text stringlengths 411 202k |
|---|
Тăрсан-тăрсан истори ума интереслӗ пулăмсене кăларса тăратать. «Тихий Дон» авторӗпе Михаил Шолоховпа чăваш çынни туслă пулнине нумай пулмасть çеç пӗлтӗмӗр. Вӗсем вăрçă вăхăтӗнче паллашса аслă çыравçă мӗн виличчен çыхăну тытса тăнă иккен. Василий Петрович Вареев Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнче 1907 çулта çуралнă. Вăл 10 тултарсан çемйи Çӗпӗре тухса каять. Анчах ашшӗ...
❮
❯
Тăрсан-тăрсан истори ума интереслӗ пулăмсене кăларса тăратать. «Тихий Дон» авторӗпе Михаил Шолоховпа чăваш çынни туслă пулнине нумай пулмасть çеç пӗлтӗмӗр. Вӗсем вăрçă вăхăтӗнче паллашса аслă çыравçă мӗн виличчен çыхăну тытса тăнă иккен. Василий Петрович Вареев Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнче 1907 çулта çуралнă.
Вăл 10 тултарсан çемйи Çӗпӗре тухса каять. Анчах ашшӗ çул çинче вилсе кайнипе тăлăха юлнă Василий детдома лекет. Тӗнче касса нумай çӳреме тивет унăн. 1967 çулта тин тăван ялне таврăнать. Фронтра вăл журналист пулнă, каярах та хаçат ӗçӗче нумай тăрăшнă. Шолоховпа юлташлă пулнăран Вареев çыравçă ăсталăхне те палăртма тытăннă. 91 çулччен пурăннă Василий Петрович.
Йăвашкелсем ентешне хисеплесе шкулта унăн асăну хăмине чаплă лару-тăрура уçрӗç. Каярах вырăнти Культура керменӗнче уяв концерчӗ пулчӗ. |
«Пăва - ман ӗмӗтри хула!» çапла ят панă Пăвари 1-мӗш номерлӗ ача-пăча искусство шкулӗ пуçарнă ачасен пултарулăх конкурсне. Хулапа районти ачасем тăван хулана мӗнле юратнине хăйсен ӳкерчӗкӗсенче, композицийӗсенче кăтартма тăрăшнă. Тӗрӗссипе, ку конкурс çамрăк-ха, ăна пӗлтӗр хула 250 çул тултарнине халалласа пуçласа ирттернӗ пулнă. Пуçараканӗ вара Кипекасси чăвашӗ, хулари ача-пăча...
❮
❯
«Пăва - ман ӗмӗтри хула!» çапла ят панă Пăвари 1-мӗш номерлӗ ача-пăча искусство шкулӗ пуçарнă ачасен пултарулăх конкурсне. Хулапа районти ачасем тăван хулана мӗнле юратнине хăйсен ӳкерчӗкӗсенче, композицийӗсенче кăтартма тăрăшнă. Тӗрӗссипе, ку конкурс çамрăк-ха, ăна пӗлтӗр хула 250 çул тултарнине халалласа пуçласа ирттернӗ пулнă. Пуçараканӗ вара Кипекасси чăвашӗ, хулари ача-пăча искусство шкулӗнче ачасене ӳкерме, тăмран тӗрлӗ кӳлепесем тума вӗрентекен Павел Ярхунов художник.
Конкурсри чи лайăх ӗçсен куравне иртнӗ эрнере, декабрӗн 9-мӗшӗнче, хаваслă лару-тăрура уçрӗç. Хӗрлӗ хăйăва касма вара искусство шкулӗн ӳнер класне çӳрекен чи пултаруллă ачасене (ӳнер конкурсӗсенче çӗнтерсе пысăк çитӗнӳсем тунăшăн тин кăна Крымри Артекран канса таврăннă) Сабина Хайруллинана, Нурия Ахметована, Даша Андреевана тата Данил Долгова шанчӗç.
- Район администрацийӗн пуçлăхӗн хӳттипе иртекен çак конкурс питӗ килӗшнипе чи лайăх ӳкерчӗксенчен календарь хатӗрлерӗмӗр пӗлтӗр. Календарь халь районти кашни предприяти-организаци ертӳçисен пӳлӗмӗнче пур. Ачасене хăйсене те конкурса хутшăнма килӗшнипе ăна кăçал та ирттерес терӗмӗр. Çавăнпа малашне конкурс ырă йăлана çаврăнӗ, - пӗлтерчӗ районти культура уйрăмӗн ертӳçи М.Гайфуллин конкурс пирки.
Павел Ярхунов сăмахӗсемпе, ачасем кăçал питӗ хастар хутшăннă ку конкурса. Пурӗ 200 ытла ӗç килнӗ. Паллах, куравра вӗсене пурне те вырнаçтарайман, мӗншӗн тесен искусство шкулӗн курав залӗнче вырăн сахалрах, çавăнпа темиçе ӳкерчӗке мольбертсем çине те вырнаçтарма тивнӗ.
- Кăçал хулари ача сачӗсем те питӗ активлă хутшăнчӗç. Çапла пирӗн конкурсантсенчен чи пӗчӗкки 3-ре, чи асли 15-ре пулчӗ. Ялти шкул ачисем те хутшăнаççӗ. Тӗслӗхрен, Атав шкулӗнчен кăçал та питӗ интереслӗ композицисем пулчӗç. Педагогӗ вăйли сисӗнет, - терӗ П.Ярхунов çӗкленӳллӗ кăмăлпа.
Кăçалхи конкурса та пӗлтӗрхи пекех виçӗ номинаципе «Графика», «Живопись» тата «Пысăк композици» хакларӗç. Çӗнтерӳçӗсене палăртма жюрие çăмăлах пулман-тăр, мӗншӗн тесен ӗçсем чăнах та тивӗçлӗ, кашни конкурсант хулана мӗнле юратнине хăйне евӗр, хăй куçӗпе курнă пек сăнланă. Ачан фантазийӗ вара аслисеннинчен чылай пуянрах, çавăнпа ӳкерчӗксенчи хула сăнӗсем те интереслӗрех пулса тухнă.
Çав кун искусство шкулне килнӗ кашни çын, аслă-и вăл, пӗчӗк-и, курав уçăласса чăтăмсăр кӗтрӗ. Тен, çавăнпах пуль йӗркелӳçӗсем çӗнтерӳçӗсене хӗрлӗ хăйăва касиччен чысларӗç. Вӗсене дипломсемсӗр пуçне искусство шкулӗнче ачасем ăсталанă «медальсем» пачӗç. Кунта пуçтарăннă ашшӗ-амăшӗсемшӗн, ман шутпа, Диплом мар, ачин ӗçӗ курава тивӗçни хаклăрах пулчӗ-тӗр, çавăнпа вӗсем нумайччен стенасем çинчи ӳкерчӗксене, сӗтел çине вырнаçтарнă тӗрлӗ композицисене пăхса савăнчӗç.
Йӗркелӳçӗсен планӗсем пысăк, вӗсем ку конкурса ытти район ачисене те хутшăнтарасшăн. Чăн та, кăçал Çӗпрел районӗнчи çамрăк художниксене йыхрав янă-ха вӗсем, анчах те конкурс ячӗ Пăвапа кăна çыхăннипе-и пӗр ӗç те килмен. Конкурсăн шайне ӳстерсе районсене явăçтарас тесен, тен, ун ятне кăшт анлăлатмалла? Ун чух конкурс тата çивӗчрех, интереслӗ ӗçсем нумайрах та тӗрлӗ енлӗ пулӗç. |
Республикăра банксенчен шар курнă çынсене пулăшма закон проектне йышăннă. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем республикăн Çӗр кодексне улшăнусем кӗртнӗ-мӗн. Шăп çав улшăнусем банксен кризисне пула шар курнă çынсемпе улталаннă дольщиксене пулăшас тӗллевпе çӗр пайӗсене усă курма ирӗк параççӗ. Закона йышăнсан социаллă проектсене пурнăçа кӗртекен ятарлă организацисене çӗр пайӗ уйăрса пама пултарӗç,...
❮
❯
Республикăра банксенчен шар курнă çынсене пулăшма закон проектне йышăннă. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем республикăн Çӗр кодексне улшăнусем кӗртнӗ-мӗн. Шăп çав улшăнусем банксен кризисне пула шар курнă çынсемпе улталаннă дольщиксене пулăшас тӗллевпе çӗр пайӗсене усă курма ирӗк параççӗ.
Закона йышăнсан социаллă проектсене пурнăçа кӗртекен ятарлă организацисене çӗр пайӗ уйăрса пама пултарӗç, тесе палăртнă ТР çӗр тата пурлăх хутшăнăвӗсен министрӗ Азат Хамаев.
Депутатсем ТР Çӗр кодексне виçӗ вулавра тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Патшалăх Канашӗн спикерӗ Фарид Мухаметшин правительствăна законпа çыхăннă актсене кӗске вăхăтра хатӗрлеме ыйтнă.
Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Раççей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнă чух республикăра ятарлă фонд йӗркелени çинчен пӗлтернӗ. Çав фонд хăйне уйăрса панă çӗрпе усă курса «çунса кайнă» банксемпе улталаннă дольщиксем валли укçа ӗçлесе илме тытăнӗ. |
Пӗкӗлмере пурăнакан Красновсен çемйи ТР Президенчӗпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса çемье ыйтăвне сӳтсе явнине хыпарлать район сайчӗ. Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ районсемпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса республика гражданӗсене харпăр ыйтупа та йышăнать. Красновсен çемйинче хальхи вăхăтра 14 ача çитӗнет, вӗсенчен 10-шне воспитание, 2-шне усрава илни, тепӗр иккӗшӗ хăйсем çуратни. Ку çемьене республикăра...
❮
❯
Пӗкӗлмере пурăнакан Красновсен çемйи ТР Президенчӗпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса çемье ыйтăвне сӳтсе явнине хыпарлать район сайчӗ. Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ районсемпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса республика гражданӗсене харпăр ыйтупа та йышăнать.
Красновсен çемйинче хальхи вăхăтра 14 ача çитӗнет, вӗсенчен 10-шне воспитание, 2-шне усрава илни, тепӗр иккӗшӗ хăйсем çуратни. Ку çемьене республикăра лайăх пӗлеççӗ. Çак йышлă çемьен амăшӗ 2016 çулта «Çулталăк хӗрарăмӗ» республика конкурсӗнче «Хӗрарăм-анне» номинацире çӗнтернӗччӗ. Кăçал апрельте «Благотворитель» мероприятире президент вӗсен 8 ачине Крымри Казакевич ячӗллӗ ача-пăча лагерӗнче канма путевка та панăччӗ.
Хальхинче Красновсем республика ертӳçинчен çемье валли тухса çӳреме транспорт туянма пулăшма ыйтнă. Рустам Минниханов çемье пуçӗнчен водитель прави пуррипе çуккине ыйтнă. Телее, Краснов-аслин кирлӗ категориллӗ водитель прави кăна мар, пысăк опыт та пур-мӗн.
«Эсир хăвăрăн тата усрава илнӗ ачасене воспитани парса ырă ӗç тăватăр. Пысăк çемье вăл пысăк яваплăх. Эпир сирпе пулăшатпăр», - тенӗ Рустам Нургалиевич. Красновсене «Форд-транзит» пек микроавтобуспа тивӗçтерме шантарнă. |
Республикăра тырçи хӗрсе пырать. Паянхи кун тӗлне 1077,6 пин тонна тырпул пухса кӗртнӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 38 центнер. Хальхи вăхăтра тырçире Заинск, Нурлат, Апас, районӗсем малта. Çаплах Аксу, Азнакай, Кайпăçпа Элмет районӗсенче те темпсем пысăк. Юлашки даннăйсем тăрăх, комбайнерсенчен Нурлат районӗнчи Владимир Никитин («Сулейманов ячӗллӗ» хуçалăх) малта. Вăл...
Республикăра тырçи хӗрсе пырать. Паянхи кун тӗлне 1077,6 пин тонна тырпул пухса кӗртнӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 38 центнер.
Хальхи вăхăтра тырçире Заинск, Нурлат, Апас, районӗсем малта. Çаплах Аксу, Азнакай, Кайпăçпа Элмет районӗсенче те темпсем пысăк.
Юлашки даннăйсем тăрăх, комбайнерсенчен Нурлат районӗнчи Владимир Никитин («Сулейманов ячӗллӗ» хуçалăх) малта. Вăл хăйӗн «Нью Холланд 8080» комбайнӗпе 12 кунра 2033 тонна тырă çапнă.
Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн йышăнăвӗпе, республикăри чи лайăх 200 комбайнера 100-шер пин тенкӗ преми пама йышăннă. |
Кивĕ Сименкке ялĕнчи шкулта музыка тата чăваш чăлхипе литература вĕрентекенĕсен «Педагогика çитĕнĕвĕ: теори мелĕсем тата вĕсене пурнăçа кĕртесси. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн аталанма вĕрентÿ уçлăхне йĕркелесси» темăпа Пелепей районĕнчи методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ.
Семинарăн тĕп тĕллевĕ - наци культури урлă çитĕнекен ăрура кăмăл-сипет пуянлăхне никĕслес енĕпе çулсем шырасси. Ачасене хамăр халăхăн культурине хутшăнтарни харпăр хăйĕн ăнланăвне аталанма тата тăван кĕтеспе çĕршыв тĕнче культуринче мĕнле вырăн йышăннине пĕлме пулăшать. Пухăннисем «Пушкăрт автономине - 100 çул» темăна та манса хăварман.
Мероприятие «Янрав» фольклор ушкăнĕ концерт номерĕпе уçрĕ‚ малалла тĕлпулусем тĕрлĕ вырăнта пычĕç. Е.Н.Григорьева музыка вĕрентекенĕ йĕркеленĕ мастер-класс семинара хутшăнакансене чăваш наци культурин пуян тĕнчипе паллаштарчĕ. Кĕске вăхăт хушшинче Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен пултарулăх фестивальне те йĕркелерĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С.В. Игнатьева квест вăййи формипе ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕ те питĕ интереслĕ пулчĕ. Квест вăхăтĕнче ачасем тăван кĕтесĕн историпе культурине пĕлнине кăтартса пачĕç.
Çамрăк ăрăва наци культурине явăçтарас ыйтăва форсайт-сессинче те сÿтсе явнă.
Семинара хутшăнакансене мероприяти кăмăла кайнă‚ вĕсем çак ĕçе йĕркелекенсен тăрăшулăхне пысăк хак пачĕç.
Светлана ИГНАТЬЕВА,
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.
Пелепей районӗ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
(Зоя Яковлева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче конгресăн Х Аслă Пухăвĕнче суйланă Мăн Канаш çирĕплетнĕ президиум тулли йышпа пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ. Кун йĕркинче Аслă Пуху ĕçне пĕтĕмлетесси, конгресăн комитечĕсене çĕнĕрен йĕркелесси, «Раççей чăваш пики-2017» конкурса хатĕрленесси тата ытти ыйтусем пулчĕç. Ларăва Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе пычĕ. Малтанах...
❮
❯
(Зоя Яковлева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче конгресăн Х Аслă Пухăвĕнче суйланă Мăн Канаш çирĕплетнĕ президиум тулли йышпа пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ.
Кун йĕркинче Аслă Пуху ĕçне пĕтĕмлетесси, конгресăн комитечĕсене çĕнĕрен йĕркелесси, «Раççей чăваш пики-2017» конкурса хатĕрленесси тата ытти ыйтусем пулчĕç.
Ларăва Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе пычĕ.
Малтанах вăл президиум пайташĕсене яваплă Аслă Пухăва çӳллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшса вăй хунăшăн тав турӗ. Валерий Клементьев президента регионсемпе ĕçлеме пулăшса пырĕ, Петр Ивантаев - йĕркелӳ енĕпе, Олег Мустаев - массăлла информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен, Владимир Тяпкин - экономикăпа тата ентешлĕхсемпе ĕçлекен, Анатолий Ухтияров вара право тата саккун енĕпе яваплă пулăшуçи пулĕç.
Николай Федорович сĕннипе президиум пайташĕсем пурĕ 14 комитет çирĕплетрĕç. Малтан 12 комитет пулнă пулсан, халĕ Экологипе çунçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тата Наука комитетне уйрăммăн туса хучĕç (унччен Вĕренӳпе наука комитечĕ пулнă). Ларура президиум пайташĕсенчен комитетсен ертӳçисене суйларĕç, кунтах сĕннĕ комитетсен пайташĕсен кандидатурисене кашнине уйрăммăн тишкерсе пăхса тухрĕç.
Виталий Иванов ăсчах ЧНК комитечĕсен çапах та конгресс тĕп тĕллевне, унăн идеине манмалла маррине, министерствăсен ĕçне кĕрсе каймалла маррине аса илтерчĕ. Кашни çĕрте чăвашлăх сĕмĕ пулмаллине каларĕ.
Николай Угаслов президент сывă наци тата физкультурăпа спорт комитечĕсен ĕçĕсене вăйлатма, ку енĕпе республикăра иртекен мероприятисене хастар хутшăнма сĕнчĕ.
Вĕренӳ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров çĕнĕрен суйланнă комитет ертӳçисене çитес çулхи ĕç планĕнче пирĕн Аслă вĕрентекен И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине шута илмеллине аса илтерчĕ.
Олег Мустаев вице-президент регионсенчи наципе культура автономийĕсен ĕç планĕсене ЧНК ĕç-хĕлĕпе килĕшӳллĕн хатĕрлемеллине, мероприятисем пĕр вăхăтра иртни унта хутшăнма чăрмантарни пирки каларĕ.
Пĕрремĕш вице-президент Валерий Клементьев ĕç планĕсене раштавăн 1-мĕшĕччен ярса пама, 15-мĕшĕччен çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Вăлах иккĕмĕш ыйтăва - «Раççей чăваш пики» конкурса хатĕрленес ĕç мĕнле пынине уçăмлатрĕ.
- Кăçал ку конкурс Шупашкарти культурăпа ӳнер институтĕнче иртет. Регионсемпе районсене конкурс йĕркине ярса панă, чылай наципе культура автономийĕ хутшăнас кăмăллине пĕлтерчĕç, - терĕ Валерий Леонидович. Йĕркелӳ комитечĕ ку ĕçпе хастар ĕçленине палăртрĕ вăл. |
«Шаранские просторы» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра «Агростартап» программăпа килĕшÿллĕн грант илме тивĕçнĕ фермер ĕçне пуçăнакан 115 çын шутĕнче çак районти Хурамал ялĕнчи Александр Наумов та пур.
Укçа-тенке патшалăх хыснинчен регионти фермерсемпе ял хуçалăх кооперативĕсене пулăшас тĕллевпе йышăннă проектпа килĕшÿллĕн уйăрнă. Пушкăртстан Республикинче асăннă программа «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство, уйрăм предприниматель пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕ тăрăх пурнăçа кĕрет.
Тăрăшуллă та пуçаруллă Александр Наумов çамрăк пулин те (вăл 26 çулта) хăйĕн малашлăхне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Маларах Октябрьски хулинчи нефть колледжĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ, РФ Хĕç-пăшаллă çарĕнче, Самара облаçĕнчи Рощинский хулинчи çар чаçĕнче, разведчиксен ротинче служба иртнĕ. Салтакран таврăнсан вахта мелĕпе Тутарстанри Лениногорск хулинчи строительство компанийĕнче водитель, Октябрьски хулинчи «Ойл-сервис» ОООра бурильщикăн пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Çак вăхăт хушшинче Хурамал ялĕнче пурăнакан ашшĕпе амăшне пулăшнă. Вăхăт иртнĕçемĕн, тăван ялта тĕпленсе пурăнас ĕмĕт аталанса пынă. Александр фермер пулса тăван ялĕнче, Хурамалта, уйрăм ĕç пуçарса яма шутланă.
Патшалăх пулăшнипе фермер ĕçне пуçăнакан МТЗ-82.1 трактор тата 22 пуç хура-шурă ăратлă пушмак пăру туяннă. Мăйракаллă шултра выльăха усрама Хурамал ялĕнчи склада çĕнетнĕ, унсăр пуçне 450 гектар çĕре арендăна илнĕ. Унта урпа, илепер (донник), люцерна, клевер тата хуратул акса çитĕнтернĕ.
- Анасен лаптăкне анлăлатма, мăйракаллă шултра выльăх шутне ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма палăртатăп, - çитес çулхи ĕмĕчĕсемпе паллаштарать çамрăк фермер.
Александрăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессе иккĕленместпĕр. Мĕншĕн тесен унăн шухăшне тăванĕсемпе çывăх çыннисем те, вырăнти власть ырласа йышăнаççĕ. Вăл хăй те ырми-канми ĕçлеме хатĕр.
Маргарита АХМЕТОВА.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Иртнӗ канмалли кунсенче Хусан çыннисенчен никам та килте чăтса лараймарӗ пуль. Виçӗ кун Казанка çийӗн Red Bull Air Race сывлăшри гонкăпа тӗнче чемпионачӗ иртрӗ. Çак кунсенче ăна пурӗ 90 пин çын килсе курнине хыпарлать Спорт тата социаллă проектсен дирекцийӗ. Аслисемшӗн кăна мар, чи пӗчӗккисемшӗн те лайăх кану парни пулчӗ вăл....
❮
❯
Иртнӗ канмалли кунсенче Хусан çыннисенчен никам та килте чăтса лараймарӗ пуль. Виçӗ кун Казанка çийӗн Red Bull Air Race сывлăшри гонкăпа тӗнче чемпионачӗ иртрӗ. Çак кунсенче ăна пурӗ 90 пин çын килсе курнине хыпарлать Спорт тата социаллă проектсен дирекцийӗ. Аслисемшӗн кăна мар, чи пӗчӗккисемшӗн те лайăх кану парни пулчӗ вăл. Вырсарникун та акă, çумăрлă çанталăка пăхмасăр Казанка акваторийӗн çыранӗсенче ура пусма та вырăн çукчӗ. Хусан пысăк мероприятисем ирттерме вӗренсе çитрӗ ӗнтӗ, çавăнпа хальхинче те мӗнпур хăрушсăрлăх мерисене йышăннăччӗ. Набережная урама та, «Казан» çемье центрӗ патне те куракансене тӗрӗслесе кăна кӗртрӗç. Нумайăшӗ Кремль стени çумӗнче те вырăн йышăннăччӗ.
Асăнса хăвармалла, авиагонка чемпионачӗ пирӗн хулара кăна мар, Раççейӗпе те пӗрремӗш хут иртрӗ. Çапла вара виçӗ кун пилотсем пысăк хăвăртлăхпа 25 метр çӳллӗш юпасене иртсе, сывлăшра пысăк ункăсем туса вӗçнине сăнарăмăр.
20 пилот хăйӗн ăсталăхне кăтартрӗ. Çапах та Кирби Чемблисса (Америка) çитекенни пулмарӗ. Вăл Хусантан черетлӗ тӗнче чемпионӗ пулса килне кайрӗ. Иккӗмӗш вырăна Пит Маклауд (Канада), виççӗмӗшне Майкл Гулиан (Америка) йышăнчӗç. Кенни Чан (Китай) вара Challenger кубокне çӗнсе илчӗ. |
Алă вăйĕпе тумалли ĕç чакса пыни, ăс-тăнпа ĕçлесси ÿсни çын хусканăвне палăрмаллах чакарчĕ. Пуçпа ĕçлемелли професси гипертони, хырăмлăх суранĕ, инфаркт, невроз, депресси чирĕсемпе çыхăннă, çын вара вăй парса тăрăшакан пекех ывăнать. Çак чирсенчен хăтăлма, вĕсемпе кĕрешме пулăшаççĕ те ĕнтĕ тĕрлĕрен производство гимнастики, килте кашни ир тумалли физкультура упражненийĕсем тата эрнере 2-3 хут шывра ишни, волейбол выляни тата ытти хусканусем туни.
Наука палăртнă тăрăх, этем 8-12 сехетсенче чи пысăк активлăх кăтартать, 12-16 сехетсенче унăн хастарлăхĕ чакать, 16-20 сехетсенче каллех ÿсет. Ĕлĕкхи çынсем алăпа тырă вырнă вăхăтра çакна шута илсе ир-ирех ĕçе кÿленнĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн /ку активлăх чакнă тапхăра лекет/ выртса каннă. Ахальтен çÿремест пулĕ çав халăхра: «Начар улпут та кăнтăрлахи апат хыççăн выртса каннă», – тени. Унтан каллех çĕнĕ вăйпа çанă тавăрса вăй хунă. Мĕн хĕвел аничченех хирте вăй хунă ял çынни. Çакă паянхи çамрăксемшĕн кулăшла та туйăнать пулĕ. Ĕç кунне çакăн пек йĕркелени организмшăн сиенлĕ пулман. Çакă пур вăйпа пĕлсе усă курма çеç май панă. Халĕ çак йĕркесене пăхăнасси пирки эпир шухăшлама та пăрахрăмăр пулмалла. Куллен таçта васкатпăр. Пурне те хăвăртран та хăвăрт тăвасшăн.
Эпир нумай чухне çут çанталăкри пулăмсене шута та илместпĕр. Сывлăх пирĕн пуянлăх тетпĕр пулсан, ăна çирĕплетессишĕн куллен тăрăшмалла. Ĕçпе канăва килĕшÿллĕн йĕркелени организма питех те усăллă. Ларса ĕçлекенсемшĕн вăхăтран вăхăта гимнастика хăнăхăвĕсем туни çав тери кирлĕ. Çавăн пекех çывăрас умĕн çур сехет те пулин уçă сывлăшра пулни вырăнлă. Ывăннине ирттерсе яракан упражненисем, пăнчă массажĕ тума пĕлмелле. Интернета кĕрсен кирлине те вĕренме пулать. Эрнере пĕр хутран кая мар мунча кĕни /милĕкпе çапăнни/, шыва кĕрсе уçăлни ÿт-пĕве тасатать, ывăннине сирсе ярать.
Хальхи вăхăтра Пишпÿлекре «Парус» физкультурăпа спорт комплексĕ пурри халăхшăн епле лайăххине калама та кирлĕ мар пулĕ. Унччентерех район халăхĕ бассейнра шыва кĕресси пирки шухăшлама та пултарайман вĕт. Халĕ, акă, тархасшăн, хĕл кунĕнче те шăмпăлтатма пулать. Кашни çыннах кирлĕ çакă. Шывра ишни нумай чиртен сыхлать. Çыннăн сывлăхĕ 51 проценчĕ хăйĕнчен килет, 7-8 проценчĕ анчах сывлăх хуралçисенчен!
Çуркунне çитнĕ май организма куллен витаминсем кирлĕ. Анчах тĕрлĕрен курăксенчен, пахча çимĕçрен илнĕ витаминсене нимĕнпе те танлаштараймăн. Акă, юр ирĕлсе пынă май хĕвел лекекен лаптăксенче çамрăк вĕлтĕрен, симĕс сухан, ыхра çулçисем тухма пуçлаççĕ. Вĕсенчен тунă салат уйрăмах усăллă. Чăваш халăхĕ ăслă. «Çимĕкчен çичĕ тĕрлĕ курăк тутанса пăхмалла», – тесе ахальтен каламанах.
Сывлăха çирĕплетес тесе тĕрлĕ меслетсемпе виçесĕр усă курни сиенлĕ пулнине те асра тытмалла. Çавăнпа та кунта врачсемпе канашлани кирлĕ. Тĕнчипе паллă психотерапевт В.Леви çапла каланă: «Талăкра пĕр хутчен çеç пĕтĕм ÿт-тире, пуçран пуçласа ура тупанĕ таранчченех, хускатса илĕр. Çакă вăл пĕтĕм нерв тытăмне хускатать, юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатать. Кам ĕçлемест – çав пурăнмасть». Ÿт-тире кашни ирхине тата каçхине тарлаттармалла. Çакă капиллярсене тасатма пулăшать. Пурнăç – яланах кĕрешÿ. Канлĕх тĕлĕкре çеç.
Пур чиртен те сыватакан «ылтăн» таблетка çук. Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне çирĕплетессишĕн куллен тăрăшмалла.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Чăваш Республикин Наци библиотекин сайтĕнче вырнаçнă „Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения” электронлă коллекцине чăваш литературин ылтăн фондне кĕнĕ классик çыравçăсен хайлавĕсене кĕртнĕ. Кăмăл тăвакан кашни çын ниçта тухса çÿремесĕрех унпа интернетра паллашма пултарать.
Филологи наукисен докторĕ Виталий Родионов профессор ертсе пыракан экспертсен ушкăнĕ интернет-сасăлав итогĕсем тăрăх çĕр кĕнекерен тăракан список тунă. Наци библиотекин сотрудникĕсем çирĕплетнĕ списока кĕнĕ кĕнекесене цифрăна куçарас енĕпе питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ. 32 пине яхăн страницăна сканерланă тата хут-хут тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Художествăлла хайлавсене çаплах вырăсла та куçарнă. Суйласа илнĕ литература жанрĕсем тĕрлĕрен тата унта XVIII варринчен пуçласа XXI ĕмĕр пуçламăшĕчченхи тапхăра кĕртнĕ.
Çак каçăпа иртсе вулама пулать: http://www.nbchr.ru/virt_books/index.html
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Хăй тĕллĕн пĕтĕçленсе ÿсекен тĕрлĕ сорт пур: Янка, Хотвей, Импала, Тандер, Лопез, Кампай... Куршакри «пахчара» хĕлĕн-çăвĕн хаяр пăрăç пуçтарма май пур. Тата вĕсем питĕ илемлĕ – хăшпĕр сортăн çимĕçĕсем темиçе тĕслĕ пулаççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче аксан тепĕр Çĕнĕ çул тĕлне сарă-кĕрен «теттеллĕ» пĕчĕк симĕс «чăрăш» чÿречене илем кÿрĕ.
Малтан вăрлăха пĕчĕк пластик стакана акса калча çитĕнтермелле. Пăрăç валли хатĕрленĕ тăпрана стакана тултармалла, пĕр савăта 4-5 вăрă пăрахмалла та çиелтен 0,3 см тăпрапа хупламалла. Ăшă, тĕттĕмрех вырăна куçармалла.
Калча шăтса тухсан 2 эрнерен сайратмалла. Чи вăйлă икĕ туна хăвармалла. Пĕр уйăхран куçарма юрать.
Çамрăк пăрăç валли 1 литрлă куршак çителĕклĕ. 2 пай пахча тăпри, 1 пай тислĕк, 1 пай хăйăр, 1 пай торф илсе тăпра хатĕрлемелле. Куршак тĕпне шыв сăрхăнма вĕтĕ чул сармалла, унта калчана тăприпех, тымара сиенлемесĕр, куçарса лартмалла, вăрăран тухнă çулçăсем таран тăпрапа хупламалла.
Пăрăçа çулталăкне 2-3 хутчен кĕл шывĕпе шăвармалла. Килти ÿсентăран валли хатĕрленĕ удобренипе уйăхне 1 хут апатлантармалла. Пăрăç - кĕске кунра пулакан ÿсентăран. Кĕркунне енне вăл лайăх аталанса çитет, лайăхрах тухăç парать. Çимĕçсем те кĕркунне нумайрах тĕвĕленме тытăнаççĕ, пиçеççĕ. Çулталăк иртсен ăна 2 литрлă куршака куçарма юрать.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Представляем Вашему вниманию художественные произведения, недавно поступившие в отдел национальной литературы и библиографии Чувашии.
Руставели, Шота. Тигăр тирĕпе витĕннĕ паттăр / Шота Руставели ; Юхма Мишшипе Чĕкеç Люççи куçарнă. – Шупашкар, 2008. – 275 с. – На чуваш. яз.
Тăван халăхăн авалхи историйĕ питĕ пуян. Пăлхар чăвашĕсем грузи халăхĕпе ĕлĕкренех питĕ туслă пурăннă иккен. Юрий ашшĕ, Владимир-Суздаль Руçĕн аслă кнеçĕ, вĕри те хĕрÿ çын пулнă. Вăл хăйĕн юратнă арăмĕн ашшĕне пăлхарсемпе нихăçан та вăрçă вăрçмастăп тесе тупа тунă. Анчах та сăмахне тытман – кÿршисемпе вăрçă пуçласа янă. Унăн арăмĕ, пăлхар патшин хĕрĕ, упăшкине хирĕç тăнă, Андрей Боголюбские вĕлерттернĕ. Анчах унăн ывăлĕ Юрий ашшĕ вырăнне ларайман, унăн ирĕксĕрех тарма тивнĕ. Вăл вара грузи халăхĕ патĕнче хÿтлĕх тупнă.
