text stringlengths 449 122k |
|---|
Пушкӑртстанри Давлекан районě чӑваш хастарěсемпе пуян.Вěсенчен пěри Чуйăнчă-Николаевка ялěнче 1949 ҫулхи май уйăхĕн 9-мěш кунěнче ҫут тěнчене килнě Кавăрле хěрě Люба Васильева.
Ашшě Тăван çĕршывăн аслӑ вӑрҫине тухса кайсан амӑшě сакӑр ачапа тӑрса юлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн йывӑр аманнӑ ашшĕне санитарсем носилкăпа килне илсе килсе хӑварнӑ. Çав тери хĕн пулсан та пуçне усман паттӑр чӑваш. Арӑмне чунтан юратнӑран, пурнăç терчĕ вӑйлӑ пулнӑран тата икě ачана чун панӑ.
Çапла Турӑ хушнипе Люба колхоз ěҫĕпе пиҫсе ҫитĕннĕ ҫемьере вуннӑмěш ача пулса ҫуралнӑ. Кунта амӑшěн паттӑрлӑхě, унӑн тӱсěмлěхě ҫинче чарăнса тăмасӑр иртсе каяймăн. Çав тери пысăк чӑтӑмлӑх чӑваш хĕрарӑмěнче çеç пулма пултарать. Вӑл вырӑн ҫинчен тӑрайман арҫынна ултӑ ҫул тирпейлесе пӑхнӑ. 1950 çулта Кавăрле пичче йывăр чире пула çутă кунпа сывпуллашнă. Çак тÿсĕмлĕ хĕрарăм сакăр ачине пĕччен ура çине тăратса тӑхӑр вун икě ҫула ҫитсе ҫут тěнчерен уйрăлнӑ. Хальхи саманари ҫынсене Турӑ ҫакӑн пек вӑй-хӑват патăрччě.
Кÿршĕллĕ ялти Чуйăнчă шкулěнче вунӑ ҫул вěренсе тухсан Люба Туймазă хулинче вырнаҫнӑ Россельхозтехникăра бухгалтеринче виҫě ҫул ěҫленĕ. Унтан ӑна вěренме Юматовăри техникума яраҫçě. Кунта вара вӑл хӑйне килĕшнĕ каччăпа паллашса çемьеллĕ пулать. Вĕсем мăшăрĕпе икě ача - ывӑлпа хěр - ҫуратса ӱстереççĕ.
1973 ҫултан пуçласа Люба пекарня заведующийĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Унта вăл вӑтӑр ҫул вӑй хунă. Эпě совет влаҫě вӑхӑтěнчи пурнӑҫа лайӑх астӑватӑп. Юматовӑра вырнаҫнӑ садовниксемпе дачниксем хуларан ҫӑкӑрпа килместчěҫ, пурте Любовь Гавриловнӑн технологийĕпе пěҫернě ҫӑкӑра туянма тӑрӑшатчěҫ. Çавна кура вырӑнти ҫынсем хуларан килнисене черете тӑрататчěҫ. Çуллахи вӑхӑтра ҫӑкӑр ҫитмесĕр юлнӑ самантсем те пулкаланă. Вăл вăхăтра «Юматово çăкăрĕ» текен бренд Ĕпхÿре те хакра пулнă.
Пенсине тухсан Любовь Гавриловна чӑваш культура пěрлěхěпе тачӑ ҫыхӑну тытма пуçларě. 2007 ҫулта Ĕпхÿри Калинин районěнче чӑваш вырсарни шкулě уҫӑлсан ăна эпир вĕрентекене çавăртăмăр. Мĕншĕн тесен Любовь Гавриловна алӑ ěҫне ăстаччĕ. Уйрăмах тĕрлеме. Ачасене вĕрентме шăпах çакăн пек çын кирлĕччĕ.
Вăл тăрăшнипе И.Я. Яковлевӑн 168 ҫулне халалласа Мелеуз хулинче йěркеленě «Мăн асаттесен еткерĕ» ачасен конкурсěнче «Пуканесем» номинацинче пěрремěш вырӑн йышӑнтӑмӑр. Любăн уçă та шӑнкӑрав пек янӑравлӑ сасси малтанхи ҫултанах йĕркеленнě шкулӑн «Элем» ансамблěнче питě вырӑнлӑ пулчě. Любовь Гавриловна чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ěҫсене пурнӑҫлас тесе нумай ҫул хушши Юматовӑран Ĕпхÿри вырсарни шкулне ҫӱрерĕ, чӑваш культура пěрлěхне сахал мар пархатарлӑ ěҫ тума пулӑшрĕ. Вăл вӑхӑтне те, укҫа-тенкě тӑкакне те нихăҫан та шута илмен, хĕрхенмен. Люба уйрăмах туризмпа ҫыхӑннӑ культпоходсене кӑмӑллать: Нугуш водохранилищи хěрринче чӑваш активěпе канма, Аслӑкÿльте пулӑ тытма, Юматовӑри Тим юхан шывĕ хěрринче йěлтěрпе чупса пӑшалтан пеме, костер ҫинче вĕри апат пěҫерме. Чылай чухне вăл çак мероприятисене йĕркелекенсенчен пĕри шутланать. Салават хулинче иртекен халӑхсен фестивалěнче, Екатеринбургран чěнсе янӑ Кěр сӑрине «Элем» ушкӑнпа уявлама, Пермь тӑрӑхěнчи тěрěк халӑхěсен уявěнче хамӑр халӑха кӑтартма, Шупашкарти Акатуйра выляма - пур ҫěре те ěлкěрнě уҫӑ та ырӑ кӑмăллӑ Чуйăнчă-Николаевка хěрě.
Малалли хаçатăн 20№.
«Элем» ушкӑн, Калинин районěнчи чӑваш вырсарни шкулě тата Ĕпхÿ хулинчи чӑваш наципе культура автономийě ятěнчен Леонид МИХАЙЛОВ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Çырчалли чăвашӗсем те хăйсен отчетпа суйлав конференцине ирттерчӗç. Пуху апрелӗн 8-мӗшӗнче Туслăх çуртӗнче иртрӗ, шăпах çак кун автохулара Чăваш культура кунне паллă турӗç. Культура тӗлӗшӗнчен çырчаллăсем чăннипех те пуян. Кунта нумай çул хăйӗн пултарулăхӗпе таврари районсенче пурăнакан чăвашсене тӗлӗнтерсе тăракан «Чӗкеç» ансамбль кăна мар, вырсарни шкулӗнчи пирӗн уйрăм та, ача...
❮
❯
Çырчалли чăвашӗсем те хăйсен отчетпа суйлав конференцине ирттерчӗç. Пуху апрелӗн 8-мӗшӗнче Туслăх çуртӗнче иртрӗ, шăпах çак кун автохулара Чăваш культура кунне паллă турӗç.
Культура тӗлӗшӗнчен çырчаллăсем чăннипех те пуян. Кунта нумай çул хăйӗн пултарулăхӗпе таврари районсенче пурăнакан чăвашсене тӗлӗнтерсе тăракан «Чӗкеç» ансамбль кăна мар, вырсарни шкулӗнчи пирӗн уйрăм та, ача садӗнчи чăваш ушкăнӗ те пысăк вырăн йышăнаççӗ. Вӗрентес хăвата юлашки çулсенче кунта çухатарах пыраççӗ пулсан, юрăпа ташă ансамблӗн шайӗ çӳллӗрен çӳле хăпарса пырать. Çамрăксемпе ӗçлес ӗçе те Çырчаллинче пăрахмаççӗ. Аслисем тивӗçлӗ смена хатӗрлеççӗ.
Хусантан çак Конференцие ТР ЧНКА Канашӗн, ТР Общество палатин пайташӗ Валентин Паймухин, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев, Хусанти чăвашсен ентешлӗхӗн ертӳçи Алексей Наумов хутшăнчӗç. Вӗсем общество ӗçӗнче палăрнă хастарсене Хисеп хучӗсем парса чысларӗç. Çав шутра автохулари чăваш обществине 10 çул ертсе пынă Сергей Кирова та. Вăл пухăннисем умӗнче çак вăхăт хушшинче общество тума пултарнă çитӗнӳсем çинчен каласа пачӗ, малашне хăй вырăнне урăх ертӳçӗ суйлама сӗнчӗ.
- Сергей Кирович хăйне улăштарма виçӗ çул каяллах ыйтнăччӗ, - тесе пӗлтерчӗ вырăнти ЧНКЦ Канашне кӗрекен Çырчаллăри Комсомольски районӗн пуçлăхӗ Владислав Гаврилов. - Вăл ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗçсем ытти халăхсеннинчен япăхрах пулан, çавăнпа вӗсене аван тесе хак парса, тав тăвас килет.
Ревизи комиссийӗн председателӗ Федор Корнеев обществора мӗнлерех укçа-тенкӗ тăкакӗсем пулни çинчен каласа пачӗ, камсем спонсорла пулăшу кӳни çинчен пӗлтерчӗ. Чăваш обществине тăтăшах пулăшакансен хушшинче Александр Павлов паллă вырăн йышăнать. Хулари клиникăсенчен пӗрне ертсе пыракан çын общество ӗçне ӗнтӗ чылай çул тӗрев парать. Çавăнпа та Çырчаллăри чăваш наципе культура центрне тепӗр 3 çул ертсе пыма конференцие килнисем ăна суйлас терӗç. Урăх кандидатурăсем тăратакан пулмарӗ. Çавăнпа та сасăлавра та пурте пӗр майлă пулса Александр Николаевичшăн алă йăтрӗç.
Пуху хыççăн Туслăх çурчӗн курав залне пухăннисене илемлӗ концерт кӗтрӗ. Кунта аслисемпе пӗрле çамрăксем те, ача садне çӳрекенсем те хутшăнчӗç. |
(Зоя Яковлева. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Раççейри чăваш наципе культура автономийĕсене тата «Чăваш пики» конкурсăн вырăнти çĕнтерÿçисене пĕлсе тăма! Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе ирттерекен «РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ-2017″ фестиваль-конкурс маларах палăртнă пек ноябрӗн 25-мĕшĕнче мар, декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче, 14 сехетре пуçланать. Палăртнă пекех...
❮
❯
(Зоя Яковлева. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Раççейри чăваш наципе культура автономийĕсене тата «Чăваш пики» конкурсăн вырăнти çĕнтерÿçисене пĕлсе тăма!
Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе ирттерекен «РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ-2017″ фестиваль-конкурс маларах палăртнă пек ноябрӗн 25-мĕшĕнче мар, декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче, 14 сехетре пуçланать. Палăртнă пекех Шупашкарти культурăпа ӳнер искусствисен институтĕнче иртет.
Конкурса хутшăнакан хĕр-пикесен Шупашкара ноябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче килсе çитмелле. Чăваш наци конгресне «РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ-2017» конкурса заявкăна congress21@mail.ru электронлă почтăпа ямалла е Воробъев композиторсен урамĕ, 10 çурта ноябрӗн уйăхĕн 20-мĕшĕччен килсе памалла. |
Федераллĕ Пухăва яракан çулленхи Çырăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин вузсенчи бюджет вырăнĕсен шутне пысăклатма сĕннĕ, регион вузĕсенче çак вырăнсене чи малтан уйăрмалла, паян врачсем, педагогсем, инженерсем çитмен территорисенче уйрăмах çакна тимлемелле.
Паллах, йышăнакансен шутне ахаль кăна ÿстермелле мар, бизнес, ĕç паракансем хутшăннипе регионсенчи университетсемпе вузсене аталантарассипе çине тăрса ĕçлемелле, вĕсен вĕрентÿ, тĕпчев, социаллă инфраструктурине çирĕплетмелле, регион вузĕсен преподавателĕсен квалификацине ÿстерессине тимлемелле, студентсем ку чухнехи пĕлĕве хăйсем çуралнă вырăнĕнче илме пултарччăр тата карьерине ăнăçлă пуçлаччăр тесе пурне те тумалла, палăртса хăварнă Путин.
«Иккĕмĕш курс хыççан студентсене вĕрентĕвĕн çĕнĕ çул-йĕрне е программине, çав шутра шайлаштарма пултаракан профессисене кĕртсе, суйласа илме май памалла. Çакна тума ансат мар, анчах тумалла. Пултаруллă та тивĕçлĕ çынсем наци аталанăвĕнче лидер рольне йышăнчăр тесе эпир «Россия — страна возможностей» проекта хута ятăмăр. 3,5 млн ытла çын унăн конкурсĕсемпе олимпиадисене хутшăннă ĕнтĕ. Çакнашкал система малашне те аталанать», — тенĕ президент.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 81 çул çитрĕ. Унăн ахрăмĕ çултан-çулах аякка юлса пырать пулин те, юнлă вăрçă синкерлĕхĕ, салтаксен паттăрлăхĕ, вĕсен ырă ячĕ нихăçан та асран тухмĕ. Çак кунхине Патăрьелĕнче Атăвăмпа хурлану кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ митинг çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Митинга Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, вăрçă ачи, АПК ветеранĕ Тальгать Шайхуллов, ĕç колективĕсем, "Единая Россия" парти членĕсем, ял-йыш хутшăнчĕç, Тăван çĕршывшăн вăрçă пирчейми суран туса хăварнине, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни паттăр асра пулнине палăртрĕç.
Мероприятие Украина территорийĕнчи ятарлă çар операцийĕнче хăйсен çамрăклăхне татнă салтаксен - парашютпа десант ротин командир çумĕн Николай Сымовăн, парашютпа десант ротин гварди старшинин Алексей Елимовăн, миномет батарейин гварди рядовойĕн Игорь Ивановăн, десантпа штурм батальонĕн оператор-радиотелефонисчĕн Александр Миккан, тинĕс çар пехотин отделени командирĕн Алексей Михеевăн ашшĕ-амăшĕ хутшăнни пурне те тыткăнларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вĕсене пурне те тивĕçлĕ ывăл çитĕнтерсе воспитани панăшăн чун-чĕререн тав турĕ, ашшĕ-амăшне, вĕсен çемйине сывлăх сунчĕ, Патăрьел районĕ 95 çул тултарнă ятпа кăларнă медаль парса чыс турĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешме 8377 çын тухса кайнă. Вăл шутра 41-шĕ - хĕрсем. Шел пулин те 6034-шĕ Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçне хунă. Эпир хамăрăн ентешĕмĕрсемпе - Совет Союзĕн Геройĕсемпе Анат Туçари Павел Кузнецовпа, Ыхра Çырминчи Баки Рахимовпа, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсемпе Сăкăтри Порфирий Кариковпа, Патăрьелĕнчи Александр Табаковпа, Шăнкăртари Бедертдин Тухфетулловпа - тивĕçлипе мăнаçланатпăр. 2016 çулта вĕсен ячĕпе Патăрьелĕнчи кану паркĕнче Паттăрсен аллейине уçнă.
Митинга хутшăннисем Мухтав монуменчĕ умĕнчи ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечексем хучĕç, вăрçă паттăрĕсене асра тытса пĕр самант шăп тăчĕç.
Районти централизациленĕ культура çурчĕн артисчĕсем вара вăрçă синкерлĕхĕпе çыхăннă юрăсемпе тыткăнларĕç.
Пĕлме
Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан çичĕ вăрçă ветеранĕ чĕрĕ палăк вырăнĕнче. Шел, вĕсем пиртен уйрăлсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 57 салтак арăмĕ, 281 тыл хастарĕ пурăнать, "Вăрçă ачи" удостоверенине илнисем 1333-ĕн. |
Кун çинчен калама та аван мар та, анчах пӗррехинче Шупашкарта иксӗмӗр кăна чей ӗçсе калаçса ларнă вăхăтра, чăваш тӗнчинчи пӗр паллă çын мана çапла каласа татса хунăччӗ: «Хусанкая вулман, унăн сăввисене пӗлмен çын - чăвашла йӗркеллӗ калаçма вӗренсе çитеймест, вăл культура шаралăхӗн çӗнӗ ертӳçи пекрех калаçать». Унпа килӗшсе каясах та...
❮
❯
Кун çинчен калама та аван мар та, анчах пӗррехинче Шупашкарта иксӗмӗр кăна чей ӗçсе калаçса ларнă вăхăтра, чăваш тӗнчинчи пӗр паллă çын мана çапла каласа татса хунăччӗ: «Хусанкая вулман, унăн сăввисене пӗлмен çын - чăвашла йӗркеллӗ калаçма вӗренсе çитеймест, вăл культура шаралăхӗн çӗнӗ ертӳçи пекрех калаçать». Унпа килӗшсе каясах та килместчӗ те, хирӗç темшӗн чӗнмерӗм. Нумай шухăшласа çӳрерӗм ун хыççăн. Çынна тиркесе ларма эпир маçтăр, хамăр пӗлетпӗр-ши Хусанкай пултарулăхне? Тен, мана та пуçланă? «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» вăл вӗт ХУСАНКАЙ ятлă пултарулăх тăвӗн тăрринчи ялав кăна. Ун айӗнче ытарлă чăваш сăмахӗн калама çук пысăк тупри, вырсăла каласан - клад.
Çапла, аслă поэтăмăрăн 1-мӗш томӗ куç умне лексен, ăна уçса Хусанкай çамрăк чухне çырнă сăввисене çӗнӗрен вулама пикентӗм: 1920-30-мӗш çултисене, вăрçăра çырнисене, унтан «Тилли юррисем» патне çитрӗм. Сăмах çук - шедевр! Часах иккӗмӗш тома «тапăнатăп» тесе шутлатăп. Тата 4 юлать-ха, çулталăк тăршшӗпе вуламалăх пур. Пушă вăхăт тупăнсанах путатăн Петр Петровичăн сăмахлăхӗ ăшне, ăна хальхипе танлаштаратăн. Нумай сăмаха çухатса пыратпăр иккен эпир пуплеврен. Кулленхи калаçура та усă курман сăмахсем (çамрăксем ăнланманисем) çителӗклӗ пухăнчӗç вӗт. Ульяновск облаçӗчи Чăваш наципе кльутура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев каларӗшле: «Нацине хăтармалла!» Вилме памалла мар чӗлхене. Мӗн-тӗр тумалла пирӗн, юлташсем. Чӗлхен паянхи пек лару-тăрăвӗ тата 10 çул тытăнса тырсан, унăн илемӗпе çепӗçлӗхне тавăрайми пулса çитетпӗр вӗт. Çăлăнăç çул-йӗрне тупса палăртмалла.
