text
stringlengths
406
146k
Пирĕн хисеплĕ подписчиксем! „Аургазă хыпарçи” район хаçачĕн редакцийĕ подписчиксем хушшинче тĕп парнесем вылятĕ. Вĕсем – туристсен хуçланакан сĕтелĕ тата икĕ пуканĕ. Пикникра, пулă тытнă, çемьепе каннă чухне питĕ кирлĕ япаласем. Пысăк мар виçеллĕ, çăмăл хуçланаççĕ, вĕсемпе усăланма питĕ кăмăллă. Иккĕмĕш парне – çаплах ...
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуш уйӑхӗн 31-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн культурăра нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗн пайташне, ТЮЗăн аслă администраторне Роза Витальевна Степановăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Хисеплěрен ...
Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ пулать. Кăçал вăл 9-мӗш хут иртет. Мероприяти кăнтăрла 15.00 сехетре пуçланать. Конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, яланхи пекех унта республика районӗсемпе хулисенче пурăнакан 14-22 çулти хӗрсем хутшăнаççӗ. Паянх...
Мускава çӳрекенсем тепӗр 5 çултан çул çине пурӗ те виçӗ сехете яхăн кăна вăхăт ирттерӗç. Хуласем хушшинчи 770 çухрăма шăпах çак вăхăтра иртӗ сехетне 400 километр хăвăртлăхпа пыракан поезд. Мускав - Хусан хушшинче пурӗ 6 чарăну пулать, тесе пӗлтернӗ «РЖД» УАО пӗрремӗш вице-президенчӗ А.Мишарин Мускавра чугун çул ӗçченӗс...
Мартăн 30-мĕшĕнче Пăва хулин Культура керменĕнче районти «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăх каçĕ пулчĕ. Халăха пилӗк çул юрă-ташăпа савăнтаракан ушкăна ТР Культура министерстви «халăх ансамблӗ» ят парса чысларĕ. Уява Кивӗ Мертлӗ ял клубĕ çумӗнчи «Илем» ача-пăча ушкăнӗ (ертÿçи Н.Ракова) илем кӳчӗ. Пĕчĕк артистсен юрри-таш...
(Ирина Кузьмина). Ача сачӗ, теплицăсем, кӗперсем, спорт площадки, аслă çул хӗррине павильон... Çапларах 2018 çулхи ӗç планӗн пӗр пайӗ Элмет районӗнчи ерӗспелсен. Нумай пулмасть иртнӗ ял хутлăхӗн пухăвне вырăнти халăхпа депутатсемсӗр пуçне муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин та хутшăннă. Элмет тăрăхӗ нефтьлӗ район...
Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчи шкула час-часах хăна пулса Евгения Федоровна Махлеева пенсионер килсе çÿрет. Вăл пирĕн ял çынни. Вырăнти шкултан вĕренсе тухсан комсомол путевкипе Тутарстан Республикинчи Набережные Челны хулине тухса кайнă. Паянхи кун та вăл мăшăрĕпе çак хулара пурăнать, çулсерен çу кунĕсенче тă...
Пĕрлехи ĕç çынсене пĕрлештерни паллă. Июлĕн 5-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен паркĕ пĕр шухăшлисене пĕрлештернĕ. Афган вăрçин ветеранĕсем, Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕсем, район администрацин, вĕрентÿ пайĕн, «Çемье» уйрăмăн, Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем парка çĕн...
„Врач çынна, ветеринар этемлĕхе сиплет” – Иван Павлов академикăн çак сăмахĕсем ахальтен мар вичкĕн сăмахсене çаврăннă. Ветеринар - пархатарлă, çынлăхлă профессисенчен пĕри. Вăл çĕр çинчи чи кăткăссисенчен пĕри шутланать, унра питĕ тарăн пĕлтерĕш пытаннă: чĕрчунсен сывлăхне сыхласа çынсен сывлăхне упрасси. Хăйĕн уявне в...
Росздравнадзор 2018 çултан поликлиникăпа больницăсене тата çирӗпрех тӗрӗслемелли майсем хатӗрлет. Кун çинчен паян Хусанта Росздравнадзорăн коллегийӗнче сӳтсе яврӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта Росздравнадзорăн çӗршыври 77 субъектăн уйрăмӗсен ертӳçисем хутшăннă. Çапла вара поликлиникăпа больницăсене малашне ри...