"Тигăр тирĕпе витĕннĕ паттăр" поэма вăтам ĕмĕрте çырнă грузинсен чи чаплă хайлавĕ. Çак халăхăн вилĕмсĕр поэмине çыраканĕ Шота Руставели. Пĕрремĕш хут ăна 1712 çулта Вахтанг VI патша пуçарăвĕпе пичетлесе кăларнă пулнă. Поэмăна çак тарана çитиччен 40 ытла чĕлхене куçарнă.
Çак поэмăна халĕ чăвашла та вулама май пур. Чăвашла куçарас тата пичетлесе кăларас ĕçĕн ертÿçи Лаша Нугзарович Кирия, Чăваш енре чылай çул хушши пурăнакан грузи çынни. Куçараканĕсем – Юхма Мишшипе Чĕкеç Люççи çыравçăсем. Кĕнекене вĕсем Н. Заболоцкий вырăсла куçарнă кăларăмран хатĕрленĕ.
Кăларăм ÿкерчĕксемпе питĕ пуян. Їна шкул ачисене, студентсене тата ыттисене те вулама сĕнетпĕр.
Асамат кĕперĕ. – Шупашкар : Рухил, 2008. – 212 с.
"Асамат кĕперĕ" - сăвăсемпе очерксен тата калавсен пуххи. Кĕнеке паян тата ыран вуламалли япала мар. Вăл пуласлăхра та кивелмест. Çак кĕнекере тĕрлĕ ÿсĕмри, профессиллĕ, кăмăл-шухăшлă, чĕлхене хаклакан тата чунтан юратакан Нурлат трхнче уралса сн авторсен сăввисемпе калавĕсем кун çути курнă. Хĕветĕр Савгачев, Валентин Бурайкин, Андриян Григорьев, Маргарита Литта, Ирина Сафандеева тата ытти çыравçăсен кĕске библиографи справочникĕпе тата ĕçĕсемпе паллашма пулать.
Нурлат çĕрĕ – аслă Раççейĕн пĕчĕк пайĕ. Вăл хăйĕн ырă йăлисемпе, пысăк ĕçĕсемпе, çĕр айĕнчи пуянлăхĕпе, тухăçлă тыр-пул ÿстернипе, илемлĕ вырăнĕсемпе чапа тухнă. Çапах та унăн тĕп илемĕ – çынсенче. Вĕсем йывăрлăхсене хăюллă тÿссе ирттернĕ, яланах малалла ăнтăлма хевте çитернĕ. Нурлатра 18 наци çынни пурăнать. Хулапа районти халăхăн 27 ытла проценчĕ чăвашсем шутланаççĕ. Вĕсем хăйсен мăн аслашшĕсен чи сумлă еткерлĕхне – йăли-йĕркисене, халăх пултарулăхне, культурине, юрă-ташшине сыхласа хăварма пултарнă.
Тенюшев, И. Я. Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç : роман / И. Я. Тенюшев. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2008. – 591 с.
Вăхăт шăвать, çулсем иртеççĕ… Анчах Тăван çĕршывăн аслă вăрçи асран тухмасть, вăл пире кăсăклантарсах тăрать. Ун чухнехи салтаксен паттарлăхĕн пĕлтерĕшĕ паянхи тата малашнехи пурнăçшăн ÿснĕçемĕн ÿссе пырать.
"Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç" романăн пĕрремĕш кĕнеки 1994 çулта пичетленсе тухнăччĕ. Çĕнĕ кĕнекере романăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш пайĕ пичетленнĕ.
Произведенире аслă вăрçă умĕнхи пурнăçа, чăваш халăх ывăлĕсем ытти халăх çыннисемпе пĕрле тăшмана хирĕç паттăрла çапăçнине çырса кăтартнă. Романăн тĕп шухăшĕ - çуралса ÿснĕ çĕршывран хакли çук. Çак шухăш романра тарăн йĕр хăварнă.
Романăн пĕрремĕш кĕнекинче ăристансен взводĕнчи пулăмсене çутатнă, иккĕмĕш кĕнекере вара ĕç-пуç штрафниксен батальонĕнче малалла аталанать.
Роман авторĕ - Иван Яковлевич Тенюшев – фронтовик, орденсен кавалерĕ, отставкăри капитан, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ - унти лару тăрăвăн уйрăмлăхĕсене уçăмлăн кăтартма пултарнă.
Фадеев, А. Савнă ялăм ман Шураç / А. Фадеев, Р. Арти. – Шупашкар : Л. А. Наумов изд-ви, 2008. – 123 с.
"Савнă ялăм ман Шураç" ятлă кĕнекере Элĕк районĕнчи Шураç ялĕн, уйсемпе çырмасен, варсен, вăрмансен ячĕсен историйĕ, паллă çыннисем, ал ăстисем çинчен çырса кăтартнă.
Кĕнекере пичетленнĕ материалсене истори пулăмĕсемпе, факчĕсемпе çирĕплетмен. 100-140 çул каялла çуралнă-пурăннă ватăсен аса илĕвĕсемпе, халапĕсемпе усă курнă. Вĕсем вара хăйсен маçаккăшĕ-мамаккăшĕ каласа кăтартнисене пĕлтернĕ.
Кĕнеке пуçламăшĕнче Элĕк районĕнчи Шураç ялĕ (вырăсла Шурась тесе палăртнă) пирки Чăваш Республикин историйĕн патшалăх архивĕ панă справка пур. Сăн ÿкерчĕксем кĕнекене тата та пуянлатаççĕ. |
ПР Правительствин оперативлă канашлăвĕнче ПР наука тата вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин республикăра дистанциллĕ вĕренÿ мĕнле пыни çинчен каласа панă.
- Республикăра ачасен 86,3 проценчĕ онлайн-уроксене хутшăнать, ыттисем электронлă кейссемпе урок тăваççĕ. Ку эрнере пуçламăш сыпăкăн – 1-4 классен - вĕренÿ çулĕ вĕçленет. Çитес эрнере 5-11 классем тата пилĕк кун вĕренĕç. Майăн 29-мĕшĕнче дистанциллĕ мелпе юлашки шăнкăравсем иртĕç.
ЕГЭпе вунпĕрмĕш класра вĕренекенсемпе онлайн-консультацисем малалла пыраççĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсемшĕн ОГЭ ирттермĕç.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Çветке - ача-пăчасен чи юратнă вăхăчӗ. Ӗлӗкрех хӗллехи чи кăмăлланă вăйăсенчен пӗрне ялсенче питӗ хаваслă, анлă ирттерсе янă. Урамсем ачасен сассипе янраса тăнă. Кил хуçисем те вӗсене хапăл туса кӗтсе тăнă. Вӗсем киле кӗрсе юрлани ырлăхпа тулăх пурнăç илсе килессе шаннă. Паян, паллах, çветке ытларах фольклор шайӗнче пурăнать. Çапах хăш-пӗр...
❮
❯
Çветке - ача-пăчасен чи юратнă вăхăчӗ. Ӗлӗкрех хӗллехи чи кăмăлланă вăйăсенчен пӗрне ялсенче питӗ хаваслă, анлă ирттерсе янă. Урамсем ачасен сассипе янраса тăнă. Кил хуçисем те вӗсене хапăл туса кӗтсе тăнă. Вӗсем киле кӗрсе юрлани ырлăхпа тулăх пурнăç илсе килессе шаннă. Паян, паллах, çветке ытларах фольклор шайӗнче пурăнать. Çапах хăш-пӗр çӗрте ăна чăнласах ирттереççӗ. Нумай пулмасть редакцие Павлă районӗнчи Васькино-Туйраллă ялӗнче пурăнакан Владимир Будин шăнкăравларӗ. Вăл çак ялти Культура çуртӗнче илемлӗ пултарулăх ертӳçи пулса ӗçлет. Ун сăмахӗсенчен ялта ачасем валли хатӗрленӗ «Коляда килчӗ» кану вăййисене ирттернине пӗлтӗмӗр. Владимир Будин каланă тăрăх, çветкене вӗсем иккӗмӗш çул ирттереççӗ. Тӗплӗнрех кун пирки Культура çурчӗн заведующийӗ Татьяна Михайлова каласа пачӗ. Сăмах май, вăл Владимир Будин амăшӗ.
Васькино-Туйраллăра коляда йăлана кӗнӗ йӗркепе ачасемшӗн асамлăн пуçланнă. Вӗсем капăрланса килӗрен киле çӳреме пуçланă. Кил хуçисене Раштав юррисене юрласа панă, юмăç пăхнă, выляса савăннă. Лешсем вара хутаçсене тутлă çимӗçсемпе тултарнă.
- Çак уявпа пурте кăмăллă юлчӗç. Мероприяти шутланă пекех хавас иртрӗ. Ачасем çветкене хапăл тусах хутшăнчӗç. Паянхи ачасене те тăрăшсан интереслентерме пулать, вӗсене йăлт кăсăк пулчӗ. Еплерех савăнса юрларӗç тата. Ял халăхӗ те чăвашсен авалхи йăлисене чӗртнӗшӗн пире тав турӗ. Пӗлтӗр ачасене эпир урăхларах костюмсем тăхăнтартнăччӗ. Пӗчӗк ачасем вӗсене курсан хăраса йӗнипе кăçал тумсене илемлӗрех тума тăрăшрăмăр. Хамăр ялти «Мерчен» ансамблӗн гардеробӗнчен илтӗмӗр хăш-пӗрне. Кашни килте пире ырă кăмăлпа кӗтсе илчӗç. Сӗтел çинче мӗн пуррипе хăналама тăрăшрӗç, хамăрпа та парса ячӗç. Çитес çул та çветке вăййисене ирттерме кăмăл пур, - терӗ Татьяна Васильевна.
Тӗрӗсех калать Татьяна Васильевна, кун пек мероприятисем ялта кирлӗ. Вăл çынсене ырăрах пулма, пӗр-пӗринпе туслă пурăнма, ачасене тăван йăла-йӗркесемпе интереслентерме пулăшать. Общество тимлӗхне ырри енне çавăрать. Тӗнчери кирлӗ-кирлӗ мар, хумхануллă та пăшăрхантаракан хыпарсенчен ывăнса çитнӗ çынсене вăл питӗ кирлӗ. Пӗр сăмахпа каласан, чун уççи. |
РФ Президенчĕ Жак Ширак Раççей тата Франци хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва аталантарма пысăк ĕлĕш хывнине палăртса хăварнă.
Владимир Путин Бернадет Ширака унăн упăшки, Францин экс-президенчĕ Жак Ширак вилнĕ пирки хурланнине пĕлтерекен телеграмма янă, çакăн çинчен Кремль пресс-служби пĕлтерет. Раççей Пуçлăхĕ Жак Ширак ячĕпе Францин ку чухнехи историйĕн пĕр ĕмĕрĕ çыхăннине палăртса хăварнă.
«Раççейре пирĕн патшалăхсем хушшинче пĕр-пĕриншĕн тупăшлă çыхăнăва аталантарма Жак Ширак пысăк ĕлĕш хывнине манмаççĕ», — çырнă телеграммăра.
#Владимир Путин.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Районта" Всё сбудется " социаллă акции иртет. Акцин тĕллевĕ - социаллă приюта лекнĕ ачасем валли ăшă япаласем пуçтарасси. Акцине кашни хутшăнма пултарать.
Михайловкăра ялти библиотекарь Н.Х. Прокопьева шарфсем тата ăшă тапочкисем çыхма вĕрентекен мастер-класс ирттернĕ.
Н.Х. Прокопьева тата В.А. Иванова çыхнă ăшă япаласене çамрăксен "Вектор" центрне панă. Хĕллехи сивĕсенче вĕсем ачасене шăнма памĕç.
Людмила РОДИОНОВАН сăнÿкерчĕкĕсем.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Регион пуçлăхĕ Пушкăртстан сывлăх сыхлав министрне Максим Забелина правительствăн премьер-министрĕн должноçне çирĕплетнĕ. Çак кадрсен çĕнĕлĕхĕ пирки Радий Хабиров кашни эрнере иртекен оперативлă канашлура, март уйăхăн 1-мĕшĕнче пĕлтернĕ.
Регион пуçлăхĕ Пушкăртстан сывлăх сыхлав министрне Максим Забелина правительствăн премьер-министрĕн должноçне çирĕплетнĕ. Çак кадрсен çĕнĕлĕхĕ пирки Радий Хабиров кашни эрнере иртекен оперативлă канашлура, март уйăхăн 1-мĕшĕнче пĕлтернĕ.
Максим Забелин демографи, сывлăх сыхлав, халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес, патшалăх çемье тата социаллă политика, ĕç тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен ыйтусене мĕнле пурнăçланине тимлĕ.
Малтанхи вице-премьер Ленара Иванова вырăнне Максим Забелина лартас йышăнăва республика пуçлăхĕ халăх вилнипе кĕрешессипе çыхăнтарнă.
- Икĕ эрне тăршшĕ эпĕ халăх вилессипе кĕрешмелли программăна ыйтатăп. Кăçалхи икĕ уйăх хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çул 10 пин çынна çухатрăмăр. Çитес тунти кун сиртен халăх вилĕмне чакарассипе кĕрешмелли доклад кĕтетĕп, - тенĕ Радий Хабиров.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Суд наркоушкăнри Ĕпхÿ тата Çтерлĕ хулисенче пурăнакан 18 çынна 5 çултан пуçласа 17 çула çити çирĕп режимлă колонине ăсатма йышăннă. Республикăри прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри 29 çултан пуçласа 50 çула çитнĕ çынсем закона пăсса пысăк виçепе наркотиксем сутнă. Ĕпхÿ хулинчи Советски район сучĕ приговора виçĕ кун вулани паллă.
Суд наркоушкăнри Ĕпхÿ тата Çтерлĕ хулисенче пурăнакан 18 çынна 5 çултан пуçласа 17 çула çити çирĕп режимлă колонине ăсатма йышăннă. Республикăри прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри 29 çултан пуçласа 50 çула çитнĕ çынсем закона пăсса пысăк виçепе наркотиксем сутнă. Ĕпхÿ хулинчи Советски район сучĕ приговора виçĕ кун вулани паллă.
Следстви вăхăтĕнче Çтерлĕре пурăнакан 44 çулхи арçын 2017 çулта Салаватри икĕ çынна преступлениллĕ ĕçе явăçтарни çиеле тухнă. Ун хыççăн ушкăна Ĕпхÿ тата Çтерлĕ хулисенчи пысăк укçана хапсăнакан çынсем хутшăннă.
«Ушкăна пысăк виçепе наркотик салатакан курьерсем кĕнĕ. Вĕсем наркăмăша (гашишпа каннабис) туяннă хыççăн хваттерсене илсе килнĕ, виçсе пĕчĕк пайсем çине пайланă. Йĕрке хуралçисем айăплакансенчен 10 килограмм наркотик туртса илнĕ. Çавăн пекех виçсе хутаçсене тултармалли хатĕрсем тупнă»,- пĕлтернĕ ведомствăра.
Наркоушкăнри закона пăсакансенчен пĕри те хăйсен айăпне йышăнман. Судпа айăпланисем 10 кун хушшинче суд йышăнăвĕ пирки жалоба пама пултараççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Сирĕн умра кăçалхи "Тăван Атăл" журналăн 4-мĕш номерĕ. Мĕнпе илĕртме пултарĕ-ши вăл вулакана? Палăртнăччĕ ĕнтĕ, журнал калăпăшĕ енчен хулăнланнă, малашне икĕ çурма пайран тухса тăрĕ. 1-мĕш пайра ытларах илемлĕ хайлавсене тупма пулать, 2-мĕшĕнче вара – обществăпа политика материалĕсем, публицистика, критика тĕпчевĕсемпе тишкерĕвĕсем вырăн йышăннă.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхин кунĕ. Чăваш литературинче тăван чĕлхене халалланă сăвăсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Митта Ваçлейĕ çырнă "Тăван чĕлхем! Таса чĕлхем" сăвă. Унпа эсир "Тăван Атăл" журналăн малтанхи страницинчех паллашма пултаратăр.
Журналăн малалли страницисенче Валерий Муравьев çырнă "Çылăхлă арçын" романăн çĕнĕ сыпăкĕпе паллашма пулать. Унăн пуçламăшĕ 2007 çулхи 5-6, пĕлтĕрхи 7-8 номерĕсенче пичетленнĕччĕ. Хайлаври геройсем ахаль çынсем, ĕçпе пиçĕхнĕ ял ĕçченĕсем. Вăрçă хыççăнхи çулсенче колхозсене çĕнетес, çĕршыва малалла çĕклес, аталантарас, çĕнĕ пурнăç тăвас ыйтусем малта тăнă. Вăрманкас ялĕнче вырма вăхăчĕ пуçланнă ĕнтĕ, патшалăха тырă чылай ăсатмалла. Ялта тырă пуçтармалли техника çитмест. Çавăнпа та ял халăхĕ, ватти-вĕтти, пурте, уй-хирте ырми-канми тăрăшаççĕ.
Хайлавра çыннăн кăмăл-туйăм, чун ыйтăвĕсене хускатнă. Автор кашни сăнарăн психологине курăмлă майпа кăтартса парать. Тĕпре – юрату виçкĕтеслĕхĕ. Кунта Яша тунă çылăхсем çинчен сăмах пырать. Мĕнпе айăплă-ха вăл? Çак ыйту çине хурав тупас тесен тата романри ĕç-пуç малалла еплерех аталанса пынипе паллашас кăмăл пулсан хайлава вуласа тухма сĕнетпĕр. Романăн çĕнĕ сыпăкĕсем çитес номерте пичетленсе тухĕç.
Çак номертех Михаил Сениэлĕн "Юнăмра капланнă хăват" ятлă çĕнĕ сăвăсен ярăмĕпе паллашма пулать. Сăвăсене вуланă май автора мĕн пăшăрхантарни, тыткăнлани курăнать. Ытларах вăл пурнăç, унăн асапĕ пирки шухăшлать:
"Пурнăç пĕр пĕтĕм ахлату-ши
пулчĕ е пĕр пĕтĕм кăшкăру?
Эп хама вырнаçаймарăм, туршăн:
ырату, вĕрилĕх, калăн, – вут…"
Căвăсенче автор çыннăн шалти кăмăл-сипетне уçса панă. Хальхи вăхăтра çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Поэзи, пултарулăх çинчен те шухăшлать сăвăç. Кунтах чăваш поэчĕсене халалланă сăвăсемпе те паллашма май пур.
Нумаях пулмасть Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕренпе 65 çул çитрĕ. Пирĕн паттăр асаттесем пĕтĕм вăйпа Çĕнтерÿшĕн, мирлĕ пурнăçшăн çапăçнă. Миллионшар салтак вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Хаяр вăрçă çинчен эпир чылай кинофильмсенчен, тĕрлĕ хайлавсенчен, калаçусенчен пĕлетпĕр. Геннадий Эсекел "Канăçсăр каç" калавĕнче пире вăрçă вăхăтĕнче чăн пулса иртнĕ ĕçсемпе паллаштарать. Ашшĕ салтакран тин çеç таврăннă ывăлне хăйĕн çамрăклăхĕ çинчен, Аслă вăрçăра çапăçни, мĕн тÿссе ирттерни çинчен каласа парать. Вăрçă арçынна тĕрлĕ вырăна илсе çитерет. Вăл хаяр çапăçусене лексе аманать, нимĕç фашисчĕсем патне тыткăна лекет. Темиçе хут та пурнăçпа вилĕм хушшинче пулать, çапах та малаллах талпăнать. Хайлавра геройăн чăн-чăн паттăрлăхĕ курăнать. Калава вуланă май вăрçă саманчĕсем куç умне тухса тăраççĕ.
Георгий Федоров литературовед "Сăнарлă сăмах пултаруçи" статйинче Леонид Агаков писателĕн пултарулăхне тишкерет. Номерте çавăн пекех Леонид Агаковăн "Чемпион" калавĕ пичетленнĕ, унта утмăл çулхи Сахар мучи çинчен сăмах пырать. Сахар мучине ялта пурте хисеплеççĕ. Старик хурт-хăмăр ăсти. Çамрăк чухнех йывăр ĕçе хăнăхнă, тараса пуканĕсене çĕклеме, хытă чупма пултарнă. Анчах та вăл нихăçан та спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса курман. Пĕррехинче унăн, кĕтмен çĕртен, чемпион ятне илме тÿр килет. Кун çинчен тĕплĕнрех калава вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.
Журналăн кашни номерĕнчех "Чăваш поэзийĕн антологийĕ" пайĕ тухса тăрать. Поэзине кăмăллакансем кунта чăваш поэчĕсен çĕнĕ сăввисемпе паллашĕç.
Чи малтанах Гурий Чаржов поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинче чарăнса тăрар. Г. Чаржов СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем сахал мар юрă хывнă. Поэтăн паллăрах ĕçĕсем: "Вĕçев" (1974), "Тымар" (1976), "Вăхăт шăнкăравĕ" (1987). Сăвăçăн "Учитель", "Тырă сăрчĕ", "Хурт уйăрни", "Ачалăхри хурсем", "Малта ялан", "Пĕчĕкçĕ хĕвел" сăввисене вуланă май куç умне ачалăх вăхăчĕсем тухса тăраççĕ. Сăвăсем çутçанталăка юратма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ, вуланасса та çăмăллăн вуланаççĕ. Çавăн пекех кунта Чаржовăн "Сивлетпĕр вăрçа", "Юман", "Хунав", "Колхоз сачĕ" сăввисем те вырăн тупнă.
Тепĕр поэт – Порфирий Васильевич Афанасьев пире "Шур акăш хÿхлевĕллĕ ахрăм" поэма-реквиемĕпе паллаштарать. Мĕн пăшăрханарать-ши унăн чуне? Пĕчченлĕх, юратнă çын ку тĕнчерен уйрăлса кайни, уншăн тунсăхлани. Поэт хăйĕн юратăвне, ăшă туйăмĕсене çутçанталăк витĕр кăтартса парать. Тĕслĕхшĕн поэмăн пĕр сыпăкĕпе паллашар:
"Утатăп эс утнă çулпа –
Пуплетĕп çавра çулçăпа,
Тăрап вăрмана итлесе,
Сассу илтĕнмест-ши тесе.
Утатăп эс утнă хирпе
Туллин сывлăм сыпнă ирпе,
Йĕрÿ сан юлман-ши тесе
Пăхап çул çине тимлесе.
Уй-хирĕ çилпе хумханать,
Çут сывлăм çĕре тăкăнать
Йĕрÿ çул çине тĕрленмен –
Эп юлтăм иккен пĕр-пĕччен…"
Пурнăç, тĕнче илемĕ, çывăх çынсем, тус-тăван çинчен шухăшлать поэт "Юратăр тĕнчене" ятлă тепĕр сăввинче. Çынсене пĕр-пĕрне хисеплеме, ыр сунма, телейлĕ пулма, юратма чĕнсе калать. Вулакансем кăларăмра П. Афанасьевăн "Кăмăл сăвви", "Тымар сĕткенĕ", "Çунать çурта", "Çĕнтерÿ кунĕ", "Çынна ырă ту", "Август" сăввисемпе те паллашма пултарĕç.
Николай Исмуков поэзийĕ ытларах философиллĕ туртăмпа палăрса тăрать. Поэтăн çĕнĕ сăввисем кашни вулакана шухăша ярĕç. Сăвăç пурнăçра мĕн курни, мĕн тÿссе ирттерни пĕтĕмпех сăвă йĕркисене хывăннă. Н. Исмуков пире, вулакансене, вăхăт, пĕчченлĕх, пурнăç пирки шухăшлаттарать.
"Атăл урлă кĕпер хывнă иккен,
Эпир каçаймасăр юлнă иккен,
Çамрăк ĕмĕр иртсе кайнă иккен,
Эпир сисеймесĕр юлнă иккен", – тесе палăртать сăвăç "Атăл урлă кĕпер хывнă иккен" сăвăра.
Асăннă поэтсен хайлавĕсемсĕр пуçне журналта Николай Карайпа (Николай Дмитриевич Дмитриев) Фёдор Муратов поэтсен сăввисем те пичетленнĕ. Вулакансем вĕсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен те вуласа пĕлме пултараççĕ.
Чăваш халăх çыравçи тата драматургĕ Николай Терентьев çуралнăранпа 85 çул çитет. Çавна май "Сунтал" журналăн хуплашки çинче унăн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Çыравçă пире хăйĕн пурнăçĕ çинчен аса илсе каласа парать. Николай Терентьев 40 ытла пьеса çырнă, вĕсене тĕрлĕ театрта 15 чĕлхепе лартнă. Паллăрах пьесисем: "Çăлтăрсем сÿнмеççĕ", "Мĕн-ши вăл телей?", "Куккук çаплах авăтать", "Кайри мала хуркайăксем", "Чĕре çуннăран", "Хумсем çырана çапаççĕ", "Çиçĕм хыççăн аслати" т. ыт. те. Çак хайлавсене паян та халăх юратса вулать.
"Ĕмĕр сакки" ярăмра Арсений Тарасовăн "Пилĕк ывăл – пилĕк çунат" статйине тупма пулать. Хайлавра Куславкка тăрăхĕнчи Чăршкассинчи Любовь Павловна Гаврилова çинчен каласа панă. Çăмăл пулман унăн пурнăç çулĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕрсен пилĕк ачапа тăрса юлнă. Çак маттур хĕрарăм пурнăçĕпе çывăхрах паллашас тесен хайлава вуласа тухма сĕнетпĕр.
Вулакансем номерте Светлана Гордеева çырнă "Ту тăрринче" калавĕпе, Николай Терентьевăн "Куккук çаплах авăтать" трагедийĕпе те паллашма пултараççĕ.
Чăваш ен паллă тухтăрсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Петр Ермолаевич Ермолаев. Вăл çав тери пултаруллă врач, хирург тата онколог пулнă. Чăваш Енĕн çак маттур арĕпе, "турă пил панă врачпа, асамçă хирургпа" Н. Григорьевăн "Чăваш енĕн пĕрремĕш онкологĕ" очеркне вуласа паллашма пулать.
Шел пулин те, хамăр халăх историне лайăхах пĕлсех каймастпăр эпир. Чăвашсем ăçтан пуçланса кайни çинчен тĕпчевçĕсем халĕ те калаçаççĕ, тĕрлĕ теорисем сĕнеççĕ. Владимир Алмантай та "Камсем эпир? Хăш йăхран?" статйинче чăваш халăхĕн историне тĕпчесе шĕкĕлчет.
Нумаях пулмасть Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров 75 çул тултарчĕ. Паян Чăваш Республикинче унăн юррисене илтмен çын çук та ĕнтĕ. Концертсенче зал яланах туп-тулли. Чунтан тухакан юррисем куракансен чĕрисене тыткăна илеççĕ.
Журналăн хуплашки çинче И. Христофоров репертуарĕнчи "Тусăм тухмĕ чĕререн" юррине пичетленĕ. А. Сенин юрăç пултарулăхĕпе паллаштарать. |
Вăрçă ачисем... Паянхи кун вĕсенчен чи çамрăкки 75 çулта. Çак ăрун мĕн пĕчĕкрен пурнăç тути-масине пĕлсе ÿсме тивнĕ. Вĕсем вăрçă хăрушлăхне‚ выçлăхпа шартлама сивве тÿссе ирттернĕ. Хаяр вăрçă сахал мар çын пурнăçне татнă, çавăнпа çак ачасем хушшинче çурма тата хăр тăлăх ÿснисем те пулнă.
Йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсем çирĕп те ĕçчен çынсем пулса çитĕннĕ. Хаяр вăрçă пĕтсен те вăрçă ачисем халăх хуçалăхне ура çине тăратас ĕçре пысăк тÿпе хывнă: заводсемпе фабрикăсенче‚ колхоз уй-хирĕсемпе фермисенче тар тăкнă. Вĕсенчен пĕри Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче пурăнать.
Валентина Борисова асăннă районти Кивĕ Сименкке ялĕнче 1940 çулхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1941 çулхи май уйăхĕнче унăн ашшĕне çуллахи лагерьсенче çулсерен иртекен çар вĕрентĕвне чĕнсе илнĕ. Июнь уйăхĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă. Василий Константинович çамрăк мăшăрĕпе тата çулталăкри хĕрĕпе сывпуллашмасăрах фронта тухса кайнă. Вăл Нева юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Ленин хулине хÿтĕлекенсен шутне лекнĕ, разведкăра хĕсметре тăнă. Темиçе хутчен йывăр лару-тăрăва лекнĕ‚ çапах та вĕсенчен çĕнтерÿçĕ пулса тухнă. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Василий Константиновича «Хастарлăхшăн»‚ «Çапăçура палăрнăшăн»‚ «Ленинград хулине хÿтĕленĕшĕн»‚ «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 1 степень орденĕпе чысланă. Ленинград çывăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче ăна амантнă. Суранĕ йывăр пулнипе вăл вилме те пултарнă. Совет салтакне фронт медсестри тивĕçлĕ пулăшу панă‚ госпитальте вăл Василий Константиновича ура çине тăратнă. Сывалнă салтакра унăн пурнăçне çăлса хăварнăшăн тав туйăмĕ çуралнисĕр пуçне‚ юрату туйăмĕ те вăраннă. Хĕрÿ туйăма парăннă çамрăксен хĕр çуралнă. 1947 çулта фронтовикăн служби вĕçленнĕ, анчах совет салтакĕ хăй ирĕке кăларнă хулара пурăнма юлнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен поезд машинисчĕ пулса ĕçленĕ.
Ĕнерхи салтак çĕнĕ çемьепе пурăннă пулсан та‚ пĕрремĕш арăмĕпе ачи çинчен манман. Вĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Май пур таран укçа-тенкĕ енчен те пулăшнă. Вĕсен патне килсе те çÿренĕ. Валя та ашшĕ патĕнче темиçе хутчен хăнара пулнă. Василий Константинович 2001 çулхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ашшĕне юлашки çула ăсатма хĕрĕ каяйман. Мĕншĕн тесен çула тухма укçи-тенки хĕсĕкрех пулнă. Унсăр пуçне ватă амăшне те пĕччен хăварайман.
Валя 4 класс пĕтерсен‚ Фекла Дмитриевна хăйĕн хĕрĕпе тăван ялне‚ Этĕле куçса килнĕ. Унта хĕрарăм колхозра ĕçленĕ. Çав вăхăтра председатель тивĕçĕсене унăн пиччĕшĕ Иван Дмитриевич Трофимов пурнăçланă. Вăл та фронтовик пулнă. Валя сакăр çулхи шкулта ăс пухнă хыççăн колхозăн тĕрлĕ ĕçĕсене пурнăçланă. Вăхăт малалла шунă. Валентина ÿссе çитĕннĕ. Чипер хĕре каччăсем куç хыва пуçланă. Вĕсенчен пĕри Анатолий Иванов шофер пулнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен хĕрпе каччă çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрăн ывăлпа икĕ хĕр çуралнă. Фекла Дмитриевна тивĕçлĕ канăва тухсан‚ ăна хĕрĕ хăйĕн патне пурăнма илсе кайнă. Кинемей мăнукĕсене пăхса пурăннă‚ хуçалăхра пулăшу пама та вăй çитернĕ. Валентина фермăна ĕне сума куçнă.
Кирек хăш ĕçе те Валентина Васильевна яваплăха туйса, чунтан тăрăшса пурнăçланă. Тăван колхозра 45 çул хушши вăй хунă. Вĕсенчен 27 çулне килĕнчен виçĕ çухрăмра вырнаçнă сĕт-çу фермине халалланă. Тăрăшуллă хĕрарăм 10 çул заведующи ĕçне те илсе пынă. Темиçе теçетке ĕçченĕн ĕçĕшĕн тата çĕршер выльăх пурнăçĕшĕн яваплăх тытасси ун çине тиеннĕ. Уяв вăхăтĕнче ĕне сăвакансемпе выльăх пăхакансен вырăнне юлса ĕçлеме те тÿр килнĕ. Сĕт суса илессипе çулсерен малтисен шутĕнче пулнăран 1977 çулта Валентина Васильевнăна ГДРа кайма турист путевки парса хавхалантарнă. 1978 çулта вăл колхозăн чи лайăх ĕне сăваканĕ ята тивĕçнĕ. 1982 çулта ферма заведующийĕсем валли Ĕпхÿ хулинче квалификаци ÿстермелли курс иртнĕ. Çавăн чухне вĕренекенсене Мускава‚ ВДНХна илсе кайнă. Вĕсен шутĕнче чăваш хĕрарăмĕ те пулнă. Унăн пухмачĕнче тĕрлĕ наградăсем: колхоз ертÿçи саламланă темиçе теçетке Хисеп хучĕсемпе ЦК КПССĕн Ленин ячĕллĕ‚ СССР Министрсен Канашĕн‚ ВЦСПС тата ЦК ВЛКСМ Хисеп хучĕсем‚ «1976‚ 1977‚ 1978‚ 1980 çулсенчи социализмла ăмăртусен çĕнтерÿçи» хисеп паллисем‚ «Вуннăмĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕ»‚ «В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул. Хастар ĕçленĕшĕн» тата «Ĕçре палăрнăшăн» медальсем‚ «Ĕç ветеранĕпе» «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ятсем. Унсăр пуçне шкул дирекцийĕ те Ивановсене ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн çулсерен Мухтав хучĕсемпе чысланă. Валентинăпа Анатолий пурнăçĕ ачисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнне пулнă. Тен‚ çавăнпа вĕсем шкулта тăрăшса вĕреннĕ‚ спортра çитĕнÿсем тунă‚ общество пурнăçне хастар хутшăннă. Çавăн пекех Валентина Васильевна Пелепей район Канашĕн депутатне 6 хут‚ 2 созыв Ярмулай ял Канашĕн депутатне суйланнă.