Шăпах П.П.Хусанкайăн 110-çуллăхӗ пирӗншӗн, чăваш халăхне çӗнӗрен хамăрăн илемлӗ литература, чăваш поэзийӗ патне таврăнма сăлтав пулса тăчӗ. Вăл вӗрентекенсемпе вӗренекенсене, чӗлхе тасалăхӗшӗн кӗрешекенсен энтузиастсене пӗрлехи ăнтăлура пулăшасса питӗ шанас килет. Поэт ячӗпе конкурссем ирттернӗшӗн тайма пуç Пăва, Нурлат, Çарăмсан (ытти районсенче те ирттернӗ пулсан, пӗлтерӗр) районӗсенчи чăваш чӗлхи учителӗсене. Тутарстанри чăвашсем тӗнче шайӗнче мăнаçланма пултаракан çын вăл - Петр Петрович Хусанкай.
Хусанкай сăввисене вулакансен хушшинчи интернет-конкурсра хутшăнас текенсем ак çак ссылкăпа кӗрсе унăн условийӗсемпе паллашма пултараççӗ:
http://chuvash.org/news/14602.html
Ольга Бахтинова тунă видеора тата Марина Вериялова тунă сăнӳкерчӗкре - Пăва районӗнчи Тури Лащи шкулӗнчи мероприяти саманчӗсем. |
Пушкăртстан статискикĕсем пĕлтернĕ тăрăх, апат-çимĕç карçинккин хакĕ каллех ÿснĕ.Эрнере хушшинче ирттернĕ мониторинг даннăйĕсем тăрăх, пуринчен ытла сосиски, сардельки тата помидор хакĕсем ÿснĕ — килограмшăн вăтамран 327 тата 92 тенкĕ. Эрне хушшинче вĕсен хакĕсем 2,8 тата 2,5 процента ÿснĕ.
Тăпăрчă тата стерилизациленĕ сĕт хакĕсем 2,1 процента ÿснĕ — вĕсен хакĕсем 311 тата 66 тенкĕпе танлашаççĕ.
Хакĕ ÿснĕ апат-çимĕс шутĕнче сысна какайĕ, пĕçернĕ кăлпасси, какай консервисем, шăнтнă пулă, услам çу, хăйма, сырсем, çăмарта, сахăр, шăккалат канфичĕ, чей, тăвар, çăнăх, сахăр, хуратул кĕрпи, вермишель, улма, купăста тата панулми. Эрнере вĕсен хакĕсем 0,1—1,9 процента ÿснĕ.
Пуринчен ытла сурăх какайĕн тата хĕвелçаврăнăш çăвĕн хакĕсем кемнĕ —3,5 тата 3,2 процента. Вăтамран вĕсен хакĕ 389 тата 90 тенкĕ.
Кăштах йÿнелнĕ апат-çимĕçсен списокĕнче ĕне выльăх тата чăх какайе, çурма тĕтĕмленĕ тата пĕçрнĕ-тĕтĕмленĕ кăлпасси, шăнтнă пулă, маргарин, карамель, печени, рис тата вир кĕрпи, макарон, сухан, кишĕр тата хăяр, палăртнă статистиксем.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Фарид Мухаметшинăн сăмахĕсемпе, ирхине 10 сехет тĕлне Тутарстанри суйлакансен, туллин илсен, 16 проценчĕ сасăлама ĕлкĕрнĕ. Йăла тăрăх, районсенче пурăнакансем ытларах сасăласа ĕлкĕрнĕ - 26 процент. Хуласенче пурăнакансем 13 % кăна. Хусан та сасăлама васкамасть-ха. Ирхине 10 сехет тĕлне кунта 8 процент суйлакан кăна сасăланă. Аса илтеретпĕр,...
❮
❯
ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Фарид Мухаметшинăн сăмахĕсемпе, ирхине 10 сехет тĕлне Тутарстанри суйлакансен, туллин илсен, 16 проценчĕ сасăлама ĕлкĕрнĕ. Йăла тăрăх, районсенче пурăнакансем ытларах сасăласа ĕлкĕрнĕ - 26 процент. Хуласенче пурăнакансем 13 % кăна. Хусан та сасăлама васкамасть-ха. Ирхине 10 сехет тĕлне кунта 8 процент суйлакан кăна сасăланă.
Аса илтеретпĕр, Тутарстанра 2,9 млн суйлакан. Вĕсем мĕнлерех сасăланине суйлав участокĕсенче 3000 ытла наблюдатель сăнаса тăрать.
Фарид Мухаметшин сăмахĕсем тăрăх, çанталăк аванах пулмасан та çынсем суйлава лайăх кăмăлпа хутшăнĕç тесе шутлать. |
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче кăларнă "Мобилизаци йĕркипе çар службине кайнисен çемье членĕсене пулăшмалли мерăсем çинчен" калакан хушăвĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрта район администрацийĕн постановленине тĕпе хурса мобилизаци йĕркипе кайнисен çемйисене пулăшас тĕллевпе координаци центрĕ йĕркеленĕ. Унăн йышне халăха социаллă пулăшупа, ĕçпе тивĕçтерекен центрсен, социаллă хỹтлĕх паракан пай, районти тĕп больница ертỹçисене, район администрацийĕн, обществăлла пĕрлешỹсен представителĕсене, волонтерсене кĕртнĕ.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов мобилизаци йĕркипе кайнисен çемйисене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ координаци центрĕн канашлăвне ирттерчĕ.
Мобилизаципе çар службине кайнă çемье членĕсене вĕрентỹ, культура учрежденийĕсене, спорт объекчĕсене, ытти çĕре тỹлевсĕр кĕртмелле. Ачисене шкулсенче икĕ хутчен вĕри апат тỹ-левсĕр çитермелле. Кружоксене, секцисене, çакăн евĕрлĕ занятисене çỹренĕшĕн тỹлеттермелле мар. Социаллă тивĕçтерỹ организацийĕсене йышăнăва черетсĕр кĕртмелле. Ĕçпе тивĕçтернĕ чухне пулăшу кỹмелле. Çар çыннисен членĕсене социаллă хỹтлĕх илме май паракан документсене тума пулăшмалла. Психологи тĕлĕшĕнчен кирлĕ квалификациллĕ тỹлевсĕр юридика ăнлантарăвне те илччĕр вĕсем. 2022 çулта газ кĕртме шут тытнисене, оборудовани, газ счетчикĕ туянма каякан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма компенсаци те параççĕ.
Канашлу вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ мобилизаципе кайнисен çемйисем патне власть органĕсен, социаллă тата ытти службăсен тимлĕхĕ çителĕклĕ пулма кирлине çивĕчлетрĕ. "Пирĕн кашни çемьене пĕлмелле. Вĕсене кирлĕ пулăшăва вăхăтра памалла...",- терĕ вăл.
Мобилизаци йĕркипе кайнă çемьесен социаллă паспортне тунă. Унта тăванĕсене, ачисене, вĕсем мĕнле çăмăллăхпа усă курнине тата ыттисене те кĕртнĕ. Паянхи кун 15 çемьене кирлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ: 13 ача шкулсенче тỹлевсĕр апатланать, 8 ача çăмăллатнă йĕркепе ача садне çỹрет, пĕрин ашшĕне квалификациллĕ тỹлевсĕр юрист пулăшăвĕ панă, 6 ача Чăваш Республики Пуçлăхĕн стипендине илет.
Кашни çемье социаллă-психологи пулăшăвĕпе усă курма пултарать.
Мобилизациленĕ граждансен тăванĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе координаци центрĕпе çыхăнма пултараççĕ: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 16-мĕш çурт (Бизнес-инкубатор çуртĕнче вырнаçнă).
Çавăн пекех çемьери кашни çынах талăкăн кирек хăш вăхăтра та #МыВместе 8-800-200-34-11 хĕрỹ линипе, #МыВместе регионти штаба 8(8352) 45-13-88, 8-995-930-84-24 кирек хăш ялтан та шăнкăравласа тухма пултарать. |
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче "Ыранхи кун вĕçевĕ" кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ - Николай Ишентей, хальхи чăваш литературинче сумлă ят. Пултаруллă çыравçан хайлавĕсене ачасем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Çĕнĕ кĕнекене вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă повеç, повеç-юмах, калавсем, сăвăсем кĕнĕ. Кĕнекене пичете хатĕрленĕ май паллă çыравçăпа чуна ÿçса калаçма, унăн пурнăçĕпе, ĕç меслечĕсемпе, шухăш-кăмăлĕпе паллашма май килчĕ.
— Николай Петрович, эпир çăмăл мар саманара пурăнатпăр. Пурнăçри йывăрлăхсем сире ĕçлеме чăрмантармаççĕ-и?
— Пурнăç яп-яка та пĕр чăрмавсăр пулсан сăвă-калав, ытти хайлав çуралмĕччĕ те. Мăнтăр пурнăçпа пурăнакана йăпану юрри те çителĕклĕ. Манăн шухăшпа, йывăрлăх çынна çине тăрса ĕçлеме хистет кăна. Пултару ĕçĕнчи чăрмавсем пушшех тăрăшарах вăй хума чĕнеççĕ. Пулăшаççĕ те.
— Ача-пăча çыравçин этемĕн хăш енĕсене малти вырăна лартмалла?
— Пурнăçăн кукăр-макăрĕ нумай — пурне те пĕлсе çитереймĕн. Анчах ача-пăча çыравçин, манăн шухăшпа, пурнăç чăнлăхне — тĕнче илемлĕ те хаяр пулнине — самантлăха та асран кăлармалла мар. Кашни хайлаврах ыррин усала çĕнтермелле. Пĕчĕк вулакан кĕнекене алла тытсан çут тĕнче чăнах та илемлĕ пулнине туйтăр, тĕнче хаярлăхĕнчен хÿтĕленме кирлине ăша илтĕр. Паллах, ашшĕ-амăшĕн хÿттинче пурăнакансемшĕн ку пĕлтерĕшлех те мар-тăр. Анчах чун-чĕре варрине пĕчĕклех вырнаçнă канăçсăр туйăм ачапа пĕрлех çитĕннине шута илсен ача-пăча кĕнекин пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăк пулнине ăнкарса илме йывăр мар. Эпир пурăнакан çĕршыв пуян та илемлĕ. Ун-кун сапаласан мул купи те çухалать, упрама пĕлмесен тĕнче илемĕ те çухалать. Çавăнпа пĕчĕк вулакан чунне уçăмлăх кĕртмелле: хамăр тирпейлĕ пулсан тавралăх та хитре, хамăр вăйлă тăк çĕршывăмăр та мухтавлă. Çитĕнекен ăру кăкăрĕнче вăйсăр кушак çурине хÿтĕлеме хатĕр сисĕмлĕ чĕре тапнă чухне Тăван çĕршыв та шанчăклă хÿтлĕхре пулĕ. Пĕчĕккисен чунĕ çине сиплĕх тумламĕ куллен ÿкейсен этемлĕх нихăçан та пăскăнчăк еннелле сулăнас çук. Илемлĕ литературăри пархатарлă сăнар, çитĕннисен ырă тĕслĕхĕ шăпах асамлă çав тумлампа танлашаççĕ те. Таса та хитре тĕнчере пурăнас тесен ача-пăча валли лайăх кĕнеке ытларах кăлармалла. Юратса каланă сăмах тĕнчене илемлетет. <...> |
Иртнĕ каçхине миллион кураканăн юратнă артисчĕ, СССР халăх артисчĕ, театр педагогĕпе общество хастарĕ Василий Лановой вилсе кайни çинчен хурлăхлă хыпар çитнĕ. Вăл 87 çулта пулнă. Массăллă информаци çăлкуçĕсенчен актер кăшăлвирус чирĕпе чирлени тата юлашки кунĕсене реанимацире ирттерни çинчен паллă.
Иртнĕ каçхине миллион кураканăн юратнă артисчĕ, СССР халăх артисчĕ, театр педагогĕпе общество хастарĕ Василий Лановой вилсе кайни çинчен хурлăхлă хыпар çитнĕ. Вăл 87 çулта пулнă. Массăллă информаци çăлкуçĕсенчен актер кăшăлвирус чирĕпе чирлени тата юлашки кунĕсене реанимацире ирттерни çинчен паллă.
Василий Семенович Лановой 1934 çулхи январь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускав хулинче çуралнă. Мускаври патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнче вĕреннĕ, 1957 çулта Б. Щукин ячĕллĕ Театр училищине пĕтернĕ. 1957 çултанпа Е. Вахтангов ячĕллĕ Патшалăх академи театрĕнче вăй хунă. Миллион куракансемшĕн В. Лановой кинори сăнарсемпе асра юлнă. Вăл «Алые паруса», «Война и мир», «Анна Каренина», «Офицеры», «Семнадцать мгновений весны» тата ытти чаплă киносенче вылянă.
Василий Семенович пушкăрт драматургĕн Азат Абдуллинăн драми тăрăх «Тринадцатый председатель» фильм-спектакльте тĕп роль выляни те паллă.
1985 çултан Василий Лановой Б. Щукин ячĕллĕ театр институтĕнче сцена пуплевĕ (сценическая речь) предмет илсе пынă. Каярах актер профессор, кафедра заведующийĕ пулнă.
В. С. Лановой Ленин премин лауреачĕ, Раççей Федерацин Ĕç Паттăрĕ, III тата IV степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсен кавалерĕ ятсене тивĕçнĕ. Ăна Халăхсен туслăхĕ орденпа, Хисеп орденĕпе, Андрей Первозванный орденпа, II степеньлĕ Аслă Петĕр орденĕпе, Çветтуй Станислав орденĕпе, «За рыцарство» орденпа, Александр Невскин орденĕпе наградăланă.
Василий Семенович пĕрре мар Ĕпхÿре пулнă. Юлашки хут 2016 çулта Е. Вахтангов ячĕллĕ театр гастрольпе çÿренĕ чух килнĕ. Вăл вăхăтра хăйне лайăх мар туйнипе актер пысăк шайри пултарулăх тĕл пулăвне пăрахăçланă, анчах та пур спектакльсенче те хăйĕн сăнарне вылянă.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Юс - 18-32 сантиметр тăршшĕ, хӳри - 7-12 сантиметр. Йывăрăшĕ 150-250 грамм. Кĕлетки пиçĕ те вăрăм. Юс хĕлле шурă тĕслĕ, çулла - хăмăр та сарăрах. Юс шăши нумай çĕрте пурăнать. Çавăнпа ăна таçта та курма пулать. Юс ятарласа йăва тумасть. Канма тата çăвăрлама ют йăвана вырнаçать. Уйрăмах вăрман шăши йăвисене килĕштерет. Йăвине шăши тирĕсем, кайăк тĕкĕ сарса çемçетет. 4-8 çура тăвать. Çурасем икĕ уйăхран хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнаççĕ. Юс 4-5 çул пурăнма пултарать. Юсăн тăшмансем çукпа пĕрех. Юссем ытларах хĕллехи сивĕпе тата тĕрлĕ чирпе вилеççĕ.
Юс
Юс ареалĕ
«Пике юспа» Леонардо да Винчи
ВуламаллиПравить
King, Carolyn. The Natural History of Weasels and Stoats. London: A & C Black, 1987. ISBN 0-7470-1800-6.
Buckley, D.J., Sleeman, D.P. and Murphy, J. 2007. Feral ferrets Mustela putorius furo L. in Ireland. Ir. Nat. L. 28:356–360.
Molinia F.; La Falci S.; Myers V.; McLane D. (2007) Non-invasive monitoring of stoat reproductive hormones.
Science for Conservation 276. p 24. Department of Conservation, New Zealand. [1]
O'Connor C.; Turner J.; Scobie S.; Duckworth J.D. (2006) Stoat reproductive biology. Science for Conservation 268. p 24. [2] |
Унăн пӗрремӗш хӗрарăм-редакторӗ Агафия Николаева 1 номер кăларса ӗлкӗрнӗ, иккӗмӗшне - Агафья Гавриловăна - хӗрлисем персе пăрахнă 1918 çулта. Вăл пуçлăхра икӗ уйăх кăна ӗçлесе ӗлкӗрнӗ. Виççӗ - виçеллӗ тесе шутлаççӗ пулмалла Чăваш Республикин пичет пуçлăхӗсем. Нумай çул «Хыпар» Издательство çуртне ертсе пынă А.Леонтьева ку должноçран хăтарнă хыççăн тӗп хаçата...
❮
❯
Унăн пӗрремӗш хӗрарăм-редакторӗ Агафия Николаева 1 номер кăларса ӗлкӗрнӗ, иккӗмӗшне - Агафья Гавриловăна - хӗрлисем персе пăрахнă 1918 çулта. Вăл пуçлăхра икӗ уйăх кăна ӗçлесе ӗлкӗрнӗ. Виççӗ - виçеллӗ тесе шутлаççӗ пулмалла Чăваш Республикин пичет пуçлăхӗсем.
