 пин ветерана парса чыслӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра чикӗ леш енче кӑна мар, хамӑр ҫӗршывра та Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗтӗмлетӗвӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма чӗнсе калани час-часах илтӗнет. Пирӗн халӑх этемлӗх историйӗнчи чи хӑрушӑ тата юнлӑ вӑрҫӑра тунӑ ҫӗнтерӳ пӗлтерӗшне пур майпа та пӗчӗклетес тата хаксӑрлатас тесе фактсене пӑсса кӑтартаҫҫӗ. Украинӑра тата унччен Совет Союзӗн йышне кӗнӗ ытти республикӑра пулса иртекен ӗҫсене курма питех те йывӑр, унта паян ҫар мухтавӗн палӑкӗсене чысран кӑлараҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ асӑну вырӑнӗсемпе сооруженийӗсем 1026 ытла шутланаҫҫӗ, ҫав шутра 500 ытла асӑну объекчӗ /обелисксем, мемориалсем, палӑксем, стелӑсем, асӑну паллисем/. Вӗсен пӗр пайне паян юсамалла. Эпӗ хамӑрӑн аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ паттӑрсен палӑкӗсене юсаса ҫӗнетес ӗҫе влаҫ органӗсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫын хастарлӑн хутшӑнасса шанса тӑратӑп.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин темипе тӑтӑшах ӗҫлемелле, Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗн паттӑр тата трагедилле тапхӑрӗ, пирӗн ҫынсем кӑтартнӑ паттӑрлӑх ҫинчен чӑннине каласа памалла, мӗншӗн тесен ҫамрӑксене патриотла тата гражданла воспитани парас ӗҫ истори пулӑмӗсене лайӑх пӗлни ҫинче, Раҫҫей халӑхӗн калама ҫук пысӑк ӑс-хакӑл вӑйӗн, виҫесӗр хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗн тӗслӗхӗсем ҫинче никӗсленсе тӑмалла. Хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пире тӑнӑҫ пурнӑҫпа ирӗклӗх парнеленӗ паттӑрсем умӗнче эпир ӗмӗр-ӗмӗр парӑмра. Вӗсен ячӗсем тав тӑвакан ӑрусен чӗрисенче яланлӑхах упранӗҫ!
Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!
Эпӗ каларӑм ӗнтӗ: Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» спорт форумӗ республика пурнӑҫӗнчи чи ҫутӑ самант пулса тӑчӗ тата унӑн историне ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса кӗрсе юлчӗ. Пирӗн пата тӗнчери 20 ҫӗршывпа Раҫҫей Федерацийӗн 81 субъекчӗн представителӗсем, 50 Олимп чемпионӗ килчӗҫ.
Форум шайӗнче пуҫласа РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗ иртрӗ. Ҫав ларура Раҫҫейре массӑллӑ спорта аталантарма хушма майпа 3,5 миллиард ҫурӑ тенкӗ уйӑрасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ҫирӗплетрӗҫ.
Эпӗ Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» спорт форумне хатӗрленсе ирттерес ӗҫе хутшӑннӑ Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче пурӑнакан мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пурне те тав сӑмахӗ калатӑп.
Эсир хӑвӑр юлташӑрсене, ӗҫтешӗрсене хавхалантаратӑр, вӗсене физкультурӑпа туслаштаратӑр. Ку питӗ аван! Мӗншӗн тесен, ӑҫта спорт, унта савӑнӑҫпа хастарлӑх хуҫаланать тата питсенче ӑшӑ йӑл кулӑ ҫиҫет!
Таймапуҫ сире ҫакӑншӑн!
Паллах, Раҫҫей халӑхӗн наци лидерӗ пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн тӗп кӑтартӑвне - демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине - пысӑка хурса хакланине илтме пире пурсӑмӑра та кӑмӑллӑ. Владимир Владимирович Путин хӑйӗн хаклавне кирлӗ пек кӑтартӑва тума пулӑшнӑ мерӑсен тулли комплексӗпе ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫакӑ вӑл - пысӑк технологиллӗ медицинӑна аталантарни, ҫӗнӗ перинаталь центрӗсем туни, амӑшӗн капиталӗ, виҫҫӗмӗш ачана ҫуратма хавхалантарни, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетни тата ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхне лайӑхлатни.
«Республикӑра демографи 20 ҫул хушши хавшаса пынӑ. 20 ҫул... Юлашки виҫӗ ҫулта вара ҫӗкленӳ, ҫитменнине стабильлӗ тата ҫирӗппӗн палӑракан ҫӗкленӳ!» - Раҫҫей патшалӑхӗн лидерӗн Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫинчен каланӑ ҫак ырӑ сӑмахӗсем мухтани пек кӑна янӑрамарӗҫ.
Вӗсем пуриншӗн те малашнехи ӗҫри тӗп ориентир пулса тӑчӗҫ!
Демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланса пыни пирки каланӑ май, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫак ӗҫре физкультурӑпа спорт ҫине тимлӗ пӑхни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Массӑллӑ спорта аталантарма, тӗрлӗ ӳсӗмри тата сывлӑх шайӗпе уйрӑлса тӑракан ҫынсене унпа туслашма лайӑх майсем туса пама кирлине асӑнчӗ.
Ку енӗпе эпир пӗрремӗш ҫул кӑна ӗҫлеместпӗр ӗнтӗ. Хӑватлӑ инфратытӑм туса хунӑ, чылай объекта Пӗтӗм Раҫҫейри «ПӖРЛӖХЛӖ РАҪҪЕЙ» политика партийӗн социаллӑ проектне пурнӑҫланӑ шайра хута янӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансем тата хӑнасем валли спортӑн ҫывӑх вӑхӑтрах хута каймалли ҫӗнӗ керменӗсем ҫӗкленеҫҫӗ.
2014 ҫултан пуҫласа республикӑра кашни уйӑхрах Сывлӑхпа спорт кунӗ иртет, спортпа туслашас текен кашни ҫынах ун чухне спорт объекчӗсемпе тӳлевсӗр усӑ курма пултарать.
Паян Чӑваш Ен халӑхӗн 37 проценчӗ физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах ҫыхӑну тытать. Пирӗн «Ҫӑлтӑрпа пӗрле зарядкӑна» проекта халӗ ҫӗршывра лайӑх пӗлеҫҫӗ, вӑл республикӑра пурӑнакан пӗтӗм ҫыншӑн физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли чи юратнӑ массӑллӑ мероприятисенчен пӗри пулса тӑчӗ.
Шӑпах Чӑваш ҫӗрӗнче Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» спорт форумӗ шайӗнче «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» комплекс нормативӗсене йышӑнмалли пӗрлехи кун иртрӗ, ӑна Раҫҫей Правительстви 2015 ҫултан пуҫласа йӑлана кӗртме палӑртать. «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» комплекса пула пирӗн ҫӗршывра хисепе тивӗҫлӗ, ӑнӑҫуллӑ, хастар та сывӑ ҫынсен темиҫе ӑрӑвӗ ӳссе ҫитӗннӗ.
Шӑпах Чӑваш ҫӗрӗнче Раҫҫейре пуҫласа Пӗтӗм тӗнчери утмалли кун старт илчӗ, унта кашни ҫулах тӗнчери 150 ҫӗршыв ҫынни хутшӑнать. Асӑннӑ пулӑма тӳрӗ эфирпа трансляцилерӗҫ. Шупашкара тата Шупашкарта пурӑнакансене тӗнчери мӗнпур спорт каналӗн миллионшар кураканӗ курма пултарчӗ. Федерацин Спорт министерствин хаклавӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» форум Сочири Олимпиада хыҫҫӑн ҫӗршыври пысӑк пӗлтерӗшлӗ иккӗмӗш спорт мероприятийӗ шутланать.
Кӑҫал пирӗн республикӑн тӗп хули тӗнчери спорт каналӗсен телекураканӗсене каллех хӑй ҫине пӑхтарӗ. 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑн командӑсен V чемпионачӗ уҫӑлать. Кун пек ӑмӑрту Раҫҫейре пуҫласа иртет.
Пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та пӗтӗм тӗнчери ытти пысӑк ӑмӑртӑва - Хӑвӑрт утас енӗпе командӑсен тӗнче чемпионатне - йӗркелесе ирттерме кӑсӑк пулӗ, вӑл Шупашкарта 2016 тата 2018 ҫулсенче иртӗ. Уйрӑммӑн палӑртас тетӗп: каллех ку тӗслӗхре те Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн ассоциацийӗ /ИААФ/ ҫӑмӑл атлетсен сумлӑ ӑмӑртӑвӗсене тӑтӑшах пӗр ҫӗршывра, пӗр хулара икӗ хутчен ирттересси пирки пуҫласа йышӑну турӗ.
Тӗнче шайӗнчи ҫак ҫӗнтерӳсенче чӑваш халӑхӗн чун хавалӗн вӑйӗ, республикӑра пурӑнакан мӗнпур ҫыннӑн пӗрлӗхпе туслӑх тата пӗр-пӗрне пулӑшса пынин вӑй-хӑвачӗ уҫҫӑн палӑрчӗ.
Шупашкарта сумлӑ ӑмӑртусем ирттерни хальхи экономикӑн пӗлтерӗшлӗ сферисенчен пӗри шутланакан туризма аталантарма хушма вӑй кӳрет. Пуҫаруллӑ предпринимательсемшӗн ҫӗнӗ анлӑхсем уҫӑлаҫҫӗ, интереслӗ проектсемпе идейӑсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ майсем йӗркеленеҫҫӗ.
Туристсем валли ҫӗнӗ маршрутсем йӗркелемелле. Вӗсем илӗртӳллӗ пулмалла тата ҫав вӑхӑтрах пирӗн патра пурӑнакан халӑхсен этнографи тӗлӗшӗнчи культурӑн хӑйне евӗрлӗхне палӑртмалла.
Чӑваш Ен ҫутҫанталӑкӗ хӑйӗн хӳхӗмлӗхӗпе палӑрса тӑрать. Пирӗн пулӑхлӑ ҫӗр сиплӗ ҫӑлкуҫсемпе пуян, усрав вӑрмансен хӑватлӑ сиплӗх вӑйӗ пурри паллӑ. Ҫавна май пирӗн пысӑк кану тӑрӑхне йӗркелеме тата сиплӗхлӗ туризма аталантарма пӗтӗм май пур.
Промышленноҫ туризмӗн те малашлӑхӗ лайӑх, ӑна предприятисенче туристсен ушкӑнӗсене йышӑнмалли ятарлӑ вырӑнсем йӗркелесе аталантармалла.
Хисеплӗ депутатсем тата Чӑваш Енре пурӑнакансем!
2014 ҫул пӗтӗм Раҫҫейри пекех, Чӑваш Енре те наци культурин еткерӗ патне таврӑнмалли паллӑпа иртрӗ.
Чӑваш Ен халӑхӗ хӑйӗн пуян культурипе палӑрса тӑрать, вӑл мӑн аслашшӗсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑли-йӗркине, вӗсен авалтан пыракан пурнӑҫ йӗркине тирпейлӗн сыхласа упрать тата ӑна ӑруран-ӑрӑва куҫарса пырать. Тӗрлӗ культурӑн нумай енлӗхӗ тата вӗсем пӗр-пӗрне витӗм кӳни нацисем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме, килӗшӳлӗхпе ҫирӗплӗхе упрама пулӑшать.
Пирӗн республикӑра 128 наци ҫынни тата сакӑр халӑх ушкӑнӗ туслӑн та килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Эпӗ тӗн тата наци диаспорисен представителӗсене тав тӑватӑп, вӗсем тӗрлӗ наци ҫыннисем тата тӗрлӗ тӗне ӗненекенсем хушшинче пӗр-пӗрне хисеплеме, пӗртан диалога тӗп вырӑна хума кирлине шута илекен хутлӑх йӗркелес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Ку вӑл ҫапла пулнӑ, малашне те ҫаплах пулӗ, мӗншӗн тесен культура кирек хӑш халӑхӑнне те ӑс-хакӑл тӗшшине, унӑн ӑрасналӑхӗпе хӑйне евӗрлӗхне палӑртать, чун-чӗри вӑйӗпе пултарулӑх вӑй-халне уҫса памалли сфера пулса тӑрать.
Пӗтӗмӗшле культура шайӗ пӗчӗк пулсан экономикӑри темле харсӑр шухӑш-тӗллев те пурнӑҫланма пултараймасть.
Пӗлтӗр пӗрлештернӗ бюджетран культура сферине 1,5 миллиард тенкӗ янӑ, ку вӑл унчченхинчен 10 процент ытларах.
Ялти культура ҫурчӗсене тӗпрен юсамалли тата ҫӗнетмелли анлӑ программа пурнӑҫланать. Енчен те 2008 ҫулта унта ялти 17 культура ҫуртне кӗртнӗ пулсан, вӗсен хальхи шучӗ 186 ӗнтӗ.
Паян республикӑра 4 пин ытла художество пултарулӑх ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсен ӗҫне 55 пин ытла ҫын хутшӑнать. Юлашки пилӗк ҫулта клубсенче 377 ҫӗнӗ кружок уҫӑлнӑ. Халӗ вӗсен шучӗ 6 пин ытла, унта ҫӳрекенсен йышӗ 84 пин ҫынран та иртет.
Музыка шкулӗсене тата ачасен искусство шкулӗсене ҫӳрекен вӗренекенсен тӳпи Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗнчи вӑтам шайран пысӑкрах.
Ку ырӑ туртӑма сыхласа хӑвармалла, мӗншӗн тесен культура сферинче паракан хушма пӗлӳ ачасене эстетика воспитанийӗ парас, вӗсен чунӗнче илемлӗх туйӑмӗсене ҫуратас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн 2015 ҫул Литература ҫулталӑкӗ шутланать. Чӑваш Енре ҫак ҫула Константин Васильевич Ивановӑн, хальхи чӑваш литературине никӗслевҫин, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.
Унӑн хайлавӗсем этеме, тӑван ҫӗре, чӑваш халӑхӗн авалхи йӑлисемпе пурнӑҫ йӗркине тата унӑн хӑйнеевӗрлӗ культурине чунтан юратса хисеплемеллине ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ. Пирӗн пулас несӗлӗмӗрсем тивӗҫлӗ граждансем, чӑн-чӑн патриотсем пулса ҫитӗнччӗр, Тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланччӑр, унӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хамӑрӑн мӑн асаттемӗрсем пекех паттӑррӑн хӳтӗлеме пултарччӑр тесен пирӗн ҫав улшӑнми хаклӑхсене килес ӑрусем валли сыхласа хӑвармалла.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Хамӑн Ҫырӑва вӗҫленӗ май, тӑван кӗтес шӑпишӗн пӑшӑрханакан, унӑн пуласлӑхӗшӗн вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫлекен мӗнпур ҫынна чун-чӗререн тав тӑватӑп.
Юлашки ҫулсенче халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерес тата республика экономикине аталантарас тӗлӗшпе ҫирӗп утӑмсем турӑмӑр. Мана - «халӑх тарҫине», ӑнланса, пӗр шухӑшлӑ пулса тус-юлташла ӗҫлени - пӗтӗмпех халӑх пуласлӑхӗшӗн тунӑ пӗрлехи ырӑ ӗҫ.
«Тӑван йӑваран хакли нимӗн те ҫук», - теҫҫӗ халӑхра. Эпир хамӑрӑн Чӑваш Республикине чун-чӗререн юрататпӑр, унӑн ырлӑхӗшӗн патриотла туйӑмсемпе, пӗтӗм чӗре ӑшшине парса, яваплӑха туйса, ырми-канми ӗҫлетпӗр.
Чӑваш Енре пурӑнакансем влаҫ органӗсене ҫирӗп шанни пире хавхалантарать. Умра - ҫӗнӗ тӗллевсем. Тӗнчери лару-тӑрӑва пула сиксе тухакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫа малашне те ҫирӗп аталантарса лайӑхлатасси.
Малашнехи ӗҫсем ӑнса пырасса пӗрре те иккӗленместӗп.
Чӑваш Ен - уҫӑ та тараватлӑ регион.
Эпир тӑван кӗтес ҫутӑ та ырӑ пултӑр, ҫынсем саккуна пӑхӑнса, таса чунпа, тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳре, обществӑн тӗп никӗсӗн - ҫемьен хаклӑхӗсене ҫирӗплетсе пурӑнччӑр тетпӗр.
Пурте пӗрле, ҫине тӑрса ӗҫлесе, хамӑрӑн вӑя шанса, обществӑри пӗрлӗхе тата ҫирӗплӗхе упраса, йывӑр вӑхӑтра пӗрне-пӗри пулӑшса эпир Чӑваш Енӗн кашни ҫемйишӗн, кашни ҫыннишӗн тата тулӑхрах, тӑнӑҫ пурнӑҫ тума пултаратпӑр.
Пӗрле эпир нумай ҫитӗнӳ тӑваятпӑр! Пӗрлӗхре - пирӗн вӑй!
Чӑваш Ен халӑхне мухтав!
Итленӗшӗн пысӑк тав. |
Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн | Чӑваш Енре - илемлӗ ҫутҫанталӑк, хӑйне евӗрлӗ культура тата йӑла-йӗрке. Чылайӑшӗ чикӗ леш енче канма кӑмӑллать. Анчах хамӑр тӑрӑхра та курса тӗлӗнмелли пайтах. Ҫакна ҫулсерен пирӗн республикӑна пин-пин турист килме кӑмӑл туни те ҫирӗплетет. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, Европа, ҫӗршыв шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвӗсем те хӑнасен йышне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.
Туристсене ытларах Атӑл хӗрринчи Хӗрлӗ тӳрем илӗртет. Чӑваш тӗррин музейӗ халӑх культурин пуянлӑхӗпе унӑн кун-ҫулне кӑтартса парать. Трактор музейӗнче «чӗрӗ» экспонатсене курма кӑна мар, руль умне ларса хӑвна тракторист пек туйса курма та май пур. Кӳкеҫри «Бичурин тата паянхи самана» музей, Шуршӑлти Космонавтика музейӗпе килен-каян хаваспах паллашать.
Пӗлтӗр республикӑра 27 хӑна ҫурчӗ, 20 санатори, ытти 21 организаци ӗҫленине шута илнӗ. Апла пулин те туристсем пӗчӗк хӑна ҫурчӗсене кӑмӑллаҫҫӗ. Тӑвай, Елчӗк, Йӗпреҫ районӗсенче экологи туризмӗ енӗпе ҫӗнӗ об «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» туризмпа кану кластерне тӑвасси» инвестици проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла пырать. Шупашкарти Мӑшӑрлану керменӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ «Амазония» этнокомплекс аталанать. ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче кӑҫал паркра велосипед ҫулӗсемпе ҫуран уҫӑлса ҫӳремелли тротуарсене туса пӗтересси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. «Шывармань» кану комплексӗнче чӑваш апачӗпе сӑйлакан ресторан та пур. Аквапарк тӑвас ӗҫе те пуҫӑннӑ. «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» проекта Шупашкар хули 550 ҫул тултарнӑ тӗле предпринимательсемпе пӗрле пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне кӗрекен «Ясна» этноэкологи комлексӗ - ӗлӗкхи чӑваш ялне (ҫурт-йӗрне, картишне, лаҫне, мунчине) сӑнлакан вырӑн. Проект пуҫаруҫи Марина Федорова кунта шкул ачисем экскурсие тӑтӑшах килнине пӗлтерчӗ. Унӑн шухӑшӗпе, республикӑна килнӗ хӑнасене пилӗк ҫӑлтӑрлӑ кану ҫурчӗсемпе тӗлӗнтереймӗн. Авалхи чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе культури Раҫҫейре пурӑнакансене ҫеҫ мар, ют ҫӗршывран килнӗ туристсене те кӑсӑклантарать, илӗртет.
- Кашни тӑрӑхра - хӑйне евӗр культура, унта тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» проекта ахальтен пуҫармарӑмӑр. Пирӗн республикӑна француз килнӗ тейӗпӗр. Вӑл чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе тата культурипе паллашасшӑн. Ют ҫӗршыв ҫыннине чӑваш мӗнле пурӑннине пӗр ялта та туллин кӑтартса пама ҫук, мӗншӗн тесен чылай ҫемье хуралтӑсене ҫӗнетнӗ, кӑмака хутса пурӑнакан нумай мар, ӗлӗкхи ҫи-пуҫ пурин те сыхланса юлман. Ялсенче чӑн чӑваш йӑли-йӗркин пӗчӗк пайӗсем ҫеҫ упранса юлнӑ. Этноэкологи комплексӗнче тӑван халӑхӑн культурин мӗн пур енне кӑтартса пама тӑрӑшатпӑр. Хӑнасене тӗрӗ эрешрен пуҫласа юрӑ-ташӑ таранах паллаштаратпӑр. Ку енӗпе тӑватӑ ҫул ытла ӗҫлетпӗр. Ачасем пирӗн патран ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа каяҫҫӗ. Вӗсем тӑван халӑх пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне кунта ӑша хываҫҫӗ. Мӗн пытармалли: аслисемшӗн те кунта хальччен пӗлменни пайтах. Туризм - республика аталанӑвӗн пӗр енӗ. Ҫак ӗҫе ачасенчен пуҫламалла. Курса ҫӳрес туйӑма мӗн пӗчӗкрен вӑратмалла, тӗрлӗ экскурсие илсе ҫӳремелле, - пӗлтерчӗ хӑйӗн шухӑшне Марина Федорова.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Ене Крым Республикинчен делегаци килнӗ. Ҫавна май Шупашкарта «Крым - Чӑваш Ен - Севастополь» ҫамрӑксен форумӗ иртрӗ. ЧР Наци библиотекинче тӗрлӗ темӑпа «ҫавра сӗтелсем» йӗркелерӗҫ. Пӗринче культурӑпа туризм ыйтӑвӗсене хускатрӗҫ. Тӗлпулӑва ЧР Культура министерствин туризм секторӗн заведующийӗ Сергей Иванов ертсе пычӗ. Крымран килнӗ хӑна Владимир Мочалов ҫулҫӳрев карттине йӗркелеме сӗнчӗ. Унӑн шухӑшӗпе, татса памалли ыйтусем пур-ха. Сӑмахран, ҫул хака ан лартӑр тесен рейссене ҫӳретмешкӗн патшалӑхран субсиди ыйтмалла. Сӑмах май, Чӑваш Енре 40 яхӑн турагентство, анчах Раҫҫей туроператорӗсен реестрӗнче вӗсенчен иккӗшӗ ҫеҫ регистрациленнӗ. Ҫакӑ та туризм ӗҫне ура хурать.
Татьяна Дмитриева экскур-совод та хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ. Экскурси ирттерес тӗллевпе ун патне ытти регион ҫыннисем час-часах шӑнкӑравлаҫҫӗ. Паллах, пурне те чи малтан укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ канӑҫсӑрлантарать.
- Ертӳлӗх туризма аталантарас тӗллевпе туристсене Шупашкарпа ҫеҫ мар, Чӑваш Енри ытти хулапа та паллаштарма ыйтать. Тӗслӗх вырӑнне Улатӑра илсе кӑтартам. Республикӑри пуян историллӗ хулана виҫӗ сехет ҫурӑ каймалла. Ҫул ҫинче пӗр чарӑнура та тирпейлӗ туалет ҫук. Ҫакӑ, паллах, килӗшӳсӗр. Хӑнасен умӗнче намӑс курма тивет. Чӑваш Ене килнӗ туристсенчен чылайӑшне Трактор музейӗ килӗшет. «Амазония» этнокомплекс хута кайсан пирӗн пата килекенсен йышӗ ӳсессе шанас килет. Ентешӗмӗрсен хушшинче Крыма ҫитсе курма ӗмӗтленекен нумай, анчах укҫа-тенкӗ расхучӗ пысӑкки чӑрмав кӳрет. Экскурси йӗркелес шухӑшпа унти ҫынсемпе ҫыхӑнтӑмӑр. Хулапа пӗр кун паллаштарнӑшӑн 12 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн пирӗн республика ҫыннин пӗр уйӑх ӗҫлеме тивет. Ҫавӑнпа чылай чӑваш тӑван регионтах канма тӑрӑшать. Пирӗн тӑрӑха Пензӑран, Сыктывкартан, Чулхуларан, Мускавран, Тулӑран, Ярославльтен тата ытти хуларан килсех ҫӳреҫҫӗ. Чылайӑшне пирӗн республика ҫыннисем ӑҫта канни кӑсӑклантарать. Мӗн пытармалли: ялтан килнисем Сӑра музейне те 80 тенкӗ парса кӗресшӗн мар. Ҫынсем ытларах паломниксемпе Дивеево тата ытти хулана ҫӳреҫҫӗ, - чун ыратӑвне пайларӗ экскурсовод.
«Ҫавра сӗтел» хӗрӳ иртрӗ. Ҫамрӑксен форумӗнче яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ сахалли ҫеҫ кулянтарчӗ. Палӑртнӑ тӗллевсен йышне туризм аталанӑвне ачасенчен пуҫламалли те, хӑнасене Чӑваш Ене илӗртме ҫулҫӳрев карттине йӗркелесси те кӗчӗ. Паллах, ку енӗпе ӗҫлемелли пайтах. |
Республика кунӗ умӗн этнокультура комплексне уҫӗҫ | Чӑваш Енре Республика кунӗнче иртмелли мероприятисем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал уяв Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртет.
Элӗк районӗнче этнокультура комплексӗ уҫма палӑртнӑ. Шупашкарта та чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен хушшинче видео ӳкерессипе конкурс иртӗ. Кирек кам та мероприятисенче репортаж тума пултарать. Видеона камера, телефон, планшет ҫине ӳкерме юрать. Конкурса Хула кунӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Хулана 30 пин чечекпе илемлетӗҫ. Ҫавӑн пекех тухья евӗр арт-объект пулӗ. Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курма та май пулӗ. |
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех | Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич ертсе пынипе республикӑра ӗҫлӗ канашлусем иртнине хаҫатра пӗлтернӗччӗ.
Чи малтанах Михаил Викторович вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗсемпе, район ертӳҫисемпе тӗл пулчӗ. Канашлу тӗллевӗ - социаллӑ экономика, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне шута илсе вӗсене канӑҫ паман ыйтусене хӑйсенчен илтесси, нормативлӑ майпа йӗркелесе ҫитереймен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, бюджетсен хушшинчи хутшӑнусен, налук саккунӗсем тӗлӗшпе тухса тӑнӑ ҫитменлӗхсене, урӑхла каласан - пуҫлӑхсене те, ахаль ҫынсене те пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене, уҫӑмлатасси. Пур муниципалитета та канӑҫсӑрлантаракан лару-тӑрӑва тӗплӗн сӳтсе яврӗҫ канашлура. Сӑмах май, вӗсен йышӗнче монохуласем те, ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннисем те пур, апла-тӑк татса памалли те - хӑйне май. Михаил Бабич шухӑшӗпе, халӑхпа куллен хутшӑнакан пуҫлӑхсемпе икӗ енлӗ ҫыхӑну йӗркелеме пултарни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх - республикӑри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫлӑ. «Халӑхпа час-часах тӗл пулни, муниципалитетсен социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ май ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явни, уйӑхсерен ирттерекен пӗрлӗхлӗ информаци кунӗсенче инҫетри ялсене тухса ҫӳрени ҫынсен шухӑшне уҫӑмлатма пулӑшать, чӑн информацие вӗсем патне вӑхӑтра ҫитерме тата ҫынсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатма май парать», - пӗлтерчӗ вӑл.
Михаил Бабич ҫавӑн пекех Шупашкарта «Трактор завочӗсем» концерн предприятийӗсенчи лару-тӑру тӗлӗшпе те канашлу ирттерчӗ. Полномочиллӗ представитель ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫ-хӗлӗ Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине пысӑк витӗм кӳрет: концерн тытӑмӗнче 8 пин ытла ҫын вӑй хурать. Тавар ыйтакан сахалланнипе тата кредит парӑмӗсем ӳснипе хальхи вӑхӑтра асӑннӑ тытӑм финанс йывӑрлӑхне кӗрсе ӳкнӗ. Кӑтартусем сисчӗвлентереҫҫӗ: малтанхи ҫулхипе танлаштарсан пӗлтӗр продукци 2,3 хут сахалрах ӑсатнӑ. Ҫынсене ӗҫсӗр хӑварас хӑрушлӑх пур. Ку производствӑн конкурентлӑхӗ пысӑккине ҫӗршыв ертӳлӗхӗ аван ӑнланать, вӑл вакун, строительство, йывӑр техникӑн чи лайӑх тӗсӗсене кӑларма пултарасса шанать. Предприятие ӗҫлеттерсе ямашкӑн Раҫҫей Президенчӗ финанс, управлени тата нормативлӑ йышӑнусем тумашкӑн ҫирӗп хушусем панӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев концерн предприятийӗсенчи лару-тӑрӑва йӗркене кӗртни регионшӑн пӗлтерӗшлине асӑнчӗ: кӗскетнӗ кун йӗркипе вӑй хуракансем, ӗҫсӗр ларакансем тата хӑй шучӗпе отпуска кайнисен йышӗ паян - 4,5 пин ҫын. Кун пек чухне квалификациллӗ специалистсене упраса хӑвармашкӑн чӑннипех кансӗр.
Раҫҫей промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗн заместителӗ Александр Морозов, концерн ертӳҫи Михаил Болотин тата республикӑн патшалӑх влаҫӗн органӗсен представителӗсем йывӑрлӑхран тухмалли майсене сӳтсе яврӗҫ. Сӑмах май, асӑннӑ министерство Тулашэкономбанкпа пӗрле предприятисен производствине тӑнӑҫлӑхпа тивӗҫтермелли майсене - кредит парӑмӗсене реструктуризацилеме, кредитӑн ҫӗнӗ линийӗсене йӗркелеме тата профильпе ҫыхӑнман активсене реализацилеме - палӑртнӑ.
Михаил Бабич шухӑшӗпе - «Трактор завочӗсен» ертӳлӗхӗн тата регион влаҫӗн лару-тӑрӑва йӗркене кӗртмешкӗн, ҫынсене ӗҫпе тата социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтермешкӗн васкавлӑ мерӑсем йышӑнмалла. Ҫивӗч ыйтусене татса памашкӑн пулӑшма хӑй те хатӗррине пӗлтерчӗ вӑл. |
Киле килнӗ Тур ҫырни Чӗмпӗр тӑрӑхне каять | Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи Чӗмпӗр облаҫне гастроле кайма пуҫтарӑнать. Унти Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗн сцени ҫинче чӑваш артисчӗсем нарӑсӑн 29-мӗшӗнче «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакль лартӗҫ. Пьеса авторӗ — Александр Пӑртта.
Камитри пурнӑҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртет. Ялта хусахсем нумаййине кура вӗсене халӑх ирӗксӗр тенӗ пек авлантарма йышӑнать. 32 хусахран чи ӑмсанмаллинчен: туртман, ӗҫмен, чечек ӳстерекен каччӑран — пуҫлаҫҫӗ. Ун пирки хаҫатра хӗр шырани пирки пӗлтерӳ парсах арӑм шырама тытӑнаҫҫӗ.
Спектакльте Оксана Драгунова, Василий Иванов, Галина Кузнецова, Александр Кураков, Эмилия Назарова, Сергей Павлов, Евгений Урдюков, Александр Яковлев, Марина Яковлева выляҫҫӗ. |
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсне ирттерме ЧНК та хутшӑнӗ | «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗ майӗпен ҫӗнӗ ӗҫсемпе пуянланса пырать. Кӑна эсир пирӗн «Видео» пайӗ урлӑ та лайӑхах курма пултаратӑр ӗнтӗ — кашни кун 2–3 ҫӗнӗ ӗҫ хушса пыратпӑр. Ӗҫсем кӑна мар, йӗркелӳҫӗсен йышӗ те пысӑкланать. Нумай пулмасть вӗсен шутне ЧНК та кӗчӗ.
ЧНК президенчӗ Н.Ф. Угаслов «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ӑнланса ӑна йӗркелесе ирттерме, хутшӑнакансене пур енлӗн хавхалантарма парнесемпе, хисеп хучӗсемпе чыслама пулнӑ. Ку конкурс Раҫҫейри регионсем шайӗнче иртнине шута илсе Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗ конкурс положенине ытти республикӑсемпе облаҫсене хӑйсен ҫыхӑнӑвсем урлӑ ҫитерме пулӑшма шантарнӑ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унӑн положенийӗпе тӗплӗнрех ҫакӑнта паллашма пулать. |
«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ | Куҫаҫҫех теме иртерех-тӗр, анчах Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемшӗн сасӑламалли кунччен вӑхӑт тата ҫур ҫул ытла пулин те ҫывхаракан суйлав сенсацисем кӳме пуҫларӗ теме юрать.
Ӗнер журналистсемпе курнӑҫнӑ май Чӑваш Ен парламентӗнчи «Справедливая Россия» фракци членӗ Владимир Михайлов хӑй «Единая Россия» ячӗпе праймериза хутшӑнасси ҫинчен хыпарласа тӗлӗнтерчӗ. Ҫакна сӑлтавланӑ май вӑл Патшалӑх Канашӗнче «СР» фракцире 4,5 ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнине ҫирӗплетрӗ. Анчах ҫак тапхӑрта чунӗпе-юнӗпе «эсерсемпе» туллин пӗрлешеймен-мӗн. Чылай енӗпе вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ мар, ҫавӑнпах вӑл «Справедливая Россия» парти йышне те кӗмен-мӗн. Акӑ мӗншӗн хӑйне «Единая Россия» списокӗнче праймериза хутшӑнма сӗнсен ку сӗнӗве йышӑннӑ. Депутат иккӗленмест: «ЕдРо» йышӗнче вӑл пысӑкрах усӑ кӳрӗ, унта тӗллевсене пурнӑҫламалли майсем те пысӑкрах, «эпӗ ӗҫлекенсемпе пӗр командӑра пуласшӑн». Сӑмах май, «ЕдРо» ялавӗ айӗнче праймериза хутшӑнни Михайлов халех «СР» фракцирен каяссине пӗлтермест - ҫак суйлаври Патшалӑх Канашӗ хӑйӗн ӗҫне вӗҫличченех унӑн йышӗнче пулӗ.
Кӗтмен хыпарсем ҫакӑнпа кӑна вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Патшалӑх Канашӗнчи тепӗр «эсер» те, Леонид Лукин депутат, «Справедливая Россия» фракципе сывпуллашма шут тытнӑ. Фракципе кӑна мар, партипе те. Леонид Геннадьевич пӗлтернӗ тӑрӑх - «партирен тухма заявлени ҫырнӑ ӗнтӗ. Эпӗ хама текех ҫак партире курмастӑп». Вӑл хӑйӗн ҫак утӑмне «Справедливая Россия» партире татса паман ыйту нумаййипе, партин федераци шайӗнчи ертӳҫисем Левичев, Миронов тӗлӗшпе ыйтусем ҫуралнипе сӑлтавларӗ. Ӑна та «Единая Россия» списокӗнче праймериза хутшӑнма сӗннӗ-мӗн.
Паллах, «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн политканашӗн секретарӗнчен Николай Маловран ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма ыйтрӑмӑр. «Урӑх фракцисенчен сирӗн пата куҫас кӑмӑллӑ депутатсен списокӗ ҫакӑнпа вӗҫленет-и? Халь, сӑмахран, Евсеев коммунист та пушаннӑ...» Николай Владимирович коммунист-депутат пирки пайӑррӑн каламарӗ, анчах ҫирӗппӗн палӑртрӗ: - Суйлав кампанийӗ старт илчӗ теме юрать. «Единая Россия» ячӗпе малтанхи суйлава, праймериза, хутшӑнмашкӑн ҫыннӑн 21 ҫултан ҫамрӑк мар, пирӗн парти членӗ, ун майлӑ е партие кӗмен ҫын пулмалла. Пирӗн алӑксем пуриншӗн те уҫӑ. Паян пире хирӗҫтерсе ярас кӑмӑллисем питӗ нумай, ҫавӑнпа та пирӗн пӗрле пулмалла, пӗрлешмелле. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ - малтанхи сасӑлав кунӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисене эпир пурне те тарават.
«Вӗсем урӑх фракцире пулса оппозицире тӑнӑ. Паян вара эсир вӗсене хӑвӑр рете йышӑнма хатӗр - ҫакӑ сирӗн фракцири ӗҫтешӗрсемшӗн кӳренмелле пулмӗ-и?» - «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗн ыйтӑвне те Николай Владимирович татӑклӑн хуравларӗ: «Паллах, праймериза хутшӑнни ҫын «Единая Россия» партирен депутат пулатех темелли сӑлтав мар. Юлашки сӑмаха суйлавҫӑсем калӗҫ. Енчен те суйлавҫӑ вӗсемшӗн сасӑларӗ-тӗк, ҫын пирӗнпе алла-аллӑн ӗҫлеме хатӗр-тӗк - эпир пӗр ҫулпа утӑпӑр». |
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш | Хӑшпӗр депутатӑн вара - суйлав шухӑш... Ҫакӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн ӗнер иртнӗ черетлӗ 36-мӗш сессийӗнче куҫкӗрет палӑрчӗ. Парламент суйлавӗ ҫывхарнӑ май хӑшӗсем трибуна ҫинчен хӑйсем пирки ҫине-ҫинех аса илтересшӗн, хӑйсене кӑтартасшӑн...
Ҫавӑнпах-тӑр Игорь Моляков эсер-депутат сессие уҫнӑ-уҫман унӑн кун йӗркине улшӑну кӗртес шутпа тавлашу пуҫарчӗ: пахчаҫӑсене пулӑшмалли саккун кирлӗ-мӗн, Правительство ҫуртӗнче тунӑ мунча ыйтӑвне тепӗр хут тишкермелле. Унӑн сӗнӗвӗсем регламентпа килӗшсе тӑманни ҫинчен асӑрхаттарсан тин лӑпланам пек пулчӗ, «микрофона чарманшӑн тавах» теме те манмарӗ. ПК спикерӗ Юрий Попов ӑна шӳтлесе «Игорь Юрьевич, эсир манӑн тус пекех вӗт» тесех трибуна патӗнчен хӑйӗн вырӑнне ӑсатрӗ.
Интернетпа ҫыхӑнман ялсен переченӗ ҫинчен калакан саккун проекчӗн тишкерӗвӗ кӗтмен ҫӗртен тавлашу ҫуратрӗ. Ку тӳрремӗнех эрех суту-илӗвне пырса тивет. Эрех сутакан лавккасен халӗ сутнӑ тавар пирки Интернет урлӑ ятарлӑ системӑна информаци памалла. Интернет ҫук пулсан вара? Хайхи саккун шӑпах предпринимательсене вӑхӑтлӑх тӑхтав парӗ. Анчах кайран бизнесшӑн чӑрмав пулмӗ-и? Ялсенче суту-илӳпе ӗҫлекенсем тупӑшӑн 25-30% шӑпах алкоголь продукцийӗнчен илнине аса илтерекен те тупӑнчӗ. Пӑшӑрханакансене лӑплантарчӗҫ: республикӑра ҫыхӑну тытӑмӗ вӑй илсе пырать - вӑхӑт иртнӗ май Интернет пур ҫӗрте те пулӗ.
Экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли саккун проекчӗпе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Сергей Павлов сӑмах илчӗ те - Моляковӑн каллех ыйту пур иккен: Ҫӗнӗ Шупашкарта глифосат кӑларма пуҫламалли проект тӗлӗшпе техника документацийӗ пур-и? «Пирӗн министерствӑна унашкал документаци килмен-ха, - пулчӗ хурав. - Глифосата илес-тӗк, чӑнах та, вӑл гербицид тытӑмне кӗрекен хутӑш, ҫавнашкал гербицидсемпе Чӑваш Енре те усӑ куратпӑр».
Патшалӑх граждан служби ҫинчен калакан саккунӑн хӑшпӗр положенине чарса лартасси пирки ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев кӗскен ҫеҫ каларӗ: патшалӑх граждан служащийӗсен шалӑвне индексацилессине 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен чарса лартас, ҫавӑн пекех чиновниксем валли хваттер туянма субсиди уйӑрас мар. Пуҫланчӗ вара! Парламент Комитечӗн председателӗ Петр Краснов патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫине 2013 ҫултанпа пӗрре те индексацилеменнине аса илтерчӗ. Унӑн шучӗпе, муниципалитетсен служащийӗсен шалӑвӗ пӗчӗк. Ҫав вӑхӑтрах Патшалӑх Думин депутачӗсем хӑйсен шалӑвне 2,5 хут пысӑклатнӑ, кайран кӑшт чакарам пек тунӑ - 10%.
Юрий Егорович республикӑри патшалӑх служащийӗсен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 2013 ҫулта 33,9 пин тенке яхӑн пулнине аса илтерчӗ. Пӗлтӗр кӑшт чакнӑ - 32,6 пин. Иккӗленмест: республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи ҫак виҫерен чылай пӗчӗкреххине шута илсен чиновниксен укҫана индексацилеменнипе хальлӗхе ҫырлахмалла. Ҫак самантра каллех Моляков сас пачӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн йышӗпе цифрӑсем асӑнсах кӑсӑкланчӗ. Вӑл тӗрӗс мар цифрӑсем асӑнни Васильева тарӑхтарнӑн та туйӑнчӗ: «Ку цифрӑсене эсир ӑҫтан илетӗр? Администрацире патшалӑх тата граждан служащийӗсен йышӗ - 106 единица. Унччен 96 пулнӑ. Икӗ патшалӑх должноҫӗ хушӑннӑ - вице-премьерсем». Чиновниксем валли хваттер туянма субсиди панине илес-тӗк - 2013 ҫулта 19 ҫынна пулӑшнӑ, 2014 ҫулта - 33 ҫынна. Ун хыҫҫӑн паман. Халӗ субсиди илес кӑмӑллисен списокӗнче - 97 ҫын.
Думӑри шалу пирки сӑмах пулнине кура трибуна умне Раҫҫей парламенчӗн аялти палатин депутачӗ Валентин Шурчанов та тухрӗ: «Дума депутачӗсен шалӑвне пӗлтӗр те, кӑҫал та пысӑклатман. Пӗлтӗр ӗҫ укҫине 10% чакарма йышӑнтӑмӑр. Ҫапла вара бюджетӑн 125 млн тенкине перекетлесе хӑвартӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах Газпром ертӳҫисем хӑйсене кашнинех 240 млн тенкӗ бонус тӳлеме йышӑннӑ...»
Петр Краснов - парӑнакан йышши мар, каллех трибуна патне тухрӗ: - Политик искусстви ҫапла ӗнтӗ вӑл: каласса калать, анчах каласа ҫитереймест. Чӑнах та, 2015-2016 ҫулсенче Дума депутачӗсен укҫине ӳстермен. 2014 ҫулта ӳстернӗ - 2,5 хут. 450 депутат валли, эпир шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, 2 млрд тенкӗ кайнӑ. Федераци Канашне те шута илсен - пӗтӗмпе 10 млрд тенкӗ. Ку - Чӑваш Ен бюджечӗн 1/3 пайӗпе тан: миҫе садик, миҫе шкул тума ҫитетчӗ. Ҫавӑнпа та, Валентин Сергеевич, гражданин тата суйлавҫӑ пулнӑ май манӑн сиртен ыйтмашкӑн ирӗк пур. Апла хӑтланма юрамасть...
Физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан саккуна кӗртме сӗнекен улшӑнусемпе спорт министрӗ Сергей Шелтуков паллаштарчӗ - ун валли те тишкерекен ыйтупа пачах та ҫыхӑнман ыйту тупӑнчӗ. Министрсем, депутатсем юлташла хоккей матчӗсем ирттереҫҫӗ - хоккей формине мӗнле укҫапа туяннӑ? «Хамӑрӑн укҫапа вылятпӑр, - терӗ министр. - Формӑна илес-тӗк - эпӗ хамӑн укҫапа туяннӑ, 32 пин тенкӗ тӑкакларӑм - питӗ хаклӑ тееймӗн». Ҫакнашкал ыйтусем ҫурални Юрий Поповшӑн та тӗлӗнтермӗш пулчӗ ахӑр. Вӑл Патшалӑх Канашӗн хоккей командинче тулли йыш валли темиҫе ҫын ҫитменни ҫинчен каларӗ, Молякова командӑна хутшӑнма чӗнчӗ: «Пирӗн вратарь ҫук - килӗшӗр! Форма туянма укҫа ҫук пулсан - пурте пӗрле укҫа пухса туянса парӑпӑр!» Игорь Юрьевич «манӑн укҫа ҫук» теме пӑхрӗ те - депутатсенчен тахӑшӗ ӑна «министр шалӑвӗпе форма кӑна туянма пулать ӗнтӗ» тесе вырӑна лартрӗ, унӑн шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ. Депутат вара хӑйӗн ӗҫ укҫин виҫине пӗлтермерӗ: «Каламастӑп!»
Ҫук, спорт министрне ҫапла кирлӗ-кирлӗ мар ыйтусемпе кӑна аптратмарӗҫ. Депутатсене, сӑмахран, республика хӑшпӗр спорт тӗсӗ енӗпе хӑйӗн позицийӗсене ҫухатни пӑшӑрхантарать. Калӑпӑр, арҫынсен ирӗклӗ кӗрешӗвӗн шкулӗ ҫухалчӗ теме те юрать. Министр ӳпкеве йышӑнчӗ, анчах арҫынсен ирӗклӗ кӗрешӗвӗ тӗлӗшпех эпир Ҫурҫӗр Кавказпа тупӑшма пултарасси иккӗленӳллӗ. Чӑваш Енре вӑй илнӗ спорт тӗсӗсем паллӑ - шӑпах вӗсемпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Ҫав шутра - хӗрарӑмсен ирӗклӗ кӗрешӗвӗ, йӗлтӗр спорчӗ тата ыт.те.
Темиҫе саккун проекчӗ тӗлӗшпе тишкерӳ ҫапла шӳтлӗ-тавлашуллӑ пулнине пӑхмасӑр вӗсене ырларӗҫ. Асӑннисемсӗр пуҫне парламентарисем ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен ҫаврӑнӑшӗ, наукӑпа техника политики, ҫамрӑксен патшалӑх политики, административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунсене улшӑнусем кӗртмелли тата ытти проект майлӑ сасӑларӗҫ. Шалти ӗҫсен министерствин, Тӗрӗслевпе шутлав палатин 2015 ҫулшӑн тунӑ отчечӗсене итлерӗҫ, миравай судьясене ҫирӗплетрӗҫ. |
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики | Хура халӑхӑн пуҫне Раҫҫей патшалӑхӗн влаҫӗнче ларакансем минретсех пураҫҫӗ. Спорт мероприятийӗсенче тӗл пулакан пӗр пулӑма эп урӑхла ниепле те урӑх ӑнлантарма пултараймастӑп. Сӑмахӑм чӑваш ялавӗ пирки. Пӗр хут асӑрхасан — юрӗччӗ, нормӑран тухса ӳкнӗ пулӑм теме пулӗччӗ. Ҫук вӗт, сахал мар тӗл пулать — спорт мероприятийӗсенче чӑваш ялавӗ валли тимлӗх уйӑрмаҫҫӗ. Пӑхатӑн та, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗ Чӑваш Республикинчен тухса ӳкнӗнех туйӑнать. «Ху чӑваш пулнишӗн ӑҫта сан мӑнаҫлӑх? Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫав виҫӗ тӗслӗ ялава кӑна мухтама хӑйсен пуҫӗсене хунӑ-ши?» — текен ыйту парас килет вӗсене.
Хам спорт мероприятисенче пулмастӑп, анчах та хыпарсене лартнӑ май хӑш чухне вӗсенче ӳкернӗ сӑнсемпе паллашма тивет. Ав, пӗрине пӑхнӑ май спорт залӗнче Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн ялавӗсем ҫакӑнса тӑнине куртӑм. Мухтамалла пек. Анчах Раҫҫей ялавӗ чиперех ҫакӑнса тӑрать пулсан, пирӗн республикӑнни — усӑнса аннӑ. Ҫакна никам та асӑрхамасть, сахал мар пухӑннӑ халӑх кунта нимӗнле йӗркесӗрлӗх те ҫук тесе шутлать. «Ара мӗн ара? Усӑнса аннӑ? Аннӑ. Мана мӗн ӗҫ?» — ахӑртнех ҫапларах вӗсен пуҫӗнчи шухӑш.
Ак халь тата тепӗр спорт ӑмӑртӑвӗнчи сӑнсене курма май килчӗ. 1996 ҫулта Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтака асӑнса ирттернӗ йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ. Виҫӗ районтан пухӑннӑ. Сӑнӳкерчӗксене лекнӗ пӗр самантсенчен пӗри — Раҫҫей ялавне ҫӗклени. Те вӑрҫи Раҫҫейшӗн иртнӗрен, те хӑйсене Чӑваш Республикинче курманран (сӑмах Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм тӑрӑхӗ пирки пырать), тӑван республикӑн ялавӗ те кунта пулмалли пирки пуҫӗсене кӗмен пулас.
Кунта ман шутпа республикӑн хальхи пуҫлӑхӗсен айӑпӗ те кӑштах пур. Вӗсем ҫине тӑманни куҫа курӑнать. Чӑваш ялавӗ пурри е ҫукки вӗсене ытлашшиех пӑшӑрхантарманни палӑрать. Темиҫе ҫул каялла пулса иртнӗ пӗр пулӑм аса килет. Ун чухне пирӗн пуҫлӑх ячӗ те Президент ятлӑччӗ, вӑл ӑшӑ пукана та Николай Васильевич ятлӑскерӗ йышӑнатчӗ. Вӑт, хайхи Республика кунне халалланӑ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале уҫнӑ мероприятире сӑн ӳкереттӗм. Режиссёрӗ хамӑрӑн маррине кура пулас йӗри-тавра Раҫҫей ялавӗсене кӑна вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫакна унчченхи Президент асӑрхарӗ пулас, вӑл ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑхӑт нумай та иртмерӗ, Чӑваш Республикин ялавӗсем те хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ. Ку ӗҫ-пуҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртес пулсан ман иккеленӳ ҫуралать: Михаил Васильевич асӑрхӗ-ши? Е пӗтӗмпех йӗркеллӗ тесе, мероприятие лайӑх ирттерчӗҫ тесе мухтаса та илӗ?
Тепри калӗ: «тупнӑ вак-тӗке япала», — тесе калӗ. — «Чи кирли — спорт мероприятине ҫӳллӗ шайра ирттерни, шкул ачисене спорта явӑҫтарасси, Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑкӑн паттӑрлӑхне асра тытни», — пулӗ унӑн хуравӗ. Патриотлӑха (хыпар ҫӑлкуҫӗнче, тӗлӗнмелле те, ун пирки сӑмах хускатман) ҫапла ӳстерме май килни пирки те асӑнса хӑварӗ. Чӑн та тӑван ҫӗршыва юратасси, уншӑн хӑпартланасси кирлӗ япала. Анчах патриотлӑх тени вӑл чи малтан тӑван кӗтесрен пуҫланмалла, таҫти Мускав ятлӑ хуларан мар. Тӑван тӑрӑха юратма, уншӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеме вӗрентмесен ӑҫтан чӑн-чӑн патриотсене ӳстерме май пулӗ? Хальлӗхе вара телекурав минретӗвне пула «Мускава хӳтӗлеме хатӗр-и?» тесе ыйтсан пӗр шикленмесӗр «Хатӗр!» — тесе кӑшкӑрӗҫ. «Шупашкара хӳтӗлеме хатӗр-и?» — тесен ахаль ҫын пуҫӗнче «Апла пулса тухсан хӳтӗлетӗп» текен хурав ҫеҫ ҫуралать. Мӗншӗн тесен чи малтан пире, Раҫҫей халӑхне, Мускава хӳтӗлеме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та спорт мероприятийӗсенче те Раҫҫей ялавӗ пирки ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара пирӗн малтан хамӑрӑн шурӑ Шупашкар пирки, кайран Мускав пирки шухӑшламалла. Тӑван тӑрӑха хӳтӗлеме хатӗр ҫын ҫеҫ чӑн-чӑн патриот пулма пултарать. Инҫетри тӑрӑх патриотлӑхне вӑратма пулать (паянхи пурнӑҫ ҫакна лайӑх кӑтартса парать), анчах вӑл ытла та кӗске вӑхӑта тӑсӑлӗ, ҫын пуҫӗнчен хӑвӑрт сӗвӗрӗлӗ.
Паллах, амаҫури те йӑваш та ырӑ пулма пултарать. Анчах тем тесен те тӑван анне пуриншӗн те ҫывӑхрах. Ҫакна асра тытса пирӗн хамӑрӑн халӑха ытларах сума сумаллине аса илес пулать. Вара пурӑнӑҫ та, пӗр иккеленмесӗр калатӑп, лайӑхлана пуҫлӗ. Аталану ҫулӗ ҫине тӑрӑпӑр. |
Улттăн пулнă вĕсем… | Спорта юратакансем ентеш ятне асра тытаҫҫӗ.
Оборонӑпа массӑллӑ ӗҫ тата спорт уйӑхлӑхӗн шайӗнчи юлашки мероприяти вырсарникун Кӳкеҫри «Олимпийский» стадионра йӗлтӗрҫӗсене пуҫтарчӗ. Афган вӑрҫинче пуҫ хунӑ Александр Сорокин ас тӑвӑмне халалласа кунта тӑваттӑмӗш хут йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту иртрӗ.
Шупашкар районӗнчен Афган вӑрҫине тухса кайнӑ 100 ытла яшран улттӑшӗ каялла таврӑнайман. Унтанпа виҫӗ теҫетке ҫул та иртнӗ, анчах та район ҫыннисем хӑйсен паттӑрӗсене асра тытаҫҫӗ.
Спорта юратакансене тата паттӑр ентеш ятне асра тытакансене старт умӗн ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсен ҫар комиссарӗ Александр Кочуров, Афган вӑрҫин ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Анатолий Сергеев тата Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑру ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн районти ертӳҫи Николай Алексеев хавхалантарса сӑмах илчӗҫ. «Паян эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑк яшсен ячӗсене асра тытса ӑмӑрту ирттеретпӗр. Яланах малта пыракан ҫакӑн пек ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Сирӗн те ҫар ретне тӑма вӑхӑт ҫитӗ. Ҫакна валли вара паянах хатӗрленмелле», – терӗ Александр Степанович шкул ачисене пурнӑҫра, спортра хастар пулма чӗнсе каланӑ май. Ҫак кун вӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх управленийӗсен органӗсен ӗҫченӗсемпе, учрежденисемпе организаци ертӳҫисемпе йӗлтӗрпе чупас енӗпе ГТО тест-тӗрӗслевне тухрӗҫ.
Ӑмӑрту Афганистанри тата Ҫурҫӗр Кавказри ӑмӑртусене хутшӑннӑ ветерансен VIP-чупӑвӗпе пуҫланчӗ. Унтан ирӗклӗ стиль ярӑнӑвӗпе вӑй виҫме 2004 ҫултан кӗҫӗнреххисем, 2002-2003, 2000-2001, 1998-1999 ҫулсенче ҫуралнисем старта тӑчӗҫ. Ҫулсене кура йӗркеленӗ ушкӑнсенче арҫынсеме хӗрарӑмсем 2 е 3 км дистанцисенче ӑмӑртрӗҫ.
Ҫакӑн пек хӗрӳ ӑмӑртусем хыҫҫӑн вӑй-хал кӗнине туяҫҫӗ спортсменсем, финиша ҫитсен вара «иккӗмӗш сывлӑш» ҫавӑрса яраҫҫӗ те халь тесен халь вӑрман тавралла тепӗр ҫавра тума хатӗр. Трасса тӳсет. Хӗллен ҫак тапхӑрӗнче кӑна, юр ларнӑранпа, мӗн чухлӗ йӗлтӗрҫе хатӗрлемен-тӗр вӑл! Кӳкеҫри 1-мӗш шкулӑн 9-мӗш «а» класӗнче вӗренекен Владимир Александрова акӑ спортӑн ҫак тӗсӗпе туслаштарма ашшӗ-амӑшӗ темиҫе ҫул каяллах йӗлтӗр туянса панӑ – хакӗ йӳнех мар. Каччӑ ӑна тӳрре кӑларнӑ та ӗнтӗ. Ҫак ӑмӑртура вӑл хӑйӗн ҫулӗсенчи ушкӑнра финиша чи малтан ҫитрӗ. Амӑшӗ ывӑлне термоспа илсе килнӗ вӗри чейпе кӗтсе илчӗ.
Сӑмах май.
Александр Сорокин Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче 1964 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулхи май уйӑхӗн 9-мӗшӗнче районти ҫар комиссариатӗнчен хӗсмете илсе кайнӑ. Афганистанра ҫар тивӗҫне БМП наводчик-операторӗнче пурнӑҫланӑ. Сывлӑш-десант ҫарӗсен спецназӗпе пӗрле хирӗҫ тӑракан енӗн тылӗнчи сахал мар операцие хутшӑннӑ. Юлташӗсене хыҫалтан хӳтӗлесе пынӑ чухне засадӑна лексен 19 ҫулти салтака вилмеллех амантнӑ. |
Тĕшĕ тымара пăхать | ИРТНӖ ҪУЛСЕМПЕ ТАНЛАШТАРСАН КӐҪАЛ ХӖЛ ӐШӐ КИЛЧӖ ПУЛИН ТЕ ЮР ХУЛӐН. ЮЛАШКИ ВӐХӐТРА ҪИЛ-ТӐМАН ЧАС-ЧАСАХ АЛХАСНИ ӐНА ЫТЛАШШИ ИРӖЛМЕ ПАМАСТЬ ТЕМЕЛЛЕ. АНЧАХ ҪАКӐ ЕШӖЛ КАЛЧАНА СИЕНЛЕМӖ-ШИ?
Республикӑра кӗрхи культурӑсем 81 086 гектар йышӑннӑ. Чи пысӑк лаптӑксем - Улатӑр /7056 гектар/, Муркаш /5200/, Пӑрачкав /6950/, Ҫӗрпӳ /7441/, Елчӗк /6251/ тӑрӑхӗсенче.
Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем кӗрхи тулӑ, урпа, тритикале лаптӑкӗсене тӗрӗсленӗ. Юр хулӑнӑшӗ вырӑн-вырӑнпа 5-рен пуҫласа 75 сантиметрах ҫитнӗ. Кӑнтӑр районсенче сӑртлӑ вырӑнсенче юр ирӗлнӗ лаптӑксене те асӑрханӑ. Вӗсенче ӳсен-тӑран 1-12 процент сайраланса юлнӑ. Вырӑн-вырӑнпа вӑл 25 процентах ҫитнӗ. Калчана кӑвакӑш ерни, шӑшисем тапӑнни курӑнман. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Патӑрьел /140 гектар/, Куславкка /138/, Комсомольски /64/, Красноармейски /103/ районӗсенче кӗрхи тулӑ уйрӑмах сиенленнӗ. Патӑрьел /55 гектар/, Комсомольски /72/, Красноармейски /15/ тӑрӑхӗсенче кӗрхи ыраш япӑх хӗл каҫнине палӑртнӑ. Тритикале вара ҫур енне лайӑх вӑй илес шанӑҫ пысӑк.
Асӑннӑ вӑхӑт тӗлне ҫурхи ака-сухана хатӗрленсе 48743 тонна вӑрлӑх хатӗрленӗ. Тӗрӗслеттернӗ хыҫҫӑн 39 844 тонни /82 процент/ кондицие ларни палӑрнӑ. Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай енче кӑтарту пысӑкрах. 8899 тонни акма юрӑхсӑр. Ун пекки Элӗк, Патӑрьел, Канаш, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсенче самай. Вӑрлӑх ҫӳп-ҫаппа хутӑшнипе 8774 тонна кондицие ларман. 1066 - шӑтаслӑхӗпе, 778 тонни сӑтӑрҫӑсем пулнипе тивӗҫтермест. Канаш /315 тонна/, Муркаш районӗсенче /115/ уйрӑмах нумай. Республикипе вӑрлӑха тасатса кондицие ҫитерессипе 113 звено ӗҫлет /2015 ҫулхи ҫак вӑхӑт тӗлне - 93/.
Елчӗк районӗнче те хуҫалӑхсем хӗрсех ака-сухана хатӗрленеҫҫӗ: техника юсаҫҫӗ, вӑрлӑх янтӑлаҫҫӗ, удобрени, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем туянаҫҫӗ.
- Кӑҫал районӗпе 39 620 центнер вӑрлӑх кирлӗ пулать, - терӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн регионри управленийӗн Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Лидия Ишмуратова. - Вӑрлӑх ҫителӗклех, палӑртнин 104 проценчӗ чухлӗ янтӑланӑ. Ӑна йӑлтах тӗрӗслеттернӗ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗ тӗлне унӑн 82 проценчӗ акма юрӑхли палӑрчӗ. Кондицие ларманни 18 процент. Ытларах вӑл ҫӳп-ҫаплӑ пулнипе акма юрӑхсӑр. Ленин ячӗллӗ, «Эмметево», «Яманчурино», «Сатурн», «Победа», «Комбайн», «Рассвет», «АСК-Яльчики» ял хуҫалӑх организацийӗсенче, Ю. Цветков, А. Мясников фермерсен хуҫалӑхӗсенче тӗрӗслеттернӗ вӑрлӑх йӑлтах кондицие ларнӑ. Районта вӑрлӑха тасатассипе 5 звено ӗҫлет.
Тухӑҫлӑх вӑрлӑх репродукцийӗнчен те килет. Вӑл мӗн чухлӗ ҫамрӑкрах - тухӑҫлӑх та пысӑкрах. Районӗпе илсен супер элита, элита - 11, 1-4 репродукцилли - 83 процент. 6 проценчӗ вара сортсӑр шутланать. Вӑрлӑха ҫӗнетессипе «Прогресс», «Комбайн», Ленин ячӗллӗ, «Сатурн», «АСК-Яльчики», «Рассвет» хуҫалӑхсемпе Ю. Цветков, В. Падуев, Б. Головин фермерсем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Акмалли вӑрлӑхра - супер элита е элита-и вӑл - бактери, кӑмпа чирне саракан микробсем тӗл пулаҫҫӗ. Чир-чӗр тӗсне, вӑл сиен кӳнӗ калӑпӑша палӑртма фитоэкспертиза ирттерме тивет. Унсӑрӑн вӑрлӑха сиенсӗрлетме мӗнле им-ҫам кирлине те пӗлеймӗн. Хальхи вӑхӑтра вут пуҫҫи чирӗ вӑй илни сисӗнет. Ҫакӑ хуҫалӑхсенче им-ҫампа сахалрах усӑ курма тытӑннипе те ҫыхӑннӑ. Вӑрлӑхӑн пысӑк пайӗ гельминтоспориз, альтернариоз, пӑнтӑх чирӗсемпе сиенленнӗ. Ҫавӑнпа акас умӗн ӑна им-ҫампа чӳхени пӗлтерӗшлӗ. Паха вӑрлӑх хатӗрлесси - кашни ҫӗр ӗҫченӗн, специалистӑн, ертӳҫӗн тӗп тивӗҫӗ. Ҫакна ӑнланса, тӗпе хурса ӗҫлесен пирӗн уй-хирте пысӑк тухӑҫлӑ тыр-пул ҫитӗнӗ. |
Тĕрĕс сăмах чул ватать | 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1 - ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗ ҫывхарса килет. Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприятие мӗнле хатӗрленеҫҫӗ-ха? Ҫивӗч ыйтупа Чӑвашстатӑн Елчӗк районӗнчи ертсе пыракан специалисчӗ Людмила Алексеевна Горшкова паллаштарать.
- 2016 ҫулхи ял хуҫалӑх ҫыравне хатӗрленсе ирттерессипе районта ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ, 18 ҫынран тӑракан комисси йӗркеленӗ, план тунӑ, ял тӑрӑхӗсем ҫумне кураторсем ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗр ку ыйтупа виҫӗ лару иртнӗ, хатӗрленӳ тапхӑрӗ мӗнле пынине пӑхса тухнӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнче ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен 5 списокне тунӑ: ял хуҫалӑх организацийӗсем, фермер хуҫалӑхӗсем, сад, пахча, граждансен коммерциллӗ мар дача пӗрлешӗвӗсем, хушма хуҫалӑх тытса пыма, уйрӑм ҫурт-йӗр лартма ҫӗр илнӗ граждансем. РФ Ял хуҫалӑх министерствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑра пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн1-15-мӗшӗсенче хушма хуҫалӑхсене тишкернӗ, вӗсемпе кӑтартусене ҫӗнетнӗ. Елчӗк районӗнче 9388 хушма хуҫалӑха шута илнӗ (2006 ҫулти ҫырав тӑрӑх 9037 пулнӑ).
Районта «Таябинка» сад пӗрлӗхӗ пур. 8,8 гектар ҫинче 176 участок, ҫав шутра 42-шӗпе усӑ курманни курӑнчӗ. Лару-тӑрупа вырӑнта паллашма район ертӳҫисем те ҫула тухрӗҫ. Ҫум курӑк пусса илнӗ участоксем кӑмӑла хуҫаҫҫӗ паллах.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх - Елчӗк районӗнче ҫыравра 19 ял хуҫалӑх организацине, 109 фермер (хресчен) хуҫалӑхӗпе уйрӑм пайтаҫӑна, граждансен 9388 уйрӑм хуҫалӑхне, 1 сад пӗрлӗхне тата унти 13 участока шута илӗҫ.
- Хатӗрлев тапхӑрӗнчи тепӗр утӑм - хуҫалӑх кӗнеки. Ку енӗпе мӗнлерех-ши районта?
- Елчӗк районӗнчи 9 ял тӑрӑхӗпе 170 хуҫалӑх кӗнеки, ӑна электрон мелӗпе те йӗркеленӗ. Вӗсенче 9516 пайӑр счет уҫнӑ, ҫав шутра 9388-шӗ кӑҫалхи ҫыравра шута илмелли объектсем. Унта кашни хушма хуҫалӑхӑн выльӑх-чӗрлӗхӗ, кайӑк-кӗшӗкӗ, усӑ куракан ҫӗрӗ, сад-пахчи, улма-ҫырла йывӑҫҫи, ял хуҫалӑх техники... пирки кӑтартусем пур. Ҫуллен утӑ уйӑхӗнче ял тӑрӑхӗн специалисчӗсем хушма хуҫалӑхсем тӑрӑх тӗрӗслеме тухаҫҫӗ, улшӑнусене кӗнекере палӑртаҫҫӗ.
- Хуравсене ят-шыва, адреса палӑртмасӑр ҫыраҫҫӗ. Капла ҫын суйма та пултарать-ҫке?
- Ҫыравччен даннӑйсене темиҫе тапхӑрпа тӗрӗслетпӗр. Халӗ акӑ 2006 ҫулхи ҫырав тата Чӑвашстат кӑтартӑвӗсене тишкеретпӗр: районти акнӑ-лартнӑ лаптӑксем, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк йышӗ, сад-пахча тата ытти те. Фермер хуҫалӑхӗсем, уйрӑм пайтаҫӑсем ҫыравра шута илмелли кӑткӑс сектор. Вӗсен тата ял хуҫалӑх организацийӗсен списокне хатӗрленӗ чухне ҫӗр ыйтӑвӗпе те кӑсӑклантӑмӑр: ӑна камран арендӑна илнӗ е панӑ. Ҫавна май «сывлӑшра ҫакӑнса» тӑракан лаптӑксем те тупӑнчӗҫ. Акӑ упӑшки фермер хуҫалӑхне хупса арӑмӗ ячӗпе уҫнӑ, анчах ҫӗрне документпа куҫарттарман, Росреестра пӗлтермен. Тепри вара хуҫалӑхне ывӑлӗ ҫине куҫарнӑ, каллех ҫӗр ыйтӑвне кирлӗ пек татса паман. Кун пек тӗслӗх 1 уйрӑм пайтаҫӑ тата 2 фермер хуҫалӑхӗнче тупса палӑртрӑмӑр. Йӗркесӗрлӗхе, ҫитменлӗхе вӑхӑтра пӗтерни ҫыраври тӗрӗслӗхе ӳстерет.
Перепиҫри даннӑйсене вара вырӑнти тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи кӑтартусемпе (Чӑвашстатӑн, район администрацийӗн, Росреестр кадастрӗн, ветеринари станцийӗн тата ыттипе) танлаштаратпӑр. Кӑтартусем тӳр килмесен ӑҫта йӑнӑшнине шырама пуҫлатпӑр, ку хамӑра та кирлӗ-ҫке. Халӑха, хуҫалӑх ертӳҫисене ыйтусене тӗрӗс хуравлама ыйтатпӑр. Ултавӑн ури кӗске. Суйма хӑтланни хамӑрах пырса тивӗ.
- Халӑх ҫырав пӗлтерӗшне ӑнланни сисӗнет-и?
- Унчченхи ҫыравра хирӗҫлекенсем, пӑрӑнма хӑтланакансем те пурччӗ. Халӑх шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑнать, ҫырав кирлине ӑнланаҫҫӗ. Эпир те вӗсемпе час-часах тӗл пулса калаҫатпӑр. Ял халӑхӗ мӗнле пурӑнни, ӗҫлени, мӗнле продукци туса илни тата ытти те ҫӗршыв, республика, вырӑнти ертӳҫӗсене тӗрӗс йышӑнусем тума, ҫӗр ӗҫченӗсене пулӑшассипе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма, малалла аталанма кирлӗ. Халӗ ют ҫӗртен апат-ҫимӗҫ турттарассине чакарнӑ май ҫӗршыва вырӑнти ҫимӗҫпе тивӗҫтерес ыйту ҫивӗч тӑрать. Эпир хамӑра хамӑр тӑрантармалӑх продукци туса илме пултаратпӑр.
- Ҫыравҫа кама хутшӑнтаратӑр?
- Хальлӗхе вӗсене палӑртман. Яланхилле опытлӑ, тӑрӑшуллӑ ҫынсене явӑҫтарӑпӑр. Унта хутшӑнас текен нумай. Вӗсенчен пултаруллисене тӗплӗ суйласа илӗпӗр. Районта 3 инструктор участокне - Ҫирӗклӗ Шӑхальте, Аслӑ Пӑла Тимешре, Елчӗкре - 21 ҫыравҫа пайласа панӑ. Пӗр инструктора 7 участок тивӗ. Ӗҫе тытӑниччен вӗсене вӗрентсе хатӗрлӗҫ. Пӳлӗмсене палӑртнӑ, вӗсенче ӗҫлеме условисем пур. 2006 ҫулта кӑтартусене алӑпа ҫырса пуҫтарнӑ. Халӗ планшетлӑ компьютерпа усӑ кураҫҫӗ. |
Шăпа кулач çитермен | Муркаш районӗнчи Исетерккӑ ялӗнчи Иустинӑпа Лаврентий Лаврентьевсем 9 ачана кун ҫути кӑтартнӑ. Шел, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫамрӑклах вилнӗ. Паянхи кун тӑваттӑшӗ ҫеҫ ырӑ-сывӑ. Вулакансене Лаврентьевсен Григорий ывӑлӗпе паллаштарасшӑн эпӗ.
Ялти ытти ача пекех пӗчӗкрен уй-хирте ӗҫленӗ вӑл. 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Владимир облаҫне кӗтӳ кӗтме кайнӑ. «Ун чухне ку тӑрӑхра ҫынсем пирӗнтен лайӑхрах пурӑнатчӗҫ, - аса илет иртнине Григорий. - Кӗтӳҫсене те лайӑх ҫитеретчӗҫ. Ҫавна май эпӗ, типшӗмскер, кӑштах ӳт хушрӑм, ҫитменнине ӳсрӗм те».
1959 ҫулта йӗкӗт комсомол путевкипе Казахстана ҫерем ҫӗр уҫма кайнӑ. Вӑл унта тракторист-машиниста вӗренсе тухнӑ, уй-хирте ӗҫленӗ. Чӑваш каччи кунта та хастарлӑхпа палӑрнӑ.
Хӗсмете Тинӗс ҫар флотне лекнӗ, 4 ҫул пулнӑ унта. Карантина Ленинград хулинче иртнӗ, унтан ӑна Кронштадри вӗренӳ отрядне ӑсатнӑ. Ҫакӑнта вӑл ятарлӑ электромеханика шкулӗнче вӗренсе моторист специальноҫне алла илнӗ. Ун хыҫҫӑн службӑна малалла Мурманск облаҫӗнчи Полярный хулинче дизель шыв ай кимми ҫинче тӑснӑ. Мотористсен командин старшини пулнӑ.
Малалла эпӗ Григорий Лаврентьевича моряксен хушшинче чи сумлӑ награда шутланакан «За дальний поход» паллӑпа чыслама тӑратнӑ архив справкинчи йӗркесене илсе кӑтартасшӑн: «1962 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа Г. Л. Лаврентьев дизель шыв ай кимми ҫинче хӗсметре тӑнӑ. Асӑннӑ кимӗ 1962 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Куба утравӗ ҫинче ятарлӑ задани пурнӑҫланӑ». Ҫак вӑрттӑн поход ҫинчен сахал ҫын пӗлет. 1962 ҫулхи хура кӗркунне Совет Союзӗпе Америка хушшинчи «сивӗ» хирӗҫ тӑру чӑн-чӑн вӑрҫа куҫасси патне ҫитнӗ. США Кубӑна тинӗс енчен блокадӑланине хирӗҫ Н.С.Хрущев Кариб тинӗсне шыв ай киммисене кӗртме хушу панӑ. Дизель шыв ай киммисенчен тӑваттӑмӗш эскадра карапӗсене суйласа илнӗ. Ҫак йышри Б-36, Б-59, Б-130 тата Б-4 шыв ай киммисем Виталий Агафонов пӗрремӗш рангри капитан ертсе пынипе Саргас тинӗсне ҫула тухнӑ. Вӗсенчен пӗринче пирӗн ентеш те пулнӑ.
Кимӗсем пачах пӗлмен ҫӗрелле ҫул тытнӑ. Хӑйсемпе пӗрле кашниех пӗрер ядерлӑ зарядлӑ торпеда илни те сисчӗвлентернӗ. Ун чухне вӗсене Америка авианосецӗсене хирӗҫ кӑларса янӑ. Паллах, вӑйсем тан мар пулнӑ. Пирӗн кашни пӗр кимӗ пуҫне вӗсене хирӗҫ кӗрешекен пӗрер авианосец тивнӗ (40 самолет тата вертолет), унсӑр пуҫне шырав электроникипе тивӗҫтернӗ 50 ытла карап. Ҫавна пӑхмасӑр пирӗн 4 кимӗ хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Иккӗмӗш рангри капитан Рюрик Кетов тытса пыраканни (унта шӑпах Григорий пулнӑ) хӑйне палӑртмасӑр йӗрлеврен хӑтӑлма пултарнӑ.
Георгий Костоев контр-адмирал, ҫар историкӗ палӑртнӑ тӑрӑх - Кубӑна ҫавӑн чухне 42 пин ҫар ҫыннине ӑсатнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара - Р-12 баллистика ракети валли 36 ядерлӑ боезаряд яни. Унсӑр пуҫне тактикӑллӑ ядерлӑ хӗҫ-пӑшал та илсе кайнӑ. Пӗтӗмпе Кубӑна 164 ядерлӑ боезарядпа тивӗҫтернӗ. Американецсем те авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа хӑйсен ҫӗршывне вӑрҫа хатӗрлесе ҫитернӗ.
Этемлӗх шӑпи «ҫип ҫинче» ҫакӑнса тӑнӑ. Уйрӑмах юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗ хӑрушӑ каҫ шутланнӑ. Тав Турра, пирӗн тата Америка ҫӗршывӗн ертӳҫисем юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче лару-тӑрӑва йӗркене кӗртнӗ: США администрацийӗ Совет Союзӗ вӗсене Турцири базӑсенче вырнаҫнӑ ядерлӑ ракетӑсене илсе тухма ыйтнипе килӗшнӗ. Пирӗннисем вара Кубӑран хамӑр ракетӑсене илсе тухма пулнӑ. Ҫапла майпа ракета «кризисне» татса панӑ. Часах пирӗн шыв ай киммисем те тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ.
Аякри походран килнӗ хыҫҫӑн моряксене 20 кунлӑха Прибалтикӑри Пярну хулине канма янӑ. Вӗсене пурне те «За дальний поход» паллӑпа чысланӑ.
Хӗсметрен таврӑнсан Григорий Лаврентьевич Шупашкарти РТИ заводра, каярахпа «Дорисс» пӗрлешӳре ӗҫлерӗ. Ӗҫ ветеранӗ халӗ тӗп хулара Михаил ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. |
Чӑваш Енри ҫулсем валли 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ | Мӗн пытармалли: Чӑваш Ен яка ҫулсемпе мухтанаймасть. Ҫуркуннесерен асфальт ҫул «ирӗлсе-катӑлсах» пырать. Чылай тӑрӑхри ҫул юсав кӗтет.
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен 1 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫак укҫаран 305 миллионӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнчи программӑсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн кайӗ.
Шупашкарти урамсенчи ҫулсене юсамашкӑн 370 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Тепӗр 240 миллион тенки Мускав кӗперне юсамашкӑн кайӗ.
Сӑмах май, «Ялсен аталанӑвӗ» федерацин тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ен валли тепӗр 85 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫа-тенкӗпе ялсенчи ҫулсене аталантарӗҫ. |
Чи лайăххине пĕрле палăртар | Республикӑри Наци библиотеки кашни ҫулах ҫулталӑк кӗнекине палӑртма «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс ирттерет.
Кӑҫал конкурс кӑрлач - ака уйӑхӗсенче иртет. Унта 2014, 2015 ҫулсенче кун ҫути курнӑ 300 ытла кӗнекене тишкерсе хак параҫҫӗ. Асӑннӑ конкурсӑн тӗллевӗ - ҫынсене кӗнекепе ҫывӑхрах туслаштарасси.
Конкурса хутшӑннӑ кӗнекесенчен чи нумай вулаканнине палӑртма вулакансен сӗнӗвӗсене шута илеҫҫӗ.
«Хальхи проза», «Современня проза», «Поэзия без границ», «Поэзи уҫлӑхӗ», «Радуга детства», «Савӑклӑ ачалӑх» «Тӑван ен» номинацисенче чи лайӑх вуланакан кӗнекесене палӑртаҫҫӗ.
«Книжная столица» номинацире акци-конкурс ирттерес тӗлӗшпе чи лайӑх мероприяти хатӗрленӗ района палӑртаҫҫӗ.
«Лидер чтения» номинацире чи нумай вулакана виҫӗ ӳсӗмпе (14, 15-22, 22 ҫултан аслӑраххи) чыслаҫҫӗ.
«Чувашская космическая» номинацире космоса ҫын вӗҫсе кайнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ мероприятие палӑртаҫҫӗ.
Районти тата ял библиотекисенче тӑрӑшакансем конкурсра ҫӗнтернӗ кӗнекесемпе куравсем йӗркелӗҫ, вулакансен конференцийӗсемпе диспутсем ирттерӗҫ.
«Литературӑллӑ Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем хушшинче пирӗн ентешсен произведенийӗсем те пур. Вӗсем Л.В.Таллеровӑн «Ыр-хаяр» романӗ (2014 ҫ.), Г.А.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату» повеҫсемпе калавӗ (2014 ҫ.), М.Каҫалсем «Вӑй-хал кӗрет чӑн юрату хӑвачӗ» хальхаҫҫӑн ҫырнӑ сӑвӑсем (2014 ҫ.) кӗнекисем кӗнӗ.
Хисеплӗ вулакансем! Эсир конкурса хутшӑнакан чи нумай вуланакан кӗнекесене палӑртасса шанатпӑр. Хӑвӑрӑн шухӑш-кӑмӑлӑра районти тата ялсенчи библиотекӑсем урлӑ пӗлтерме пултаратӑр.
2014-2015 ҫулсенче тухнӑ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем районти тата ялсенчи библиотекӑсенче пур. Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне вулакан миҫе кӗнеке вуласа тухни ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. |
Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттерӗҫ | Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра диктант валли текст шыраҫҫӗ — вӑл Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑскер пулмалла. Текст тата мӗне тивӗҫтермеллине пӗлтермен, конкурса пурте хутшӑнма пултарни ҫинчен ҫеҫ каланӑ. Хатӗр текстсене гуманитари институтне ҫитерме ыйтаҫҫӗ.
Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, диктант Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле. Тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси. Ӑна йӗркелекенсен йышӗнче гуманитари институчӗ, вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ. |
Ӳркенмен çын чăннипех те ăста | Кашни хӗл юртан калӑпланӑ тӗрлӗ кӳлепесем Нӗркеҫ ялне илем кӳреҫҫӗ. Пысӑк та капмар кӗлеткесемпе ял ҫыннисем киленеҫҫӗ, таврари ялсенчен, районтан, тӗрлӗ хуласенчен яла килекенсем тӗлӗнеҫҫӗ. Юртан тӗрлӗ фигура ӑсталаканӗ Нӗркеҫ ялӗнчех тӗпленнӗ. Геннадий Егорович Ефремовшӑн ҫакӑ чун апачӗ. Вӑл пушӑ вӑхӑта кӑсӑклӑ та усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать.
Пуҫласа Геннадий Егорович ҫурт умӗнче Юр пике калӑпланӑччӗ. Тӑватӑ метра яхӑнччӗ те вӑл, таҫтанах курӑнса ларатчӗ. Каярах ҫурт умне юр-акӑшсем те вӗҫсе килчӗҫ, унтан сурӑх та, виҫӗ лаша та ӑсталанӑ. Ӗҫчен кашни ҫулах мӗн те пулин ҫӗннине ӗҫе кӗртме тӑрӑшать. 2014 ҫулта Илья Муромец лашипе мӗн тери мӑнаҫлӑ курӑнатчӗ. Магазин патӗнчи Кремльти Спас башни умӗнче те кашниех асӑнмалӑх сӑн ӳкерттернӗ.
- Кашни ҫулах юртан тӗрлӗ япала ӑсталас килет. Кун пирки маларах шутлатӑп, сӑн ӳкерчӗксене интернетра шыратӑп, тупатӑп. Тӗрлӗ тӗспе сӑрлама ятарласа колер туянатӑп. Юр ҫителӗклӗ пуҫтарса ҫитеретӗп те ӗҫе пуҫӑнатӑп. Кӑҫал та ҫаплах пулса тухрӗ. Чи малтанах хапха умӗнче мӑнуксене ярӑнса киленме юртан тӑвайкки туса патӑм. Ҫак ӗҫе ачасем те, мӑнуксем те хутшӑнчӗҫ. Кам юр купаларӗ, тепри шыв сапрӗ. Эпӗ вара илемлетме пуҫӑнтӑм. Тӑвайкки крокодил пултӑрах: пуҫӗ те, хӳри те вырӑнӗнчех. Симӗс сӑрӑпа сӑрларӑмӑр. Хатӗр! Ярӑнса килен ҫеҫ. Кӑрлач уйӑхӗнче Мускаври чи паллӑ архитектура палӑкӗсенчен пӗрне - сӑваплӑ Василий Соборне - тума пикентӗм. Кун пирки пӗлтӗ-рех шутласа хунӑччӗ. Кил картишӗнчех чи малтанах ҫавра тӑрӑсен кӳлеписене ӑсталарӑм, шыв сапса, сӑрласа хытартӑм. Хӗресне пралукпа фольгаран турӑм. Кашни кунах тӑрӑшни сая каймарӗ, хапха умӗнче Собор мӑнаҫлӑн курӑнчӗ, - терӗ ӗҫӗпе паллаштарса Геннадий Егорович.
Канмалли кунсенче, каҫхине уйӑх ҫутипе ӗҫленӗрен, ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлеме май килнӗ. Шел пулин те, ҫанталӑк ӑшӑтса янӑран сӑваплӑ Василий Соборӗн илемӗпе хӗлӗпех киленме май килмерӗ. Вӑл ирӗлсе, сӑнне ҫухатрӗ. Апла пулин те ӑстаҫӑ ял ҫыннисене, ачасене савӑнма тепӗр кӗлетке - пысӑк слон турӗ. Ачасене ярӑнса киленме ун ҫинчех тӑвайкки пулчӗ, унта хӑпарса анма меллӗрех пултӑр тесе картлашкисене те туса пачӗ. Ача-пӑчасен хавас сасси кунта чылайччен ян! янрарӗ.
Ку ҫеҫ те мар, Геннадий Егорович кӑҫал районта «Йӗлтӗр йӗрӗ - 2016» ӑмӑрту иртнӗ вырӑнта, Комсомольски вӑрманӗ хӗрринче юр-хапха тунӑ, ӑна сӑрласа илемлетнӗ, 2016 ҫул символне шута илсе, упӑте калӑпланӑ.
Пӗр сӑмахпа каласан, ӳркенмен ҫын ӑста пулнӑ, теҫҫӗ. Геннадий Егорович Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ май, кунсерен тӗрлӗ ыйту татса парать, уҫӑмлатать, ыйтупа пыракан ҫынсене йышӑнать. Ҫав вӑхӑтрах чун киленӗҫӗпе йӑпанма вӑхӑт тупать. Ҫитес хӗлле те Ефремовсен умӗнче тӗрлӗ илемлӗ кӳлепесем пуласси иккӗлентермест.
- Ӑсталанӑ кӗлеткесене ҫынсем хаклани, вӗсем патӗнче асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерни ӗҫлеме хавхалантарать, - тет ӑстаҫӑ. |
Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа | Ачасене пӗчӗкренех Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентмелле. Чи малтанах ҫемьере ашшӗпе амӑшне хисеплени вырӑнлӑ. Ача сачӗсенче вара юлташсемпе килӗштерсе выляни, пӗрне-пӗри пулӑшса пырса, сывлӑхлӑ ӳсни паха.
Нарӑс уйӑхӗнчи уявсене тӗпе хурса аслӑ ушкӑнри ачасемпе тӑван ялӑн хисеплӗ вырӑнӗсене ҫитсе куртӑмӑр. Ҫӗршыва сыхлакан кунне халалласа, районти ҫар комиссариачӗ умӗнчи палӑк патӗнче пултӑмӑр, ытти асӑну палӑкӗсем умӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр, вӗсен историйӗсемпе кӑсӑклантӑмӑр.
Ачасем тулли кӑмӑлпа ача садне таврӑнчӗҫ.
Ҫирӗп сывлӑхлӑ ача ҫеҫ ҫӗршыва сыхлама юрӑхлӑ ҫын пулса ҫитӗнет. Хальхи вӑхӑтра, ҫуран сахал ҫӳренӗ май, паллӑ чылай япалана асӑрхамасӑр иртсе каятпӑр.
Сӑмахран, канмалли кунсенче, пушӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсен шӑпӑрлансемпе пӗрле таврара курса ҫӳремелли сумлӑ вырӑнсем нумай.
«Ҫӗр тата ҫынсем» музей, тӗп библиотека, паттӑр ентешсен палӑкӗсем тата ытти те. Ачасене тӗрӗс, ҫирӗп, тивӗҫлӗ ӑс-тӑн парса ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем пулма пӑхса ҫитӗнтересчӗ. |
Волейболла, футболла вылярĕç | Районта спорта тата физкультурӑна кӑмӑллакансем сахал мар. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем хӗллехи вӑхӑтра йӗлтӗрпе ярӑнаҫҫӗ, хоккей площадкисенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне те халӑх йышлӑ ҫӳрет. Акӑ, кану кунӗсем тӗрлӗ ӑмӑртусемпе тата мероприятисемпе тулли пулчӗҫ.
Спортсменсем февралӗн 22-мӗшӗнче, тунтикун, волейболла выляса Туслӑх кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ, ытларикун, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, футболла вылярӗҫ.
Комсомольски ял тӑрӑхӗн каччисем волейболла вылярӗҫ. Хӗрӳ тупӑшура «Шанхай» командӑна ҫитекен пулмарӗ. Иккӗмӗшсем - Ленин, виҫҫӗмӗшсем Завод урамӗсен командисем пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Борис Малов предприниматель парнесемпе чысларӗ.