Сакăр вуннăри кинемей хăйĕн ачисем çинчен ăшшăн каласа парать. Сергей Анатольевич кăçал 60 çул тултарть. Вăл Мурманск хулинчи Тинĕс çар флотĕнче хĕсметре тăнă. Демобилизаци хыççăн асăннă хулари пулă тытакан флотра ĕçлеме тăрса юлнă. Мăнукĕ кукашшĕ мĕн виличчен Ленинград хулине кайса çÿренĕ. Аслă хĕрĕ‚ Елена‚ Ĕпхÿри механизаци учечĕн техникумĕнче тата Новосибирскри патшалăх техника университетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн‚ Нефтеюганск хулинчи «ВБРР банк» АО филиалĕнче ĕçлет. Алина вара кĕçĕн классен учителĕн профессине суйласа илнĕ. Вăл Пелепейри педагогика училищинче‚ Пушкăрт патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Хĕрарăм алла илнĕ специальноçпа темиçе çул Нефтеюганскра ĕçлесе пурăннă. Паянхи кун вăл хăйĕн çемйипе Ĕпхÿ районĕнчи Михайловка ялĕнче пурăнать. Унта та вăл кĕçĕн клас ачисене пĕлÿ парать. Вĕсен ывăлĕсем - Валентина Васильевна мăнукĕсем - Раççей Çарĕнче хĕсметре тăнă. Алексей Тюменьти Çул-йĕр институтĕнче тата Нефть университетĕнче пĕлÿ пухнă. Паян вăл «РН-ЮГН» ООО бурени управленийĕн тĕп специалистчĕ. Борис Ханты-Мансийск хулинчи юрă-кĕвĕ училищине пĕтернĕ хыççăн Челябинскри культура институтĕнче вĕренет. Вăл – опера театрĕн артист-вокалисчĕ. Пирĕн геройăн икĕ кĕçĕн мăнукĕ те пур. Вĕсем пурте юратнă кукамăшне çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ‚ ăна пурăнма вăй-хал параççĕ. Валентина Васильевна ялти клуб хупăниччен унăн пултарулăх ĕçне хастар хутшăнатчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче «Этĕл» фольклор ансамблĕн пайташĕ‚ библиотекăн яланхи вулаканĕ пулнă. Хăйĕн ачисемпе мăнукĕсен‚ кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвсемшĕн Анатолий Никитович та савăнĕччĕ. Шел‚ вăл мăшăрĕпе тăватă теçетке çул ытла пурăннă хыççăн çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Валентина Васильевна 20 çул ытла мăшăрĕсĕр кун кунлать.
Валентина амăшĕ 2011 çулта, 93 çула çитсен, пĕртен-пĕр тата юратнă хĕрĕн аллинче вилнĕ. Паянхи кун В.В. Иванова хăйĕн пысăк çуртĕнче пурăнать. Унти условисем хуларинчен пĕрре те кая мар. Ачисемпе мăнукĕсем юратнă çыннин сывлăхне тимлесе тăраççĕ‚ отпускпа каникул вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕн çуртне пухăнаççĕ. Валя аппана тăванĕсемпе ĕнерхи ĕçтешĕсем те манмаççĕ‚ ун патне килсех çÿреççĕ. Питĕ шел‚ кăшăлвирус инфекцине пула кăçал юбиляра‚ ĕç ветеранне дистанциллĕ майпа саламлама тÿр килчĕ. Эпир ăна çирĕп сывлăх‚ вăй-хăват‚ телейлĕ те вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Михаил СИДОРОВ‚
Ярмулай ял Канашĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
Ватăлса çитнĕ качакине сутса ярсан пирĕн ялти сатур Варук аппан качака путекки тăлăха юлчĕ. Аван ӳсрĕ çамрăк така, çитĕнсе çитрĕ, яланах кил хуçи хыççăн явăнса çӳрерĕ.
«Кĕрхи праçниксем çитнĕ çĕре пусмалла пулать çак такана» тесе ĕмĕтленетчĕ кил хуçи. Вара пусса паракана хăналама тесе эрех хатĕрлеме шутларĕ. Ара, пĕр «сăпаççипă» сăмахшăн кам чăрманса çӳретĕр хальхи саманара? Вĕсен умне эрех кăлармалла, çыртмаллине лартмалла, ыр кăмăллă пулмалла... Çапла шутларĕ те Варук аппа вĕтĕ тураса кăмакара пĕçернĕ сахăр кăшманне йӳçме çенĕке кăларса лартрĕ. Качака таки çакна яр уçă алăкран тимлĕ сăнаса тăчĕ. Мĕн пăтти, кам валли хатĕрлет кил хуçи - йăлтах пĕлес килчĕ унăн.
Пĕррехинче, хĕвел анăçалла сулăнсан, Варук аппа калаçса ларма кӳршĕсем патне кайрĕ. Çак самантпа усă курса качака таки çенĕкре йӳçсе ларакан пăтта тĕрĕслесе пăхма шутларĕ те ĕçе пуçăнчĕ. Мăйракисемпе хирсе çенĕк алăкне уçса ячĕ, йӳçекен савăтăн виткĕçне тĕксе ӳкерчĕ, унти пăтранчăка шăрăшласа пăхрĕ, пĕр çăвар сыпса илчĕ, хаяр пулнипе çӳçенсе кайрĕ. Куçне мăч-мач хупкаларĕ - ним те ăнланмарĕ. Çак пăтранчăка тата ĕçсе пăхрĕ, çӳхе тутисене хĕп-хĕрлĕ чĕлхипе çуларĕ. Хăйĕн пĕчĕк пуçне пăркала-пăркала каяша татах ĕçрĕ, унтан тата, тата...
Качака такин урисем вăйсăрланма, пуçĕ усăнма, куçĕсем хупăнма пуçларĕç. Каяш савăтне витмесĕрех, çенĕк алăкне хупмасăрах вăл картишне тухрĕ. Пĕтĕм вăйне пухса тайкалана-тайкалана витери чăх кашти айне сулхăна кĕрсе выртрĕ. Тул çутăличченех канлĕ çывăрчĕ.
Тепĕр кун ирех, чăх тислĕкĕпе варланса пĕтнĕскер, картише йăпшăнса тухрĕ, хур-кăвакалсем валли ярса хунă шыва ĕçрĕ-ĕçрĕ те кил хуçин куçĕ умне курăнас мар тесе урамалла тухса шăвăнчĕ.
Пирĕн ял халăхĕ хăй тĕллĕнех ялти урамсене тĕрлĕ-тĕрлĕ ят парса пĕтернĕ: Çĕнĕ кас, Тури кас, Анат кас, Хыçал кас, Чăхă касси, Чĕлĕм кукри, Урлă урам, Аслă урам...
Аслă урам - вăрăм, такăр, тикĕс, сарлака... Унта лавккасем, клуб, шкул, больница, ача сачĕ, почта, кантур вырнаçнă. Çак урамăн пĕр тăкăрлăкĕнче кивĕ пура пур.
Тухăçри гороскоп кăтартнă тăрăх, иртнĕ çул - Сысна çулĕ. Çак çулăн январь тата февраль уйăхĕсем ĕç пуçлама ăнăçлă. Августпа сентябрь уйăхĕсенче вара темех тума хушман. Çакна тĕпе хурса кăтра Пуркка, лутра Юркка, самăр Шуркка тăкăрлăкри пура патне пырса ларнă: вĕсем мухмăр-сухмăр кăна чĕртмен, виççĕшĕ те «кăрккаланма» пуçланă. Апла пулсан та вĕсемпе юнашар, çерем çинче, ял вĕçĕнче пĕр пĕччен пурăнакан çемçе кăмăллă Крахаран кивçен илнĕ «чӳпĕк пăкăлли» выртать.
Тус-тантăшсем сăмах-юмах çапса ларнă вăхăтра вĕсем патне çăмĕсем арпашнă, чăх тислĕкĕпе вараланнă, мĕскĕн, шывлă куçлă çамрăк качака таки пычĕ те:
- Ме-ке-кек, - терĕ йăвашшăн.
- Ме-кек,- хуравларĕ самăр Шуркка.
- Привет, шĕвĕр сухал, - терĕ те кăтра Пуркка качака такине ярса тытрĕ, пĕç хушшине хĕстерсе хурса: - Мĕнле пурăнатăн, ачамккă? Мухмăр мар-и? - тесе кăсăкланчĕ.
- Ме-ке-ке-кек, - сасă пачĕ качака таки.
- Ох-о-о! - пирĕн кăна мар, качакан та мухмăр! - терĕ те лутра Юркка çерем çинче выртакан эрех кĕленчине ярса тытрĕ, пăккине уçрĕ, пĕр черкке тултарчĕ те лăпкă ларакан качака такин çăварне пушатрĕ. Качака таки чыхăнса кайрĕ, чăх-чах тукаларĕ те лăпланчĕ, çăварĕнчен эрех яракана куçĕнчен ăшшăн пăхса илчĕ.
Краха кивçен парса янă «чӳпĕк пăкăлли» качака таки пулăшнипе часах пушанчĕ. Икĕ кĕленче эрех ĕçсе, пĕр пачка сигарет туртса пĕтернĕ хыççăн юлташсенчен пĕри карттус ăшĕнчен çĕр тенкĕлĕх укçа туртса кăларса:
- Гуляем, братцы! - терĕ те ура çине çĕкленчĕ. Ун хыççăн ыттисем тăрса пурте лавкка еннелле сулăнчĕç.
Качака таки те хăйĕн икĕ ураллă юлташĕсенчен утăм юлмасăр хупах еннелле лĕпсĕртетрĕ.
Валентин ЕФРЕМОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Антон Бабиков çĕршывăн суйласа пухнă командин составĕнче Швейцаринче иртнĕ IBU Кубокĕн улттăмĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ.
Пушкăртстан биатлонисчĕ Антон Бабиков çĕршывăн суйласа пухнă командин составĕнче IBU Кубокĕн улттăмĕш тапхăрĕн хутăш эстафетинче çĕнтернĕ. Эстафета Швейцарири Ленцерхайдра ĕнер иртнĕ.
Россия спортсменĕсем Антон Бабиков, Алексей Слепов, Валерия Васнецова тата Виктория Сливко 2х7,5 км + 2х6 км дистанцине 1 сехет те 16 минут та 24,1 секундра иртсе тухнă, çавăн чухне тĕл пемелли сакăр чикĕре çичĕ хушма патронпа усăланнă. Иккĕмĕш вырăна Германин суйласа пухнă команди, виççĕмĕшне Норвегин команди йышăннă.
Пĕр кун маларах пушкăрт биатлон шкулĕн представителĕ йĕлтĕрпе ăмăртура виççĕмĕш результат кăтартнă.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн, теççĕ халăхра. Район çыннисен пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшас, канăвне хаваслăрах йĕркелес тесе культура ĕçченĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Мартăн 23-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем професси кунне районти культура çуртĕнче паллă турĕç. Вĕсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков саламларĕ. Ĕçре хастар тăрăшакансене Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Уява пуçтарăннă ĕçченсем иртнĕ çула пĕтĕмлетсе, кăçал пурнăçламалли ĕç планĕсене те палăртса хăварчĕç. Районти тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова вулавăшри, районти культура çурчĕн методисчĕ Валентина Курицына культура тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç.
Кашни ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ- семпе клубсенче, вулавăшсенче тăрăшакансем тĕрлĕ паллă кунсене халалласа мероприятисем йĕркелеççĕ. Вырăнти кружоксемпе халăх пултарулăх ушкăнĕсене ялсенчи пултаруллă çынсене явăçтарма тăрăшаççĕ. Халăх йăли-йĕркине аталантарас, ламран лама пыракан ăсталăха пулас ăру валли сыхласа хăварас тĕлĕшпе те чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Акă иртнĕ çул районта тĕрлĕ формăллă 320 кружок ĕçленĕ, унта 4081 çын çӳренĕ. Иртнĕ çул Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен çулталăкĕ пулнă май чылай мероприятие вĕсене халалланă.
Районти централизациленĕ библиотекăна пăхăнса тăракан район центрĕнчи тĕп тата ача-пăча библитекисĕр пуçне 16 вулавăш халăха кĕнекесемпе туслашма пулăшас енĕпе тăрăшнă. 16248 çын вулав çурчĕсене çитсе кĕнекесем илнĕ, хаçат-журналпа паллашнă.
«Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ тăван тăрăх историне çырас, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлать.
Районти культура «вучахĕсем» çумĕнчи пултаруллăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем республика шайĕнче çеç мар Раççей пĕлтерĕшлĕ конкурссемпе фестивальсене те хутшăнаççĕ, çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илеççĕ.
Патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курса районта культура объекчĕсене юсаса çĕнетес енĕпе те чылай ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çул акă, Кĕçĕн Каçал культура çурчĕн çивиттине улăштарма 2 миллион тенкĕпе усă курнă. «Культура малой Родины» федераллă проектпа Çĕнĕ Шăхран ял клубне валли 450 пин ытла тенкĕлĕх оборудовани туяннă.
Кăçал Тукай ялĕнче 100 вырăнлă культура çуртне тума республика бюджетĕнче 22,78 миллион, Киров поселокĕнчи клуб-музея тĕпрен юсама 5,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çавăн пекех 2022 çулта Урмаел, Элпуç, Анат Тимĕрчкасси, Виçпӳрт, Дубовка, Хырхĕрри культура çурчĕсене, Тутар-Шурут ял клубне тĕпрен юсама палăртнă.
Малашне те районти культура ĕçченĕсем яланах халăхпа пулма тăрăшĕç. Вĕсене савăнăç, хаваслăх парнелĕç, ĕçлеме, пурăнма хавхалантарса пырĕç. |
Пĕрремĕш каналпа пыракан «Голос» шоу 9-мĕш сезонĕн çĕнтерÿçи Яна Габбасова Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки пулса тăнă.
Пĕрремĕш каналпа пыракан «Голос» шоу 9-мĕш сезонĕн çĕнтерÿçи Яна Габбасова Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки пулса тăнă. Асăннă савăнăçлă хыпара çамрăк артистка Инстаграмри хăйĕн страницинче пĕлтернĕ.
Юрăçăна çак хисеплĕ ята Радий Хабиров панă. «Çакă маншăн пысăк чыс!» республика пуçлăхне тав туса çырнă хĕр социаллă сетьсенче.
Яна Габбасова Нефтекамск хулинче çуралнă. Вун çичĕ çулхи хĕр çĕршыври тĕп вокал проектăн юлашки тапхăрне иртнĕ. Çамрăк юрăçă сăмахĕсем тăрăх‚ вăл «Голос» шоу хыççăн хăй юрă çырма‚ çынсене вĕсемпе савăнтарма палăртать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Пĕр талăк хушшинче Пушкăртстанра 16 çын çул-йĕр аварийĕнче инкек курнă. Пĕрин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Пĕр талăк хушшинче Пушкăртстанра 16 çын çул-йĕр аварийĕнче инкек курнă. Пĕрин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
ПР ГИБДД пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ вилĕмлĕ тĕслĕхе Туймазă районĕнче регистрациленĕ. Агиртамак ялĕнчен инçе мар 19 çулхи каччă ВАЗ-2114 рульне йĕркеллĕ тытса пырайманнипе автомобиль çул айккине чăмнă. Çăмăл машина электричество юпине пырса тăрăннă.
Телее‚ водитель сывă тăрса юлнă. Анчах 20 çулхи пассажир вырăнтах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Ахаль пакшасем çулталăкне икĕ хутчен çăм улăштараççĕ, анчах та хÿри çинчи çăмĕ çулталăкне пĕр хутчен кăна тăкăнать.
Пакша хÿрипе парашют вырăнне усă курать.
Ытларах чухне пакшасем пĕчченшер пурăнма кăмăллаççĕ, анчах шартлама сивĕсенче вĕсем пĕр йăвара 3-6 таранччен пухăнса хĕл каçма пултараççĕ.
Кашни кĕркунне чĕрчунсем хĕллене запас хатĕрлеççĕ: тĕрлĕ вырăнсене мăйăр, шишкăсем, йĕкĕлсем, кăмпасем, тĕрлĕ тымарсем пытарса тултараççĕ.
Пакшан шăлĕсем, ытти кăшлакан чĕрчунсенни пекех, ĕмĕрĕ тăршшĕпе ÿсеççĕ.
Пакшан чи лайăх аталаннă туйăм вăл - питĕ лайăх илтни.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Байкалта шкулсемпе больницăсем тăвассине ансатлатни çинчен закона алă пуснă, документа право информацийĕн официалă порталĕнче пичетленĕ.
Закон Байкал çутçанталăк территорийĕнче туса лартма тата реконструкцилеме палăртнă социаллă объектсен проект документацине федералĕ шайра патшалăх экологи экспертизинчен хăтарать, анчах кỹлĕ тулашĕнчи уйрăм сыхланакан территорисенче çеç.
Çакă экологи хăрушсăрлахĕн требованийĕсене пăхăнса Байкал çутçанталăк территорийĕнче пурăнакан çынсене питĕ кирлĕ социаллă объектсем туса лартма тата реконструкцилеме ирĕк парĕ.
РИА Новости материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Вăрман — çутçанталăкăн чи хаклă пуянлăхĕ, анчах та ăна тимлĕ те шанчăклă пулăшакансем кирлĕ. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăрмана сыхлассипе тата нумайлатассипе çăмăл мар тивĕçе пурнăçлакансем хăйсен професси уявне палăртаççĕ.
Районта вăрмансем 25000 гектар лаптăк йышăнаççĕ, вĕсене Пелепей лесничествин Михайловка, Демский тата Пишпÿлек участок лесничествин ĕçченĕсем пăхса тăраççĕ. Вĕсенчен кашниех хăйĕн ĕçне чунтан парăннă.
Виктор Яковлев Ермолкинта çуралса ÿснĕ, халĕ те кунтах пурăнать. Вăл вăрман çинчен, унта пурăнакан чĕрчунсем çинчен тата кашни йывăç-курăк çинчен пĕтĕмпе пĕлсе тăрать. 15 çул ĕнтĕ Виктор Николаевич Михайловка участок лесничествинче тăрăшать.
— Эпе яли колхозра механизатор пулса ĕçлеттĕмччĕ, — каласа парать Виктор Николаевич. — Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен Ринат Миргалиев Михайловка участок лесничествинне ĕçлеме чĕнчĕ, эпе килĕшрĕм. Çавăнтанпа кунта ĕçлетĕп те. Кашни кĕркунне МТЗ трактора 10—12 гектар çĕр алса хатĕрлетпĕр, çуркунне вара 80 пине яхăн çамрăк хунав лартатпăр, çапла майпа вăрмансене çĕнететпĕр.
Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем вăрманта пурăнаççĕ тени те йăнăш пулмасть. Вармансене сыхлас тата ĕрчетес ĕç çăмăл мар, çавăнпа та вĕсем çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен вăрманта. Кашни ĕçе вăхăтлă туса пымалла. Вăрман хуçалăхĕнче Виктор Николаевич пек ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшсан, вăрмансен пусаслăхĕшĕн пăшăрханмалли çук.
Ирина Фомина.
Автор ĕçĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Сена — Сен-Дени (франц. Essonne) — Францин тĕп облаçĕн çурçĕр енче вырнаçнă, Иль-де-Франс регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 93. Администрациĕ Эври хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 1,134 млн (1999) çын.
ГеографиПравить
Департамент лаптăкĕ 1 804 км² танлашать. Департамент Парижран хĕвелтухăçнелле тата çурçĕр-хĕвелтухăçнелле вырнаçнă.
Департамент шутне 3 округ, 42 кантон тата 196 коммуна кĕреççĕ.
ИсториПравить
Сена — Сен-Дени департаментне 1968 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Сенăпа Сена тата Уазăн пĕр пайĕнчен йĕркеленĕ. |
Администраци центрĕ, Администрациллĕ тĕп — территори пайĕн (районăн, облаçĕн, çĕршывăн т. ур.). администрацийĕ (влаç тытăмĕн органĕсем) вырнаçнă тата территори пайĕн тĕпĕ шутланакан пурăнан вырăн.
Раççей ФедерацинчеПравить
Раççей Федерацинче «ОБ ОБЩИХ ПРИНЦИПАХ ОРГАНИЗАЦИИ МЕСТНОГО САМОУПРАВЛЕНИЯ В РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ» Федераци саккунĕн 2-мĕш Статьинче çапла çирĕплетнĕ: Тĕп терминсемпе ăнлавсем:
« ял тăрăхĕн, муниципаллă районăн администрациллĕ тĕпĕ — вырăнти йăла-йĕркепе тата пулса çитнĕ социаллă инфраструктурăпа килĕшӳллĕ тата Раççей Федераци субъекчĕн саккунĕпе йышăнса палăртнă, муниципаллă йĕркелĕвĕн патшалăх тытăмĕнчи элчĕллĕ ĕçлĕ пурăнан вырăн»[1]
АсăрхавсемПравить
^ ФЕДЕРАЛЬНЫЙ ЗАКОН «ОБ ОБЩИХ ПРИНЦИПАХ ОРГАНИЗАЦИИ МЕСТНОГО САМОУПРАВЛЕНИЯ В РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ»
Ку географи терминологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Лидер шутӗнче Çӗпрел районӗ, тӗрӗсрех каласан, Цильна ял хуçалăхӗ. Кунта гектартан 50 (!) центнер пуçтарса илнӗ
❮
❯
Тутарстан кăçал вырмана 10 кун каярах пуçланă пулин те паянхи куна 60 процент лаптăкран (880 пин гектар) тухăç пухса кӗртнӗ. Çумăрлă кунсенче, паллă ӗнтӗ, ӗç пӗтӗмпех чарăнса ларать. ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов палăртнă тăрăх, вырма ӗçӗсем чарăнса тăнипе çухатусем пулаççех. Ним тума та çук, пулса çитнӗ тӗш-тырă тăкăнма тытăнать. Ăна вара пуçтарса илме çук. Çавăнпа кӗрхи ӗçсем хӗрсе пынă вăхăтра çумăрлă кунсем питӗ чăрмантараççӗ.
Кун пирки министр ТР Правительство Çуртӗнче августăн 27-мӗшӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
Кăтартусем çапларах: республика хирӗсенчен вăтамран пӗр гектартан 30,5 центнер тӗш-тырă пуçтарса илеççӗ. Вунă районта кăтарту 40,1 центнерпа танлашнă. Лидер шутӗнче Çӗпрел районӗ, тӗрӗсрех каласан, Цильна ял хуçалăхӗ. Кунта гектартан 50 (!) центнер пуçтарса илнӗ. Вырма ӗçӗсене те республикăра вӗсем чи малтан вӗçленӗ.
Министр сăмахӗсемпе, Тутарстан çураки вăхăтӗнче кӗрхи культурăсене 200 пин гектар çинче 1,5 миллиард тенкӗлӗх çухату тӳснӗшӗн компенсаци илме шанса тăрать. Унăн калăпăшӗ хальлӗхе паллă мар, ку РФ Правительствинчен килет. Çухатусемпе çыхăннă хутсене РФ Ял хуçалăх министерствипе Раççей МЧСне ярса панă. Çакăн пекех документсем Пушкăртстан, Мордови республикисенчен, Оренбургпа Самар облаçӗсенчен çитнӗ.
Марат Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал республикăра 5 миллион тонна тӗш-тырă пухса кӗртме палăртнă. Анчах çанталăк йӗпе-сапаллă пулсан, ку прогноз пурнăçланмасса та пултарать. «Вырма пуçламăшӗнчех çанталăк аван тăнă пулсан, çухату тӳсместӗмӗр. Хăш-пӗр районсенче талăкра нӳрӗк 80 мм танлашрӗ. Хирсене техника кӗрейменнипе вăхăта çухатрăмăр. Халӗ эпӗ прогнозсемпе пурăнмастăп ӗнтӗ. Кăтарту 4,5 – 5 миллион тонна хушшинче пулма пултарать», – терӗ министр.
Паяна 2,7 миллион тонна пуçтарса кӗртнӗ. Вырма ӗçӗсене сентябрӗн иккӗмӗш çурринче вӗçлеме палăртнă. Хирсенче халӗ 3,5 пин комбайн ӗçлет, талăкне кашни 100, 150 тонна тӗш-тырă çапать. |
Пушкăртстанăн тĕп хулинче 590 çамрăк çынна шыраççĕ. Вĕсем пурте çар службинчен пăрăнса юлнă. Ĕпхÿ администрацийĕн гражданла общество институчĕпе хутшăнăва кĕрекен управлени начальникĕ Артур Гафаров каланă тăрăх‚ пĕтĕмĕшле хула кĕрхи призыв планне пурнăçлать. Аутсайдерсен йышне Киров районĕ кĕнĕ.
- Палăртнă 130 çынран район служба иртме 70 çамрăк çын çеç тăратрĕ‚ – тенĕ А. Гафаров. - Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне Ĕпхÿ пухăну пунктне 282 çын ячĕ.
Çакна палăртса хăвармалла‚ çар службинчен пăрăнса юлакансене 200 пин тенкĕ таран штраф параççĕ‚ ултă уйăха арестлеççĕ е икĕ çулччен тĕрмене хупаççĕ.
Хăш-пĕр Ĕпхÿ çыннисем призыв комиссиĕн йышăнăвĕ пирки суда жалоба параççĕ. Паянхи кун тĕлне Фемидăна парăнса ĕçлекенсем çакăн йышши 30 материал пăхса тухаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Паян 15 сехетрен пуçласа 16 сехетчен Хусанта тăван чӗлхене хӳтӗлесе пӗтӗм тӗнчери шăплăх сехечӗ иртет. Тутар çамрăкӗсем çакăн пек акци ирттерес пуçарупа тухнă. Вӗсем тӗнчери пӗтсе пыракан мӗнпур халăха чӗнсе: - Чăвашсем, пушкăртсем, якутсем, удмуртсем, тутарсем! Сирӗн пӗр-пӗринчен уйрăлса тăмалли пӗр наци уйрăмлăхӗ кăна юлнă, вăл -...
❮
❯
( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Паян 15 сехетрен пуçласа 16 сехетчен Хусанта тăван чӗлхене хӳтӗлесе пӗтӗм тӗнчери шăплăх сехечӗ иртет. Тутар çамрăкӗсем çакăн пек акци ирттерес пуçарупа тухнă. Вӗсем тӗнчери пӗтсе пыракан мӗнпур халăха чӗнсе:
- Чăвашсем, пушкăртсем, якутсем, удмуртсем, тутарсем! Сирӗн пӗр-пӗринчен уйрăлса тăмалли пӗр наци уйрăмлăхӗ кăна юлнă, вăл - чӗлхе. Тăван чӗлхесӗр тӗнче мӗнле вăл? Хутшăнăр, унсăрăн ыран халăхăр шăпланать. Тăван чӗлхене упраса хăварăр! - тенӗ.
Акцие хутшăнакансем çакна тăван-пӗлӗшӗсене ăнлантарса килте, ӗçре шăппăн ларма пултараççӗ. Шăплăх сехетне мӗнле ирттернине #тынлыксэгате, #частишины хештегсемпе мӗнпур социаллă сетьра вырнаçтармалла. |
Уйăх пуçламăшĕнче районти çар комиссариачĕн личнăй составне 2019 çулхи мобилизаци хатĕрлĕхĕнчи ăнăçусемшĕн Хисеп грамотипе палăртнă.
— Эпир республикăри ял муниципалитечĕсенчи çар комиссариачĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр, — каласа парать районти çар комиссарĕ Валерий Шарифуллин. — Пире уявла лару-тăрура хисепле вымпел та пачĕç.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Па-де-Кале (франц. Pas-de-Calais) — Францин çурçĕр енче вырнаçнă, Çурçĕр — Па-де-Кале регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 62. Администрациĕ Аррас хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 1,442 млн (1999) çын.
ГеографиПравить
Департамент лаптăкĕ 6 671 км² танлашать. Анăç енче çыранĕсем Па-де-Кале проливĕ енне тухаçĕ. Çав проливранах департамент ячĕ пулнă. Департамент урлă Отье, Отье, Канш, Темуаз, Лиан, Сансе юханшывсем юхаççĕ.
Департамент шутне 7 округ, 77 кантон тата 894 коммуна кĕреççĕ.
ИсториПравить
Па-де-Кале — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Булонне, Понтьё тата Артуа провинцисен çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. |
(Вера Александрова).Аслă çулти çынсенчен нумайăшӗ пенси çулне çитсе пынă май хăвăртрах тивӗçлӗ канăва тухма ӗмӗтленет пулсан, теприсем ку вăхăтра аслă шкула кăна вӗренме кӗреççӗ-ха. Шанмастăр-и? Эппин паллашар-ха ун пек çынпа: Петр Корняков, ак ӗнтӗ хӗрӗх çул ытла Шупашкарта пурăнать вăл. Çуралма вара Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хамăр...
❮
❯
(Вера Александрова).Аслă çулти çынсенчен нумайăшӗ пенси çулне çитсе пынă май хăвăртрах тивӗçлӗ канăва тухма ӗмӗтленет пулсан, теприсем ку вăхăтра аслă шкула кăна вӗренме кӗреççӗ-ха. Шанмастăр-и? Эппин паллашар-ха ун пек çынпа: Петр Корняков, ак ӗнтӗ хӗрӗх çул ытла Шупашкарта пурăнать вăл. Çуралма вара Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хамăр çын, Тутарстан чăвашӗсем тӗлӗнтерме пăрахмаççӗ. Петр Васильевич çитес уйăхра 59 çул тултарать. Вăл - И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн истори факультечӗн студенчӗ. Халӗ 3-мӗш курсра вӗренет ентешӗмӗр. Мӗн хистенӗ-ха 56 çулти Çӗнӗ Шăхаль чăвашне виçӗ çул каялла студентсен ретне тăма?
- Историпе эпӗ тахçанах интересленетӗп-ха. Архивсенче ларса хамăр йăхăн несӗл йывăççине тума пултартăм, вунă сыпăк таранах тупса палăртма мехел çитертӗм. Çав вăхăтрах хам çуралса ӳснӗ тăрăхăн историйӗпе те кăсăкланма тытăнтăм. Ытларах та ытларах пӗлес килчӗ. Каласа хăварас пулать, юлашки çулсенче ывăлăмăр Олег пулăшнипе тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне çитсе куртăмăр. Черетлӗ çулçӳреве Стамбула кайсан Çветтуй София соборӗнче пулса курма май пулчӗ. Унта Владимир кнеçе 988 çулта шыва кӗртнӗ-мӗн. Шăпах çакăнта эп хам историе питӗ япăх пӗлнине ăнланса илтӗм. Хамăн шухăшсене сасăпах каларăм. Ывăл çакна илтрӗ те: «Атте, мӗн чăрмантарать вара сана вӗренме? Тыт та вӗренме кӗр», - терӗ. Ун сăмахӗсене илтсен хавхаланса кайрăм, эп нумай шухăшласа тăракан çын мар, çулçӳреврен таврăнсан тытрăм та документсене йышăну комиссине кайса патăм, - каласа парать Петр Васильевич.