Нумай çул «Хыпар» Издательство çуртне ертсе пынă А.Леонтьева ку должноçран хăтарнă хыççăн тӗп хаçата ертӳçӗсенчен питех ăнмарӗ. Ун тилхепине В.Туркай, М.Арланов тытса пăхрӗç. Анчах çӳлтисене тивӗçтереймерӗç курăнать. Сăлтавне те ăнланмалла, хăçан-тăр пысăк тиражпа тухса тăнă хаçат халӗ 4 пинрен, шăматкунхи кăларăмӗ 6 пинрен иртмест. Тен, çавăнпах пуль Республикăн информаци политикипе массăллă коммуникаци министерстви «Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ-тӗп редакторне улăштарма шутланă.
Çак должноçа тăватă çын хăй кандидатурине тăратнă: «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатăн редакторӗ Маргарита Ильина, «Хыпар» Издательство çурчӗн ертӳçин тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçланă Дмитрий Моисеев, «Асамат&Шевле» ача-пăча журналӗн редакторӗ Владислав Николаев тата Шупашкар районӗн «Тăван ен» хаçачӗн тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина. Александр Иванов ертсе пыракан конкурс комиссийӗ тăватă кандидатурăран Татьяна Вашуркинана суйласа чăвашсен тӗп хаçатне çӗнӗ сывлăш кӗртме шутларӗ-тӗр. Мӗншӗн тесен ытти кандидатурăсемпе танлаштарсан, пӗр вăл кăна «Хыпар» Издательство çуртӗнче хальччен ӗçлемен.
Татьяна Вашуркина 1982 çулхи, Йӗпреç районӗнче çуралнă. И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн журналистика факультетне пӗтернӗ. Шупашкар районӗн «Тăван ен» хаçачӗн редакторӗнче ӗçленӗ. |
Чистай районӗнчи Анат Кăтрата шкулӗнчен 1985 çулта вӗренсе тухнă, халӗ Чăваш Майнинче, Тури Кăтратара тата Анат Кăтратара пурăнакан пӗр класра вӗреннӗ туссем 2017 çулăн юлашки уйăхӗсенчен пуçласа 2018 çул вӗçленичченех 50 çулхи юбилейӗсене паллă тăваççӗ. Ноябрӗн 23-мӗшӗнче пирӗн юратнă кума Татьяна Зиновьевна ФЕДОРОВА тата декабрӗн 11-мӗшӗнче ачасен юратнă хреснашшӗ Николай...
❮
❯
Чистай районӗнчи Анат Кăтрата шкулӗнчен 1985 çулта вӗренсе тухнă, халӗ Чăваш Майнинче, Тури Кăтратара тата Анат Кăтратара пурăнакан пӗр класра вӗреннӗ туссем 2017 çулăн юлашки уйăхӗсенчен пуçласа 2018 çул вӗçленичченех 50 çулхи юбилейӗсене паллă тăваççӗ.
Ноябрӗн 23-мӗшӗнче пирӗн юратнă кума Татьяна Зиновьевна ФЕДОРОВА тата декабрӗн 11-мӗшӗнче ачасен юратнă хреснашшӗ Николай Лазарьевич ЗАЙЦЕВ 50 çулхи юбилейӗсене уявлаççӗ. Кумсене тата пӗр класра вӗреннӗ туссене пурне те юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатпăр! |
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Саратов облаҫӗн Пасар-Карапулак районӗн Шняево (Ĕшнеуй, Шнеуй, Шнейӳ) ялӗнче чӑваш наци уявӗ «Акатуй» иртрӗ.
Муниципалитет пӗрлӗхӗсем тӑрӑшнипе чӑваш, мордва, тутар, вырӑс наци кил-картишӗсем тата уйрӑм куравсем ӗҫлерӗҫ.
Кӑмӑл тӑвакансем пурте ӑстаҫӑ урокӗсене кӗрсе пукане тума-илемлетме е наци эрешне тӗрлеме пултарчӗҫ.
Чӑваш уявне ирттермелли вырӑна ӑнсӑртран суйламан иккен. Шняевӑпа кӳршӗри Шурӑ Ту ялсенче виҫӗ ӗмӗр ытла кунта вырнаҫнӑ чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 2009 ҫултан пуҫласа регионти акатуй ҫак вӑрманпа витӗннӗ сӑртсем хушшинчи уҫланкӑра иртет. Ку ӗнтӗ халӗ йӑлана та кӗнӗ.
Акатуй ячӗпе ентешсене шалти политикӑпа общество хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Виталий Шустов саламларӗ, нацисем хушшинчи ҫыхӑнусем ҫирӗп пулнин пахалӑхне палӑртрӗ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев сцена ҫине тухса ЧНК президиумӗн, регионӗсенчи тата вырӑнти уйрӑмӗсен, пур пайташӗсен ячӗпе те ентешсене саламларӗ, чи мухтавлисене Хисеп грамотипе парне парса чысларӗ. 2022 ҫулхи чӑвашсен ака ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ уявӗсене пӗтӗмлетсе каланӑ май, Чӑваш Республикинче те, Раҫҫей регионӗсенче те праҫниксем тивӗҫлӗ шайра иртнине палӑртрӗ. |
2014-2020 çулсенче ӗç профессийӗсен сумне ӳстерес тӗллевпе Тутарстанра ятарлă программа ӗçлет. РФ Президенчӗн çулленхи чӗнӗвӗпе килӗшӳллӗн, ТР Ӗçпе ӗçлӗх министерстви халăха ӗç рынокӗнчи лару-тăрупа паллаштарса мӗнле ӗç профессийӗсемпе инженер специальноçӗсем кирлине хыпарласах тăрать. Паллах, çитӗнекен ăрăва пӗчӗкренех пулас профессие суйлама хăнăхтармалла. Юлашки виçӗ çулта республикăри хула-районсенчи ӗçпе тивӗçтерекен центрсем çамрăксемпе...
2014-2020 çулсенче ӗç профессийӗсен сумне ӳстерес тӗллевпе Тутарстанра ятарлă программа ӗçлет. РФ Президенчӗн çулленхи чӗнӗвӗпе килӗшӳллӗн, ТР Ӗçпе ӗçлӗх министерстви халăха ӗç рынокӗнчи лару-тăрупа паллаштарса мӗнле ӗç профессийӗсемпе инженер специальноçӗсем кирлине хыпарласах тăрать.
Паллах, çитӗнекен ăрăва пӗчӗкренех пулас профессие суйлама хăнăхтармалла. Юлашки виçӗ çулта республикăри хула-районсенчи ӗçпе тивӗçтерекен центрсем çамрăксемпе кун пирки 39 мероприяти ирттернӗ. Вӗсенче ӗç профессийӗсене тата инженер специальноçӗсене вӗрентнӗ. Çак ӗçе республикăн предприятийӗсем хастар хутшăннине уйрăмах палăртмалла. Калăпăр, Хусанти КМПО хулари 119-мӗш шкулпа тата 145-мӗш физикăпа математика лицейпе çыхăну тытать. Кунта завод аслă класс ачисем валли техника пултарулăхӗпе кружок йӗркеленӗ. Çапла майпа ачасене газодинамикăпа автоматизаци, механизаципе 3D моделированипе паллаштараççӗ.
Хусанти вертолет завочӗ КНИТУ-КАИпе пӗрле 8-мӗш гимназие пулăшать. Кунта физикăпа математикăна тарăн вӗрентекен «вертолет класӗ» йӗркеленӗ вӗсем.
Çакăн пек ятарлă хатӗрлев иртнӗ ачасене кайран аслă шкулсене, колледжсене кӗме çăмăлрах.
А.М. Горький ячӗллӗ завод вара професси ориентанцине ачасене садикранах хăнăхтарать. Ку завод икӗ ача сачӗпе икӗ шкула шефа илнӗ.
Паллах, теори хăй кăна нимӗне те тăмасть, çавна кура ачасене завод ӗçӗпе тӗплӗнрех паллаштарас тӗллевпе цехсене экскурсисене илсе каяççӗ, ветерансемпе тӗлпулусем йӗркелеççӗ.
РФ Президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн, 2020 çул тӗлне Раççейре 5-18 çулти ачасен 75 проценчӗ шкул тулашӗнчи кружоксемпе секцисене çӳремелле.
Программăпа килӗшӳллӗн, Туполев ячӗллӗ КНИТУ-КАИ çумӗнчи пултаруллă ачасен инженери лицейӗнче нумай пулмасть çамрăксен инновациллӗ пултарулăх центрӗ уçăлчӗ. Çакăн пекех центрсем пӗр вăхăтрах Элметпе Çырчаллинче те йӗркеленчӗç.
Аса илтеретпӗр, ӗç профессийӗн ăсталăхӗпе WorldSkills тӗнче чемпионачӗ Хусанта 2019 çулта августăн 18-23-мӗшӗсенче иртет. Январь уйăхӗнче республикăри 36 вӗрентӳ учрежденийӗнчен вӗренсе тухнă 1800 яш-кӗрӗм 6 профессипе аттестаци иртнӗ. Июль уйăхӗнче вара WorldSkills формачӗпе тӗрӗслеве Тутарстанри 61 вӗрентӳ заведенийӗнчи тата 3 пин çамрăк тӗрӗслев иртнӗ. |
Пушкăртстан Республикин «Пушкăртстан Республикинче этил спирчĕ, алкоголь тата спирт тытăнса тăракан продукци туса кăларакан тата сутакан сферăра ĕç-хĕле йĕркелесси çинчен тата алкоголь продукцине вăхăтлăха ĕçме чарасси çинчен» Законпа килĕшÿллĕн Пĕлÿ кунĕнче (сентябрĕн 1-мĕшĕнче, енчен те çак кун вырсарникуна тÿр килсен, сентябрĕн 2-мĕшĕнче) алкоголь продукцине сутма юрамасть.
Сентябрĕн 2-мешĕнче «Халăх контролĕ» «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕн» представителĕсемпе пĕрле, законлăха сыхлакан органсемпе алкоголь продукцине вăхăтлăха сутма чарнине пăхăнман пулăмсене тупса палăртассипе рейд ирттернĕ. Пурĕ те çичĕ точка тĕрĕсленĕ.
Сетьлĕ лавккасенче кĕмелли алăксем, сутă сĕтелĕсем çинче çак кун алкоголь продукцине сутманнине пĕлтерекен информаци пулнине палăртмалла. Закона пăхăннă, алкоголь продукцине сутман.
Апла пулин те «Халăх контролĕ» рейд вăхăтĕнче пĕр уйрăм предприниматель пиво сутнă факта полици ĕçченĕсемпе пĕрле тупса палăртнă. Закона пăснă çыннăн штраф тÿлеме тивет.
Ирина ФОМИНА.
Авторăн ĕçĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем Атăл урлă пăр çийӗн каçмалли тепӗр çула тӗрӗслесе уçрӗç. Çапла вара çула 50 çухрăма кӗскетес шутлă автомобилистсем Аракчино поселокӗнчен Тури Услон поселокне пăр урлă каçма пултараççӗ. Аса илтеретпӗр, республикăра пăр çийӗн каçма ирӗк панă виççӗмӗш çул вăл. Тăршшӗ 3200 метр. Çул икӗ юхăмлă, кашни йăрăмăн...
❮
❯
РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем Атăл урлă пăр çийӗн каçмалли тепӗр çула тӗрӗслесе уçрӗç. Çапла вара çула 50 çухрăма кӗскетес шутлă автомобилистсем Аракчино поселокӗнчен Тури Услон поселокне пăр урлă каçма пултараççӗ. Аса илтеретпӗр, республикăра пăр çийӗн каçма ирӗк панă виççӗмӗш çул вăл. Тăршшӗ 3200 метр.
Çул икӗ юхăмлă, кашни йăрăмăн сарлакăшӗ 50-шар метр. Хăрушсăрлăх мерисене пурне те пăхăнаççӗ. Çак тӗллевпе ăшăнмалли, контрольпе тӗрӗслев пункчӗсем уçнă. Унти ятарлă çын талăкӗпех çула пăхса тăрать. Пăр тӗсне, хулăнăшне куллен тӗрӗслесе журнала çырса пыраççӗ. Сăмах май, пăр хулăнăшӗ хальхи вăхăтра вăтамран 30-35 сантиметр. Эппин, 2 тоннăран йывăр мар машинăна чăтаять.
Апла пулин те, тӳрӗ çулпа кайма шутланă автомобилистсен хăрушсăрлăхăн тӗп правилисене пăхăнмалла: пăр çине аниччен хăрушсăрлăх ременьне вӗçертмелле, алăксене кăшт уçмалла, майпен анса пăр çинче сехетне 15-20 км хăвăртлăхпа кăна пымалла, машинăсен хушшинчи дистанцие (50-100 метр) пăхăнмалла, чарăнма, тепӗр машинăна хăваласа çитсе иртсе кайма, хăвăрт çаврăнма юрамасть. Ăмăр çанталăкра та пăр çине кӗмелле мар.
Çуран çӳрекенсем те пăр урлă каçма пултараççӗ, анчах ятарласа палăртнă вырăнта кăна. (Сăнӳкерчӗк МЧС сайтӗнчен). |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
Май уйăхӗн 10-мӗшӗнче интернета Лениногорск районӗнче «КАМАЗ» грузовикӗнчен ӗнесене кăларса ывăтнă пирки видео кăларса лартнă. Видео-материалта выльлăх лаптăкӗнче грузовикăн уçă бортӗнчен ӗнесем ӳкни курăнать. Ӗнесем пӗр-пӗрин çине ӳкеççӗ, кашни часах тăраймаççӗ. Хальлӗхе пӗлнӗ тăрăх, ку пулăм Кивӗ Иштеряк ялӗнчи «Лениногорск» агрофирма таврашӗнче пулса иртнӗ. Аса илтерепӗр, мăйракаллă выльăха куçарма ятарлă...
❮
❯
Май уйăхӗн 10-мӗшӗнче интернета Лениногорск районӗнче «КАМАЗ» грузовикӗнчен ӗнесене кăларса ывăтнă пирки видео кăларса лартнă.
Видео-материалта выльлăх лаптăкӗнче грузовикăн уçă бортӗнчен ӗнесем ӳкни курăнать. Ӗнесем пӗр-пӗрин çине ӳкеççӗ, кашни часах тăраймаççӗ.
Хальлӗхе пӗлнӗ тăрăх, ку пулăм Кивӗ Иштеряк ялӗнчи «Лениногорск» агрофирма таврашӗнче пулса иртнӗ.
Аса илтерепӗр, мăйракаллă выльăха куçарма ятарлă трап пулмалла. Анчах та хайхисен пулман ахăр...
«Ку пулăм питӗ хăрушă. Май уйăхӗн 11-мӗшӗнчех ку пулăма тӗплӗн тӗпчесе, ӗнесене илсе килнӗ водительпе агрофирма уйрăмăн ертӳçине ӗçрен кăларса ятăм. Турра шӗкӗр пӗр ӗне те аманман», - тесе пӗлтернӗ ООО «Лениногорск» агрофирмăн ертӳçи Ирек Ягафаров. |
Госдумăна йытăсене сăмсалăхсăр уçăлтарса çÿретекен хуçасем тĕлĕшпе закона пăснăшăн наказани шута илме сĕнеççĕ.
„Коллективная защита” обществăлла организацинче уçăлма илсе тухнă чухне сăмсалăх тăхăнтартман обществăшăн хăрушлăхлă йытăсен хуçисене штраф тÿлеттерме сĕннĕ. Организацин президенчĕ Марат Аманлиев Госдума председательне Вячеслав Володина тивĕçлĕ çыру янă та ĕнтĕ.
Иртнĕ çул вĕçĕнче „Чĕрчунсемпе усал пулни çинчен” закон йышăннине пăхмасăр (унта йытăсене сăмсалăхсăр тата кантрасăр уçăлса çÿреме илсе тухма юраманни çинчен çырнă), çак правилăна тăтăшах тата мĕнпур çĕрте те пăсаççĕ.
Паллах, çакă таврари çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăншăн йытă хуçи административлă яваплăх тытмалла. Общественник закона пăснăшăн наказани палăртма административлă кодекса хушса тÿрлетме сĕнет.
Унпа килĕшÿллĕн, закона пăсакансене 30 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф хума, 5 кунран пуçласа 10 кун таран арестлеме е 30 сехет тÿрленÿ ĕçĕсем тутарма пултарĕç.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
2016 çулхи çырăнтарăвăн иккӗмӗш тапхăрӗ вӗçленчӗ. Çапла майпа «Сувар» хаçата хăш районта ытларах çырăнса илни те палăрчӗ. Аксу - 528 экземпляр, Алексеевски - 57, Элмет - 128, Апас - 21, Павлă - 19, Элкел - 48, Пӗкӗлме - 39, Пăва 547, Çӗпрел - 549, Кайпăç - 12, Лениногорск - 24,...
❮
❯
2016 çулхи çырăнтарăвăн иккӗмӗш тапхăрӗ вӗçленчӗ. Çапла майпа «Сувар» хаçата хăш районта ытларах çырăнса илни те палăрчӗ.
Аксу - 528 экземпляр, Алексеевски - 57, Элмет - 128, Апас - 21, Павлă - 19, Элкел - 48, Пӗкӗлме - 39, Пăва 547, Çӗпрел - 549, Кайпăç - 12, Лениногорск - 24, Çырчалли - 25, Анат Кама - 23, Çӗнӗ Шуçăм - 17, Нурлат - 153, Теччӗ 142, Çарăмсан - 155, Чистай - 82, Хусан - 99. Ытти районсенче хаçат çырăнакансен шучӗ 10 çемьене те çитмест. Тутарстан тулашӗнче «Сувара» 44 çын çырăнса илет. Пӗтӗмӗшле тираж 2754 экземпляр. |
Николай Полорусов-Шелепи поэзийӗ çамрăк Хусанкай çине питӗ пысăк витӗм кӳнӗ. Вăл пӗрремӗш чăваш халăх поэтне хăйӗн вӗрнетекенӗ вырăнне хунă. Шелепи ентешӗсем паян Хусанкай сăввисене пăхмасăр калама вӗренеççӗ. Аксу районӗнчи Тимушкелӗнчи вăтам шкулăн Беловкăри филиалӗнче пуçламăш классенче вӗренекенсем Петӗр Хусанкай сăввисене вулаççӗ. 1-мӗш клас вӗренекенӗ Ангелина Максимова «Сăпка юрри» сăвва каласа...