Районта ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 14 тăлăх хальхи вăхăтра çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре тăрать. Кăçал 6 ачана кĕтеспе тивĕçтерме палăртнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕн ăçта пурăнмалли пур халь. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче шăпах иккĕн, Патăрьелĕнчи Мария Козловăпа Пăлапуç Пашье- лĕнчи Николай Гурьев, хваттер çăра уççисене район ...
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканăн, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ, чӑвашла букварь хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн виçĕ ача пулнă: Алексей, Лидия, Николай. Алексей Иванович (1878-1951 çç) историпе кăсăкланнă. Вăл - СССР Наука академийĕн член-корреспонденчĕ, Сталин премийĕн лауреачĕ. Николай Иванович (1883-1949 çç) сăрт-ту инжене...
Мартăн 13-мĕшĕнче Пишпÿлекри Культура керменĕн сцени çинче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕ черетлĕ премьерăпа савăнтарĕ. 10.30 сехетре пĕчĕк куракансем «Золотой цыпленок» юмах курма пултарĕç. Билет хакĕ — 120 тенкĕ. Çав кунах каçхи 19 сехетре «Юрату пурах иккен!» музыка комедине курса савăнма пурне...
Эрнекун Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта районти педагогсен август уйăхĕнчи канашлăвĕ иртрĕ. Вăл "Наукăпа технологие малашлăхра аталантармалли ку чухнехи шкулăн моделĕ" темăпа пулчĕ. Конференци ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, р...
Грамматика (грек. grammatike «вулама тата çырма вĕрентекен искусство»), — чĕлхе тытăмĕ, унăн саккунĕсем çинчен вĕрентекен ăслăлăх. Икĕ уйрăлми тачă çыхăннă пайран — морфологипе синтаксисран — тăрать. Грамматикăн тĕп ăнлавĕсем шутне грамматика категорийĕ, грамматика форми тата грамматика пĕлтерĕшĕ кĕреççĕ. Чĕлхери тулли...
Район Совечĕ тата администрацийĕ сире Россия кунĕ ячĕпе – халăх пĕрлĕхĕн тата пирĕн Тăван çĕршывăн хальхи пурнăçĕшĕн, малашлăхĕшĕн пĕрлехи яваплăх символĕпе – саламлаççĕ! Россия пиртен кашнишĕн тăван кĕтесрен, эпир хамăр ĕçлекен, ачасем пăхса ÿстерекен тата малашлăха плансем тăвакан вырăнтан, пуçланать. Кулленхи ĕçĕпе ...
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Ку эрнере пурнăç ориентирӗсене çӗнӗрен пăхса тухатăр. Ытлашши шала кӗрсе кайса пурнăçăра тӗпрен улăштарма шутлатăр. Хăшӗсем телейсӗр хутшăнусене вӗçлӗç, теприсем çемье çавăрма шутлӗç. Сахал ӗç укçиллисем çӗнӗ ӗç шырама тытăнӗç. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Тахçанхи пӗлӗшӗрпе хутшăнусем пăсăлаççӗ. Вăл чу...
Кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç. Ĕлĕкренех килекен йăлапа килĕшÿллĕн тухăçа пуçтарса илсе чунтан савăнса юрăсем юрламалли вăхăт çитрĕ. Пушкăртстана Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ килессине пĕлсен вара‚ палăртнă куна чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Çынсем савăнăçлă хыпара тăванĕсене шăнкăравласа пĕлтерчĕç‚ тус-юлташĕсене концерта кайса ку...
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 194 пушар тухнă‚ вĕсенче 12 çын вилнĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-службинче. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 194 пушар тухнă‚ вĕсенче 12 çын вилнĕ те...
Пушкăртстан Республикин законĕсене улшăнусем кĕртнĕ май, 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен йывăрлă хĕрарамсене тата кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене (сахал тупăшлисен шутне кĕрекенсене) ятарлă апат-çимĕçпе тÿлевсĕр тивĕçтересси тата 3 çула çитмен ачасене типĕ хутăшсемпе, типĕ пăтăсемпе тата ача-пăча апатланавĕн ятарлă сĕт продукч...
Июнӗн 21-22-мӗшӗсем - кун таврăнăшӗ, урăхла каласан çулталăкри чи вăрăм кунсемпе кӗске каçсем. Паян кинологсене тата скейтбордпа ярăнма юратакансене саламлатпăр! Тутарстан гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, паян пӗлӗтлӗ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа çумăр çăвать, аслати авăтать, пăр çăвать. Çил çурçӗр-хӗвеланăçӗнчен (асла...