Ытларикун районти 13 команда футболла вылярӗ. Финалти тупӑшу ҫав тери хӗрӳ иртрӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командипе Хирти Сӗнтӗрсем тупӑшрӗҫ. Комсомольскисем ҫӗнтерчӗҫ, Хирти Сӗнтӗрсем - иккӗмӗш, «Кубня» команда виҫҫӗмӗш пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсем парса чысларӗҫ. |
Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă | Вӑхӑт хӑвӑрт шӑвать ҫав - февралӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа шӑп та лӑп 27 ҫул ҫитрӗ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫак пӗлтерӗшлӗ куна паллӑ туса мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вӑрмар поселокӗнче те йӑлана кӗнӗ йӗркепе афганец-воинсене чысласа вӗсен ячӗпе халалласа лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртрӗ.
Хурлӑх сӗмӗллӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие паллӑ юрӑран илсен «Этот праздник со слезами на глазах...», - тесе те калас килет. Районтан Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ӗнерхи салтаксем, районта пурӑнакансем, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем, шкул ачисем, пенсионерсем хутшӑнчӗҫ.
Митинга Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Виссарионов уҫрӗ, ҫак кун ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса район пуҫлӑхне М.Пуклакова сӑмах пачӗ. Михаил Анатольевич хӑй те офицер пулнӑ май, пухӑннисене саламларӗ, вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ун ҫинчен тӗрлӗрен калаҫни ҫинчен илтме пулать терӗ. Присяга тытнӑ салтакӑн вара хӑйӗн тивӗҫне яланах пурнӑҫламалла, пирӗн ентешсем ӑна чыслӑн пурнӑҫланӑ. Уншӑн вӗсене чыс та мухтав.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов чи малтанах интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланӑшӑн кӑна мар - тӑван ҫӗршывӑн ун чухнехи чи кирлӗ тӗрекӗсенчен пӗрисем пулнӑшӑн интернационалист-воинсене тав турӗ. Ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас енӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑнни «ҫӳлтен» ыйтнинчен мар, чун ыйтнинчен килнине палӑртрӗ. Ӗнерхи «афганецсем» ҫак тӗлӗшпе районӑн пысӑк тӗрекӗ пулнине те палӑртса хӑварчӗ.
ЧР Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Вӑрмар тата Куславкка районӗсен пай начальникӗ В.Ляшенко кӗскен те уҫӑмлӑн каларӗ: «Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухни чи малтанах вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн чи пысӑк уяв. Вӗсем кӗтнӗ, пурне те кӗтсе илеймен, районта ултӑ ҫамрӑк аякри ҫӗршывра куҫӗсене хупнӑ. Ҫар ретне тӑракан ҫамрӑксем, интернационалист-воинсем сирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла».
Районтан Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен ячӗпе В.Александров сӑмах каларӗ: «9 ҫул, пӗр уйӑх та 18 кун пынӑ вӑрҫӑра Совет Ҫарӗ 15 пине яхӑн ҫын ҫухатнӑ, киле таврӑнсан сурансене пула пин ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, ытти ҫухатусем те пур. Эпир наградӑшӑн ҫапӑҫман, хамӑр тивӗҫе пурнӑҫланӑ...»
Шӑплӑх минучӗ хыҫҫӑн афганецсем те, мероприятие хутшӑнакансем те Афган вӑрҫине хутшӑннисене халалласа та асӑнса лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Интернационалист-воинсене халалланӑ мероприяти малалалла Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта иртрӗ - кунта ҫарпа патриотизм юррисен конкурсне йӗркеленӗ, пневматикӑлла винтовкӑран тӗл персе мала тухассипе турнир ирттернӗ. |
Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов | Республикӑра физкультурӑпа спорт мӗнле аталанса пынине тӗпченӗ май манӑн ӑна икӗ тапхӑра пайлас килет: 1990 ҫулчченхи тата юлашки чӗрӗк ӗмӗр.
РСФСРти халӑхсен пӗрремӗш спартакиадине 1956 ҫулта ирттернӗ. Малтанхи тапхӑрта пирӗн физкультурниксемпе спортсменсем хуласемпе районсенче мала тухассишӗн вӑй виҫнӗ, унтан ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти «Энергия» стадионта республикӑри спартакиада пуҫланнӑ. Утӑ уйӑхӗн варринче Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑхсен спартакиадин виҫҫӗмӗш тапхӑрти ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Мускаври В.И.Ленин ячӗллӗ тӗп стадионта спартакиадӑн финалти тупӑшӑвӗсене облаҫсемпе республикӑсен чемпионӗсемпе призерӗсем хутшӑннӑ. Унта чӑваш спортсменӗсенчен ылтӑн медальсене 200 тата 400 метрлӑ дистанцисенче пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнса Елчӗк раонӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫав вӑхӑтра Ленинградри физкультура институтӗнче вӗреннӗ Ардалион Игнатьев ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑхсен спартакиадин пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Чӑваш АССРӗн пӗрлештернӗ команди ун чухне 70-мӗш вырӑн кӑна йышӑннӑ. Совет Союзӗ саланса кайиччен пирӗн ентешсем ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗсенче кӑна мар, СССР, Европа тата тӗнче чемпионачӗсенче те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ-ха, анчах вӗсене пӗр алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулатчӗ.
Паян чӑваш халӑхӗ пирӗн республикӑран тухнӑ хӗрӗхе яхӑн олимпиецпа тивӗҫлипе мухтанать. Вӗсенчен вуннӑшӗ 1952-1990 ҫулсенче ҫуллахи тата хӗллехи Олимп вӑййисенче ӑмӑртнӑ, пиллӗкӗшӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ыттисем пурте - 1992 ҫулта Испанири Барселонӑра иртнӗ XXV Олимпиадӑран пуҫласа кӑҫалччен.
Чӗрӗк ӗмӗр ытларах каялла Совет Союзӗнче урӑх самана пуҫланчӗ те нумай нациллӗ, вӑйлӑ та тӗнчери чи пысӑк ҫӗршывсенчен пӗри вунпилӗк пая сапаланса кайрӗ. Экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр ҫак вӑхӑтра, 1990 ҫулта, пирӗн республикӑри физкультурӑпа спорт отрасльне Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ СССР спорт мастерӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол тата парти организацийӗсенче ӗҫлесе пиҫӗхнӗ вӑйлӑ та тӑрӑшуллӑ, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ Вячеслав Краснов ертсе пыма пуҫларӗ.
Эпӗ ӑна студент чухнех лайӑх пӗлнӗ. Институтра ҫав ҫулсенче Вячеславпа пӗрле тӗнче тата ХХ Олимп вӑййисен чемпионӗ Валерий Ярды велосипедист, 5000 метра чупассипе Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑн чемпионӗ Николай Пуклаков тата ҫӗршыври мухтавлӑ ытти атлет вӗренетчӗҫ. Слава Краснов вӗсенчен тӗслӗх илнӗ.
Юлашки чӗрӗк ӗмӗрте пи-рӗн республика йывӑрлӑха пӑхмасӑр спортра вышкайсӑр пысӑк ҫитӗнӳсем турӗ. Чи курӑмлӑ кӑтарту - пирӗн спортсменсем 1992-2012 ҫулсенче иртнӗ Олимп вӑййисенче сакӑр медаль ҫӗнсе илни, Европа тата тӗнче чемпионачӗсенче малти вырӑнсене йышӑнни. 1990 ҫулччен пирӗн республикӑра ҫӗршыв е Европа шайӗнчи ӑмӑртусене ирттерме юрӑхлӑ тӑватӑ спорт керменӗ кӑначчӗ. Паян вара хӑтлӑ, илемлӗ тата пӗтӗм тӗнче стандарчӗсене тивӗҫтерекен стадионсем те пур. Ҫак ҫитӗнӳсенче, паллах, республикӑри физкультурӑпа спорт министрӗнче ҫирӗм ҫула яхӑн ӗҫленӗ Вячеслав Красновӑн тӳпи пысӑк. Шел те, йывӑр чире пула Вячеслав Максимович иртнӗ ҫул пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ.
Пурӑннӑ пулсан 1970 ҫулсенчи ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсенчен пӗри, ҫӑмӑл атлетикӑн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Краснов 65 ҫул тултармаллаччӗ. |
«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман | Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗ - Чӑваш Енри профессионал хоккеистсене хатӗрлекен спорт клубӗ. 1975 ҫулта йӗркеленнӗскер 40 ҫулта «Кӑйкӑрсем» СССР чемпионатне, ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗн аслӑ тата пӗрремӗш лигисене, ытти турнира хутшӑннӑ. Ку сезонта вӗсем хоккеистсен Аслӑ лигин чемпионатӗнче тупӑшрӗҫ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ клубӑн пуҫламӑш утӑмӗсем ҫӑмӑлах пулман. «Соколӑн» аталану кун-ҫулне аса илер-ха. 1974 ҫулта салтак тумне хывнӑ Владимир Лащенов Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромра» ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫамрӑк чухне электроаппарат завочӗн «Сталь» командин чысне хӳтӗленӗскер кунта та хоккей команди йӗркелеме шут тытнӑ. Ун шухӑшне «Химпром» ертӳҫисем те ырланӑ. Ҫамрӑк тренер кӗске самантрах команда пухнӑ, тренировка ирттерме пуҫланӑ. Командӑна «Юность» ят панӑ. Ун чухне спорт бази пуянах пулман. Хоккеистсем Тӗкӗрҫ ращи ҫывӑхӗнчи курупкаллӑ катока хӑтлӑлатнӑ, хӑйсем вара Парк урамӗнчи общежитин путвалӗнче вырӑн тупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарсем пӗрремӗш сезонтах Чӑваш Ен чемпионатне хутшӑннӑ. Унта вӗсем чи малтан Шупашкарти «Текстильщик» командӑпа вылянӑ.
Тепӗр сезонта «Юность» команда «Сокол» пулса тӑнӑ: Андриян Николаев космонавтӑн хушма ячӗ пулнӑ вӑл. Тепӗр виҫӗ ҫултан «Кӑйкӑрсем» СССР чемпионачӗн «Б» ушкӑнне лекнӗ. Пӗтӗм Союзри арена ҫине вӗсем 1977 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче Воронежра тухнӑ, унта вырӑнти «Буран» командӑпа тӗл пулнӑ. Ҫав сезонта «Сокол» турнирӑн 6-мӗш картлашки ҫине ҫӗкленнӗ. Ҫав тапхӑртанпа вӑл кашни ҫулах Пӗтӗм Союзри ӑмӑртусене хутшӑннӑ. 1984 ҫулта вара пирӗн хоккеистсем СССР чемпионачӗн «А» ушкӑнӗнче вӑй виҫнӗ. Брянскра иртнӗ турнир финалӗнче мала тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫӗршыв чемпионачӗн иккӗмӗш лигине лекнӗ. 40 ҫулта «Кӑйкӑрсем» хӑйсен пухмачне плей-офра 4 «бронзӑпа» тата 1 «кӗмӗлпе» пуянлатнӑ, ҫӗршыв чемпионатӗнче тӑватӑ хутчен призер пулнӑ.
1985 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта хоккеистсем валли ҫӗнӗ каток хута янӑ. Ҫав ҫулах спорт шкулӗ уҫӑлнӑ. Темиҫе ҫултан спорт об 40 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хоккей клубӗ витӗр вун-вун хоккеист тухнӑ. Нумайӑшӗ хамӑр ҫӗршыври паллӑ командӑсен чысне хӳтӗленӗ: «Ак Барс» /Хусан/, «Торпедо» /Чулхула/, «Химик» /Мускав облаҫӗнчи Воскресенск/, «Авангард» /Омск/ т.ыт. Вӗсен хушшинче пысӑк ҫитӗнӳсемпе савӑнтараканӗ - Александр Протапович. РФ спорт мастерӗ 2012 ҫулта ҫамрӑксен хӗллехи I Олимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ. Каярахпа «Ак Барс» команда спортсменӗ Раҫҫей чемпионатӗнче икӗ хут ҫӗнтерчӗ. Паянхи кун вӑл «Барсшӑн» вылять, Аслӑ лигӑн пӗрлештернӗ командинче тӑрать.
Хальхи вӑхӑтра шкулта 435 яш /пурӗ 9 команда/ ӑсталӑха туптать. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» керменте, «Шупашкар-Аренӑра» тата Вӑрнарти «Кристалта» хатӗрленеҫҫӗ. Маттур ачасемпе хоккей шкулӗ витӗр тухнӑ ӑста тренерсем ӗҫлеҫҫӗ. Калӑпӑр, чи аслӑ «Сокол-98» /1998 ҫулта ҫуралнисем/ командӑна Александр Протапович ертсе пырать. Иртнӗ сезонта вӗсем ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тапхӑрӗнче бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. 15-16 ҫулсенчи яшсен ӑсталӑхне Дмитрий Куликовпа Николай Якимов аталантараҫҫӗ. Вӗсем шкулӑн 20 ҫулхи юбилейне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ турнирсенче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Сокол-2001» командӑна вара нумай ҫул хоккей клубӗн тӗп тренерӗ пулнӑ Борис Топлянников ертсе пырать. Пӗтӗм Раҫҫейри турнирсен ҫӗнтерӳҫипе призерне - «Сокол-2002» - Юрий Салканов хӑйӗн хӳттине илнӗ. Иртнӗ сезонта 12 ҫулти хоккеистсем /тренерӗ - Сергей Лаптев/ уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
Республикӑн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗн тивӗҫӗсене вара хоккей клубӗн ертӳҫи Олег Салтыков пурнӑҫласа пырать. «Кӑҫал пирӗн хоккеистсем Аслӑ лигӑн турнирӗнче выляма тивӗҫ пулчӗҫ. Йышра - 28 спортсмен. Вӗсенчен 4-шӗ пирӗн вӗренекенсем. Алексей Трофимов /хапхаҫӑ/, Денис Систейкинпа Денис Белов тата Сергей Иванов хӑйсен пирвайхи утӑмӗсене «Сокол» спорт керменӗнче тунӑ. Ыттисем тӗрлӗ хулари хоккей клубӗсенчен. ВХЛ турнирӗнче пирӗннисем хӑйсене лайӑх енчен кӑтартма пултарчӗҫ. Ку ӑмӑрту вӗсемшӗн пӗрремӗш пулчӗ, ҫавӑнпа кӑҫалхи кӑтарту лайӑх теме пулать. Тепӗр сезонта эпир ҫӳллӗрех шая ҫӗкленессе шанас килет», - терӗ Олег Владимирович. ВХЛ ӑмӑртӑвӗн арени ҫине «Кӑйкӑрсем» 43 хут тухрӗҫ, вӗсенчен 15-ӗшӗ ҫӗнтерӳпе вӗҫленчӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе «Сокол» 54 очко пухса 7-мӗш вырӑна /«Б» ушкӑнра - 2-мӗш/ ҫӗкленчӗ. |
«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? | Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведенипе наци литературин пайӗнче «Ҫыравҫӑпа ирттернӗ кун» мероприятисен ярӑмӗн ячӗпе черетлӗ тӗлпулу иртнӗ. Вулавӑша пуҫтарӑннисем хальхинче Елена Нарпин «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» кӗнекине сӳтсе явнӑ.
Кӗнеке пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗр пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑксем валли тесе ҫырнӑскере «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» повесть тата «Турамӑш ҫуралнӑ кун» калав кӗнӗ.
Кӗнеке авторӗ Елен Нарпи терӗмӗр-ха. Унӑн чӑн хушамачӗ — Чекушкина.
Ку автора хальхи вӑхӑтра литературӑри сумлӑ ятсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Ансат чӗлхепе ансат мар мар шӑпа пирки ҫырать теме те юрать-тӗр.
Кӗнекене автор ҫывӑх вӑхӑтра тутарла пичетлесшӗн. Мӗншӗн тесен повеҫри тӗп сӑнарсем — чӑваш хӗрӗпе тутар каччи. Вулакансем повесть тӑсӑмне кӗтнине те пӗлтернӗ автора. |
Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке | Вилӗмсӗр классикӑмӑр Митта Ваҫлейӗ «Мухтав та пехил ӗмӗр-ӗмӗрне тарпа тӑварланнӑ ыраш ҫӑкӑрне» тенӗ пулсан, Татьяна Ильина журналист ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса кӗнеке кӑларнӑ. «Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» ятлӑскере вӑл ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче тӑрӑшакан, 1985 ҫултанпа савута ертсе пыракан Елена Бадаевӑна халалланӑ.
Ҫӑкӑр пӗҫерес ӗҫре ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Елена Игнатьевна хисеплӗ ятсене те пайтах тивӗҫнӗ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ апат-ҫимӗс индустрийӗн ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ пекарӗ. Темиҫе созывра та ӑна республикӑн парламентне депутата суйланӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавне кӑларӑм авторӗ тата унти тӗп герой кӑна май, республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Князькин пуҫтарӑннӑ, кӗнекене тата Елена Бадаевана ырласа ӑшӑ сӑмах каланӑ. |
Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? | Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатӗҫ. Сӑмаварти чей те пулӗ, тутлӑ ӗҫме-ҫиме те.
Хӗл ӑсатӑвне курма район центрӗнчи Культура ҫурчӗ умӗнчи лапама 11 сехете пуҫтарӑнмалла.
Мероприяти вӑхатӗнче театрализациленӗ самантсем те пулӗҫ. Ял тӑрӑхӗсене те хастар хутшӑнтиарасшӑн: вӗсен хушма хуҫалӑха кӑтартса паракан лапамсем йӗркелемелле.
«Ҫӑварнири чи хитре кӳлнӗ лаша» конкурс та иртӗ. Ун ҫумне кӑҫал тата тепӗр тупӑшу кӗртнӗ. «Ҫӑварнири чи хитре техника» ятлине прицеплӑ мотоблоксене йыхравлаҫҫӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑпӑртаттса ташласа та, тавралӑха янратмалла юрласа та кӑтартӗҫ, такмакне те калӗҫ вӗсем, шӳт-кулӑпа та савӑк кӑмӑл кӳрӗҫ. |
Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет | Муркаш районӗнчи Орининти культура ҫуртӗнче вырǎнти халǎх театрӗн курав-конкурс иртнӗ. Драма коллективӗн артисчӗсем ку хутӗнче А. Ларченков драматург ҫырнǎ «Ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкере» ятлǎ икӗ пайлǎ лирикǎллǎ драмǎпа паллаштарнӑ.
«Халǎх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырǎнти халǎх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хǎйсенче хумханни палǎрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче. Тӳрех пӗлтерер: халӑх ятне вӗсем хӳтӗлеме пултарнӑ.
Артистсем пултарнǎ таран лайǎхрах выляма, хӑйсене шанса панӑ сӑнарсене ӗненмелле уҫса пама тӑрӑшнӑ.
Премьерǎра ҫак ял тǎрǎхӗнче пурǎнакансем, тӗрлӗ ҫӗрте вǎй хуракансем: ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсем Вячеслав Васильев тата Венера Васильева, Галина Иванова, Вадим Васильев, Аркадий Андреев,Алина Королькова, Дина Димитриева, Людмила Родионова, — вылянӑ.
Театр тӗнчинче пӗрремӗш утǎмсем тǎвакан Николай Корольковпа Анастасия Блинова та хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ. |
Автомобиле - пăчкăпа! | Ҫухалнӑ ВАЗ-2108 автомобиле уголовлӑ шырав оперативникӗсем темиҫе кунран тупнӑ. Анчах хуҫи тӗрӗс-тӗкел машина кӗтсе илеймӗ: унӑн саппас пайӗсене сӳтнӗ кӑна мар, транспорт хатӗрне касса темиҫе пая пайлама ӗлкӗрнӗ!
Шупашкар ҫынни, Гузовский урамӗнче пурӑнаканскер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ирхине килӗнчен тухнӑ та - тӗлӗнсех кайнӑ: «урхамахне» ӗнер ҫакӑнта лартса хӑварнӑччӗ - ӑна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн. Кивӗ автомобиль кама кирлӗ пулнӑ? Кивӗ пулнипех арҫын автомобиле вӑрласа каясси пирки шухӑшламан та. Ҫавӑнпах сигнализаци те пулман, машинӑн докуменчӗсене те вӑл салонрах хӑварнӑ...
Ҫапах полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Пӗлсе пӗтер, тен, тупӑнӗ, тен, ӑна пуҫтах ҫамрӑксем ярӑнма кӑна илнӗ - ӑҫта та пулин ҫывӑхрах пӑрахса хӑварнӑ... Анчах ватӑ ВАЗӑн шӑпи урӑхларах пулнӑ ҫав.
ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав управленийӗн аслӑ оперуполномоченнӑйӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх - полици пӗр автомастерской пирки информаци илнӗ. Унта Шупашкарти техникумра вӗренекенсем кивӗ машинӑсене салатса укҫа тӑваҫҫӗ иккен. Ҫав мастерской «восьмерка» ҫухалнӑ вырӑнтан инҫех те мар. Пакунлисем ҫамрӑк механиксемпе ҫывӑхрах паллашас тенӗ.
Арендӑна илнӗ гаражри нумай-нумай саппас пайсемпе агрегатсен хушшинче вӗсем ҫухалнӑ хайхи ВАЗа та тупнӑ. Тӗрӗссипе - унӑн пайӗсене. 3-мӗш курсра вӗренекенсем тунса тӑман: ку машинӑна вӗсемпе пӗр техникумра ӑс пухакан каччӑ, 1-мӗш курс студенчӗ, илсе килнӗ-мӗн. Ӗҫ-пуҫ криминалпа ҫыхӑннине кусем чухламан. 17-ри йӗкӗт тепӗр ҫамрӑкран 5 пин тенкӗ кивҫен илнӗ те - ӑна ниепле те тавӑрса парайман. Хӑйне кивҫен панӑскерӗн 8-мӗш ВАЗӗ час-часах чӑхӑмланине пӗлнӗ май вӑл ӑна укҫа вырӑнне ҫавнашкал маркӑллӑ кивӗ автомобиль илсе килсе парӑп тенӗ - саппас пайсем валли. Кредитор килӗшнӗ.
Каччӑ ку машина йӗркеллех тесе шантарса каланӑ. Ӗнентермешкӗн автомобиль докуменчӗсене те кӑтартнӑ. Халь паллӑ ӗнтӗ: маларах та машина вӑрланӑшӑн судпа айӑпланма ӗлкӗрнӗ ҫамрӑк ҫын ют пурлӑха «приватизациленӗ». Ҫул ҫитмен ҫамрӑк тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пулас автомеханиксем вара хальлӗхе свидетельсем. Анчах оперативниксем вӗсен «статусӗ» улшӑнмӗ тесе шантарсах каламаҫҫӗ. Мастерскойра тупнӑ пӗтӗм саппас пайсемпе агрегатсене тӗрӗслӗҫ: вӗсем те вӑрланӑ машинӑсенчен сӳтсе илнӗскерсем мар-и? |
Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет | «Эсир мана хӑвӑрӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи музей ҫинчен кӑларнӑ буклета ярса паман пулсан эпӗ Чӑваш ҫӗршывӗнче ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш пуррине пӗлмесӗрех юлаттӑмччӗ пуль», - ҫырнӑччӗ икӗ ҫул каялла ман ятпа янӑ ҫырӑвӗнче «Культура» телеканалра «Россия - любовь моя» кӑларӑма йӗркелесе ертсе пыракан Пьер Брюне Броше, вырӑсланнӑ француз журналисчӗ, Мускавра тахҫанах тӗпленнӗскер.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, хайхи телеертӳҫӗ хӑйӗн пултарулӑх ушкӑнӗпе персе те ҫитрӗ вӑрманлӑ-юханшывлӑ Йӗпреҫе. Ҫур сехете тӑсӑлакан документлӑ телеочерк эфира тухнӑ хыҫҫӑн тӗп хуларан самаях аякра вырнаҫнӑ, унччен ытлашши палӑрсах кайман музей ҫулҫӳреве тухма юратакансемшӗн Мекка вырӑннех пулса тӑчӗ.
«Виҫӗмҫул тата пӗлтӗр пирӗн музей ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма килекенсен йышӗ икӗ хута яхӑнах ӳсрӗ», - кӑмӑллӑн пӗлтерчӗ музей директорӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Майоров. - Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кӑна 1500 ҫынна йышӑнтӑмӑр-иҫ! Кашнинех музей хӑйӗн патӗнчи ҫӗрте курма ҫук экспоначӗсемпе, уйрӑмах йывӑҫ зодчествин ытарайми палӑкӗсемпе тыткӑнлать. Вӗсенчен пӗрин пирки кӑна чарӑнса тӑрам-ха. Иртнӗ ӗмӗрӗн вӑтӑрмӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче тунӑ ҫил арманне хальхи Пучинке ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗнӗ Кӗлӗмкассинчен куҫарса килнӗ. Вӑл экспонат кӑна мар, унта паян та тырӑ авӑртма пулать. Экскурсие килекенсен йышӗнче ҫав армана ӗҫлеттерсе пӑхакансем те тупӑнаҫҫӗ. Эпӗ вара хӑнасене хӑй вӑхӑтӗнче Пучинке хутлӑхӗнчи хресченсене ку арманта манӑн кукаҫи арманҫӑ пулни ҫинчен калатӑп та - вӗсем тӗлӗнсех каяҫҫӗ. Балтика тӑрӑхӗнчен килнӗ пӗр журналист хӑйӗн статйинче ҫавна пайӑррӑн палӑртсах ҫапла ҫырнӑччӗ: «Кукашшӗ ӗҫленӗ ҫил арманне халӗ унӑн мӑнукӗ сыхлать». Шӳтлӗрех илтӗнет те, тӗрӗслӗхӗ ҫук мар».
Ҫапла, уҫӑ тӳпе айӗнчи музей, МИХсем пулӑшнипе Чӑваш ҫӗршывӗнче кӑна мар, унӑн тулашӗнче те паллӑ пулса тӑчӗ. Эпир хальччен ҫав учреждение сайра тӗл пулакан япаласене упракан ҫурт вырӑнӗнче кӑна курса тӑнӑ пулсан, ҫӗнӗ саманара унӑн социаллӑ пӗлтерӗшӗ палӑрӑмлӑ шая ҫӗкленчӗ иккен. Тӗслӗхсем-и? Тархасшӑн! 2015 ҫулта кӑна музейри картинӑсен галерейинче 24 курав йӗркеленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗнче Йӗпреҫ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан паллӑ ӑстасен ӗҫӗсене кӑтартнӑ. Сӑмах май, галерейӑра паян Чӑваш халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Йӗпреҫсен мухтавлӑ ентешӗн Виктор Немцевӑн ятарлӑ куравӗ ӗҫлет, ӑна сӑнарлӑ искусство ӑсти 80 ҫул тултарнине халалланӑ. «Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче курав хупӑнмаллаччӗ, анчах шкулсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе тепӗр уйӑха тӑсма йышӑнтӑмӑр», - каласа кӑтартрӗ Надежда Климович сотрудник.
Картинӑсен галерейинчех ӗҫпе вӑрҫӑ паттӑрӗсен Мухтав залӗ пур. Унта пӗтӗмпех ҫак тӑрӑхри паллӑ ентешсен, ҫапӑҫу хирӗнче тата мирлӗ пурнӑҫра ҫӗршыв наградисене тивӗҫнӗ ҫынсен портречӗсем вырӑн тупнӑ.
Музейӗн таврапӗлӳ уйрӑмӗнчи экспонатсем те куракансене кӑсӑклантараҫҫӗ. Акӑ «Вӑл Йӗпреҫре «иккӗмӗш ҫунат» туяннӑ анлӑ экспозициех илер. Сӑмах легендӑна кӗрсе юлнӑ, йывӑр аманса икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗнче тепӗр хут хӑнӑху илнӗ Алексей Петрович Маресьев ҫинчен пынине вулакан тавҫӑрчӗ пулӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повеҫ» геройӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Чаплӑ юбилее кӗтсе илме хатӗрленсе, музей сотрудникӗсем малтанхи экспозицие чылай анлӑлатса, ҫӗнӗ документсем хушса самаях сулӑмлӑ курава ҫынсен умне кӑларас тӗллевлӗ. Унпа пӗр музейре паллаштарнӑ хыҫҫӑн ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗн аэродромӗсем пулнӑ ялсенче - Чӑваш Тимешре, Кӗлӗмкассинче тата Канаш районне кӗрекен Ҫӗнӗ Шуртанта - кӑтартасшӑн. Кунпа пӗрлех Алексей Маресьев юбилейӗ тӗлне вӑл ҫуралса ӳснӗ Камышин хулинчен /Волгоград облаҫӗ/ сумлӑ делегацие чӗнсе илесшӗн. Сӑмах май, Йӗпреҫ музей ӗҫченӗсем чылай ҫул ӗнтӗ Камышинри историпе таврапӗлӳ музейӗпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ.
Хӑйӗн тӗп тивӗҫне пурнӑҫа кӗртсе пынипе пӗрлех Йӗпреҫ музейӗн дирекцийӗ районти шкулсенче йӗркеленӗ музейсем пирки манмасть, вӗсене май килнӗ таран тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама тӑрӑшать. Акӑ нумаях пулмасть музейре таврапӗлӳҫӗсене явӑҫтарса «ҫавра сӗтел» ирттерчӗҫ, унта хутшӑннӑ Виталий Станьял ӑсчах, таврапӗлӳҫӗсен республикӑри пӗрлӗхӗн ытти хастарӗ Йӗпреҫри уҫӑ тӳпе айӗнчи музей пурнӑҫлакан мероприятисемпе ӗҫсене лайӑх хак пачӗҫ.
Музей директорӗ Александр Майоров районти таврапӗлӳҫӗсен канашне ертсе пыни те ҫак тытӑма лайӑх витӗм кӳни куҫкӗретех. Кунпа кӑна чикӗленмест Александр Геннадьевичӑн кулленхи ӗҫӗ. Вӑл тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ культура аталанӑвӗн районти центр директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлать. Музей картишӗнче пултарулӑх ӑстисен юрри-кӗвви тӑтӑшах илтӗнсе тӑнинчен, халӑха йышлӑн явӑҫтаракан савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Аваллӑха упракан сӑваплӑ вырӑн хӑй патне ҫынсене илӗртме тӗрлӗ май шыранинче курса тӑраҫҫӗ те хӑйсен тӗп тӗллевне кунти ӗҫченсем. |
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм | Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина сцена ҫине тухсан унӑн чунӗнчи хӗмленӗвӗ, хавхаланӑвӗ, пит-куҫӗнчи илӗртӳллӗ кулли залра ларакансене те куҫать тейӗн. Куракан, итлекен хӑй сисмесӗрех юрӑҫпа пӗрле савӑнма, киленме пуҫлать. Паянхи эстрада юрӑҫисенчен хӑшӗ-пӗри пек: «Аллӑрсем ӑҫта? Ман пек тӑвӑр», - тесе кӑшкӑрмасть вӑл. Августӑн хӑйӗн асамӗ пур. Вӑл - итлекене юратни, хисеплени, унӑн чунне ӑнланни. Ҫав хӗлӗхсем патне ҫул тупма вара пурте пултараймаҫҫӗ.
Августа Васильевнӑпа тӗл пулса калаҫма сӑлтав та пулчӗ - халӑх артистки 45 ҫул тултарчӗ. Калаҫу ҫӑмхи сӳтӗлчӗ те сӳтӗлчӗ: тем ҫинчен те аса илмелли пулчӗ.
- Августа, сан яту та урӑхларах. Кам суйласа илнӗ ӑна?
- Кукаҫи - Алексей Ярды. Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ эпӗ. Ҫемьере чи кӗҫӗнни. Мана ҫут тӗнчене килме 1970 ҫулта тухнӑ указ пулӑшнӑ /кулать/. Унпа килӗшӳллӗн пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ хӗрарӑмсене 50 ҫулта пенсие кайма ирӗк панӑ. Пирӗн вара ҫав вӑхӑт тӗлне тӑватӑ ача кӑна пулнӑ. Ҫапла тепӗр ҫултан ҫут тӗнчене эпӗ килнӗ. «Планпа» ҫуралнӑ хӗрача валли кукаҫи ятне те хӑйнеевӗрлине тупнӑ. Вӑл, вырӑнти «Комбинат» совхозра бухгалтерта ӗҫленӗскер, кӗнеке нумай вуланӑ, кӑнтӑрти санаторисене канма ҫӳренӗ. Вӗсенче тӗл пулнӑ ӗнтӗ хӑй килӗштернӗ ҫак ята.
- Вунӑ класс пӗтерсе Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренме пуҫличчен кӗвӗ-ҫемӗ тӗнчи саншӑн ҫывӑх пулнӑ-и? Урӑхла каласан - артистка пулма ачаранах ӗмӗтленнӗ-и?
- Юрлама питӗ юрататтӑм. Ирхине ултӑ сехетрех янраттарма пуҫлаттӑм.
- Мӗншӗн ирех?
- Ӗне касӑвӗ пӑхма кайнӑ та, юрланӑ та юрланӑ. Никамран та хӑраман, вӑтанман. Вӑхӑта ҫапла кӗскетнӗ. Алла Пугачевӑн, София Ротарун юррисене шӑрантараттӑм. Кукамайӑн сасси питӗ уҫӑччӗ. Шкулта вара Дмитрий Кудаков вӗрентекен пур концерта та явӑҫтаратчӗ. Апла пулин те музыка шкулӗ пулман пирӗн, нота та пӗлмен эпӗ. Ӳкерме питӗ юрататтӑм, художник-модельер пулас ӗмӗт те пурччӗ.
- Ҫапах музыка училищинех ҫул тытнӑ...
- Экзаменра Алла Борисовнӑн «Осень» юррине юрларӑм. Станислав Кондратьев манран ҫапла ыйтрӗ: «Ялта кукамупа мӗн юрлатӑн?» «Ялта-и?» - тетӗп. - «Пирӗн урам анаталла» юрра». Янраттартӑм вара ҫакскере. «Во-о-т, ҫакӑ кирлӗ те пире», - терӗ Станислав Алексеевич. - Санӑн халӑх юррисене юрлакан пулмалла». Вӗрентекенӗн шухӑшӗ мана савӑнтармарӗ. Манӑн эстрада артисчӗ пулас килет-ҫке. Халӑх юррисене ялта та юрлама пулать. Училищӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ маншӑн уйрӑмах йывӑр пулчӗ: нота пӗлместӗп, эстрада артисчӗ тумаҫҫӗ. Вӗренме те пӑрахасшӑнччӗ. Аппа хӑратса тӑчӗ: «Училищӗрен тухса кайсан киле кӗртместпӗр», - терӗ. Виҫҫӗмӗш курсра кӑвак хуппи уҫӑлса кайрӗ тейӗн - лайӑх вӗренме кӑна мар, мӗн тумаллине ӑнланса, чунпа туйса пурнӑҫлама пуҫларӑм.
- Ҫавӑнтанпа эсӗ хӑвӑн ӗҫне пӗлсе, тӗллевлӗн, юратса пурнӑҫласа пыратӑн: 1992 ҫулта Чулхулари консерваторие вӗренме кӗнӗ, унтан таврӑнсан Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ҫулталӑк ӗҫленӗ, «Чӑваш Ен» ансамбле ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Валерий Важоров уҫнӑ искусствӑсен факультетӗнче халӑх юррин класне ертсе пыратӑн... Профессионал пултарулӑх ҫулӗ ҫинче - 20 ҫул. Вӑл е ку тапхӑр пирки тӗплӗнрех чарӑнса тӑрар-ха.
- Педагогика ӗҫне илес-тӗк, 18 ҫулта вун-вун юрӑҫа халӑх юррисене тӗрӗс юрлама вӗрентнӗ. Эпӗ ҫакӑн пек паллӑ ҫынсемпе - Раҫҫей халӑх артисчӗпе Морис Яклашкин профессорпа /искусствӑсен факультечӗн деканӗ/, Наталья Ивановӑпа /декан заместителӗ/, вокал кафедрин ертӳҫипе Станислав Кондратьев профессорпа, фортепьяно уйрӑмӗн ертӳҫипе Марина Саприкӑпа - юнашар ӗҫлени яваплӑха тата ӳстерет. Студентсене илес-тӗк, пӗрремӗш курсра вӗсем хӑйсене халӑх артисчӗсем пек тытаҫҫӗ, тем те пӗлеҫҫӗ, чи лайӑх юрлаҫҫӗ имӗш, иккӗмӗш курсра - тава тивӗҫлӗ артистсен шайӗнче. Вӗренсе пӗтернӗ тӗле вӗсем - никам та мар. Сасӑ пурри ҫеҫ ҫителӗксӗррине лайӑх ӑнланса ҫитеҫҫӗ. Екатерина Яргунина, Мила Ильдуганова пеккисем ытларах пулсанччӗ. Ман патра пӗлӳ илнисенчен чылайӑшӗ хӑйӗн ӗҫне йӗркеленӗ: пӗри вокал студийӗ уҫнӑ, тепри - уявсем ирттерекен фирма. «Дуняша» ушкӑнра юрлаҫҫӗ. Чылай ҫул филармонире ҫур ставкӑпа ӗҫлерӗм. Вӑл - патшалӑх учрежденийӗ. Тум ҫӗлетнӗ чухне патшалӑх та пулӑшнӑ. Виҫӗ ҫул каялла «Ярды» ансамбль йӗркелесе ирӗклӗ «ишеве» тухрӑм.
- Ҫапла тума мӗн хистерӗ?
- Хамӑн вӑя туйса илтӗм, пӗчченех, ҫын ӑс памасӑрах тивӗҫлӗ йышӑнусем тума пултарасса шантӑм. Мана ҫак ӗҫре хӗрӗм Есения пулӑшса пырать, ҫулне кура мар ӑслӑ, пултаруллӑ вӑл. Ансамбльте те юрлать.
- Сана патшалӑх шайӗнче йӗркелекен концертсене хутшӑнтараҫҫӗ. Ҫакӑ эсӗ хӑвӑн ӗҫӳнте чӑн-чӑн профессионал пулнипе ҫыхӑннӑ ӗнтӗ. Хӑв вара Чӑваш Енре «Ярды» коллективӑн тата Августа Уляндинӑн конкуренчӗсене куратӑн-и?
- Лайӑх саслӑ юрӑҫ нумай. Филармони ҫумӗнчи ансамбльсенчен кирек хӑш юрӑҫ та - профессионал. Хам енчен ҫакна хушса калатӑп: чунпа та профессионал, художник пулмалла.
- Эпӗ вара тата ҫапла хушса хуратӑп: тумпа та. «Ярды» ансамбле урӑх никампа та пӑтраштараймӑн. Унӑн хӑйӗн стилӗ. Кам пулӑшса пырать сана ку енӗпе?
- Пирӗн тум, чӑн та, чылайӑшне килӗшмест те. «Чӑвашсем кун пек тӑхӑнмаҫҫӗ», - текенсем те пур. Анчах эпир вӑл е ку хатӗре, эреше Василий Николаев академик пухса хатӗрленӗ «Чӑваш тумӗ» кӗнекере тупнӑ. Сцена ҫинчи тум мӗнле пулмаллине хӑй вӑхӑтӗнче хамах палӑртаттӑм. Халӗ профессионал художниксемпе Люда Шуркинӑпа тата Катя Тонюшкинӑпа ӗҫлетпӗр. Иртнӗ ҫул тӑватӑ тӗрлӗ тум ҫӗлеттертӗмӗр. Асӑннӑ ӳнерҫӗсене шанатӑп, вӗсен шухӑшӗпе килӗшетӗп. Сцена ҫинче пурин те пӗр пек пулмалла мар, кашнин - хӑйӗн сӑнӗ. Мана ҫакӑн пекки, ыттисенчен уйрӑлса тӑни, килӗшет. Куракана, итлекене юрӑ пекех, тум та тӗлӗнтертӗр, тавлаштартӑр.
- Сцена ҫинчи Августа - ҫавраҫил, ахаль пурнӑҫра мӗнлерех ҫын-ши?
- Ҫапла, унта эпӗ - патша майри. Кулленхи пурнӑҫра - ахаль хӗрарӑм. Артистка мар-тӑк халӑх хушшине тухса та ҫӳреместӗм пуль тетӗп тепӗр чухне. Ҫемьепе ытларах пулас килет. Кӗнеке вулатӑп, тӗрлӗ апат пӗҫеретӗп. Ӗнер, сӑмахран, хӗрӗмпе 400 пельмень турӑмӑр. Мӑшӑрӑм Сережа питӗ юратать ҫак апата. Хӑнасене те хамӑн апатпа сӑйлас килет.
- Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче - санӑн ҫуралнӑ кун. Эсӗ ҫак кун ҫулленех концерт ирттереттӗн, кӑҫал вара /вӑл ахальли мар тата/ - ҫук. Мӗншӗн?
- Программа та хатӗр, ҫӗнӗ тум та ҫӗлеттернӗ, анчах юбилее кил ӑшшинче чи ҫывӑх ҫыннӑмсемпе паллӑ тӑвас терӗм.
- Эсӗ - «Каҫхи тӗлпулу» программа авторӗ, вӑл Чӑваш наци телекуравӗн эфирне тӑваттӑмӗш ҫул тухать. Унсӑр пуҫне саккӑрмӗш ҫул «Телеюрӑ» шоу ертсе пыратӑн...
- Килӗшеҫҫӗ мана ҫак тивӗҫсем. Саша Осипов пек пултаруллӑ ҫынпа юнашар ӗҫлени - телей. «Каҫхи тӗлпулура» тӑван культурӑра, искусствӑра палӑрнӑ ҫынсемпе чуна уҫса калаҫни те кӑмӑла ҫӗклет. Малашлӑхра ӑна урӑхларах форматпа йӗркелес шухӑш та пур-ха.
- Нумаях пулмасть эсӗ хӑв ушкӑнупа пӗрле Раҫҫей халӑх артисчӗ Леонид Якубович ертсе пыракан «Тӗлӗнтермӗшсен уйӗ» /Поле чудес/ шоура чӑваш юррине шӑрантартӑр. Наци юррипе тӗнчене тухма пулать-и?
- Иван Дмитриев йыхравӗпе ҫитрӗм унта. Чӑвашсен «Хӑна юррине» ҫӗршывӑн чи паллӑ каналӗпе юрлама тивни, паллах, - сумлӑ та, яваплӑ та. Халӑх юррине итлесе унӑн культурине хаклаҫҫӗ. Шӑпах наци кӗвӗ-ҫеммипе, тумӗпе эпир ытти халӑхшӑн кӑсӑклӑ та. Халӑх юрринче - унӑн чунӗ, пурнӑҫӗ. Эпӗ ҫак юрра паянхи попса хушшинче ҫухалса кайма памастӑп, ӑна ҫӗнӗ кун-ҫул парнелетӗп. Ҫакӑ мар-и чӑн телей? |
Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ | «Юратаҫҫӗ кӑна мар, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ. Районӑн хӑвачӗсем пӗчӗк мар. Ахальтен мар эсир иртнӗ ҫула тивӗҫлӗ вӗҫленӗ», - Муркаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнакансене ҫапла пысӑк хак панинчен пуҫларӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетессине тата 2016 ҫулхи тӗллевсене палӑртассине халалланӑ анлӑ канашлӑва.
Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ростислав Тимофеевӑн сӑмахӗнче муниципалитет аталану ҫулӗпе утни аван курӑнчӗ. «Ҫулталӑк ансат пулмарӗ, апла пулин те район ҫитӗнӳсем тума пултарчӗ, - терӗ вӑл. - Промышленноҫ, ял хуҫалӑх, ытти тытӑмӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсем ӳсрӗҫ». Районта иртнӗ ҫул вӗренӳ тата сиплев учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. «Хальхи вӑхӑтра юхӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пӗр социаллӑ учреждени те ҫук», - терӗ Р.Тимофеев. Ҫавӑн пекех вӑл район ертӳлӗхӗ социаллӑ инфратытӑма аталантарассине малашне те тӗп тивӗҫ тесе шутланине пӗлтерчӗ.