❮
❯
Николай Полорусов-Шелепи поэзийӗ çамрăк Хусанкай çине питӗ пысăк витӗм кӳнӗ. Вăл пӗрремӗш чăваш халăх поэтне хăйӗн вӗрнетекенӗ вырăнне хунă. Шелепи ентешӗсем паян Хусанкай сăввисене пăхмасăр калама вӗренеççӗ.
Аксу районӗнчи Тимушкелӗнчи вăтам шкулăн Беловкăри филиалӗнче пуçламăш классенче вӗренекенсем Петӗр Хусанкай сăввисене вулаççӗ. |
Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăшăлвирусран вакцинаци иртнисене сертификатсем парассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ. Хушусен списокне Кремль сайтĕнче пичетленĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăшăлвирусран вакцинаци иртнисене сертификатсем парассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ. Хушусен списокне Кремль сайтĕнче пичетленĕ.
«Çĕнĕ кăшăлвирус инфекцийĕнчен (СОVID-19) хÿтĕленес тĕллевпе Раççей вакцинипе усă курнисене сертификатсем парасси, асăннă сертификатсемпе ют çĕршывсене тухса çÿренĕ, Раççей Федерацине кĕнĕ чухне ирĕклĕ усă курма май пурри çинчен калакан ыйтусене пăхса тухмалла», - тенĕ хушура. Ăна мĕнле пурнăçлани çинчен калакан доклада 2021 çулхи январь уйăхĕн 20-мĕшĕччен хатĕрлемелле.
Асăннă ĕçшĕн яваплă çынна та палăртнă. Вăл - РФ Премьер-министрĕ Михаил Мишустин.
Раççей сывлăх сыхлав ведомствин ертÿçи Михаил Мурашко пĕлтернĕ тăрăх, кăшăлвирусран прививка тунисем январь уйăхĕн 1-мĕшĕнченех госуслуги сайтра сертификат илме пултараççĕ. Порталта вакцинаци паспорчĕсем пурри çинчен вăл декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнчех пĕлтернĕ.
Çак кунах М.Мурашко 800 пин Раççей çынни кăшăлвирусран прививка туни çинчен те каланă. Министр çирĕплетнĕ тăрăх, Раççей регионĕсене COVID-19па кĕрешме 1,5 млн доза вакцина ăсатнă.
Кăшăлвируса хирĕç тумалли анлă вакцинаци Раççейре декабь уйăхĕн 15-мĕшĕнчех пуçланнă. Çынсене «СпутникV» препаратпа прививка тăваççĕ. Ăна Гамалея ячĕллĕ центрта хатĕрлесе кăларнă. Вăл кăшăлвируса хирĕç кĕрешмелли пĕрремĕш вакцина. Раççейре çеç мар, тĕнчипех. Препаратăн пĕтĕмĕшле тухăçĕ – 91,4%. Йывăр формăллă COVID-19па чирлекенсемшĕн унăн тухăçлăхĕ 100 % танлашать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
2018 çулхи сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра, ВДНХ паркĕнче, Раççейри Пĕтĕм тĕнчери 31-мĕш кĕнеке куравĕ-ярмăрки - тĕнче шайĕнчи чи пысăк кĕнеке форумĕ - иртрĕ.
Асăннă мероприяти литературăпа кĕнеке пурнăçĕнче çулталăкри чи пысăк событисенчен пĕри шутланать. Выставка кунĕсенче 800 тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Çĕршыври чи авалхи кĕнеке форумне Раççейри 300 тата чикĕ леш енчи 30 çĕршыври кĕнеке издательствисем хутшăннă. Вĕсем курава вĕрентÿ, наука, энциклопеди, илемлĕ ача-пăча литературин чи лайăх тĕслĕхĕсене тăратнă. Пилĕк кун хушшинче выставкăна 130 пин Мускав çыннипе хăнисем çитсе курнă.
Наукăпа вĕрентÿ пайĕн куравĕнче пуçласа «П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн хыпарçи» те пулнă. Вăл - кăçалхи çул хушшинче Мускавра кун çути курнă иккĕмĕш кĕнеке томĕ. Выставка йĕркелекенсен йышăнăвĕ тăрăх, наукăпа вĕрентÿ пĕлтерĕшне шута илсе кĕнекене аннотаци пайне кĕртме йышăннă. Авторпа пĕрле ĕçленĕ педагогсемпе наука ертÿçисем – Иван Тарасов, Ирина Бокова (ЮНЕСКОн маларахри директорĕ), Петр Петров, Надежда Петрова, Любовь Пашина, Юлия Захарова, Вера Васильева, Галина Кириллова - лауреатсем пулса тăнă. «Вестникăн» черетлĕ томĕнче вĕсем хăйсен методика кăтартăвĕсене тата вĕренекенсемпе пĕрле П.М.Миронов, А.А.Кондратьев просветительсем, И.В.Сухарева профессор, С.А.Васильев, В.Г.Никитин общество деятелĕ çинчен хатĕрленĕ ĕçĕсене пичетленĕ.
Юлашкинчен çакна та хушса хумалла: «Ĕпхÿ хулинчи П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн хыпарçине» черетлĕ Пĕтĕм тĕнчери курава хутшăнас тĕллевпе самолетпа Испани хулине ăсатнă. Кĕнекешĕн дипломпа ВДНХ медальне тивĕçнĕ шкул директорĕ И.Г.Тарасов асăннă кăларăм Германипе Франци çĕршывĕсенчи куравсенче те тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанать.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Ĕпхÿ – Мускав.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Александровка ялĕнче çуралса ÿснĕ, Сталинград çапăçăвĕнче паттăрла вилнĕ Иван Афанасьев районта çеç мар, Пушкăртра та пĕрремĕш летчиксенчен пĕри пулнă.
Аургазă районĕнчи çамрăксем вăрçă умĕнхи çулсенче республикăри пĕтĕм колхозниксене тата ĕççыннисене "Красная Башкирия" хаçат урлă çырупа чĕнсе каланă: "Эпир Тăван çĕршыва хамăрăн чи лайăх представительсене - Ишмурзин тата Афанасьев летчиксене – панипе мухтанатпăр. Вĕсем пирĕн шанăçа чыслăн тÿрре кăларчĕç. Халĕ çĕнĕ авиаторсен ятне илме хамăр хушăран вуншар чи лайăх претендент тăратма сăмах паратпăр.
Ытти районсенчи çамрăксене пиртен тĕслĕх илме сĕнетпĕр!" Çамрăксем авиацине нумайрах та нумайрах кайма тытăннă. Енчен те пушкăрт çĕрĕн пĕрремĕш летчикĕ - Г.М. Ишмурзин майор – çинчен эпир çителĕклĕ нумай пĕлетпĕр пулсан, И.Г. Афанасьев авиаци майорĕ çинчен сведенисем сахал вара. Иван Григорьевич 1906 çулта (Ишмурзинран виçĕ çул кĕçĕнрех) Александровка ялĕнче çурални паллă. 1927 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ, 1930 çулта вăл Киев çывăхĕнчи Борисоглебск хулинче летчиксен çарпа теори шкулне вĕренме кĕнĕ. Летчиксен шкулĕнче хăнăхмалли вĕçевсен туллии курсне иртнĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ăна Энгельск хулинчи пилотсен сывлăш-авиаци шкулне вĕренме кĕме рекомендациленĕ. Экзамен вăхăтĕнче, анса ларнă хыççăн, летчиксен шкулĕн начальникĕ ăна çапла палăртнă: "Маттур, вĕреннĕ пекех, лайăхвĕçрĕн!"
Летчик çÿллĕ шайри вĕçев ăсталăхĕн никĕсĕсене майĕпен вĕренсе пынă, ăна пирĕн питĕ пысăк çĕршывăн
гарнизонĕсенчен нумайăшĕнче служба иртме тивнĕ. Вăрçă пуçланас умĕн Иван Григорьевич Фрунзе ячĕллĕ Çар академине вĕренсе пĕтернĕ. Офицера истребительсен авиаци полкĕн командирне уйăрса лартнă. 1942 çулхи çулла полка Сталинград çывăхне куçарнă. Питĕ пысăк тытăçу хатĕрленине çарсенче сиснĕ. Полк командирĕ Афанасьев питĕ çирĕп кăмăллă пулнă. Вăл хăйĕнтĕслĕхĕпе летчиксен составне хавхалантарнă, чи малтан хăйĕнчен, унтан хăйне пăхăнса тăракансенчен хытă ыйтнă. Летчиксем ăна юратнă тата çав тери хисепленĕ. Унра çарти юлташăн чи лайăх уйрăмлăхĕсене тата пултарулăхĕсене палăртнă. Иван Григорьевич юрлама юратнă, питĕ лайăх тата нумай вĕçнĕ, хăюллăн, паттăррăн çапăçнă. Командир темиçе тăшман самолетне персе ÿкернĕ. Самолет айĕнче Атăл тата Сталинград пулнă. Çĕр ялкăшса çунакан питĕ пысăк кăвайтра вĕренĕ пек туйăннă. Полк командирĕ гварди майорĕ сывлăшри питĕ йывăр çапăçу хыççăн таврăнман.
"Унăн вилĕмĕ пире пурне те хумхантарчĕ, эпир хамăрăн командиршăн хаяррăн тата харсăр тавăртăмăр", - çапла çырнă полк комиссарĕ Журавлев çырăвĕнче хăйĕн арăмне - Феодосия Васильевнăна. Вăл сывă юлнă пулсан, тен, Герой пулса тăрĕччĕ. Афанасьев летчик-истребитель Тăван çĕршыва парăнса тата тÿрĕ кăмăллăн службăра тăнă. Суйласа илнĕ профессине парăнса тăнине, çĕршыв тата халăх умĕнчи тивĕçе вăл пуринчен çÿлерех хунă.
Вермахт Сталинград çапăçăвĕнче 1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕччен 3 пин самолет çухатнă. Çак цифрăна пирĕн ентеш те, Иван Афанасьев хăюллă летчик, хăйĕн тÿпине хывнă. Эпир хамăрăн паттăрсене асра тытма тивĕçлĕ тата вĕсен паттăр ĕçĕсене нихçан та манмалла мар!
А. ИВАНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Паян Анат Кама хулинче 30 тăлăх ачана Менделеев урамӗнчи çӗнӗ çуртра хваттерсем панă. Вӗсенчен çиччӗшӗ кăна анаткамăсем, ыттисем Елабугăпа Çырчаллинчен, Заинскпа Менделеевскран тата Теччӗрен килнисем, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 30 ытла социаллă программа ӗçлет. Вӗсенчен пӗр пайӗ шăпах пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă. Ку вăл çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтересси,...
❮
❯
Паян Анат Кама хулинче 30 тăлăх ачана Менделеев урамӗнчи çӗнӗ çуртра хваттерсем панă. Вӗсенчен çиччӗшӗ кăна анаткамăсем, ыттисем Елабугăпа Çырчаллинчен, Заинскпа Менделеевскран тата Теччӗрен килнисем, пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
Хальхи вăхăтра Тутарстанра 30 ытла социаллă программа ӗçлет. Вӗсенчен пӗр пайӗ шăпах пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă. Ку вăл çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтересси, социаллă ипотека, тăлăх ачасене, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, пиллӗк тата ытларах ачаллă çемьесене хваттерпе тивӗçтересси, тата ытти те.
Анат Кама ку программăсене питӗ хастар хутшăнать. 2008 çултанпа кунта 104 тăлăх ача хваттер илнӗ. 2017 çул пуçланнăранпа пурăнмалли çурт-йӗр программисемпе Госжилфонд 85 çурт, пурӗ 4134 хваттер, тунă. Вӗсенчен 6-шӗ (548 хваттер) Анат Камăра.
- Кăçал эпир çак программăпа Тутарстанри 305 тăлăха çӗнӗ хваттерпе савăнтаратпăр. Кун валли республика бюджетӗнчен - 302, çӗршыв бюджетӗнчен 43 миллионшар тенкӗ укçа уйăрнă. Паллах, хăйсен черетне кӗтекен кашни ачашăн тахçан кӗтнӗ савăнăç ку. Вӗсенчен 1246-шӗн паян тӳлевсӗр хваттер илме прави пур. Анчах та эпир чи малтан ятарлă вăтам, аслă шкулсене пӗтернисене, салтакран килнисене хваттерсемпе тивӗçтеретпӗр,- тенӗ ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Лариса Сулима. |
Ĕпхÿпе Чишма районĕсенче Çар Мухтавĕн асăну масарне тăвĕç. Ăна 2022-2025 çулсенче культура учрежденисене, искусствăпа общество хутлăхĕсене аталантарассипе çыхăннă программа шайĕнче йĕркелĕç.
Икĕ районта Çар Мухтавĕн асăну масарĕ пулĕ
Çарпа асăну масарĕнче патшалăх умĕнче палăрнă çынсем канлĕх тупĕç. Сăмахран, Мускав облаçĕнчи Мытищăри «Пантеон защитникам Отечества» федераллă çар мемориалĕнче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр патшалăх интересĕсене, унăн чысне хÿтĕленĕ çар çыннисемпе федераллă власть представителĕсене пытараççĕ.
Пантеонра пысăк патшалăх наградисен кавалерĕсем, правительство членĕсем, пысăк çар ертÿçисем, Патшалăх премисен лауреачĕсем, Раççейĕн хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ çынсем канлĕх тупнă.
Ĕпхÿ хулинче вилнисен чи пысăк асăну çар вырăнĕ Сергиев масарĕ çинче вырнаçнă. Халĕ вара унта пытарма юрамасть.
Кунта уйрăм тата тăванла вил тăприсенче 1 300 паттăр выртать. Чăн малтан вил тăприсем çинче йывăçран тата тимĕр хулăсенчен тунă палăксем вырнаçтарнă пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем юхăннă, чулран тунисемпе улăштарнă. 1955 çулта Сергиев масарĕн тĕп лапамĕнче тăванла вил тăпри çинче хура гранитран тунă палăк уçнă. Палăкăн çиелти пайĕнче «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче вилнĕ паттăрсене ĕмĕр асра тытса» тесе çырнă. 2012 çулта масар историпе асăну палăкĕ статуса тивĕçнĕ.
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
7711 Юлташран уйрӑлсан пӗр ҫул йӗрӗн, кил-йышран уйрӑлсан вун ҫул йӗрӗн, ял-йышран уйрӑлсан ӗмӗр йӗрӗн. Туслӑх — Тӑшманлӑх
7712 Юлташран юлни — юлташсӑр юлни. Туслӑх — Тӑшманлӑх
7713 Юлташсӑр ҫын тымарсӑр йывӑҫ пек. Туслӑх — Тӑшманлӑх
7714 Юлташу пулмасан юпапа та пулин канашла. Туслӑх — Тӑшманлӑх
7715 Юлташу хӑвӑнтан лайӑх пултӑр. Туслӑх — Тӑшманлӑх
1
2
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
«Сувар» вулаканӗсем кăçал çуркунне Анатоли Ырьятăн «Вутра çунман уртăш» повеçӗпе паллашнăччӗ. Автор унта хамăр ентешӗмӗрӗн, чăвашсен паллă поэчӗн, çыравçин, куçаруçин тата журналисчӗн Валентин Урташăн кун-çулне çутатса панă. Повеçе вулакан хапăл туса йышăнчӗ. Паллă поэт пирки унччен те асаилӳсем çыракансем пулнă-ха, тӗпрен илсен хамăр ентешсемех: В.Ахун, Н.Дедушкин, К.Петров, В.Цыфаркин, Р.Чепунов, Д.Шашкин…...
❮
❯
«Сувар» вулаканӗсем кăçал çуркунне Анатоли Ырьятăн «Вутра çунман уртăш» повеçӗпе паллашнăччӗ. Автор унта хамăр ентешӗмӗрӗн, чăвашсен паллă поэчӗн, çыравçин, куçаруçин тата журналисчӗн Валентин Урташăн кун-çулне çутатса панă. Повеçе вулакан хапăл туса йышăнчӗ. Паллă поэт пирки унччен те асаилӳсем çыракансем пулнă-ха, тӗпрен илсен хамăр ентешсемех: В.Ахун, Н.Дедушкин, К.Петров, В.Цыфаркин, Р.Чепунов, Д.Шашкин… Вӗсен тӗпчевӗсем, асаилӗвӗсем тăрăх эпир паллă ентешӗмӗр пирки ытларах пӗлме пултартăмăр. Анчах литературăн илемлӗ жанрӗпе Урташăн пурнăçӗпе пултарулăхне никам та çутатса паманччӗ-ха. Ачаран чăвашсем юратса юрлакан çӗр ытла юрă авторӗн сăввисене вуласа хавхаланнă, çитменнине Урташпа пӗр ялтах - Пăва районӗнчи Раккассинче - çуралса ӳснӗ Анатоли Ырьят вара ун пирки повесть çырса вулакан патне çитерме пултарчӗ. Питӗ пархатарлă ӗç. Нумай пулмасть «Вутра çунман уртăш» уйрăм кӗнекен пичетленсе тухрӗ. Акă мӗн каласа пачӗ Анатолий Григорьевич повесть еплерех çурални, кун çути курни пирки:
- Валентин Урташ çинчен повесть çырас шухăш 1994 çулта, «Канаш» хаçатра поэт çуралнăранпа 70 çул çитнӗ ятпа «Тăхăрьял легенди» пысăк калăпăшлă очерк пичетленсе тухсан çуралчӗ. Ятарласа В.Урташăн аппăшӗ Анна Андреевна Яковлева-Фадеева патне Раккассине кайрăм. Вăл хăйсен халиччен никам пӗлмен йăхӗпе ратни, шăллӗн пурнăçӗнчи ниçта çырса кăтартман пулăмсемпе паллаштарчӗ, поэтăн хушма хушамачӗ - Урташ - ăçтан пулса кайнин вăрттăнлăхне уçса пачӗ. Эпир унпа çур кун сӗтел хушшинче калаçса лартăмăр. Шел, халӗ Анна Андреевна çут тӗнчере çук ӗнтӗ… Чунӗ çăтмахра кантăр… Çавăн чух ун патне кайман пулсан повесть кун çути курсан та кун пекех тӗлӗнмелле фактсемпе çырăнайман пулӗччӗ, вулакансем çак повеçри пулăмсемпе нихçан та паллашайман пулӗччӗç. Ку вăл чăнлăхпа çыхăннă литература пуянлăхӗ тенӗ пулăттăм. Повеçри сăнарсен ячӗсем, хушамачӗсем - чăннисем. Çакă хайлав тӗшшине тата ӗненмеллерех уçса парать. Вулакансем, уйрăмах Тăхăрьял тăрăхӗсем, повеçе «тăвăллăн алă çупса» йышăнчӗç темелле. Интернетра паянхи кунччен вӗсем хакланине йышăнатăп. Шел, тиражӗ пӗчӗк пулнăран пурне те çак кӗнекепе тивӗçтерейместӗп, - терӗ Анатолий Григорьевич.