Раççей Президенчĕ паян çĕршывăн творчество аслă шкулĕн — С.А. Герасимов ячĕллĕ Петĕм Раççей кинематографи патшалăх институтчĕн (ВГИК) чаплă выпускникĕсемпе тĕл пулать. Çакăн çинчен Кремль пресс-служби пĕлтерет. ВГИК — Раççей кинематографи отраслĕн никĕс институчĕ, вăл кино, телевидени, ытти экран искусствисен специалис...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
Темиçе пин çул каялла Çурçĕр полюсĕн ирĕлнĕ пăрлăхĕсем (ледники) хуллен тип çĕрсем (суши) çине шуса анма тытăннă. Икĕ-виçĕ çухрăм хулăнăш, акăш-макăш пысăк пăр катăкĕсем хыççăн 1,3 çухрăм тарăнăш варсем тăрса юлнă. Ту айккинчи варсенчен тăварсăр шыв юхма пуçланă. Айлăмри тарăн канавсене океан шывĕ юхса кĕнĕ (урăхла вĕс...
( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра сахăр кăшманне Тутарстанра тивӗçтерӳ сертификачӗ пулсан кăна заводсенче йышăнаççӗ. Хусанта тăвакан анализ пӗтӗмлетӗвӗнче чӗкӗнтӗрте мӗнле минерал хушăмӗсем пуррине питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă. Пӗлтӗрхи чӗкӗнтӗр тухăçне кăçалхипе танлаштарма çук пулин те, уписе...
Илемлĕ, илемлĕИлемлĕ чăваш кĕпиТăхăнма пĕлсен кăна.(халăх юрри)Чăваш халăхĕн тумĕ чăнах та хăйне евĕрлĕ, илемлĕ. Паянхи кун пире пушшех те ĕлĕкхи, ват асаттесемпе асаннесем тăхăннă тум кăсăклантарать. Мĕншĕн-ха пĕрисем хура пиртен, теприсем - хĕрлĕ, кăвак, виççĕмĕшĕсен вара кĕписем шурă та тĕрĕллĕ? Тĕррисем мĕне пĕлтер...
Январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Республика Çурчĕ умĕнчи лапамра ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров регионти медицина организацийĕсене 15 Lada Granta тата 10 УАЗ уççине парса хавхалантарнă. Январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Республика Çурчĕ умĕнчи лапамра ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров регионти медицин...
( Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). Хусан Кремлӗнче ку эрнере кашни кун тенӗ пекех туй, çитменнине кунне пӗрре кăна та мар. Кунти «Манеж» курав залӗнче Раççей ЗАГС тытăмӗн 100 çулхи юбилейне халалласа «Мăн асанне патне туя» тӗлпулусен ярăмӗ иртет иккен. «Çемье историйӗ - республика историйӗ» курава (вăл декабрӗ...
Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра тата виçӗ вăйă иртет. Июнӗн 22-мӗшӗнче Германипе Чили, 24-мӗшӗнче Раççейпе Мексика сборнăйӗсем выляççӗ, 28-мӗшӗнче - çурма финал. Аса илтеретпӗр, матчсене телевизорпа кăна мар, хуть кам та стадиона кайсах курма пултарать. Болельщик паспортне кăна илмелле....
Пушкăртстанра 2020 çулта çулталăка çитмен 237 ача вилнĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхипе танлаштарсан пепкесем вилесси сахалланнă – ун чухне 12 уйăхра 256 тĕслĕхе шута илнĕ. Пушкăртстанра 2020 çулта çулталăка çитмен 237 ача вилнĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхипе танлаштарсан пепкесем вилесси сахалланнă – ун ч...
Ĕпхÿ хулинче çулталăк çурăри пепке машинăра питĕрĕнсе ларнă. Граждансене хÿтĕлекен управлени пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ арçын ача амăшĕпе урамра уçăлса çÿренĕ. Каярах çамрăк анне ачипе хăйĕн автомобилĕ патне таврăннă. Çулталăк çурăри ача питĕрĕнсе ларнă - Хĕрарăм нумай пулмасть çĕнĕ сигнализаци вырнаçтарнă. Иномарка ...
Апрелӗн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пÿркел ял клубне Шупашкартан «Дуняша» юрăпа ташă ушкăнӗ концертпа килчӗ. Ушкăн солистки хамăр ентеш, Пÿркел хĕрӗ Наталья Дмитриева пулни вара тата савăнтарчӗ. Вăл тăватă çул каялла Шупашкарта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухсанах «Дуняша» ушкăнра (ăна малтан Августина Улян...