Экзаменсем пуçланиччен пӗр уйăх юлнă пулнă. Паллах, студент пулма çирӗп тӗллев лартнă ентешӗмӗр пăшăрханман мар ӗнтӗ: ара, тем тесен те шкул пӗтернӗренпе 40 çул иртнӗ-çке, шкулта вӗренни нумайăшӗ манăçнă та. Çапах та библиотекăра кунсерен сехечӗ-сехечӗпе ларни, интернетра историпе çыхăннă статьясем вулани, тестсем иртни харама кайман: П.Корняков вырăс чӗлхипе, историпе тата обществознанипе экзаменсене ăнăçлă тытса 160 балл пухса истори факультечӗн куçăн мар уйрăмӗн студенчӗ пулса тăнă. Ак ӗнтӗ, студентсем калашле, вӗренӗвӗн «экваторӗ» те хыçра, урăхла каласан вӗренӗвӗн çур пайӗ урлă иртнӗ.
Университета вӗренме кӗнӗренпе Петр Корняковăн хăйӗн çак утăмӗ пирки тем те илтме тивнӗ иккен. Пӗрисем çав çула çитсен мӗн тума вӗренмелле тесе питленӗ, теприсем пачах тепӗр майлă, ырланă, хавхалантарнă.
- Мăшăрăм та малтан ман утăм çине шанмасăртарах пăхрӗ, анчах та хирӗçлемерӗ. Студентсен ретне тăма хавхалантараканни ывăл пулчӗ, халӗ те ун тӗревне кашни самантрах туйса тăратăп. Пӗрле вӗренекенсемпе преподавательсем малтанхи вăхăтра ман çине нумай тимлӗх уйăратчӗç. Ара, тем тесен те аслă шкула вӗренме кӗрекенсен хушшинче ман çулти çынсем сайра-çке. Кайран пурте хăнăхса çитрӗç, - аса илет виçӗ çул каяллахине ентешӗмӗр. - Вӗренӳ мана çамрăклатса ячӗ темелле: эпӗ ытларах çулçӳревсене кайма пуçларăм, нумай вулатăп, компьютера та çамрăксенчен кая мар алла илтӗм халь, рефератсемпе тӗрӗслев, курс ӗçӗсене те хăвăрт çырма вӗренсе çитрӗм. Вӗсенчен юлас килмест. «Пӗлместӗп, пултараймастăп» тесе лараймастăн-çке, преподавательсем эп ыттисенчен самай аслине кура çăмăллăх памаççӗ мана, «вӗренме кӗнӗ-тӗк, ыттисем пекех тăрăш, вӗрен» теççӗ.
Петр Васильевич ялти шкула пӗтерсен Çӗнӗ Шупашкарти 15-мӗш номерлӗ профессиллӗ училищӗре вӗренсе вентиляци системисен монтажникӗн специальноçне алла илнӗ. Ӗмӗр тăршшӗпех хăйӗн специальноçӗпе тăрăшнă вăл. Мăшăрӗпе Альбина Аркадьевнăпа пӗрле ывăл çуратса ӳстернӗ. Халӗ Олег хăй те тахçанах çемьеллӗ ӗнтӗ, виçӗ хӗрпӗрчи ашшӗ. Аслашшӗпе асламăшӗ мăнукӗсене пăхма нумай пулăшаççӗ çамрăк çемьене.
«Ӳркенмесен, тăрăшсан тем те тума пулать», - текен каларăш Петр Васильевичăн девизӗ теме те пулать. Вăл питӗ пултаруллă çын. Çуллансан вӗренме кӗнипе кăна та мар. Кулленхи пурнăçра та питӗ хастар. П.Корняков пурнăçăн кашни самантне усăллă ирттерме тăрăшать. Теприсем пек эрех-сăра ӗçсе çӳремест, йӳççин шăршине те чăтма пултараймасть вăл. Сывă пурнăç йӗрки тытса пырать. Пушă вăхăтра йогăпа, медитаципе аппаланать, бассейна çӳрет, сăвăсем те çырать. Çăва тухсан вара велосипед çинчен анмасть. Хăй каланă тăрăх, велосипедпа çӳренин километрӗ хăш-пӗр уйăхсенче 1 пине те çитет-мӗн. Пӗрре Шупашкартан тăван ялне - Çӗнӗ Шăхале - велосипедпа кайса килме те ӳркенмен П.Корняков. Çулӗ вара çывăх теме çук. Пӗр енне сахалтан 170 километр. 12 сехет хушши педаль çавăрттарма тӳр килнӗ, çапах та тӗрӗс-тӗкелех çитнӗ тăван тăрăха. Петр Васильевич пуçланă ӗçе çурма çулта пăрахма хăнăхман, умне тӗллев лартать-тӗк - пурнăçлатех.
Хальхи вăхăтра ентешӗмӗр Чăваш Енри чи аслă студент шутланать. 2016 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче «Пӗрремӗш каналпа» «Доброе утро» программăра Раççейри чи аслă студентсем пирки сюжет кăтартнă пулнă. Петр Васильевич пирки те каласа панă унта, вăл вӗсен хушшинче çул ӳсӗмӗпе тăваттăмӗш пулнă-мӗн.
Хальхи вăхăтра П.Корняков йăхри çынсем пирки тарăн тӗпчевсем туса ирттерет, Хусанти, Ульяновскри архивсенче час-час пулать. Хăйӗн несӗлӗсене тупнипе кăна мар, çынсене те пулăшать ку тӗлӗшпе.
- Чи кирли, хăв миçе çулта пирки шутламалла мар. Яланах хăюллă утăмсемпе малалла утмалла. Ваттисем калашле, ӗмӗр пурăн, ӗмӗр вӗрен. Ман шутпа, вӗренме миçе çула çитсен те кая юлман-ха, - тет И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗ. |
Елчĕк çĕрĕ паллă та мухтавлă, пултаруллă çынсемпе пуян. Кӑҫал Чӑваш енре мухтавлӑ ҫынсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫакӑ татах та курӑмлӑ. Чӑннипех те маттур елчӗксем. Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен каласа пӗтерме те ҫук. Мӗн чухлӗ паллӑ ҫыравҫӑсем? Афалек Энтепе, Борис Борлен, Владимир Алмантай, Василий Эктел, Елен Нарпи тата ыт. Вырӑнти ҫыравҫӑсем Николай Малышкин, Анатолий Тимофеев-Сӑрнай, Иван Иноходов, Петрпа Алексей Смирновсем, Николай Алексеев – пурне те каласа та пӗтерме ҫук. Ҫак ентешсен ҫумне халӗ тепӗр ҫӗнӗ ятсем хутшӑнаҫҫӗ.
Егоров Сергей Алексеевич — 1968 ҫулта Елчӗк районӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. 1994 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университетӗн истори факультетне, 2005 ҫулта Чулхулари Раҫҫей Федерацин МВД академин Шупашкарти филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ. Оставкӑри милици подполковникӗ. 1987-1988 ҫулсенче Афганистан, 2005-2009 ҫулсенче Чечен вӑрҫине хутшӑннӑ.
2017 ҫулта унӑн мӑшӑрӗпе Ольга Николаевна Егоровапа Элекҫей Тимеш ял историйӗ ҫинчен «Возвращение к истокам» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Ольга Николаевна 1971 ҫулта ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетне, ун хыҫҫӑн 2005 ҫулта Атӑл тӑрӑхҫин патшалӑх академине пӗтернӗ. Чӑваш патшалӑх культура институтчӗн гуманитарипе социаллӑ экономика дисциплина кафедрин аслӑ преподавателӗнче вӑй хурать.
Нумаях пулмасть Егоровсен «Память сильнее времени» ятпа тепӗр кӗнеке кун ҫути курчӗ. Районти тӗп библиотекӑра ҫак кӗнеке хаклавӗ иртрӗ. Кӗнекене хаклама авторсем — Сергейпа Ольга Егоровсем, кӗнекери тӗп сӑнарӑн, Яков Андреевич Андреевӑн мӑнукӗ — Маргарита Павловна Антипова, районти тӗпчевҫӗсем, библиотекарьсем тата вулакансем хутшӑнчӗҫ.
Кӗнеке Шупашкарта Чӑваш республикин культура министерствин ученӑйсен совечӗн килӗшӗвӗпе пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене авторсем хамӑр ентеше Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 20-мӗш ӗмӗрти 20-30-мӗш ҫулсенчи политика деятельне, 1932-1937 ҫулсенче Чӑваш Обкомӗн ВКП(б) иккӗмӗш секретарӗ пулнӑ Яков Андреевич Андреев кун-ҫулне ҫырса панӑ. Кӗнеке хуплашки ҫинче унӑн сӑнне курма пулать. Тӗшшинче архив докуменчӗсемпе, ҫемье архивӗн докуменчӗсемпе усӑ курса, Маргарита Павловна Антипова мӑнукӗн аса илӗвӗсем, сӑн ӳкерчӗксем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Яков Андреевич Андреев 1888 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хусан губернин Тетюши уезчӗн Алькеевски вулӑсне кӗрекен (халӗ Елчӗк районӗ) Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ.
Яков Андреевичсем – ултӑ пӗр тӑван пулнӑ. Яков ҫемьере чи асли. Ашшӗ Андрей Николаев – чӑваш, амӑшӗ – Евдокия Максимова вырӑс пулнӑ.
Яков Андреевич пӗрремӗш тӗнче, граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Елчӗк районӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ, нумай ӗҫ тунӑ. Вӗсем ҫинчен питех те лайӑх ҫырса панӑ кӗнекере.
Тӗпчевҫӗсем кӗнеке мӗнле кун ҫути курни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗҫ. Яков Андреевич хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки кӗнеке ҫырас ӗмӗчӗ пулнине. Ентешӗмӗрӗн ӗмӗтне Сергейпа Ольга Егоровсем пурнӑҫлани ҫинчен сӳтсе яврӗҫ.
Мероприятинче Маргарита Павловна каласа пани, унӑн аса илӗвӗсем питех те пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Кӗнекене районти тӗпчевҫӗсем пысӑк хак парса тухса калаҫрӗҫ.
Юлашкинчен районти тӗп библиотека ертӳҫи Алина Петрова тав сӑмахӗпе пӗрле ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫынсем пирӗн хушӑмӑрта пулнишӗн, районти паллӑ ҫынна тупса, тӗпчесе кӗнеке кӑларма пултарни питӗ паха ен пулнине палӑртса хӑварчӗ.
Навигация по записям
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ: «Ăс-тăн вăхăтран вăйлăрах» кĕнеке хаклавĕ
Вся вселенная в алфавитном порядке.
Библиотека
Похожие записи
Литературно-музыкальное знакомство «Елчĕк енĕн пултаруллă ҫыннисем: А.А.Тимофеев»
Праздник чувашского языка «Анне чĕлхи – тăван чĕлхе»
Год выдающихся земляков: «Андриян Николаев: Путь к звездам»
Добавить комментарий Отменить ответ
Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены * |
Паян Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Бирск районĕнчи ĕçлĕ çулçÿреве вĕçленĕ май Таса-Троицк хĕрарăмсен мăнастирĕнчи Михаил Архангел чиркĕвне çитсе курнă. Ăна 1783 çулта Галкин тăвĕ çинче туса лартнă. Йывăçран тунă Турă çурчĕ 1842 çулччен упранса тăнă. 1845 çулта Никита Серебряковпа Даниил Балаев купцасен укçи-тенкипе çак вырăнтах чултан çĕнĕ чиркÿ хăпартнă.
Паян Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Бирск районĕнчи ĕçлĕ çулçÿреве вĕçленĕ май Таса-Троицк хĕрарăмсен мăнастирĕнчи Михаил Архангел чиркĕвне çитсе курнă. Ăна 1783 çулта Галкин тăвĕ çинче туса лартнă. Йывăçран тунă Турă çурчĕ 1842 çулччен упранса тăнă. 1845 çулта Никита Серебряковпа Даниил Балаев купцасен укçи-тенкипе çак вырăнтах чултан çĕнĕ чиркÿ хăпартнă.
1936 çулта чиркĕве хупнă, ăна склад вырăнне усă курнă. Вăрçă хыççăнхи Сталин вăхăтĕнчи лăпкăрах саманара Ĕпхÿ епархинчи 40 чиркÿ тата кĕл тумалли çуртсен шутĕнче чиркĕве тепĕр хут уçнă. Çур ĕмĕр вăл Бирск районĕнче пурăнакансемшĕн ĕçлекен пĕртен-пĕр тĕп чиркÿсенчен пĕри пулса тăнă.
2013 çулта Преосвященнейший Амвросий Нефтекамск тата Бирск епископĕ сĕннĕ хыççăн Вырăс Православи чиркĕвĕн Синочĕ йышăннипе Таса-Троицк мăнастирне хута янă. Хальхи вăхăтра Михаил Архангел чиркĕвне юсаса çĕнетнĕ, хăрарăмсен мăнастирĕ валли çурт туса лартнă, ун йĕри-таврари территорине тирпей-илем кĕртнĕ.
2016 çулта кунта Святейший Кирилл Патриарх пулнă, молебен ирттернĕ. 1953-1954 çулсенче чиркÿре Святейший Кирилл Патриархăн аслашшĕ Василий Степанович Гундяев диакон пулса ĕçленĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Наци библиотекинче Чăваш Ен Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указне халалланă канашлу иртрĕ. Республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен культура тата социаллă аталану пайĕсене ертсе пыракансем, культурен муниципаллă учрежденийĕсен пуçлăхĕсем çĕр ĕçченĕн ятне-сумне хăпартмалли, ял пурнăçĕн хăй евĕрлĕхне тата культурине сыхласа хăвармалли майсене сÿтсе яврĕç.
"Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ирттермелли мероприятисен плане 5 пайран, 74 пунктран тăрать. Вĕсем пурте ял пурнăçĕн пахалăхне, пулас ăрусемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварассипе тата малалла аталантарассипе, инновациллĕ аталану никĕсĕ çинче агропромышленность комплексен тупă-шулăхне ÿстерессипе, ял хуçалăх производствине тытса пымалли çĕнĕ технологисене анлăн пропагандăлассипе çыхăннă. Çак пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртме, эпир те, культура ĕçченĕсем, пысăк тÿпе хывма пултаратпăр. Çапла пулмалла та. Эппин, çак тĕллевсене пурнăçламалли майсене тĕплĕн тишкерер те çанăсене тавăрса ĕçе пушшех те вăйлатар", – терĕ канашлăва уçса ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архивĕçĕн министрĕн çумĕ Т.В. Казакова.
"Ял хуçалăхĕ – экономика кăна мар, вал пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркин сайра хаклăхĕсене упраса хăварни, апла пулсан пурнăç йĕркине, наци культурине тата сывлăхне, эппин, нацие хăйне те сыхласа хăварни. Ял пурнăçĕн хăйне майлă культури çине тимлĕн пăхма тытăнмасан эпир йăх тымарне çухатнă çынсене çаврăнма пултаратпăр. Хамăр тымарсене пĕлмесĕр, историе тишкермесĕр хальхи пурнăçа тытса пыма тата пуласлăха тишкерме май çук", – тенĕччĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çак шухăшсене тĕпе хурса палăртрĕç канашлăва хутшăннисем тĕллевĕсене.
Халĕ ялсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерни çынсен пурнăçне çăмăллатрĕ, пуша вăхăт нумайланчĕ. Аслă çулсемпе çыхăнтарни инçетри пĕчĕк ялсенче те тел пулусем ирттерме, концерт-спектакль кăтартма лайăх майсем туса паче. Культура ĕçченĕсене паян тĕрлĕ техника пысăк пулăшу кÿрет. Эппин, кирек мĕнле уява та асра юлмалла кăсăклă, хаваслă йĕркелеме май пур. Ялсен социаллă инфратытăмĕ вĕсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне те çĕнетрĕ. Ку савăнтарать. Çавăнпа та, тыр-пул ăстисен кăмăлне тивĕçтерме çĕнĕлĕхсем шырамалла. Шел те, çак ĕçре профессиллĕ режиссерсемпе сценаристсем çукки хытă чăрмантарать. Çапах та, халăх калашле, "выртан каска мăкланать, çÿрен каска якалать". Çĕр ĕçĕн ахах-мерченне сине тăрса шырамалла, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухмалла, çĕр чунне ăнланакансемпе, хаклакансемпе ытларах канашламалла. Çакна министр çумĕ питĕ ăнланмалла пĕтĕмлетрĕ.
Республика халăх пултарулăх çурчĕн директоре Л. Чернова та паянхи ялăн кану культурине ÿстересси пирки тĕплĕн калаçрĕ. Наци библиотекин наукăпа тĕпчев тата методика уйрăмĕн пуçлăхĕ Р. Глухова халăх йăлисене, сăмахлăхне, пултарулăхне сыхласа хăварас, ял халăхне право тата экономика енĕпе çутта кăларас ĕçре библиотекăсен тÿпи чăннипех те пысăккине палăртрĕ. Çакнах Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин директоре Т. Григорьева та хăшпĕр тĕслĕхпе танлаштарса çирĕплетрĕ. Вал ачасене çĕр ĕçне сăвапа хума, çут çанталăка, çĕре хаклама пĕчĕкрен хăнăхтармаллине тепĕр хут астутарчĕ. "Чăваш ачин пĕр ури сăпкара, тепĕр ури акара", – тесе ахальтен каламан ĕнтĕ халăх. Çакна асра тытсах несĕлĕмĕрсем хĕр ача çуралсан çумне çурла, арçын ача пулсан пуртă хунă.
Музейсем çĕр ĕçĕн нумай докуменчĕсене, хатĕрĕсене, еткерлĕхне упраççĕ, историпе паянхи куна çыхăнтараççĕ. Вĕсенче халиччен çĕр хут илтнине куçпа курма, тытса пăхса ăнланма пулать. Музейсем Президент Указне пурнăçласа мĕн тума пултарни çинчен канашлура Республика наци музейĕн директоре И. Меньшикова чылай чарăнса тăчĕ.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкне чыслăн палăртмалли мероприятисен йышĕ пысăк, тĕллевĕсем аслă. Вĕсене пурнăçламалли вăйсем те шанăç куреççĕ. Республикăра 500 тĕслĕх библиотека ытла, 1917 культура ĕçченĕ, весен 32 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ. "Халăх коллективе" ята илме тивĕçлĕ пулнă ушкăнсем те 200 ытла пирĕн, музейсемпе куравсем те савăнмалăх пур. Чăннипех те пысăк çар. Эппин, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ хăйĕн ятне тÿрре кăларĕ. |
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш наци библиотекин залӗнче Чăваш халăх ăс-хакăлӗпе ӳнер академийӗн отчетпа суйлав пухăвӗ иртрӗ. Академие çӗнӗ пайташсем суйланипе пуçланчӗ вăл. Ун хыççăн отчетлă тапхăрти ӗçпе академи президенчӗ Евгений Ерагин паллаштарчӗ. Академиксен отчетлă тапхăрта пурнăçланă ӗçӗсемпе паллаштарнă май Евгений Ерагин Тутарстан таврапӗлӳçисен ӗçӗ çинче те тӗплӗн чарăнса тăчӗ. Сахалах...
❮
❯
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш наци библиотекин залӗнче Чăваш халăх ăс-хакăлӗпе ӳнер академийӗн отчетпа суйлав пухăвӗ иртрӗ. Академие çӗнӗ пайташсем суйланипе пуçланчӗ вăл. Ун хыççăн отчетлă тапхăрти ӗçпе академи президенчӗ Евгений Ерагин паллаштарчӗ.
Академиксен отчетлă тапхăрта пурнăçланă ӗçӗсемпе паллаштарнă май Евгений Ерагин Тутарстан таврапӗлӳçисен ӗçӗ çинче те тӗплӗн чарăнса тăчӗ. Сахалах мар вӗсем. Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисемпе халăх академикӗсем ТР ЧНКА правленийӗпе пӗрле делегатсене Крыма, Пӗтӗм Раççейри чăваш Акатуйне, илсе каяссине йӗркеленӗ. Аксу районӗнчи Акатуя хутшăннă. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă Василий Сидорович Федоров капитан-лейтенантăн вилтăприне 70 çул иртсен Киров облаçӗнче тупса çуралнă ялӗнче тăванӗсемпе пӗрле палăк лартма пулăшнă, çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тӗлпулу йӗркеленӗ. Крешӗн тутарсен диаспорипе юбилейлă тӗлпулăва хутшăннă.
Ял, район экономикине аталантарма, халăх культурине пуянлатма хастар хутшăннăшăн тата 70 çул тултарнă ятпа Алексеевски районӗнчи ЧНКЦ пуçлăхне Николай Николаевич Сторожева Чăваш халăх академийӗн орденӗпе наградăланă.
Тутарстан таврапӗлӳçисен ертӳçи Александр Семенов Атăлçи Пăлхар историйӗпе Аксу районӗнчи Саврăш тăрăхӗн йăли-йӗркисене тӗпчени çинчен докладпа Хусанта, Шупашкарта иртнӗ конференцисене хутшăннă, студентсем умӗнче тухса каланă.
Июльте Чăваш халăх академийӗн пайташӗсен 18 çынран тăракан пысăк ушкăнӗ Атăлçи Пăлхар çӗрӗ тăрăх çулçӳревре пулнă вăхăтра Александр Семенов чӗннипе Аксу районӗнчи авалхи Саврăш тăрăхне çитсе курнă. Хăнасене районти музей тата библиотека ӗçченӗсем, Савгачевăпа Саврăшпуç çыннисем ăшшăн кӗтсе илнӗ, хăйсен ӗçӗсемпе, куравсемпе паллаштарнă, концерт кăтартнă. Наталия Сергеевна Леонтьева авалтан пыракан йăла-йӗркесем çинчен каласа панă. Хăнасене авалхи паллă «Улăп çӗрӗ», «Улăп тăпри», «Чул палăк сăрчӗ» тата авалхи хулаш вырăнӗсемпе паллаштарнă. Ибн Фадлан асăннă «Джавшыр» çӗре кăтартнă. Улăп тăпри çинчен Пӳлер сăрчӗ курăннине хăйсем курса ӗненнӗ. Çакăнта башня лартас шухăш та çуралнă. Саврăш çӗрне малалла тата тӗпчеме кирлине палăртнă вӗсем.
Сăмах май, халăх академикӗсем çав çулçӳревре Хусанти Ар масарӗнче, чăвашсемшӗн пысăк ӗç тунă Н.Ашмарин профессор вилтăпри çинче пулса курнă. Евгений Ерагин доклад тунă вăхăтра палăк тивӗçлӗ шайра маррине палăртса хăварчӗ. Пуху паллă профессор палăкне çӗнетме йышăнчӗ, ку ӗçе тума Н.Кондрашкин скульптор килӗшрӗ.
Аксу районӗнчи Саврăш тăрăхӗнчи библиотека ӗçченӗсем ыйтнипе кунти чăваш ачисем валли август уйăхӗн вӗçӗнче Чăваш халăх академийӗнчен, Чăваш наци библиотекинчен, ЧР Писательсен союзӗнчен, ытти çӗртен пуçтарнă 800 ытла кӗнекене халăх академикӗсем Э.Патмар тата А.Семенов Саврăш тăрăхне кӳрсе панă. Ку кӗнекесемпе чи малтан Саврăшпуç, Саврăш ялӗсенчи библиотекăсемпе шкулсене тивӗçтернӗ. Çак ӗç малалла пырать.
«Сувар» хаçат редакцийӗпе пӗрле Тутарстанри чăваш ялӗсен историне тӗпчеççӗ. Чăваш халăх академийӗн Тутарстанри уйрăмӗн палăртнă ӗçӗсем тата та нумай, анчах укçа-тенкӗ çитменрен вăраха тăсăлаççӗ.
Тутарстанра наци этнокультурине тӗпчес, çавăн пекех этнокультурăна аталантарас тӗлӗшпе хастар ӗçленӗшӗн А.Семеновпа В.Болгарские «Чăваш халăх ăс-хакăлӗн тава тивӗçлӗ ăсти» хисеплӗ ята пачӗç.
Пухура Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Н.Угаслов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ В.Оринов, ЧНАНИ вице-президенчӗ Л.Ефимов, ЧНАНИ президиумӗн членӗсем Э.Патмар, С.Отрыванов, В.Федотов, Р. Альтина, Н.Адер (Чăваш Ен, Çӗмӗрле районӗ), А.Семенов (Хусан), Н.Кондрашкин (Ульяновск), В.Токмаков (Санкт-Петербург), А.Руссаков (Ӗпхӳ) тухса каларӗç, тивӗçлӗ сӗнӳсем пачӗç.
Пухура академи президенчӗ пулма Евгений Евстафьевич Ерагинах çирӗплетрӗç, ытти чылай ыйтусене те пăхса тухрӗç. |
Паян Мускав хулинче Евгений Евтушенкăпа сывпуллашаççӗ. Церемони хулари литераторсен çуртӗнче иртет. Поэт тупăкне Пысăк зал сценин варрине вырнаçтарнă, - тесе пӗлтерет ТАСС. Аса илтеретпӗр, Евтушенко апрелӗн 1-мӗшӗнче 84 çулта Америкăра вилсе кайнă. Ывăлӗ Евгений Евтушенко-кӗçӗннин сăмахӗсем тăрăх, ашшӗ юлашки çулсенче рак чирӗпе асапланнă. Граждан панихиди 11 сехетре пуçланнă. Ертсе пыраканӗ...
❮
❯
Паян Мускав хулинче Евгений Евтушенкăпа сывпуллашаççӗ. Церемони хулари литераторсен çуртӗнче иртет. Поэт тупăкне Пысăк зал сценин варрине вырнаçтарнă, - тесе пӗлтерет ТАСС. Аса илтеретпӗр, Евтушенко апрелӗн 1-мӗшӗнче 84 çулта Америкăра вилсе кайнă. Ывăлӗ Евгений Евтушенко-кӗçӗннин сăмахӗсем тăрăх, ашшӗ юлашки çулсенче рак чирӗпе асапланнă.
Граждан панихиди 11 сехетре пуçланнă. Ертсе пыраканӗ Совет тата Раççей литература критикӗ, А.М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн профессорӗ Евгений Сидоров. |
«Татфондбанк» вкладчикӗсен укçисене парас ӗçе хăвăртлатас шутпа «Ак Барс» банкăн ертӳçисем праçниксенче банкăн ӗç графикне улăштарма йышăннă. «Ак Барс» банк вкладчиксене пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла укçа памалла. Декабрӗн 26-мӗшӗнче 649 вкладчик 320 миллион тенкӗ илнӗ. «Ак Барс» банк ПАО правлени председателӗн çумӗ Т.Жаркова каланă тăрăх, праçниксенче май пур таран...
❮
❯
«Татфондбанк» вкладчикӗсен укçисене парас ӗçе хăвăртлатас шутпа «Ак Барс» банкăн ертӳçисем праçниксенче банкăн ӗç графикне улăштарма йышăннă.
«Ак Барс» банк вкладчиксене пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла укçа памалла. Декабрӗн 26-мӗшӗнче 649 вкладчик 320 миллион тенкӗ илнӗ. «Ак Барс» банк ПАО правлени председателӗн çумӗ Т.Жаркова каланă тăрăх, праçниксенче май пур таран нумайрах вкладчика укçа парас тӗллевпе банк ӗç графикне улăштарать. Праçниксенче мӗнле ӗçлессине декабрӗн 30-мӗшӗччен пӗлтерӗç. «Татфондбанкăн» владчикӗсенчен нумайăшӗ « АК Барс» банкра юлаççӗ-мӗн.
Асăннă банкра укçа илес тесен вкладчикăн хăйпе пӗрле паспорт, страхлакан тӳлев пама ыйтса çырнă заявлени (ăна вырăнтах тултарма е сайтран илме пулать) пулмалла. «Татфондбанк» вкладчикӗсем хăйсен укçине декабрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа виçӗ уйăх илме пултараççӗ. |
Литературăпа çыхăннă вырăнсем çын кăмăлĕнче мăнаçлăх тата тăванлăх туйăмĕ çуратаççĕ. Вĕсем çыравçăн кун-çулне, унăн пултарулăх çăлкуçĕ ăçтан тапса тухнине тарăнрах туйса илме пулăшаççĕ. Çавăн пек хаклă вырăнсенчен пĕри – Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕ. Шăпах çак ялтан Ираида Петрова, Прохор Федоров-Минюк, Марина Яковлева, Владимир Аптраман паллă сăвăçсем тухнă.
Кăçалхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнче Владимир Дмитриев (Аптраман) 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Юбилейне паллă тума пуçтарăннă хăнасене хăйĕн çĕнĕ сăввисене вуласа парĕччĕ. Шел пулин те, çак куна курма Турă пÿрмен çав ăна. Анчах та ентешĕсем хăйсен пултаруллă çыннине манмаççĕ. Акă Пишпÿлекри Тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен секторĕ (ертÿçи Н.П. Тарасова) Чăваш чĕлхи кунĕнче «Йĕр» ятлă асăну каçĕ йĕркелесе ирттерчĕ. Унта поэтăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем, вăрах вăхăт хушши пĕрле ĕçленĕ районти «Çутă çул» хаçат ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Пултарулăх каçĕ калаçу мелĕпе иртрĕ. Тăванĕсен аса илĕвĕсем поэтăн сăввисене илемлĕн вуланипе ылмашăнса пычĕç. Пишпÿлекри 1№ тата 2№ шкул ачисем В. Аптраманăн çут çанталăк çинчен çырнă сăввисене вуларĕç. Хăнасем Ольга тата Аня Даниловасем, Людмила Романова шăрантарнă юрăсене киленсе итлерĕç. Каç енне ал çырăвĕсемпе, поэтăн сăввисен пуххипе, В. Аптраманăн пурнăçĕпе пултарулăхне уçса паракан буклетпа тата «Йĕр» видеороликпа паллашрĕç.
Мĕншĕн çак мероприятие шăпах Чăваш чĕлхи кунĕнче ирттерме палăртнă-ха? Мĕншĕн тесен вăл - чăн-чăн чăваш, чăваш чĕлхине, халăха юратса сăвăсем çырнă. Хăй сăввисене Владимир Аптраман чун-чĕре витĕр сăрхăнтарса кăларнă. Вĕсене вуланă май çут çанталăкпа этемĕн шухăш-кăмăлĕ курăнман çипсемпе çыхăнса тăни сисĕнет. Поэтăн шалти тĕнчи те, чĕлхи те пуян. Сăвăсене вуланă май ăна мĕнле кăмăлпа çырнине пĕлме пулать. Тăван ял, тăван тавралăх, çут çанталăк, этемлĕх, чунлăх, юрату , ача-пăча, тăван халăх çинчен шăрçаланă сăввисенче хăйне канăç паман шухăш-туйăмне уçса парать. Вулакан автора хумхантарнă ыйтусене çĕнерен те çĕнĕрен хускатса хăй витĕр кăларать. Ахальтен мар ĕнтĕ Анатолий Никитин унăн чылай сăввисене юрра хывнă.
Наталья ТАРАСОВА,
ПР чăваш халăхĕпе ĕçлекен сектор ертÿçи.
Пишпÿлек ялĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
19-мӗшӗ - Панулми Сăпасӗ. Кӗркуннене кӗтсе илмелле. Çанталăк типӗ-тӗк, кӗркунне типӗ пулать, хӗвеллӗ-тӗк - хӗлле шартлама сивве. Панулми Сăпасӗ мӗнле, Пукрав (октябрӗн 14-мӗшӗ) çапла килет тенӗ. Пӗрремӗш панулмисене пуçтармалла. Çак кунран тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайма тытăнаççӗ. 20-мӗшӗ - пылак çырласене йӳççисем ылмаштараççӗ. Кӗтмел, шăлан çырли ӗлкӗрет, пилеш хӗрелет. Вăрман йывăçӗсем...
❮
❯
19-мӗшӗ - Панулми Сăпасӗ. Кӗркуннене кӗтсе илмелле. Çанталăк типӗ-тӗк, кӗркунне типӗ пулать, хӗвеллӗ-тӗк - хӗлле шартлама сивве. Панулми Сăпасӗ мӗнле, Пукрав (октябрӗн 14-мӗшӗ) çапла килет тенӗ. Пӗрремӗш панулмисене пуçтармалла. Çак кунран тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайма тытăнаççӗ.
20-мӗшӗ - пылак çырласене йӳççисем ылмаштараççӗ. Кӗтмел, шăлан çырли ӗлкӗрет, пилеш хӗрелет. Вăрман йывăçӗсем симӗс тума майпен сарă-хӗрлӗ тӗспе улăштарма пуçлаççӗ.
21-мӗшӗ - халăх календарӗпе Мирон. Çак кун январь уйăхӗ мӗнле пулассине кăтартать.