«Вутра çунман уртăш» РФ Писательсен союзӗн пайташӗн Анатоли Ырьятăн улттăмӗш кӗнеки. Халиччен унăн «Шевле çути» (пӗрлехи сборник) (2000), «Хăмăшлăха путнă кӗмӗл уйăх» (2001), «Пурнăç утравӗсем» (2013), икӗ пайлă «Тавах, çунатлă урхамахăм!» (2015) кӗнекисем тухнăччӗ. Вӗсемсӗр пуçне А.Ырьят 2003 çулта «Акафист Андрею Блаженному» Турă кӗнекине чăвашла куçарса пичетленине те асăнса хăвармалла.
«Вутра çунман уртăш» тăхăрьялсемшӗн кăна мар, пӗтӗм чăваш тӗнчишӗн хаклă япала. Урташ юррисене юрласа ӗмӗр ирттернӗ аслăрах çултисемшӗн çеç мар, шкул ачисемшӗн те чăн тупра вырăнӗнче пулмалла вăл. Ман шутпа, шкулта Валентин Урташăн пултарулăхне вӗреннӗ чух ачасен çак повеçе вуласа тухмаллах. Вăл чăваш поэзийӗпе прозин легендин пурнăçӗпе творчествине тата та тарăнрах ăнланма пулăшӗ. Ку кӗнеке кашни чăваш ялӗнчи шкул библиотекинчех пулмалла. Шел те, тиражӗ пӗчӗк. Анчах та спонсорсем тупăнсан авторӗ ăна тепӗр хут кăларма та хатӗр. |
Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн планĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта семинар иртрĕ.
7 вĕрентекен ют чĕлхепе пĕлỹ парать кунта. С. Сафиуллинăсăр пуçне пурте опытлă, нумай çул шкулта вăй хураççĕ. Çамрăк вĕрентекене пулăшса тата хавхалантарса пыраççĕ вĕсем. Çитĕнĕвĕсемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул чăннипех те мухтанма пултарать. Вĕренекенсем тата вĕрентекенсем кунта тĕрлĕ конкурсра палăраççĕ, предмет олимпиадинче мала тухаççĕ. Уйрăмах акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи, аслă категориллĕ вĕрентекен З. Чабатова палăрса тăрать. Районти канашлусенче час-часах вĕрентỹри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать, экзамен ыйтăвĕсемпе консультацисем ирттерет, вĕрентекенсене кулленхи ĕçре сĕнỹ-канаш парать. Çулсерен вăл вĕрентекен ачасем экзамена ăнăçлă тытаççĕ, пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче унăн пилĕк вĕренекенĕ акăлчан чĕлхипе экзамен суйласа илнĕ, вĕсем пурте 83 балран пуçласа тата ытларах балл пуçтарма пултарнă. А. Юмановăн ĕçне вара 95(!) балпа хакланă.
Хăйĕн уçă урокне семинарта вăл шăпах экзамента проект çырассине халалларĕ. Земфира Рифкатовна вĕренекенсене тарăн пĕлỹ панине тепĕр хут курса ĕненчĕç итлеме пынисем. Ачасем ют чĕлхепе илемлĕ калаçнипе, предмета лайăх пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç. Вĕрентекенсем унăн професси шайне тата ăсталăхне пысăк хак пачĕç.
Ф. Югаметова, Н. Сельцова, С. Сафиуллина, А. Тазюкова, Л. Якушева, Е. Матросова вĕрентекенсем те урокĕсене хальхи йышши технологисемпе усă курса, çав тери кăсăклă ирттерчĕç. Ачасем ку шкулта акăлчан чĕлхине чунтан юратни сисĕнчĕ.
Семинар ĕçне малалла тăснă май, вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Г. Налиба çитес вăхăтри плансемпе паллаштарчĕ. |
Çураки кампанийĕ çывхарса килет, çĕр ĕçченĕсем ăна тулли хатĕрлĕхпе кĕтсе илмелле, çавăнтан пулас тухăç пахалăхĕ килет вĕт.
Ялхуçалăх предприятийĕсен кăçалхи çурхи уй-хир ĕçне хутшăнакан техникин пысăкрах пайĕ техника тĕрĕслевне иртнĕ, ĕçе хатĕр.
„Урожай” СП ОООра трактор паркĕн сулмаклă пайне хатĕрленĕ, унта çултан-çул техникăна хатĕрленин пахалăхĕ çÿллĕ шайра тăрса юлать. Паянхи кун хуçалăхра 73 трактор, 37 трактор прицепĕ, 60 ака машини, тырă пухса илекен 55 «Акрос» комбайн тата ытти ялхуçалăх техники пур. Вăл пĕтĕмпех пысăк тухăçлă, ăна автоматизациленĕ, çакă, хăй йĕркипе, механизаторсенчен ĕçре пысăк пултарулăх тата хăнăхусем ыйтать.
Ялхуçалăх предприятийĕ машина паркне çĕнетес тата модернизацилес енĕпе тĕллевлĕ ĕç илсе пыни çинчен çĕнĕ техника туянас енĕпе çулленхи укçа-тенкĕ тăкакĕсем калаççĕ. Пĕлтĕр предприяти 223,5 млн тенкĕ ытла суммăлăх техникăн 40 единицине туяннă.
Çулталăк пуçламăшĕнче тĕп пурлăхăн çĕнĕлĕхсен пухмачне тата сулмаклăрах тÿпе хывнă. Январьтен пуçласа март таран „Урожай” СП ООО 265,5 млн тенкĕ ытла суммăлăх техникăн 43 единицине туяннă, çакă предприятине сезонлă уй-хир ĕçĕсене пурне те шанчăклăн ирттерме май парать.
Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕн, Рустам Саитгалеевăн, сăмахĕпе тăратнă техника техника тĕрĕслевне тулли калăпăшпа тата пĕлтерĕшлĕ асăрхаттарусемсĕр иртнĕ. Çаплах районта ял тăрăхĕсене тухса çÿресе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче техника тĕрĕслевне ирттерме планланă.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Ачасене хутлама вĕрентесси çăмăл мар ĕç. Шкулта унпа ларма кăна вăхăт çитмест. Çавăнпа хутлава вĕренме киле парса яма тивет. Ачасем ăна нумай вăхăт тата йывăррăн вĕренеççĕ. Вĕсене килтисене те пулăшма тивет кун пек чухне. Ачана хавхалантарма хăш "чеелĕхсене" вĕрентсен аван ун пек чухне. "Чееленнин" усси те куçкĕретех пулĕ.
Хутлав таблици 100 примертан тăрать. Ăна курсан ачасем тÿрех пĕтĕм йывăрлăха кураççĕ. Çавăнпа та вĕсене Пифагор таблици çинчен аса илтерĕр, ăна пĕрле тĕпчĕр. Ачасем унпа шкултах паллашаççĕ. Таблицинăна ача пĕрле "аса илни", ăна пĕрле тĕпчени ĕçре самаях пулăшĕ. Таблицăра, калăпăр, 3-е 5 çине, 5-е 3 çине хутлани пĕр япалах пулнине, хуравĕ апла та, капла та ?ÿ пулнине асăрхăр. Çапла вара çÿлтен чалпашла илсен таблица икке пайланать. Вĕренмелли те икĕ хута яхăн чакать — пурнăç та çăмăлланать.
Хутлав таблицине вĕренессине тата чакарма пулать-ши? Паллах. Цифрăсене 1 çине хутлама вĕренме те кирлĕ мар — хуравĕ ахалех паллă: 7-е 1 çине хутласан çиччех пулать. 10 çине те хутлама та ăс нумай кирлĕ мар. Хутламалли число вĕçне нуль кăна хушмалла. 2 çине хутласси те ачасемшĕн нумай чухне йывăрлăх кăларса тăратмасть. 7-е 2 çине хутлани вăл 7 çумне 7 хушнипе пĕрех.
Пысăкрах числосене хутлассипе вара йывăрлăхсем пур. Вĕсене ас туса юлма тивет. Анчах та кунта та "чееленмелли" çук мар. Калăпăр 9 çине хутланă чухне ансат "чеелĕхсем" пур. Пĕрремĕш "чеелĕх": малтан числона 10 çине хутлатпăр, кайран хуравĕнчен çав числонах кăларатпăр — 7х10=70, 70-7=63. Çапла вара 7х9=63. Иккĕмĕш "чеелĕх": çакнах пÿрнесемпе те хутлама пулать. Ик алла ума хуратпăр. Сулахайран 7-мĕш пÿрнине хуçлататпăр. Çапла вара пирĕн хуçлатнă пÿрнерен сулахаялла 6 пÿрне, сылтăмалла 3 пÿрне юлать. Хурав хатĕр те — 63!
Хутлав таблицин ытти пайне тĕрлĕ вăйă выляттарса вĕрентме пулать.
Килте сирĕн нарда пулсан вĕсенчи кубиксемпе (шăмсемпе) усă курма май пур. Кубик çинче çырнă цифрăсене хут çыпăçтарса хамăра кирлисем çине улăштаратпăр: 3-рен пуçласа 8 таран. Тата пире клеткăллă тетрадь кирлĕ пулĕ. Шăмсене пăрахсан мĕнле цифрăсем тухаççĕ, çавăн пысăкăш тăваткал ÿкеретпĕр те тăваткала миçе клетка кĕнине шутлатпăр. Кам хăвăртрах шутласа пĕтерет - çав çĕнтерет.
Паллах, интернетра хутлав таблицине вĕрентмелли ятарлă программăсем пур, вĕсемпе те усă курма пулать. Чи кирли сирĕн ачăр хутлав таблицине хăвăрт та çăмăллăн вĕрентĕр. Вăл вара пурнăçра питĕ кирлине хăвăрах аван пĕлетĕр. |
Пăслăкри Кристина Никифорова республика Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа тĕлпулура пулнă.Республика кунне палăртнă уявра Пăслăкри Константин Иванов ячĕллĕ вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Кристина Никифорова пулнă. Ăна тăван чĕлхипе литература республика олимпиадинче çĕнтернĕшĕн çак чыс пÿрнĕ.
— Вĕренекенсен çитĕневĕсенче яланах вĕрентекенĕн тивĕçĕ пысăк, — тет Кристина. — Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Федоровна Тимофеева пулăшман пулсан, çакнашкал кăтарту пулмĕччĕ.
Аслă класра вĕренекен хĕр Уфари «Торатау» Конгресс-холра ытти пултаруллă ачасемпе пĕрле ПР Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа тĕл пулнă. Хĕрача шкул хыççăн МВД енĕпе вĕренме кĕресшĕн, вăл экзамен пама çине тăрса хатĕрленет тата спортпа туслă. Пишпÿлекри «Батыр» атлет-клубра тăрать. Армрестлингпа ПР Илиш районĕнче иртнĕ зона ăмăртăвĕнче хăйĕн виçе категоринче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Владимир СМОЛОВ.
Кристина Никифорован архивĕнчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Пушкăртстан пысăк пахалăхла çул-йĕр битумĕ кăларакан (çулталăкне 560 пин тонна хăватпа) завод тумалли проектпа килĕшмен.
Çакăн çинчен ПР траспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн Патшалăх комитечĕн председателĕ Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ.
Проекта кăçалхи июльте «Инвестчас» форматпа иртекен канашлура «Институт нефтехимпереработки» АО директорĕ Дмитрий Шаронов тăратнă. Инвестицисен пĕтĕмешле калăпăшĕ — 4,3 млрд тенкĕ шайĕнче. Проект тĕллевĕ — институт разработкисемпе никĕсленсе автомобиль çулĕсене лайăхлатасси. Республикăра пысăк пахалăхла битумран çул-йер тунă тĕслĕхсем пур. 1994 çулта Белорецкпа Учалы хушшинче тунă çулпа 18 çул юсамасăр усă кураççĕ.
Тимур Мухаметьянов каланă тăрăх, республикăра çул-йĕр битумне Башнефть тата Салават хулинчи предприяти (PG технологипе) кăлараççĕ. Хальхи вăхăтра кăларакан битум калăпăшĕ республикăшăн çителĕклĕ тата пахалăхĕ аван. Çĕнĕ завод тăвас ыйту çивĕч тăмасть.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег ЯРОВИКОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн электронлă анкетисене кашни харпăр хăй тĕллĕн ноябрĕн 14-мĕшĕччен тултарма пултарать. Онлайн çырав сывлăхшăн хăрушсăр тата питĕ меллĕ.
Аса илтеретпĕр, маларах онлайн çырава ноябрĕн 8-мĕшĕнче вĕçлеме пăхнăччĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕнчен çыравçăсем урлă кăна хăв çинчен пĕлтерме май пурччĕ.
Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн (ООН) статистика пайĕ мĕнпур çĕршывсене дистанци мелне анлăрах сарма тата çынсене онлайн çырава хутшăнма хавхалантарма сĕнет.
Космоса çитнĕ
Раççей-орбитăри космонавтсене çырăнтаракан тĕнчери пĕртен-пĕр çĕршыв. Ноябрĕн 2-мĕшĕнче çакнашкал пулăм çĕршыв историйĕнче виççĕмĕш хут пулнă.
Çĕр планета çинче пурăнакан çитмĕл миллион ытла çынпа пĕрле МКС экипажĕ халăх çыравне хутшăннă – Петр Дубов тата Антон Шкаплеров космонавтсем. 400 çухрăм çÿллĕшĕнчен вĕсем Вĕçевсене йĕркелекен центрпа ятарлă çыхăну сеансĕ вăхăтĕнче Раççей статистикин ĕçченĕн ыйтăвĕсене хуравланă.
Çакнашкал пĕрремĕш пулăм 2002 çулта иртнĕ - ун чухне вĕçевре Федор Юрчихин, Олег Скрипочка тата Александр Калери космонавтсем пулнă. 2010 çулта – Валерий Корзун, Сергей Трещев, каллех Федор Юрчихин, вăл вара иккĕмĕш хут Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне орбитăран хутшăннă.
Иртнĕ çулсенче космонавтсен хуравĕсене хут листасем çине çырнă. Хальхинче вара Раççей статистикин Вĕçевсене йĕркелекен центра ятарласа пынă ĕçченĕ вĕсене хамăр çĕршывра туса кăларнă «Аврора» тытăмлă электронлă планшетсене кĕртнĕ. Космонавтсем ыттисемпе пĕрешкел ыйтусенех хуравланă: çемье пирки, чĕлхесене пĕлни тата вĕсемпе усă курни, хăш наци çынни пулни, вĕренÿ шайĕ тата ытти те.
Уйрăммăн илсен, Антон Шкаплеров вырăс чĕлхипе усă курнине пĕлтернипе пĕрлех акăлчан чĕлхине пĕлнине те каланă. Унпа вăл куллен усă курать. Вăл белорус çынни, пурăнмалли майсен çăлкуçĕ - ĕç укçипе пенси.
Петр Дубов «авланман» тенĕ, ку таранччен вăл пĕрре те мăшăрланман. Вăл вырăс. Вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе усă курать, унсăр пуçне, программăлакан темиçе чĕлхе пĕлет. «Пур чĕлхипе те куллен усă куратăп», — тенĕ вăл.
«Пирĕн çĕршыв пуянлăхĕ вăл – халăх. Çырав вара ун пирки туллин пĕлтерекен паянхи ÿкерчĕк. Вăл çĕршывăн культура, этнос тата чĕлхесен хăйнеевĕрлĕхне яр-уççăн кăтартса парать. Атьăр-ха, çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăнар», - çапла чĕнсе каланă Антон Шкаплеров.
«Хамăр çĕршывра пурăнакансене эпир пурне те кăшт вăхăт тупса хăйсен ячĕсене хальхи Раççей историне кĕртсе хăварма сĕнетпĕр. Çырава онлайн майпа та хутшăнма пулать, ку вара чылай çыншăн питĕ меллĕ», - тенĕ Петр Дубов.
Çырав вĕçленсе пырать
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Çыравра çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Унта виçĕ майпа (ыйтусене Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă хуравласа, ятарлă участока çитсе е çыравçа киле пырасса кĕтсе) хутшăнаççĕ çынсем. Çемьери пĕр çын ытти пурăнакансемшĕн те хуравлать. Пурĕ 33 ыйту.