Ростислав Николаевич каланӑ тӑрӑх - ҫакӑнпа чарӑнса тӑрасшӑн мар, малашне те промышленноҫа, предпринимательлӗхе аталантарасшӑн, ҫурт-йӗр хута ямалли инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн.
«Халӑхӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене вӑхӑтра татса парасси ҫинчен манмалла мар», - республика ертӳҫин ҫак сӑмахӗсене тӗпе хунине ҫирӗплетсе Муркашсем Михаил Васильевича Нумай функциллӗ центр ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Учреждени 2012 ҫулта йӗркеленнӗ. Районта пурӑнакансем кунта федерацин, республикӑн, муниципалитетӑн 146 тӗрлӗ пулӑшӑвне илме пултараҫҫӗ.
«Эпир ҫамрӑксене шаннӑ, шанатпӑр, ӳлӗмрен те шанӑпӑр. Ҫамрӑксем - Чӑваш Республикин ҫутӑ малашлӑхӗ» - ҫак шухӑша Михаил Игнатьев яланах палӑртать. Хальхинче те кун йӗркине Муркаш районӗнчи ҫамрӑксемпе тӗл пулассине кӗртни республика ертӳлӗхӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ вӑйне ӗненнине ҫирӗплетет. Муниципалитет тытса пыракан политика - ҫамрӑк ӑрӑва аталантарма, вӗсен вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курма пулӑшакан ҫул-йӗр. Муркаш районӗн депутатсен Пухӑвӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен парламенчӗ пархатарлӑ тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать. Патшалӑх политикин тӗллевӗсемпе килӗшсе ҫамрӑк ҫемьесене, предпринимательсене, специалистсене, пултаруллӑ хӗрсемпе каччӑсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу парассине тӗпе хурать. |
Çынсене çитменлĕх кулянтарать | Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура ҫуртӗнче Шупашкар районӗн активӗ пуҫтарӑнчӗ. «Залра 1500 ҫын», - терӗҫ. Чӑн та, пушӑ вырӑн пӗрре те курӑнмарӗ.
Районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин пӗлтӗрхи аталанӑвне тишкерме тӗп хулана 10-30 ҫухрӑмран ҫитнӗ. Администраци пуҫлӑхӗ Георгий Егоров доклад турӗ. «Пӗрлехи бюджетра тупӑш иртнӗ ҫул виҫӗмҫулхинчен 3,5% нумайрах пухӑннӑ, инвестици проекчӗсене укҫа 52% ытларах явӑҫтарнӑ», - терӗ. Экономика аталаннине ҫирӗплетекен цифра чылай илсе кӑтартрӗ. Пӗтӗмлетсе каласан - районӑн производство кӑтартӑвӗсем ӳсӗмлӗ, 2014 ҫулхинчен лайӑхрах ӗҫленӗ. Ҫапах та ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина вырӑнти хыснана пуянлатмалли майпа туллин усӑ курманнине палӑртрӗ. Сӑмахран, ҫӗр лаптӑкӗсене тара илсе усӑ курнӑшӑн арендаторсем кӗмӗл вӑхӑтра куҫармаҫҫӗ. Район хысни умӗнчи парӑм 2,5 хут ӳснӗ. Сӑмах пысӑк сумма пирки пырать. Паллах, ӑна бюджета куҫарттарсан социаллӑ ыйтусене татса пама та ҫӑмӑлрах пулӗччӗ. Вырӑнти налуксен парӑмӗ 4,9 млн тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Районта ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах шалу тӳлекен организаципе предприниматель миҫе шутланнине асӑнмарӗҫ. Юрать-ха, республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма пулӑшрӗ: сӑрӑ схемӑпа республикӑри 162 пин ҫынна ӗҫ укҫи параҫҫӗ. Ку шутра - Шупашкар районӗнче ӗҫлекенсем те пур. Вӗсен шалӑвӗнчен уйрӑм ҫынран тытакан налук, РФ Пенси фондне тӳлев куҫармаҫҫӗ.
ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов республикӑра пурӑнакансене Интернет ҫыхӑнӑвӗпе, патшалӑх пулӑшӑвӗн тӗсӗсемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. ЧР конкуренци политикипе тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова коммуналлӑ пулӑшӑвӑн кӑҫалхи хакӗсемпе, республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов демографипе, ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкерчӗҫ.
Чылай районӑн пӗтӗмлетӳллӗ лару-канашлӑвне хутшӑнакансем Шупашкартан килнисене ыйту пама вӑтанаҫҫӗ. Хальхинче ун пек пулмарӗ. Хут ҫине ҫырса президиума пайтах ҫитерчӗҫ. Ял ҫыннисемшӗн ыйтӑвӗсем пӗри тепринчен кирлӗрех. Атайкассинчен килнӗ ҫынна «Юрма» агрофирмӑн чӑх-чӗп витине тума палӑртнӑ проект пуласлӑхӗ шухӑшлаттарать. Администраци пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх - унпа халӑх итлевӗнче паллаштарнӑ, проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлеҫҫӗ. «Вӗсем саккуна, ҫирӗплетнӗ нормативсене хирӗҫлесен строительство пуҫлама ирӗк памастпӑр», - шантарчӗ Г.Егоров.
Кивӗ ҫуртсенчен ҫӗнӗ хваттерсене куҫармалли программӑна пурнӑҫланӑ чухне Кӳкеҫри 18 ҫемье ыйтӑвне тивӗҫтересси тӑсӑлса кайнӑ. Администраци вӗсене райцентртан Ишлейри пурӑнмалли ҫурта куҫма сӗннӗ. Анчах лешсем килӗшмен. «Кӑҫал Кӳкеҫре ҫав программӑпа килӗшӳллӗн хваттерсем тӑвӑпӑр, вӗсене 18 ҫемьене куҫарӑпӑр», - хурав пачӗ пуҫлӑх.
Районти «Чӑваш бройлерӗ» АУО шӑпи унта ӗҫлекенсемпе вӗсен ҫемйисене пӗлтӗртенпех канӑҫ памасть. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ыйтӑва хуравласа ҫапла каларӗ: «Ҫав общество акцийӗсен 49% ҫеҫ республика аллинче. Ҫавӑнпа эпир предприятин укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ операцийӗсене тӳрремӗнех витӗм кӳрейместпӗр. Эпӗ обществӑн тӗп акционерӗ - Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Четвериков - актива предприяти тулашне кӑлармӗ-ши тесе кӑсӑклансах тӑратӑп. Чӑх-чӗп валли апат туянас тӗллевпе панкрута тухасси патне ҫитнӗ фирмӑна чи пысӑк сумма - 14 млн тенкӗ - куҫарса панӑ. Фабрика ертӳҫисем укҫа куҫарни саккунпа еплерех килӗшсе тӑнине, хальхи вӑхӑтра вӑл кӗмӗл ӑҫтине уҫӑмлатма право органӗсене тивӗҫлӗ материалсем ярса патӑмӑр».
«СТЕП» ООО директорӗ Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Столяров газпа усӑ курнӑшӑн пысӑк парӑма кӗни, ӑна татассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явма тӗл пулманни ҫинчен тарӑхсах пӗлтернӗ. М.Игнатьев райадминистраци пуҫлӑхӗнчен иккӗшне хире-хирӗҫ лартма, кирлӗ пулсан чей ӗҫтерсе парӑмпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама ыйтрӗ.
Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене Ҫӗнӗ Тутаркассинчи участок больницин стационарӗнче выртса сипленме 6 койка-вырӑн ҫеҫ хӑварни кулянтарать. Вӗсен ячӗпе ыйту панӑ пенсионер хушса пама ыйтрӗ. Район больницин тӗп врачӗ Владимир Дубов кӗскен те уҫӑмлӑ хуравларӗ: «Районта пурӗ 180 койка-вырӑн. Пациентсемшӗн Кӳкеҫри е Ишлейри стационарсене ҫитсе сипленесси йывӑрлӑх мар».
Николай Матвеева Шанар ялӗнчи ҫапкаланчӑк йытӑсемпе кӗрешме план хатӗрлес, Кӳкеҫри ача амӑшне паркри хӑрӑк йывӑҫсене кастарас, вӑрманти хытӑ каяша пуҫтарас ыйтусем кӑсӑклантарчӗҫ. Вӗсене те ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ. ЧР Пуҫлӑхӗ канашлӑва пӗтӗмлетсе райадминистраци умӗнчи тӗллевсене кӑтартрӗ, ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтрӗ. Ӗҫре ҫитӗнӳ тӑвакансене наградӑсем пачӗ. |
Тăрăнсем – спортра | Спорт сывлӑха ҫирӗплетет: ӑс-тӑна йӗркене кӗртет, кӑмӑла ҫӗклет, ӗмӗре вӑрӑмлатать. Ҫакна Тӑрӑнти шкулта вӗренекенсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра вара аслисем те пушӑ вӑхӑтра спорт залне туртӑнма пуҫларӗҫ. Иртнӗ канмалли кун ирхи вунӑ сехет тӗлне яланхи пекех шкула ачасем, ҫамрӑксем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарӑнчӗҫ.
Малтанах виҫӗ ушкӑна пайланса Лепетер ялӗн хастарӗсем, анчахрах салтак атти хывнӑ ҫамрӑксем тата тӑван енре тӗпленсе ҫемье ҫавӑрнисем волейболла вылярӗҫ. Мӗн чухлӗ киленӗҫлӗ самант кӗтрӗ вӗсене тата командӑсемшӗн «чирлекенсене»! Мечӗк пуҫ ҫийӗн ташларӗ кӑна: ӑна пӗр енӗ те ҫӗре ӳкересшӗн пулмарӗ. Кашниех пысӑк хавхаланупа вылярӗ! Пӗрремӗшсем – яш-кӗрӗм: иккӗмӗш вырӑнта – ҫемьеллисем, виҫҫӗмӗшсем лепетерсем пулчӗҫ! Ӑмӑртусем шашка турнирӗпе малалла тӑсӑлчӗҫ. Никита Спиридонов (3 класс) пурне те парӑнтарчӗ. Шахмат вӑййин чемпионӗ – Павел Плетос (3 класс) пулчӗ.
Тӑрӑн енче армспорт та аталансах пырать. Алексей Васильев, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗ, ку енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ 80 кг виҫери тупӑшура, шкул директорӗ Валерий Васильев 60-70 кг хушшинче, ҫавӑн пекех Александр Викторов мала тухрӗҫ. |
«Чикаго» кубока вĕçертмест | Шупашкар районӗн спортсменӗсем футболла выляссипе малти вырӑнсенче. Чӑваш Республикин Аслӑ дивизионӗнчи 8 командӑран иккӗшӗ – пирӗн районтан: «Бурилы» тата «Ротор». Кӳкеҫри «Улӑп» спортпа сывлӑх центрӗ те спортпа туслӑ пурӑнма пулӑшать.
Сывлӑх кунӗнче «Улӑп» ФОКра 8 команда Шупашкар районӗн футбол Кубокӗшӗн кӗрешрӗ. Финалта «Чикаго» тата «Воля» командӑсем тӗл пулчӗҫ. Тупӑшу хӗрӳ иртрӗ: Тренккассисен хапхаҫи Ҫырмапуҫсен футболистне ура хурса такӑнтарчӗ. Судья ҫакӑншӗн ӑна хӗрлӗ карточкӑ кӑтартрӗ, спортзалран кӑларса ячӗ. Хапхана малалла чи нумай гол кӗртекен футболистӑн, Александр Васильевӑн, хӳтӗлеме тиврӗ. Ҫавӑнпа «Воля» команда 3 гол ҫеҫ кӗртме пултарчӗ, «Чикаго» вӗсен хапхине 4 гол тапса кӗртсе Кубока хӑйсен ялне илсе кайрӗ. Виҫӗмӗш вырӑна «Ротор-1» (капитанӗ Андрей Морозов) «Бурилӑна» парӑнтарса ҫӗнсе илчӗ.
Кӑҫал «Чикаго» комадӑна ҫӗнтерекен коллектив тупӑнмарӗ-ха. Ҫырмапуҫсем сурхуринчи канмалли кунсенче те футболла выляса район чемпионӗн ятне тивӗҫнӗччӗ. |
Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» | Сцена ҫине яштака кӗлеткеллӗ арҫын ача тухрӗ те алла микрофон тытса юрӑ шӑрантарма хатӗрленчӗ. Анчах темшӗн кӗвӗ пӗтӗм зала илтӗнмелле янӑрама васкамарӗ-ха. Вырӑнти клуб заведующийӗ Светлана Никифорова кӑлтӑка тӳрлетме хӑтланчӗ – май килмерӗ. Арҫын ача нумай шухӑшласа тӑмасӑр клуб ертӳҫине пулӑшма васкарӗ, часах зал илемлӗ кӗвӗпе тулчӗ. Светлана Викторовнӑн пулӑшуҫи, вӑлах унӑн ывӑлӗ те, Павел пулчӗ ку. «Маттур ача», – илтӗнчӗ унта-кунта куракансен сасси. Ҫак ӗҫ-пуҫ нумай пулмасть Ишек салинчи отчетлӑ пухура пулса иртрӗ. Арҫын ача юрласа пӗтерсен куракансем ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Маттур арҫын ачапа паллашма эпӗ те сцена хыҫне васкарӑм.
Ишек шкулӗнче 6-мӗш класра ӑс пухакан Павелпа ашшӗпе амӑшӗ те, аппӑшӗпе пиччӗшӗ те тивӗҫлипех мухтанма пултараҫҫӗ. Арҫын ача вӗренӳре те лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пырать, спортпа та туслӑ, ташлас ӑсталӑха аталантарать, унӑн сцена ҫинче шӑрантарнӑ юррисене те куракансем пысӑк хак параҫҫӗ. Пӗрле вӗренекенсемшӗн вӑл тӗслӗх вырӑнӗнче.
Хӑҫан пуҫланнӑ-ха Павел Никифоровӑн юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе паллашасси? «Ача садӗнченех», – хуравлать хӑй. Шкула ҫӳреме тытӑнничченех воспитательсем арҫын ачан пултарулӑхне асӑрханӑ. Кӗҫӗн классене вӗрентекен Екатерина Григорьева каланӑ тӑрӑх, арҫын ача сӑвӑсене илемлӗ вулассипе, юрӑсем шӑрантарассипе шкула ҫӳреме тытӑнсанах палӑрнӑ. Пӗрле вӗренекен ачасем те ӑна хавхалантарсах тӑраҫҫӗ, класра туслӑх хуҫаланать.
Павелӑн амӑшӗ клуб заведующийӗнче тимлени те арҫын ачашӑн пӗлтерӗшлӗ. Светлана Викторовна пулӑшса, хавхалантарса тӑнипех Павел утӑм хыҫҫӑн утӑм тӑвать. Мӗнле юрӑсене кӑмӑллать-ха ҫамрӑк юрӑҫ? «Хаваслӑ ҫемӗллӗ юрӑсем килӗшеҫҫӗ, вӗсем кӑмӑла хӑпартаҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Уйрӑмах эстрада юррисемпе сцена ҫине тухма килӗшет», – тет вӑл. Унӑн репертуарӗнче юрӑсем чӑвашла та, вырӑсла та, ҫапах юлашкисене ытларах кӑмӑллать. Юрлас ӑсталӑха аталантарса пыма ӑна Александр Пушкин вӗрентекен пулӑшса пырать. Сӑмахсене уҫҫӑн калама, сцена ҫинче хӑйне тытма, хусканусем тума – ҫӗнни сахал мар.
Вӗренӳре, нумай арҫын ача пекех, Павел математика предметне килӗштерет. Уйрӑмах уншӑн уравненисене шӗкӗлчесси шӑл ҫемми. Уроксем хыҫҫӑн вара – ялти культура ҫуртне пултарулӑха аталантарма ҫул тытать. Эрнере 2 хутчен – ташлама вӗренме, 1 хутчен юрлас ӑсталӑха аталантарма, тепре – волейбол секцине.
Павел Ишекре иртекен культура мероприятийӗсене кӑна мар, район шайӗнче иртекеннисене те хутшӑнма тӑрӑшать. Уншӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм – 2015 ҫулта иртнӗ «Жемчужинки Чувашии» конкурса хутшӑнни. Вӑл унта «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» чӑваш халӑх юррипе палӑрса конкурсӑн 2-мӗш тапхӑрне тухма тивӗҫнӗ.
Ачан ҫитӗнсе ҫитиччен мӗнле професси суйласа илессипе ҫыхӑннӑ ӗмӗт-шухӑшӗсем темиҫе те улшӑнаҫҫӗ-ха, хальлӗхе Павел хӑйӗн умӗнчи тӗллевне ҫирӗп палӑртать – юрӑҫ пуласшӑн. Мӗнех, ҫакӑн валли унӑн пултарулӑхӗ те, тӑрӑшулӑхӗ те пур, хавхалантарса, пулӑшса тӑраканӗсем те юнашарах. |
Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка | Мӑнаҫланатӑп ҫав спортсменсемпе, тӗрӗсрех каласан, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе. Хӑвна ху алла илсе, кунсерен организма тӗрлӗ хусканупа пиҫӗхтерме, килӗшетӗр пулӗ, пурте пултараймаҫҫӗ. Кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ, тӑрӑшулӑх кирлӗ, сахал мар тар тӑкмалла. Кунашкаллисем вара чӑннипех те хисепе тивӗҫ.
Тутаркасси шкулӗнче вӗренекен Вера Ивановӑн хушамачӗ ҫакнашкал чыслава – ЧР Пуҫлӑхӗн талантлӑ ҫамрӑксене паракан стипендине – илекенсен йышне кӗнӗ. Вера – спортсменка. 9-мӗш класа ҫӳрекен хӗр гимнастикӑна чунӗпех парӑннӑ. Амӑшӗ 6 ҫулти хӗрне Ҫӗнӗ Шупашкарти секцие алӑран ҫавӑтса кайнӑранпа хӗрача спорт гимнастикинчен пӗр кун та уйрӑлман темелле, спортӑн интереслӗ тӗсӗ тӳрех килӗшнӗ ӑна. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хусканусем тума вӗренсессӗн пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнма пуҫланӑ. Ҫитӗнӳсем те вӑрах кӗттермен, пӗлтӗр Вера Чӑваш Республикин чемпионатӗнче призер пулнӑ. Умра – каллех пысӑк тупӑшу. Кӗҫех Йӑшкар-Ола хулине ҫитсе мала тухассишӗн кӗрешмелле, унтан вара – Пензӑна.
Хальлӗхе спортсменка хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевсене – спорт мастерӗн ятне илессине тата шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтерессине – пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшать. Вулакан вӑл аттестат илсен профессине спортпа ҫыхӑнтарать тесе шухӑшлатех пулӗ. Ҫук ҫав. Хӗрачан ӗмӗтри специальноҫӗ – стоматолог пуласси. Спорт гимнастики вара чун киленӗҫӗ кӑна пулӗ… Хальлӗхе шалти туйӑмӗ ҫапларах унӑн, тен, ҫулсем иртнӗҫемӗн гимнастка шухӑшлавне улӑштарӗ те. Ҫакнашкал хурав илтсессӗн ирӗксӗрех тепӗр ыйту ҫуралчӗ пирӗн: «Ӳкӗнместӗн-и спортӑн ҫак тӗсӗпе туслашнӑшӑн?»
– Кун пек шухӑш пӗрре те пулман, – тет вӑл, унтан малтанхи ҫулсенчи йывӑртарах самантсене аса илет. Халӗ вара уншӑн кирек мӗнле хускану та шӑл ҫемми иккен. Кирек мӗнле ҫӗнтерӳре те, ӑнӑҫман вӑхӑтсенче те ӑна килӗнче ҫывӑх ҫыннисем ӑшӑ сӑмахпа пулӑшаҫҫӗ. «Анне пӑшӑрханать ҫав маншӑн, тӗрлӗ суран тӑвасран шикленет», – ҫакӑн пек вӑрттӑнлӑхсене те уҫса пачӗ пире ҫамрӑк. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, спорт гимнастикинче аманасси те инҫе мар. «Пӗррехинче пӳрнене хуҫнӑччӗ, чӗркуҫҫие, урана сиенлетнӗ самантсем те пулнӑ», – иртнине куҫ умне кӑларать шкул ачи. Анчах кунашкал пӑтӑрмахсемпе хӑратаймӑн ҫирӗп тӗллевлӗ хӗре! Парӑнмасть вӑл! Ҫавӑнпа та ырми-канми ӑсталӑхне туптать. «Шкул хыҫҫӑн, вырсарникунсӑр пуҫне, кунсеренех тренировкӑсенче, кашнинче – 4-5 сехет таранах», – кун йӗркипе паллаштарать спортсменка. Ҫавӑнпа та ирӗклӗ вӑхӑт мӗн иккенне Вера пӗлмест те темелле.
Стипендиатсен йышне лекессине Вера кӗтнӗ-и? Пытармасӑр каласан, кӗтнӗ, мӗншӗн тесен хӑй лайӑххисен шутӗнче пулнине пӗлнӗ, ҫакна вӑл ҫӗнсе илнӗ наградӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Укҫа-тенке мӗнле тӑкаклассине хальлӗхе палӑртман-ха, анчах та иккӗленмелли ҫук, хӗршӗн ҫакӑ малашне ҫитӗнӳсем тумалли тата тепӗр хавхалану пулӗ. |
Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ | Виталий Станъял таврапӗлӳҫӗн «Тӑван Ен» хаҫатӑн 2015 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче пичетленнӗ «Салтак йӗрсӗр ҫухалман» сӑн ӳкерчӗклӗ статйи ҫула тухма хистерӗ. Сӑн ӳкерчӗкре – 1906 ҫулсенче ҫуралнӑ тӑватӑ чӑваш салтакӗ. Ӑна 1930 ҫул пуҫламӑшӗнче тунӑ курӑнать.
Чи малтанах Малти Ункӑпуҫӗнчи Павел Афандеровсен тӑванӗсем патне ҫитрӗм. Унта пурӑнакан Антонина Иконниковӑпа курса калаҫрӑм. Вӑл Павел Афандеров нумай ачаллӑ ҫемьере ҫурални пирки пӗлтерчӗ. Ашшӗ Лазарь Афандеров пулнӑ. Ҫемйинче 8 ача ҫитӗннӗ: 6 ывӑлпа 2 хӗр. Ывӑлӗсем Степан, Яков, Илья, Егор, Иван, Павел пулнӑ, хӗрӗсем Мария Станъялне качча кайнӑ, Анфиса – Матикассине. Районти Асӑну кӗнекинче «Илья Лазаревич Афандеров рядовой 1892 ҫулта Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ, 1943 ҫулхи февралӗн 28-мӗшӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ», – тесе ҫырнӑ. Унтах «Яков Лазаревич Афандеров рядовой 1902 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи сентябрӗн 19-мӗшӗнче Курск облаҫӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ», – тесе ҫырни пур. Иккӗшӗ те вӑрҫӑ хирне Ишлейри райвоенкоматран тухса кайнӑ. Павел Афандеров вара действительнӑй ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫласа таврӑнсан вӑрҫа хутшӑнман.
Салтак шӑпинче уҫӑмлатас шутпа, ялти Ӗҫ ветеранӗпе, 82 ҫулти Илья Фоминпа тӗл пултӑм. «Павел Афандерова питӗ лайӑх пӗлетӗп, сӑнне хаҫатра курсанах палласа илтӗм. Салтакран таврӑнсан авланнӑ, мӑшӑрӗ Вера ятлӑ пулнӑ. Пӗр тӑван Иванпа Егор вара вӑрҫӑчченех ҫӗре кӗнӗ. Павел Хыркасси ҫывӑхӗнчи ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн асфальт бетон заводӗнче ӗҫленӗ. Халӗ ҫав вырӑнта «Дорожный» автобус чарӑнӑвӗ. Ҫавӑнпа та вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна «бронь» ят панӑ. Ялтан иккӗн кӑна пулнӑ броньпа. Тепри, Валериан Бусов, Чалтан (финн) вӑрҫине хутшӑннӑ салтак пулнӑ. Павел мучине ачасем «Баламут» тесе чӗннӗ. Хӑйсен ача пулманран пӗчӗккисене юратнӑ. Ачасене панулмисем илсе тухса ҫитернӗ. Вӑл 1965 ҫулсенче ҫӗре кӗнӗ», – терӗ Илья Фомин. Павелсен йывӑҫ ҫурчӗ паян кун та сыхланса юлнӑ.
Сӑн ӳкерчӗкри тепӗр салтакӑн – Осип Васильевӑн шӑпине уҫӑмлатма Михаил Фоминпа пӗрле Кайри Ункӑпуҫне ҫул тытрӑмӑр. 82 ҫулти Зинаида Мустакова Ӗҫ ветеранӗ пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. «Сӑн ӳкерчӗкре чӑнах та ашшӗн, Степанӑн шӑллӗ Осип, – ҫирӗплетрӗ вӑл. – Хаҫата тирпейлӗ пуҫтарса хутӑм». Кайри Ункӑпуҫӗнчи Андрей Васильев ҫемйинче 4 ывӑл пулнӑ: Степан, Осип, Володя, Петр. Чи малтанах ашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Ӗҫ ветеранӗ: «Аттене 1942 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫара илсе кайрӗҫ. Малтанах вӗсене Канашра ҫар ӗҫӗсене вӗрентнӗ. Унтан чӑваш каччисене пуйӑс ҫине лартса вӑрҫа илсе кайнӑ. Смоленск облаҫӗнче пуйӑса фашистсен самолечӗсем тапӑннӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ. Пӗр чӑваш каччи те чӗрӗ юлайман», – терӗ хурлӑхлӑн.
Степанӑн 3 ывӑлпа 2 хӗр пулнӑ. Ывӑлӗсем ҫӗре кӗнӗ ӗнтӗ. Районти Асӑну кӗнекинче «Степан Андреевич Васильев 1902 ҫулта Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ, Смоленск облаҫӗнчи Холопово ялӗнче пытарнӑ», – тесе ҫырнине вулама пулать. Пиччӗшӗ Владимир вара Ленинградра пурӑннӑ, ачасене вӗрентнӗ. Мӑшӑрӗпе тата 2 ачипе вӑрҫӑччен яла та килсе кайнӑ. Владимир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ленинград блокадине юлнӑ, мӑшӑрӗпе ачисене эвакуаципе ӑсатнӑ. Асӑну кӗнекинче вара 1906 ҫулта ҫуралнӑ Осип вырӑнне ӑна кӑтартнӑ. Унта: «1942 ҫулхи январӗн 11-мӗшӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ», – тесе ҫырнӑ. Кӗҫӗнни Петр (1915 ҫулта ҫуралнӑ) та вӑрҫа хутшӑннӑ. Ун пирки райвоенкоматра ыйтса пӗлме май килчӗ. Петр Васильева 1939 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче ҫара илнӗ. Ҫар тивӗҫне писарь пулса 29-мӗш мотодивизинче 1941 ҫулхи сентябрьччен пурнӑҫланӑ вӑл. Тыткӑнра пулнӑ. Унтан 239-мӗш миномет полкӗнче 1944 ҫулхи сентябрьтен пуҫласа 1945 ҫулхи ноябрь уйӑхӗччен минометчик пулнӑ. Ҫартан 1945 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче таврӑннӑ. 1985 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Кашни салтакӑн – хӑйӗн шӑпи, анчах та вӗсем пурте тенӗ пек иртнӗ хӑрушӑ вӑрҫӑпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче те пӗлтӗр Тӑван Ҫӗр шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑр ентешсене асӑнса лартнӑ палӑк уҫӑлчӗ. Палӑк ҫинче – 50 хушамат. Анчах Осип Васильев салтак ячӗ районти Асӑну кӗнекинче те, палӑк ҫинче те ҫук. Вӑхӑт чылаях иртнӗ пулин те салтак йӗрсӗр ҫухалман, унӑн сӑнарӗ тӑванӗсен, ял ҫыннисен, ентешӗсен, хаҫат вулаканӗсен ас тӑвӑмӗнче. Аса илтерни вырӑнлӑ: сӑн ӳкерчӗкре Осип Андреевича палласа илнӗ Галина Еципенко «Тӑван Ене» вӑл ҫак салтак хӑйӗн асалашшӗн кӗҫӗн шӑллӗ пулнине пӗлтернӗччӗ. Ҫак статьярах (2015 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнчи 45-мӗш номер) Лидия Федюшкина сӑн ӳкерчӗкри тӑванӗн кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ. |
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри | Юрӑ-кӗвӗре, калав-романра, сӑрӑ, кино искусствинче тивӗҫлипех сӑнарланнӑ, хӑйӗн хастарлӑхӗпе ялан палӑрнӑ, йывӑрлӑхра хуҫӑлман, никам умӗнче нихӑҫан та пуҫа усман, ҫемье ӑшшине упракан, ывӑл-хӗрне ырӑ кӑна сунакан, мӑнукӗсене малашлӑха пиллекен, тӗрӗсрех каласан, Турӑпа юнашар тӑмалли ҫын вӑл – пурнӑҫ пуҫламӑшӗ. Вӑл «АННЕ».
Анне вӑл – мана, пиччепе шӑллӑмсене, йӑмӑкӑма чун панӑ, ӗмӗрне тӑван тӗпренчӗкӗсемпе пӗрле ҫӗр-ҫӗр ачана ӑс парса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларас ӗҫе халалланӑ, 42 ҫул ытла шкулта вӑй хунӑ манӑҫми Мария Гавриловна Степанова, манӑн кукамай – шкула пӗр ҫул ҫӳремесӗрех паянхи чылай наука кандидачӗпе профессортан ӑслӑрах Анастасия Гавриловна Гаврилова, кӳршӗри Хевронь инке… Кӗҫех вӗсен уявӗ: хӗрарӑмсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ! Ҫак кун хевтеллӗ ырӑ чунсене мӗн пур арҫын пуҫ таять.
Пӗлетпӗр, туятпӑр, ӑнланатпӑр: нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман сирӗн пурнӑҫӑр, утас ҫулӑр тумхах-чӑрмавсӑр иртмен, анчах эсир нихӑҫан та парӑнман, пуҫа усман. Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ. Чылайӑшӗ хӑйӗн ирӗкӗпе фронта тухса кайрӗ, тухтӑр, санинструктор, снайпер, зенитчица, разведчица, ҫыхӑнуҫӑ, повар пулчӗ, пӗр хут ҫеҫ мар вилӗме куҫа-куҫӑн тӑчӗ. Сӗмсӗр тӑшман та унӑн тата вӑл ҫуратса ӳстернӗ паттӑр салтак умӗнче чӗркуҫленчӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ пулман: юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине ҫӗклеме, арканнӑ ялсемпе хуласене ҫӗнӗрен хӑпартма тивнӗ ӑна. Ӗҫленӗ, тӑрӑшнӑ. Хӑй ҫинчен шухӑшламасӑр, мухтавпа чапшӑн ҫунмасӑр. Вун пӗр ҫул каялла, шӗкӗр хуламӑрӑн авалхи пайӗнче, кӳлмек хӗрринче ҫӗкленнӗ Анне палӑкӗ – тӑван халӑхӑмӑрӑн мӗн пур Амӑшне чӑтӑмлӑхшӑн, хастарлӑхшӑн, иксӗлми юратӑвӗшӗн чысласа, тав туса ҫӗкленӗ палӑк. Ҫакна вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫут тӗнчене килнӗ, Чӑваш Енӗн сумлӑхӗпе ырӑ ячӗшӗн сывлӑх сыхлавӗнче, ҫырулӑхра, ӳнерпе культурӑра, вӗрентӳпе ӑслӑлӑхра, ытти сферӑпа отрасльте палӑрнӑ, республикӑри, ҫӗршыври, Европӑри, тӗнчери ӑмӑртусенче, Олимп вӑййисенче чемпионка ятне ҫӗнсе илнисемпе призерсен йышне кӗнӗ спортсменкӑсем, патшалӑх тытӑмӗнче пултаруллӑ, мал курӑмлӑ ӗҫлекен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем тивӗҫлӗ. Чӑннипех ҫӑмӑл мар вӗсен ӗҫӗ: ҫемье, аудитори, производство площадки, врач кабинечӗ… Самолет штурвалӗ те пӑхӑнать ӑна, транспорт рулӗ те парӑнать хӗрарӑмӑн ҫепӗҫ аллине, тӗнчен тӗпсӗр уҫлӑхӗ те хӑйӗн алӑкне яриех уҫать унӑн умӗнче. Вӑл туман тата тума пултарайман ӗҫ ҫук тӗнчере. Хӑйӗн хастар ӗҫӗпе коллективра, халӑхра сум ҫӗнсе илнӗ, хуҫалӑх уй-хирӗнче, ферминче лӑш курмасӑр вӑй хурса орден-медале тивӗҫнӗ, тӑван республикӑмӑрӑн историйӗнче йӗр хӑварнӑ ҫӗр-ҫӗр хӗрарӑм ятне мӑнаҫланса вулатӑп. Хӗрарӑма пурнӑҫ тилхепине шанса пама шикленмелле мар. Вӑл арҫынпа танлаштарсан тӑрӑшуллӑрах та, хастартарах та теҫҫӗ. Ҫав хушӑрах кирек хӑш ӗҫе те чунпа пурнӑҫлать хӗрарӑм. Ахальтен мар-ҫке «вӑл – пурнӑҫ тыткӑчи».
Сӑмахӑма пӗр сӑвӑри йӗркесемпе вӗҫлем: «Хисеп те чыс сана, Хӗрарӑм! Эс – пурнӑҫ, чӗрӗлӗх Турри. Анне, инке те арӑм – телей хӗрарӑмсем пурри…» |
Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? | Унта улах та лараҫҫӗ…
«Эсир такамӑн хутне те кӗретӗр, кунта килсе курӑр-ха, пирӗн клуб ӗҫлемест...» – йыхравларӗ Лапсар ял тӑрӑхӗнчи Ойкасси ялне редакцие шӑнкӑравланӑ ҫын. Темшӗн хӑйӗн ят-шывне асӑнма килӗшмерӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен ҫав ҫынранах тепӗр шӑнкӑрав пулнӑран сӗнӗве хуравсӑр хӑварас темерӗмӗр. Пӑшӑрханмашкӑн сӑлтав пур-и?
Ойкасси клубӗ, тӗрӗсрех – Ҫӗньял-Ойкасси клубӗ, Ойкассине пырса кӗрсенех курӑнать. 1958 ҫулта хӑпартса лартнӑ пӗчӗк ҫурт. Пытармасӑр каласан, районти пӗчӗк ялсенчи клубсенчен темӗнпех уйрӑлса тӑмасть вӑл, залра ӑшӑ пулни ҫеҫ ӑна ыттисенчен кӑшт ытларах хӑтлӑрах тӑвать пулӗ. Виҫҫӗмӗш ҫул клуб заведующийӗнче ӗҫлекен Алена Егорова вырӑнтахчӗ. Ыйту ҫине ыйту… Клуб кунсерен, кану кунӗсӗр пуҫне, 15 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлет – алӑк ҫинче ҫакӑнса тӑракан график ҫакӑн пирки хыпарларӗ. Заведующий ӑнлантарнӑ тӑрӑх, плана пӑхӑнса уйӑхсерен мероприятисем ирттереҫҫӗ. Юрӑ-ташӑ программисем хатӗрлемешкӗн музыка центрӗ пур.
Кунта «Волшебный стежок» кружок ӗҫлет. Унта шкул ачисем ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсенчен ӳкерчӗксем ӑсталаҫҫӗ. Сӗтелҫи тенниспа туслашмашкӑн та май пур. «Ачасем теннисла выляма ҫӳретчӗҫ-ха, юлашки вӑхӑтра кӑна кӑшт сахалланчӗҫ», – клуб пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ заведующий. Нумаях пулмасть культура вучахне ҫӗнӗ варкӑш ҫитнӗ — купӑсҫӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ерипен ушкӑн йӗркеленсе пырать, юрлама кӑмӑллӑкансем хаваспах ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне тата клуб ал ӗҫ тӑвакан хӗрарӑмсем валли хӑйне евӗрлӗ киленӗҫ вырӑнӗ пулса тӑнӑ. Эрнере 1-2 хутчен ҫӑм чавакансем, арлакансем пухӑнаҫҫӗ кунта, урӑхла каласан, хӑйне евӗрлӗ улах ирттереҫҫӗ.
Ҫӗньял-Ойкасси клубне ҫывӑхри ялсенчен – Ҫӗньялтан, Хӗрлӗҫыртан, Ойкассинчен – ҫӳреҫҫӗ. Паллах, кирек мӗнле мероприятие те ҫынсӑр ирттереймӗн. Ку енӗпе вара йывӑрлӑхсем ҫук мар иккен. «Пӗр-пӗр уява халӑха пухмашкӑн ансат мар», – хӑш чухне ирӗксӗрлесе тенӗ пекех чӗнни пирки сӑмахлать Алена Егорова. Чи нумаййи 40 ҫын пухӑнать-мӗн.
Культура вучахӗ юхӑнса пыни – заведующийӗн тепӗр пӑшӑрханӑвӗ. Кашни кӗтесне тинкеререх пӑхсан унӑн сӑмахӗ чӑнлӑхпа килӗшнине чухлатӑн: маччаран тӑпра евӗр ҫӳпӗ тӑкӑнать, урайсем кивелнӗ… Клуба газпа ӑшӑтакан котельнӑйра та юсав кирлӗ. |
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă | Ман шухӑшпа, повар – чи хисеплӗ профессисенчен пӗри. Мӗншӗн тесен этемӗн пурнӑҫӗ тӳрремӗнех апат-ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ. Тӗрӗссипе, апатланмасӑр нимӗнле чӗрӗ чун та ҫӗр ҫинче пурӑнаймӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче шӑпине культура сферипе ҫыхӑнтарма ӗмӗтленнӗ Роза Рязанова повара вӗренесси пирки шухӑшламан та. Ҫапах та кун-ҫулӗнче хӑй планланӑ пек пулса тухманшӑн паян пӗрре те ӳкӗнмест. Повар специальноҫне алла илнӗскер тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑйӗн пултарулӑхӗпе те усӑ курать. «Апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чухне хамран мӗн те пулин ҫӗннине хушатӑпах, ҫапла вара ҫӗнӗ блюдо пулса тухать», – тет «Приволжское» ОАО столовӑйӗнче 15 ҫул вӑй хураканскер. Пӗр теҫетке ытла ҫулта темӗн те пӗҫерме вӗреннӗ, пысӑк опыт пухнӑ. Кӑмӑла каяканни вара кӑмпа кукӑлӗпе «Наполеон» торт иккен. «Чустапа ӗҫлеме кӑмӑллатӑп», – алӑ ытларах мӗн патне туртӑннине пӗлтерчӗ Роза Рязанова. Вӑл шеф-поварта тӑрӑшать пулин те, ытти ӗҫрен те хӑрамасть, ӳркенсе тӑмасть. Шӑпах эпир ӑна пельмень тунӑ чухне «тытрӑмӑр». Вӑл меню хатӗрлет, продукци саккас парать. Тӗрлӗ апат сӗнме тӑрӑшаҫҫӗ кунта, ытларах ашпа пӗҫерни ҫине пусӑм тӑваҫҫӗ. Какайӗ вара вырӑнти хуҫалӑхранах, ҫавӑнпа та тутлӑ.
15 ҫул хушшинче унӑн алли вӑйӗпе пӗҫернӗ тутлӑ яшкапа пӑтӑна кам кӑна тутанса курман-ши!? Ахаль рабочирен пуҫласа пысӑк пуҫлӑх таранах. «Пирӗн столовӑйӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата ытти сумлӑ хӑна та апатланнӑ», – мӑнаҫланнӑ евӗр ертӳҫӗсен ячӗсене асӑнчӗ Роза Рязанова. Кун пек чухне вара поварсен хӑйне евӗрлӗ ӑшталану пуҫланать кухньӑра. Тутлӑ та тутӑ тытаканнипе хӑналас килет-ҫке-ха. Ытларах наци апат-ҫимӗҫне – шӳрпе, шӑрттан, хуплу... – суйласа илеҫҫӗ. Тутлӑ яшкапа, аш-пӑшпа хӑналаннӑ хыҫҫӑн вара тав тумасӑр никам та тухса кайман. Шеф-поваршӑн тата унӑн ӗҫтешӗсемшӗн чи пысӑк парне ҫакӑ пулса тӑрать те – вӗсен ӗҫне хаклани тата сывлӑх сунса ӑшӑ-ӑшӑ сӑмахсем калани.
– Столовӑйра пӗрре пулса курнӑ хыҫҫӑн чылайӑшӗ апатланмашкӑн кунтах ҫӳрет. Ҫимешкӗн Ишлейрен ятарласа килекенсем те пур, – ҫынсен кӑмӑлне тупма пултарнишӗн хӑй те хӗпӗртенине систерчӗ хастар.
Поварӑн ҫулталӑкӗпех ӗҫлемелле. Столовӑйра хӗллехи вӑхӑтра кӑна кӑшт сывласа яма пулать – килекенсем сахалрах, хӗрӳ тапхӑрта – ҫурхи ака, вырма вӑхӑтӗнче – каҫчченех плита умӗнче, хирте тӑрӑшакансене 3 хутчен вӗри апатпа тивӗҫтермелле.
Тем тесен те, повар ӗҫне йывӑррисенчен пӗри теме пулать. Мӗншӗн тесен кунӗпе ура ҫинче тӑмалла, вӗри пӑспа «пиҫмелле», чылай ӗҫе алӑпа пурнӑҫламалла. Кӑна пӑхмасӑр пӗр ӳпкев сӑмахӗ те илтӗнмерӗ Розӑн калаҫӑвӗнче, апла тӑк хӑйӗн специальноҫне вӑл чӑн та чунтанах килӗштерет. |
Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ | Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемшӗн сасӑламалли вӑхӑт ҫывхарнӑҫемӗн политикӑри лару-тӑру хӗрсех пырать тейӗн.
Иртнӗ эрнере журналистсемпе курнӑҫнӑ май Чӑваш Ен парламентӗнчи «Справедливая Россия» фракци членӗ Владимир Михайлов хӑй «Единая Россия» ячӗпе праймериза хутшӑнасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Патшалӑх Канашӗнче «СР» фракцире 4,5 ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнине каларӗ-ха вӑл, анчах ҫак тапхӑр чунӗпе «эсерсемпе» туллин пӗрлешме ҫителӗклӗ пулайман-мӗн. Чылай енӗпе вӗсемпе пӗр шухӑш патне килсе тухаймасӑр «Справедливая Россия» партие те кӗмен иккен. Ҫавӑнпах хӑйне «Единая Россия» списокӗнче праймериза хутшӑнма сӗнсен хирӗҫлемен. «Единая Россия» йышӗнче пысӑкрах усӑ кӳрӗп, унта тӗллевсене пурнӑҫламалли майсем те пысӑкрах, «эпӗ ӗҫлекенсемпе пӗр командӑра пуласшӑн», – шанать депутат.
Патшалӑх Канашӗнчи тепӗр «эсер» та, Леонид Лукин депутат, «Справедливая Россия» фракципе те, партипе те сыв пуллашма шут тытнӑ. 10 ҫул «Справедливая Россия» партире тӑнӑскер унтан тухма заявлени ҫырнӑ ӗнтӗ. Вӑл хӑйӗн ҫак утӑмне партири чылай ыйту хуравсӑр юлнипе, партин федераци шайӗнчи ертӳҫисем «политикӑлла вылясах кайнипе» сӑлтавлать. Ӑна та «Единая Россия» списокӗнче праймериза хутшӑнма сӗннӗ.
«Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн политканашӗн секретарӗ Николай Малов ӗҫ-пуҫа ҫапларах уҫӑмлатать:
– Суйлав кампанийӗ старт илчӗ теме юрать. «Единая Россия» ячӗпе малтанхи суйлава, праймериза, хутшӑнмашкӑн ҫыннӑн 21 ҫултан ҫамрӑк мар, пирӗн парти членӗ, ун майлӑ е партие кӗмен ҫын пулмалла. Хирӗҫтерсе ярас кӑмӑллисем питӗ нумай, ҫавӑнпа та пирӗн пӗрле пулмалла, пӗрлешмелле. Май уйӑхӗн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлав кунӗ. Унта хутшӑнма кӑмӑл тунисене пурне те йышӑнӑпӑр. Юлашки, татӑклӑ сӑмаха суйлавҫӑсем калӗҫ.