22-мӗшӗ - халăх календарӗпе Матфей. Ăшă çумăрсем пӗтеççӗ, малалла сиввисем çума пуçлаççӗ.
23-мӗшӗ - халăх календарӗпе Лаврентий. Çак кун кăнтăрла шыв-шура сăнамалла. Шыв лăпкă-тăк, хӗлле вăйлă çил-тăмансăр пулать. Енчен те шăрăх е вăйлă çумăрлă пулсан кӗркунне те çаплах килет.
24-мӗшӗ - ӗлӗк çак кун масар тата шурлăхсем çийӗн çутăсем курăннă, вӗсем вилнӗ çынсен чунӗсем тенӗ. Çавăнпа çак кун пӗр тумлам та эрех ӗçме юраман, мӗншӗн тесен вилнӗ çынсем ӗçекенсене айăплама пултараççӗ. Сурăх çăмне иртмелли юлашки кун, каярах юлсан сивӗсем пуçланиччен çăмӗ ӳссе ӗлкӗреймест. |
Çуллен кӗркуннерен пуçласа çуркуннеччен уйăхра пӗрре Элмет район чăвашӗсен Элмет хулинчи Çамрăксен центрӗнче Чăваш культурин кунне ирттересси йăлара. Чăваш артисчӗсен концертне ирттернипе кăна çырлахмаççӗ вӗсем. Тӗлпулăва сумлă чăвашсене те чӗнеççӗ. Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Раиса Сарпи, Николай Сорокин тата ыттисем килнӗ. Паллă культура ӗçченӗсемпе, çыравçăсемпе тӗлпулусем яланах халăхпа ыйту-хурав формачӗпе...
❮
❯
Çуллен кӗркуннерен пуçласа çуркуннеччен уйăхра пӗрре Элмет район чăвашӗсен Элмет хулинчи Çамрăксен центрӗнче Чăваш культурин кунне ирттересси йăлара. Чăваш артисчӗсен концертне ирттернипе кăна çырлахмаççӗ вӗсем. Тӗлпулăва сумлă чăвашсене те чӗнеççӗ. Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Раиса Сарпи, Николай Сорокин тата ыттисем килнӗ. Паллă культура ӗçченӗсемпе, çыравçăсемпе тӗлпулусем яланах халăхпа ыйту-хурав формачӗпе иртеççӗ иккен. Ку вара тăван культурăпа тата çывăхрах паллашма пулăшать.
Район администраци пуçлăхӗ чăвашсене культурăллă аталанма çулталăкне икӗ хутчен залпа тӳлевсӗр усă курма ирӗк парать иккен. Элмет чăвашӗсем тепӗр Чăваш культура кунне ноябрӗн 18-мӗшӗнче ирттерме планланă. Вӗсем патне тӗлпулăва Чăваш халăх артистки, ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Иовлева килет. Паллах, концерт кăна мар, малтан унпа тӗлпулу пулать. Элмет чăвашӗсемшӗн ку тӗлпулу та хаваслă та усăллă иртетех. Мӗншӗн тесен халăха концерт кăтартнисӗр пуçне Елена Иовлева чăваш театрӗ çинчен каласа парӗ.
Кăмăллипе усăллине пӗрлештерес ăсталăх пуртан элметсем марттур та. Вӗсем ырă йăласене ачасене мӗн пӗчӗкрен хăнăхтарса ӳстереççӗ. Çавăнпа кунта чӗлхи те, тӗнӗ те манăçмасть, мӗншӗн тесен манăçма памаççӗ. |
Икĕ уйăх каярах «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 150 пинрен иртнĕ пулнă.
Ак халь тепӗр ҫитӗнӳ те пур — пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 200 пинрен иртрӗ. Хыпар ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак кӑтарту 200514 куҫарнӑ пуплевӗшпе танлашатчӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне ака уйӑхӗнче пуҫланă. Тӗп ӗҫ — шӑп та лӑп чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсене пухасси. Маларах ӗҫ ытла хӑвӑртах пыман пулсан та хальхи вӑхӑтра лаборатори уйӑхсерен 30 пин ытла мӑшӑр хатӗрлет. Тепӗр май каласан, кунне корпус 1 пин ытла мӑшӑрпа пуянланать.
Корпуса хатӗрлекенсем: Николай Плотников (ертӳҫӗ, корпус сайтне йӗркелесе пыракан); Александр Антонов (машшин куҫарӑвӗ тӗлӗшпе ӑстаҫӑ); Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Алина Иванова (текстпа ӗҫлекенсем). Унсӑр пуҫне ытти ҫынсене те асӑнса хӑварма пулать — вӗсем тӗрлӗ енчен пулӑшу кӳнӗ. Лаборатори ӗҫӗ харпӑр ҫынсен укҫи-тенкипе йӗркеленсе пырать.
Ҫитес вӑхӑтра чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла машшин куҫарӑвӗн сайтне ӗҫлеттерсе ярас шухӑшлӑ. Вӑл альфа-верси шайӗнче ӗҫлӗ.
#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
272 - Консулсем: Луций Папирий Курсор (2-мĕш хутчен) (патриций) тата Спурий Карвилий Максим (плебей). Цензорсем: Луций Папирий Претекстат (патриций) тата Маний Курий Дентат (плебей).
272 - Римлянсем Таренте хупăрланă. Гаваньре карфагенсен флочĕ курăннă. Терент гарнизонĕ рим консулне парăннă. Тарентсен мĕнпур карапне Остие илсе кайнă.
272 - Арей гортинсене вăрçăра пулăшмашкăн Крита кайнă. Пирра, 20 пин салтаклă çарпа, Лаконикине Клеоним чĕннĕ. Пирр, хăйĕн Птолемей ывăлĕпе пĕрле Спартăна штурмланă, анчах та спартансем, Арей ывăлĕ Акротат ертсе пынипе, вĕсене сирсе янă. Тепĕр кунне Спартăна пулăшма Арей 2000 çарпа тата Антигона Аминий çарпуçĕ çитнĕ. Пирр чакнă. Антигон каллех македон хулисене пăхăнтарнă.
272 - Аргосра Аристейпе Аристипп хирĕçнĕ. Аристей вара Пиррпа ынăн Гелен ывăлне пулăшмав чĕннĕ. Арей ун хыççăн пĕр пин крит çыннипе тата спартансемпе пынă. Çĕрле Аристей Пирр умĕнче хапхана уçнă. Антигон çарĕ, Алкионей ывăлĕпе Арей ертсе пынипе Пирр çине тылран тапăннă. Çĕрлехи çапăçура Аргос урамĕнче Пирр пуçне хунă. Унăн çарĕ Антигон енне каçнă. Македони Эпир лăпкăлăх туса хунă. Пелопоннесре пурăнакансем Антигон влаçне йышăннă.
272-255 - Эпир патши Александр II, Пиррпа Ланасса ывăлĕ.
270-мĕш çулсен вĕçĕ - Римлянсем лукансене, бреттисене пăхăнтарнă.
270-мĕш çулсен вĕçĕ - Икĕпат Кĕçĕн Азири кăнтăр çырана, Карири тата Ионири хуласене, Финикие тата Кăнтăр Сирие (Келесирие) тытса тăрать. Ун сĕмĕнче Утравçăсен лиги. |
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ «Раççей Чăваш пики-2016» конкурс тӗнчери чи паллă «Мисс Мира», «Мисс Вселенная» илемлӗх конкурсӗсене те таçта кая хăварчӗ - вăхăчӗпе. Кăнтăрла иртсен 15 сехетре пуçланса каçхине 10 сехетченех пырсан та пуçтарăннă халăх саланса пӗтмерӗ. Тӗрӗссипе, вăхăт иртни сисӗнмерӗ те, çӗршер мăшăр куç сцена çинче пыракан ӗçе тимлӗн сăнарӗ....
❮
❯
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ «Раççей Чăваш пики-2016» конкурс тӗнчери чи паллă «Мисс Мира», «Мисс Вселенная» илемлӗх конкурсӗсене те таçта кая хăварчӗ - вăхăчӗпе. Кăнтăрла иртсен 15 сехетре пуçланса каçхине 10 сехетченех пырсан та пуçтарăннă халăх саланса пӗтмерӗ. Тӗрӗссипе, вăхăт иртни сисӗнмерӗ те, çӗршер мăшăр куç сцена çинче пыракан ӗçе тимлӗн сăнарӗ. Куракансенчен ытларахăшӗ хăйсен ялӗнчен е хулинчен хутшăннă пикене тӗрев пама килнӗ. Кăçалхи конкурса 30 пике хутшăнчӗ, хăш-пӗри инçе çула та пăхса тăман. Ханты-Мансийскпа Ямало-Ненецк автономилле тăрăхсенчен, Мурманскран, Самара, Ульяновск, Тюмень облаçӗсенчен, Тутарстан, Пушкăртстан, Крым тата, паллах Чăваш Ен республикисен чи хӳхӗм те пултаруллă хӗрӗсем пуçтарăнчӗç çак кун Шупашкар хулинчи Чăваш патшалăх филармонийӗнче.
Пӗтӗм Раççейри «Чăваш пики» конкурс Чăваш наци конгресӗ йӗркеленипе тата ЧР Культура министерствин пулăшăвӗпе иртрӗ. Мероприятие уçнă çӗре ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министрӗ Константин Яковлев, Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, ЧР вӗрентӳпе çамрăксен политикин министрӗ Юрий Исаев хутшăнчӗç.
«Раççей чăваш пики» илемлӗх конкурсӗ талантлă та пултаруллă çамрăксене палăртас, вӗсене пулăшас, чăваш халăх культурине аталантарас, йăла-йӗркесене упрас тата, паллах, Раççей регионӗсенче пурăнакан çамрăксен хушшинче социаллă тата культурăллă çыхăнусем йӗркелес, туслăха çирӗплетес тӗллевпе иртет. Йышăннă йӗркесем тăрăх, конкурса чăваш чӗлхине пӗлекен 16-26 çулсенчи хӗрсем хутшăнчӗç. Творчествăлла тата сцена пултарулăхне пикесем хăйсемпе паллаштарасси (визитка), ăс-хакăл, пултарулăх, чăваш апат-çимӗçне хатӗрлесси тата чăваш тумӗн илемне кăтартасси конкурссенче кăтартрӗç. Пӗринчен тепри маттуртарах, хăшӗсем актер пултарулăхне кăтартрӗç, теприсем юрларӗç, виççӗмӗшсем ташласа савăнтарчӗç. Тутарстан пикисем - Ксения Романовăпа Марина Кудряшова питӗ тивӗçлӗ курăнчӗç. Марина юмах лартса акапелла юрларӗ - самай профессионаллă. Ксения хут чечек ăсталассипе мастер-класс кăтартрӗ, номер ыттисеннинчен çӗнӗлӗхпе уйрăлса тăчӗ, сцена çинче вăл хăйне ытарлă та илемлӗ тытрӗ. Пирӗн хӗрсен визиткисем те ыттисенчен уйрăлсарах тăчӗç. Сюжетсене тӗплӗн шутласа ӳкернӗ, унта Хусан сулмаклăхӗпе шайне, çамрăксен хальхи пурнăçне, вӗсен ӳсӗмне лайăх, анлă уçса панă. Кунта тав сăмахӗсем «Тутарстан Чăваш пики» конкурс ертӳçине Сильвия Чаркинăна калас килет. Пӗр вăхăт «Мисс Татарстан» организацире ӗçлесе вăл пысăк опыт пухнă, хӗрсене миллиметр таранччен тӗплӗ хатӗрленме пулăшнă. Сăмаха ӳстермесӗр калатăп, пирӗн хӗрсем хăйнеевӗр, çӗнӗлле курăнчӗç.
Жюрие 30 конкурсанткăран чи илемлине, чи пултаруллине суйласа илме, паллах, çăмăл мар пулчӗ. Пӗр сехет ытла та канашларӗç вӗсем. Куракансем вара çак вăхăтра чăваш эстрадин çăлтăрӗсен концертне курса вăхăта кӗскетрӗç. Чăтăм пӗтсе çитни те палăра пуçларӗ, сцена çине пикесне чӗнсе кăларма кăшкăркалакансем те пулчӗç. Кӗтнӗ хумхануллă вăхăт та çитрӗ. Çӗнтерӳçӗсене палăртма сцена çине ЧНК президенчӗ Николай Угасловпа, ЧНК вице-президенчӗ Владимир Клементьев тухрӗç. Николай Федорович конкурсанткăсене саламласа «Раççей Чăваш пики-2016» конкурса хутшăннă хӗрсем тăван чӗлхене, историе тарăн пӗлнине, хăйсене тивӗçлӗ те сăпайлă, чăн-чăн чăваш хӗрӗ пек тыткаланине палăртрӗ. Малтанласа йӗркелӳçӗсенчен Дипломпа Хисеп хучӗсем тивӗçнисен ячӗсене пӗлтерчӗç. Пирӗн пăшăрхану çеккунтсерен ӳсрӗ темелле. Часах номинацисенче çӗнтернисен ячӗсене пӗлтерме пуçларӗç: «Ăс пике» - Дарья Степанова (Пушкăртстан, Октябрьски), «Куракансем кăмăлланă пике» - Мила Яковлева (Чăваш Ен, Канаш районӗ), «Чи хӳхӗм пике» - Ксения Сергеева (Крым Республики), «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» - Ангелина Адамовапа (Ульяновск облаçӗ) Екатерина Сафронова (Ямалпа Ненец округӗ, Муравленко хули), «Çепӗç пике» - Нелли Львова (Чăваш Ен, Элӗк районӗ) пулчӗç. Чи хумхануллă самант - пӗлтермен икӗ ят кăна юлнă, вӗсен хушшинче Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче çуралса ӳснӗ Ксения Романова ячӗ те пур. Конкурс ертӳçисем вăхăта юриех тăснăн туйăнчӗ. Чӗре пырта тапнăн тăпăртатрӗ. Иккӗмӗш вырăна Пушкăртстан пики Елена Садыкова çӗнсе илнине пӗлтерсен иккӗленӳ юлмарӗ - пирӗн пике çӗнтерӳçӗ.
- «Раççей Чăваш Пики-2016» - Ксения Романова! - тесе зала янраттарнă хыççăн залра ларакан тутарстансем пӗр çеккунтлăха шăплăннă хыççăн сывлăша чӗтрентерсе савăнса кăшкăрма пуçларӗç, пӗр-пӗрне ыталаса саламларӗç. Ксения чăннипех те тивӗçлӗ çӗнтерӳçӗ. Вăл хăйне пур енчен те лайăх кăтартрӗ. Кайран та çухалса каймарӗ. «Паллах, мана çӗнтерӳ питӗ савăнтарать. Çакăншăн эпӗ чи малтан Сильвия Чаркинăна тав тăватăп, вăл пирӗнпе ӗçлемен, хатӗрленме пулăшман пулсан ку çӗнтерӳ пулаймастчӗ. Тата, паллах, аттепе аннене тав тăватăп. Вӗсем мана çуратса ӳстернӗ, ырă пулма вӗрентнӗ. Ку ман çӗнтерӳ кăна мар, вăл Тутарстан командин çӗнтерӗвӗ», - терӗ Ксения.
Пирӗн тепӗр конкурсантка Марина Кудряшова та хăйне пур енчен те лайăх кăтартрӗ, ман шутпа, вăл пӗр-пӗр номинаци çӗнтерӳçи пулмаллаччех. Жюри ахăртнех урăхла шутланă, Тутарстанăн икӗ пикине те çӗнтерӳçӗсен шутне кӗртни, тен, ытлашши туйăннă.
Чăваш наци конгресӗпе спонсорсем конкурса хутшăннă пикесене пӗрне те парнесӗр хăвармарӗç, Дипломсемпе Хисеп хучӗсене тивӗçнисене, номинаци çӗнтерӳçисене пылак çимӗç карçынккисем, тӗрлӗ сертификатсем пачӗç. Иккӗмӗш вырăншăн канма кайма 20 пин тенкӗлӗх, пӗрремӗш вырăншăн - 30 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗç. |
Пушкăртстан Республикин Первенствин V ушкăнĕн сезонĕн 2-мĕш турĕнче пирĕн районăн ачасен хоккей команди Альшей командине 8:0 шутпа, Чишма командине 8:2 шутпа çĕнтернĕ.
Çитес вайăсем Пишпÿлекре декабрĕн 28-мĕшĕнче иртĕç. Хоккей курма тата пирĕн командана хавхалантарма килсемĕр.
Çамрăксен «Вектор» центрĕн ВК страницинчен.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Бельман Карл Микаэль (шв. Carl Michael Bellmann), — паллă швед сăвăçи тата юрăçи. Вăл ĕçленĕ тĕп жанр — эпистола.
Бельман
Чăвашра «Бельман» пĕрлешĕвĕ пур. Юрий Айташпа Айхи Геннадий Николаевич ăна чăвашла куçарнă. Хайлавĕсем «Сывлăха, тăвансемĕр» ятпа Шупашкарта кĕнекен пичетленсе тухнă.
КаçăсемПравить
«Чăваш Ене»(ĕçлемен каçă) — 2005 çулхи Шупашкарта иртнĕ Тĕнчери Поэзи фестивалĕ çинчен статья. Хыпарта пичетленсе тухнă Иосиф Трер швед чĕлхинчен куçарнă статья.
C.M. Bellmans samlade skrifter. — Göteborg, 1836Шаблон:Ref-sv
Ку Швеци пайăр çыннин биографийĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Эпир пурте Раççей çĕршывĕнче пурăнатпăр. Раççей вăл - тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан‚ тĕрлĕ тĕне ĕненекен, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен тăван килĕ. Çакна шăпăрлансен шайĕнче те асăрхама пулать. Кашни ача сачĕ тĕрлĕ чĕлхепе калаçакансен пысăк çемйи шутланать. Ачасен хушшинче вырăссем‚ пушкăртсем‚ чăвашсем‚ эрменсем‚ украинсем‚ корейсем‚ узбексем...пур. Мĕнле наци халăхĕ пулнине пăхмасăр пирĕн пĕр-пĕрин чĕлхине‚ тĕнне‚ йăли-йĕркисене хисеплемелле.
Эпир, воспитательсем, тĕп тивĕçе пурнăçласа ача садĕнчи шăпăрлансене Пушкăртстанра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен культурипе паллаштаратпăр.Сăмахран, харпăр хăй шайне ÿстерекен план тăрăх, эпĕ «Шкул çулне çитмен ачасене фольклор тата вăйăсем урлă чăваш культурипе паллаштарасси» темăпа ĕçлетĕп.
Январь уйăхĕн вĕçĕнче «Илемпи патĕнче хăнара» ятлă мероприяти иртрĕ. Унта эпир ачасемпе чăвашла паллашма тата сывпуллашма вĕрентĕмĕр: «Здравствуйте! - Сывлăх сунатăп! Аван!»‚ «Доброе утро! - Ырă ир пултăр!»‚ «Привет - Салам!»‚ «Пока - Чипер!»‚ «До свидания! - Тепре куриччен!».
Ачасем хаваспах «Тупмалли юмахсем» конкурса хутшăнчĕç. «Чăваш Республики» ятлă презентаци тăрăх чăваш ялавĕпе‚ гербĕпе‚ наци апат-çимĕçĕпе паллашрăмăр‚ «Анне» ятлă юрă итлерĕмĕр тата «Чăваш ташши» видеора ачасем ташланине пăхса килентĕмĕр.
Улттăмĕш ушкăна çÿрекен Яна Яковлева «Пукане» сăвă урлă хăй пушă вăхăтра мĕн тума юратни çинчен каласа пачĕ: пуканепе пĕрле тĕлĕнтермĕш паттăр çинчен кĕнекесем вуланине‚ иккĕшĕ юрăсем юрланине‚ пĕр-пĕрне питĕ юратнине‚ тепĕр чух тунсăхланине пĕлтерчĕ. Хăш чух «эпĕ шкула кайсан ман пукане кампа вылĕ-ши» текен шухăш пуçра çуралнине систерчĕ.
Чăвашсен тумтирĕпе‚ çи-пуçĕпе те паллашрăмăр. Мĕн тери капăр вĕсен тухйисем‚ кĕписем‚ чĕрçиттисем... Ачасен умне чăваш тумне тăхăнса пирĕн педагог-психолог Э.В.Каримова тухрĕ. Çавăнпа та утса çÿренĕ‚ ташланă чух хушпу тенкисене тытса хак пама‚ тухйине тăхăнса пăхма та ĕлкĕртĕмĕр. Чăваш халăхĕ хăйсен тумтирĕсенче ытларах шурă‚ хĕрлĕ‚ сарă тĕссемпе усă курнине палăртмалла. Тĕрĕ-эрешĕсем те вĕсен хăйне евĕрлĕ пулнине‚ унта хĕвел‚ çемье‚ туслăх‚ пурнăç йывăçĕ‚ пурнăç çулĕ‚ ăру аталанăвĕ пулнине пĕлетпĕр.
Ачасем пурте выляса савăнма юратаççĕ. Çавăнпа та вăйăсемсĕр епле-ха? «Çил ачисем»‚ «Сăпсасем»‚ «Ĕçченсем»‚ «Уйăхпа хĕвел» ятлă чăваш вăййисене вылярăмăр. Упа‚ сăпса маскисене тăхăнни вĕсене уйрăмах килĕшрĕ.
Мероприяти вара пĕчĕк чăваш дискотекипе вĕçленчĕ. Аслисем те‚ ачасем те В.Христофоров тата «Янра юрă» ушкăн юрлакан «Çумăр çăвать» чăваш юррисен попуррипе ташларăмăр. Пурте кăмăллă юлчĕç.
Наталья ЯКОВЛЕВА‚
61№ ача сачĕн воспитателĕ‚
Çтерлĕ хули.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Çу кунĕсем çитрĕç. Çĕршер пин ачашăн вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. Умра виçĕ уйăх ирĕклĕ ачалăх. Ирхине улттăра тăмалла мар‚ уроксем тăвассине хальлĕхе манма юрать, апла пулсан алгебрăпа деепричасти çаврăнăшĕсене те вĕренмелле мар. Каникул!
Паянхи материалта сăмах вăхăта илемлĕ те савăнăçлă‚ кăмăла кайман пулăмсемпе пăсмасăр‚ хăрушсăр та комфортлă ирттересси çинчен пырĕ. Ача-пăча таçта та аманма пултарать. Çакă, паллах, ашшĕ-амăшне питĕ пăшăрхантарать. Суранланни ачан сывлăхне йывăр сиен кÿме, вилĕм патне илсе пыма пултарать. Хăш-пĕр чухне ачалăхра суранланни пĕтĕм пурнăçа витĕм кÿрет.
Хваттерте
- Вăйă вăйăпа‚ анчах хăрушсăрлăх çинчен ялан астумалла. Шăрпăкпа‚ утюгпа тата вĕри шывпа пиçсе кайма‚ çĕçĕпе кастарма‚ эмелсемпе наркăмăшланма‚ розеткăна пĕрер япала чиксен ток çапма пултарни çинчен ачасене каласа памалла.
- Пĕлмен çынсене алăк уçма чупмалла мар (вĕсем «эпĕ сирĕн çывăх çыннăр‚ юлташăр» тесен те). Алăка е домофона шăнкăравласан «Атте çывăрать‚ чăрмантарма хушмарĕ» е «Манра уçă çук» тесе хуравламалла.
- Чÿречене‚ лоджипе балкона уçă хăварни - пĕчĕк ачасемшĕн чи пысăк хăрушлăх. Пĕр вăхăтлăха пăрăнсан ача уçă чÿрече янаххи çине хăпарса маскит сетка çине таянса ларать. Маскит сеткăн ниепле хытаркăчĕ те ача ÿкессинчен хăтармасть. Çавăнпа та килте пĕчĕк ачасем пур пулсан, тимлĕхе çухатмалла мар, ачасем ăçта тата мĕнпе вылянине сăнасах тăмалла. Пÿлĕме уçăлтарас тесен чÿречене вертикальлĕ уçса хăвармалла.
- Кил-çуртри электричество приборĕсем - пирĕн пулăшакансем. Анчах‚ тĕрĕс усă курмасан‚ вĕсем вилĕм патне те илсе пыма пултараççĕ. Çавăнпа çак правилăсене асра тытмалла:
- электроприборсене йĕпе алăпа тытма тата пĕр розеткăна темиçе электроприбор чикме юрамасть;
- электроприборсем йĕркеллĕ ĕçлемесен‚ вĕсемпе усă курма кирлĕ мар;
- малтан проводана сете чикмелле‚ унтан прибора хускатмалла.
Пушар вăхăтĕнче
- Килтен тухса кайнă чухне шăрпăксемпе зажигалкăсене пытарса хăвармалла. Ацетон‚ бензин‚ спирт тата ытти çунакан япаласене ачасен алли çитмелле мар вырăна хумалла. Вăхăт-вăхăтпа шăпăрлансене вут-çулăмпа выляма юраманнине астутарса тăмалла.
- Пушар тухсан хваттертен е çуртран хăвăртрах тухса чупмалла. Инкек çинчен кÿршĕсене пĕлтермелле (вĕсем пушар сÿнтерекенсене шăнкăравлама пултарĕç). Енчен те коридорта тĕтĕм вăйлă пулсан алăка уçма юрамасть. Ун чухне аслисене шăнкăравламалла е балкон çине тухсан иртен-çÿренсене чĕнмелле.
- Пулăшу кирлĕ пулсан‚ хăраса, именсе тăмалла мар. Кĕсье телефонĕнчен 112 номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтмалла (счетра укçа-тенĕ пулмасан е телефона сим-карта лартмасан та шăнкăравлама пулать).
- Васкавлă пулăшăва шăнкăравласан‚ хăвăр ятăрпа хушаматăра‚ ăçта инкек пулнине тата кама пулăшу кирлине пĕлтермелле. Пĕр енчен‚ хыпара тĕрĕс пĕлтерсен инкек пулнă çĕре мĕнле машина ямаллине диспетчера ăнланса илме çăмăлтарах пулĕ. Тепĕр енчен - чăн пулнине шанĕ.
Статистика тăрăх шăнкăравсенчен 80% суя. Хăш чухне ачасем те‚ аслисем те вут-çулăм тĕтĕмне е шыв пăсне пушар вырăнне йышăнаççĕ. Анчах шÿтлесе шăнкăравланисем те чылай. Закон тăрăх, суя шăнкăравсем тăвакансене 1500 тенкĕлĕх‚ шкулта бомба пур тесе шÿтлекенсене темиçе çĕр пин тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ. Çавăнпа ачасене ултавлă шăнкăравсем тума юраманнине ăнлантармалла.
Урамра
Каникул вăхăтĕнче ачасем ытларах чухне вăхăта тулта ирттереççĕ. Çавăнпа аслисен хăйсен тĕпренчĕкĕсене урамри хăрушсăрлăх йĕркисемпе те паллаштармалла:
- Аслисемсĕр вăрмана‚ чугун çул патне‚ юхан шыв е пĕве хĕрне кайма‚ юлашкисенче шыва кĕме юрамасть. Пушкăртстанра çу кунĕсенче темиçе теçетке ача шыва путать. Вĕсем пурте лайăх ишме пĕлетпĕр тесе шутлаççĕ.
- Палламан çынсемпе калаçма тата машинăна кĕрсе ларма юрамасть. Вĕсем канфет паратпăр е кушак-йытă кăтартатпăр тата ыт.те тесе улталама пултараççĕ. Çавăнпа хăвăр ачăра çирĕп «çук» тесе калама вĕрентĕр. Çакă унăн пурнăçне çăлма пулăшĕ.
- Килсĕр-çуртсăр выльăхсене ачашлама тата витлеме юрамасть. Мĕншĕн тесен вĕсем урнă чирпе (бешенство) чирлеме пултараççĕ. Урнă выльăх çыртсан вара чылай укол тумалла пулĕ.
- Ачасемпе çамрăксен (17 çула çитиччен) ашшĕ-амăшĕсĕр 00.00-06.00 сехетре (хĕлле 22.00-06.00 сехетре) уçăлса çÿреме юрамасть. Çак йĕркене пăссан ашшĕ-амăшĕсене 3000 тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ.
- Тĕпренчĕкĕр ăçта тата кампа пулнине пĕлес тесен‚ ăна смарт-сехечĕ илсе парăр. Вĕсем хаклă тăмаççĕ‚ чи йÿнни - 1500 тенкĕ.
Çул çинче
- Машина çÿрекен çул çинче 14 çул тултарман ачасен велосипедпа‚ 16 тултарманнисем мопедпа тата скутерпа ярăнма юрамасть.
- Ачăрсемпе кĕнекере е интернетра çул-йĕр правилисене пăхса тухăр‚ хăш паллă мĕне пĕлтернине ăнлантарса парăр. Урамра е транспорт çинче суранланни - чи хăрушши. Çул урлă симĕс çутă çуннă чухне‚ малтан сулахай‚ унтан сылтăм енне пăхса каçмалла. Машина хыçĕнче тăма юрамасть‚ автобуса хыçĕнчен‚ трамвая умĕнчен çаврăнса иртмелле. Çак правилăна ачан ик хут иккĕ пек пĕлмелле.
- Талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче ачăр çул çинче курăнтăр тесе тăрăшăр. Унăн тумтирне ятарлă йăлтăртатакан элементсем çакса ярăр.Вĕсем хуçалăх магазинĕсенче е супермаркетсенче сутăнаççĕ‚ хаклă тăмаççĕ.
2018 çулта пушарсенче - 7 ача‚ шывра - 6‚ аварисенче 21 ача вилнĕ.
Инкеклĕ лару-тăрăва лексен ăçта шăнкăравламалла?
01 – пушар;
02 – полици;
03 – васкавлă пулăшу;
112 (кĕсье телефонĕнчен) – авариллĕ тата васкавлă службăсен пĕрлĕхлĕ номерĕ;
8-800-2000-122 – пĕтĕм Раççейри ачасен шанăç номерĕ;
8(347)-246-12-12‚ 8(347)-273-09-00 – Пушкăртстан Республикинчи ачасен шанăç номерĕ;
8(347) - 280-85-25 – Пушкăртстан Республикинчи ачасен правине сыхлама шаннă çын.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Тымарçимĕçсем ан çурăлччăр тесен, тăпрана типме памалла мар. Енчен те типсе ларсан, ăна темиçе тапхăрпа, кашни кун шыв дозине ÿстерсе, шăвармалла.
Ир пулса çитекен кишĕре апатлантармалла мар, вăтам тата кая юлса ĕлкĕрекеннине вара çакă кирлĕ.
Апатлантармалли халăх меслечĕсем: 1 стакан йывăç кĕлĕ илмелле (чи лайăх кали удобренийĕ), 5 литр шывра ирĕлтермелле. Çумăр çăвать пулсан, ретсем хушшине типĕлле сапса тухмалла.
Çĕпрепе хатĕрлеме пулать: 10 литр шыва 100 гр ямалла, 3 апат кашăкĕ сахăр хушмалла, 3 сехет лартмалла та шăвармалла.
Кишĕр кукăр-макăр мар, кăмăскасăр, пылак ÿстĕр тата хĕлле ан çĕртĕр тесен, сезон хушшинче икĕ хут – июль уйăхĕнче тата август пуçламăшĕнче сайратнă чухне – марганцовка хушнă бор кислотипе (8 литрлă лейкăна 3 гр марганцовка тата 2 гр бор кислоти) апатлантармалла.
Шăварас темесен, август пуçламăшĕнче бор кислоти сапса тухмалла, вăл тымарçимĕçре сахăр пухăнма пулăшать.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Гейзерсен Айлăмĕ, — Кроноцки биосфера заповедникĕн пĕр ту хушшинчи çитме мелсĕр хушăкра вырнаçнă. Унта вертолётпа çеç çитме пулать. Ку айлăма ЮНЕСКО-н Пĕтĕм тĕнчери çутçанталăк пурлăхĕ кĕртнĕ.
Кунти гейзерсене 1941 çулхи ака уйăхĕнче Кроноцки заповедникĕн ĕçченĕ Татьяна Устиновăпа çула кăтартакан Анисифор Крупенин итĕлмен уçнă. Вĕсем Гейзер юханшывĕ хĕррипе 5 çухрăм тăршшĕпе вырнаçнă, «Первенецран» пуçласа Виççĕллĕ шывсикки патĕнчи «Çӳлти гейзер» таран. Ку айлăмра пурĕ 20 патнелле пысăк гейзер. Чи пысăкки, «Великан» ятли, шыва 40 метр çуллĕшне пĕрĕхтернĕ, пăсĕ вара темиçе çер метр таран хăпарнă.