Февралĕн юлашки кунĕсенче улма-çырла йывăçĕсен «кану» тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Çанталăк пĕрехмай улшăннине пула —пĕрре сивĕтет, тепре ăшăтса пăрахать — улмуççи, груша, слива йывăçĕсем тавралла юр купаласа хăварни усăллă. Уйрăмах ăшă тăнă кунсенче юр купи ирĕлет, тĕп туна çывăхĕнче юр хавшаса юлать. Кăшлакан чĕрчунсем, ...
Шкулсем тăваттăмĕш чĕрĕкрен пуçласа çĕнĕ расписанипе ĕçлĕç. Эрнере пилĕк кун вĕренмелли программăна туса ĕлкĕреймен вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен çапла ĕçлĕç. Çавăн чухне вĕрентмелли çĕнĕ системăна куçасси çинчен решение вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсем йышăнмалла. Педагогсен, сехетсем кемсен, ĕç укçи те кемет...
Ку эрнери «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш страницинчи хыпарсен ярăмӗнче пӗчӗк пӗлтерӳ пур. Унта ТР ЧНКА Канашӗ Хусанта мартăн 15-мӗшӗнче пухăнать тесе çырнă. Ку информаци тӗрӗс мар. ЧНКА Канашӗ Хусанти Туслăх çутӗнче мартăн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пухăнать. Канашлу хыççăн çав вырăнтах «Тутарстанри чăваш пики-2018» конкурс иртет...
(Ирина Трифонова) Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн ...
Район центрĕн урамĕсенче пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕ çинчен аса илтерекен çĕнĕ баннерсем вырнаçтарса тухнă. - Аургазăсем, гражданла активлăх кăтартса, суйлав участокĕсене килни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа суйлав сентябрĕн 8-мĕшĕнче иртесси çинчен черетлĕ хут аса илтеретпĕр. Пушкăртстанра çак кунхине регион руководител...
Белорецк районĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăннă. Çакăн пирки хăйĕн телеграм-каналĕнче муниципалитет пуçлăхĕ Андрей Иванюта пĕлтернĕ. Пушкăртстанра тата тепĕр ФАП уçăлнă - Ишляри ФАП Туканти участок больницин пĕр подразделенийĕсенчен пĕри шутланать. Вăл Ишля, Кудашманово тата Елань ялĕсене медиц...
Раççейре РФ Президентне суйлав кампанийӗ пуçланчӗ. Федераци Канашӗн кун çинчен калакан постановленине «Российская газета» хаçат пичетлерӗ, тесе пӗлтерет « Татар-информ» ИА. Çапла вара Раççей Президентне суйланма партисенчен кандитатсем, хăйсене хăйсем тăратакансем (самовыдвиженцы) паянтан съездсенче е пуçару ушкăнӗсенч...
Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ. Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта ...
Çӗпрел районӗ хăйӗн паттăр тата паллă ентешӗсемпе тивӗçлипех мăнаçланать. Райцентрта вӗсене халалласа Паттăрсен аллейине те уçнă. Чи тӗлӗнмелли вара аллея çӗнӗ палăксемпе çӗнелсех тăни. Августăн 30-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре те кунта хаваслă мероприяти пулать. Паллă ентешсен - Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă Раççей математикӗн,...
Декабрӗн 24-мӗшӗнче чăваш, удмурт, мари тата мордва ачисен тăван чӗлхе тата литературипе республика олимпиадин юлашки тапхăрӗ иртрӗ. Финала 9-11 классенче вӗренекен 100 яхăн ача хутшăнчӗ. Чи йышлисем яланхи пекех хальхинче те чăваш ачисем пулчӗç. Палăртса хăварар, вӗсем пурте олимпиадăн районти тапхăрӗсен çӗнтерӳçисем....
Республика Çуртĕнче иртнĕ «Сывлăх сыхлав сехетĕнче» Радий Хабиров хавхалантармалли çакăн пек механизм туса хатĕрлеме хушнă. Халĕ Сывлăх сыхлав министерствинче пулма пултаракан премисен суммине шутлаççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ çакă онкологи чирĕсенчен вилессин шайне кемĕтме çеç мар, сывлă...
Конфедераци Кубокĕ умӗнхи тӗрӗслев матчӗнче «Рубин» командине куракансен пулăшӗвӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ ТР çамрăксен ӗçӗпе спорт министрӗ Владимир Леонов. Вăл республикăри çынсене май уйăхӗн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата «ЦСКА» командисем хушшинчи тӳлевсӗр матча килсе курма йыхравланă. «ЦСКА» командипе кирӗк хăш матч та кăсăкл...