Аса илтерни вырӑнлӑ: нумаях пулмасть коммунистсен фракцийӗн лидерӗ Дмитрий Евсеев КПРФ ретӗнчен тухрӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ пирки эпир «Тӑван Енӗн» иртнӗ номерӗнче ҫырса пӗлтернӗччӗ. |
Урăх регионра çук мобильлĕ центр… | Ҫӗршыв премьер-министрӗ республика ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑллӑ.
Ӗнер ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру тӗлӗшӗпе канашлу ирттерме Шупашкара Раҫҫей Премьер-министрӗ Дмитрий Медведев, Ольга Голодец вице-премьер, РФ вӗрентӳпе наука, ҫавӑн пекех ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗсем Дмитрий Ливановпа Максим Топилин, РФ Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич, регионсен ертӳҫисем, бизнес тата профсоюз представителӗсем килсе ҫитрӗҫ.
«Йӑлана йышӑнса юлмалла».
Пӗлтерӗшлӗ мероприяти умӗн маларах килсе ҫитнӗ Ольга Юрьевна Шупашкарти 201-мӗш ача садӗнче тата 5-мӗш гимназире пулнӑ. Ку вӗрентӳ учрежденийӗнче ачасене тӗпчевпе эксперимент, лабораторипе практика ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑклантарассишӗн ҫине тӑраҫҫӗ. «Уҫӑ лабораторире» вӗренекенсем хӑнана хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарнӑ. Ольга Голодец ачасем вӗрентӳ хутлӑхӗн хуҫисем кунта хӑйсем пулнине палӑртнӑ. «Ҫак йӑлана халӗ ҫӗкленекен шкулсене кӗртсе хӑвармалла», – тенӗ вӑл.
ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулас умӗн Дмитрий Медведев тӗп хулари халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта пулнӑ. Кунта ӑна вакансисен «Работа в России» электрон базипе паллаштарнӑ, халӑхпа ӗҫлесси пирки каласа панӑ. Центрти ҫынсем Дмитрий Медведева пенсие индексациленӗшӗн тав тума та меллӗ самант тупнӑ, пӗрлех ҫулталӑкӑн иккӗмӗш ҫурринче те ҫакӑн пирки асра тытма ыйтнӑ. «Тӑрӑшӑпӑр, анчах та ҫакӑ манран кӑна килмест-ҫке-ха – экономикӑри пӗтӗмӗшле лару-тӑруран та», – хуравланӑ премьер. Патшалӑх Думипе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, вӑл Правительство пенси индексацийӗн ыйтӑвӗ патне ҫур ҫултан таврӑнасси пирки каланӑ. «Эпир нимӗн те пӑрахӑҫламан, халӑх умӗнче шантарнине пӗтӗмпех пурнӑҫлӑпӑр», – тенӗ «Единая Россия» партин ертӳҫи.
ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев паянхи кун тӗлне ӗҫ шыракансем республикӑра 5500 пулнине, е 0,78%, пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пӗтӗмӗшле ӗҫсӗрлӗхӗн пысӑках мар ӳсӗмӗ палӑрни сисӗнет. Ҫакна министр ытти регионра вӑй хунӑ ентешсем тӑван ҫӗрсене каялла таврӑннипе ӑнлантарнӑ. «Объективлӑ пулсан, экономикӑра та йывӑрлӑхсем ҫук мар», – килӗшнӗ Д. Медведев. Премьер-министр йӑнӑшасран, ултавран сыхланма тепӗр хут регистрациленекенсене тӗплӗ тӗрӗслемелли пирки асӑрхаттарнӑ.
Центрти тӗл пулу мобильлӗ офиспа паллашнипе вӗҫленнӗ: вӑл патшалӑх пулӑшӑвӗпе аякри ялсенче пурӑнакансене те чӑрмавсӑр тата вырӑнтах тивӗҫтерме май парать. Сергей Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн йышши куҫса ҫӳрекен пункт пулӑшӑвӗпе 5 пин ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ. «Ку питӗ меллӗ тата хӑтлӑ. Пирӗн патра центра ҫитме йывӑр ялсем те ҫук мар», – тенӗ Дмитрий Медведев ҫакӑн йышши мобильлӗ пулӑшуҫа пуҫласа курнине пытармасӑр.
Ӗҫлӗ ҫул ҫӳрев Шупашкар электромеханика колледжӗнче малалла тӑсӑлнӑ. Вӗрентӳ комплексне пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Правительство ертӳҫи занятисенчен пӗринче пулнӑ.
Ача сачӗсен строительствин 2015 ҫулта вӗҫленнӗ программине кӑҫалтан шкулсен строительствипе модернизацийӗн программи улӑштарӗ. Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ май премьер ҫакӑн пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Шкула ача сачӗ ҫумӗнче туса хума май паракан проектсем пур: ҫакӑ хӑтлӑ тата вӗрентӗве пӗр тикӗс ҫаврапа йӗркелет. Кӑҫал пуҫланакан программӑпа 25 млрд тенке усӑ курма тытӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ», – тенӗ премьер. Вӑл унта республика валли пӑхса хунӑ квота та пуррине палӑртнӑ. М. Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен вунӑ ҫулта 32 шкула реконструкцилеме тата 11 ҫӗннине тума хатӗрленет. Дмитрий Анатольевич регионри нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт-йӗрлӗ пулма пулӑшас, халӑха пурӑнма юрӑхсӑр кивӗ хваттерсенчен куҫарас программӑсемпе та кӑсӑкланнӑ. Паянхи кун тӗлне ҫакӑн пек черетре тӑракан 13 107 ҫынран ҫуррине ҫӗнӗ хваттер уҫҫисем панӑ.
«Уйӑракан укҫа-тенкӗшӗн кашни яваплӑ».
Ӗҫ рынокӗнчи пӗлтерӗшлӗ ыйтусене тата ӗҫпе тивӗҫтерессине халалланӑ канашлӑва Дмитрий Медведев ҫак кунсенче кӑна-ха Правительствӑн тӑнӑҫлӑ социаллӑ-экономика аталанӑвне тивӗҫтерекен 2016 ҫулхи экономика ҫул-йӗрӗн планне алӑ пусни пирки пӗлтернинчен пуҫланӑ. Унта халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес тӗллевпе федераци тата регион шайӗнче пурнӑҫлакан ӗҫсене сӳтсе явнӑ.
Экономика пулӑшӑвӗн планӗн мероприятийӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенке тупӑша кура уйӑрасси паллӑ – ҫакӑн ҫӑлкуҫӗсем тупӑнсан тата пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кура – премьер ҫакӑн пирки те асӑннӑ.
Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва лайӑхлатмалли экономика ӗҫӗ-хӗлӗн ҫӗнӗ планне кӗнӗ мерӑсем регионсене субсидипе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртме 10 млрд тенкӗ таран шантараҫҫӗ. Ун шайӗнче чи малтанах специалистсене ҫӗнӗрен вӗрентсе хатӗрлеме палӑртакан мероприятисене 120 пин ытла ҫынна явӑҫтарасшӑн. «Ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва лекнӗ предприятисенче вӑй хуракансем ӳсӗм валли аван организацисенче ӗҫ вырӑнӗ тупма пултарччӗр», – ҫапла ӑнлантарать Максим Топилин проект уйрӑмлӑхне.
Канашлура Дмитрий Медведев кӗпернаттӑрсене ӗҫпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртме уйӑракан укҫа-тенкӗшӗн кашниех яваплӑ пулни пирки аса илтернӗ:
– Енчен те ертӳҫӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакӑ вӗсен тӗллевӗ мар тет тата федераци ресурсне кӗтсе илсен тин мӗнле те пулсан ӗҫ туса ирттерме палӑртать пулсан регионӑн ҫак ертӳҫи кун хыҫҫӑнхи ӗҫсӗрлӗх ӳснипе ҫыхӑннӑ кӑмӑллӑ мар лару-тӑрушӑн яваплӑха хӑйӗн ҫине илӗ, – асӑрхаттарнӑ премьер.
Максим Топилин каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра паянхи кун тӗлне ӗҫсӗррисен йышӗ 4,4 млн.
– Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 5,8% тан тата виҫӗ уйӑх ӗнтӗ ҫак шайрах сыхланса юлать, – пӗлтернӗ федераци ведомствин ертӳҫи ӗҫсӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ лару тӑрӑва «лӑпкӑ» тесе хакланӑ май. Вӑл пӗлтӗрхи шая ҫывӑх. Министр ҫавӑн пекех паян ҫӗршывра 500 пин ҫын ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑха кӗрсе ӳкни пирки каланӑ. Вӗсенчен 301 пинӗ тулли мар ӗҫ кунӗн йӗркипе вӑй хурать. Танлаштарма вӑл кризис тапхӑрӗнчи 2009 ҫул кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ: ун чухне 1,7 млн ҫын тулли ӗҫ кунӗпе вӑй хурайман.
Сӑмах май.
2015 ҫулта хӑйсене кирлӗ ӗҫ вырӑнӗ тупма ҫӗршывра 4,3 млн ҫын пулӑшу илнӗ. Вӗсенчен 2,6 млн (61,5%) ӗҫе вырнаҫтарнӑ. 2014 ҫулта ӗҫпе тивӗҫтерекен органсем хӑйсен патне килнӗ граждансен 64,3% ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. |
Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? | Хӗрарӑм пурнӑҫра пысӑк вырӑн йышӑнать. Ялта тӗпленни вара пушшех те йывӑр ӗҫ пурнӑҫлать. Акӑ, Василий Белов «Лад» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн ӗлӗкрен килти хуҫалӑха хӗрарӑм - анне, мӑшӑр - тытса пынӑ. Хуҫалӑхри пур ҫӑра та унӑн аллинче, вӑл хӑҫан тата мӗн кирлине лайӑх пӗлет. Праҫниксене уявлассине, типӗ тытассине те хӗрарӑмах йӗркелесе пынӑ. Ҫитӗнекен ачасене те тӗрлӗ ӗҫе вӑлах хӑнӑхтарнӑ. Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсене ывӑлӗн мӑшӑрне, кинне, шанса панӑ».
Пуҫаруллӑ та маттур, хастар хӗрарӑмсем пурӑнаҫҫӗ Раҫҫейре. Яллӑ вырӑнсенче 19 миллион ытла хӗрарӑм тӗпленнӗ. Мӗнлерех вӑл? Статистиксем ҫакна тӗпчесе пӗлнӗ, вӗсемпе шӑпах сире паллаштарасшӑн. Пӗтӗмӗшле хаклава вара статистика ҫирӗплетет.
2015 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче 661 пин хӗрарӑма шута илнӗ, вӗсенчен 414 пинӗшӗ - хулара, 247 пинӗшӗ ялта пурӑнать. Хӑш халӑх ҫынни пурӑннине илес тӗк, чӑвашсем уйрӑмах йышлӑ - 84,2 процент, иккӗмӗш вырӑнта - вырӑссем, 9,6 процент, виҫҫӗмӗшсем - тутарсем, 4,3 процент.
Раҫҫейри пекех Чӑваш Енре те хӗрарӑмсен йышӗ арҫынсенчен ытларах. Сӑмахран, пин арҫын пуҫне 1145 хӗрарӑм тивет. Хӗрарӑмсен чи йышлӑ пайӗ Пӑрачкав районӗнче пурӑнать, унта пин арҫын пуҫне - 1169 хӗрарӑм.
Этемлӗхӗн черченкӗ ҫуррийӗ ҫут ҫанталӑк умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫласа ача ытларах ҫуратма тӗв туни чӑннипех савӑнтарать. Республикӑра пӗлтӗр 17,1 пин ача ҫуралнӑ. Ача амӑшӗсен вӑтам ҫулӗ 28,5 ҫулпа танлашнӑ. Яллӑ вырӑнсенче 2015 ҫулта 3550 ҫемье ҫавӑрнӑ, 1118 ҫемье арканнӑ.
Статистика ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗрсем пӗрремӗш хут 25-ре качча тухаҫҫӗ, иккӗмӗш хут ҫемье ҫавӑракансем вӑтамран - 37-ре. Тӗпрен илсен, уйрӑлакансен ӳсӗмӗ 25-29 ҫулсемпе пӗр килет.
Ялти хӗрарӑмсен вӑтам пурнӑҫӗ 76,08 ҫула тӑсӑлать, хуларисен кун-ҫулӗ ялтисенчен 1 ҫул вӑрӑмрах. 2015 ҫулта ялта пурӑнакан 4 пин хӗрарӑм вилнӗ. Ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн (37,2 процент), нерв системин (15,6 процент), тӗрлӗ шыҫӑ (7,3 процент), сывлав органӗсен чирӗсене пула (3,9 процент) вилнӗ.
Экспертсен шучӗпе нумай тата телейлӗ пурӑнас тесессӗн сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнни, тӗрӗс апатланни пысӑк витӗм кӳрет. Акӑ, ялти хӗрарӑмсен 80,1 проценчӗ ытларах аш-какай кӑмӑллать. Ялта пурӑнакансен 31,6 проценчӗ, хуларисен 32,2 проценчӗ пулӑран апат хатӗрлет. Ялти хӗрарӑмсен 64,3 проценчӗ пахча-ҫимӗҫпе апатланать, хуларисен - 77,9 проценчӗ.
Ҫапах та ҫамрӑклӑха тата пӗлӗве пӑхмасӑр хӗрарӑмсене ӗҫ тупмашкӑн ҫӑмӑл мар иккен. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр ялта тӗпленнӗ 15-72 ҫулхи 118 пин хӗрарӑмран 96,8 проценчӗ тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ, 3,2 проценчӗ ӗҫсӗр пулнӑ.
Ҫапларах пулса тухрӗ паянхи хӑрарӑм сӑн-сӑпачӗ. Вӑл - 40-рен иртнӗ, вӗреннӗскер, ӗҫре тӑрӑшаканскер. Унӑн ӗҫ укҫи 15 пин тенкӗпе танлашать. Вӑл ҫемье хаклавне мала хурать. Качча тухнӑскер, ҫемьере икӗ ачаран кая мар, йӑла-йӗркене ҫирӗп пӑхӑнать, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать, ӗҫчен.
Ялта пурӑнакан хӗрарӑм паянхи пурнӑҫ уттинчен юлмасӑр шав малалла ӑнтӑлать. Вӑл ачасене тивӗҫлӗ воспитани парать, обществӑлла ӗҫе те хастар хутшӑнать.
Илӗртӳллӗ те ҫепӗҫ чунлӑ паянхи хӗрарӑма ҫӑмӑл мар пурнӑҫра ырлӑх-сывлӑх, телей тата ӑнӑҫу сунатпӑр. Уяв ячӗпе сире! |
Унра вăй-хал тапса тăрать | Хӗрарӑмсене черчен теҫҫӗ те, анчах та ҫак черченлӗх мӗн чухлӗ хӑватлӑ ӗҫ пурнӑҫлать. Яваплӑхран та хӑрамасть вӑл. Йывӑрлӑха та парӑнмасть. Авӑнать - хуҫӑлмасть, такӑнсан та тӑрса малалла утать.
Ҫакӑн пек хӗрарӑмсенчен пӗри вӑл - Ольга Петровна Андреева. Маттур хӗрарӑмра яланах вӑй-хал тапса тӑнӑн туйӑнать. Вӑл ҫынпа тӗл пулсассӑн ӑшшӑн калаҫать, ыйтусем ҫине те тӗплӗн хуравлать, ӑнлантарса парать. Килте вӑл - хисеплӗ мӑшӑр, юратнӑ анне, асанне. Ӗҫре вара маттур ертӳҫӗ.
Ольга Петровна 2010 ҫултанпа Тукай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ. Ҫавна май килти ӗҫсене пурнӑҫланипе пӗрлех, ӗҫри ыйтусене те вӑхӑтра уҫӑмлатмалла, татса памалла. Ял ҫыннисене куллен пӑшӑрхантаракан ыйту вара сахал мар. Тукай ял тӑрӑхне кӗрекен ултӑ ялта - Ҫӗнӗ Мӑратра, Анат Тимӗрчкассинче, Тури Тимӗрчкассинче, Тӑманлӑ Выҫлире, Тукайра, Вутланра - пурнӑҫламалли ӗҫ нумай. Ӗҫсене вара пӗччен мар, ял ҫыннисемпе калаҫса, килӗшсе татӑлса пурнӑҫламалла. Тирпей-илем кӗртмелле, урамсенчи ҫулсене пӑхса тӑмалла, шыв пӑрӑхӗсем аван ӗҫлеҫҫӗ-и, пушар машини яланах юсавлӑ-и...
Хӗрарӑма яваплӑ ӗҫре тӑрӑшма ҫӑмӑлах мар пулин те, Ольга Петровна нихӑҫан та пуҫне усмасть. Пур ыйтӑва та вӑхӑтра татса парать, кирлех пулсассӑн ыттисене те пулӑшма вӑхӑт тупать. Ахальтен мар таврара ун пирки : «Вӑл пӑрчӑкан пек, вӑр-вар, маттур», - теҫҫӗ.
Пушӑ вӑхӑтра Ольга Петровна - обществӑлла ӗҫре те чи пуҫаруллисенчен пӗри. Вӑл районти, республикӑри мероприятисене хастар хутшӑнать, ыттисене те пӗрле явӑҫтарать. Тукай ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ, тӑтӑшах тӗрлӗ спорт, культура мероприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Маттур хӗрарӑм юрра-ташша та ӑста. Вӑл Ҫӗнӗ Мӑратри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗн артисчӗ. Ансамбле ҫӳреме пуҫланӑранпа кӑҫал 23 ҫул ҫитнӗ. Ҫак вӑхӑтра ансамбль республикӑри тата унӑн тулашӗнчи тӗрлӗ конкурссене, фестивальсене хутшӑннӑ. Малти вырӑнсене те пӗрре мар йышӑннӑ.
Ӑшӑ кӑмӑллӑскер пушӑ вӑхӑтра алӑ ӗҫӗ тума юратать. Чӗнтӗр йӗппипе тӗрлӗ япала ҫыхать вӑл. Пахчара, килте тӗрлӗ чечек ҫитӗнтересси те уншӑн юратнӑ ӗҫ. Вун-вун тӗрлӗ чечек хӑйӗн илемӗпе савӑнтарать.
Ольга Петровна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ май, таврари ялсенчи пурнӑҫпа куллен паллашать, кирлех пулсассӑн вырӑна тухать, ҫынсемпе тӗл пулать, калаҫать, ҫивӗч ыйтусене пӗрле сӳтсе явать. Унӑн тӗп тӗллевӗ - ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатасси, халӑх сывлӑхне упрасси, амӑшлӑха, ачалӑха, ҫемьене хӳтӗлесси, пурнӑҫра йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене пулӑшасси. Ҫак ӗҫре ӑна ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ те сахал мар пулӑшу кӳрет. Шӑпах ҫемьене пырса тивекен ыйтусене вӗсем пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртмешкӗн пӗрле тӑрӑшаҫҫӗ.
Ольга Петровна ҫут тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ анне. Вӑл ывӑлӗсене амӑшӗн ӑшшине парса ҫитӗнтерсе, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшнӑ. |
Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба | Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ пулнине тӗслӗхпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Аслӑрах ҫулхисем ҫеҫ мар, ҫамрӑксем те пурнӑҫра ҫитӗнӳ патне ҫирӗп утӑмсемпе утаҫҫӗ. Паян вӗсенчен пӗринпе шӑпах сире паллаштарасшӑн. Люба Галкина - вӗренӳре маттур пулнӑшӑн, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн кӑҫал Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятран паракан стипендине тивӗҫнӗ.
Люба 1999 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче кун ҫути курнӑ, ҫемьери иккӗмӗш ача вӑл. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра пӗлӳ пухаканскерӗн пӗр пушӑ вӑхӑт та ҫук, вӑл яланах тӗрлӗ конкурссемпе олимпиадӑсене хутшӑнма хатӗрленет. Хими, математика, акӑлчан чӗлхипе вырӑс литература предмечӗсене вара уйрӑмах килӗштерет тӑрӑшуллӑ хӗр.
Тӑрӑшса вӗреннӗрен хӗр районти олимпиадӑсенче тата республикӑри конкурссенче ҫӗнтерет. Люба яланах малтисен ретӗнче. Акӑ, 2015 ҫулта вӑл «Чувашия - территория будущего» эссе конкурсӗнче I-мӗш степенлӗ Диплома тивӗҫнӗ. 2016 ҫулта та «Роль литературы в жизни человека» эссе конкурсӗнче «У человека должны быть любимые произведения к которым он обращается неоднократно, которые знает в деталях» номинацире 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Пӗлтӗр пултаруллӑ хӗрпӗрчи шкул ачисен «Наука. Творчество. Развитие» наукӑпа практика конференцийӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗ ирттернӗ «Научный старт» наука конференцине хутшӑнма та вӑхӑт тупнӑ.
2014 ҫулта вара Люба Зеленодольск хулинче Каюма Насыри ячӗпе регионсем хушшинчи ҫамрӑксен 12-мӗш наукӑпа тӗпчев вулавӗнче «Хими» секцийӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗр ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче те алӑ усса лармасть. Пушӑ вӑхӑтра кӗнеке вулама кӑмӑллать, тӗрлӗ мероприятисене хутшӑнма та ерҫет. Акӑ, тӗслӗхрен, 2014 ҫулта вӑл республикӑри «НАНОГРАД-Ч» ҫуллахи лагерьте тӑрӑшнӑ.
Ҫавӑнпа пӗрлех Люба А.И.Герцен ячӗллӗ РГПУ ирттерекен дистанци конкурсӗсемпе олимпиадӑсене, уҫӑ интернет-конкурссене хутшӑнса пӗлӗвне ӳстерет, ҫитӗнӗвӗсем те сахал мар. Наукӑсӑр пуҫне пултаруллӑ хӗр ӳнер искусствипе интересленет. Ӳкерет.
Люба шкулти кашни урока тӗплӗн хатӗрленет. Тухтӑр пулма ӗмӗтленекенскер, тӑрӑшса вӗренет.
Людмила Гурьевнӑпа Александр Васильевич Галкинсем хӗрӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Куллен пулӑшса, хавхалантарса пыраҫҫӗ. |
Ĕçчен çын яланах хисепре | Кӑҫал республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Йӑлмахва ял библиотекинче ялти хисеплӗ ҫынсемпе тӗл пултӑмӑр.
Сӑмахран, Владимир Васильевич Албутов ӗҫре чапа тухнӑшӑн Ӗҫ Мухтавӗн 3-мӗш степеньлӗ орденне тивӗҫнӗ, Георгий Анисимович Хораськина «Хисеп Палли» орденпа наградӑланӑ. Петр Егорович Рыжов - «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ».
Ял библиотекин библиотекарӗ А.Г.Ефремова, культура ӗҫченӗ Р.В.Смирнова ял тӑрӑхӗнче кӑҫал йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштарчӗҫ. Чи малтанах ӗҫчен ҫын яланах хисепре пулни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Ҫамрӑксен шӑпах вӗсенчен тӗслӗх илмелле, вӗсен пуян опычӗпе паллашмалла.
Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май, пухӑннисем пурнӑҫра кино пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса хӑварчӗҫ. Хӑйсем тарӑн шухӑшлӑ тата пӗлтерӗшлӗ кинофильмсем курни ҫинчен аса илчӗҫ.
Ҫавӑн пекех кинора янӑракан, янӑранӑ юрӑсемпе викторина иртрӗ. |
Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ | 2015 ҫул Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Указӗпе Раҫҫей Федерацийӗнче Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьев Указӗпе Чӑваш Енре К.В.Иванов ҫулталӑкӗ пулчӗ.
Литература - пирӗн культурӑн чи кирлӗ пайӗ, вӑл йӑла-йӗркене, Тӑван ҫӗршыва юратнине сыхласа хӑварма май парать. Литература ҫулталӑкӗнче Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлекен Уполномоченнӑй «Аннен, асаннен юмахӗсем» конкурс ирттерчӗ. Эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, юмах пире мӗн ачаран воспитани памалли мел шутланать. Ачасемпе танах аслисем те хаваспах юмахсем итлеме юратаҫҫӗ, вӗсене пула ҫывӑх ҫыннисемпе, юлташӗсемпе татах та ырӑ кӑмӑллӑрах пулма вӗренеҫҫӗ.
Конкурс ачасем, ашшӗ-амӑшӗ, аслаш- шӗсемпе асламӑшӗсем хушшинче иртнӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйисем, ачисем, мӑнукӗсем, тӑван тавралӑх, юратнӑ чӗр чун ҫинчен ырӑ юмахсем шутласа кӑларнӑ, ӗҫӗсене капӑрлатнӑ.
Нумаях пулмасть 1500 тиражпа икӗ томлӑ «Аннен, асаннен тата манӑн юмахсем» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта хастар арҫын ачасемпе хӗрачасен, ашшӗ-амӑшӗпе аслашшӗ-асламӑшӗн пӗрлехи ӗҫӗсем кӗнӗ.
Илемлӗ юмах авторӗсене чунтан тав тӑватпӑр. Кашни автора пӗрер кӗнеке парнелетпӗр. |
Шăши чирĕнчен асăрханар | ГЛПС (геморрагическая лихорадка с почечным синдромом) е шӑши чире йывӑр чирсен шутне кӗрет. Ҫак чирпе пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем 2015 ҫулта - 8 ҫын, 2016 ҫул пуҫламӑшӗнче 5 ҫын чирлени паллӑ.
Шӑшисен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗрен ҫак чирпе чирлесси куҫ кӗретех. Пирӗн енче ҫак чире уйри сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ шӑшисем ӗрчетеҫҫӗ. Вӗсенчен инфекци ытти шӑшисене те ерет. Анчах шӑшисем хӑйсем чирлемеҫҫӗ. ГЛПСа пуҫарса яракан вирус шӑшисен организмӗнчен шӑкпа, каяшпа тухать, сӗлекепе те тухма пултарать. Хӗллехи вӑхӑтра шӑшисем ҫын пурӑнакан вырӑнсене куҫаҫҫӗ. Чир ҫынна шӑшисен шӑкӗпе, каяшӗпе вараланнӑ япаласем урлӑ ерет (ҫулҫӑ, йӗкел, хӑрӑк турат пуҫтарнӑ чух, выльӑх апачлӗх тырӑпа, утӑ-улӑмпа, коллективлӑ садсенче ӗҫленӗ, тирпейленӗ, вӑрман ӗҫленӗ чухне, хӗллехи вӑхӑтра вӑрмансенче вырнаҫнӑ ҫуртсенче пулнӑ вӑхӑтра, шӑшисем вараланӑ апат-ҫимӗҫе сывлӑшпа тусан урлӑ).
Вирус организма лекнӗренпе чир пуҫланичченхи тапхӑр (инкубаци тапхӑрӗ) 1,5 уйӑх таран тӑсӑлать, ытларах чухне ку тапхӑр 17-19 куна пырать. Чир ернӗ ҫыннӑн ӳт-пӳ температури 39-40 градус таран хӑпарать, ҫынна шӑнтса пӑрахать, пысӑк температура 5-7 куна пырать. Чирлӗ ҫынсем пуҫ хытӑ ыратни, мышцӑсем, шӑмӑ сыпписем кансӗрлени, вӑйран кайни пирки калаҫҫӗ. Чирӗн пӗрремӗш эрни вӗҫленнӗ тӗлелле пӳресем сиенленнин паллисене асӑрхама пулать - шӑк сахал тухать. Ҫавна пула чирлӗ ҫынсем вилме те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чир паллисем пуҫлансан килте выртмалла мар, больницӑна каймалла. Ҫак чирӗн диагнозне лартма чирлӗ ҫыннӑн юнне Шупашкарти уйрӑмах хӑрушӑ инфекцисен лабораторийӗнче 2 е 3 хутчен тӗрӗслеҫҫӗ.
ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар. |
Ытлашши хĕвел те сиенлĕ | Юлашки тапхӑрта Раҫҫейре ҫеҫ мар, Чӑваш Республикинче те меланома чирӗпе аптракансен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Меланома вӑл - чи хӑрушӑ шыҫӑсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ чир хӑвӑртах ытти органсене куҫса сиенлетме пултарнипе уйрӑлса тӑрать. Вӑл меланоцитсенчен, ҫыннӑн ӳт тӗсне палӑртакан пигментсенчен, аталанса пуҫланса каять. Асӑннӑ чир ыйтӑвӗсемпе районти тӗп больницӑн врач-дерматовенерологӗпе Инна Юрьевна НИКОНОРОВӐПА калаҫатпӑр.
- Чи малтанах меланома чирне аталанма пулӑшакан тӗп сӑлтавсене палӑртсамӑр.
- Хӗвелӗн УФ-пайӑркисем ӳте амантни. Юлашки вӑхӑтра хӗвел пайӑркисемпе пиҫсе кайни те меланома чирне пуҫаракан тӗп фактор пулма пултарнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ача чухне хӗвелпе пиҫсе кайни те ҫулсем иртнӗҫемӗн чир сӑлтавӗ пулса тӑма пултарнине асӑрхаттараҫҫӗ.
Тур паллисене сиенлетни те чир пуҫламӑшӗ пулма пултарать. Ҫавӑн пекех меланома чирӗ пуҫланасси ҫине этем хӑш раса ҫынни пулни, хӑш ушкӑна кӗни те пысӑк витӗм кӳнине палӑртаҫҫӗ тӗрлӗ сӑнавсем. Уйрӑмах ҫутӑ ӳтлӗ, ҫутӑ кӑвак куҫлӑ ҫынсем асӑннӑ чирпе ытларах аптраҫҫӗ-мӗн. Ку чухне йӑх та пысӑк вырӑн йышӑнать. Енчен те ҫывӑх тӑвансенчен кам та пулсан меланома чирӗпе чирленӗ пулсан ку хӑрушлӑх темиҫе хут ӳсет. Ҫавӑнпа та кун йышши ҫынсен кварталта пӗрре дерматовенеролог патӗнче тӗрӗслевре пулмаллах. Кунсӑр пуҫне виҫесӗр эрехпе иртӗхни асӑннӑ чир патне илсе ҫитерме пултарать. Асӑннӑ чир уйрӑмах ҫамрӑксем хушшинче анлӑ сарӑлать.
- Меланома чирне мӗнле асӑрхаса пӗлме пулать?
- Малтанхи тапхӑртах усал шыҫӑ пуҫаракан меланомӑна ахаль куҫпа пӑхса асӑрхама май ҫук. Ку чухне вӑл хӑй ҫинчен нимӗнле те систермест, ыратнине те туймастӑн. Чирӗн юлашки тапхӑрӗнче вӑл ытти органсене куҫса сиенлетме пуҫласан температура хӑпарма, вӑй-хал чакма тата ҫын начарланма пултарать. Кун пек чухне ӳт тӗсӗ улшӑнать.
Ӳт ҫинче хӑмӑр е хура тӗслӗ пӑнчӑ, е ӳтрен мӑкӑрӑлса тӑракан тур палли тухать. Кун пек япаласене уйрӑмах ҫамрӑксенне асӑрхама пулать. Ҫийӗнчех тухтӑр патне килмелле. Ҫавӑн пекех унччен пулнӑ тур палли хӑйӗн виҫине, тӗсне улӑштарсан, юнланма пуҫласан, ун ҫинчех мӑкӑль тухсан та тимлӗхе ӳстермелле. Ҫавӑнпа та тӑтӑшах кӗлеткене сӑнаса, тӗрӗслесе тӑмалла, кӗлетке ҫинче нумай тур паллиллӗ ҫынсен ҫур ҫулта пӗрре дерматовенеролог патне ҫитсе килме вӑхӑт тупмаллах.
- Асӑннӑ чиртен сыхланас тесе мӗн пӗлмелле?
- Уйрӑмах хӗвелтен хӳтӗленме тӑрӑшмалла. «А» тата «В» ультрафиолет пайӑркасем ӳт-пӳшӗн сиенлӗ. Ҫавӑнпа та вӗсенчен сыхланас тесен хӗвелтен хӳтӗлекен кремсемпе усӑ курмалла. Вӗсене ӑмӑрлӑ ҫанталӑкра та кӗлеткен уҫӑ вырӑнӗсене, хӑлхасене, мӑйӑн хыҫалти пайне, тутана те сӗрмелле. Вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗпепе, шӑлаварпа ҫӳрӗр. Тӗксӗм тӗслӗ ҫипуҫ ҫутӑ тӗслинчен ытларах хӗвелтен хӳтӗлет. Пуҫа, сӑмсана, хӑлхасене хӳтӗлекен бейсболка е шӗлепке тӑхӑнӑр. Ҫавӑн пекех куҫа ультрафиолет пайӑркасенчен хӳтӗлекен куҫлӑх тӑхӑнмалла. Ультрафиолет пайӑркасенчен сыхланма ятарлӑ хими хутӑшӗпе усӑ курнӑ куҫлӑхсем ҫеҫ куҫшӑн усӑллӑ. Ҫу кунӗсенче хӗвел ҫав тери хытӑ хӗртнӗ вӑхӑтра та тулта ҫӳреме сӗнместӗп. Солярисене ҫӳрени те сиенлӗ пулнине асра тытмалла. Соляри сеансӗ вӑхӑтӗнче ультрафиолет пайӑркасем ӳте татах та шаларах кӗреҫҫӗ, ҫапла майпа ӳт ракне пуҫарас хӑрушлӑха ӳстереҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ йӗркесене аслисемпе танах ачасене те пӑхӑнмалла. |
Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! | Статья ятне курсан вулакан ку хӑй те Елчӗк ҫынни пуль ӗнтӗ, ҫавӑнпа хӑй тӑрӑхне мухтать тесе шухӑшлама пултарӗ.
Ара, эстрада ҫӑлтӑрӗ тесе хӑйсемпе паллаштаракансен концерчӗсене кайсан: «Ӑҫта эсир, елчӗксем?» - йышши кӑшкӑрашу-ҫуйхашӑва илтме тӳр килет-ҫке. «Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!» - тенӗрен те эпӗ савӑн пеккисенчен хӑраххи тесе шухӑшлама пулать-тӗр.
Ҫук, вӑл тӑрӑхри ҫын мар. Республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ ҫав районтисене унтисем хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхине хытах сума сунӑран юрататӑп-хисеплетӗп.
Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗринче ӗҫленӗ май тӗрлӗ районта пулма тӳр килнӗ. Юрӗ, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсем вырӑсла калаҫнинчен тӗлӗнмӗп. Канаш, Ҫӗмӗрле тата ытти хулара вырӑсла пупленине те ӑнланатӑп. Тӳрех палӑртам: кунта эпӗ национализм е унтан та ытларах - шовинизм сӗмӗпе каламастӑп. Чӑн чӑваш районӗсенче, унти пӗчӗк кӑна ялсенче те мероприятине вырӑсла ирттернине те тахҫанах хӑнӑхса кайрӑм темелле. Кун пек лӑпкӑн йышӑннине вырӑсла толерантлӑх теҫҫӗ курӑнать-ха. Шӑпах ҫав толерантлӑх пур та ӗнтӗ манра.
Анчах елчӗк тӑрӑхӗнчи мероприятисенче пулсан пачах урӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуралать. Толерантлӑх тени таҫта хӑямат шӑтӑкне кайса ҫӗтмест-ха. Кунта урӑх туйӑм ҫуралать. Мӑнаҫлӑх. Елчӗксемшӗн. Вӗсемшӗн кӑна мар, тӑван халӑхӑмшӑн. Тӑван халӑхӑмпа пӗрлех унӑн янӑравлӑ, ҫепӗҫ чӗлхишӗн.
Сӑмахӑма ҫирӗплетме паянхи мероприятие илсе парам. Пушӑн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче районӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетекен канашлу ирттернӗ. Хам унта пулман та, вырӑсла е чӑвашла калаҫни пирки пӗлейместӗп. Пӗлменнине вара пӗлнӗ пек туса суеҫтерес килмест. Пӗлтӗрхинче вара пулнӑччӗ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче статья та ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретӗп, район активӗ социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкерме пухӑннӑччӗ, унта республикӑри тӳре-шара та пырса ҫитнӗччӗ.
Район шайӗнчи пысӑк уява депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Роза Молодова чӑвашла уҫнӑччӗ, залри хӑнасемпе тӑван чӗлхепе паллаштарнӑччӗ. Сӑмах май каласан, карас телефонӗсене сӳнтерме ыйтатпӑр тесе те пуху пуҫланиччен темиҫе хутчен те, кашнинчех - чӑвашла, асӑрхаттарчӗҫ. Елчӗк районӗн 2014 ҫулхи аталанӑвне тишкерекен доклада райадминистраци пуҫлӑхӗ Николай Миллин чӑвашла вуласа панӑччӗ.
Тӳре-шарана пухса ирттернӗ канашлуччен районти вулавӑшра «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑвашла кӗнекене чӑвашла хӑтланинче тӗлӗнмелли ҫук та тейӗн. Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ял пухӑвне те вырӑсла ирттернине шута илсен елчӗксен чӑвашла хӑтлавӗ савӑнтармаллипех савӑнтарнине палӑртнӑччӗ эпӗ вӑл статьяра.
Пушӑн 2-мӗшӗнчех елчӗксен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетмелли канашлӑва пынисем тӗрлӗ куравпа паллашма пултарнӑ. Йӑлт чӑвашла хатӗрленӗ вӗсем. Сӑнӳкерчӗксене пӑхса ларнӑ май чун чӑннипех те савӑнчӗ. Ҫавӑнпах: «Сывӑ пултӑр Елчӗк ен!» - тесе калас килсе кайрӗ. |
Эх, мĕнлескер... | Ҫак кунсенче ҫывӑх ҫыннисем, ӗҫтешӗсем, пӗлӗшӗсем хӗрарӑма ӑшӑ сӑмахпа, асӑнмалӑх парнепе хавхалантараҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах нихҫанхинчен илӗртӳллӗрех вӑл. «Эх, мӗнле хӗрарӑм», - ахальтен мар чарӑнса тӑрсах куҫ илми сӑнаҫҫӗ ӑна арҫынсем. Йӑл кулӑпа ҫиҫекенскер, чӑнах, тавралӑха илем кӳрет.
Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта «Эх, мӗнле хӗрарӑм» конкурс йӗркелесси йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал 10-мӗш хут иртрӗ вӑл. Унта ача сачӗн воспитателӗсем, педагогсем, экономист, «Чӑвашэнерго» пай пуҫлӑхӗ хутшӑнчӗҫ.
Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тӗрӗсех каларӗ: пирӗн хӗрарӑмсем чи пултаруллисем, чи ӑслисем, чи хитрисем.
- Эпир аннене, мӑшӑра, хӗре килти хӑтлӑхшӑн тав тӑватпӑр. Хӗрарӑмсем ӗҫре ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ, ачасене тӗрӗс воспитани параҫҫӗ. Эпир сире хаклатпӑр, хисеплетпӗр, юрататпӑр, - терӗ вӑл этемлӗхӗн черчен ҫуррине ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май.
Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмсен хастарлӑхне, ҫаврӑнӑҫулӑхне, ӑнтӑлӑвне ырларӗ вӑл.
Хӗрарӑмсен союзӗн Шупашкарти уйрӑмӗн ертӳҫи Ирина Клементьева хӑйсен тӗпренчӗкӗсене тата ют ачасене чунран юратакан амӑшӗсемпе мӑнаҫланнине палӑртрӗ. Вӗсем, паллах, хисепе тивӗҫлӗ.
Ачисене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерекен, мӑшӑрӗпе килӗштерсе пурӑнакан, ӗҫре ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ хӗрарӑм телейлӗ. Юрласа-ташласа пурнӑҫа хытӑ юратнине ӗнентерчӗҫ конкурса хутшӑнакансем. Нумайӑшӗ видиопрезентаци урлӑ хӑйӗнпе паллаштарчӗ.
Шупашкарти 35-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Надежда Мокеева сцена ҫине ӗҫтешӗсемпе пӗрле тухрӗ. Тӑванлӑх юррипе куракансен кӑмӑлне ҫавӑрчӗҫ вӗсем. Унӑн ывӑлӗ - сӑвӑ каласа, хӗрӗ ташласа тыткӑнларӗ. Татьяна Васильева экономиста хавхалантармашкӑн ывӑлӗпе хӗрӗ тата мӑшӑрӗ кӑна мар, ашшӗпе амӑшӗ те, хуняшшӗпе хунямӑшӗ те килнӗ. Ольга Иванова педагог ачисене пулӑшма ыйтса кӗлӗ вуларӗ. «Эсӗ - пирӗн анне, ҫавӑнпа юрататпӑр та сана», - сцена ҫине чупса тухрӗҫ тӗпренчӗкӗсем.
Жюри шухӑшӗпе, конкурсра 23-мӗш вӑтам шкул директорӗн ҫумне Наталия Юдинӑна ҫитекенни пулмарӗ.
Конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Чипер те пултаруллӑ хӗрарӑмсен ячӗпе юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ. |
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем | Ҫулталӑкри чи илемлӗ уяв умӗн ӗҫлӗ калаҫу пуҫарчӗҫ Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн хастарӗсем. Калаҫма сӑлтавӗ те пур - общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ольга Зайцева нарӑс уйӑхӗнче Мускавра иртнӗ Раҫҫей Хӗрарӑмӗсен союзӗн конференцине хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Конференци «Хӗрарӑмсен канашӗсем - регион ҫирӗп аталанӑвӗн факторӗ» ятпа иртнӗ. Раҫҫей хӗрарӑмӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Екатерина Лахова Союз ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен доклад тунӑ, малашлӑх тӗллевӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫакӑ кӑмӑллӑ - Екатерина Филипповна чи малтанах пухӑннисене хастарлӑхшӑн, пуҫарулӑхшӑн тав тунӑ, унтан тӳрех... чӑваш хӗрарӑмӗсем пирки сӑмах пуҫарнӑ, ыттисене вӗсенчен - пирӗнтен тесе вула - тӗслӗх илме сӗннӗ. Мӗнпе тыткӑнланӑ-ха пирӗн чиперуксем ҫӗршыв шайӗнчи чи хастар хӗрарӑма? Аса илтерем, республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ, ун чухне ҫакӑн пек ятлӑччӗ-ха пирӗн организаци, пуҫарнипе иртнӗ ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа кашни районтах «Ҫӗнтерӳ пусми» хатӗрленӗччӗ. Ҫавӑ килӗшнӗ-мӗн Екатерина Филипповнӑна. Ольга Юрьевна Мускава хайхи конференцие те асӑннӑ пусмана илсе кайнӑ. Чӑн та, чи пысӑккине мар, Муркашсем хатӗрленине. Раҫҫей хӗрарӑмӗсем ӑна тыта-тыта пӑхнӑ: «Алӑпах хатӗрленӗ-ши вара кӑна?» - тесе иккӗленнӗ курӑнать. Муркаш алӑ ӑстисем хатӗрленӗ пусма халӗ Раҫҫей регионӗсен архивӗсенче упранасси иккӗлентермест - ун умӗнче, унпа пӗрле нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме кӑмӑл тунӑ.
Докладне вӗҫлесен Екатерина Лахова никама та мар, чи малтан Союзӑн Чӑваш Енри ертӳҫине Ольга Зайцевӑна сӑмах панӑ. Ольга Юрьевна пӗрлӗх опычӗпе паллаштарнӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ «Кашни ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑнта - ҫемье», «Чӑваш Ен - халӑхсен тата культурӑсен пӗрлӗхӗн вӑйӗ» проектсене епле пурнӑҫласа пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр ӗҫе пайӑррӑн палӑртнӑ. «Пурнӑҫшӑн» проектпа усӑ курса, сӑмахран, усал шыҫӑпа асапланакан хӗрарӑмсене психологи пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. «Эсӗ кирлӗ пире, юлташӑм» проект тин ҫеҫ ирӗке тухнӑ хӗрарӑмсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшупа тивӗҫтерме май парать. Сӑмах май, ҫӳлерех асӑннӑ Ҫӗнтерӳ пусмисем ака уйӑхӗнче Мускава ҫула тухӗҫ - унта вӗсен куравне йӗркелеме палӑртнӑ.