Пĕрисем шывне кашни 10-12 минутран пĕрĕхтереççĕ, теприсем вара 4-5 сехет хушшинче.
ТуризмПравить
1967 çулта ку вырăна ахаль туристсене çӳреме чарнă. 1977 çулта вара ку вырăна пур туриста та кĕме чарнă. 1993 çулта ку вырăнта ятарлă инфраструктура туса лартнă хыççăн çеç туристсем валли алăка уçнă.
Хальхи вăхăтра ку айлăма йĕркеленнĕ ушкăнсене анчах кĕртеççĕ. Çулталăк хушшинче çапла айлăма пурĕ виçĕ пин патнелле турист килсе каять.
Гейзерсен Айлăмĕ пĕтниПравить
2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче икĕ сель юхăмĕсем ку çутçанталăк палăкне пĕтернĕ. Пĕрремĕш юхăм иртсе кайнă хыççăн кунти 19 туриста тата ку вырăнта ĕçлекен 6 ĕçчене вертолётпа Петропавловск-Камчатскине леçнĕ.
Ку пĕрремĕш пăтăрмах пулман. 1981 çулта ку тăрăхта Эльза ятлă тайфун иртсе кайнă. Ун хыççăн Гейзер юханшывĕнчи шыв темиçе метр çӳллĕшне хăпарнă. Вăйлă шыв темиçе метр сарлакăш чулсене вырăнтан хускатся юхтарса кайнă. Çапла вара «Мăн кăмака» (Большая Печка) гейзер пĕтнĕ, «Малахитлă» ятли самай ваннă. |
Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕнче редакцинче нумай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленисене чунтан саламлатпăр. Хисепленине тÿрре кăларса пысăках мар парнесемпе савăнтарма тăрăшрăмăр.
Аслă ăрури çынсем тимлĕхе чăннипе те тивĕçлĕ. Шăпах вĕсем «Çутă çул» хаçата районта пурăнакансем вулаччĕр тесе ырми-канми ĕçленĕ.
Айгуль ГАРЕЕВАН сăнÿкерчĕкĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Ял халăхӗ хӗлле сӗт сутса кăшт тупăш илме кăна пуçларӗ, сӗт пуçтаракансем хака чакарса та хучӗç. Раççейри 20 регионта лару-тăру çакнашкал иккен. Тутарстанра та акă, халăхран сӗте килограмне 5 тенке яхăн йӳнӗрех хакпа пуçтараççӗ. Çакăн çинчен çак кунсенче Атăлçи тăрăхӗнчи субъектсемпе иртнӗ видеоконференцире РФ ял хуçалăх министрӗн пӗрремӗш çумӗ Джамбулат...
❮
❯
Ял халăхӗ хӗлле сӗт сутса кăшт тупăш илме кăна пуçларӗ, сӗт пуçтаракансем хака чакарса та хучӗç. Раççейри 20 регионта лару-тăру çакнашкал иккен. Тутарстанра та акă, халăхран сӗте килограмне 5 тенке яхăн йӳнӗрех хакпа пуçтараççӗ. Çакăн çинчен çак кунсенче Атăлçи тăрăхӗнчи субъектсемпе иртнӗ видеоконференцире РФ ял хуçалăх министрӗн пӗрремӗш çумӗ Джамбулат Хаутов пӗлтернӗ.
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов республикăри сӗт тирпейлекенсем сӗте йӳнетнӗ сăлтавсене тӗрӗслеме хушнă.
Д. Хоутов ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствине халăхран, хуçалăхсенчен пуçтаракан сӗтӗн хакне Раççейри вăтам хака 25 тенкӗ е ытларах тенке çитерме хушнă. |
Тӗлӗнмелле Çӗнӗ çул юмахӗ куртăмăр, тӗл-тӗл аслисен те куççулӗсем тухрӗç. Ачасем пиртен те хытăрах алă çупрӗç. Ачасем сăввисене пурте чăвашла вӗренсе килнине кура, тепӗр çул чăрăш уявне ирттерекен артистсем те чăвашла калаçма шантарчӗç.
❮
❯
Хӗл Мучипе тӗл пулма кăçал декабрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртне Пăва, Аксу, Нурлат, Çарăмсан, Çӳлту, Лайăш районӗсенчен, Çырчалли хулинчен ачасем килнӗччӗ. Çамрăксен «Аталан» ушкăнӗ хăнасене йышăнма пулăшрӗ. Ачасене ТР Халăхсен ассамблейин председателӗн çумӗ Николай Владимиров, Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов саламларӗç, лайăх вӗренме, аслисене итлеме сунчӗç.
Хусантисемпе пӗрле районсенчен килнӗ ачасем малтан Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрӗн «Морозко» спектакльне курчӗç. 17 артист килнӗ Шупашкартан, сценăна питӗ лайăх илемлетнӗ. Тӗлӗнмелле Çӗнӗ çул юмахӗ куртăмăр, тӗл-тӗл аслисен те куççулӗсем тухрӗç. Ачасем пиртен те хытăрах алă çупрӗç вăл вӗçленсен. Кăмăллă, тав.
Спектакль хыççăн Шупашкарти артистсем Чăрăш уявне те ирттерчӗç пӗчӗккисем валли. 120 шăпăрлан тăрса тухрӗ симӗс пике тавра, ашшӗ-амăшӗсем телефонсем çине ӳкереççӗ вӗсем савăннине. Акă мультфильмсенчи сăнарсем те хăйсене нумай кӗттермерӗç. Нюша, Сысна çури, Йытă, Вупăр карчăкӗсем нумайччен выляттарчӗç, ташлаттарчӗç ачасене. Хӗл Мучипе Юр Пике килсен ачасем юрăсем юрлама пуçларӗç. Сăввисене вӗренсе килнисене Хӗл Мучи микрофон парсах вулаттарчӗ. Чăвашла тумланса килнӗ ачасем Хусан варринче шакăлтаттарса сăвă каланине, юрланине курсан чун савăнать. Ачасем питӗ нумай пулнипе пурте сăвă каласа та ӗлкӗреймерӗç. Хӗл Мучин ытти çӗре уявсене каймалла.
Тавтапуç Дмитрий Самаренкина çакăн пек уяв туса панăшăн, пылак парнесене Шупашкартан кӳртернӗшӗн. Ачасем сăввисене пурте чăвашла вӗренсе килнине кура, тепӗр çул чăрăш уявне ирттерекен артистсем те чăвашла калаçма шантарчӗç.(К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем). |
Футбол юратакансен Хусанти лигинче вылянă 12 матчран «ЧНКА» футбол команди 2 вăййа тан шутпа вӗçленӗ, 2-шӗнче выляса янă, 8-шӗнче çӗнтернӗ. Çак кăтарту ăна 26 очко пухса «Д» серире 3-мӗш вырăнта çирӗпленме май пачӗ. Августăн 26-мӗшӗнче «Динамо» стадионра иртнӗ вăйă та пирӗн командăна çӗнтерӳ илсе килчӗ. Чăваш каччисем хальхинче пӗрремӗш таймра...
❮
❯
Футбол юратакансен Хусанти лигинче вылянă 12 матчран «ЧНКА» футбол команди 2 вăййа тан шутпа вӗçленӗ, 2-шӗнче выляса янă, 8-шӗнче çӗнтернӗ. Çак кăтарту ăна 26 очко пухса «Д» серире 3-мӗш вырăнта çирӗпленме май пачӗ.
Августăн 26-мӗшӗнче «Динамо» стадионра иртнӗ вăйă та пирӗн командăна çӗнтерӳ илсе килчӗ. Чăваш каччисем хальхинче пӗрремӗш таймра 9 минутра 4 гол кӗртсе савăнтарчӗç. Шут - 4:0. |
Çанталăк лайăхлансанах кăшман ÿстерекенсем уй-хире тухнă. Тымарçимĕçсен плантацийĕсенче двигательсен сасси эрне тăршшĕпех шăпланмасть.
Кăçалхи кампанинче хуçалăхра çĕнĕ машина ĕçлеме пуçланă. Нумай та пулмасть салаватсем нимĕçсем туса кăларнă кăшман пухса илмелли техника туяннă. Унпа пылак çимĕçе грузовиксем çине тиеççĕ. Ют çĕршывра туса кăларнă тепĕр техникăпа кăшман кăлараççĕ. ХФХра унпалан пиллĕкмĕш çул ĕçлеççĕ.
- Тĕпрен илсен, пирĕн техника хамăр çĕршывра туса кăларни. Кăшман кăларса пухакан çак техника тата икĕ машина çеç ют çĕршывăн. Халлĕхе пирĕн çĕршыври туса кăларакансем тивĕçлĕ аналогсем сĕнме пултараймаççĕ. Кусем вара начар мар ĕçлеççĕ. Кунне 18-20 гектар çинчен пухса илетпĕр, - каласа парать хуçалăх руководителĕ Василий Федоров.
Хуçалăхăн мĕнпе мăнаçланмалли пур. 2013 тата 2014 çулсенче кăшман çитĕнтерекен чи лайăх хуçалăхсен конкурсĕнче пĕрремĕш тата иккĕмĕш степень дипломсем илнĕ. Пĕлтĕр республикăра пĕрремĕшсем пулса тăнă, „ПР кăшман çитĕнтерекен чи лайăх хуçалăх” диплома тивĕçнĕ.
Кăçал тухăç кăшман ÿстерекенсене савăнтарать. Пĕр гектартан 440-шер ц илеççĕ. Погрузчик патĕнче КамАЗсем вĕçĕмсĕр пĕр-пĕрне улăштарса тăраççĕ. Тымарçимĕçсене тÿрех Мелеуз хулинчи сахăр заводне турттараççĕ.
Хуçалăхра ытти ĕçсем те пыраççĕ. Çак кунсенче тĕштырăсем пухса кĕртес ĕç вĕçленĕ. Юлашки гектарсем юлнă. Кăçал пĕр гектартан 37 центнер тухăç илнĕ. Механизаторсем çĕртме сухалаççĕ, кĕрхи культурăсем акаççĕ. Черетре – кукуруза тата хĕвелçаврăнăш пухса илесси.
А. ВЛАДИМИРОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Сергей Колесников тата Нина Свежинкина призӗсемшӗн мартăн 23-мӗшӗнче Наратлă ялӗнче йӗлтӗр тата биатлон ăмăртăвӗсем иртнӗ. Çак ăмăртăва ирттерсе наратлăсем йӗлтӗр сезонне хупнă. Çуркунне вăхăчӗ пулсассăн та çанталăк уява кура тенӗ пекех сивӗ пулнă. Ăмăрту кунӗ стадиона шкул ачисемпе вӗрентекенсем пынă. Çӗнтерекенсене ялăн пуçлăхӗ Сергей Дмитриев тата ГУП РАЦИН директорӗ Асхат...
❮
❯
Сергей Колесников тата Нина Свежинкина призӗсемшӗн мартăн 23-мӗшӗнче Наратлă ялӗнче йӗлтӗр тата биатлон ăмăртăвӗсем иртнӗ. Çак ăмăртăва ирттерсе наратлăсем йӗлтӗр сезонне хупнă. Çуркунне вăхăчӗ пулсассăн та çанталăк уява кура тенӗ пекех сивӗ пулнă. Ăмăрту кунӗ стадиона шкул ачисемпе вӗрентекенсем пынă. Çӗнтерекенсене ялăн пуçлăхӗ Сергей Дмитриев тата ГУП РАЦИН директорӗ Асхат Шарапов хатӗрленӗ грамотасем, медальсем тата паха парнесем кетнӗ.
Пӗлтӗрхи пекех спортсменсене ушкăнсене пайласа тухнă. Пурӗ 6 группа: 1-4-мӗш класри хӗр ачасем, 5-7-мӗш тата 8-9-мӗш класри хӗрсем, 1-4-мӗш класри арçын ачасем, 5-7-мӗш класри ачасем тата 8-9-мӗш класрисем. |
Ĕнер Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров Раççей Федерацин Президенчĕ çумĕнчи Совечĕн стратеги аталанăвĕпе наци проекчĕсене чысланă ларăвне хутшăннă, ăна Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци формачĕпе ирттернĕ. Ларура Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче «Сывлăх сыхлавĕ» тата «Демографи» наци проекчĕсене мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă.
— Çаксем, тен, халăхшăн чи кирлĕ проектсем пулĕç, вĕсем çийĕнчех туйăнаççĕ. Кунта ача сачĕсен проблеми те, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илесси те кĕреççĕ, — палăртса хăварнă Дмитрий Медведев.
Демографи пирки каласа премьер-министр яслисенче хушма вырăнсем тăвас ыйту çивĕч юлни çинче чарăнса тăнă. 2019 çулта çĕршывĕпе яслисенче 25 пин вырăн кăна йеркеленĕ, çакă планпа палăртнинчен чĕрĕкĕ те çук. Ашшĕ-амăшне паракан çăмăллатнă ипотека — пулăшу памалли тепĕр мера çителĕксĕр калăпăшпа пурнăçланать.
Сывлăх сыхлавĕнче тĕп задачăсен шутне Дмитрий Медведев инфарктран, инсультран тата юн çаврăнăшĕпе çыхăннă ытти чирсенчен вилесси чĕрĕке яхăн чакнине, пысăках мар ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассине кĕртнĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Октябрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Пишпÿлекри тĕп библиотекăн вулав залĕнче Театр çулĕпе Мустай Карим çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Мустай Каримăн пурнăç театрĕ» ятлă вулав конференцийĕ иртрĕ.
Мероприятие хутшăнакансем Пишпÿлекри 2№ шкул вĕренекенĕсем тата районти вулавăш ĕçченĕсем пулчĕç. Хальхи вăхăтри Раççей драматургине Мустай Карим хайлавĕсемсĕр шута та илсе пулмасть. Тĕп вулавăш ĕçченĕ Л.Ш.Чернова Пушкăрт халăх поэчĕн пурнăç çулĕ тăрăх тишкерÿ ирттерчĕ‚ унăн кашни хайлавĕ пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Сăмах ăсти хăйĕн пьесисене вăрçă хыççăн çырма пуçланă. Унăн чылай пьеси пушкăрт литературипе театрĕн ылтăн фондне кĕреççĕ: «Страна Айгуль» тата «Пеший Махмут» драмăсем‚ «Похищение девушки» камит‚ «В ночь лунного затмения»‚ «Салават»‚ «Не бросай огонь‚ Прометей» тата ытти пьесисем.
Çак йĕркесен авторĕ М.Каримăн хайлавĕсенчи хĕрарăмсен сăнарĕсем çинчен каласа пачĕ. Тĕлĕнмелле‚ анчах та çыравçăн ĕçĕсенче пĕр начар хĕрарăм сăнарĕ те çук. Чăн-чăн сăвăçă çеç хĕрарăмсен чунне‚ вĕсен пăшăрханăвне çапла тарăннăн ăнланма пултарать. Вулакансен чунне уйрăмах хускатакан сăнарсем – Аслă аннепе Кĕçĕн анне сăнарĕсем. Ку хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе тавлашса, харкашса пурăнакансем мар‚ пачах та урăхла. Вĕсем иккĕш те нушаланса‚ асапланса кун кунлакан çынсем‚ ачасемшĕн чунĕсене те пама хатĕрскерсем. Питĕ чыслă та çирĕп кăмăллă, тĕлĕнмелле хĕрарăмсем.
Конференцинче Мустай Карим пьесисем çинчен кăна мар‚ вĕсене мĕнле театрсенче лартнă пирки те калаçу пулчĕ. Сăвăçăн 100 çулхи юбилейне халалласа Пушкăрт пукане театрĕнче «Мустай Карим. Близкий горизонт» ятлă чылайранпа кĕтнĕ спектакле курма май пулчĕ. Унта поэт-драматурга тĕрлĕ енчен сăнласа кăтартнă: ача чухнехи‚ вăрçă салтакĕ‚ сăвăçă тата ытти те. Унăн «Радость нашего дома» ятлă повеçĕ тăрăх лартнă «Сестренка» вăрçă драми çинчен те калаçу пулчĕ. Вăл сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче питĕ ăнăçлă иртнĕ. Залра лăк тулли çын пуçтарăннă. Картина вĕçленнĕ чухне чылайăшĕн куççуль тухнă. Çак хитре кинокартина чылай парнесене тивĕçнĕ: Выборг хулинчи «Окно в Европу» тата «Волоколамский рубеж» ятлă фестивальсен парнипе куракансен ятарлă парнине тата ытти те.
Конференцине пухăннă вулавăш ĕçченĕсем мероприяти питĕ ăнăçлă иртнине палăртрĕç.
Ляйсан ИВАНОВА‚
районти ачасен вулавăшĕн заведующийĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Раççей Федерацийĕн Уголовнăй право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 290 статйинче взятка панăшăн тата сĕннĕшĕн тивекен яваплăха туллин палăртнă.
Ку енĕпе айăпа кĕнĕ çыннăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ.
Взятка илекен анчах мар, ăна паракан та саккун умĕнче явап тытать, çавăнпа та йĕркене çирĕп пăхăнар.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Тачăлăхĕ — 8450—8700 кг/м³, шăрану температури — 900—1050 °C. Йĕсĕн чылай таврашсенче тутăхлăха хирĕç çирĕп тăрать.
Йĕсĕн тĕрлĕ тĕсĕсене прибор тата машинă тăвасси промăçлăра, теплотехникăра, радиатор тата конденсатор пăрăхĕсене, йĕсмесене, лентăсене хурçăна плакиламалли чух (плакирование), ылтăн ылмаштăрăвĕ вырăнĕнче уйăру паллисене тата ӳнерлĕ япаласене тунă чух, автомобиль тата сехет тăвас промăçлăра, çаплах сантехника хатĕресене тăвас ĕçре усă кураççĕ. Металлурги классификацийӗ тӑрӑх бронзӑсене кӗмест.
Пӑхӑр-цинк шӑранчӑкӗсем вӗҫекен металсенчен ҫирӗпрех. Вӗсем приборсемпе, машинӑсен деталӗсемпе, килти япаласемпе усӑ кураҫҫӗ.
Алӑк хӑлӑпӗсем, водопровод кранӗсем тата ҫирӗп япаласем пек латуньтен тунӑ хӑш-пӗр япаласене креплени вырӑнӗнчен уйӑрсан сӑрлама ҫӑмӑлтарах. Изоляциленӗ япаласем те, сӑмахран, сӗтел-пукансем, столовӑй приборсем е лампӑсем те пур.[1]
Эсир пӗр-пӗр шурупсене, пӑтасене е ытти ҫирӗп пайсене касса татрӑр пулсан, вӗсене сӑрланӑ хыҫҫӑн сӳсе илнӗ детале тепӗр хут ҫирӗплетесрен сыхлӑр.
Тата сире интереслентерекен детале латуньтен тунипе туманнине те тӗрӗслес килет. Ҫакна тума ун патне магнит илсе пырӑр. Латунь тӗслӗ слива, унта тимӗр ҫук, ҫавӑнпа вӑл магнит патнелле туртӑнмасть.
Ятсем пулса кайниПравить
Çак статьян е секцин стилĕ энциклопедиллĕ мар е чăваш чĕлхин виçине пăсать.
Статьяна (секцие) Википедин стилистика йĕркисемпе килĕшӳллĕ тӳрлетмелле.
Цинк ХИМИ элементне XVI ӗмӗрте кӑна уҫнӑ пулин те, латунь пирӗн эрӑчченхи паллӑ пулнӑ. Ӑна мессиянкӑсем цинк рудаллӑ пӑхӑр шӑратса илнӗ. Англире латунь пӑхӑра тимӗр цинкпа шӑратмалли мелпе пӗрремӗш хут усӑ курнӑ, ҫак меслете 1781 ҫулхи июлӗн 13-мӗшӗнче Джеймс Эмерсон (британи патенчӗ) юсанӑ№ 1297). XIX ӗмӗрте Хӗвеланӑҫ Европӑра Тата Раҫҫейре латунь подданнӑй ылтӑнпа усӑ курнӑ.
Август Вӑхӑтӗнче Римра латунь тесе орихалк тенӗ (147 кун кӑтартман) (лат. aurichalcum-сӑмахран сӑмаха куҫарсан, ӑна сестрасемпе дупондире чекланӑ. Орихалка ылтӑн тӗслӗ шӑранчӑк тӗслӗ шӑранчӑк ятне илнӗ. Анчах Та Рим империйӗнче пӗрремӗш ӗмӗрте Британи ҫӗнсе иличчен латунь туса кӑларман, мӗншӗн тесен римлянсен цинка ҫӑлкуҫӗсем патне (вӗсем британи провинцине вӗреннӗ хыҫҫӑн кӑна империри составра ӗҫлеме пуҫланӑ), унччен цинк эллинсемпе римсен сутуҫисем ҫеҫ туртма пултарнӑ, хӑйӗн тупӑшӗпе вӑл континентлӑ Европӑра тата Вӑтаҫӗр Тинӗсре ҫеҫ пулман.
Латунне туса хатӗрлемелли пӗтӗм тӗнчери пӗтӗмӗшле кирлӗ япалапа хальхи вӑхӑтра 2,1 млн яхӑн т танлашать,Ҫав Хушӑрах производствӑра 1 млн т малтанхи цинкӑпа, 600 пин тинпа, производствӑри каяшсенчен илнӗ цинкӑпа, 0,5 млн иккӗмӗш чӗр таварпа (ҫӑлкуҫне 1068 куна кӑтартман) усӑ кураҫҫӗ. Ҫапла вара латунь туса кӑларакан хакӑн 50 процент ытла каяшран илеҫҫӗ. Техника латунӗсене цинкӑн 48-50 проценчӗ таран тытса тӑраҫҫӗ. Цинка содержанийӗпе килӗшӳллӗн альф-латуня тата альф+бет-латуня уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Пӗр фазӑллӑ альфа-латунь (цинкӑн 35 проценчӗ таран) вӗри те сулхӑнра лайӑх йӗркеленеҫҫӗ. Хӑй черетӗнче икӗ фазӑллӑ альф+бет-латунни (цинкӑн 47-50 проценчӗ таран) сивӗре сахал чӗлхеллӗ. Вӗсене ялан тенӗ пекех альф - е альф+бет-фаз температурӑсем хӗснипе хӗрӳ хистеҫҫӗ. Альф-латуньпе танлаштарсан, икӗ фазӑллӑ латуньпе танлаштарсан, сахалтан та ҫирӗпрех тата ҫирӗпрех. Икӗ хут латунь час-часах алюмини, тимӗр, магни, тӑхлан тата ытти элементсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пек латунсене ятарлӑ е нумай компонентлӑ теҫҫӗ. Час ҫаврӑнакан элементсем (тӑхлансӑр пуҫне) ҫирӗплӗхе (ҫирӗплӗхе) ӳстереҫҫӗ, анчах латунь пластинлӑхне чакараҫҫӗ. Латунь тӑхланӗн (4 процент таран) содержанийӗ резанипе усӑ курма ҫӑмӑллатать тата антифрик свойствисене лайӑхлатать. Алюмини, цинк, кремни тата никель латунӗн коррози чӑтӑмне ӳстереҫҫӗ. Тимӗр, никель тата магни хушса пани унӑн ҫирӗплӗхне ӳстерет.
Физикăлла палăрăмĕсемПравить
Тачӑлӑх — 8500-8700 кг/м3.
20 °С — 0,377 кг·кг−1−Мӗш Кадж·ҫумӗнчи <уйрӑм ӑшши?>-1.
Пайлавла электро хирĕçтăру — (0,07-0,08),10-6 Ом·.
Ферромагнетик мар.
Çак статьян е секцин стилĕ энциклопедиллĕ мар е чăваш чĕлхин виçине пăсать.
Статьяна (секцие) Википедин стилистика йĕркисемпе килĕшӳллĕ тӳрлетмелле.
Латуня ишмелли Температура составран 880-950 °С. ҫитет, унта шывра ишмелли цинка тытса тӑрас ӗҫе пысӑклатса пырать. Латунь тӗрлӗ сваркӑсемпе, ҫав шутра газпа дуг хутлӑхӗнче хӳтӗлекен газсемпе те, самаях шӑранать. Латунь технологийӗсене тивӗҫлӗ литературӑра ҫырса кӑтартнӑ. Латунь ҫиеле лакпа витмен пулсан та, сывлӑшра хура курӑнать, анчах массӑра вӑл пӑхӑртан лайӑхрах атмосфера тума пултарать. Сарӑ тӗслӗ, питӗ лайӑх шӑваратпӑр.
Висмутпа тӑхлан латунь ҫине сиенлӗ витӗм кӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен деформацие вӗри вӑхӑтра ҫитерме пултараймаҫҫӗ. Апла пулин те тӑхланпа леговани савалас тесе усӑ кураҫҫӗ, ҫакӑ вара ӑна касма ҫӑмӑллатать.[2] |
Кăçалхи январь уйăхĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Валерия Ворошилова район шайĕнче XIX хут иртекен «Ăслăлăх кунĕ – 2020» наукăпа практика конференцине хутшăнчĕ. Унта хĕр ача «Технологи‚ живопись» секцийĕнче вăй виçрĕ. Валерия тĕпчев ĕçне (ертÿçи – технологи учителĕ Ольга Николаевна Федорова) тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ‚ I вырăн çĕнсе илчĕ.
Кăçалхи январь уйăхĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Валерия Ворошилова район шайĕнче XIX хут иртекен «Ăслăлăх кунĕ – 2020» наукăпа практика конференцине хутшăнчĕ. Унта хĕр ача «Технологи‚ живопись» секцийĕнче вăй виçрĕ. Валерия тĕпчев ĕçне (ертÿçи – технологи учителĕ Ольга Николаевна Федорова) тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ‚ I вырăн çĕнсе илчĕ.
Кривле-Илюшке шкулĕн 7-8 класс вĕренекенĕсем палăртнă ĕçе пурнăçлама июнь уйăхĕнчех тытăнчĕç. Çăка хуппине Ефимовсен çемйинчен ыйтса илчĕç. Вĕсем çав вăхăтра çырма хĕрринче мунча хăпартатчĕç. Ялта дача тытакан В.В. Махлеев вара шыв юхакан çырма тĕпĕнче шалчасем çапса пачĕ. Унтан вăл шалчасем çумне алюмини пралукпа çăка хуппине çыхса хума пулăшрĕ. Çапла майпа хупăсене шыв айне путарчĕ. Çăка хупписем кĕр кунĕсем çитиччен çырма тĕпĕнче выртрĕç. Ачасемпе аслисене хупăсенчен пушăт сÿсе илесси питĕ интереслентерчĕ. «Епле-ха пушăт çемçелĕ? Ăна тулти хупăран мĕнле сÿсе илмелле-ши?» текен ыйтусем нумайăшне канăç памарĕç. Кĕтнĕ кун çитрĕ. Ачасемшĕн çак кун асамлăхпа тулчĕ. Вĕренекенсемпе ĕçĕн ертÿçи пушăта хупăран уйăрчĕç. Çак ĕçе вĕсем инструментсемсĕр пурнăçларĕç. Юшкăн (ил) пуснă мунчаласене темиçе хутчен шывра çуса тасатрĕç. Унтан хупăсемпе мунчалана çыран хĕррине кăларчĕç. Мунчала кăштах типтĕр тесе хÿме çине çакса хучĕç. Вĕсенчен вара илемлĕ çăка хăйăвĕсем‚ пушăтсем‚ пулчĕç.
Октябрь уйăхĕнче «Марья-искусница» кружокра ачасем çак материалпа ĕçлеме тытăнчĕç. Вĕсем хăюсене пĕр-пĕринпе пĕрлештерсе тĕрлĕ япаласем тума вĕренчĕç. Чи малтан «зубатка» явса пăхрĕç. Каярах вара вĕсем мунчаласенчен илемлĕ карçинккасемпе лашасем‚ пуканесем‚ пĕчĕк кавирсем ăсталама хăнăхса çитрĕç. Çăка йывăççи çемçе те çăмăл. Çавăнпа вăл часах çурăлмасть. Тĕсĕ те унăн çутă сарă тĕслĕ‚ вăл хăйĕн тасалăхĕпе тата пĕр евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Унсăр пуçне ăна касма-шăтарма çăмăл. Çавăнпа та çăкаран çăмăллăнах тĕрлĕ касса кăларнă япаласем ăсталама пулать.
Ачасем кунсерен тенĕ пек хăйсен ăсталăхне аталантарчĕç‚ тĕрлĕ япаласем турĕç. Нумай пулмасть вĕренекенсем Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа «Пирĕн ялăн тыл ĕçченĕсем» композици тума пикенчĕç. Çак ĕçе вĕсем май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Композицие туса пĕтерме кирлĕ материал çителĕклĕ пулнине те палăртса хăвармалла. Мĕншĕн тесен вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çуркунне йĕтĕн акса хăварнă‚ кĕркунне вара вĕсенчен кĕлтесем çыхнă. Халĕ пирĕн шкул ачисем мунчаласене‚ çăпатасемпе пуставсене мĕнрен тунине тата мĕнле тумтир çĕленине‚ йĕтĕн мĕнлерех пулнине лайăх пĕлеççĕ.
Валентина МАКАРОВА.
Куюргазă районĕ‚ Кривле-Илюшке ялĕ
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Ĕнер Кивĕ Çĕпрелĕнче иртнĕ райканаш пухăвĕнче ТР парламенчĕн спикерĕ Фарид Мухаметшин районăн экономикипе социаллă пурнăçне тĕплĕн хакларĕ. Çĕпрелсен экономики ытларах ял хуçалăхĕпе çыхăннă, кунта вара нефтехимири пек ÿсĕм кăтартма йывăртарах. Тыр-пула кăçал сахал пуçтарман пулсан та, хаксем ÿсменнине пула унăн тупăшĕ курăнсах каймасть. Хăш-пĕр культурăсен хакĕсем анса ларни те савăнтармасть...
❮
❯
Ĕнер Кивĕ Çĕпрелĕнче иртнĕ райканаш пухăвĕнче ТР парламенчĕн спикерĕ Фарид Мухаметшин районăн экономикипе социаллă пурнăçне тĕплĕн хакларĕ. Çĕпрелсен экономики ытларах ял хуçалăхĕпе çыхăннă, кунта вара нефтехимири пек ÿсĕм кăтартма йывăртарах.
Тыр-пула кăçал сахал пуçтарман пулсан та, хаксем ÿсменнине пула унăн тупăшĕ курăнсах каймасть. Хăш-пĕр культурăсен хакĕсем анса ларни те савăнтармасть çĕр ĕçченĕсене. Сăмахран, пĕлтĕр хĕвелçаврăнăш килограмĕшĕн туянакансем 17 тенкĕ панă пулсан, кăçал ăна 14-па кăна илесшĕн. Çĕршывра сĕт хакĕ чакни те выльăх-чĕрлĕх тытакансемшĕн лайăх хыпар мар. Çăва тухсан вăл тата чакасси каламасăрах паллă.
Фарид Мухаметшин сăмахĕпе, Тутарстан Патшалăх Канашĕ кăçалхи бюджета пысăк дефицитпа йышăннă пулсан та, унта аграрисемпе животноводсене парăнакан субсидисене касман. Çавăнпа та "ĕне укçисене" фермерсемпе уйрăм хуçалăхра выльăх тытакаĕсем илĕç.
Ака-суха çаврăнăвĕнчи çĕрсемпе ĕçлекенсен çăмăллăхĕсене те Тутарстанра касма тивĕç мар. Льготăпа тракторсем илме май пурри те питĕ пысăк пулăшу.
Çапах ÿсĕмсемсĕр те мар. Кил хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра вылăх усрассипе Упи ял хутлăхĕ лайăх çитĕнÿсем тунă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ĕне шучĕ халăхра 150 пуç ытла ÿснĕ. Патшалăх Канашĕн Председателĕ кунта ял тăрăхĕн ертÿçин ĕçне ырларĕ.
Парламент пуçлăхĕ Кивĕ Çĕпрелĕнчи промплощадка аталанма тытăннине те ырларĕ. Малашне резидентсем ытларах пуласса шаннине пĕлтерчĕ вăл.