Тăвай енре юлнă кунсемпе усă курса, 25 çыравçă хăйсен тивĕçĕсене лайăх шайра пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Кил хуçалăхсене çитĕç, участоксенче йышăнĕç, информацисене планшетлă компьютер çине кĕртессине вĕçлĕç вĕсем. 4 контролер çынсем пурăнакан вырăнсенче суйлавлă тĕрĕслевсем ирттереççĕ.
Коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе çыхăннă хăрушсăрлăхсенчен сыхланса ĕçлеççĕ çыравçăсем.
Поделиться:
Распечатать
Бесплатная юридическая помощь
ПОСЛАНИЕ ГЛАВЫ ЧУВАШИИ ГОССОВЕТУ РЕСПУБЛИКИ
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Минцифры Чувашии 429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, проспект Ленина, 11
Телефоны: +7 (83548) 2-11-10, 2-15-64 Факс: +7 (83548) 2-11-10 Сайт: https://yantik-press.ru Эл. почта: smi11@cap.ru
© При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна
Старая версия сайта газеты "ЯЛ ӖҪЧЕНӖ" Янтиковский район Чувашской Республики Органы исполнительной власти Чувашии Минцифры Чувашии Портал государственных услуг РФ Центр занятости населения района Союз журналистов Чувашии |
Раççейре кашни çул февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Совет çарĕсене Афганистан çĕршывĕнчен кăларнă куна, паллă тăваççĕ.
Совет халăхĕшĕн çак вăрçă вунă çул пынă. Пуçласа пирĕн çар çыннисене 1979 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Афганистана ăсатнă. Ун çинчен хаçатсенче те çырман, Афганистанра хĕсметре тăракан салтаксене те тăванĕсене çырнă çырура вăрçă çинчен пĕлтерме ирĕк паман.
Тĕнчери прогрессивлă общественноç Совет Союзне Афганистанран хăйĕн çарне кăларма хистенĕ. Калаçусем вăрах та çине тăрсах пынă. 1988 çулхи апрель уйăхĕнче Швейцаринче ООН представителĕсем хутшăннипе Пакистанпа Афганистан ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕсем Женева килĕшĕвне алă пуснă. Унта сăмах Афганистанри лăпкă мар лару-тăрăва йĕркелесси пирки пынă. Килĕшÿ тăрăх Совет Союзĕ 9 уйăх хушшинче хăйĕн çарне асăннă çĕршывран кăлармалла пулнă. Совет салтакĕсене Афганистанран кăларма 1988 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланă, 1989 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче юлашки совет салтакĕ асăннă çĕршывран тăван тăрăха таврăннă. Çак паллă дата пирĕн патшалăхăн историне кĕрсе юлнă.
Хăй енчен АПШ тата Пакистан Женева килĕшĕвĕ тăрăх моджахедсене пулăшу пама чарăнмалла пулнă. Анчах вĕсем çак йĕркене час-часах пăснă. Маларах совет правительстви Афганистан ыйтăвне вăйпа татса пама тăрăшнă пулсан, влаç тилхепине Михаил Горбачев илсен политика кĕрешĕвĕн меслечĕсем пачах улшăннă.
1987 çул вĕçне Афганистан пуçлăхĕ вырăнне Мохаммад Наджибулла йышăннă. Вăл çапăçăва чарма, боевиксене тĕрмерен кăларма, пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлма хистенĕ. Анчах оппозици çакăнпа килĕшесшĕн пулман, моджахедсем çĕнтериччен кĕрешесшĕн пулнă. Мохаммад Наджибуллан пуçарăвĕсем АПШ тата ытти хĕвеланăç çĕршывăн пуçлăхĕсене те килĕшмен. Вĕсем çар çапăçăвĕсене малалла тăсасшăн пулнă. Телее, ырă шухăш çиеле тухнă, Совет салтакĕсене Афганистанран кăларассине йышăннă.
Çак вăхăтран февраль уйăхĕн 15-мĕшне Афган вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнмалли кун пек йышăннă. Ăна хăй вăхăтĕнче Совет Союзне кĕнĕ республикăсенче патшалăх шайĕнче паллă тăваççĕ.
Вунă çул тăршшĕ пынă вăрçă 15 пин ытла совет салтакĕн пурнăçне татнă. Пушкăртстан Республикинчен Афганистана 10 пин ытла салтака ăсатнă. Вĕсенчен 343-шĕ ĕмĕрлĕхе куç хупнă, улттăшĕ хыпарсăр çухалнă, 2500 çар çынни сусăрланнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Халăх регионри чи тивĕçлĕ граждансене суйлама пултарать. Конкурс çĕнтерÿçисене хисеплĕ наградăсемпе асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ. Финал сасăлавĕ «Общественная электронная газета» сайтенче иртет.
12 номинаци тăрăх сасăлама пулать: наукăпа вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культурăпа искусство, патшалăх ĕç-хĕлĕ, промышленность, ялхуçалăхĕпе строительство, хăюллă професси çыннисем, спорт, обществăлла ĕç-хĕл…
Кашни номинацинче пĕр çыншăн сасăлама юрать. Номинантсен хушшинче — конкурсăн муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтернĕ 248 çын.
Сасăлав октябрĕн 28-мĕшĕнче уçăлнă, ноябрĕн 4-мĕшĕнче вĕçленет.
http://i-gazeta.com
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
ГИБДД сотрудникĕсене мĕнпур водительсене алкогольпе наркотик тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеме ирĕк пама пултараççĕ. Шалти ĕçсен министерстви освидетельствовани правилисене улăштармалли проект хатĕрленĕ.
«Усĕр пулнин паллисем палăрмасан та водительсене тест иртме сĕнĕç», — теççĕ ведомствăра.
Çакăн пек тĕрĕслев валли водитель сывласа кăларакан сывлăша тишкерекен алкоголь детекторĕпе усă курĕç. Тепĕр тĕслĕхĕ — ГИБДДшăн çĕнĕ портативлă хут наркотесчĕ, унпа наркотика тупса палăртма сурчăка экспресс-анализ ирттерсе пулать.
Ведомствăра палăртнă тăрăх, çакă малтанхи тест кăна, çавăнпа протокол çырмĕç, понятойсем те кирлĕ мар. Тест результачĕ алкоголь е наркотик пуррине кăтартстан, водителе медосвидетельствовани тума яраççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Атăлçи федераллă округра çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 9 пин те 400 шкул 3,2 млн вĕренекене йышăнĕ. Вĕсенчен 23-шне тин кăна туса лартнă. Атăлçи федераллă округри Владимир Путин Президентăн полномочиллĕ представителĕ Алексаей Кузьмицкий видеоконференци режимĕнче çакăн пек цифрăсем пĕлтернĕ.
Çавăн чухне Атăлçи федераллă округра чи нумай – вунпĕр – шкул Пушкăртстанра туса лартнă. Тата пиллĕкĕшне - Тутарстанра, Пермь крайĕнче тата Самара облаçĕнче – икшер, Мордовинче, Чăваш Республикинче тата Киров облаçĕнче – пĕршер.
„Кăçалхи вĕрентÿ процесĕ хăрушлăхсăр тата ăнăçлă иртессипе тивĕçтересси – пирĕн пĕрлĕхлĕ задача, - палăртса каланă Алексей Кузьмицкий. – Çавăнпа та шкулсен хатĕрлĕх аспекчĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă, вĕсен шутĕнче – пурлăх-техника базине модернизацилесси, сывлăх майĕсем чикĕллĕ вĕренекенсем валли майлă шкул инфраструктури тăвасси, педагогика кадрĕсемпе комплектласси, тÿлевсĕр учебниксемпе тивĕçтересси”.
Пушкăртстан çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр пулни çинчен республикăн вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Айбулат Хажин канашлура пĕлтернĕ. Ун сăмахĕпе, 16 муниципаллĕ образованине пурлăх-техника базине çирĕплетме, тĕпрен юсав тума, энерги перекетлес енĕпе программăна реализацилеме 286,97 млн тенкĕ уйăрса панă, Уфа хулине – 250 млн тенкĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Акă ĕнтĕ виççĕмĕш хут Тутарстанри чăвашсен республика хаçачĕ ачасем хушшинче футбол турирĕ ирттерчĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче Пăвари тĕп стадионра 3-4-мĕш классенчи арçыначасем "Сувар" кубокĕшĕн тупăшрĕç. Пурĕ турнира 6 команда хутшăнчĕ: Хăят, Рункă ялĕсенчен, Тăхăрьялăн сборнăйĕ, Пăвари икĕ команда тата Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕн футболисчĕсем. Турнира уçнă чухне ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн...
❮
❯
Акă ĕнтĕ виççĕмĕш хут Тутарстанри чăвашсен республика хаçачĕ ачасем хушшинче футбол турирĕ ирттерчĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче Пăвари тĕп стадионра 3-4-мĕш классенчи арçыначасем "Сувар" кубокĕшĕн тупăшрĕç. Пурĕ турнира 6 команда хутшăнчĕ: Хăят, Рункă ялĕсенчен, Тăхăрьялăн сборнăйĕ, Пăвари икĕ команда тата Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕн футболисчĕсем.
Турнира уçнă чухне ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн ертÿçи В.Иванов, Пăва райадминистрацийӗнчи спорт уйрăмĕн ертÿçи В.Храмов, "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕ К.Малышев сăмах каларĕç. Вĕсем ачасене пĕр-пĕрне хисеплесе, суранлатасран тата суранланасран асăрханса выляма сунчĕç.
Ачасем вылянине курма интереслĕ. Вĕсем штрафнойĕнче юри ÿкмеççĕ, ултавсăр, чееленмесĕр выляççĕ. Гол кĕртнĕ хыççăн савăнăç куççулĕ кăларни те, выляса ярсан куляннипе макăрни те пулать. Пĕчĕк футболистсенчен кашнийĕ килне хăйсен ашшĕ-амăшĕ юратса вулакан хаçатăн Кубокĕпе тата медалĕпе таврăнасшăн. Пăвари ачасен спорт шкулĕнче тренировка иртекенсем хăйсен çулĕнчи ял ачисенчен класпа çÿллĕрех пулни малтанах сисĕнчĕ. Çапах вăйлăрах командăна хирĕç выляса курмасан ял ачисем те хăйсен вăйă шайне час хăпартас çук. "Пăва-1" команда çăмăллăнах турнирăн фаворичĕ пулса тăратчĕ пулĕ, Рункă футболисчĕсем пулман пулсан. Пĕлтĕр "Сувар" Кубокне çĕнсе илнĕ ачасен кăçал та тĕп парнеллĕ пулма шанăç пысăкчĕ. В.Салабайкин тренер ачасене лайăх хатĕрленĕ.
Тăхăрьял команди пирки уйрăммăн каламалла. Унта ытларах элшелсемччĕ. Тавтапуç ачасене çак турнира илсе килекенсене. Анчах та "Тăхăрьял" - тренерсăр вылякан пĕртен пĕр командăччĕ. Çавăнпа та пулĕ вĕсем ыттисем пек илемлĕ вăйă кăтартса савăнтараймарĕç. Хăш-пĕр ялсенче ача сахал пулни те витĕм кÿрет, паллах. Тĕслĕхрен, Пÿркел шкулĕ 2006-2007 çулхи арçыначасен шучĕпе мухтанаймасть, Чăваш Киштекĕпе Хирти Кушкă та Çавăнпа та малашне "Сувар" Кубокĕшĕн пысăк площадкăра 8х8-ăн выляс вырăнне минифутбол лаптăкĕнче 6х6-ăн вылясси патне таврăнма та пултарĕç.
Июнĕн 2-мĕшĕнче Пăвари çанталăк шав улшăнса тăчĕ. Ял командисем хуларисен темпне хăнăхса пычĕç, çĕнтеркĕле те пуçларĕç. Çапла "Пăва-2" командăпа Аслă Аксу футболисчĕсем 3-мĕш вырăншăн вылянине курма питĕ кăсăклăччĕ. Уйăрнă вăхăтра çĕнтерÿçĕ палăрайманнипе командăсем пĕр-пĕрин хапхине пенальти тапса ăмăртрĕç. Анчах кунта та шут 2:2 пулчĕ. Юлашкинчен вратарьсем пĕр-пĕрне тĕрĕслерĕç. Аксу голкиперĕ хĕрес хывса пенальти тапрĕ. Кун пек аргумент пĕр вырăнта тĕпĕртетсе тăракан Пăва вратарьне вăйлă витĕмлерĕ пулмалла. Çÿлти вăйсен хăватне ĕенекен Çĕпрел районĕн голкиперĕ В.Яхин çак матчра лайăх пăнчă лартрĕ. Пăхăр медальсем тата "Турнирăн чи лайăх вратарĕ" номинаци çак кун Аслă Аксăва кайрĕç.
Хăйсен хапхине гол кĕрттермессерен тăхăрьялсем вратарьне улăштарчĕç. Ăнăçсăр вăйăн сăлтавĕсене хÿтĕленÿ линийĕ вăйсăр пулнинче шырамаллине вĕсене ăнлантаракан пулмарĕ, шел пулин те. Мечĕке малалла тапса янипе кăна ĕç тухмасть, ăна хирĕç вылякансен хапхи патнех илсе çитермелле... Çитес çул, тен, лайăхрах хатĕрленсе килĕç футбола юратакан çĕрĕн ывăлĕсем. Пĕрремĕш вырăншăн "Рункăпа" "Пăва-1" кĕрешрĕç. Вăйă тан пулнипе пĕрремĕш таймра çĕнтерекен палăраймарĕ.Иккĕмĕш пайĕнче кăна пăвăсен класĕ палăра пуçларĕ, çиле май вылянă чух. Финал 3:1 шутпа вĕçленчĕ. Кубока турнирта чи нумай гол кĕртнĕ "Пăва-1" командăн тапăнаканне Н.Ильина тыттарчĕç. Турнира йĕркелекенсем çĕнтернĕ командăна ылтăн тĕслĕ медальсемсĕр пуçне ЧНКА Канашĕн ертÿçин Дмитрий Самаренкинăн ятĕнчен футбол формисем парнелерĕç. Футболистсене чыслас церемоние çуллахи сивĕ çумăр кăна кăштах пăсса ячĕ. Ытти енĕпе турнир питĕ лайăх иртсе кайрĕ. |
Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсанта пӗрремӗш хут район шайӗнче Акатуй иртрӗ. Вăхăтне, паллах, каярах юлса палăртнă, çапах та Кама леш енчи районсемшӗн ку нихçан пулман япала, çавăнпа та ăна кайса хам куçпа курас килчӗ. 10 сехете палăртнăскер, 11-те пуçланчӗ сухапа çӗр туйӗ. Ăна Çарăмсана тӗрлӗ çӗртен килнӗ фольклор ансамблӗсенчен йӗркеленӗ парад уçрӗ....
❮
❯
Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсанта пӗрремӗш хут район шайӗнче Акатуй иртрӗ. Вăхăтне, паллах, каярах юлса палăртнă, çапах та Кама леш енчи районсемшӗн ку нихçан пулман япала, çавăнпа та ăна кайса хам куçпа курас килчӗ.
10 сехете палăртнăскер, 11-те пуçланчӗ сухапа çӗр туйӗ. Ăна Çарăмсана тӗрлӗ çӗртен килнӗ фольклор ансамблӗсенчен йӗркеленӗ парад уçрӗ. Çарăмсансем Сабантуй ирттерекен яланхи вырăнта, халӗ те ем-ешӗл тăракан курăк çинче, хӗрлӗллӗ-шурăллă, кӗмӗллӗ-ылтăнлă чăваш тумӗсем питӗ илемлӗн курăнаççӗ. Çӗр ӗçченӗсене халалланă юрăпа ташă композицийӗнче çакă уйрăмах палăрчӗ. Çак уяв нумайлăха асра юлтăр тесе ăна йӗркелекенсем чунтан тăрăшни сисӗнчӗ.
Çанталăк лайăх, хӗвеллӗччӗ. Утă вăхăтӗнче райцентра килес текен чăвашсем сахалтарах пулнине ăнланмалла. Юлашки вăхăтра типӗ çанталăклă кунсем сайра. Акатуй программи тутар уявӗнчен пӗрре те кая марччӗ. Ут ăмăртăвӗ, кӗрешӳ, тӗрлӗ вăйăсем, спорт ăмăртăвӗсем, юрă-ташă, концерт çителӗклӗ пулчӗç. Эпир урăх ниçта та курман вăйăсене те асăрхарăмăр кунта. Тӗслӗхрен, чукмар ывăтасси е çăпата пересси. Çак çӗр çинче чăваш халăх йăлисем манăçманнине пӗлтерет ку.
Чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенчи ял хутлăхӗсем «çурт-йӗр» лартнă, вӗсенче шкулсемпе Культура çурчӗсем куравсем хатӗрленӗ. Хăнасене килти апат-çимӗçпе сăйлаççӗ, хăйсен юрри-ташшипе савăнтараççӗ. Вӗсен хушшинче Çарăмсан муниципаллă район пуçлăхне Фердинат Давлетшина, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председательне Владимир Иванова, Чăваш халăх артистне Вячеслав Христофорова, Элмет районӗнчи ЧНКЦ ертӳçине Инна Альмуковăна, Хусанти чăвашсен ентешлӗхӗн ертӳçине Алексей Наумова курма пулчӗ.
Акатуйра тӗрлӗ çӗртен килнӗ ансамбльсен пысăк йышӗ хутшăнни те савăнтарчӗ: Элкел районӗнчи Хăратари «Пилеш», Элмет районӗнчи Сиреньелӗнчи «Нарспи», Клемтелӗнчи «Асамат», Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкелӗнчи «Пилеш», Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчи «Илем», Аксу районӗнчи «Саврăшпуç кинемийӗсем», Нурлат районӗнчи Хуралтури «Палан», Самар облаçӗн Шунтал районӗнчи Çӗнӗ Эштепейӗнчи «Укăлча», Салейкинăри «Шуçăм», Чатăрлăри «Палан» тата Çарăмсан районӗнчи мӗнпур чăваш ансамблӗ. Чăваш Республикин Красноармейски районӗнчи «Трак ен» ансамблӗн ертӳçи Николай Никаноров пухăннисене шăпăр каласа тӗлӗнтерчӗ.