Мускаври ӗҫ-пуҫпа паллашнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ юхӑмӑн вырӑнти хастарӗсем сӑмах илчӗҫ. Республикӑри наркодиспансер тӗп тухтӑрӗн заместителӗ Ирина Трофимова «симӗс ҫӗлен» тыткӑнне лекнисене мӗнле пулӑшнине каласа кӑтартрӗ. Чӑваш Пукане театрӗн директорӗ Елизавета Абрамова «Эсӗ кирлӗ пире, тусӑм» проектпа тӗплӗнрех паллаштарчӗ. Сывлӑх, экономика ыйтӑвӗсене хускатрӗҫ пухӑннисем. Чӑваш арҫыннисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Викторов воспитани ыйтӑвне малти вырӑна кӑларчӗ. Союз ҫумӗнчи Попечительсен канашӗн ӗҫне йӗркелесе пыракан Лариса Игнатьева чӑваш хӗрарӑмӗнчен тӗлӗнме пӑрахманнине пытармарӗ - мӗн тери пултаруллӑ та ӑслӑ вӗсем. «Аннӗрсене, аппӑр-йӑмӑкӑра, юлташӑрсене упрӑр», - терӗ Лариса Юрьевна пухӑннисене ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май.
Пухӑннисен сӗнӗвӗсене, шухӑшӗсене Ольга Зайцева пӗтӗмлетрӗ. «Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан хӗрарӑмсен телейлӗ пулмалла - ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн ӗҫлетпӗр эпир, - пӗр шӳтлерӗ, пӗр чӑнласах калаҫрӗ Ольга Юрьевна. - Пурнӑҫра йӑлтах хӗрарӑмран килет, пӗтӗм тӗнче хӗрарӑм тавра ҫаврӑнать. Ҫак пурнӑҫра мӗн пурри - хӗрарӑм тата ачасем». Хӗрарӑмсем арҫынсене таҫта пӑрахса хӑварасшӑн тесе шухӑшласа хӑраса ан ӳкӗр. Кирек хӑш арҫын та - камӑн та пулин ачи, ҫапла мар-и вара? Хӗрарӑм вара - хӗрарӑм... |
Тӗнче пӑсӑлчӗ | Нимӗн те мар, тӗнче пӑсӑлса пыни пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, канӑҫ памасть мана. Хальхи тӗнче вӑл Библири ҫылӑхлӑ хуласенчен — Содомпа Гоморрӑран — та иртсе кайнӑ. Хӑрушлӑхра пурӑнатпӑр эпир. Ҫыран хӗррине ҫитсе тӑнӑ ӗнтӗ. Тӗнче юлашки вӑхӑтра вӗҫленсе пынӑнах туйӑнать. Пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли, чи хакли — пӗртен пӗр ҫемье. Ҫавӑнпа та ачасене тӗрӗс-тӗкел ӳстерме тӑрӑшмалла, пӗтӗм юратӑва вӗсене парнелемелле. Тӗпренчӗксемпе савӑнмалла.
Турӑ пур, вӑл йӑлтах, лайӑххине те, япӑххине те, курса тӑрать. Пурнӑҫ вӗҫӗнче пурин те явап тытма тивет. Ҫавӑнпа та тӗрлӗ вӗт-шакӑршӑн пуҫ ватма кирлӗ мар. Тепри ура хуни, такӑнтарни, кӳрентерни, ҫилленни — пӗчӗк ҫӳп-ҫап ҫеҫ. Пурнӑҫ питӗ хаклӑ та кӗске, вӑя ирсӗрлӗхпе усал ҫине тӑкакламалла мар. Ытла аялти шая анса лармалла мар ҫыннӑн. Вак-тӑвекшӗн мӗншӗн вӑрҫӑнмалла.
Темле тӗнче пулса кайрӗ, пур ҫӗрте те ҫавнашкал, хамӑр чӑваш писателӗсен хушшинче те сисӗнет ҫакӑ, пӗри теприн пултарулӑхӗшӗн савӑнмасть, мухтас вырӑнне вӗчӗрхенет. Лайӑххине мӗншӗн ырламалла мар-ха пирӗн. Хӑпартлантӑр тата малалла кайтӑр ҫын. Йывӑр хуйхӑра та пӗр-пӗрне ӑнланма, пулӑшма тӑрӑшмалла. Тӑшман инкеке лекнишӗн, унӑн ҫывӑх ҫынни вилнишӗн савӑнмалла мар. Вилӗм шӑл пӑхмасть, кирек кам килне те пырса шаккама пултарать. Ҫын хуйхишӗн савӑнни паян пулмасан, ыран пырса ҫапатех. Инкек тӳснӗ ҫынпа хутшӑнусем япӑх пулсан та, «Турӑҫӑм, унӑн хуйхӑ, манӑн чӗрене те ҫемҫет», — ҫавнашкал калама вӑй ҫитермелле.
Усал тӑвакана ырӑпа тавӑрма хушаҫҫӗ. Мана ялан пӗр ытарӑш аса килет. Икӗ пуян пӗр-пӗрне курайман, хайхискерсем иккӗшӗ те пасарта суту-илӳ тунӑ. Пӗр пуянӗ патне тавар туянма пынӑ. «Манӑн тавар аптрамасть-ха, ав ҫав ҫыннӑн манӑннинчен те чаплӑрах», — тӗллесе ярать хайхи тепӗр пуян патне. Лешӗ каять те каласа кӑтартать. Чунӗ ҫемҫелет теприн. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр-пӗрне курайманскерсем тӗлӗнмелле ҫывӑх туссем пулса тӑраҫҫӗ.
Усалпа, ирсӗрлӗхпе тулса ҫитнӗ тӗнчере пурӑнма та тӑвӑр. Ҫынсем хӑйсене мӗн кирлине те пӗлмеҫҫӗ. Малтан ытла та чухӑн пурӑннипе те ҫыхӑннӑ ку. Хваттер пур, урӑхли кирлӗ, кунашкалли тивӗҫтермест. Машина та пур, ҫук, унпа ҫеҫ ҫырлахмалла мар, чаплӑраххине туянмалла. Пӗри мана, «Шкапра манӑн 15 костюм ҫакӑнса тӑрать», — тет. Тӗлӗнтерет, ҫамрӑк та мар-ҫке, ӑҫта каять, мӗн тӑвать вӗсемпе. Пурлӑх вӑл паян пур та, ыран ҫук. Чун-чӗре пуянлӑхӗ мулран хаклӑ. Ытлашши кирлӗ мар, вӑл иртӗнтерет. Тӗрӗс ҫулран пӑрать. |
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ | Ҫул-йӗр юлашки вӑхӑтра япӑхланса кайнине урапа хуҫисем те, ҫуран ҫӳрекенсем те асӑрхаҫҫех. Асфальт ҫинче шӑтӑк-путӑк нумайланса кайнине специалистсем сывлӑш температури кӑнтӑрла тата каҫхине хӑвӑрт ылмашса тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Республикӑри ҫул-йӗр отраслӗнче тӑрӑшакансем ҫак кунсенче канмалли кунсемсӗрех ӗҫлени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтерет. Ку сӑмаха шупашкартисем ҫинчен те калама пулать. «Дорэкс» общество кӑна, сӑмахран, ултӑ бригада таран ӗҫлеттерет. Хайхисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапласа ҫӳреҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулари ҫулсем ҫинче ирӗлтернӗ асфальтпа бетонпа усӑ курса 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама 3,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. |
«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ | «Ҫӑлкуҫ» кафере паян чӑвашсен Ҫӑварнине уявласа пылпа икерчӗ ҫирӗҫ. Мероприятие Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӗркелерӗ.
Чи малтанах пухӑннисем Шупашкарти Арбат урамӗнче вырнаҫнӑ юпа патне кайса ваттисене ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ, кӗлӗ сӑмахӗсене каларӗҫ. Тӗлпулӑвӑн малалли пайӗ ӑшӑ кафере иртрӗ — чӑваш наци юхӑмӗнче палӑрнӑ ҫынсем «Алран кайми, аки-сухи» юрра ушкӑнпа юрларӗҫ, ваттисене асӑнчӗҫ, хӗле ӑсатса ҫӑва хӑвӑртрах ҫитме йыхравларӗҫ.
Нумаййӑн пухӑнмарӗҫ пулин те чӑвашлӑх умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма та вӑхӑт тупрӗҫ: Конституцирен «патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахнине, вӑл республикӑна мӗнле витӗм кӳнине, ӑна тавӑрма мӗн-мӗн тума пултарнине. Ҫитес вӑхӑтри мероприятисем пирки те сӑмах пулчӗ, вӗсене ҫитсе кашни хӑйӗн сумлӑ сӑмахне калама пулчӗ. |
Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ | Пушӑн 5-мӗшӗнче Хусанта В. Красновӑн куравӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Елена Баймяшкина каласа панӑ тӑрӑх вӑл ҫӳллӗ шайра пулнӑ.
Пултарулӑх каҫне чӑваш фольклор ансамблӗ «Салам» (ӳнер ертӳҫи Светлана Садыкова) тата «Мирас» ансамбль (ӳнер ертӳҫи Рустем Рахматуллин) уҫнӑ. Курава уҫнине ертсе пынӑ: «Дуслык – Дружба» галерейӑн курав ӗҫӗ-хӗлӗн пай заведующийӗ Магдеев Р.Р тата Раҫҫӗйпе Тутарстанри ӳкерӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ аспиранчӗ Баймяшкина Е.Ю.Халӑх нумай пулман, ытларах пайӗпе VIP-сем. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Яковлев К.Г., Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Угаслов Н.Ф., ТХТҪ (Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ) директорӗ Шарипов И.И. пулнӑ. Тухса каланӑ сӑмахӗсем кӗске пулчӗҫ пулин те вырӑнлӑччӗ. Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗнчи курав хыҫҫӑн ӑна Наци музейӗнче те кӑтартсан аван пулӗччӗ тесе сӗннӗ, автор кунпа килӗшнӗ. Юлашки сӑмаха В. Краснов илнӗ — пурне те тав каланӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑх юррине юрласа панӑ.
Курава уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем «Чӑваш пики» конкурса ҫул тытнӑ.
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварас пулать: ыран, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валерий Красновӑн Хусанта иртнӗ парсоналлӑ куравне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел пулӗ. Пуҫламӑшӗ 13:00 сехетре. |
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем | Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ... Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Нӑрваш Шӑхалӗнчи Узалуковсен ҫемйинче пулнӑ хыҫҫӑн ҫакна тепӗр хут туйса илтӗм. Чун тӗпӗнче ҫур ӗмӗр ытла упранакан ҫак вӑрттӑн туйӑмсене вӑратма, ҫиеле кӑларма тӑваттӑмӗш класа ҫӳрекен Ольгӑпа виҫҫӗмӗшӗнчи Илюшка пулӑшрӗҫ...
Ҫак икӗ чун тӗпренчӗкӗ иккӗшӗ икӗ анне варӗнче ӳтленнӗ. Пӗри — ялта, тепри хула ҫывӑхӗнче ҫут тӗнчене телей курма тесе ҫуралнӑ... Шӑпа вара темшӗн иккӗшне те ҫыран хӗррине кӑларса пӑрахнӑ темелле. Иртсе кайнӑ хура кунсене шӑпӑрлансем ас туманни те паха-тӑр. Паян питӗнчен ӑшӑ кулӑ сӳнмен хӗрачапа арҫын ача амӑшӗн ытамӗнчен, ашшӗн чӗрҫи ҫинчен кайма пӗлмеҫҫӗ. Сӑмахӗсене еплерех суйласа илме, хӑйсен ӑшӑ ҫунатти айне кӑлӑк чӑххи пек пуҫтарнӑ ашшӗпе амӑшне пӗчӗккӗллех пысӑк хак пама пӗлни тӗлӗнтерчӗ-тӗлӗнтерчех! Калаҫу йӗрки-тӗркине кирлӗ пек ҫавӑрас тӗллевпе Ольӑран амӑшӗ пӗҫерекен чи-чи тутлӑ апат-ҫимӗҫ пирки ыйтсан, чиперкке пӳлӗне-пӳлӗнех икӗ-виҫӗ ят каларӗ те тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Пирӗн анне ҫӗр ҫинчи мӗн пур аннерен чи тутлӑ апат пӗҫерекенни!..» — терӗ. Юнашар ларакан амӑшӗн — Татьяна Николаевнӑн — ҫеҫ мар, хамӑн та сисмесӗрех куҫҫуль тумламӗсем пит ҫийӗн йӗр туса анчӗҫ. Аппӑшӗпе пиччӗшӗ ҫемьере вунӑ ҫула яхӑн ялан пӗрле пулма, пӗрне-пӗри хӳтӗлеме хӑнӑхтарнӑран-ши, Илюш та чӗнмесӗр чӑтаймарӗ. Инженер специальноҫӗн вӑрттӑнлӑхне алла илме ӗмӗтленекенскере, иртнӗ ҫулла ашшӗ вӗр ҫӗнӗ беларуҫ тракторӑн рульне шанса пани уншӑн тем пекех савӑнӑҫ пулни куҫкӗрет.
— Ку тӗлӗшпе пирӗн ҫемье династийӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Атте мӗн ватӑличченех «штурвал» умӗнчен каймарӗ, хам та ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ тимӗр утпа туслашни. Ывӑлӑмра та ҫак сукмаках такӑрлатас туйӑм вӑранни (тен, ача чухнехи шухӑшӗ ҫеҫ) хавхалантарать — лӑпкӑн та тирпейлӗн пӗлтерчӗ шухӑшне кил хуҫи Илюшкӑна хыттӑн-хыттӑн хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ май.
Нӑрваш Шӑхалӗнчи ҫемье ӑшшин тӗпелӗнчен никам та начар туйӑмпа тухас ҫук. Татьяна Николаевнӑпа Николай Васильевич Узалуковсем ҫӗр ҫинчи икӗ тӑлӑх ачана хӑйсен хӳтлӗхне илни, вӗсене кирлӗ пек воспитани пани, тӗпренчӗкӗсем сывӑ та тӗреклӗ ӳсчӗр тесе питӗ нумай-нумай тӑрӑшни... ачасем калашле, вӗсемшӗн чи-чи юратнӑ ҫынсем пулни — сӑваплӑ та, патшалӑх умӗнче пархатарлӑ та. Ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫемьене вӑхӑтӗнче Аслӑ Пӳлӗхӗмӗр пепкине те панӑ. Анчах шел, тем сӑлтавпа сакӑр уйӑх чӗре айӗнче йӑтса ҫӳренӗ ывӑлӗн пурнас кунӗ пулман. Ҫакна ҫамрӑксем тӳрех приговор вырӑнӗнче йышӑнман. Правур та пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ те хӑйне тытма пултаракан Канаш районӗнчен килнӗ ҫӗнӗ кин иккӗмӗш пепкене алла илессе кӗтнӗ: пӗр ҫул, иккӗ... вунӑ ҫул та иртнӗ... Хӗрӗх тултаричченех ҫӑвар тулли «анне», «атте» тесе хӑйсенчен уртӑнакансене курма ӗмӗтленнӗ. Пӗррехинче вара ҫемье «консилиумӗнче» ача усрава илес текен шухӑш ҫуралнӑ хыҫҫӑнах, Татьяна Николаевна калашле, Узалуковсенчен телейлӗ ҫын та пулман.
— Ҫамрӑк чухне пӗчӗк пепкесен больницинче ӗҫленӗрен, хӑйсен ачине пӑрахса хӑваракансенчен тӗлӗнеттӗм. Вут пуленки пек пӗчӗкскерсене шелленипе ҫӗрӗпе макӑра-макӑра йӑтса ҫӳреттӗм. Аслӑ хӗрӗме хамӑр ҫемье членӗ тӑвас тенӗ чухне мӑшӑрӑмпа ҫав тери пӑлхантӑмӑр. Виҫӗ ҫулта ҫеҫ пулин те чӗлхипе пӗлменни ҫукчӗ Ольӑн. Пӗрремӗш тӗлпулурах (вӑл ун чухне больницӑра сипленетчӗ): «Эсӗ манӑн анне пулатӑн-и? Мана кунта бӑ-бӑ (укол тунине ҫапла калатчӗ) тӑваҫҫӗ, илсе кай-ха», — тесе ман пата ыткӑнни куҫран та каймасть, хӑлхаран та тухмасть.
«Паян эпир телейлӗ ҫемье — пирӗн хӗр те, ывӑл та пур. Малашнехи ӑраскалӗсем ҫеҫ ҫутӑ пулччӑр», — амӑшӗ ачисене пил парса пуҫӗсенчен кӑмӑлтан шӑлать. Паян тулли ҫемье тулли савӑнӑҫпа пурӑнать. Курница пек ҫурт-йӗр, картара йышлӑ выльӑх-чӗрлӗх, ҫу каҫа ҫемьепе тӑрмашмалӑх ҫӗрӗ те ҫителӗклӗ, техники те тӗрлӗрен. Ӗҫпе канӑва шайлаштарса пурӑнаканскерсем, ялти ансамбле юрлама ҫӳреме те, ачисемпе пӗрле лагерьсенче канма та, ҫемье уявӗсене кӑмӑлтан ирттерме те мехел ҫитереҫҫӗ. |
Тивĕçлипе мухтанатăп | Анне... Кам кӑна каламасть-ши ҫав тери чуна ҫывӑх ҫак сӑмаха. Вӑл пур чухне тӗнче те ҫутӑрах, сар хӗвел те ӑшӑрах пӑхать пек туйӑнать. Анне пуррипе пурнӑҫ малалла тӑсӑлать. Вӑл чун-чӗринчи мӗн пур лайӑххине пире халаллать, кунран-кун телей пиллет.
Манӑн анне, Ирина Александровна, ҫар комиссариатӗнче ӗҫлет. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ каччисене ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пулма хатӗрлет. Вӑл — психолог. Ҫуркуннепе кӗркунне уншӑн уйрӑмах яваплӑ тапхӑр. Ҫамрӑксене ҫар хӗсметне ӑсатмалла. Ӗҫӗ кӑткӑс та.
Тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлама тӑрӑшать. Ахальтен мар ҫар комиссариачӗсен республикӑри ӑмӑртӑвӗнче Патӑрьелсем пиллӗкмӗш ҫул — пӗрремӗшсем. Кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫлекен аннен алли хытӑ та, тӗк пек ҫемҫе те. Шурӑмпуҫ ҫути кантӑкран килсе шаккичченех тутлӑ ыйхине татса ӗҫе пикенет анне. Пире те хӑй пек ӗҫчен, тӳрӗ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ та тӑрӑшуллӑ пулма вӗрентет. |
Нумай ача — нумай савăнăç | «Ӗҫ — пурнӑҫ тыткӑчи» теҫҫӗ. Тӑрӑшуллӑ ӗҫе пула Ыхра Ҫырминчи Вахитовсем пурнӑҫа йӗркеллӗ тытса пыраҫҫӗ. Сания Келимулловнапа Рифкат Миневелиевич паянхи кун та картиш тулли выльӑх тытаҫҫӗ. Сӑвакан ӗни те виҫҫӗ, пӑрушӗсем, тихасем пур вӗсен.
Кӑтартуллӑ анне Сания аппа. Мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ вӗсем. Пурте пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ ӗнтӗ. Тӑваттӑшӗ аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ. Дания, Ринат, Рустем, Румие Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗрлӗ факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Зельфия ҫеҫ Канашри медицина училищине ҫул тытнӑ. Ачисем пӗринчен-тепри ӑс-тӑна ӳстерессишӗн тӑрӑшнӑ. Румие, акӑ, хӗрлӗ дипломлӑ, паянхи кун страховани системинче менеджер пулса ӗҫлет.
Улмисем йывӑҫҫинчен пӗртте аякка ӳкмен Вахитовсен. Пепкисене ашшӗпе амӑшӗ мул париччен ӑс пухма хӑнӑхтарнӑ. Хӑйсем те ачисемшӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче. Сания Келимулловна, акӑ, шкул хыҫҫӑнах Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗнче пӗлӗвне малалла тӑснӑ. Унтан ял тӑрӑхӗн администрацине ӗҫе вырнаҫнӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ҫакӑнта вӑй хунӑ. Ӗҫленӗ хушӑра ял хуҫалӑх ҫыравӗсене те, суйлавсене те, граждансен пухӑвӗсене те тивӗҫлӗ ирттерсе ярас тесе тӑрӑшнӑ. Шкулта ирттерекен ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗсене те сиктермен. Ачисене тивӗҫлӗ воспитани парасси ҫакӑнпа та ҫыхӑннӑ-ҫке.
Халӗ те алӑран ӗҫ каймасть Вахитовсен. Рифкат Миневелиевич фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшать. Ҫав вӑхӑтрах килти выльӑх-чӗрлӗхе тӗреклӗ те тутӑ хӗл каҫарассине мала хурать. |
Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире | Нарӑсӑн юлашки кунӗсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ҫӗршывра икӗ чемпионат иртрӗ. Малтан вӗсем Мускавра ӑмӑртрӗҫ. Унта пирӗн республика спортсменӗсене те ӑнчӗ.
Шӑчӑпа 4,70 м ҫӳллӗшне сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Анжелика Сидорова Мускав хулипе Чӑваш Ен командисене нумай очко кӳчӗ. Удмуртпа Чӑваш республикисен чысне хӳтӗлекен Елена Наговицына 5000 метрлӑ дистанцие виҫҫӗмӗш чупса тухрӗ. Ҫак дистанцирех ҫамрӑкрах спортсменсен хушшинче Ольга Николаевӑпа Александр Новиков иккӗмӗш кӑтартупа палӑрчӗҫ.
Сочире иртнӗ чемпионатра спорт мелӗпе утакансем тупӑшрӗҫ. Командӑсен хушшинче, ытти ҫулти пекех, малти вырӑнсене Мордвапа Чӑваш республикисем йышӑнчӗҫ. Пирӗн - пӗр ылтӑн медаль. Ӑна спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ Петр Трофимов ҫӗнсе илчӗ. Вӑл 20 километрлӑ дистанцире ҫӗнтерчӗ /1 сехет те 22 минут та 06 ҫеккунт/.
- Чемпионатра пирӗн ытти спортсменсем те намӑс курмарӗҫ, - каласа парать Олимп резервӗсен ятарлӑ 8-мӗш спорт шкулӗн директорӗн заместителӗ Олег Андреев. - Акӑ Роман Георгиев. Вӑл 35 километрлӑ дистанцире ҫамрӑксен хушшинче виҫҫӗмӗш пулчӗ. Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑн кӗмӗл призерӗн Мария Пандаковӑн та «бронза». Юниорсен пӗлтӗрхи Европа чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ Клавдия Афанасьева хальхинче иккӗмӗш пулчӗ, тепӗр ушкӑнра Мария Лосинова - виҫҫӗмӗш. Олег Иванович ҫакна та пӗлтерчӗ: спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакан Лилия Степановӑпа Николай Сергеев пирвайхи хут Раҫҫей спорт мастерӗн шайӗнчи кӑтартусемпе савӑнтарчӗҫ. |
Ялта футбол аталанать | Республикӑри ветерансен хушшинчи нумай пулмасть вӗҫленнӗ футбол чемпионатӗнче «Волга», «Сталь», «Динамо» командӑсемпе Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси команди ӑнӑҫлӑ тытӑҫрӗ.
Кӗтмен ҫӗртенех ҫӗнӗ ушкӑн тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Команда йӗркелӳҫи ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Сергей Андронов каланӑ тӑрӑх - опыт ҫитменни ҫеҫ ҫӗнтерӳ картлашки ҫине хӑпарма чӑрмантарнӑ.
Команда ячӗ - ДМБ /Деревня Малое Буяново/. Вырӑсларан куҫарсан - Пуянкасси ялӗ. Командӑри тӗп вылякансем - шӑпах ҫак ялтан тухнӑскерсем. Вӗсемсӗр пуҫне йышра Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнисем, ыттисем пур.
- Пӗлтӗр чемпионата пӗрремӗш хут хутшӑнса улттӑмӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр. Хальхинче - тӑваттӑмӗш. Ман шухӑшпа - пирӗн ял командишӗн ку - питӗ лайӑх кӑтарту, - каласа кӑтартрӗ Сергей Андронов.
Пуянкассинче районти чи лайӑх стадион вырнаҫнӑ. Афганистанта пуҫ хунӑ Валерий Кузнецова асӑнса иртекен турнир вӑтӑр ҫул ытла ӗнтӗ ҫак ялта иртет. Сергей Андронов тата унӑн тусӗсем тӑрӑшнипе кашни ҫулах нарӑсӑн 23-мӗшӗнче мини-футбол енӗпе ӑмӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак кун Пуянкасси стадионӗнче футболҫӑсем вӑй виҫрӗҫ. Пиллӗкмӗш хут иртекен турнир район пуҫлӑхӗсем килнипе ҫеҫ мар, сакӑр команда тытӑҫнипе те паллӑ пулчӗ. Таврари нумай ялтан пухӑннӑ ҫамрӑксен командисем кубокшӑн тупӑшрӗҫ. Финалта «ДМБ» команда Шӑмӑршӑсене 1:0 шутпа ҫӗнтерсе чи хаклӑ парнене тивӗҫрӗ.
- Чи пахи ҫакӑнта - Пуянкасси ҫамрӑкӗсен команди кӑҫалхи тытӑҫура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнни. Апла-тӑк пирӗн ялта футбол аталанать, - пӗтӗмлетрӗҫ уяв йӗркелӳҫисем. |
Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă | Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче театр артисчӗ тата кино актерӗ, илемлӗ сӑмах ӑсти, театр режиссерӗ, пирӗн ентеш /Етӗрне хулинче ӳснӗ/ Николай Мордвинов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ. Ленин /1965/, Сталин /1942, 1949, 1951/ премийӗсен лауреачӗ, СССР халӑх артисчӗ /1949/ ҫур ӗмӗр ытла каялла театр сцени ҫинче калӑпланӑ сӑнарсем, сенкер экрансем ҫине кӑларнӑ рольсем паян кун та манӑҫман.
Хӑшне-пӗрне кино историне кӗрсе юлма пӗр роль те ҫителӗклӗ. Теприсем экрансем ҫине вун-вун сӑнар кӑларсан та асра юлмаҫҫӗ. Николай Мордвинов кинора сакӑр роль ҫеҫ вылянӑ. Анчах мӗнлерех!
Пӗрремӗш хут Н.Мордвинов 1935 ҫулта Е.Шнейдерпа М.Гольдблатӑн «Последний табор» драминче Юдко чикан рольне вылянӑ. Театр ӗҫне путнӑран Н.Мордвинов чылай вӑхӑт ӳкерӗнмен. 1941 ҫулта киноискусствӑна тепӗр хут таврӑннӑ. Хальхинче вӑл куракана И.Савченкӑн фильмӗнче Богдан Хмельницкий сӑнарӗпе тӗлӗнтернӗ.
Унтан - С.Герасимов «Маскарадӗнчи» Арбенин. Ҫак сӑнара Н.Мордвинов ҫулсем иртсен те манӑҫа тухмалла мар калӑпланӑ. «Мордвинов мана вӑйлӑ тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ хальччен пурнӑҫра кун пеккине курман. Сцена ҫинче чаплӑ классик, театр романтикӗ йӑлкӑшрӗ», - ҫырнӑ ун пирки паллӑ актер Николай Бурляев.
Сергей Герасимов Арбенин рольне Мордвинова тӳрех парасшӑн пулман. Ҫав ҫулсенче режиссер ҫамрӑк актерсене ытларах хисепленӗ. Лермонтов геройӗ те, унӑн шухӑшӗпе, ҫамрӑк ҫын пулнӑ. Мордвинов вара ун чухне хӗрӗх тултарнӑ. Ентеш пултаруллӑ ҫыншӑн ҫулсем чӑрмав маррине ҫирӗплетсе панӑ! Каярахпа Вячеслав Горданов оператор ҫапла каланӑ: «Мордвинова ӳкересси - чӑн-чӑн телей! Мӗншӗн телей? Мӗншӗн тесен Мордвинов шухӑшлама пултаракан ӑста, вӑл мӗн кирлине, мӗнле вылямаллине хӑех пӗлет, курать». Арбенин сӑнарӗнче актер обществӑпа тата хӑйӗнпе хирӗҫӗве кӗнӗ ҫамрӑк ҫын инкекне питӗ ӑста кӑтартса панӑ.
«Мана Герасимовпа тӗл пултарнӑшӑн Турра тав тӑватӑп», - Мордвинов ҫак сӑмахсене пӗр хутчен кӑна мар каланӑ. Тен, шӑпах кинематографри «Маскарада» пула каярахпа театрта «Маскарад» ҫуралнӑ. Кунта та актер питӗ ӑста вылянӑ. Арбенин ролӗшӗн ентеше 1965 ҫулта Ленин премийӗпе чысланӑ.
Н.Мордвиновӑн ытти ролӗ хушшинче Григорий Иванович Котовский хӗрлӗ командир /А.Файнциммер «Котовский»/ паллӑ вырӑн йышӑнать. Ахальтен мар арҫын ачасен темиҫе ӑрӑвӗ Котовский тӗслӗхӗпе хавхаланса ӳснӗ.
Николай Мордвинов пурнӑҫӗнчи юлашки кунчченех ӗҫленӗ. Ю.Завадский театрӗ, Ростоври Горький ячӗллӗ театр, Моссовет ячӗллӗ театр... Хӑть ӑҫта та вӑл чунне парса тӑрӑшнӑ, сӑнарсене хӑй витӗр кӑларса «чун кӗртнӗ». «Ун пирки искусствӑри максималист тесе калама пулать. Вӑл Хемингуэя вылясшӑнччӗ. Микеланджело, Шекспир, Лермонтов - унӑн идеалӗсем. Вӑл пултаруллӑ, пысӑк чунлӑ ҫынсене хисепленӗ, хӑй те вӗсем пек пулма тӑрӑшнӑ...» - ҫырнӑ Я.Варшавский.
Н.Мордвинов 1966 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑста ҫын ҫут тӗнчерен кайнӑ, анчах вӑл калӑпланӑ сӑнарсем юлнӑ, вӗсем тӑван театр тата кино историне чаплӑ ӗҫсем пек кӗрсе юлнӑ. |
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет | Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш Республикин потребительсен обществисен представителӗсен 113-мӗш тата пайҫӑсен 21-мӗш пӗтӗмӗшле отчет пухӑвӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ, 2016 ҫулхи аталану программине палӑртрӗҫ. Пуху ӗҫне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев хутшӑнчӗҫ.
Чӑвашпотребсоз канашӗн председателӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов хӑйӗн отчетлӑ докладӗнче чӑваш кооператорӗсен иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Экономикӑри лару-тӑру ҫӑмӑлах мар пулин те палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе нумай тунӑ. Кашни отрасльтех ӳсӗмсем пур. Пӗлтӗр 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ, Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ Чӑвашпотребсоюз - Раҫҫей Центросоюзӗн тытӑмӗнчи организацисем хушшинче яланхи пекех лидерсен йышӗнче. Ырӑ ята вӑл ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫирӗплетсе пырать.
- 2015 ҫула илес пулсан, суту-илӳ, общество апатланӑвӗн, производство, хатӗрлев, пулӑшу ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас, инноваци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе тухӑҫлӑха ӳстерес ыйтусемпе уйрӑмах тимлӗ ӗҫленине палӑртмалла, - терӗ Валерий Михайлович. - Организацисемпе предприятисен ӗҫ-хӗлӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 11 миллиард тенкӗпе танлашрӗ. Пурлӑх-техника базине аталантарма 200 миллион ытла тенкӗ уйӑртӑмӑр, ҫӗнӗ сакӑр об Ял халӑхӗ хушма хуҫалӑхра туса илнӗ продукцие аякка каймасӑрах вырнаҫтарма май пурришӗн кӑмӑллӑ. Пӗлтӗр коопераци организацийӗсем халӑхран 1,1 миллиард тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ тата чӗртавар туяннӑ, вӗсемшӗн 658 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ку 4 пине яхӑн ял ҫыннин ҫулталӑкри вӑтам ӗҫ укҫипе танлашать. Юлашки ҫулсенче республикӑри потребительсен тытӑмӗнче хамӑрӑн продукцие ытларах туянма пуҫлани палӑрать. Кунта канмалли кун ярмӑрккисем, ҫуркуннехи тата кӗркуннехи уйӑхлӑхсем ирттерни те витӗм кӳрет. Кӗркунне кӑна акӑ коопераци организацийӗсем хуласенче 50 тонна ҫӗрулми, 25 тонна пахчаҫимӗҫ, ял халӑхне ҫулталӑкра 7,5 пин тонна тырӑ, 297 тонна вӑрлӑх ҫӗрулмипе сухан, 375 тонна удобрени, 83 пин кайӑк-кӗшӗк чӗппи сутнӑ.
2015 ҫулта 1 миллиард та 88 миллион тенкӗлӗх /иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 101 процент/ продукци туса кӑларнӑ. Чӑвашпотребсоюзӑн предприятийӗсем вырӑнти экологи тӗлӗшӗнчен таса чӗртавартан паха продукци хатӗрленипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - Етӗрнери аш-какай комбиначӗ, тулли мар яваплӑ «Кооператор» тата «Янтарь» обществӑсем - хӑйсен темиҫе продукцине «Чӑваш биопродукчӗ» тавар паллипе кӑларма ирӗк илнӗ.
- 2016 ҫул - Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне депутатсем суйламалли ҫулталӑк. Шӑпах унӑн пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗршыв, ҫав шутра регион та, мӗнле ҫул-йӗрпе аталанассине нумай енчен палӑртса хӑварӗ. Пирӗн тӗллев вара - хамӑр ӗҫе лайӑх тӑвасси тата ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтересси, - терӗ В.Павлов.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Михаил Резников хӑйӗн сӑмахӗнче республикӑри кооператорсем тӗрӗс ҫулпа пынине, коммерци ыйтӑвӗсене кӑна мар, чи малтанах социаллӑ ыйтусене татса парассине тӗп вырӑна хунине, ҫак ӗҫе халӑхран сӗт, какай, эмел курӑкӗсем туяннипе, пӗчӗк ялсенче пурӑнакансене кирлӗ таварпа, пулӑшупа тивӗҫтернипе пурнӑҫа кӗртсе пынине ырларӗ. Патшалӑх вырӑнти тавар туса кӑларакансене саккун шайӗнче яланах пулӑшнине тата малалла та пулӑшассине палӑртрӗ.
Пухура Чӑвашпотребсоюз предприятийӗсемпе организацийӗсем хушшинчи экономика ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. 2015 ҫул-хи кӑтартусем тӑрӑх пӗтӗмӗшле ӗҫ-хӗле аталантарас енӗпе пӗрремӗш вырӑна - Ишлей райповӗ, иккӗмӗш вырӑна - Ҫӗрпӳ райповӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Муркаш райповӗ тухнӑ. |
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар | Анӑҫ пирӗн ҫӗршыва тӗрлӗ санкципе хуптӗрленӗ тапхӑрта мӗнлерех туяҫҫӗ хӑйсене Пӗтӗм Раҫҫейри куҫ курманнисен обществин республикӑри уйрӑмӗн членӗсем, вӗсене мӗн канӑҫсӑрлантарать?..
Ҫакӑн пирки пычӗ калаҫу асӑннӑ пӗрлӗх ертӳҫипе Юрий Сергеевпа тӗл пулсан.
Йывӑр тесе нӑйкӑшмаҫҫӗ.
Пӗрлӗх 2587 инвалида пӗрлештерет: куҫ япӑх куракансене, суккӑрсене, сусӑр ача ҫитӗнтерекен ашшӗ-амӑшне. Унта общество членӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пулӑшса тӑракан сывӑ ҫынсем те кӗме пултараҫҫӗ иккен. Кун пек чухне вӗсен тытӑм уставне пӑхӑнмалла.
«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».
Вырӑнти организаци ертӳҫине куҫ курман ҫынсене пӗрлештерекен производство тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен йышӗ чакса пыни уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Тӗслӗхрен, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенче Шупашкарти предприятире 800 ҫын ытла вӑй хунӑ-тӑк, халӗ - вунӑ хут сахалрах. Сӑлтавӗ ҫӗршыв арканнӑ хыҫҫӑн унӑн союзлӑ республикисем шутланнӑ патшалӑхсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑнусем татӑлни, продукци ыйтакан пулманни.
Икӗ ҫул каялла кунта 16 инвалид валли ҫӗнӗ участок уҫнӑ: ҫирӗп хутран 20-25 килограмм кӗрекен михӗсем ҫӗлеме тытӑннӑ: макарон-вермишель, шашлӑк ӑшаламалли кӑмрӑк, акшарчул тултарма меллӗ ун пеккисем. Тупӑш кӳнӗ ҫӗнӗ производство. Иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче кӑна, тӗслӗхрен, Курган тӑрӑхне 0,5 млн тенкӗлӗх продукци ӑсатнӑ.
«Мари Элти хут кӑларакан завод юсава хупӑнчӗ, чӗртаварпа тивӗҫтерменнипе асӑннӑ производство кал-кал ӗҫлейми пулчӗ. Халӗ Вологда хулинчи заводпа хутшӑнусем йӗркелетпӗр, хут унтан илсе килме шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен саккас паракан сахал мар», - тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ Юрий Ефимович.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук.
Куҫ курманнисен республикӑри уйрӑмӗ район-хулари пуҫламӑш 12 организацирен тӑрать: тӗслӗхрен, Шупашкар хулинчи - 800, Канашри - 234, Муркаш, Вӑрнар районӗнчисем 200 ытла ҫынна хӑйсен хӳттине илнӗ. Куҫ курманнисене палӑртса вӗсене пулӑшас енӗпе Улатӑрсемпе Сӗнтӗрвӑррисем кӑтартуллӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Патӑрьелсене пуҫаруллӑ тееймӗн, иртнӗ ҫул вӗсен йышне 1 ҫын кӑна хутшӑннӑ. Хӳтлӗх кӗтекенсем вара Пӑла тӑрӑхӗнче сахал мар.
Япӑх куракансен пурнӑҫне тӗшмӗртсех кайманни: «Сусӑрсене патшалӑх пулӑшать вӗт, вырӑнти организацие кӗмесен те юрать пулӗ», - теме пӑхӗ. Юрий Ефимович шухӑшӗпе - унашкаллисем йӑнӑшаҫҫӗ. Инвалидсене тупса палӑртни вӗсен пурнӑҫне хӑтлӑх кӗртмешкӗн кирлӗ. Сусӑрлӑх пенсийӗпе ҫырлахса ларма пулать паллах: никампа хутшӑнмасӑр, кун-ҫул илемне туймасӑр, хӑвӑн инкекӳнтен самантлӑха та уйрӑлмасӑр... Сусӑр ҫынна медицинӑпа социаллӑ экспертизӑн тӗрӗслевӗ витӗр кӑларса реабилитацин харпӑр хӑй программине палӑртма май туса памалла. Социаллӑ страховани фончӗ ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна техника хатӗрӗсемпе /туяпа, тонометрпа, вуламалли-итлемелли хатӗрсемпе, пурнӑҫа ҫӑмӑллатмалли тӗрлӗ техникӑпа тата санаторипе курорт сиплевӗн путевкипе/ тивӗҫтерме тивӗҫ.
Медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗн комиссине куҫ курманнисем ыйтнипе вырӑнти организаци чӗнсе илме пултарать. Пӗрремӗш ушкӑн инваличӗсене республикӑри уйрӑм Мускав облаҫӗнчи Волоколамск хулинчи куҫ курманнисен реабилитаци центрне 2,5 уйӑхлӑха ярать. Кунта вӗсем Брайль меслетне алла илеҫҫӗ, ятарлӑ туясемпе - тактиль тросчӗсемпе - тротуарпа чӑрмавсӑр ҫӳремешкӗн хӑнӑхаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкарта та сусӑрсене пурте усӑ курма пултаракан хутлӑхпа тивӗҫтерсе ҫулсене ятарлӑ плитка сарнӑ вырӑн нумайланчӗ.
Пӗччен инвалидсем асӑннӑ центрта пурнӑҫа тытса пымалли йӗркене ӑша хываҫҫӗ: апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, кӗпе-йӗм ҫума тата ыттине хӑнӑхаҫҫӗ. Професси суйласа илме те пулӑшаҫҫӗ вӗсене. Пахчаҫимӗҫ, чечек ҫитӗнтерекен, хурт-хӑмӑрҫӑ ӑсталӑхне вӗрентеҫҫӗ: хӗрарӑмсене - ал ӗҫне, арҫынсене - карҫинкка ҫыхма, атӑ-пушмак юсама. Вӗсене компьютер пӗлӗвӗ параҫҫӗ, музыка инструменчӗ калама вӗрентеҫҫӗ. Пӗлтӗр республикӑри 5 инвалид асӑннӑ центрта пулса чунпа ҫирӗпленнӗ, пурнӑҫ тытса пыма кирлӗ хӑнӑху илнӗ. Сӑмах май, хӑшӗ-пӗри Турӑ ҫырнӑ ҫыннине те унтах тупать, ҫемье ҫавӑрать.
Куҫ курманнисене общество организацийӗн йышне илни ҫулленех ирттерекен смотр-конкурсӑн хаклавӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Инвалидсене ӗҫе вырнаҫтарнине те шута илеҫҫӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне. Федерацин 2011 ҫулхи 68-мӗш саккунӗпе килӗшӳллӗн 100 ҫынран ытларах коллективсенче сусӑрсем валли 2 ӗҫ вырӑнӗ квотӑламалла. Куҫ курманнисен обществи сӗннипе 35-100 ҫынлӑ предприятисенче, вӗсем пӗчӗк коллективсенче ытларах вӑй хума пултарнине тӗпе хурса, ку кӑтартӑва 1,5-пе чикӗленӗ.
Улатӑр, Пӑрачкав, Шупашкар, Куславкка районӗсенчи пуҫламӑш организацисем ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсемпе пӗрле асӑннӑ ыйтӑва татса памашкӑн пуҫаруллӑ хутшӑнаҫҫӗ.
Ӑнланса ҫитерейменни ура хурать.
Канӑҫ паман ыйту общество организацийӗн членӗсен сахал мар. Вӗсене ӗҫ вырӑнӗ сахалли уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Рынок саманинче куҫ курманнисем вӑй хуракан предприятисен продукцийӗ конкурентлӑ мар, унсӑр пуҫне хӑйхаклӑхӗ пысӑкки те аталанма кансӗрлет.
«20-30 ҫул каялла Шупашкарти электроаппаратура, В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗсем тӗрлӗ хатӗре алӑпа пухмашкӑн саккас нумай панӑ-тӑк, халӗ пӗрремӗшӗ кӑна пирӗн вӑйпа усӑ курать. Вӑл та пулин сайра хутра, - тет Юрий Сергеев. - Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче инвалидсем сетка ҫыхатчӗҫ, пушмак шнурокӗ хатӗрлетчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗ май асӑннӑ хатӗр халӑха кирлӗ мар пулса тӑчӗ, хӑйӑва пахарах та илӗртӳллӗрех кӑларакан йышланчӗ».
Ӑнланса ҫитерейменни те ура хурать-мӗн. Тӗслӗхрен, хваттере тӗпрен юсамашкӑн укҫа тӳлесси пирки тӗплӗн пӗлтерекен ҫуккипе чылайӑшӗн иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуралать: тен, укҫине хывмалла мар? Куҫ курманнисен пӗрлӗхӗн кунӗсенче, пуху-канашлура Юрий Ефимович юсав укҫине тӳлемеллине, пухӑнса кайнӑ парӑма татмашкӑн кайран кансӗр пулассине аса илтерет.