Районсен администраци аппарачĕн эффективлăхне Хусанта темиçе критерипе хаклаççĕ, çав шутра Кремле районтан килнĕ çăхавсен шучĕпе те. Фарид Мухаметшин сăмахĕпе, Çĕпрелĕнчи жалобасен шучĕ юлашки вăхăтра чакни, вĕсен тытăмĕ хаярлăхӗпе çивӗчлӗхне çухатса пыни - лайăх кăтартусенчен пĕри. |
[[1920]] çулхи [[утă, 30|утă уйăхĕн 30-мăшĕччен]] [[Пăва уесĕ|Пăва уесне]], каярах [[Çĕрпӳ уесĕ|Çĕрпӳ уесне]] кĕнĕ. [[1920]] çулхи [[юпа, 5|юпа уйăхĕн 5]] хыççăн [[Çĕрпӳ уесĕ|Çĕрпӳ уесĕн]] [[Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕ|Йĕпреç районне]] кĕртнĕ. [[1921]] çулхи [[Çĕртме, 22|çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен]] пуçласа [[1927|1927-мĕш]] çулччен [[Патăръел уесĕ|Патăръел уесне]] кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял [[Турхан вулăсĕ|Турхан вулăсне]] кĕнĕ.
[[1927]] çулхи [[юпа, 1|юпа уйăхĕн 1]] [[Чăваш Енĕн Мăн Патăръел районĕ|Мăн Патăръел районне]] кĕнĕ. [[1935]] çулхи [[пуш, 1|пуш уйăхĕн 1]] хыççăн [[Чăваш Енĕн Турхан районĕ|Турхан районне]] кĕнĕ. [[1939]] çулхи [[пуш, 7|пуш уйăхĕн 7]] хыççăн, салана Первомайски ята парсан, [[Чăваш Енĕн Первомайски районĕ|Первомайски районне]] кĕнĕ. [[1959]] çулхи [[утă, 14|утă уйăхĕн 14]] хыççăн хальхи вăхăт таран [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]] кĕрет.
хальхи вăхăт таран [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]] кĕрет.
== Халăх йышĕ, ял тытăмĕ ==
Ялта аптекăна [[1937]] çулта уçнă. [[1937]]-[[1959]] çулсенче район аптеки пулнă, каярахпа участок аптеки пулса тăнă.
Аптека [[Аслă Арапуç участок пульници|пульницăна]], фельдшер-аккушер пункчĕсене [[эмел]]семпе тивĕçтерет. |
«Киа Серата» автомобилĕн салонĕнче икĕ килограмм наркотик (каярах тĕпченĕ тăрăх‚ вăл гашиш пулнă) тупнă. Асăннă машина рулĕ умĕнче Сибай хулинче пурăнакан 32 çулхи арçын пулнă. Çул-йĕр инспекторĕсем ăна Тутарстан территорийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра тытса чарнă.
«Киа Серата» автомобилĕн салонĕнче икĕ килограмм наркотик (каярах тĕпченĕ тăрăх‚ вăл гашиш пулнă) тупнă. Асăннă машина рулĕ умĕнче Сибай хулинче пурăнакан 32 çулхи арçын пулнă. Çул-йĕр инспекторĕсем ăна Тутарстан территорийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра тытса чарнă.
- Çамрăк çынран ыйтса пĕлнĕ чух вăл наркотик хутăшне интернет-магазин урлă хăйне усă курма туяннă‚ ăна Мускавра вăрттăн вырăнтан илнĕ тесе пĕлтернĕ. Çапах та ун çумĕнче электрон тараса‚ наркотика уйăрмалли хутаçсем‚ çыпăçакан лента тупнă‚ - ăнлантарса панă Тутарстанри Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинче.
Айăпланакана ярса тытнă‚ саккуна пăсса наркотик хутăшĕсем туса кăларнипе‚ упранипе‚ сутнипе çыхăннă статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Элкел муниципаллă район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин П.П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă пухура каланă сăмахсем Хусанкай çӗрӗ çинчи пурнăç лайăх енне куç умӗнче улшăнса пырать: ял сăнӗ илемленет, çӗнӗ çуртсем, объектсем ӳссе лараççӗ. 2002 çулта «Звениговский» совхоз ертӳçи И.И.Казанков хăйӗн тăван ялӗнче «Хузангаевский» ял хуçалăх кооперативӗ йӗркелерӗ. Хальхи вăхăтра ăна Е.М.Чугунов ертсе...
❮
❯
Элкел муниципаллă район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин П.П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă пухура каланă сăмахсем
Хусанкай çӗрӗ çинчи пурнăç лайăх енне куç умӗнче улшăнса пырать: ял сăнӗ илемленет, çӗнӗ çуртсем, объектсем ӳссе лараççӗ. 2002 çулта «Звениговский» совхоз ертӳçи И.И.Казанков хăйӗн тăван ялӗнче «Хузангаевский» ял хуçалăх кооперативӗ йӗркелерӗ. Хальхи вăхăтра ăна Е.М.Чугунов ертсе пырать. Элкел районӗнче «Хузангаевский» тулли мар яваплăхлă обществăн акăнакан çӗрӗсем 18,5 пин гектар. Унта 334 çын ӗçлет. 2016 çулхи вăтам ӗç укçи 24 248 тенкӗпе танлашнă. Пӗлтӗр хусанкайсем пурӗ 727 миллион тенкӗ укçа ӗçлесе илнӗ.
Юлашки çулсенче кунта хӗвелçаврăнăш çăвӗ туса кăларакан цех уçнă, производство хăвачӗ талăкне 12 тонна. Унта икӗ сменăпа ӗçлеççӗ. Кукуруз типӗтекен Франци хатӗрне вырнаçтарнă, вăл кунне 82 тонна тырă типӗтеет. Выльăх пусакан цех та хута кайнă. Панировка сухарийӗсене кăларакан цех тума тытăннă.
Сӗт производствине хута ярас тӗллевпе Сиктӗрмепе Тутар Пăрнай ялӗ хушшинче 600-шер ӗне шăнăçтараякан 4 ферма тунă. Самăрлатмалли лапамра 3000 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли 7 корпус туса лартнă. Ӗне ферми çумӗнче 3 сенаж траншеи хатӗрленӗ. Çак хуçалăхрах комбикорм завочӗ те ӗçлет. Хусанкайсем ӗçлекенсем çинчен те шухăшлаççӗ. Специалистсемпе рабочисем валли 4 хваттерлӗ çурт, общежити туса лартрӗç.
И.И.Казанков ертсе пыракан предприяти Петӗр Хусанкай çуралнă çӗр аталантăр тесе пурӗ 4 миллиард тенкӗ укçа хывнă. Ӗç вырăнӗсемпе тата тивӗçлӗ тӳлевпе тивӗçтернисӗр пуçне Казанков ялăн социаллă пурнăçне те хастар хутшăнать. Ял-йыш валли чиркӳ туса лартрӗ, вырăнти шкула, соцкультбыт учрежденийӗсене тăтăш пулăшса пырать. И.И.Казанков тӗрев панипе халăх уявӗсем, ыркăмăллăх акцийӗсем иртеççӗ.
Тăван районӗпе тăван ялӗн чылай проблемине вăл çывăхрах йышăнса вӗсене татса пама пулăшать. 2015 çулта эпир çак ялта районсем хушшинчи куç клиникине уçма пултартăмăр.
Шанатăп, П.П.Хусанкай та çак улшăнусене пысăка хурса хакланă, хăйӗн ентешӗсемшӗн чунтан хӗпӗртенӗ пулӗччӗ. Аслă поэтăмăра хамăр районта кăна мар, ытти регионсенче те сума суни пирӗншӗн кăмăллă. Унăн 110 çуллăхӗ - чăваш халăхӗн культура, истори хăйтӗллӗнлӗхӗ çинчен çивӗч калаçу çӗклемелли сăлтав. Çавна кура çакнашкал мероприятин пӗлтерӗшӗ çине уйрăмах пусăм тăвас килет. Пирӗн, тӗрлӗ шайри ертӳçӗсен, вӗрентӳпе культура ӗçченӗсен, хыпар хатӗрӗсенче тăрăшакансен вырăс, чăваш, тутар е ытти халăхсен ăс-хакăлӗпе культура пуянлăхӗнчи чи лайăххине илсе ăна аталантарма пулăшни - паянхи кун питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине манмалла мар. Хамăр халăхăн этнокультура йăлисене пӗлсе хисепленинчен ытти халăхсен йăлисене хисеплес йăла çуралать. Унсăрăн пирӗн нумай нациллӗ республикăра та, Раççейре те пурăнма май çук. Паянхи тӗлпулуран кашни ырă шухăш-туйăмпа таврăнасса шанатăп. |
( Константин Малышев). Çарăмсан ентешлӗхӗ 25 çул тултарнине иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти Карим Тинчурин ячӗллӗ театрта паллă турӗç. Унта Çарăмсан районӗнчи культура тата вӗрентӳ тытăмӗнче, спорткомитетра, мемориал центрӗнче, историпе таврапӗлӳ музейӗнче ӗçлекенсенчен тăракан пысăк делегаци килнӗччӗ. Ăна район пуçлăхӗн çумӗ Миляуша Батыршина ертсе пычӗ. Уяв фойерех пуçланчӗ. Кунта тӗрлӗрен куравсем,...
❮
❯
( Константин Малышев). Çарăмсан ентешлӗхӗ 25 çул тултарнине иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти Карим Тинчурин ячӗллӗ театрта паллă турӗç. Унта Çарăмсан районӗнчи культура тата вӗрентӳ тытăмӗнче, спорткомитетра, мемориал центрӗнче, историпе таврапӗлӳ музейӗнче ӗçлекенсенчен тăракан пысăк делегаци килнӗччӗ. Ăна район пуçлăхӗн çумӗ Миляуша Батыршина ертсе пычӗ. Уяв фойерех пуçланчӗ. Кунта тӗрлӗрен куравсем, интерактивлă вырăнсем ӗçлерӗç. Ентешӗсене хăналама районтисем нумай кукăль-пӗремӗк пӗçерсе килнӗ, чейпе сăйлаççӗ.
Çак театра тӗлпулу валли çарăмсансем ахальтен суйласа илмен, кунта Раççей тата Тутарстан халăх артисчӗ Наиль Шайхутдинов нумай çул ӗçленӗ. Вăл обществăлла организаци ӗçне хастар хутшăннă, Тинчурин театрӗ вăхăтӗнче хулара пурăнакан çарăмсансемшӗн штаб-квартирăна çаврăннă. Çавăнпа та çак тӗлпулăва та ăна асăнса пуçларӗç.Хальхи вăхăтра Çарăмсан ентешлӗхне Рушания Саубанова ертсе пырать.
Çарăмсан районӗнче туслăхра та килӗшӳре пӗр çемьери пек тӗрлӗ халăх çынни пурăнать. Вӗсем пӗр-пӗрин йăли-йӗркисене сума сăваççӗ, уявсене пӗрле паллă тăваççӗ. Çавăнпа та çак каç сцена çинчен тутарла, вырăсла, чăвашла, мăкшăлла юрларӗç. Район çинчен докуменлă фильм кăтартрӗç. Çарăмсансен Анат Камăри тата Çырчаллинчи ентешлӗхӗсен представителсем те килнӗччӗ.
Çарăмсансен мăнаçланмалăх çыннисем нумай. Нумай пулмасть çеç Ӗпхӳре халăхсем хушшинчи «Тутар хӗрӗ» конкурсра çӗнтерсе çăмăл машина хуçи пулса тăнă Гульназ Гатина та пурччӗ ентешлӗх тӗлпулăвӗнче. Кармыш ялӗн пики сцена çинче пултарулăхне кăтартрӗ. Район çамрăк конструкторсемпе те мăнаçланать. Вӗсем Акрель ялӗнче пурăнаççӗ. Ентешлӗх тӗлпулăвӗнче йӗркеленӗ куравра роботсен стенчӗ ыттисенчен самай палăрса нумай çынна илӗртрӗ. Роботсем пурте ӗçлекеннисем-çке!
Чăвашсенчен акрельсемсӗр пуçне уявра Вăтăр Юман Киремет, Сосновка, Саминовка, Ишлӗ, Кивӗ Йӗлмел ялӗн культура ӗçченӗсемпе вӗрентекенӗсене курма пулчӗ. (Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен). |
Правительство членĕсем гриппа чирлекенсен теветкеллĕх ушкăнне кĕреççĕ, эппин, планпа вакцинаци иртме тивĕçлĕ.
Çакăн пирки Владимир Путин сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Раççейри эпидемиологи лару-тăрăвĕ пирки доклад тунă хыççăн каланă. Раççейре 55 млн çын (халăхăн 38 %) грипран прививка тунă ĕнтĕ.
Кремльти канашлура Правительство членĕсем тата патшалăх пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçисем пулнă. Путинсăр пуçне грипран прививка тата виçĕ çын кăна туни паллă пулнă. Президента çакă килĕшмен.
«Гриппа чирлерĕн-тĕк — самострел. Мĕнле-ха урăхла? Сыхланма пултарнă — сыхланман. Эпĕ сире çакăн пирки шухăшлама ыйтатăп», — вĕçленĕ Путин.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
#Владимирпутин
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
«Татмедиа» агентствăна РФ МРИ ФНСра регистрациленӗренпе октябрӗн 1-мӗшӗнче 10 çул çитрӗ. «Татмедиа» генеральнăй директорӗн А.Кузьминăн шучӗпе, АОн тӗп çитӗнӗвӗ - пичет кăларăмӗсем çӗршывӗпех хупăннă вăхăтра сыхласа хăварма пултарни. «Вăхăтӗнче медиахолдинг нумай муниципаллă тата республика хаçачӗшӗн çăлăнăç пулчӗ. Юлашки çулсен тенденцийӗ çапларах - çырăнтару чакать. Пăхăр-ха, Раççейре миçе хаçат-журнал хупăнчӗ. Пӗр-пӗр...
«Татмедиа» агентствăна РФ МРИ ФНСра регистрациленӗренпе октябрӗн 1-мӗшӗнче 10 çул çитрӗ. «Татмедиа» генеральнăй директорӗн А.Кузьминăн шучӗпе, АОн тӗп çитӗнӗвӗ - пичет кăларăмӗсем çӗршывӗпех хупăннă вăхăтра сыхласа хăварма пултарни.
«Вăхăтӗнче медиахолдинг нумай муниципаллă тата республика хаçачӗшӗн çăлăнăç пулчӗ. Юлашки çулсен тенденцийӗ çапларах - çырăнтару чакать. Пăхăр-ха, Раççейре миçе хаçат-журнал хупăнчӗ. Пӗр-пӗр районта пичет кăларăмӗ хупăнсан унта пурăнакан халăхшăн ку пысăк инкек. Тӗрӗссипе, пысăк территорири халăха вӗсен районӗ мӗнпе тата мӗнле пурăнни çинчен хыпарсăр хăварни. Кун пек тума юрамасть!» - тенӗ Андрей Кузьмин «Татар-информа» панă эксклюзивлă интервьюра.
Республикăра мӗнпур пичет кăларăмне, çав шутра наци чӗлхисемпе тухаканнисене те, сыхласа хăварма пултарнă. Тутарстанра хаçат-журналсем вырăсла, тутарла, чăвашла тата удмуртла тухаççӗ. Ача-пăча тата литература кăларăмӗсене те сыхласа хăварнине палăртмалла. «Реклама рынокӗнче вӗсене хăйсене кăна тытăнса тăма май çукпа пӗрехчӗ. Халăха ырă кӳрекен кăларăмсене патшалăх пулăшмаллах, «Татмедиа» АО çак тӗп задачăна пурнăçланă, пурнăçлать те»,- палăртнă генеральнăй директор.
Хальхи вăхăтра «Татмедиа» 98 республика, хула-район хаçатне, 15 журнала, 17 телевидени тата 11 радиоканала, 87 сайта тата пӗр информаци агентствине пӗрлештерет. «Татмедиа» АО паян паха информаци контенчӗ теме пултаратăп. Ку мел ăнăçлине кăтартать. Çакна кашни 2-3 уйăхрах ытти регионсен делегацийӗсем пирӗн пата опытпа паллашма килни те çирӗплетет. Вӗсем пирӗн опытпа паллашса пиртен вӗренеççӗ, унтан хăйсен патӗнче усă курма тăрăшаççӗ»,- пӗлтернӗ Андрей Кузьмин.
Пӗтӗмӗшле çырăнтару калăпăшӗ чакнине те палăртать генеральнăй директор, анчах та çакă объективлă процесс-мӗн. 7-8 процент вăл çӗршыври вăтам кăтартуран та пӗчӗкрех. «Çамрăк ăрăва альтернативлă çăлкуçсенчен хыпар пӗлме меллӗрех-тӗр, анчах та пирӗн хаçат-журнал вулама хăнăхнисем те нумайăн. Пӗтӗм кăларăмăн редакцийӗсем вулакансемпе тачă çыхăнса ӗçлеме тăрăшаççӗ. Эпир пурте пӗрле пичет кăларăмӗсене вулакан патне çитерме çӗнӗ мелсем шыратпăр. Кунта ваккăн суту-илӳ пысăк вырăн йышăнать»,- палăртнă Андрей Кузьмин. Республикăн вуннă ытла пысăк больницинче хаçат-журнал сутмалли киосксем уçнă. Унта хаçат-журналсем вырăслисем те, тутарлисем те питӗ хăвăрт саланаççӗ.
Тата çакна та палăртмалла: республика кăларăмӗсенчен нумайăшӗ укçа-тенкӗ енчен те аптрамасть. Рекламăна интернет-кăларăмсенче мар, пичет кăларăмӗсенче вырнаçтарма тăрăшаççӗ реклама паракансем. «Эпӗ çирӗппӗнех калама пултаратăп, пичет кăларăмӗсем пӗтесси çинчен калаçусем иртерех кăна мар, çав тери ӳстерни те», - тенӗ вăл. |
Комсомольски тата Елчĕк районĕсем хушшинчи шалти ĕсен пайĕнче пултаруллă, хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçлакан сотрудниксем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Артем Валерьевич Кокшин участокри инспектор.
Артем шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă. Хăйне вăй-хал енчен çирĕплетме тăрăшнă. Çавăнпа та Чăваш ял хуçалăх академинчен экономист специальноçĕпе вĕренсе тухсан ăна çара каясси хăратман. Свердловск облаçĕнчи Еланскра ракета çарĕнче çулталăк службăра тăнăшăн хăпартланать. «Салтакра пулни мана кăмăл-туйăм енчен çирĕпленме май пачĕ», — тет вăл. 2019 çулта А.Кокшин шалти ĕçсен пайне ĕçе кĕрет. Аслă пĕлӳ илнĕскере Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕнчи участок инспекторĕ пулма шанаççĕ. 2020 çултанпа вара вăл Урмаел тата Чĕчкен ял тăрăхĕсене кĕрекен ялсенчи йĕркелĕхе сыхлас енĕпе тăрăшать. Участок пысăк, пурăнакансем йышлă. Артем Валерьевич кашни кунах ялсене çитсе унта пурăнакансемпе тĕл пулать. Уйрăмах малтан судпа айăпланнисем, условнăй йĕркепе айпланисем, учетра тăракансем хăйсене мĕнле тытни, çынсемпе мĕнле хутшăнни пирки интересленет. Вĕсем пирки, кӳршĕ-аршă, ытти çынсем каласа панине тăнлать. Йывăр лару-тăрури çемьесене те çитет. Вĕренӳ çулĕ пуçлансан шкулсенче пулса калаçусем ирттерет. Çуллахи каникул кунĕсенче те вĕсене куçран вĕçертмест.
Юлашки çулсенче кĕсье телефонĕпе çыхăннă преступленисем час-часах пулнипе Артем Валерьевич тăтăшах халăхпа курнăçса ăнлантару ĕçĕсем те нумай тунă. Апла пулин те ултавçăсен «вăлтине» çакланакансем тупăнаççĕ-ха. Çынсемпе курса калаçнин усси пур. Кун пек преступленисен шучĕ ун участокĕнче сахалланни палăрать. Йышăну кунĕсенче çынсене йышăнса вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Яллă вырăнсенче ытларах çемьери харкашусемпе, япаласем вăрланă тĕслĕхсемпе тĕл пулма тивет участковăйăн.
Çуллахи кунсенче çамрăксем çĕрле мотоциклсемпе кĕрлеттерсе çӳресе çынсен ыйхисене татаççĕ, шăплăхне пăсаççĕ. Ку енĕпе те ĕçлет вăл. Ашшĕ- амăшĕпе курса калаçать.
«Яланах халăх хушшинче пулма тăрăшатăп. Çакă вĕсен-шухăш кăмăлне пĕлсе тăма пулăшать. Çынсем йăнăш çул çине ан тăччĕр тесе калаçусем ирттересси, ăнлантару ĕçĕсем тăвасси — манăн тĕп тивĕç. Çемьесенче тăнăçлăх хуçалантăр, харкашăва пула инкек сиксе ан тухтăр», — тет А.Кокшин участковăй. |
Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те хастар. Районта пурăнакансем спортпа туслă пулнине, тĕрлĕ ăмăртусенче хастаррине куллен çирĕплетсе параççĕ.
«Каçал ен» хаçат редакцийĕ те шкул ачисене, районта пурăнакансене спортпа ытларах туслаштарас тĕллеве пурнăçласа çулсерен кĕркуннепе çуркунне çуран тата йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăртусем йĕркелет.
Акă, иртнĕ шăматкун, мартăн 24-мĕшĕнче, Комсомольски вăрманĕ хĕррине спортсменсем черетлĕ тупăшăва, хĕллехи спорт сезонне хупнă ятпа «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăва, пуçтарăнчĕç. Хĕвеллĕ, ăшă çанталăк хавас кăмăл парнелерĕ, хăвăртрах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма хистерĕ.
Йĕлтĕр спортне кăмăллакансене чи малтанах «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, республикăри «Пограничное братство» пĕрлешÿ правленийĕн председателĕ Анатолий Шорников, районти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Геннадий Филиппов саламласа ăнăçу сунчĕç. «Паян чи маттуррисем, хăвăрт чупаканнисем, çирĕпписем финиша малтан çитсе парнеллĕ пулĕç», — терĕç вĕсем спортсменсене хавхалантарса.
Ăмăртăва çул парса, вăрман хĕрринчи йĕлтĕр трассине чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, спорта кăмăллакансем тĕрĕслерĕç. Финиша чи малтан Александр Осипов, Венера Арсентьева, ЗуфарТимаев çитрĕç.
Малалла районти тĕп шкулсенчен килнĕ вĕренекенсем старта тухрĕç. Ăмăртăва пурĕ 6 команда хутшăнчĕ: Анат Тимĕрчкасси, Хирти Явăш, Чĕчкен, Тăманлă Выçли, Александровка тĕп шкулĕсем тата Шурут вăтам шкулĕн çак ÿсĕмри команди. Хĕрсемпе каччăсем хĕрÿ тупăшура çĕнтерĕве алăран вĕçертесшĕн пулмарĕç. Спортра чи вăйли кăна çĕнтерет тенине чăна кăларса финиша Хирти Явăшсем малтан çитрĕç. Чĕчкенсем — иккĕмĕшсем. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
Вăтам шкулсен ушкăнĕнче дистанцие чи малтан парăнтарса Шурут вăтам шкулĕн команди çитрĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем финиша иккĕмĕш, Çĕнĕ Мăратсем виççĕмĕш çитрĕç. Хырай Ĕнел, Хирти Мăнтăр, Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕсен командисем, çĕнтерÿçĕсем пулмарĕç пулин те, ăмăртăва хастар хутшăнчĕç.
Вăтам тата тĕп шкулсем хушшинче йĕркеленĕ эстафетăра районти 11 шкул команди çеç старта тухрĕ. Ыттисем ăçта-ши? Спартакиада шутне кĕменнипе тупăшăва хутшăнассине кирлех мар тенĕ-ши? Питех те шел, мĕншĕн тесен ачасем ăмăртусене хутшăнма мĕн чухлĕ ытларах хатĕрленеççĕ, вĕсем çавăн чухлĕ çирĕпленеççĕ, финиша çитсен тÿнекен те сахалрах пулмалла.
Кăçалхи ăмăртăва районти предприятисемпе организацисен чылайрах команди хутшăннни вара уйрăмах савăнтарчĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, райпо команди çеç старта тухнăччĕ. Кăçал вара пилĕк команда: Комсомольски, Тукай ял тăрăхĕсен, райпон, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн, районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн спортсменĕсем эстафетăна хутшăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура Комсомольски ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕсем — иккĕмĕш, районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ĕçченĕсем виççĕмĕшсем пулчĕç.
Кашни ушкăнри çĕнтерÿçĕсем Кубоксемпе медальсене, грамотăсене, парнесене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене редакци «Каçал ен» хаçата 2018 çулăн иккĕмĕш çур çулне çырăнтарса парать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов малти виçĕ вырăна йышăннисене пылак çимĕçпе — тортсемпе — савăнтарчĕ.
Эстафетăна йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Чăваш Республикин «Пограничное братство» обществăлла пĕрлешÿ правленийĕн председательне Анатолий Шорникова, районти хастар пограничниксене Геннадий Филиппова, Петр Степанова, Леонид Киргизова, Николай Юманова, Петр Краснов депутата, Геннадий Шурбин мецената, судьясене, Валерий Волкова чунтан тав тăватпăр, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр. |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
СКОРПИОН 24.X - 22.XI Кăткăс вăхăт: туйăмсем улшăнсах тăраççӗ, вăй-хал наянлăх пусса илнипе черетленет. Йăрăрах пулма тăрăшмалла, нумай уçăлса çӳремелле - япăх çанталăкра та. Апат-çимӗçпе тирпейлӗрех пулăр, стрессенчен асăрханăр, пуç ыратни аптратма пултарӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Усăллă çыхăнусем нумай ӗçсене ăнăçлăн вӗçлеме пулăшӗç. Çулçӳревсем ăнаççӗ. Тăвансемпе, хуняма-хуняçасемпе хирӗçӳсем сиксе...
СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Кăткăс вăхăт: туйăмсем улшăнсах тăраççӗ, вăй-хал наянлăх пусса илнипе черетленет. Йăрăрах пулма тăрăшмалла, нумай уçăлса çӳремелле - япăх çанталăкра та. Апат-çимӗçпе тирпейлӗрех пулăр, стрессенчен асăрханăр, пуç ыратни аптратма пултарӗ.
УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Усăллă çыхăнусем нумай ӗçсене ăнăçлăн вӗçлеме пулăшӗç. Çулçӳревсем ăнаççӗ. Тăвансемпе, хуняма-хуняçасемпе хирӗçӳсем сиксе тухма пултараççӗ, туйăмсене хăвăрта тытăр. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсене çитес вăхăта хăварсан лайăхрах пулӗ, халӗ майлă мар.
ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнере плана кӗртмен тăкаксем пулӗç, мул пуçтармалли тапхăр мар. Харпăр хăватлăх профессире, бизнесра, карьерăра уçăлма пултарать. Çăлтăрсем кӗтмен парне илессе систереççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак тапхăрта хăвăра еплерех туйни апатлану режимӗнчен, эмоцисенчен, хăвăра шаннинчен килӗ. Эмоцисен шайлашăвӗ пăсăлсан вăй-хал та, аппетит та пӗтӗ. Çавăнпа ытларах уçăлса çӳреме тăрăшăр.
ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере укçа-тенкӗ енчен ăнăçуллă пулас тесен хăвăрт шутлама, улшăнса тăракан лару-тăрура йышăнусене тума тивет. Харпăр шухăшсене татăклăн та уççăн пӗлтермелле. Сăмах творчествипе çыхăннă ӗçсем - роман, сăвă çырасси, репортер ӗçӗ таранчченех ăнса пырӗç. Ăс-хакăл шайне ӳстерме пултаратăр.
ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта сывлăха тимлемелле: инфекцилле вируссенчен асăрханмалла, нерв тата чӗрепе юн тымарӗсен системи айванрах. Ӗçре кӗтмен ăнăçу пулать. Хăш-пӗр ӗмӗтсем юлташсем пулăшнипе пурнăçланаççӗ. Эрне вӗçӗнче ăнланмалла мар лару-тăру, интригăсем пулма пултараççӗ.
ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Кăткăс тапхăр: вăй-хал та çук пек, кăмăл-туйăм та сӳрӗкрех, пӗчченлӗх пусса илет, ыйхă вӗçни аптратать. Эндокринпа лимфа системи хавшакрах. Ку эрнере кăшт лăпкăрах пурăнма тăрăшмалла, канма вăхăт тупмалла.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку кунсенче кичемлӗх пусса илет, сывлăш системипе çыхăннă чирсем тапранма пултараççӗ, нерв системи те вăйсăртарах. Пирус туртма пăрахасси çинчен шутлăр, уçăлса çӳрӗр. Ӗçре е килти ӗçсене пурнăçланă чухне аманма пултаратăр.
РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăр куçман пурлăх туянма е сутма, хваттере арендăна пама ăнăçлă пулать. Çемьене, ачасене ытларах тимлӗх уйăрмалла. Мăшăрсен килти ӗçсене килӗштерсе пурнăçлаççӗ пулсан, харпăр хутшăнусенче вăрттăнлăхсем пулӗç, пӗр-пӗрне шансах пӗтерместӗр. Хăюллă шухăшсем çуралаççӗ, шел, пурте пурнăçланаймӗç.
АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Укçа-тенкӗ сфери тӗп вырăн йышăнӗ. Пӗтӗм шухăшсем укçа ӗçлесе илесси пирки пулӗç. Нумайăшӗ харпăр пултарулăхран, пуррипе тӗрӗс хуçаланма пӗлнинчен тата энергетикăран килӗ. Вăй-хал пулмасан кăмăл та пулмӗ. Пурлăхпа çыхăннă ӗçсенче теветкеллӗ пулмалла мар.
ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере çирӗп тӗллевлӗ пулатăр, чапа та тухас килӗ. Пысăк çитӗнӳсем тума, влаçри çынсемпе хутшăнусене лайăхлатма пултаратăр. Çынсемпе тимлӗ те чăтăмлă пулăр, унсăрăн вăрçăнса кайма та пулӗ. Пултарулăхшăн, çулçӳревсемшӗн ăнăçлă вăхăт.
ТАРАСА 24.IX - 23.X
Çак тапхăрта обществăри харпăр вырăна çирӗплететӗр, ытларах укçа-тенкӗ енӗпе. Нумайăшӗшӗн ку шалти резервсене хускатса малалла талпăнмалли, çӗнӗ шая тухмалли вăхăт. Нумай тăкакланма, çывăх çыннăрсенчен пулăшу ыйтма тивӗ. Куçман пурлăх тупăшсăр пуçне тăкаксем те илсе килӗ. |
Кӗркунне еннелле сулăнсан пирӗн тăрăхалла вăш та ваш вӗçекен йывăр тиевлӗ машинăсем кăнтăр çимӗçӗсене кăна кӳреççӗ тени тӗрӗс мар иккен. Арбуз-дыньăпа пӗрлех пирӗн культурăсемшӗн хăрушă çумкурăк вăрри те килет-мӗн. Çак кунсенче Çырчаллинче те акă, улăма пăхнă чух повилика çумкурăка асăрханине хыпарлать «Татар-информ» ИА Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн хыпарӗ çине таянса. Дыньăпа...
Кӗркунне еннелле сулăнсан пирӗн тăрăхалла вăш та ваш вӗçекен йывăр тиевлӗ машинăсем кăнтăр çимӗçӗсене кăна кӳреççӗ тени тӗрӗс мар иккен. Арбуз-дыньăпа пӗрлех пирӗн культурăсемшӗн хăрушă çумкурăк вăрри те килет-мӗн. Çак кунсенче Çырчаллинче те акă, улăма пăхнă чух повилика çумкурăка асăрханине хыпарлать «Татар-информ» ИА Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн хыпарӗ çине таянса.
Дыньăпа арбуз çимӗçӗсем хăйсем ку енчен хăрушă мар, карантинри çумкурăк вӗсен айне сарнă утă-улăмпа килме пултарать иккен.
Çак çимӗçсене республикăна ытларах Волгоградпа Астрахань облаçӗсенчен кӳреççӗ. Шăпах унта амбрози, повилика тата ытти çумкурăк çине карантин халӗ. Çаплах арбузпа дыньăна Казахстанран та кӳреççӗ.
Лару-тăрăва çул-йӗр патшалăх автоинспекторӗсем тӗрӗслесе тăрӗç, шăпах вӗсем çул çинче арбузпа дыня кӳрекенсен фитосанитари докуменчӗсем пуррипе çуккине пăхӗç. |
Кавăн — 400 г, çăнăх — 250 г, сахăр — 3 апат кашăкӗ, ваниль сахăрӗ — 0,5 пакет, сода — 0,5 чей кашăкӗ, лимон сӗткенӗ— 0,5 чей кашăкӗ
Кавăна тасатăр, терка витӗр кăларăр. Унта сахăр хушăр та 15 минут кавăн сӗткенне кăлариччен кӗтӗр. Çакăн хыççăн ваниль сахăрӗ, содăпа лимон сӗткенӗ хушăр. Унтан çăнăх хушса пăтратăр. Чусти шӗвекрех пулмалла, çатма çине хунă икерчи кашт сарăлмалла.