Вырăнти «Серендеев» хресченпе фермер хуçалăхӗн механизаторне Сергей Гаврилова, «Сульча» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн дояркине Валентина Скворцовăна тата Çарăмсан районӗнчи ЧНКЦ ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Лидия Кваковăна патшалăх ялавӗсене çӗклеме явапларӗç.
Фердинат Давлетшин хăйӗн саламлă сăмахӗнче Çарăмсанра Акатуй пӗрремӗш хут иртнине, ăна йăлана кӗртсе яма кăмăл пуррине пӗлтерчӗ. Вăл районти ял хуçалăх управленийӗн пуçлăхӗпе пӗрле ял-хуçалăх производствинче мала тухнисене парнесем пачӗ. Район пуçлăхне вырăнти чăвашсем кӗпе тăхăнтартрӗç.
Владимир Иванов Вăтăр Юман Киремет, Сосновкăри, Акрелӗнчи, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗсен ертӳçисене ТР ЧНКА Хисеп хучӗсене парса чысларӗ.
Çарăмсанти Акатуй Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра юрă» ансамблӗн анлă репертуарлă концерчӗпе палăрчӗ. Ăна малашне те çакăн пек чаплă ирттересчӗ. |
Февралӗн 10-мӗшӗнче Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленине Арск районӗнчи Казанбаш вăтам шкулӗнче 30 ача, пӗр вӗрентекенпе педагогика колледжӗн студентки аптăранине васкаса хыпарланă. Сăлтавӗ - пыршă инфекцийӗ. 31 ачана çав кунах Республикăри ача-пăча клиника больницинех леçме тивнӗ. Кун пек пысăк ЧП республикăра тахçантанпах пулман, çавăнпа ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хăй тимлӗхне илнӗ....
❮
❯
Февралӗн 10-мӗшӗнче Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленине Арск районӗнчи Казанбаш вăтам шкулӗнче 30 ача, пӗр вӗрентекенпе педагогика колледжӗн студентки аптăранине васкаса хыпарланă. Сăлтавӗ - пыршă инфекцийӗ. 31 ачана çав кунах Республикăри ача-пăча клиника больницинех леçме тивнӗ.
Кун пек пысăк ЧП республикăра тахçантанпах пулман, çавăнпа ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хăй тимлӗхне илнӗ. Ӗнер, канмалли кун пулнине пăхмасăрах, чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тата асăрхаттарас енӗпе комиссин васкавлă ларăвне ирттернӗ.
Республикăн тӗп санитарнăй тухтăрӗ Марина Патяшина Казанбаш шкулне управленин специалисчӗсен бригади çийӗнчех тӗрӗслевпе кайнине пӗлтернӗ. Ун шучӗпе, Казанбаш шкулне кăна мар, республикăри мӗнпур шкул столовăйне тăтăшах тӗрӗслемелле. Юлашки 2 çулта кун пек тӗрӗслевсем вуçех пулман-мӗн. Пыршă инфекцийӗ палăрнин 80 проценчӗн сăлтавӗ вара шăпах тӗрӗслев пулманран столовăйсенче санитари нормисене пăснипе пулать.
ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, больницăна лекнӗ ачасен пурнăçӗ хăрушлăхра мар, вӗсем сывалса пыраççӗ. |
Буздяк районĕнче çулталăк хушшинче виççĕмĕш йĕкĕреш çуралнине регистрациленĕ. Артурпа Рената пепкесем Рустам Андрущенкăпа Альмира Батырова çемйинче çут тĕнчене килнĕ.
Тин çуралнă ачасен аслă пиччĕшĕпе аппăшĕсем те пур: Алия - Буздякри ял хуçалăх колледжĕн иккĕмĕш курс студенчĕ‚ Роберт 9-мĕш класра вĕренет‚ Айсылу – 4 класс ачи.
Буздяк районĕнчи ЗАГС уйрăмĕ пепкесен ашшĕпе амăшне ачасем çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсем тата асăнмалăх парнесем панă‚ – тенĕ ПР Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕн пресс-службинче.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л. Клементьев патне ӗҫлӗ тěлпулăва килчěç: Ҫěмěрле районěн пуҫлӑхӗн çумě – Ҫӗмӗрле муниципалитет (пилот) округӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн ертÿçи, ЧНК президенчӗн полномочиллӗ представителӗ А.А. Мостайкин тата Чӑваш Республикин çыравçисен пěрлешěвěн председателěн çумě Ю.В. Дадюков. Вěсем Валерий Леонидовичпа пěрле çывăх вăхăтра Конгресăн ӗҫ планěпе килěшÿллěн иртекен мероприятийěсене тěплěн пăхса тухрěç. Конкурссене, форумсене тата ытти ěçсене ытларах вырăнти тата регионсенчи çамрӑксене те, чӑваш чӗлхипе литературине вěрентекенěсене те, библиотека ěçченěсене те явӑҫтармаллине палăртрěç.
Калаçу вěçěнче Андрей Александровичпа Юрий Витальевич хăйсем Чăваш Республикин çыравçисен пěрлешěвěн канашлăвě хыççăн савăнăçлă хыпарпа килнине пěлтерчěç. Паянтан пуçласа А.А. Мостайкин Чăваш Республикин çыравçисен пěрлешěвěн пайташě иккен. Унӑн пултарулӑх псевдонимӗ «Кěпер» (Мост). Эпир Андрей Александровича Ҫыравçăсен ушкăнне кěнě ятпа саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр. Андрей Кěпер – Чӑваш наци наукӑпа искусство академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ěçченӗ, хамăр республикӑри ГСВГ (Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗ) общество пěрлешӗвěн пайташě. А.Кěпер «Манӑн Ҫӗмӗрле енӗ» (Мой Шумерлинский край) кěнеке тата «Ҫӗмӗрле енӗ» (Шумерлинский край) юрă пуххипе «Сӑр чикки» (Сурский рубеж) юрă пуххин авторӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Аслӑ Ҫӗнтерӳ Паттӑрӗсем» кашни çул иртекен литература конкурсне хутшăнса виçě хут призер пулнă.
Юрий Дадюков – Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗн хисеплӗ çынни, Раҫҫей çыравçисен пěрлешěвěн пайташě. Унӑн пултарулӑх псевдонимӗ «Чутай». Юрий Чутай – отставкăри капитан, офицерсен пӗрлешěвěн пайташě тата Мускав хулинче вырнаçнă Тӗнчери информатизаци академийӗн академикě. Ю. Чутай 11 кěнеке авторě, И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Елизавета Долгова
Рубрика: ХыпарсемАвтор: ЧНК пресс-служби 02.03.2022 Оставить комментарий
Автор: ЧНК пресс-служби
Навигация по записям
ПредыдущаяПредыдущая запись:Чӑваш Ене мухтасаСледующаяСледующая запись:Куславкка ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ |
ЖКХ комплекслă цифровизацийĕ Раççей регионĕсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çирĕплетнĕ «Цифровая экономика» тата «Жилье и городская среда» наци проекчĕсен йĕркипе пырать.
Управляющи организацисем тата çурт-йĕр харпăрçисем «Дом. Контроль» системăпа çыхăнма пуçланă ĕнтĕ, вăл УК, ТСЖ тата абонентсем хушшинчи çыхăнăва тивĕçтерме пулăшать кăна мар, граждансене хула территорийĕсене аталантармалли ыйтусене хутшăнма хистет. Тивĕçлĕ килĕшĕве 2019 çулхи октябрьте «ЖКХ — взгляд в будущее» II республика наукăпа практика форумĕнче тунă.
— ЖКХ сферине информаци технологийĕсем кĕртесси тахçанах канăç паман ыйту. Пирĕн умра паян çапла задачăсем тăраççĕ: хула хуçалăхне тытса пырас пахалăха тата отрасль предприятийĕсен ĕçне лайăхлатмалла, — пĕлтернĕ форумра ПР ЖКХ министрĕн — правительство премьер-министрĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Борис Беляев.
«Дом. Контроль» — нумай функциллĕ сервис, вăл ăслă цифрлă диспетчер службинчен тăрать. Ун урлă мобиллĕ приложенисенчен заявкăсем яма пулать, онлайн сасăлав ирттерме тата ыттине те.
#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
13075 Ҫичӗ ютра ҫичӗ хӗвел — ҫиччӗшӗ те сивӗ хӗвел, тӑван ҫӗрте пӗр хӗвел — пӗр хӗвел те ыр хӗвел. Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
8758 Вырӑс вӑйпа илет, тутар туртса илет. Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
11146 Ыр ыйтса илет, вӑрӑ вӑйпа илет. Паракан — Илекен
5598 Малтан йӑмӑх пулсан кайран шупкалать. Пуҫӗ — Вӗҫӗ
12916 Чипер чипере илет, чипер мара кам илет? Авланасси — Качча каясси
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
Нарăс уйăхӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче 10.00 сехтре паллă чăваш çыравçи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине палăртаççӗ. Унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем килсе çитмелле. Çак паллă кун çывхарнă май, çыравçă тата журналист Арсений Тарасов драматургири ӗçтешӗн пултарулăхӗ пирки хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ. - Шел пулин те,...
❮
❯
Нарăс уйăхӗн 10-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче 10.00 сехтре паллă чăваш çыравçи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Сафронович Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине палăртаççӗ. Унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем килсе çитмелле. Çак паллă кун çывхарнă май, çыравçă тата журналист Арсений Тарасов драматургири ӗçтешӗн пултарулăхӗ пирки хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ.
- Шел пулин те, Чебановпа калаçса курман. Драматургире унăн пултарулăхне эпӗ Чăваш академи драма театрӗнче лартнă «Праскисемпе» çеç хаклама пултаратăп. Çапах та, каласа хăвармалла, Чăваш Республикинчи халăх театрӗсем унăн пъесисене халӗ те хавхаланса лартаççӗ. Çакă унăн профессионализмӗн шайӗ питӗ пысăк пулни çинчен тата çак авторăн пъесисем халăха кирли çинчен калать.
Эпир, драматургипе тăрмашас тенисем, кăткăс пъесăсем ларттарасшăн, хамăра кура интеллигенци, ăсланса, «тарăн алтса», «ӗмӗрсем валли» çыратпăр. Çав вăхăтра эпир пӗлместпӗр те - куракан пире йышăнать-и, е çук-и?.. Мана вара «Любовь и голубин» сценарисчӗ В.Гуркин Шупашкара килсен: «Халăх çинчен çыраканнин пъесăна çăмăлрах çырмалла», - тесе каланăччӗ.
Ман шутпа, Анатолий Чебанова ытти драматургсене хакланă виçе тăрăх хаклама та кирлӗ мар. Вăл халăх хушшинче пурăнса, хутшăнса, çынсен кăмăлне пӗлет. Унăн пъесисенче халăхла шӳт, халăхла тасалăх. Çавăнпа вăл çырнине куракан ытларах юратать те.
Нумай пулмасть «Туя туй пек тăвар-и?» камите çырса пӗтертӗм те, Валарий Яковлев режиссера кăтартас терӗм. Питӗ нумай якатма тиврӗ. Кулăш çуратасси çав тери йывăр иккенне ăнланса илтӗм. Чебанов евӗр шӳт тума - пушшех те. |
А. Исаева (Иванова) Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Илья Сильвестрович Иванов çинчен каласа парать.
Манăн атте Илья Сильвестрович Иванов Асавпуç ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Çара кайиччен вăл пирĕн аннене, Степанида Васильевнăна, качча илнĕ. Ун чухне вăл çирĕмре пулнă. Пĕр ял çыннипе, Александр Михайловпа, пĕрле Инçет Хĕвелтухăçĕнче 1942 çулччен, Белебей хулине ăсатиччен (унта çĕнĕ çар чаçĕ йĕркеленнĕ), çар службинче тăнă. Килсе çитнĕ сержантсен составĕн представителĕсем çак бригадăн пĕрремĕш кĕçĕн командирĕсем пулса тăнă, çав шутра Илья Иванов та пулнă.
Фронта ăсатиччен атте Белебей хулинче пуласси çинчен мĕнле-тĕр майпа пĕлсе юлса, анне манăн куккапа лашапа хулана çитнĕ, унта вĕсем тĕл пулнă...
124-мĕш стрелковăй бригадăна Сталинграда хÿтĕлеме янă. Салтаксем трактор завочĕн территоринчен чакман. Аманнă салтаксем çуртсен стенисем çине „Эпир Белебейĕнчен! Сталинграда тăшмана памăпăр!” тесе юнпа çырни çинчен пирĕн фронтовиксем каласа паратчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ Атăл çинчи хулара пуç хунă. 1943 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче бригадăна Хĕрлĕ Ялав орденлĕ ят панă.
Манăн атте миномет расчечĕн командирĕ пулнă. 1943-мĕш çулхи январь уйăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче вăл çирĕме яхăн тăшман салтакне тĕп тунă, хăй аманнă, госпитале лекнĕ. Иванов сержанта Сталинград патĕнче хупăрланă тăшман çарĕсене пĕтерес енĕпе питĕ лайăх çапăçнăшăн Хĕрлĕ Çарăн Верховнăй Главнокомандующийĕн Сталин юлташăн приказĕпе Тав тунине пĕлтернĕ. Госпиталь хыççăн атте каллех тăван чаçне таврăннă. Сталинградра юр çинче пĕр хĕл пурăнса, атте кайран та, мирлĕ пурнăçра, сивĕрен хăрамастчĕ. „Салтак шăнмасть тата шăнма тивĕçлĕ мар!”, - тетчĕ. Шинель вĕсемшĕн матрас та, минтерпе утиял вырăнне те пулнă.
Атте Венгринчи, Болотон кÿлĕ патĕнчи çапăçусемшĕн Верховнăй Главнокомандущийĕ В.И. Сталин хăй тав тунине илнĕ тата ăна ыттисенчен ытларах хаклатчĕ. Вăл наградăсене пурне те трофей пăртманетре тытатчĕ, ăна халĕ те çемьере тимлĕн упраççĕ. Австринче вăл йывăр аманнă, Çĕнтерĕве госпитальте кĕтсе илнĕ, унта тăватă уйăх хушши сипленнĕ. Çĕнтерÿллĕ çулхине киле костыльсемпе таврăннă.
Унăн кевтинче тăрса юлнă юлашки осколока чĕрĕк ĕмĕр иртсен çеç кăларса илнĕ.
Халĕ Ивановсен йăхĕнче 18 мăнук, мăнукĕсен 29 ачи, мăнукĕсен виçĕ мăнукĕ пур. Вĕсем Российăн тата Пушкăртстанăн тĕрлĕ хулисенче пурăнаççĕ. Хамăрăн хаклă çынна, çав юнлă хаяр вăрçăн паттăрĕсене хисеплесе асăнма эпир пысăк килйышпа Майăн 9-мĕшĕнче кашни çул пуçтарăнатпăр.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Паян‚ январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче‚ Дема-Шакша-Приютово маршрутпа машинист пулăшаканĕ пулса пĕрремĕш хут çула Алена Миронова тухнă. Раççей Федерацийĕн чугун çул пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ вăл Куйбышев чугун çул филиалĕнче машиниста пулăшакан пĕрремĕш хĕрарăм.
Паян‚ январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче‚ Дема-Шакша-Приютово маршрутпа машинист пулăшаканĕ пулса пĕрремĕш хут çула Алена Миронова тухнă. Раççей Федерацийĕн чугун çул пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ вăл Куйбышев чугун çул филиалĕнче машиниста пулăшакан пĕрремĕш хĕрарăм.
Алена Миронова Ĕпхÿри чугун çул техникумĕнче вĕреннĕ‚ «Техник-электромеханик» профессине алла илнĕ. Унтан вăл ултă уйăх хушши Екатеринбург хулинче электропоезд машинисчĕн пулăшаканĕсене вĕрентсе кăларакан курсра пĕлÿ пухнă. Алена Миронова 2020 çулхи декабрь уйăхĕнче профессие тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăна илнĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнчен Демăри депора ĕçлет.
- Вĕрентÿ тухăçлă иртрĕ. Пире профессине теорипе практика енĕпе хăнăхтарчĕç. Унсăр пуçне чугун çул транспорчĕ çинчи хăрушсăрлăх правилисене вĕрентрĕç. Çавăн пекех куçса çÿрекен составăн тытăмне‚ ятарлă тренажерсем çинче (вĕсем машинист кабини евĕр) поезда çÿретме хăнăхрăмăр‚ – каласа панă хĕрарăм.
Машинист пулăшаканĕ - поезд кабининче иккĕмĕш пилот. Вăл машиниста пăхăнса тăрать‚ приборсен кăтартăвĕсене тата локомотив ĕçне‚ сфетофорсемпе çул-йĕр паллисене тимлет.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
ЧР Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чӗлхипе тата литературипе пуçласа пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче ирттернӗ олимпиадин çӗнтерӳçисене тата вӗсен вӗрентекенӗсене июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта чысланӑ. Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министрӗ Юрий Николаевич Исаев шкул ачисене дипломсем, парнесем, вӗрентекенсене Хисеп хучӗсем парса тав тунă. Ҫаплах вӗсене Чăваш Патшалăх Канашӗн депутачӗ Олег...
❮
❯
ЧР Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чӗлхипе тата литературипе пуçласа пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче ирттернӗ олимпиадин çӗнтерӳçисене тата вӗсен вӗрентекенӗсене июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта чысланӑ.
Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министрӗ Юрий Николаевич Исаев шкул ачисене дипломсем, парнесем, вӗрентекенсене Хисеп хучӗсем парса тав тунă. Ҫаплах вӗсене Чăваш Патшалăх Канашӗн депутачӗ Олег Александрович Дельман, «СВ-Пресс» издательство ушкăнӗн директорӗ, ЧР Журналистсен союзӗн членӗ Александр Николаевич Вражкин саламласа парнесем панӑ. Чăваш патшалăх гуманитари институчӗнчен те ятарлă парнесем пулнă.
Чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗрремӗш пӗтӗм тӗнче олимпиадинче пирӗн ачасем те палăрнине савӑнса пӗлтеретпӗр. Аксу районӗнчи Савгачево шкулӗн вӗренекенӗ Павел Васиков (вӗрентекенӗ - Галина Николаевна Максимова) - çӗнтерӳçӗ, Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар-Шăхаль шкулӗн вӗренекенӗ Алина Клементьева (вӗрентекенӗ Галина Николаевна Сандиярова) призер пулнă. Саламлатпăр, маттур! Ачасене,вӗсен вӗрентекенӗсене малашне те çакăн пек пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçусем сунатпăр! |
Донецк тата Луганск Халăх Республикисем, Херсон тата Запорожье облаçĕсем Раççей Федерацийĕн йышне кĕрес ыйтупа референдум ирттереççĕ. Вĕсен шухăшне Раççей Президенчĕ Владимир Путин ырласа йышăннă.
Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Донецк тата Луганск Халăх Республикисем, Херсон тата Запорожье облаçĕсем Раççей йышне кĕрессишĕн референдумсем ирттерме палăртнине ырласай ышăнатăп. Çак территорисем Раççейпе пĕрлешни - кирлĕ йышăну, вăл тахçанах пиçсе çитнĕччĕ. Вăл пирĕн истории пуласлăхĕшĕн яваплă самант шутланать. Пирĕн халь йывăрлăхсене пăхмасăр хамăрăн тăнăçлăхшăн кăна мар, пулăшу кирлисен тăнăçлăхĕшĕн те тăрăшмалла. Эпир пĕр халăх, çавна май çак йывăр тапхăрта пĕрле пулмалла.
Светлана КУЛАКОВА, ЧНКн Патăрьел район уйрăмĕн председателĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи:
- Раççей авалхи кун-çуллă, хăйне евĕрлĕ культурăлл ăаслă çĕршыв. Кунта нумай-нумай ĕмĕр туслăн та килĕштерсе пурăнакан тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркипе пурнăç тытăмĕ типтерлĕн сыхланса упранать тата ăруран ăрăва куçса пырать. Пурнăç ырă еннелле çаврăнасса, лару-тăру лайăхланасса шансах тăратăп. Çавăнпа та эпĕ Донецк тата Луганск Халăх Республикисене, Херсон тата Запорожье облаçĕсене Раççей йышне кĕрес ыйтупа ирттерекен референдумсене ырласа йышăнатăп. Пĕрлехи вăйсене пĕрлештерни çĕршыв ааталанма çеç пулăшĕ.
Сергей ШАДИРЯКОВ, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ:
- Референдум ирттерессине ырлатпăр эпир те. Пĕрле пулмалла пирĕн. Каялла чакма юрамасть. Тăванла халăхсем Крым пекех Раççейĕн пысăк çемйине кĕрĕç. Паянхи кун мĕншĕ нмирлĕ халăха вăрçă пахăратмалла? Туллии маар мобилизаци те кирлĕ утăм. Çар специальноçĕсемлĕ хỹтĕлевçĕсем инкеке лекнисене пулăшни сăваплă та яваплă пулăм. |
Ĕпхÿ хулинчи хăтаруçăсенчен пĕр хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Вăл каланă тăрăх‚ Яровая урамĕнче çумăр-юр шывĕ юхса анакан вырăна такам-тăр хутаçпа йытă çурисем пăрахнă. Пĕчĕк чĕр чунсене шыв юхăмĕ решетке хыçне юхтарса антарнă. Çамрăк аннесемпе ачасем урамра уçăлса çÿренĕ вăхăтра вĕсен йынăшакан сассисене илтнĕ. Анчах хăйсем тĕллĕн йытă çурисене пулăшу парайман.
Ĕпхÿ хулинчи хăтаруçăсенчен пĕр хĕрарăм пулăшу ыйтнă. Вăл каланă тăрăх‚ Яровая урамĕнче çумăр-юр шывĕ юхса анакан вырăна такам-тăр хутаçпа йытă çурисем пăрахнă. Пĕчĕк чĕр чунсене шыв юхăмĕ решетке хыçне юхтарса антарнă. Çамрăк аннесемпе ачасем урамра уçăлса çÿренĕ вăхăтра вĕсен йынăшакан сассисене илтнĕ. Анчах хăйсем тĕллĕн йытă çурисене пулăшу парайман.
Вырăна Ĕпхÿ хулинчи Граждансене хÿтĕлев паракан управленин шыравпа хăтару отрячĕн ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Хăтаруçăсем темиçе нăйкăшакан çурана мăйкăчпа усă курса кăларнă. Анчах хăш-пĕрисене шыв аякка юхтарса кайнă. Çавăнпа специалистсем решеткене тăпăлтарса вырăнĕнчен куçарнă. Хăтаруçăсенчен пĕри вара шалта юлнă йытă çурисене кăларнă.
Йĕпеннĕ тата шăннă çурасене заявлени çырнă хĕрарăма панă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
#национальныепроектыПирĕн республика предпринимателĕсем EGYPS 2020 Пĕтĕм тĕнче выставкине хутшăнаççĕ, халĕ делегатсем паллă мероприятие хатĕрленеççĕ.
Выставкăна «Международная кооперация и экспорт» наци проекчĕн «Развитие экспорта в РБ» регион проектне Пушкăртстанра пурнăçланине пула хутшăнма пултарнă. EGYPS 2020 Египетра иртет, унăн вырăнĕ Пĕтĕм тĕнчери выставка центрĕ пулса тăрать. Мероприятие 400 ытла компани экспонент, çурçĕр Африкăри нефтьпе газ секторĕн тĕрлĕ аспекчĕсем тăрăх конференцин икĕ теçетке ытла стратегипе техника сессийĕ пулать.
Асăннă мероприяти февралĕн 11-мĕшĕнче пуçланать, çак çĕршыври нефтьпе газ отраслĕнчи паллă событисенчен пĕри пулса тăрать.
Панорама хаçатран.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Октябрĕн 19-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ - районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.
Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 7 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах район пуçлăхĕ Николай Тинюков депутатсене Патăрьел районĕнчи муниципаллă пĕрлĕхре финанс тĕрĕслевне ирттерекен полномочие Чăваш Республикинчи Тĕрĕслевпе шутлав палатине куçарас пирки паллаштарчĕ, кун пирки пурте пĕр саслăн йышăну турĕç.
Малалла район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тỹлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайне улăштарасси çинчен калакан йышăну проекчĕпе паллаштарчĕ. Депутатсем ăна та пĕр шухăшлăн çирĕплетрĕç.
Районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнчех Патăрьел район территоринче муниципаллă çĕрсен тĕрĕслевĕ пирки положение пăхса тухрĕç, "Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕ" муниципаллă пĕрлĕх харпăрлăхĕнчен куçакан пурлăха Патăрьел районĕнчи ял тăрăхĕсене парас, çавăн пекех район территорийĕнче уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕсене муниципаллă тĕрĕслеве памалли çинчен калакан положение те çирĕплетрĕç. Вĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Виктор Львов, район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кристина Тямина паллаштарчĕç. |
Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн çак сăвă йĕркисенчи сăмах çаврăнăшĕн тĕшши паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Общество пурнăçĕнче çынлăх тени чакса пынă чухне асăннă темăна хускатни те вырăнлă. Тен, çакна тĕпе хурсах пулĕ Слакпуç ялĕнчи культура ĕçченĕсем çĕр поэчĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă тунă кун (вăл ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртрĕ) хăйсен уяв программине ун тавра йĕркелерĕç. Çÿлерех асăннă йĕркесем мероприятин девизĕ пулса тăчĕç тесен те юрать пулĕ.
Уяв программине ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Силпи» ушкăн уçрĕ. Вĕсем хыççăн пухăннă халăха савăнтарма шкул ачисем васкарĕç: сăвă-юрă шăрантарчĕç, ташă картине тăрса «Чăваш ачи» ташша яра пачĕç. Куракансене Светлана Трофимова «Çăкăр кăвапи», Ольга Жилкина «Çумăр» тата Виталий Петров «Чыс та мухтав» сăвăсене пысăк туйăмпа вулани, çитĕннисем Марина Трофимовăпа Елена Данилова, Регина Карпова уйрăммăн шăрантарнă «Кĕсле ту», «Ай юрлар-и юррине?», «Юратрăм эп хирсем сире» юрăсем килĕшрĕç. Вĕсем пултарулăх артисчĕсен ăсталăхне хак парса тăвăллăн алă çупрĕç.
Чăваш литература классикĕн уявне пухăннă халăха çавăн пекех «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов саламларĕ, Ухсай Яккăвĕпе çыхăннă (вилнĕ хыççăнхи) хăш-пĕр самантсене аса илчĕ.
Халăх поэтне 107-мĕш çуралнă кун ячĕпе чыслама районти ытти чăваш ялĕсенчен – Ярмулайпа Этĕл, Кивĕ Сименкке – килсе çитнĕ хăнасем те пулчĕç. Вĕсем те сцена çине тухсан ăсталăхĕпе хуçасенчен юлмарĕç. Ирина Егоровăпа Руфина Петрова Фарида юрăçăн репертуарĕнчи «Ман килес», «Тус-тăван» тата «Ăсатса ярсам, аллуна парсам» юрăсемпе тыткăна илчĕç. Ярмулайсемпе этĕлсем вара, ытларах авалхи юрăсене шăрантарнă май, зала пухăннă аслă ÿсĕмри çынсене иртнĕ кунсен ытамне кĕртсе ÿкерчĕç.
Этем поэчĕ пулма ĕмĕтленнĕ поэта халалланă пысăках мар уяв кăмăллă та савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Çак кун янранă юрă-кĕвĕ, ташă çаврăмĕсем, чĕререн вуланă сăвăсем тепĕр хут Яков Гавриловичпа çывăхланма пулăшрĕç. Апла пулсан слакпуçсем хăйсен пултаруллă та чаплă ентешне манмаççĕ, вăл çырса хăварнă йĕркесене асра тытаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Апрелӗн 25-мӗшӗнче Çырчаллинчи Перинаталь центрӗ умӗнчи çӳп-çап контейнерӗсем хыçӗнче пӗр уйăхсенчи хӗр ачана тупнă. Следствирен курăннă тăрăх, иртен-çӳренсем йӗнӗ сасса илтсе пепкене асăрханă та больницăна илсе кайнă. Телее, ачан пурнăçӗ хăрушлăхра мар. Хальхи вăхăтра оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ.
❮
❯
Апрелӗн 25-мӗшӗнче Çырчаллинчи Перинаталь центрӗ умӗнчи çӳп-çап контейнерӗсем хыçӗнче пӗр уйăхсенчи хӗр ачана тупнă.
Следствирен курăннă тăрăх, иртен-çӳренсем йӗнӗ сасса илтсе пепкене асăрханă та больницăна илсе кайнă. Телее, ачан пурнăçӗ хăрушлăхра мар. Хальхи вăхăтра оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ. |
Тÿртÿллĕ ял вулавăшĕпе культура çурчĕн ĕçченĕсем комсомол 100 çул тултарнине халалласа ирттернĕ каç çакăн пек ятлă пулчĕ. Паянхи çамрăксем комсомол çинчен питĕ сахал пĕлеççĕ. Вĕренÿ пособийĕсенче РКП (б) пуçарăвĕпе 1918 çулта çамрăксен пĕрлешĕвне йĕркелени çинчен кăштах çырнине вуланă пулсан кăна.
Комсомол организацийĕн тĕп тивĕçĕ партие коммунизм тăвас ĕçре пулăшасси шутланнă. Анчах комсомол ахаль организаци çеç мар, вăл - пирĕн патшалăхăн аталану историйĕн пĕр тапхăрĕ. Çак каç эпир комсомол историне, вĕсем мĕнле пурăннине, мĕн çинчен ĕмĕтленнине аса илтĕмĕр, мероприяти тăршшĕпех ВЛКСМ йĕркеленсе кайнине уçса паракан слайдсем пăхрăмăр.
Юбилейлă асаилÿ каçне тĕрлĕ ÿсĕмри комсомолецсем хутшăнчĕç. Колхозра комсомол организацийĕн секретарĕсем пулнă Л.С. Денисова, А.В. Егоров, Н.А.Пашин тата Ю.Н.Захарова, Н.С.Игнатьева, Р.В.Мельникова, И.Н.Андреева хастар комсомолецсем хăйсем çамрăк пулнă вăхăта аса илчĕç, комсомолецсем ялти тата районти тĕрлĕ мероприятисене хутшăнни çинчен каласа пачĕç.
Юрă-кĕвĕсĕр епле уяв ирттĕр. Пурте пĕрле комсомол юррисене юрларăмăр, вăл вăхăтри сăн ÿкерчĕксене пăхса хыçа юлнă çамрăклăх çулĕсене куç умне кăларса тăратрăмăр.
Комсомол - пин-пин çын чĕрине ăшăтакан сăмах. Комсомол - çамрăклăх, шанчăклă юташсем, çут тĕнчене илемлĕрех тума ĕмĕтленни.
Разиля НИКИФОРОВА.
Шаран районĕ.
Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Крым кĕперĕ çинче чукун çул уçать, пĕлтерет РИА Новости. Пĕрремĕш поездсем кĕпер тăрăх декабрĕн 23-мĕшĕнче иртеççĕ.
Путин кĕпĕр тунă строительсемпе курса калаçать тата отрасль ертÿçисемпе транспорт инфраструктурине аталантарассине сÿтсе явать.
Крым кĕперĕ çинчи чукун çулпа усă курма Федераллĕ çул-йĕр агентстви декабрĕн 18-мĕшĕнче ирек панă. Анчах поездсем çÿреме пуçличчен кĕпере "Крымская железная дорога" ФГПУ балансне парĕç. Çак процедурăна декабрĕн 24-мĕшĕччен вĕçлеме планлаççĕ.
Крыма каякан пассажир поезчĕсем çине ноябрĕн 8-мĕшĕнчен билет сутма пуçланă.
Крым кĕперĕ — Раççейре чи вăрăм кĕпер, унăн тăршшĕ 19 километр. Крыма пĕрремĕш пассажир поезчĕ Санкт-Петербургран декабрĕн 23-мĕшĕнче тухать.43,5 сехетрен унăн пассажирĕсем Севастополе килсе çитеççĕ. Пĕрремĕш васкавлă поезд Мускавран Симферополе декабрĕн 24-мĕшĕнче тухать, юлашки станцине 33 сехетрен çитет.
Радио Sputnik материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
«Чăвашла-вырăсла словарĕн» иккĕмĕш томĕ пичетленчĕ, — пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова. — Юлашки çулсенче республикăра билингвизм вăй илсе пынă май икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ сăмахсарсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕ сăмахсемпе усă курма пуçлатпăр, эппин, словарьсен çак улшăнусене асăрхаса вулакан патне çитермелле.
2021 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче М.И. Скворцовăн «Чăвашла-вырăсла словарĕн» пĕрремĕш томĕ кун çути курнăччĕ. Унта чăваш алфавитĕнчи А–Р сас паллисенчен пуçланакан 30 000 яхăн сăмах кĕнĕ. Тин кăна иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Ăслăлăх редакторĕсем – Г.А. Дегтярев, А.П. Долгова, И.П. Семенова, издательство редакторĕсем – А.Г. Майорова, Н.В. Вечеркина. Кăларăма Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕ йышăннипе пичетленĕ.
Иккĕмĕш тома чăваш алфавитĕнчи Р–Я сас паллисенчен пуçланакан 30 000 яхăн сăмах кĕнĕ. Ку кăларăм – Михаил Скворцов (1933–2016) паллă ăсчахăн, лексикографăн, филологи ăслăлăхĕсен докторĕн чылай çул туса пынă калăпăшлă ĕçĕ. Шел пулин те, хăй пурăннă чухне пичетлесе ĕлкĕреймерĕ. Унăн пархатарлă ĕçне вĕренекенĕсемпе ĕçтешĕсем вĕçне çитерчĕç, пичетлесе кăларчĕç.
Словаре хатĕрленĕ чухне юлашки çулсенче пурнăçра тăтăш усă куракан сăмахсене те кĕртнĕ. Унта çĕнĕ термин чылай: информаципе коммуникаци, ăслăлăх пĕлĕвĕн хальхи отраслĕнче усă куракан сăмахсем, хальхи чиркÿ лексики пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кашни сăмаха туллин ăнлантарса панă, этимологине те – мĕнле пулса кайнине – кăтартса панă: «Турткăш – павлин; павлиновый и павлиний; турткăш тĕкĕ – павлинье перо; турткăш хÿрине сарнă – павлин распустил хвост. Тюрк., ср.: тат. тутый кош, ног. тотыгус, казах. тоты (в том же знач.)
Словарь вĕренÿ, патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсемшĕн, хаçат-журналта, литература ĕçĕнче тăрăшакансемшĕн тата чăваш чĕлхипе интересленекенсемшĕн уйрăмах усăллă пулĕ.»
Рубрика: ХыпарсемАвтор: ЧНК пресс-служби 01.07.2022 Оставить комментарий
Автор: ЧНК пресс-служби
Навигация по записям
ПредыдущаяПредыдущая запись:Опрос «ЧНК — институт консолидации общества»СледующаяСледующая запись:Конкурс для художников-иллюстраторов |
End of preview. Expand in Data Studio
README.md exists but content is empty.
- Downloads last month
- 6