Федераци ҫӑмӑллӑхҫин социаллӑ пулӑшу пуххине илес-тӗк, эмелпе тӳлевсӗр тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ пайӗ тӗлӗшпе чылайӑшӗн канӑҫсӑрланмалли сӑлтав тупӑнсах тӑрать. Тӗслӗхрен, куҫа сиплемелли «Тауфон» йышши хутӑшсене эмелсен переченӗнчен кӑларнӑ. Тухтӑрсем ӑна укҫалла туянмалла теҫҫӗ, соцпакетӑн эмел пайне хирӗҫлеме сӗнекен те пур. Ҫав вӑхӑтрах япӑх куракан ҫын куҫпа ҫыхӑнман чир-чӗрпе нушаланма пултарать вӗт. Сиплевҫӗсен кун пек чухне асӑрхануллӑрах пулмалла, ҫынсене тӗрӗс те тӗплӗнрех ӑнлантарса парасси ҫинчен шухӑшламалла.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан инвалидсем куҫ чирӗсенчен хальччен хулари стационарта выртса сипленнӗ. Халӗ унти уйрӑма хупнипе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ вӗсем. Сӑмах май, Шупашкарти куҫ чирӗсен больницинче те кравать-вырӑн шутне чакарнӑ.
Санаторипе курорт сиплевӗн путевкине тивӗҫмешкӗн кансӗррине палӑртмалла. Сӑлтавӗ - ку енӗпе темиҫе ҫул каялла яваплӑ пулнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче унпа усӑ курас тӗллевлӗ инвалидсен мӗнпур категорине пӗр черете тӑратни. Иртнӗ ҫул асӑннӑ тиев РФ Социаллӑ страховани фончӗн территори органне куҫрӗ, путевкӑсем валеҫес йӗрке вара ӗлӗкхиллех юлчӗ. Куҫ курманнисен хӑйсен профильлӗ «Сосны» /Мускав облаҫӗ/, «Машук» /Краснодар крайӗ/, «Солнечный берег» /Хура тинӗс/ санаторисенче сывлӑха тӗреклетес кӑмӑллӑ.
«Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫме кирлӗ наградӑпа чыслассине йӗркелесе ярас енӗпе ырӑ улшӑну пулассине те общество членӗсем чылайранпа кӗтеҫҫӗ. Шалӑвӗ, ҫӑмӑллӑхӗсем пысӑках мар вӗсен. «Ӑнланатпӑр-ха, бюджетра хальлӗхе укҫа ҫителӗксӗр. Ҫапах ӗненӗве ҫухатмастпӑр, йывӑр вӑхӑт иртетех. Ун чухне пирӗн ыйтусене татса пама пултарӗҫ», - тет Юрий Ефимович. |
“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать | Марина Федорова Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта ачасене хими вӗрентет. Ӑна пула хӗрӗ Татьяна пӗчӗклех илемлӗ литературӑпа ҫывӑх туслашнӑ.
Марина Николаевна пӗртен-пӗр тӗпренчӗкӗ тӗрлӗ енлӗ аталанса ӑслӑ-тӑнлӑ ҫитӗнтӗр тесе укҫа-тенкӗ шеллемен: мӗн кирлине йӑлтах туяннӑ. Пӗррехинче пӗчӗкскерӗн аллине Александр Гринӑн «Хӗрлӗ парӑс» кӗнеки лекнӗ. Ӑна вӑл сӗтел хушшине пӗрре ларсах вуласа тухнӑ. Ассоль ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнишӗн чунтан савӑннӑ. Ҫав кунран пуҫласа хӑй те ӗмӗтленме тытӑннӑ.
Вӑхӑт ҫитсен Татьяна амӑшӗ ӗҫлекен шкула ҫӳреме пуҫланӑ. Ӑна учительсем нумай пӗлни тӗлӗнтернӗ, чунтан тухакан сӑмахӗ тыткӑнланӑ. Ҫывӑх ҫынни уйрӑмах уйрӑлса тӑнӑ. Вӑл мӗн тери ҫепӗҫ те ырӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ! Хӑйӗн ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлать. Хӗрача ун пекех лайӑх вӗрентекен пулма шухӑшланӑ. Тӑрӑшнӑран йӑлт «пиллӗкпе» ҫеҫ вӗреннӗ. Аттестат илсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педуниверситетне вӗренме кӗнӗ, историпе право преподавателӗ тата юрист специальноҫне алла илнӗ. Ҫапла унӑн малтанхи ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ.
Ашшӗ Сӗнтӗрвӑрринче ҫитӗннӗрен Татьяна Николаевнӑшӑн ку хула ют мар. Кунта вӑл шкул ҫулӗсенче темиҫе те пулнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар пекех юратнӑ. Диплом умӗнхи практикӑна Сӗнтӗрвӑрринчи 2-мӗш шкула суйласа илнӗ, пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Университет хыҫҫӑн ӗҫлеме кунтах килнӗ. Малтан - истори учителӗ, унтан - директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ. Халӗ ку шкул ҫук, ачасене вӗрентме юрӑхсӑр пулнӑран пӑснӑ. Унӑн вырӑнӗнче пурӑнмалли ҫуртсем тунӑ. Татьяна кӗҫех Андреева хушаматлӑ пулса тӑнӑ. Юратнӑ хулара пурӑнни уншӑн тепӗр ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗниех пулӗ.
Виҫҫӗмӗшӗ пирки вӑл, паллах, нихӑҫан та шухӑшламан. Вӗрентекен профессине кӑмӑллани те пулӑшнӑ пулӗ. Татьяна Николаевна качча тухнӑ ҫемье - педагогсен династийӗнчен. Мӑшӑрӗ, унӑн ашшӗпе амӑшӗ, аслашшӗ - пурте пурнӑҫа шкулпа ҫыхӑнтарнӑ. Виктор Владимировичпа Татьяна Николаевнӑн ӗҫ стажӗ пысӑк мар. Ҫавӑнпа педагог династийӗ хальлӗхе 105 ҫул ҫеҫ. Темиҫе ҫултанах вӑл хӑвӑрт ӳсесси пирки вара никам та иккӗленмест.
Халӗ Т.Андреева район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче вӑй хурать. Ача сачӗсене, шкулсене методика, юридици пулӑшӑвӗ парать. Вырӑна тухса та, телефонпа та. Вӗренӳ пайӗн пӗр автомашина кӑна та, вӑл пушӑ мар чухне хӑйӗн транспорчӗпе ҫула тухать. Ачасен ашшӗ-амӑшӗпе, ял халӑхӗпе тӗрлӗ ыйтупа час-часах тӗл пулать, кӑмӑлне туллин тивӗҫтерме тӑрӑшать. Светлана Арсентьева пуҫлӑх отпускра чухне унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑран чылай ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама тивет. Апла пулин те Татьяна Николаевна ҫухалса каймасть - тӗрӗс йышӑну тӑвать.
Вӗренӳ пайӗнче тӑрӑшакансем кашни кӗҫнерникун ӗҫ хыҫҫӑн хулари физкультурӑпа спорт керменне ҫул тытаҫҫӗ.
- Эпӗ тренажер залӗнче тӗрлӗ хускану тума тата шывра ишме кӑмӑллатӑп, - тет Т.Андреева. - Шел те, пысӑк спорт халӗ маншӑн мар.
Вӑл шкулта вӗреннӗ чухне ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине юратса ҫӳренӗ. Красноярскра республика чысне хӳтӗлесе 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ. Ӳксе чӗркуҫҫине амантнӑ хыҫҫӑн пысӑк спортпа сывпуллашнӑ. Физкультурӑран вара нихӑҫан та уйрӑлас ҫук.
Андреевсен хула хӗрринче 9 сотӑй ҫӗр, дача ҫурчӗ пур. Кану кунӗсене ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех кунта ирттереҫҫӗ. Хӗрӗпе ывӑлӗ - Маринӑпа Евгений - ҫитӗннисене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ.
- Пӗлтӗр Литература ҫулӗнче ачасемпе пӗрле кӗнеке чылай вуларӑмӑр. Чи юратни паллах - «Хӗрлӗ парӑс». Пӗчӗккисем те хам пекех ӗмӗтленме юратаҫҫӗ. Кӑҫал Кино ҫулӗнче ҫемйипех мультфильм пӑхатпӑр, - Татьяна Николаевна мана вӑхӑт-вӑхӑт Ассоль пек те, пӗчӗк ача евӗр те туйӑнать. Ачасене чун-чӗререн юратнӑран килет-тӗр ҫакӑ. - Эпӗ ҫул ҫӳреме юрататӑп. Пушӑ вӑхӑт ҫитсе пымасть те - ниҫта та пулман-ха эпир. Ӗмӗт - Раҫҫейри паллӑ вырӑнсене ҫитсе курасси.
- Ан пӑшӑрханӑр, - терӗм эпӗ. - Пулса куратӑрах. Эсир ӗмӗтленме юрататӑр. Вӑл вара хӑҫан та пулсан пурнӑҫланатех. |
Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать | ЧР Министрсен Кабинечӗн 2014 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн экономикӑшӑн тата социаллӑ пурнӑҫшӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк организацисен 2015 ҫулти йышне ҫирӗплетнӗ.
Агропромышленноҫ комплексӗнчен унта - 43, вӑл шутра апат-ҫимӗҫ хатӗрлекенни тата продукцие тирпейлекенни - 18, ял хуҫалӑхӗн организацийӗ - 25. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен, ертсе пыракан предприятисем сутлӑха тавар 12,7 млрд тенкӗлӗх е виҫӗмҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен 28,4% нумайрах ӑсатнӑ. Апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен тата продукцие тирпейлекен организацисенчен 2-шӗ 2015 ҫула тӑкакпа вӗҫленӗ.
Республикӑри ертсе пыракан ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗлтӗр суту-илӗве 2014 ҫулхинчен продукци 28,2% ытларах янӑ, кассӑна 5,6 млрд тенкӗ кӗнӗ. 2015 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ял хуҫалӑх организацийӗсен хушшинче тӑкакли пӗрре те пулман. Ҫакна та палӑртас килет: экономикӑшӑн тата социаллӑ пурнӑҫшӑн пӗлтерӗшлӗ пысӑк организацисен 2015 ҫулти йышне 2014 ҫулхинчен 26,5% ытларах кӗртнӗ.
Пирӗн ял ӗҫченӗсен продукцине тишкерсен ҫакӑ курӑнать: 54,1% - ӳсентӑранран, 45,9% выльӑхран туса илнӗ. Чӑваш аграрийӗсем ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх ӗрчетессине шайлаштараҫҫӗ, хуҫалӑха тытмалли тӗрлӗ тытӑмпа усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Енри пусӑ ҫаврӑнӑшӗнчи лаптӑк - Раҫҫейри ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм ҫӗрӗн 0,5% чухлӗ, пирӗн производство тӳпи - ҫӗршывра туса илекен ял хуҫалӑх продукцийӗн 1% яхӑн чухлӗ.
2015 ҫулхи 9 уйӑхра ял хуҫалӑх организацийӗсен 89,7% укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшне ӳсӗмпе йӗркеленӗ. 2014 ҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен вӑл самай пысӑкрах, таса тупӑш 17,5% нумайрах.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх - 193,7 пин, ҫав шутра ӗне 92,3 пин пуҫ е 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлнехипе танлаштарсан 98,7 тата 100,2% пулнӑ. Сысна, качака, сурӑх кӗтӗвӗ - чылай, кайӑк-кӗшӗк шучӗ 35% хушӑннӑ. Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх организацийӗсенче, мӑйракаллӑ шултра выльӑхсӑр /2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗчченхинчен - 98,7%/ пуҫне, ыттин шучӗ пысӑкланчӗ. Шел те, кил хуҫалӑхӗсен ӗне-выльӑхӗ сахалланать.
2015 ҫулта инвестицин ҫак проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ: Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн Аҫӑмҫырми ялӗнчи 1000 ӗне выльӑх усрамалли комплекс, Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» АХО тата «Исток» агрофирмӑн 200-шер ӗне усрамалли витисем, «Юрма» агрохолдингӑн кайӑк-кӗшӗк фабрикисем /ҫулталӑкра 60 пин тонна аш туса илмелӗх/, Шупашкар районӗнчи «Акашевская» кайӑк-кӗшӗк фабрикин тӗпрен юсанӑ корпусӗсем...
Иртнӗ ҫул ӑратлӑха тата продуктивлӑха ӳстерессишӗн чылай хуҫалӑх кӗтӗве ҫӗнетнӗ.
Пӗлтӗр ял хуҫалӑх организацийӗсенче кашни ӗнерен вӑтамран 4861 кг сӗт е 2014 ҫулхинчен 3,6% нумайрах сунӑ. Машинӑпа ӗне сӑвакан 152 операторӑн кӑтартӑвӗ - 5000 ытла, 13-шӗн - 8000 ытла, 26-шӗн - 7000-7999, 61-шӗн - 6000-6999, 52-шӗн - 5000-5999 кг. |
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» | Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи инвестици хывассине лайӑхлатас ӗҫ тата Экономика канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ.
Таварсен, производствӑсен тата пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗнчи тупӑшуллӑ хутшӑнупа, пӗр-пӗринпе лайӑхрах ӑмӑртассишӗн пурнӑҫлакан мероприятисен планӗн тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене палӑртассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Ланцова 2015 ҫула пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енре пӗр-пӗринпе тупӑшса ӗҫлессине лайӑх витӗм кӳрес тӗллевпе чи малтан аталантармалли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ рыноксен шутне - ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илекенсемпе ӑна тирпейлекенсен, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ рыноксен йышне шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене пӗлӳ парас, эмелпе медицина хатӗрӗсем сутассине ваккӑн йӗркелес ӗҫсен, медицинӑн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн, вак суту-илӗвӗн, ҫыхӑнӑвӑн, пурӑнмалли ҫурт строительствин пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗсене кӗртнӗ. Кӑҫал ачасен канӑвне йӗркелессипе, сывлӑхне ҫирӗплетессипе, вӗсене хушма пӗлӳ парассипе, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хевтесӗр ачасене психологи-педагогика енӗпе тата халӑха социаллӑ пулӑшу парассипе, культура сферинче рыноксене анлӑлатса социаллӑ пӗлтерӗшлисен хисепне пысӑклатасшӑн.
Таварсемпе пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗнчи тупӑшу еплерех вӑй илнине уҫӑмлатас тӗллевпе пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче мониторинг ирттернӗ. Предпринимательсемпе тавар туянакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлме анкетӑсем валеҫнӗ. Социологи ыйтӑмне Чӑваш патшалӑх университечӗ йӗркеленӗ. Хурав панисен 55: республикӑри рыноксенче вӑйлӑ тата питӗ вӑйлӑ тупӑшу пынине, 23: вӑл вӑтам курӑннине палӑртнӑ. Ҫурри ытла юлашки вӑхӑтра маларахринчен аванрах тупӑшнине асӑннӑ. Предпринимательсен шучӗ пӗлтӗр 2014 ҫулхинчен 0,3% ӳсни, вӗсен организацийӗсем 1,7% хушӑнни ӗҫлӗ лару-тӑру ҫирӗпленнине кӑтартать. Ыйтса пӗлнисен виҫҫӗмӗш пайӗ шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене вӗренӳ енӗпе тӗревлекен, медицина пулӑшӑвӗ паракан, кашни тӑваттӑмӗш пайӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсене пӑхса тӑракан организацисем пулӑшу ӗҫӗ ҫителӗксӗр сӗннине ҫирӗплетнӗ.
«Тупӑшӑва чылай енӗпе сарма май тунӑран 22 тӗллевлӗ кӑтартуран 17-шне /77%/ пурнӑҫа кӗртнӗ, - ҫак йӗркесене пайӑрланӑ О.Ланцова. - Шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене йышӑнакан уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учрежденисен хисепӗ 1,4% ҫитнӗ /малтан - 1,2%/. Патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланман, эмелпе ваккӑн сутӑ тӑвакан аптекӑсен йышӗ 67,3% пулнӑ, халӗ - 70%. Патшалӑх тытӑмне кӗмен, пассажирсене ҫӗр ҫинчи транспортпа турттаракан организацисен муниципалитетсен хушшинчи рейсӗсен тӳпи пӗтӗм маршрут хисепӗнче малтан 20% ҫеҫ йышӑннӑ, 74,6% таран пысӑкланнӑ».
Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев социаллӑ ыйтӑмри ҫитменлӗхсене, ҫивӗч ыйтусене тарӑннӑн тӗпчеменнине кӑтартнӑ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тӗпе хурса соцыйтӑм пӗтӗмлетӗвне ӑнлантарса пама ыйтнӑ.
ЧР Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин тупӑшӑва аталантармалли стандартсене пурнӑҫа мӗнлерех кӗртнине мониторинглакан экспертсен ушкӑнне пуҫтарнине аса илнӗ. Унӑн йышӗнче 12 предприниматель пур. Вӗсем соцыйтӑм ирттерме хутшӑннӑ. Бизнесменсен 34% хӑйӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ, 22% начар пырать тесе хуравланӑ.
РФ Монополипе кӗрешекен службӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Котеев тупӑшу йӗркелессипе чи нумай ҫӑхав пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа, ҫӗр ҫинчи транспортпа, пулӑшу ӗҫӗ тӑвассипе ҫыхӑннине палӑртнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн заместителӗ Сергей Кудряшов кӑҫал Шупашкарти электромеханика колледжӗн никӗсӗ ҫинче «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специальноҫа вӗрентме Регионсен хушшинчи центр никӗслеме, унта ҫӗнӗ классем уҫма палӑртнине пӗлтернӗ.
М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ. |
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет | «Хыпар» ыйтӑвӗсене республикӑн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Сергей ПАВЛОВ хуравлать.
- Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ Раҫҫей регионӗсем тӗлӗшпе 2015 ҫулшӑн экологи рейтингӗ ирттернӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх - 85 суб - Ӑна ирттерекен общество организацийӗ никама та пӑхӑнмасть. Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвне 2008 ҫултанпа кашни кварталтах тӑвать. Экологи рейтингӗнче республика 2015 ҫул тӑршшӗпех /ҫуркунне - тӑххӑрмӗш, ҫулла саккӑрмӗш вырӑнсенче/ малти регионсен йышӗнче тытӑнса тӑма пултарчӗ. Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене /атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх/, промышленноҫ-экологин /йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ/, социаллӑ экологин /этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ/ индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ. Рейтинга информаци-аналитика тытӑмӗ кашни регион индикаторӗсемпе индексӗсене шута илсе палӑртать. Ҫав тытӑма суб «Симӗс патруль» эксперчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх - 2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳллӗ рейтингра влаҫӑн вырӑнти органӗсем хӑйсенчен ыйтакан информаципе тивӗҫтерес тӗллевпе общество организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗр пулнине те шута илнӗ. Рейтинг авторӗсен шухӑшӗпе - регионсен умӗнчи экологин ҫивӗч ыйтӑвӗ, рейтинг пӗтӗмлетӗвне витӗм кӳрекенскер - каяш ҫаврӑнӑшне еплерех йӗркелени. «Ҫӳп-ҫап вӑрҫи» ҫав-ҫавах тӑсӑлать-ха, каяша уйӑрасси тата суйласа илнӗ ӑпӑр-тапӑрпа производствӑра усӑ курасси вара иккӗмӗш вырӑнта. Пурнӑҫа кӗртмелли ҫулсене уҫӑмлатса ҫитермен пирки йышӑннӑ саккунсем ӗҫлемеҫҫӗ.
«Симӗс патруль» хӑйӗн рейтингӗпе Чӑваш Ене 2013 ҫулшӑн - тӑххӑрмӗш, 2014 ҫулшӑн вунвиҫҫӗмӗш вырӑн панӑ.
- Юлашки ҫулсенче ял тӑрӑхӗсенче тавралӑха тасатассишӗн нумай тӑрӑшрӗҫ пулин те хӑшпӗр ҫӗрте ӑптӑр-каптӑр куписене, кӑнӑш-канӑш тултарнӑ михӗсене асӑрхатпӑр. Вӗсене хытӑ каяш полигонӗсене ӑсатассишӗн мӗнле органсем яваплӑ?
- Патшалӑх, муниципалитет, общество организацийӗсем тата граждансем пӗрле ку ыйтӑва тахҫанах татса панӑ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районӗнче пухӑнакан йӑлари хытӑ каяша вырнаҫтарас, утилизацилес, пӗр пайне уйӑрса производствӑна иккӗмӗш хут ярас тӗллевпе инновацин ҫӗнӗ технологине ӗҫе кӗртсе инвестици проектне пурнӑҫлатпӑр. Министерство ҫут ҫанталӑка хӳтӗлесе ҫынсен экологи культурине ӳстерес, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ирӗк памасӑрах вӑркӑнтарнӑ хытӑ каяш куписене пӗтерес тӗллевпе акцисем йӗркелет. Ку ӗҫре ҫулсерен ирттерекен Экологи хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем /ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ/ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. «Симӗс патруль» организацин республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе ҫав тапхӑрта Чӑваш Енре ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли «Экодесант - таса тавралӑхшӑн» акци иртет. Уйрӑм хастарӗсем асӑннӑ купасенчи выртан-тӑрана тиесе яраҫҫӗ, хытӑ каяша уйӑрса пухнӑ ырӑ тӗслӗхсене пропагандӑлаҫҫӗ. Республикӑн тавралӑха хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗсем муниципалитетсем ирӗк памасӑрах ӑпӑр-тапӑр пӑрахса тултарнӑ вырӑнсене тупса палӑртассишӗн час-часах рейд йӗркелеҫҫӗ.
Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ. Ӑптӑр-каптӑра пуҫтарасси, ҫав шутра уйӑрса пуҫтарасси, турттарасси, утилизацилесси, сиенсӗрлетесси, районсенче ҫӗр айне чикесси - вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ. Ҫав ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ирттерекен лару-канашлу кун йӗркинче яланах пур. Кашни хуҫалӑх суб - Ҫурхи шыв гидросооруженисене ҫӗмӗрес, ейӗве кайса ҫынсем пурӑнакан вырӑнсене илес хӑрушлӑх кашни ҫуркуннех пур. Инкек ан пултӑр тесе мӗн тума палӑртнӑ?
- Ейӗве хирӗҫле ӗҫлекен комисси нарӑсӑн 16-мӗшӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑвне ирттерчӗ. Шыв-шур ейӗве каяссине пӗлсе тӑрса об Этем пурӑнакан вырӑнсене шыв ан илтӗр тесе 2015 ҫулта 13350 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ. Федераци бюджетӗнчен - 10990 пин, ЧР хыснинчен 1650 пин, вырӑнти бюджетран 710 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ытларах ӑна юханшывсене тӳрлетме, гидрохатӗрсене тӗпрен юсама янӑ. Пӗлтӗр Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ялӗ патӗнчи Кӗҫӗн Ҫавал юппине /370 м/ тӳрӗрен янӑ.
Республикӑра 554 гидрохатӗр, вӑл шутра хуҫасӑрри - 3 /Етӗрне районӗнче - 1, Канаш тӑрӑхӗнче - 2/. Ҫурхи шыв кайнӑ чухне пӗтӗм гидросооруженишӗн муниципалитет йӗркеленӗвӗсем яваплӑ. Ейӳ сарӑлнӑ тапхӑрта пӑрӑхсем витӗр шыв пӗр чӑрмавсӑр юхса тӑтӑр тесе гидрохатӗрсене тӗпрен юсаҫҫӗ. 2015 ҫулта виҫҫӗшне 10960 пин тенкӗлӗх юсанӑ. Кӑҫал тӑваттӑшне 18575 пин тенкӗлӗх ҫӗнетме планланӑ: Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗсен таврашӗнче.
Кӑҫал Раҫҫей Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Улатӑр хули хӗрринчен иртекен Улатӑр юханшывӗнчен ҫуркунне хӳтӗленмелли сооруженисем тумашкӑн федераци хыснинчен укҫа ыйтса илес тӗллевпе сӗнӳсем хатӗрлетпӗр. Ҫав об Ҫурхи ейӳ сӑлтавӗсене сирме, шыв кӳрекен инкеке пӗтерме республикӑн укҫа резервӗн фондӗнче - 153515 пин, инкеке пӗтерме кирлӗ япаласен фондӗнче 145257 пин тенкӗ пӑхса хунӑ.
Чӑвашгидрометеоцентр пӗлтернӗ тӑрӑх - ейӗве каякан ҫурхи шыв нумай ҫул каяллахи вӑтам шайран ҫӳлерех ҫӗкленӗ. Сӑлтавне ҫанталӑк кӗске хушӑра ӑшӑтассипе ӑнлантараҫҫӗ. Урӑхла каласан, питӗ ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ те - юр хӑвӑрт ирӗлӗ, шыв ҫырма-ҫатрана лексе ейӗве тухма пултарӗ. Сӑр, Ҫавал, Улатӑр, Пасна юханшывӗсем самаях хӑпарас хӑрушлӑх пур. |
Пăр çинче – юрăçсем | Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗ пушӑн 8-мӗшӗ ячӗпе республикӑн тӗп уявне - «Юратнӑ хӗрарӑмсене» концерт - ирттерчӗ.
Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменте йӗркеленӗ концерта чӑваш эстрада юрӑҫисем Александр Васильев, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов, Валентина Кузнецова, Константин Рязанов, Алексей Шадриков, Алина Варна, Андрей Думилин, ҫавӑн пекех «Асанне-elektrik show», «Дуняша style», «Ҫиларман» ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ.
Концерт программипе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов паллашрӗҫ. Михаил Васильевич залри, ҫавӑн пекех республикӑри хӗрарӑмсене уявпа - пушӑн 8-мӗшӗпе - ӑшшӑн саламларӗ, юрату, ӑнӑҫу, ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. |
Игнатьевсем спектакль пăхнă | Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитсе курнӑ.
Ларисӑпа Михаил Игнатьевсене, спектакль пӑхма кӑмӑл тунӑскерсене, театр директорӗ Вадим Ефимов тата пултарулӑх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗтсе илнӗ. Республика Пуҫлӑхӗ тата театр ертӳлӗхӗ пӗр ӗмӗре ҫывхарса пыракан искусство храмӗн малашлӑх аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, Михаил Васильевич ҫавӑн пекех театрти хӗрарӑмсене ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа - Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе - саламланӑ.
Игнатьевсем ҫав каҫ «Мунча кунӗ» спектакль пӑхнӑ. Рольсене РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Александров, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова тата ыттисем калӑпланӑ. |
Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç | Чӑваш кино ӗҫӗн ветеранӗсем тата телекуравра ӗҫлекен тӑрӑшуллӑ хӗрарӑмсем Наци музейне уяв каҫне пухӑнчӗҫ.
«Ӗҫ ҫынни - кинора» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ «Чӑваш киноискусстви. Хӗрарӑм куҫӗпе» кану каҫне музей директорӗ Ирина Меньшикова уҫрӗ, асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен мероприятисем кино ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ҫынсемпе паллаштарни, хальхи уяв каҫне киноискусствӑра палӑрнӑ хӗрарӑмсене халаллани ҫинчен пӗлтерчӗ. Проект авторӗ Светлана Асамат чӑваш киноне йӗркелеме тата аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ хӗрарӑмсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Чӑваш Республикин патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗ, «Чӑваш Ен» ПТРК «На Волге широкой», «Как построить новый дом», «Театры - селу», «Времени круговорот», «Нарспи» фильмсене кӑтартрӗҫ. Владимир Карсаков режиссер «Сурӑм хӗрӗ» ӗҫӗпе паллаштарчӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Людмила Яковлева, Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен Константин Федотов Раҫҫей кинофильмӗсенчи юрӑсене шӑрантарчӗҫ. ЧР Кинематографистсен союзӗн председателӗ Олег Цыпленков чипер хӗрарӑмсене уявпа саламласа чечек ҫыххисем парнелерӗ. |
Ӑслӑ, илӗртӳллӗ | Камсем ҫинчен сӑмах пынине тавҫӑрма йывӑрах мар - Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем ҫинчен! Йӑлана кӗнӗ «Эх, мӗнлерех хӗрарӑм!» конкурс пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн Чӑваш Ен тӗп хулинче саккӑрмӗш хут иртрӗ.
Шупашкар хула администрацийӗпе Хӗрарӑмсен канашӗ пуҫарнипе йӗркелекен конкурс тӗллевӗ - ӗҫре, килте, обществӑра ҫаврӑнӑҫулӑхне, илӗртӳлӗхне, пултарулӑхне кӑтартакан хӗрарӑмсемпе мӑнаҫланасси, вӗсене хавхалантарасси.
Хӗрарӑмсене пурнӑҫ тыткӑчисем пек хакласа пуҫ тайма сцена ҫине Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тухрӗ. Хӗрарӑмсен канашӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева, Шупашкар хулинчи хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ирина Клементьева этемлӗхӗн черчен ҫуррин маттур представителӗсене ҫурхи уявпа саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Ҫичӗ хӗрарӑм тупӑшрӗ конкурс ҫӗнтерӳҫин ятне тивӗҫессишӗн. Жюри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ кашни пикен илӗртӳлӗх тӗшшине асӑрхарӗ пулин те пур енӗпе те «мӗнлерех!» тесе хакламаллине палӑртрӗ-палӑртрех: ҫӗнтерӳҫӗ Наталья Юдина, тӗп хулари 23-мӗш шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ, пулса тӑчӗ. Ыттисене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. |
Хула яла парăнтарасшăн | - Эпир ҫитӗннӗ чух ялта халӑх хӗвӗшетчӗ кӑна. Тракторӗ-грузовикӗ унталла-кунталла куматчӗ. Урамра-ҫырмара ача сасси татӑлман: хӗлле йӗлтӗрпе-конькипе ярӑнаттӑмӑр, ҫулла шывран тухма пӗлмен. Халь яла каятӑп та - шӑпах. Урампа ӑнсӑртран пӗрре ҫын утса иртет. Колхоз та леш тӗнчене ӑсаннӑ - пирӗн ялти пӗрлехи хуҫалӑх пӗтнӗ иккен... Шкула та хупма пултараҫҫӗ тесе калаҫкалаҫҫӗ. Пирӗн пысӑк мар касра кӑна, ятарласа шутларӑм, икӗ теҫеткене яхӑн кил хупӑннӑ. Ачасем те ҫук - тулта вылямаҫҫӗ, ӑшӑ пӳртсенче телевизор-компьютер умӗнче лараҫҫӗ пулинех... - пӑшӑрханса каласа парать пӗлӗшӗм.
Паллах, ҫакнашкал ӳкерчӗк республикӑри кашни ялшӑн кӑтартуллӑ мар, ҫапах, йышӑнмах тивет, ун пеккисем те нумай. Тахҫан тӗрлӗ выльӑхпа тулли пулнӑ фермӑсемпе комплекссен, техника паркӗсен юхӑннӑ юлашкисем, кӑшкарӗсем, пушӑ хуралтӑсем... Вӑрҫӑ кӗрлесе-аркатса иртнӗ тейӗн. Унччен ял урамӗнче ҫерем те шӑтса-ешерсе ӗлкӗреймен, паян ҫӳллӗ курӑк ашкӑрать. Кунашкаллине кашни районтах курма пулать вӗт. Тӗнчешӗн кӑтартуллӑ урбанизаци - хуласен, вӗсенче пурӑнакансен шучӗ ӳссе пынин - процесӗн ялшӑн хурлӑхлӑ витӗмӗ ҫаплах вӑйлӑ-шим?
Ҫапла, хамӑрӑн пӗчӗк ялти кӑмӑлсӑр ӗҫ-пуҫа тӗнче шайӗнчи пулӑмсемпе ӑнлантарма пулать-тӗр, анчах тӳрре кӑларма, ман шутпа, май ҫук. Тӗрӗсех, иртнӗ вӑхӑта тавӑраймӑн. 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, историксем палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнчери халӑхӑн 13% кӑна хуласенче пурӑннӑ. Хулисен шучӗ те пӗчӗк пулнӑ та... 2000 ҫулта планета ҫинчи хула халӑхӗн йышӗ 49% ҫитнӗ. Паян ку хисеп тата та пысӑкрах-тӑр. Анчах хулапа хулан тӗлӗ пур. 35,5 ҫын пурӑнакан Токиопа икӗ теҫетке миллион ҫурӑ ҫынлӑ Мехико кӑна мар, нумай ҫӗршывра пирӗншӗн пӗчӗк пек кӑна туйӑнакан поселоксем те хула статусӗллӗ. Данипе Швецире, сӑмахран, 250 ҫынран ытларах ҫын пурӑнакан вырӑн та - хула.
Статистика органӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх - Чӑваш Енре 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне халӑх йышӗ 1236247 ҫынпа танлашнӑ. Хула ҫыннисем - 757472-ӗн, ялсенче пурӑнакансем - 478775 ҫын. Урӑхла каласан Чӑваш Енри халӑхӑн пӗтӗмӗшле йышӗн 60% ытла - хуласем, ял халӑхӗн тӳпи вара 40% та ҫитеймест. Юлашки цифрӑсен шайлашӑвӗ темле хӑрушӑ пек туйӑнмасть-ха, пӑшӑрхантараканни - урӑххи. Ҫулталӑк хушшинче кӑна хула ҫыннисен йышӗ палӑрмаллах, 6 пин ҫынна яхӑн, ӳснӗ. Ҫакӑ та аван тенӗ пулӑттӑм, енчен те ялсенче пурӑнакансен шучӗ самаях чакман пулсан... Пирӗн Чӑрӑшкассисемпе Хурӑнлӑхсенче иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тытӑнса йыш 7,8 пин ҫын ытла чакнӑ!
Чи малтанах, паллах, ку ялсенче вилекенсен шучӗ ҫуралакан ачасенчен чылай пысӑкраххипе ҫыхӑннӑ. Аслӑ ӑру каять... Ҫамрӑксем вара ахаль те сахал, ҫийӗнчен ялтан пӑраха-пӑраха каяҫҫӗ. Вӗренме кӑна кайсан аванччӗ-ха, анчах тивӗҫлӗ пӗлӳ, специальноҫ илсен каялла таврӑнмаҫҫӗ-ҫке. Халь ялта условисем те аван ӗнтӗ: газ кӗртнӗ - каланкка хутса нушаланмалла мар, шыв та пур - пӳртех кӗртме пулать, нумай ҫӗрте асфальт яла кӑна ҫитмест, ӑна урамсене те сарнӑ - пурпӗрех вӑйпитти йыш юталлах туртӑнать.
Ялта ӗҫ ҫук - халӑх ҫав-ҫавах хуласенеллех туртӑннин тӗп сӑлтавӗ тем тесен те ҫакӑ. Пулсан та - ӗҫ укҫи пӗчӗк. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин ертӳҫисем отрасльти уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 14 пин тенкӗрен иртнине курӑмлӑ ӑнӑҫу пек хаклама пӑхнине пӗлетпӗр, анчах ҫак укҫа паян вӑйпитти арҫынна тивӗҫтерменнине те кашниех ӑнланать - вӑт, тараҫҫӗ ялтан.
Ҫак йӗркесен авторӗ хуласенчи пысӑк предприятисем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ялсенче хӑйсен пысӑк мар цехӗсене уҫма тытӑннине те астӑвать. Ӗҫ вӑйӗ унта пулнӑ та - производствӑшӑн меллӗ. Ҫак пулӑм ялсене аталантарма пулӑшас шанӑҫ пысӑкчӗ, анчах вӑл вӑй илсе ӗлкӗреймерӗ - пӑчланчӗҫ ҫав цехсем. Паян ҫак ӗҫе тепӗр хут пуҫарсан питӗ лайӑх пулмалла та, анчах ку - пурнӑҫланми ӗмӗт кӑна. Пысӑк предприятисем хӑйсем саккассӑр хӑшкӑлаҫҫӗ - хушма цехсем пирки мӗн калаҫмалли...
Паян ял халӑхӗ ӗлӗкхилле пысӑк йышпа кар! тӑрса ӗҫлемелли тапхӑр таврӑнасса кӗтни вырӑнсӑрри тепӗр самантпа та ҫыхӑннӑ. Кирлӗ мар халь хуҫалӑхсене ун чухлӗ ҫын. Вун-вун ҫын юнашар тӑрса иртен пуҫласа каҫчен утӑ, пӑрҫа ҫулнине эпӗ те астӑватӑп-ха - ҫава тытса курман ҫын мар. Ҫав вӑхӑтсене тинех тавӑраймӑн.
Ҫак кунсенче Шупашкарти трактор заводӗнче пулма тӳр килчӗ. Халь кунта пысӑк промышленноҫ тракторӗсем кӑна мар, ял хуҫалӑх техники те пур. Ял хуҫалӑхӗ валли кӑларакан тракторпа паллаштарнӑ май Андрей Можанов директор вӑл ялта анлӑн усӑ куракан ДТ е МТЗ йышши 7-8 тракторпа улӑштарма пултарнине палӑртса тӗлӗнтерчӗ. Вӑт, пӗр-пӗр колхозра суха вӑхӑтӗнче 7-8 ДТ-75 уя тухнӑ тейӗпӗр - икӗ сменӑпа ӗҫлесен теҫетке ҫурӑ механизатор кирлӗ пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫак тракторпа вара пысӑк бригада ӗҫне икӗ тракторист кӑна пурнӑҫлать. Пур ҫӗрте те ҫапла: фермӑра та, йӗтем ҫинче те. Паян унчченхи пек алӑ вӗҫҫӗн кӑна ӗҫлесе инҫе каяймӑн. Пӗрремӗшӗнчен, алӑ ӗҫӗ - йывӑр ӗҫ, ҫынна хӑратса-ирӗксӗрлесе ӗҫлеттереймӗн; иккӗмӗшӗнчен, кӗреҫепе-сенӗкпе кӑна ӗҫленин тухӑҫӗ ытла та пӗчӗк.
Апла-тӑк ял пӗтнипе ҫырлахар-и? Ҫук, пӗтместех вӑл. Йыш пӗчӗкрех пулассипе килӗшме тиветех ӗнтӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ пӗчӗккӗн вӑй илнӗ май /ҫакӑн паллисем пур. Ютран, чикӗ леш енчен, кӳрекен апат-ҫимӗҫ самаях хӗсӗннӗ май патшалӑх тинех хамӑрӑн хресчен еннелле ҫаврӑнчӗ пек туйӑнать/ ял та ура ҫине тӑратех. Тен, хӑҫан та пулин тепӗр майлӑ пулӑма та курӑпӑр-ха - хула ҫыннисем яла пурӑнма куҫнине... |
Кун йĕркинче - çывхаракан çураки | Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ.
Регион ертӳҫи мӗнпур районпа хулара депутатсен пухӑвӗсем иртнӗ май иртнӗ ҫула пӗтӗмлетни, кӑҫалхи тӗллевсене палӑртни ҫинчен каланӑ. «Районсенче лару-тӑру тӗрлӗ. Чылай ҫӗрте ҫынсем тупӑш чакнине, хаксем ӳснине палӑртаҫҫӗ. Хӑшпӗр район пуҫлӑхӗсем халӑх тупӑшӗ пӗчӗкленнине йышӑнасшӑн мар. Ҫынсене тӗрӗссине каламалла, бюджет сферинчи ӗҫ укҫи экономикӑри лару-тӑрупа ҫыхӑннине ӑнлантармалла. Экономика ҫӗкленӗ те - ӗҫ укҫи те пысӑкланӗ», - тенӗ Михаил Васильевич.
Канашлӑва хутшӑннисем ҫуракине мӗнле хатӗрленнине сӳтсе явнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра ҫурхи ӗҫсене мӗнлерех хатӗрленнипе паллаштарнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫал 580 пин гектар ҫинче тырпул ҫитӗнтермелле. Михаил Игнатьев республикӑра ял хуҫалӑхне патшалӑх енчен пысӑк пулӑшу кӳнине аса илтернӗ. Ун валли кӑҫал уйӑракан укҫа виҫи пӗлтӗрхинчен 10% пысӑкрах пулать, пӗтӗмпе 2,3 млрд ытла тенкӗпе танлашмалла. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ районсем акмалли лаптӑксене пӗлтӗрхи шайрах хӑварнипе кӑмӑлсӑрланнӑ. «Усӑ курман ҫӗрсене ҫаврӑнӑша мӗнле кӗртесшӗн? Уйрӑм районсенче ҫавнашкал лаптӑксем 7 пин гектар таранах. Ку вара - муниципалитет бюджетне пуянлатмалли тӗп ресурс», - тенӗ вӑл.
Ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх - кӗрхи тӗштырӑ культурисене, выльӑх апачӗлӗх курӑксене республикӑра 82,5 пин гектар акса хӑварнӑ, кӗрхи ҫӗртме 195 пин гектар ҫинче пурнӑҫланӑ. Ҫураки валли вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Минерал удобренийӗсене илес-тӗк - ҫураки валли вӗсем 20 пин тонна кирлӗ. Темиҫе районти хуҫалӑхсем имҫам кӳрес енӗпе ҫителӗксӗр ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Сергей Павлов ҫурхи ейӳ тапхӑрне хатӗрленсе пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Асӑннӑ тапхӑрта Сӑр тата Ҫавал тӑрӑхӗсенче шыв илес хӑрушлӑх пысӑк. Улатӑр районӗнче те сыхлӑх кирлӗ. Ҫавна май Чӑваш Енре 300 пӗве халӗ те хуҫасӑрри пӑшӑрхантарать. Михаил Игнатьев муниципалитетсен влаҫӗсене территорисене, ҫурт-йӗре шыв илесрен сыхланмалли мӗнпур мероприятие пурнӑҫлама, хуҫасӑр гидротехника сооруженийӗсен харпӑрлӑх правине регистрацилессине вӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Канашлура ҫавӑн пекех тӑлӑх ачасене ҫемьесене вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх - 2015 ҫул вӗҫленнӗ тӗле республикӑра тӑлӑх 351 ачана тупса палӑртнӑ. Министр районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене ҫемьесенчи йӗркеллӗ лару-тӑрӑва тивӗҫтерес тӗлӗшпе профилактика ӗҫне пурнӑҫламаллине аса илтернӗ. Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов Канаш тата Муркаш районӗсенче тӑлӑхсен прависене пӑснӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтернӗ.
Юлашкинчен Михаил Игнатьев Виктор Кочеткова ЧР Патшалӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫин должноҫне уйӑрса лартасси ҫинчен калакан указа алӑ пусни пирки пӗлтернӗ, инспекцин полномочисем пысӑккине палӑртнӑ май «саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртма, должноҫри ҫынсене явап тыттарма - хаяр пулма» сӗннӗ. |
Уяв парни - патшалăх награди | Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫуркуннен пӗрремӗш тата ҫутӑ уявӗ умӗн республикӑри пултаруллӑ та пуҫаруллӑ хӗрарӑмсен пысӑк ушкӑнне патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Чӑваш хутлӑхӗн хӗрарӑмӗсем ӗҫченлӗхпе, сӑпайлӑхпа тата тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланипе яланах палӑрса тӑнӑ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармашкӑн, ентешӗмӗрсен ӑс-хакӑлне тата пултарулӑхне ӳстермешкӗн, вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрамашкӑн эсир хывакан тӳпе чӑннипех сумлӑ. Ҫитӗнӗвӗрсем пулӑшнипе тӑван ен малашлӑх ҫулне такӑрлатать, йывӑрлӑхсене парӑнтарать, ҫынсен пурнӑҫне ырӑрах тума ӑнтӑлать. Культурӑра ӗҫлетӗр-и, экономика секторӗнче-и, медицинӑра-и, вӗрентӳре-и - ытарайми те илӗртӳллӗ, шанчӑклӑ та тимлӗ туссем пулса тӑратӑр, чунӑр ӑшшипе, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе кун-ҫула илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑватӑр», - палӑртнӑ вӑл чыслав церемонине уҫнӑ май.
Патшалӑх сумне тивӗҫнисен йышӗнче - санитаркӑран пуҫласа ревматологи уйрӑмӗн ертӳҫи таран ҫӗкленнӗ Таисия Прокопьева, Галина Албутова агроном, Валентина Героева вӗрентекен, шкул директорӗ Луиза Иванова, Наталия Сергеева артистка тата ыттисем.