Тутарстан ӗнер Республика тата Хусан хулин кунне чаплăн паллă турӗ. Çак тӗлӗшпе мӗнпур хула-районта пурӗ 900 мероприяти иртрӗ. Çак кун республикăн чи пултаруллă çыннисене наградăсем парасси те йăлара. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов 2017 çулта тӗнче, Европа, Раççей шайӗнчи ăмăртусенче медальсем çӗнсе илнӗ спортсменсене...
Халăх паллă тăвакан пысăк уявсем чылай. Пĕлтерĕшлисен, сумлисен йышне Ачасене хÿтĕлемелли куна та кĕртес килет. Ачасем - пурнăç илемĕ-çке. Вĕсене халалланă уява епле чаплă ирттермĕн-ха? Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун июнь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕпе тÿр килет. Ăна 1949 çулхи ноябрь уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери х...
Юлашки вăхăтра республикăри районсенче чăваш ачисемпе шкул тулашӗнче ӗçлени ытла сисӗнсех каймасть, шел пулин те. Аслăраххисем валли «Аталан» проект тупăнчӗ-ха, кӗçӗннисем вара хальлӗхе аппаланусăр тесен те юрать. Иртнӗ çулсенче хăш-пӗр районсенче чăваш центрӗсем чăрăш уявӗсем ирттеретчӗç, анчах хăшӗсенче малтанхи хӗрӳ...
Сире пурне те пĕтĕм чун-чĕререн ПР регионти чăвашсен наципе культура автономийĕ ятĕнчен Çĕнĕ çул уявĕпе саламлатăп. Пирĕн автономи тăван халăхăн чĕлхипе культурине сыхласа хăварас тĕлĕшпе ПР Правительствипе, министерствăсемпе, хула тата район администрацийĕсемпе пĕрле пысăк ĕç туса ирттерет. Автономи вĕсемпе тачă çыхăн...
«Раççей пики - 2017» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗ Мускав облаçӗнче апрелӗн 15-мӗшӗнче пулать тесе пӗлтерет Татар-информ. Хальлӗхе «Раççей пики - 2017» конкурсăн официаллă сайтӗнче сасăлав иртет. Çав суйлавра кунне пӗр хут пӗр хӗршӗн çеç сасă пама юрать. Тутарстан чысне Зульфия Шарафеевăпа Камиля Харисова хӳтӗлеççӗ. Информаци ...
2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейри чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 12130 тенкĕ палăртма шутлаççĕ. РФ Ĕç министерствин закон проектне Раççей социаллă ĕç хутш́ăнăвĕсене йĕркелесе тăракан виçĕ енлĕ комисси ырланă. Чи пĕчĕк ĕç укçин виçине ÿстерни официаллă йĕркепе чи пĕчĕк ĕç укçи илекен 3,2 млн. çынна тивет, вĕсенчен çурри ...
Çавна шута илсе пĕр 2-3 кун маларах ялта йăла-йĕрке уявĕ ирттересси çинчен пĕлтерÿ çырса çакрăмăр. Çак уява çĕрĕ ярассипе çыхăнтартăмăр. Палăртнă вăхăт тĕлне клуба çынсем пуçтарăнма тытăнчĕç. Ваттисемпе çамрăксем тата пĕчĕкрех шăпăрлансем те пур. Тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Виçĕ çын витрепе йĕплĕ шăпăр илсе шуйттан шывĕ ...
Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнă ятпа видеосăвăсен конкурсне ирттерме ăс-хакăл, пуларулăх çитернӗшӗн Чуваш.орг сайтăн администраторне Николай Плотникова тав тăвас килет, тӗрев панăшăн Хусанти чăвашсен П.Хусанкай ячӗллӗ наципе культура центрӗн председательне Валерий Казакова. Пăва районӗнчи чăваш учителӗсен методика пӗрл...
Врачсем çитĕнсе çитнĕ пациентсене юнкун 8-20 сехетсенче тата шăматкун 8-15 сехетсенче пăхса тĕпчеме пултараççĕ. - Диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче – çур çул хушшинче – 3545 çынна (çулталăк планĕн 48,8%) пăхса тĕпченĕ. 2019 çулта диспансеризацине районта пурăнакан пурĕ 7620 çынна явăçтарма планланă, - палăртрĕ Толбаз...