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх - юлашки ҫулсенче республикӑра ҫамрӑк ӑрӑва тӗрекленсе вӑй илтермешкӗн инвестици хывассине тивӗҫлипе хаклама тытӑнни харама кайман. «Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе мухтанма пултарайманнине пӑхмасӑр эпир конкурентлӑ тавар кӑларма пултаратпӑр. Ҫакна Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ - «Единая Россия» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев тата РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов пысӑка хурса хакларӗҫ», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.
Вӑл ҫакна та ҫирӗплетнӗ: влаҫӑн тӗрлӗ шайри органӗсем хӗрарӑмсем тӗлӗшпе яланах тимлӗ пулӗҫ тата вӗсене пулӑшса тӑрӗҫ. «Ачан тата амӑшӗн сывлӑхне сыхлани, ача сачӗсемпе шкулсем ҫӗклени, ача ҫуратнӑшӑн паракан сертификатсемпе, пособисемпе, амӑшӗн капиталӗпе тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене хӑват парать тата ҫирӗплетет. Пирӗн тӗллев: ҫитӗнӳсене никӗслесе ҫемье пуянлӑх-хаклавне тӗреклетесси», - палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ. |
Журналистсем суйлава ирӗклӗн хутшӑнаймӗҫ | РФ Президенчӗ Владимир Путин суйлав саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Документа пушӑн 9-мӗшӗнче право информацийӗн тӗнче тетелӗнчи официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Улшӑнусем кӗртнӗ документпа килӗшӳллӗн, малашне суйлав участокӗсенче аккредитаци илнӗ журналистсем ҫеҫ ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах пурте мар. Ӑна илмешкӗн кӑларӑмра ӗҫ договорӗпе икӗ уйӑхран кая мар ӗҫлемелле. Аккредитацие суйлав умӗн виҫӗ кун маларах парӗҫ.
Суйлав комитечӗн ӗҫне «сӑмса чикнӗшӗн», ҫынсене суйлама чӑрмантарнӑшӑн штраф тӳлеттерӗҫ. |
Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет | Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра Пӗрлехи юмах служби ӗҫлесе кайӗ. Унӑн номерӗ 60-20-16 пулмалла. Унпа 11 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен шӑнкӑравлама май килӗ. Пӗрлехи юмах номерӗ раштавӑн 19-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.
Вӑл номерпе шӑнкӑравласа хулара пулса иртекен уяв мероприятийӗсем пирки пӗлме май килӗ. Хӗл Мучипе Юрпикене те хӑнана чӗнме май килӗ. Шӑнкӑравлакансен хулара конькипе ӑҫта ярӑнма май пурри, коньки ӑҫта вӑхӑтлӑх илме май килни, утренниксемпе фестивальсем, хулари тата республикӑри учрежденисенче иртекен уявсем пирки йӑлт уҫӑмлатма май пур. Кун ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Пӗрлехи юмах службине хула администрацийӗ карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗринпе йӗркеленӗ. |
Сивӗ шиклентермесен те выҫлӑх шеллемӗ | Йӗпреҫ районӗнчи Туҫари вулавӑшра раштавӑн 5-мӗшӗнче «Кайӑксене хӗлле апат ҫитерӗр» ятпа калаҫу ирттернӗ.
Экологи темине халалланӑ мероприятие вулавӑш кӗҫӗн классенче вӗренекенсене пухнӑ. Чӗнме ыттисене те чӗннӗ-ха. Пӗчӗккисем уйрӑмах хастар пулнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗсем чи малтанах вӗсене Чӑваш Енӗн кайӑк-кӗшӗкӗпе паллаштаракан слайд кӑтартнӑ. Ун тӑрӑх пӗчӗкскерсем чылай кайӑк хамӑр патрах хӗл каҫма юлнине пӗлнӗ. Мӗнле кайӑксем сивӗ хӗлтен хӑраманнине те пӗлнӗ ачасем. Сивӗрен хӑрамаҫҫӗ те вӗсем, анчах выҫлӑх самай шиклентерет. Ҫунатлӑ туссене хӗл каҫма ҫӑмӑл пултӑр тесен вӗсене апат памалла. Апат хурса пама сырӑш туса ҫакмалла. Сырӑшне ачасем ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе туса та хатӗрленӗ.
Слайдсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн вулавӑш ӗҫченӗсемпе пӗрле вӗсем хӑйсен сырӑшӗсене ҫакма тухнӑ. |
Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ | Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче тепӗр ҫӗнӗ сайт хута ячӗ — чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусне. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашла-вырӑсла пӗрешкел текстсене пухасси, вӗсемпе усӑ курса чӑвашла-вырӑсла е вырӑсла-чӑвашла куҫаруҫӑ тума пулӑшасси. Шӑп ҫавӑн пек текстсен пуххипе усӑ курса тӗнчери чи паллӑ онлайн куҫаруҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ те. Яндекс та, Goggle те.
Хальлӗхе ку чӗлхе корпусӗнче 100 яхӑн текст. Ытларах пайӗпе — хаҫатсенче пичетленнӗ текстсем. «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» кӑларӑмӗсенчи тата район хаҫачӗсенчи статьясемпе хыпарсем унта вырнаҫнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗнчисем те унта пур.
Предложенисемпе шутласан вӗсен йышӗ 3 пинрен иртнӗ, сӑмахсемпе шутласан — 40 пине яхӑн. Вӗсенчен 800 ытларах предложение куҫарма ӗлкӗрнӗ. Ку вӑл вунӑ пин ытларах сӑмах.
Чӑвашла-вырӑсла текстсем хӑйсем тӗллӗн хатӗрленеймӗҫ, ҫавӑнпа та кашни чӑвашӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ. Енчен те эсир чӑвашла-вырӑсла куҫарма пултаратӑр пулсан — сайт сире хапӑлласа йышӑнать. Сирӗн ӗҫ пур чӑвашшӑн та усӑллӑ пулӗ. Сайт corpus.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. |
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани | Чӑваш Енӗн наркотӗрӗслев органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Республикинчи управленине йӗркеленӗ вӑхӑтранпа эсир наркопреступноҫпа кӗрешес ӗҫре лайӑх кӑтартусемпе палӑрма пултартӑр. Наркотиксемпе ҫыхӑннӑ пин-пин преступление уҫса панӑ, саккунсӑр ҫаврӑнӑшран ҫӗршер килограмм наркотик хатӗрӗсене тата психотроплӑ хутӑшсене туртса илсе сиенсӗрлетнӗ.
Право сыхлавӗн ытти тытӑмӗсемпе, власть органӗсемпе тата гражданла обществӑпа тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула регионта наркотиксемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру палӑрмаллах лайӑхланчӗ, «ҫивӗччинчен» «вӑтамми» таран улшӑнчӗ.
Ҫапах та Чӑваш Енре наркоманипе тата наркотиксемпе ҫыхӑннӑ преступленисемпе кӗрешесси ҫивӗч ыйту шутланать. Лару-тӑрӑва ҫынсен сывлӑхне сиен кӳрекен психотроплӑ хутӑшсен ҫӗнӗ хӑрушӑ тӗсӗсем вӑй илсе пыни йывӑрлатать. Наркобизнес хальхи телекоммуникаци мелӗсемпе усӑ курса хӑйӗн ылханлӑ таварне сутмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ майсем шыраса тупать. Ҫакӑ преступленисен ҫулне пӳлмелли ӗҫ-хӗле палӑрмаллах лайӑхлатма ыйтать.
Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсем малашне те служба тивӗҫне парӑнса тӑрассине тата хӑйсен професси тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, палӑртса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тата ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп! |
Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! | Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне илемлӗ катемпи те килсе тӑчӗ. Капӑр тумпа, чӑваш тӗрри-эрешӗллӗ саппунпа, тухьяпа… Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарать, хитре пушмакӗсемпе шакӑртаттарса ташлать. Ун тавра пухӑннисем те вырӑнта чӑтса тӑраймаҫҫӗ - ташша яра параҫҫӗ, такмакла-такмакла Ҫӑварни пикине мухтаҫҫӗ, ҫуркунне ҫитнишӗн савӑнаҫҫӗ. 10 метрлӑскере Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи ҫӳлли теҫҫӗ. «Ҫӑварни пикине хула художникӗсем шухӑшласа тупнӑ. Ӑна тумлантармашкӑн пин метр пусма кирлӗ пулнӑ. Вӑл хула ҫыннисене питӗ кӑмӑла кайнӑ. Унта ачасем хаваспах выляҫҫӗ, ҫамрӑксем каҫсерен пухӑнаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова.
«Ҫӑварни хулинче» мӗн кӑна ҫук! Кашни ҫын унта хӑйӗн валли кӑсӑкли тупатех. Акӑ Ҫӑварни мастерскойӗ ҫамрӑк ӑстасене хапӑл тӑвать. Унта вӗсем уяв валли шӑхличсем тата ытти япала ӑсталама пултараҫҫӗ. Уявӑн тӗп ҫимӗҫне - икерчӗ - юратакансем вара «ярмӑрккана» васкаҫҫӗ. Унтах ытти апат-ҫимӗҫ, тӗрлӗ сувенирпа парне туянма пулать. Ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн Ҫӑварни автопаркне ҫул тытаҫҫӗ, снегоходпа, пӑравуспа, «бананпа» ярӑнаҫҫӗ.
Ҫурхи уява районсенче те савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнӗ. Акӑ Куславкка хулинче пурӑнакансем урампа юрласа-ташласа утнӑ, ҫынсене тӗрлӗ ҫимӗҫпе хӑналанӑ. Патӑрьелсем хӗле лашапа катаччи чупса ӑсатнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ. Калӑпӑр, Нӑрваш Шӑхаль пикисем ҫӑматӑ ывӑтас енӗпе тупӑшнӑ. Вӑрнар пӑхаттирӗсем вара кире пуканӗ йӑтнӑ, вӗрен туртнӑ тата ал вӑйне виҫнӗ. Элӗк районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем те район центрне пухӑнса ӑстасен алӗҫӗсемпе паллаштарнӑ, ял халӑхне чейпе, икерчӗпе хӑналанӑ. Каҫалсем те Ҫӑварние хаваслӑн ирттернӗ, уяв вӗҫӗнче катемпие ҫунтарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре тата чаплӑрах праҫник йӗркелеме палӑртнӑ. Хастаррисемпе хӑюллисем хӑйсене тӗрлӗ конкурсра тӗрӗслеме пултарӗҫ. Ҫемьесем валли уйрӑм лапамсем ӗҫлӗҫ, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫӗҫ. Шӑпӑрлансем анимаци лапамӗнче юмахри сӑнарсемпе тӗл пулӗҫ. Такмакҫӑсемпе купӑсҫӑсем пӗр-пӗринпе тупӑшӗҫ. Уяв программине ташӑ флешмобӗ, халӑх вӑййисем, икерчӗ фестивалӗ пуянлатӗҫ. |
Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ | Хальлӗхе лекеймен-ха. Анчах Пуҫиле ӗҫе Тӑвай район прокуратури суда ярса панӑ. Апла тӑк ҫывӑх вӑхӑтра Тӑвай район каччин суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ.
26-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарни каччӑ хӗсметрен 2009 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулхи раштавччен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ. Салтак пӑтти ас тивме васкаманскер килте вӑхӑта ахаль ирттермен: Мускав облаҫӗнче тар тӑкнӑ. Ҫар комиссариатӗнче тӑрӑшакансем салтак каймалли повесткӑна алӑран тыттарсан та каччӑ инҫе ҫула туха-туха кайнӑ.
Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ, анчах салтак каяс килменнине тунман.
Ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнса ҫӳренӗскере саккун 200 пин тенкӗ таран штрафланинчен тытӑнса икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать. |
Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ | Пермь хулинче РФ Общество палатин «Сообщество» форумӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Мероприятие Атӑлҫи округӗнчи мӗнпур регионтан пин ытла хастар хутшӑннӑ.
Ҫулталӑк тӑршшӗнче ҫакнашкал форума Раҫҫейӗн ытти суб чӳк уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче пӗтӗмлетӳллӗ форумпа вӗҫлӗҫ.
Чӑваш Республикин Общество палатин аппарачӗн ертӳҫи Татьяна Николаенко пӗлтернӗ тӑрӑх - Пермьри форума Чӑваш Енри коммерцилле мар организацисем те хӑйсен социаллӑ проекчӗсемпе хутшӑннӑ. Иккӗшне «Перспектива» проектпа килӗшӳллӗн малалла аталантарма суйласа илнӗ. «Перспективӑн» тӗллевӗ - регионсенче обществӑна усӑ кӳрекен ӗҫсем тӑвакан тата граждансен хушшинче пысӑк хисепе тивӗҫнӗ хастарсене тупса палӑртасси, малашне ҫитӗнӳ тума майсем туса парасси.
Чӑваш хастарӗсен пӗрремӗш проекчӗ Атӑлҫи округӗнчи хуласенче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парассипе ҫыхӑннӑ. «Хӑрушлӑхсӑр ҫул» проекта Чулхула, Хусан, Саранск, Шупашкар, Тольятти, Йошкар-Ола, Самар, Пермь, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ хулисенче пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ, - пӗлтерчӗ проект авторӗ, «Чӑваш Енри автомобилистсен «АсАвто» ассоциацийӗ» общество организацийӗн президенчӗ Максим Забалуев. - Ӑна ҫул ҫинче аварисен, вилекенсен, сусӑрланакансен шутне чакарас, автомобилистсемпе ҫуран ҫӳрекенсене пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентес, ҫынсен право пӗлӗвне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе хатӗрленӗ».
Ҫамрӑксен «ЯГражданин» юхӑмӗн ертӳҫи Роман Васильев форумра паллаштарнӑ ӑс-тӑн тата право вӑййи хӗрсемпе каччӑсене Конституцин тӗп положенийӗсемпе суйлав правин нормисене вӗренме пулӑшать. Проекта хутшӑнакансем кашни станцире Раҫҫей Конституцийӗн уйрӑм пайне пурнӑҫри тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе ӑса хываҫҫӗ. «Ӑс-тӑна аталантаракан вӑйӑ Конституцие вӗрентнисӗр пуҫне ушкӑнпа ӗҫлеме те хӑнӑхтарать, логика шухӑшлавне аталантарать, - палӑртать проект авторӗсенчен пӗри Роман Васильев. - Мӗншӗн тесен чылай станцире ушкӑнпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен кӑна задание пурнӑҫлама май килет». Пӗлтӗр ку проекта тӑватӑ пин ҫурӑ ытла ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал йӗркелӳҫӗсем ҫак вӑййа Раҫҫей Федерацийӗн 40 субћектӗнче пурӑнакан ҫамрӑксене явӑҫтарасшӑн.
Чӑваш Республикин Общество палати пуҫаруллӑ хастарсене пулӑшасси хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать. Ҫавна май палата председателӗ Алексей Судленков «Чӑваш Енри автомобилистсен «АсАвто» ассоциацийӗ» общество организацийӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси ҫинчен пӗлтерчӗ. Пӗрлӗх президенчӗпе Максим Забалуевпа иккӗшӗ ҫакна ҫирӗплетекен документа алӑ пусрӗҫ /сӑнӳкерчӗкре/. |
Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр | Юлашки вӑхӑтра шкулсене, уйрӑмах ялсенче, хупасси ҫинчен ҫӳрекен сас-хура тӗлӗшпе сахал мар ыйту килме пуҫларӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир ИВАНОВ ҫак лару-тӑру пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ май «кун пек тӗллев пулман, халӗ те ҫук. Тӗп тӗллев - ачасене, ҫав шутрах яллӑ вырӑнта пурӑнакансене те, вӗрентмешкӗн лайӑх условисем туса парасси» тесе палӑртнӑ.
Вӑл 2015 ҫул кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш Енри 21 шкул Раҫҫейри чи лайӑх, ҫав шутран 12-шӗ ялсенчи чи лайӑх шкулсен /ТОП 200/ йышне кӗнине аса илтернӗ. «Ку - вӗренӳ тытӑмӗн маларахри ҫулсенчи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ, - тенӗ министр, - вӑл вӑхӑтра эпир ялсенче хальхи йышши вӗренӳ тата лаборатори базиллӗ, ӑста педколлективлӑ пысӑк шкулсем йӗркелерӗмӗр, ачасем хӑйсем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр шкулсенче пахалӑхлӑ пӗлӳ илме, унтан вӗренӗве профвӗренӳ учрежденийӗсенче малалла тӑсма пултарччӑр терӗмӗр».
Хальхи вӑхӑтра министерствӑра 2015 ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе, вӗренӳ управленийӗн ертӳҫисемпе тӗлпулусем иртеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисем мӗнле аталаннине тишкереҫҫӗ, кашни уйрӑм муниципалитетра шкул вӗрентӗвӗн тытӑмӗн аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ.
«Пире хальхи вӑхӑтра ял-салари 30-50-шар ҫын ҫеҫ вӗренекен тӗп шкулсен шучӗ ӳсни пӑшӑрхантарать. Ҫапах республикӑпа илсен шкул ачисен шучӗ малашне ҫулсеренех 5 пин ҫын чухлӗ ӳссе пымалла. Кӑҫал, тӗслӗхрен, Чӑваш Ен шкулӗсенче 127 пин ача вӗренет-тӗк, 2020 ҫул тӗлне 155 пин пуласса кӗтетпӗр. Хулари хӑшпӗр шкулта иккӗмӗш смена та пур. Тӗллев - ҫитес пилӗк ҫулта пирӗн иккӗмӗш смена ыйтӑвне татса памалла. Уйрӑм шкулсене хупасси пирки калас-тӑк ку - ирӗксӗр йышӑнакан мера, ҫапах эпир ҫак мелпе ачасене шкул автобусӗпе юнашар вырнаҫнӑ пысӑк шкулсене илсе ҫӳреме май пур ҫӗрте ҫеҫ усӑ куратпӑр: вӗсенче классем тулли, профиль вӗренӗвне те суйлама пулать. Паллах, эпир ҫакнашкал вариантсене палӑртатпӑр-ха, ҫапах шкулсене хупасси тӗллев тенине пӗлтермест. Тӗп ыйту - пирӗн ачасене вӗренмешкӗн хальхи йышши тивӗҫлӗ условисем туса парасси. Вӗренӳ тытӑмӗнче ирттерекен пӗтӗм мероприяти ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳ илме май паракан условисем туса хурассипе ҫыхӑннӑ», - палӑртнӑ министр. |
Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ | Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 2019 ҫулта - 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленес тата ирттерсе ярас тӗлӗшпе ӗҫлекен ушкӑнӑн яланхи членӗсемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче черетлӗ лару ирттернӗ.
Унта тӗп мероприятисен планӗнчи улшӑнусене пӑхса тухнӑ. Вӗсем федераци шайӗнчи саккунсем, Раҫҫей Федерацийӗнчи суб±ектсен юбилей датисене федераци шайӗнче уявлассине йӗркелесе пыраканнисем, улшӑннипе ҫыхӑннӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх - РФ Президенчӗн Указне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе асӑннӑ мероприятисене ирттерме хатӗрленес ӗҫе федераци министерствисемпе ҫыхӑну тытса йӗркелесе пыраҫҫӗ.
Михаил Игнатьев ҫакна та пӗлтернӗ: юлашки ҫулсенчи экономикӑри лару-тӑрӑва пула мероприятисене пурнӑҫлас ӗҫе финанспа тивӗҫтерессине пӗчӗклетме тивнӗ. «Йышӑнусене майсене, лару-тӑрӑва шута илсе тӑваҫҫӗ. Пирӗн тӗллев - федераци тата регион бюджечӗсенче укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗррине кура плана улшӑнусем кӗртесси», - тенӗ вӑл.
ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх - палӑртнӑ вӑхӑтра асӑннӑ юбилейсемпе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планне улшӑнусем кӗртес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Культура министерстви сӗнӳсем тӑратнӑ. Ҫӗнӗ планра малтанхисенчен ҫаксене - Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале, Д.М.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне тата ыттисене те - хӑварма, ҫавӑн пекех тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятисене - халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен», ачасен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» фестивалӗсене, Раҫҫей библиотекисен саккӑрмӗш «Библиокараван» форумне кӗртме палӑртнӑ.
Плана ҫавӑн пекех культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилессине кӗртнӗ. Вӗсенче юбилейсемпе ҫыхӑннӑ культурӑпа массӑллӑ мероприятисене йӗркелӗҫ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленессипе тата ӑна уявлассипе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планӗн проектне пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме сӗннӗ. |
Мухтав сире, Таланцевсем! | Чӑваш меценачӗсене халалланӑ иртнӗ уйӑхри кӑларӑмра вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрне тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцевсем пирки кӑштах ҫырсаччӗ. Паян вӗсен ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемпе тӗплӗнрех паллаштарасшӑн. Ҫак тӗллевпе Етӗрне районне, вӗсемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене, ҫитсе куртӑмӑр. Ку енӗпе пире районӑн тӗп библиотекин директорӗ Нина Долгова нумай пулӑшрӗ. Сӑмах май, вӑл ертсе пыракан вулавӑш паян та Таланцевсен библиотекинчи кӗнеке шкапӗсемпе усӑ курать. Кӗнекисене вара, ҫӗршыва революци ҫулӑмӗ ярса илсен, халӑх ҫуртӗнче хӑварма йышӑннӑ, анчах та Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи пӑлхава чарса лартнӑ хыҫҫӑн управляющи пулнӑ ҫыннӑн ҫуртне/библиотека унта упраннӑ/ конфискациленӗ, кӗнеке фончӗн пӗр пайӗ Етӗрне уесӗн тӗп вулавӑшне, тепӗр пайӗ вулӑс библиотекисене саланнӑ. 1954 ҫулта, темле майпа упранса юлнӑ паха кӗнекесен пуххине, Чӑваш республикин тӗп библиотекине леҫнӗ. Унта та вӑл, чылай вӑхӑт шута илменскер, хуҫасӑр выртнӑ.
70-мӗш ҫулсенче ҫеҫ, библиотека ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ хыҫҫӑн, кӗнекесене инвентаризациленӗ, халӗ вӗсем уйрӑмах паха, сайра тӗл пулакан литература секторӗнче упранаҫҫӗ. Нина Арсентьевна иртнӗ ҫул «Негаснущая свеча» кӗнеке кӑларнӑ.
Унта Таланцевсем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ.
Вӗсен ыркӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем пирки унта та вуласа пӗлтӗмӗр.
Царевококшайск купсисем.
Камсем пулнӑ-ха Таланцевсем? Ӑҫтан вӗсен тымарӗсем? Документсем палӑртнӑ тӑрӑх - ҫур ӗмӗр ытла Етӗрнере ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцев купса йӑхӗ Царевококшайск /халӗ Йошкар-Ола/ тӑрӑхӗнчен тухнӑ.
Михаил Таланцев, «асли» тенӗ ӑна, суту-илӳ ӗҫӗпе Етӗрнене час-часах пырса ҫӳренӗ. Кунти ҫӗрсем, ҫынсем килӗшнех пулӗ ӑна - 1862 ҫулта 5 теҫеттин ҫӗр тата хатӗр завод туяннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Михайлович мӑшӑрӗпе Софья Ивановнӑпа тата ывӑлӗпе Николайпа Етӗрне ҫывӑхӗнчи Янибяковӑна куҫса килнӗ. Кунта тата икӗ ывӑл: Михаил /1866/ тата Зиновий /1868/ ҫуралнӑ. Иккӗшне те Палтай чиркӗвӗнче тӗне кӗртнӗ.
1875 ҫулта Таланцев «асли» ҫӗре кӗнӗ, унӑн ӗҫне мӑшӑрӗ малалла тӑснӑ, тӑснӑ ҫеҫ мар, ӑнӑҫлӑ аталантарса пынӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан унӑн аллинче 43 ҫурт /эрех нӳхрепӗсем, хӑна ҫурчӗсем, трактирсем тата ытти те/ пулнӑ. Софья Ивановнӑн чӗри 1887 ҫулта тапма чарӑннӑ. Еткерӗ ывӑлӗсене юлнӑ.
Укҫа-тенки, ытти капиталӗ ҫителӗклӗ пулни вӗсене уйрӑммӑн, пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр аталанма май панӑ. Ҫак тӑрӑхри чи паллӑ капиталистсем хӑйсен пуянлӑхӗшӗн кӑна ӑнтӑлман, вырӑнти культура пурнӑҫне аталантарма та, ыркӑмӑллӑх акцийӗсем ирттерме те кӗмӗлне шеллемен.
Революциччен - капиталист, ун хыҫҫӑн - чи чухӑн ҫын.
Николай Таланцев Шупашкарта /1865/ ҫуралнӑ. Уес училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусанти 3-мӗш гимназире вӗреннӗ. Ҫамрӑклах общество ӗҫне явӑҫнӑ: 1890 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ӑна Етӗрне округӗн миравай судйине, Етӗрне тӗрмин директорне, хула библиотекин комитечӗн членне суйланӑ.
Ял ачисем валли тунӑ шкулсемшӗн Николай Таланцев 1904 ҫулта пӗрремӗш наградӑна - Анна лентипе ҫыхнӑ медале - тивӗҫнӗ.
Вӑйсӑррисене пулӑшассине Николай Михайлович хӑйӗн тивӗҫӗ вырӑнне йышӑннӑ. Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрнере аслӑ княгиня Ольга Константиновна ячӗпе ача приючӗ уҫнӑ. Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланнӑ та хулари ача ҫурчӗн историйӗ. Кунта 20 ытла ачана выҫӑ вилесрен пӑхса тӑнӑ кӑна мар, вулама-ҫырма вӗрентнӗ, ӗҫе хӑнӑхтарнӑ. Революциччен ӑна ыркӑмӑллӑх укҫипе тытса тӑнӑ.
1904-1905 ҫулсенчи вырӑс-яппун вӑрҫи хыҫҫӑн хулана темиҫе инвалид таврӑннӑ. Вӗсем тата пӗччен пурӑнакан ватӑсем валли Николай Михайлович ятарлӑ приют уҫнӑ. Таланцевӑн ҫынлӑхне палӑртакан тепӗр пулӑм - куҫ тата хирурги лечебницин строительстви. 1911 ҫулта вӑл ҫӗр туяннӑ та тӳрех ӗҫе пуҫӑннӑ. 30 койка вырнаҫакан лечебницӑна 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл меценатӑн вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗн Любовия Алексеевна Таланцевӑн ячӗпе ҫӳренӗ, совет влаҫӗн ҫулӗсенче - Константин Волков ячӗпе.
Революци умӗн Николай Таланцев хула старости пулнӑ. Тӗнче вӑрҫин ҫулӗсенче хӑйӗн тивӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пынӑшӑн ӑна виҫҫӗмӗш степень Ҫветтуй Станислав орденӗпе наградӑланӑ.
1918 ҫулта Николай Михайлович хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне Етӗрне хулине панӑ. Ватлӑхра чухӑн пурӑннӑ. Ывӑлне, Борис Николаевича, Мускаври ял хуҫалӑх академийӗнче пӗлӳ илнӗскере, репрессиленӗ, ҫавна пула ашшӗне пулӑшайман. Николай Таланцев 1935 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пиччӗшӗнчен вӗренсе пынӑ.
Таланцевсен вӑталӑх ачи - Михаил Михайлович. Вӑл та пиччӗшӗ пекех Хусан гимназийӗнче пӗлӳ илнӗ. Хӑй ирӗкӗпе патша ҫарӗнче службӑра тӑнӑ. Ҫирӗмрех суту-илӳ ӗҫне кӳлӗннӗ: ҫемье завочӗсем валли чӗртавар хатӗрлессипе тӑрӑшнӑ. Ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче пиччӗшӗ уншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. 1900 ҫулта Хӗрлӗ Чутайри чиркӳпе прихут ҫумӗнче ултӑ класлӑ шкул хута янӑранпа унӑн попечителӗ шутланнӑ. Ҫак ӗҫшӗн ӑна Станислав лентипе ҫыхнӑ кӗмӗл медаль панӑ. Николай Михайлович пекех вӑл та Етӗрне хулин хисеплӗ гражданинӗ пулнӑ. Мӗнле ӗҫсемшӗн тивӗҫнӗ-ха ҫак хисепе?
1906 ҫулта хулара хӗрарӑмсен прогимназине хута янӑ, ҫакӑ хула управине реальнӑй училищӗн строительствине пуҫӑнма хистенӗ, анчах хулапа уес земствин укҫа пулманнипе хула старости «Пӗртӑван Таланцевсем» суту-илӳ ҫуртӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Михаил Михайлович пулӑшма килӗшнӗ. Ҫулталӑкран училищӗн кирпӗч ҫуртне туса лартнӑ. Ӑна тума 100 пин тенкӗ укҫа тӑкакланӑ, 68 пинне М.Таланцев тӳленӗ. 1908 ҫулта училищӗре вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ. 1917 ҫулччен Михаил Михайлович унӑн попечителӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех училище валли рояль, музыка инструменчӗсем, пӗчӗк электростанци туяннӑ, 20 чухӑн ачана апат ҫитерме, экскурсие кайма укҫа парса тӑнӑ.
Реальнӑй училище строительствишӗн М.Таланцева виҫҫӗмӗш степень Ҫветтуй Анна орденӗпе чысланӑ. Михаил Михайлович кайран та училищӗне пулӑшсах тӑнӑ.
1918 ҫулта Михаил Таланцев ҫемйипе Етӗрнерен тухса кайнӑ. Унӑн малалли шӑпи паллӑ мар.
«Хыпара» та пулӑшнӑ.
Зиновий Таланцевӑн ячӗ те Етӗрне хутлӑхӗнче паян та пысӑк хисепре. Вӑл республика кун-ҫулне предприниматель пек кӑна мар, общество ӗҫченӗ, ӑсчах, чӑн-чӑн интеллигент пек ҫырӑнса юлнӑ.
Таланцевсен кӗҫӗн ывӑлӗ те Хусанти 3-мӗш гимназире пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн тӳрех Мускаври ял хуҫалӑх тата вӑрман академине ҫул тытнӑ. 1887 ҫулта, студентсен пухӑвне хутшӑннӑшӑн, академирен кӑларса янӑ. Малалла пӗлӗве Берлинти ял хуҫалӑх аслӑ шкулӗнче туптанӑ. Ун хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Ҫапах та ӑслӑлӑх патне туртӑнасси ҫакӑнпа вӗҫленмен, 1890 ҫулта вӑл Хусан университечӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах революци кӑмӑллӑ ҫынсемпе хутшӑннӑшӑн Зиновий Таланцева ҫулталӑк вӗреннӗ хыҫҫӑн кӑларса янӑ.
Таланцевсен Суту-илӳ ҫурчӗ ҫулран-ҫул аталанса пынӑ, ҫапах та унӑн хуҫисенчен пӗрне - Зиновий Михайловича - Мускава, Санкт-Петербурга, Петербург кӗпӗрнине пырса кӗме ирӗк пулман. 1903 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫеҫ департаментӑн хушма хушӑвӗпе вӑрттӑн йӗрлессине чарса лартнӑ.
1905-1907 ҫулсенчи революци Зиновий Таланцевӑн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ. Вӑл чӑваш интеллигенцийӗ хушшинче паллӑ ҫын пулса тӑнӑ. Чӑваш хастарӗсене тӑван чӗлхепе литература пичетлеме кӗмӗл кирлӗ пулнӑ, чӑвашсен пӗрремӗш «Хыпар» хаҫачӗ те ҫав енӗпех нуша курнӑ. Зиновий Таланцев «Хыпар» кӑларма укҫа панӑ, ҫав ҫулах чӑвашла пичетленнӗ литературӑн издателӗ пулнӑ.
1906-1909 ҫулсенче вӑл пулӑшнипе хӗрарӑмсен прогимназине ҫӗнетме май килнӗ, ҫуртӑн иккӗмӗш хутне тунӑ, унта тата тӑватӑ класс вырнаҫтарнӑ. З.Таланцев чухӑн ачасене стипенди тӳлемелле тунӑ, вӗренмелли хатӗрсем туянса панӑ. Ҫапла Етӗрнере те хӗрачасене вӑтам пӗлӳ паракан гимнази ӗҫлесе кайнӑ. 1913 ҫулта влаҫрисем Таланцева гимназин попечительсен канашне суйланӑ. Тепӗр икӗ ҫултан ӑна Ҫветтуй Станиславӑн орденӗпе чысланӑ.
Революци хыҫҫӑн Зиновий Таланцев Чулхула университечӗн хими факультетӗнче ӗҫленӗ. Пурнӑҫран уйрӑличчен /1929/ ӑна профессора суйланӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ӗҫӗсем те - монографисемпе вӗренӳ пособийӗсем - ҫырнӑ.
Кун хыҫҫӑн кун иртет, мӗн пулни историе юлать. Вӑл та манӑҫа тухма, самана тусанӗпе витӗнме пултарать, анчах та апла тӑвас мар тесен пирӗн хамӑрти патриот туйӑмӗсене ҫухалма памалла мар. Хамӑрӑн аваллӑха пӗлмелле, юратмалла тата унпа мӑнаҫланмалла. Шухӑшӑмӑрсене пуҫ тавра кӑшӑлласа хамӑртан ыйтар-ха - Таланцевсен пархатарлӑ тӗслӗхне малалла тӑсса паянхи чӑваш пуянӗсем мӗнпе мӑнаҫланма пултараҫҫӗ?
Ҫырӑр, шухӑшӑрсене пӗлтерӗр - калаҫӑва малалла тӑсатпӑр. |
Ҫывӑхрах - пӑши! | Федерацин уйрӑмах сыхлакан «Сӑрҫум» заповедникӗнче сӗтпе тӑрантаракан чӗрчунсене тата чӑх евӗрлӗ вӗҫен кайӑксене шутламалли тапхӑр вӗҫленчӗ. Вӑл икӗ уйӑха яхӑн тӑсӑлчӗ.
Ӑна мӗнле ирттертӗмӗр-ха? Малтан шутлав маршручӗсене ҫирӗплетнӗ. Хӑтлӑх сотрудникӗсемпе волонтерсем юр тӑрӑх кайса куҫ умне пулакан пӗтӗм йӗре хут ҫинче палӑртрӗҫ. Эпӗ ку ӗҫе пӗрре ҫеҫ мар хутшӑннӑ. Вӑл ҫамрӑк биологсене пушшех кӑсӑклантарать, чӗрчунсемпе хутшӑнма илӗртет. Вӗҫрен вӗҫе тухассишӗн йӗлтӗрпе малалла шуса вӗсем хӑш тӗсрен пулнине, ӑҫталла ҫул тытнине уҫӑмлатса пыратӑн. Кӑпӑшка юр ҫинче ҫакна тӳрех пӗлме йывӑр. Шутлава темиҫе ҫул хутшӑнса ӑсталӑха ӳстерсен ҫеҫ ыйту тупсӑмне ҫийӗнчех ӑнкаратӑн.
Хӗллехи кӑн-кӑвак тӳпе тата пит-куҫа ӑшӑтайман хӗвел чуна савӑнтарчӗ. Вӑрман - тарӑн ыйхӑра, йӗри-тавра - хулӑн юр. Сарлака йӗлтӗрсемпе куҫатпӑр. Пирваях вӑрман мулкачӗн йӗрӗсене ҫеҫ асӑрхарӑмӑр. Тепӗртакран - пакшапа вӑрман сӑсарӑнне. Улатӑр вӑрманӗнчи чи пысӑк кушак - ҫӳлевӗҫ - йӗрӗсене курса тӗлӗнтӗмӗр. Пирӗн ушкӑн ҫулӗ вӗсеннипе хӗресленессе малтан тӗлленмен те. Ҫак чӗрчунсем республикӑра пӗтесси патнех ҫитнӗ. Йӗрӗсене асӑрхани те кӑмӑла ҫӗклерӗ.
2015 ҫулхи ҫуркунне заповедник сотрудникӗсем виҫҫӗшӗпе ешӗллӗхри ҫул урлӑ каҫнӑ чухне тӗл пулнӑ, шутлав тапхӑрӗ пуҫланиччен пӗри фотооб Йӗлтӗрсене сӗтӗрсе малаллах каятпӑр. Юнашар маршрутри ушкӑнран кӗсье телефонӗпе шӑнкӑравласа тин ҫеҫ унта пӑши пырса тухни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Эпӗ кӑльт кулянса илтӗм. «Пирӗн патран мӗншӗн иртмелле марччӗ?» - терӗм.
Маршрут ҫурринче канма тата чей ӗҫме кӑмӑр ҫине лартӑмӑр. Ҫав самантра инспектор: «Пӑхӑр-ха! Пӑши!» - терӗ. Вӑл кӑтартнӑ еннелле тимлерӗм те тем пысӑкӑш чӗрчуна куртӑм. Кутамккаран фотоаппарат кӑларса темиҫе кадр турӑм. Пиртен инҫетреччӗ тата йывӑҫсен хушшинчеччӗ, ҫапах манӑн сӑнӳкерчӗксен коллекцине асӑнмалӑх кӗрсе юлчӗ. Малтан ӑна сӑмах чӗнмесӗр сӑнарӑмӑр, пӗр-ик минутран калаҫма пуҫларӑмӑр. Вӑл хӑйӗн ҫине тинкерекенсене асӑрхамарӗ, пирӗн сасса илтмерӗ. Вӗтлӗх турачӗсене хыпса татрӗ, йывӑҫ хуйӑрне хырса сӳрӗ. Пилӗк-ултӑ минутран тӳпем урлӑ каҫса пытанчӗ.
Пӑшие курни маншӑн кӗтменлӗх пулчӗ. Патшалӑх ятарласа ҫирӗплетнӗ хурал служби сыхлакан заповедникра та чӗрчунсене час-часах асӑрхамастӑн. Хӑйсен патне этем е чӗрчун ҫывхарнине инҫетрен сисеҫҫӗ. Ҫавӑнпа куҫ тӗлне пулмаҫҫӗ. Ҫапах хӑшпӗр чухне ӑнать: тепӗр ушкӑна вӑрман мулкачӗ савӑнтарнӑ.
Ҫулталӑк каяллахи шутлав «Сӑрҫумра» пакша, пӑши, хир сысни, мулкач хушӑннине ҫирӗплетрӗ. Кӑҫал вӑл мӗн кӑтартӗ? Хальхи вӑхӑтра ятарлӑ меслетпе усӑ курса ҫак ыйту хуравне палӑртатпӑр. |
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? | ЧР пулӑ ӗрчетмелли шыв фончӗ пысӑк: Куйбышевпа Шупашкар управӗсем /27,5 пин га/, 8400 ҫухрӑма тӑсӑлакан юханшывсем, 255 кӳлӗ, 1062 плотина-пӗве /10,8 пин га/.
Чӑваш Енӗн кашни тӑваткал километр лаптӑкри юханшывӗсен тӑршшӗ вӑтамран 0,48 ҫухрӑм.
Шыв транспорчӗн ҫулӗ республикӑн ҫурҫӗр енчи хӗррипе Атӑл тӑрӑх - 120, шалти маршручӗсемпе 404 км тӑсӑлать. Федераци автоҫулӗ - 326, Чӑваш Енӗн вӑл - 1572, муниципалитетсен - 2972 ҫухрӑм. Шупашкар ГЭСӗ ҫӗрӗн-кунӗн электроэнерги хатӗрлет. Чукун ҫулӑн пурте усӑ куракан тӑршшӗ - 396, предприятисен вӑл 312 ҫухрӑмпа танлашать. Сӑр юханшывӗ ҫинче - автомобиль тата пуйӑс кӗперӗсем. Пирӗн кӗперсене вӗҫрен вӗҫе сыпӑнтарсан 15,5 км тӑсӑлаҫҫӗ. Мускав-Хусан магистральне хута ярсан 26 юханшывпа ҫырма-ҫатра урлӑ выртӗ. Шыв-шур урлӑ газӑн - 11, нефтӗн 3 пӑрӑхӗ иртеҫҫӗ.
ЧР промышленноҫ-строитель-ство комплексне тивӗҫтерме ҫӗр айӗнчен тимӗр мар япаласем кӑлараҫҫӗ. Вӗсен саппасӗ - 118 млн кубла метр. 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне минерал чӗртаварӗ кӑлармалли 36 вырӑн шутланнӑ. Ҫав лаптӑксенчен ытларахӑшӗ - пулӑ хуҫалӑхӗн чи пысӑк категорине кӗрекен шывӗ ҫинче тата юханшывсен саккунпа хӳтӗлеме тивӗҫлӗ ҫыранӗнче. Шыв тӗпӗнчен строительство хӑйӑрӗ кӑлараҫҫӗ. Сӑмахран, 2011 ҫулта 18 тӗлтен ҫырана 1025 пин кубла метр уҫланӑ.
Шупашкар ГЭСне, кӗперсене, пӑрӑх магистралӗсене, шыв тултармалли, ҫырана хӳтӗлемелли, шыв транспорчӗ пырса чарӑнмалли об Асӑннӑ ӗҫсем пулӑ хуҫалӑхӗн экотытӑмне пысӑк сиен кӳреҫҫӗ. Патшалӑхӑн кӳлӗ тата пулӑ хуҫалӑхӗн наука-тӗпчев институчӗн Чулхулари лабораторийӗ юханшыв тӗпӗнчен хӑйӑр кӑларнӑ тата ӑна тарӑнлатнӑ чухне пулӑ саппасне кӳрекен сиен кашни 1000 кубла метр хӑйӑр пуҫне вӑтамран - 5,6, кӗпер тунӑ е ӑна тӗпрен юсанӑ, шыв айӗпе пӑрӑх хывнӑ е ӑна улӑштарнӑ чухне 198 килогрампа танлашнине палӑртнӑ. Ҫак кӑтарту - механизмсем ӗҫленӗ кашни гектар лаптӑк пуҫне. Ҫулталӑкра тӑкак 200 тоннӑпа танлашать. Ку - республикӑри предпринимательсем Куйбышевпа Шупашкар шыв управӗсенче пӗр ҫул хушшинче тытакан пулӑ калӑпӑшӗ. Сӑтӑр пӗчӗк юханшывсенче пысӑкрах, мӗншӗн тесен шыв тытӑмӗпе пахалӑхӗ, биотопӗ, ценозӗ нумайрах улшӑнать. Уйрӑммӑн илсен планктон, бентос организмӗ, вӑлча нумай пӗтет. Кунсӑр пуҫне апатлӑха, вӑлча сапмалли вырӑнсене ҫӗмӗрнӗрен, апата улӑштарма тивнӗрен лӑкӑсем вилеҫҫӗ. Ҫавна пула пулӑ саппасӗ пӗчӗкленет. Уйрӑмах - ҫӗкӗн /стерлядь/ тата шӑланӑн /судак/. Механизмсем сӑтӑрлакан лаптӑксенче ЧР Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ пулӑсем те пур. Н.Болотова ӑсчах Вологда облаҫӗнче тӗпчев ирттерсе техника ӗҫленӗ шыври пулӑсен шучӗ - 15, ихтиомасса 3 хут чакнине ҫирӗплетнӗ.
Шыв пуянлӑхне тӑкак кӳрес мар тесен ӗҫ пуҫариччен пирӗнпе ҫыхӑнса канашламалла. Эпир усӑллӑ сӗнӳсем парӑпӑр. |
Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр | Республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2016» акци ирттереҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ пекех диктанта ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫырӑпӑр.
Чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӑван чӗлхене пӗлнине кӑтартма май паракан акци 2013 ҫулта йӗркеленчӗ. Унӑн тӗллевӗсенчен чи пӗлтерӗшли - хамӑр чӑваш пулнине, наци пӗрлӗхне палӑртасси.
Акцие ирттерессине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хӑйӗн ҫине ытларах илнӗ май кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсӗ пуҫланни пирки пӗлтерет. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакан кашни йӑхташ яваплӑха туйса ҫак ӗҫе хутшӑнма пултарать. Ӗҫсене институтпа ятарлӑ комисси ячӗпе ярса памалла.
Иртнӗ ҫулсенче диктант тексчӗсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Марина Карягина тележурналист тата чӑваш прозаикӗ Леонид Маяксем ҫырни тӑрӑх /«Асран кайми кун»/ хатӗрленӗччӗ. |
Subsets and Splits
No community queries yet
The top public SQL queries from the community will appear here once available.