Çу ярса хӗртне çатма çине чустана апат кашăкӗпе хурса икерчӗ икӗ енчен хӗреличчен хатӗрлемеллӗ. Икерчӗ пылпа çисен тата та тутлăрах пулать.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Хальхи вăхăтра Абу-Дабире (Арабсен пӗрлештернӗ эмирачӗсем) ӗç профессийӗсен ăсталăхӗпе иртекен WorldSkills тӗнче чемпионатӗнче WorldSkills Kazan 2019 интерактивлă стенд ӗçлет. Унта тутарстансем тутар наци апат-çимӗçӗпе те паллаштараççӗ. «Эпир ӗçпăçмак, чак-чак, купăста кукăлӗ тата ыттине кунтах пӗçеретпӗр те пурне те тутантарса пăхтаратпăр. Дегустаци виççӗмӗш кун пырать ӗнтӗ, пирӗн апат пурне те питӗ...
❮
❯
Хальхи вăхăтра Абу-Дабире (Арабсен пӗрлештернӗ эмирачӗсем) ӗç профессийӗсен ăсталăхӗпе иртекен WorldSkills тӗнче чемпионатӗнче WorldSkills Kazan 2019 интерактивлă стенд ӗçлет. Унта тутарстансем тутар наци апат-çимӗçӗпе те паллаштараççӗ.
«Эпир ӗçпăçмак, чак-чак, купăста кукăлӗ тата ыттине кунтах пӗçеретпӗр те пурне те тутантарса пăхтаратпăр. Дегустаци виççӗмӗш кун пырать ӗнтӗ, пирӗн апат пурне те питӗ килӗшет. 2019 çулта Хусанти чемпионата нумай çын килессе шанатпăр»,- тесе пӗлтернӗ «Тюбетей Кафе» компание аталантарассипе ӗçлекен директор Руслан Гильмутдинов «Татар-информа». Пуринчен ытла чемпионат хăнисене тутарстансен «хӗрлӗ тăпăрчпа пӗçернӗ кукăлӗ» (губадия) килӗшнӗ иккен.
Аса илтеретпӗр, октябрӗн 14-19-мӗшӗсенче Абу-Дабире ӗç профессийӗсен ăсталăхӗпе WorldSkills Abu Dhabi 2017 тӗнче чемпионачӗ пырать. Унта 59 çӗршывран пурӗ 1255 конкурсант,1084 эксперт, 60 официаллă тата техника делегачӗ хутшăнать. Раççейрен пурӗ 58 çын кайнă. Конкурсантсем кашни компетенцирех пур. Раççей сборнăйне Тутарстанран сакăр çын кӗнӗ. ( Надежда Гордеева сăнӳкерчӗкӗ). |
Шаран районĕнче пурăнакан 33 çулхи арçын мошенниксен ултавне пула инкеке лекнĕ. Ун патне пĕр палламан çын банк ĕçченĕ пек пулса шăнкăравланă. Темле майпа çак «банкир» арçынна счет çине укçа куçарса пама ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла майпа лешĕ хăй ирĕкĕпе 999 пин тенкĕ куçарнă. Инкеке лекнĕ çын Шаран районĕнчи шалти ĕçсен пайне çитнĕ, халĕ пулса иртнĕ пăтăрмаха тĕпчесе уçăмлатаççĕ.
Шаран районĕнче пурăнакан 33 çулхи арçын мошенниксен ултавне пула инкеке лекнĕ. Ун патне пĕр палламан çын банк ĕçченĕ пек пулса шăнкăравланă. Темле майпа çак «банкир» арçынна счет çине укçа куçарса пама ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла майпа лешĕ хăй ирĕкĕпе 999 пин тенкĕ куçарнă. Инкеке лекнĕ çын Шаран районĕнчи шалти ĕçсен пайне çитнĕ, халĕ пулса иртнĕ пăтăрмаха тĕпчесе уçăмлатаççĕ.
ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби иртнĕ талăкра полици уйрăмĕсене мошенниксемпе çыхăннă 11 тĕслĕхе шута илнĕ тесе пĕлтернĕ. Вĕсем пурте уголовлă ĕçсем шутланаççĕ. Вун пĕр пăтăрмахран улттăшĕнче ултавçăсем хăйсене банк ĕçченĕсем пек кăтартнă, пĕри «Сирĕн ачăр çул çинче аварине лекнĕ» текен схемăпа ĕçленĕ, тепри тупăшлă ĕç вырăнĕ тупса пама шантарнă.
Кумертау хулинче пурăнакан пĕр хĕрарăм чутах «Санăн ывăлу çул çинче аварине лекнĕ» текен мелпе ĕçлекен ултавçăсен аллине лекеймен. Январь уйăхĕн 15-мĕшĕнче 80 çулхи пенсионер патне арçын шăнкаравланă та ывăлĕ тесе пĕлтернĕ. Шăнкăравлакан арçын çул çинче инкеке лекнине тата унăн айăпне пула суранланнă çынна сиплеме 300 пин тенкĕ кирлине пĕлтернĕ. Ватă çын çумĕнче çавăн чухлĕ укçа çуккипе ывăлĕн арăмĕ патне шăнкăравланă. Çапла майпа улталани çиеле тухнă.
Пушкăртстан Республикин Шалти ĕçсен министерстви палламан çынсене укçа куçарса памалла марине асăрхаттарать. Енчен те сирĕн пата банк ĕçченĕ тесе шăнкăравлаççĕ пулсан телефонпа калаçма кирлĕ мар, ăна сÿнтермелле. Ултавçă суя номерпе усă курма пултарнине асра тытăр. Иккĕленÿ çуралсан эсир хăварах банкăн хĕрÿ лини телефонĕ çине (ăна банк картти çинче кăтартнă) шăнкăравлама пултаратăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
(Ирина Трифонова). Ирландире августăн 15-22-мӗшӗсенче ачасем хушшинче 14-мӗш тӗнче первенстви тата хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен «сётокан» дисциплинипе халăхсен хушшинчи ăмăртăвӗ иртрӗç. Унта 80 çӗршыв сборнăйӗ хутшăннă. Çавăнтан пирӗн чăваш ачи Егор Елисеев пысăк çитӗнӳпе, 3-мӗш вырăн илсе таврăнчӗ. Тӗнче чемпионатӗнче пӗрремӗш теçеткене кӗни те чаплă та, кунта вара призлă вырăн. Сăмах май,...
❮
❯
(Ирина Трифонова). Ирландире августăн 15-22-мӗшӗсенче ачасем хушшинче 14-мӗш тӗнче первенстви тата хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен «сётокан» дисциплинипе халăхсен хушшинчи ăмăртăвӗ иртрӗç. Унта 80 çӗршыв сборнăйӗ хутшăннă. Çавăнтан пирӗн чăваш ачи Егор Елисеев пысăк çитӗнӳпе, 3-мӗш вырăн илсе таврăнчӗ. Тӗнче чемпионатӗнче пӗрремӗш теçеткене кӗни те чаплă та, кунта вара призлă вырăн. Сăмах май, унăн аслă тетӗшӗ Никита 9-мӗш вырăн йышăннă, ку та пысăк çитӗнӳ.
Паллах, тӗнче шайӗнчи мероприятисене хутшăнни никамшăн та ахаль иртмест. Кунта тӗнчекурăм та улшăнать, опыт та, пӗлӳ те ӳсет. Мӗн панă-ха вăл пирӗн Егора? Кун пирки хăйӗнпе курса калаçрăмăр.
- Егор, чи малтан ӗнтӗ эпир санпа мăнаçланнине, саншăн савăннине пӗлтерес килет. Мӗнлерех туйăмсемпе таврăнтăн Ирландирен?
- Туйăмсем нумай, тӗрлӗрен. Паллах, çав тери савăнтăм. Раççейрен эпир пӗтӗмпе 50 ачаччӗ, кашни категорире 3-4-шар çын. Пӗрле пире интереслӗччӗ
- Ăмăрту умӗн хумхантăн-и?
- Çук. Тӗрӗсрех каласан, пӗрремӗш çаврăмра хама лăпкă тытрăм, хумханнине туймарăм. Хамăн вăя шаннипе пулӗ. Иккӗмӗш çаврăмра вара хытах пăлхантăм - кумитэне японеца хирӗç тухнипе.
- Апла вӗсем саншăн тӗп соперниксем пулчӗç?
- Çапла. Японецсемпе пӗрремӗш хут тӗл пултăм. Халиччен пӗр ăмăртура та курман. Вӗсем çав тери вăйлă, уйрăмах катапа. Питӗ хăвăрт, кăра, çиçӗм пек. Çакна та асăрхарăм: 14 çулти японецсем питӗ çӳллӗ, кӗçӗнреххисем вара вӗтӗ, анчах пурпӗрех вăйлă.
- Хӗвелтухăç кӗрешӗвӗн тӗсӗсем ытларах Японире пулса кайнине шута илсен, вӗсене выляса яма намăс мар. Японецпа кӗрешме ăна пурте пултараймаççӗ. Хăвшăн мӗнле пӗтӗмлетӳсем турăн, соперникунтан мӗнле тӗслӗх илтӗн?
- Килӗшетӗп. Японеца çӗнтерме тата нумайрах ӗçлемеллине ăнлантăм. Паçăр каларăм-ха вӗсем катапа вăйлă тесе. Кумитэре вара аплах мар. Кунта ытларах ытти çӗршыв ачисем çӗнтерчӗç. Чемпионатра тăватă татами çинче ăмăртусем харăс пулса пычӗç. Пӗрин çинче японецпа чилиец кумитэне тухрӗç, чилиец çӗнтерчӗ
- Кӗрешӳ вăхăтӗнче тренерăн пулăшма ирӗк пур-и?
- Каласа тăма пултарать. Японеца хирӗç тухсан вăл мана лайăх канашсем пачӗ, çитменлӗхсене асăрхаттарса тӳрлетме пулăшрӗ.
- Ăмăртусем мӗнле хулара пулчӗç? Атьсемпе ăçта пурăнтăр?
- Лимерикра, илемлӗ хула вăл. Пире студентсем пурăнакан комплекса вырнаçтарчӗç. Ирландин тӗп хулинче Дублинра та пулса куртăмăр. Вăл мана Лимерикран ытларах килӗшрӗ. Хулан паллă вырăнӗсем нумай, пăхса çӳреме интереслӗ.
- Çӗнӗ юлташсем те тупрăн пуль?
- Аха, Мускав ачисемпе çывăх паллашрăм. Вӗсем иккӗшӗ те ман пекех 3-мӗш вырăн илчӗç.
- Иккӗмӗш вырăна Чăваш Ен ачи тухрӗ. Пӗлнӗ тăрăх, эсӗ унпа татами çинче пӗрре мар тӗл пулнă, ялан çӗнтернӗ. Хальхинче мӗн чăрмантарчӗ?
- Шупашкарта эпӗ ăна шав çӗнтереттӗм. Кумитэре хама кăшт çемçетрӗм пуль, балсене çухатас мар тесе теветкелленме те шутламарăм. Тан пытăмăр унпа, хушма вăхăт парсан вăл тата 1 балл выляса илчӗ те çӗнтерчӗ.
- Егор, эсӗ чăннипех те пысăк çитӗнӳ турăн. Çитес ăмăртусем хăçан пулаççӗ? Умна мӗнле тӗллевсем лартатăн?
- Чи çывăх ăмăртусем Тутарстанра пулӗç. Ун пирки питех хумханмастăп. Хирӗç кӗрешекенсене лайăх пӗлсе çитнӗ. Унта çӗнтерсен Раççейри тапхăра хутшăнмалла пулать. Раççей сборнăйне кӗрсе Европа чемпионатне хутшăнма ӗмӗт пур. Анчах манăн чи пысăк тӗллев Японири ăмăртусене хутшăнасси. Унта тӗнче чемпионачӗ тепӗр виçӗ çултан пулать. Мӗнпур спортсмен унта кайма ӗмӗтленет.
- Японие каясси пирки пӗрре те иккӗленместпӗр. Сан пултарулăх пур, Темиçе кунран ак шкула каймалла. Хатӗр-и эс? Ытти ачасем каннă вăхăтра çăвӗпех ăмăртусене хатӗрленнине пӗлетӗп, спорт лагерӗнче те нумай вăхăта ирттертӗн.
- Хатӗр (кулать). Чăнах та, килте сахал пултăм. Пӗр лагерь вӗçленнӗ хыççăн теприне кайрăм. Киле, çемьене, уйрăмах аннене, питӗ тунсăхларăм. |
Юсав ĕçĕсем тума 1,5 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Вĕсене вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа йĕркипе пурнăçланă.
Çурт тăррине, отмосткăсене юсанă, урайсене, чÿречесене, алăксене улăштарнă, якату-илемлетÿ ĕçĕсем тунă, радиатор улăштарса хутса ăшăтмалли системăна юсанă.
Культура çурчĕ декабрĕн 29-мĕшĕнче „Çĕнĕ çул умĕнхи юмах” („Сказка под Новый год”) театрализациленĕ представленипе уçăлĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Дионисий Ермолаев Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1926 çулхи июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1934 çулхине арçын ача ялти çичĕ класлă шкула пĕлÿ пухма кайнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялĕнче колхозра ĕçленĕ. 1944 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче çамрăк качча Совет Çарĕн ретне илнĕ. Çулталăк хушши вăл Ĕпхÿре станоклă пулеметчике вĕреннĕ‚ унтан пĕлĕвне десант çарĕнче туптанă. Çар ăсталăхне алла илнĕ качча фронта янă. 1945 çулхи февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче Венгринче‚ Болотон кÿлли çывăхĕнче 3-мĕш Украина фронтĕнче наступленисем пуçланнă. Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче хаяр çапăçура Дионисий Иванович вăйлă аманнă. Ăна Бадане хулинчи госпитале ăсатнă. 1946 çулхине чăваш арĕ демобилизаци йĕркипе килне таврăннă.
1946-1948 çç Д.И. Ермолаев тăван колхозра ĕçленĕ. 1948 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл Усень-Ивановăри трактористсен курсне вĕренме кĕнĕ. 1949-1975 çç «Авангард» колхозра тракторист-машинист пулса тăрăшнă. 1975 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ахаль колхозник ĕçне пурнăçланă.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Пурӑнма май ҫук пӗр кун та чуна уҫса яракан е пусаракан, кӑмӑла ҫӗклекен е хавхалантаракан ҫак ӗмӗртен ӗмӗре сыхланса, упранса юлнӑ пуянлӑхсӑр.
Хаклӑ тӳсӑмсем, яланах юрлар, кӑмӑла лӑплантарар, савӑнар, тулӑх та савӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа, юрӑпа пурӑнар ҫак илемлӗ ҫӗр ҫинче...
ИРИНА САРИГЕЛЬ
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Район çыннисем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Комсомольски муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн 1-мĕш созывĕн депутачĕсене суйларĕç. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшӳллĕн, районти суйлавçăсен 59,73 проценчĕ (11321 çын) суйлава хутшăннă. Вĕсем 17 округра депутатсене суйланă.
Малтанхи пĕтĕмлетӳсем çапларах: А.В.Журавлев (1-мĕш округра), В.В.Кополухин (2-мĕш округра), В.Н.Кокарев (3-мĕш округра), А.Н.Зайцев (4-мĕш округра), И.И.Ефремова (5-мĕш округра), С.Н. Грачева (6-мĕш округра), А.В.Тихонов (7-мĕш округра), А.Н.Бахтеров (8-мĕш округра), С.Г.Катиков (9-мĕш округра), Р.Х.Идиатуллин (10-мĕш округра), Р.М. Мансуров (11-мĕш округра), Ф.Х.Камалтдинов (12-мĕш округра), И.З.Ямалиев (13-мĕш округра), И.Р.Айсын (14-мĕш округра), А.В.Семенов (15-мĕш округра), В.А.Никифоров (16-мĕш округра), Г.М. Гаврилова (17-мĕш округра) депутата суйланнă.
Суйлава мăшăрпа, çемьепе, туссемпе, тăвансемпе пĕрле килекенсем йышлă пулнă. Унпа пĕрлех суйлав участокĕсен комиссийĕсен членĕсем ватă тата çӳреймен çынсем патне çитсе сасăлав ирттернĕ.
Чи малтан килте хăй сассине параканĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 100 çулхи Р.П.Моисеев пулнă. «Çакăн пек паллă кунран айккинче юлма хăнăхман эпĕ. РФ гражданинĕ пулнă май, суйлава хутшăнса вăл е ку кандидат пирки хамăн сасса пама тивĕçлĕ. Хамăн гражданла тивĕçе ĕмĕр тăршшĕпех туса пынă, малашне те çав тĕллевлĕ», — тенĕ Ревокат Прохорович.
Çулĕсене пăхмасăрах ватă çынсем суйлав участокĕсене те çитнĕ. Акă, Асанкасси ялĕнче пурăнакан К.А.Филиппова 89 çулта пулин те пĕр суйлавран та юлман. Нĕркеçре пурăнакан Роза Гурьевнăпа Викентий Иванович Герасимовсем те суйлав кунĕнче участока чи малтан килекенсенчен пĕрисем пулнă.
— Мăшăрпа эпир пĕр суйлавран та юлман. Çĕршыв, республика шăпи мĕнле пуласси камсем депутат пулнинчен нумай килнине ăнланатпăр. Çавăнпа кашни суйлаврах культура çуртне çитсе сасăлатпăр, — пĕлтернĕ ветерансем.
Суйлава çемйисемпех килекенсем те сахал мар пулнă. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Кипеçри 818-мĕш суйлав участокĕнче Ивановсем ачисемпе, мăнукĕсемпе пĕрле сасăланă.
Суйлав участокĕсенче пĕрремĕш хут сасăлакансем те чылай пулнă, вĕсене парнесемпе хавхалантарнă.
Суйлав кунĕнче районта 38 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Вĕсенче 224 ĕçчен тимленĕ. Суйлав пынине 101 çын пăхса тăнă. |
Август уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнĕ ятпа шĕкĕр хулара спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ăмăртусем иртнĕ. Вĕсен шутĕнче чăваш наци «Кĕрешÿ» ăмăртăвĕ те. Хутшăннисем хула администраци пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн вăй виçнĕ.
Чăваш наци кĕрешĕвĕн «Кĕрешÿ» ăмăртăвне Пушкăртстанри Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕнчен Ян Соколовпа (65 кг) Данил Константинов (46 кг), Пелепей хулинчи Денис Иванов (55 кг) тата ыттисем хутшăннă. Пурĕ тĕрлĕ регионтан килнĕ 100 ытла ача вăй виçнĕ.
Пушкăртстанри ачасене Шупашкар хулине илсе çитерме ПР чăвашсен наци кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Владимир Яковлев мехел çитернĕ.
Ян Соколов 14-18 çулхи çамрăксен хушшинче хăйĕн виçе категорийĕпе чăн чемпион пулса тăнă. Çак çĕнтерÿшĕн ăна Хисеп хучĕ тата чĕрĕ така парнеленĕ. Пушкăртстанри чăваш наци кĕрешĕвĕн федерацийĕ кубок çĕнсе илнĕ. Уйрăм çын ăмăртăвĕсенче хăйсен виçе категорийĕпе Данил Константинов 2-мĕш, Денис Иванов 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿçĕсене уяв сцени çинчен Хисеп хучĕсемпе парнесене Шупашкар хулинчи Калинин район администрацин пуçлăхĕ Яков Михайлов саламласа тыттарнă. Çавăн пекех çак мероприятинче ПР чăвашсен наци кĕрешĕвĕн федерацин президенчĕн çумĕ пулма Владимир Спиридонова (Иглин районĕ) йышăннă.
- Çула тухас умĕн лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларăмăр. Ачасем хăйсен кăтартăвĕсемпе питĕ те савăнтарчĕç. Ăмăртусем хыççăн паллă чăваш эстрада артисчĕсен концертне курса килентĕмĕр. Çамрăк спортсменсемшĕн хамăр Шупашкар хулипе паллаштарса экскурси ирттертĕмĕр. Килĕсене ачасем тулли те савăк кăмăлпа таврăнчĕç, - ăмăрту кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Владимир Матвеевич.
Чăваш Республикинче Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ спортсменсене, вĕсен йĕркелÿçисене пысăк тав. Ачасене малалла та çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма сунас килет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Сакăр вун сакăр килограмм - çакăн пек йывăрăш тайнă Ĕпхÿ хулинчи Хаммер ятлă лабрадор ăратлă йытă. Вăл питĕ самăрăлса кайнă. Çакна курса опытлă ветеринарсем те тĕлĕннĕ. Хуçисем ăна килĕнче урăх усрасшăн пулман, çывратса ярас шутпа ветеринар патне илсе кайнă.
Сакăр вун сакăр килограмм - çакăн пек йывăрăш тайнă Ĕпхÿ хулинчи Хаммер ятлă лабрадор ăратлă йытă. Вăл питĕ самăрăлса кайнă. Çакна курса опытлă ветеринарсем те тĕлĕннĕ. Хуçисем ăна килĕнче урăх усрасшăн пулман, çывратса ярас шутпа ветеринар патне илсе кайнă. Анчах йытă аçи пулăшусăр юлман. Ăна Челябинск хулинчи чĕр чунсене сыхлакансем илсе кайнă.
- Эпир ăна пулăшма килĕшнĕ чухне куç умне ахаль йытă çеç тухса тăнăччĕ. Акă вăл килсе çитрĕ. Ăна машинăран антарма икĕ çын кирлĕ пулчĕ, - пĕлтернĕ «ЛАБРиКо» пулăшу центрĕн специалисчĕсем.
Чи малтан Хаммерăн чĕрнине каснă, мĕншĕн тесен ăна ури çине пусма та йывăр пулнă. Анализсем тăрăх йытă сывă пулнине пĕлнĕ. Анчах йывăрăшне пула чĕре чирĕсем пуçланнă. Хальлĕхе йытта çирĕп диетăна лартнă, унсăр пуçне вăл нумай уçăлса çÿрет. Прогресс куç умĕнчех. Темиçе кун каялла Хаммер аякĕ çине выртма та пултарайман, паянхи кун çурăмĕ çинче хаваслăн йăваланать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Раççейпе Израиль хушшинчи çыхăну чи çÿллĕ шая çитнĕ. Çакăн çинчен РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, ытларикун, Израильти «Керен ха-Йесод» ыркамăллăх фончĕн конгресĕнче пĕлтернĕ.
www.kremlin.ru сайтенчен илнĕ сăнÿкерчĕк
Ун сăмахĕсем тăрăх РФ Израильпе юлташла, нумай енлĕ тата пĕр-пĕриншĕн тупăшлă çыхăну йĕркелеме тăрăшать. Хальхи пек шайри çыхăну нихăçан та пулманнине те палăртса хăварнă, енчен те Израиль Патшалăхĕ йĕркеленнĕ хыççăн малтанхи икĕ çула шута илмесен. Путин Израиль премьер-министрĕпе Беньямин Нетаньяхупа куллен тĕлпулусем ирттерни çинчен аса илтернĕ. Çакнашкал юлашки тĕлпулу иртнĕ эрнере Сочинче пулнă. Путин Нетаньяхупа час-часах телефонпа калаçни, пĕтĕм тĕнче тата регион ыйтăвĕсене ĕçлĕ йĕркепе сÿтсе явни çинче тимлĕхне çивĕчлетнĕ.
Израиль тата ЕАЭС хушшинчи ирĕклĕ суту-илÿ зони çинчен килĕшĕве хатĕрлесси вĕçленсе килнине те палăртна Раççей лидерĕ. 2020 çулхи январьте Путин Израиле кайма тата Иерусалимра Ленинград блокадинче инкек курнисене асăнса лартнă мемориала уçма планлать. Вăл антисемитизм тата ксенофоби ÿснине чарса хумаллине тата Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсене урăхлатса кăтартассине чармаллине палăртса хăварнă. Вăл Израиль ертÿçисене 2020 çулта Çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине палăртнă çĕре Мускава чĕннине хушса хăварнă.
Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
#ВладимирПутин
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
Çтерлĕ хулинче «Ачалăхăн хăрушсăрлăхлă çулĕ» КВН республика конкурсĕн çурма финалĕ иртрĕ. Унта ПР пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен командисем хутшăнчĕç. Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – агитаципе вăйă урлă çул-йĕр правилипе çыхăннă пропаганда ĕçне йĕркелесси.
Асăннă конкурсра Федоровка район чысне Урал шкулĕ - «Призрачный гонщик» ушкăн - хÿтĕлерĕ. Команда йышĕнче 10 класс вĕренекенĕсем пулчĕç (ертÿçисем - В.А. Дементьевпа П.Е. Федоров).
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ «Çул-йĕр правилисем енне çул тыт» ятпа иртрĕ. Унта командăсем куракансене хăйсемпе паллаштарчĕç. «Инспектор пулас тесен» тапхăрта вара ушкăнсен капитанĕсем ăмăртрĕç. Юлашкинчен конкурсантсене «Пулас водительсене тест-драй» фристайл-конкурс кĕтрĕ. Унта КВН командисене тĕрлĕ жанрпа выляма ирĕк пачĕç.
Пĕтĕмĕшле КВН кулăш вăййин йăлисене пăхăнса иртрĕ. Ачасем çивĕч шÿтлерĕç‚ хăйсен ролĕсене пултаруллă вылярĕç. Жюри членĕсем çÿлерех асăннă темăсене шÿтсем урлă епле уçса панине‚ командăсен актер ăсталăхне‚ вĕсен кулăшĕсене‚ номерсем КВН вăййин формачĕпе килĕшсе тăнине хакларĕç. Конкурса килнĕ кашни команда хăйĕн пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартса пама тăрăшрĕ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă чух жюри членĕсем пур хутшăнакансене те тав турĕç. Вĕсем кашни командăн çĕнĕлĕхĕпе шÿтне‚ харпăр хăй тăрăшнине‚ конкурса çуллĕ шайра хатĕрленнине‚ вĕренекенсен хастар кăмăлне‚ çул-йĕр правилисене лайăх пĕлнине палăртса хăварчĕç.
Районсем хушшинче «Призрачный гонщик» команда III вырăн çĕнсе илчĕ. Ăна тата унăн капитанне мала тухнă ятпа‚ конкурса активлă хутшăннăшăн ПР ГИБДД ШĔМ управленийĕн Дипломĕсемпе чысларĕç. Унсăр пуçне пирĕн команда Çтерлĕ хула Администрацийĕн Дипломне те илме тивĕçрĕ.
Эпир команда участникĕсене тата çул çÿреве тухма пулăшакансене чунтан тав тăватпăр.
Елена НИКОЛАЕВА.
Федоровка районĕ‚
Урал ялĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Республикăри автоинспекторсем çул-йӗр йӗркине пăсакансене тупса палăртас тӗлӗшпе хăйне евӗрлӗ рейд йӗркеленӗ. Автоçула аэростатпа тӗрӗслеççӗ. Çапла майпа çул-йӗр йӗркине пăсакан пӗр автомобилист та вӗсен тимлӗхӗнчен пăрăнаймасть. Росгварди сотрудникӗсем хальхи вăхăтра Хусан -Арск автоçула аэростатран сăнаççӗ. Камера виçӗ çухрăм радиусра мӗн пулнине йăлтах кăтартать. Уйрăм тимлӗх умри машинăран юраман вырăнта иртсе...
❮
❯
Республикăри автоинспекторсем çул-йӗр йӗркине пăсакансене тупса палăртас тӗлӗшпе хăйне евӗрлӗ рейд йӗркеленӗ. Автоçула аэростатпа тӗрӗслеççӗ. Çапла майпа çул-йӗр йӗркине пăсакан пӗр автомобилист та вӗсен тимлӗхӗнчен пăрăнаймасть. Росгварди сотрудникӗсем хальхи вăхăтра Хусан -Арск автоçула аэростатран сăнаççӗ. Камера виçӗ çухрăм радиусра мӗн пулнине йăлтах кăтартать. Уйрăм тимлӗх умри машинăран юраман вырăнта иртсе йӗркене пăсакансене пулӗ. Шăпах çакăн пек водительсене пула çулсем çинче инкексем пулаççӗ-çке.
Иртнӗ эрнере аэростатпа Хусан-Оренбург çулăн час-часах аварисем пулакан хăрушă участокне тӗрӗсленӗ. (Р. Шафиева сăнӳкерчӗкӗ). |
Ар уесĕ — Хусан енлĕхĕ шутĕнче 1781—1796 çулсенче пулнă администрациллĕ-территориллĕ виçе. Уес хули - Арча.
Уесе 1781 çулта Хусан енлĕхĕ йышĕнче йĕркеленĕ. 1796 çулта уесе салатнă, унăн чылайрахăш территорине Хусан уесне кĕртнĕ.
КаçăсемПравить
Справочник по городу Казани и Казанской губернии на 1920 г. Ч. 1. Центральные, губернские и уездные установления. К., 1920
Ку Раççей империн администрациллĕ-территориллĕ пайĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
Тутарстан районӗсенчи ытти ЧНКЦ-сем Çӗнӗ çул хыççăн «вăранкаланă» вăхăтра 2017 çул пуçланнăранпа Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ ӗнтӗ иккӗмӗш мероприяти ирттерет. Паллă чăваш юптаруçи, драматург, СССР писателӗсен союзӗн членӗ Александр Дмитриевич Кăлкан çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă тума Çӗнӗ Мертлӗн çӗнӗ клубне нумай çын пуçтарăннăччӗ. Çӗнӗ Культура çуртне ялти...
❮
❯
Тутарстан районӗсенчи ытти ЧНКЦ-сем Çӗнӗ çул хыççăн «вăранкаланă» вăхăтра 2017 çул пуçланнăранпа Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ ӗнтӗ иккӗмӗш мероприяти ирттерет. Паллă чăваш юптаруçи, драматург, СССР писателӗсен союзӗн членӗ Александр Дмитриевич Кăлкан çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă тума Çӗнӗ Мертлӗн çӗнӗ клубне нумай çын пуçтарăннăччӗ. Çӗнӗ Культура çуртне ялти пуçламăш шкула та, медпункта та кӗртнӗ. Халӗ ялти чи пысăк çуртăн фасадне писатель сăнӗллӗ мрамор плити илемлетсе тăрать. Пысăках мар яла килсе кӗрсен унăн мăнаçлăхӗ кам пулнине чăннипех аса илетӗн. «Сувара» хальхи вăхăтра калавсемпе заметкăсем çыркалакан Михаил Якушковсăр пуçне пурнăçне литературăпа çыхăнтарнă çынсем ялтан урăх тухман курăнать. Çавăнпа та асăну хăмисем халӗ Кăлканăн тăван килӗ çинче те, культура учрежденийӗ çинче те çакăнса тăнине ырламалла кăна-тăр.
Ыран пăвасен делегацийӗ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тума Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне тухса каймалла.
РЕПЛИКА:
Чăваш Республикинчи çыравçăсен 3 союзӗнчен пӗри те делегаци ярас темен ахăр пăвасен мероприятине. Е Александр Кăлкан пултарулăхне хисеплемеççӗ, е «вăранман-ха?.. |
Тутарстан бизнес-омбудсменӗ sntat.ru сайта панă интервьюра налог инспекцийӗпе, прокуратурăпа тата банксемпе калаçса татăлни çинчен пӗлтернӗ. - Кашни конкретлă тӗслӗхпе активлă ӗçлетпӗр,- тенӗ Т. Нагуманов. Налог органӗсене янă, анчах шут çинче юлнă укçана шута илтерессипе ӗçлени пирки, çак тӗлӗшпе консультацисем йӗркелени пирки пӗлтернӗ. Бизнесменсене рефинансировани тăвасси пирки те сăмах пырать. Микрофинанс...
❮
❯
Тутарстан бизнес-омбудсменӗ sntat.ru сайта панă интервьюра налог инспекцийӗпе, прокуратурăпа тата банксемпе калаçса татăлни çинчен пӗлтернӗ.
- Кашни конкретлă тӗслӗхпе активлă ӗçлетпӗр,- тенӗ Т. Нагуманов. Налог органӗсене янă, анчах шут çинче юлнă укçана шута илтерессипе ӗçлени пирки, çак тӗлӗшпе консультацисем йӗркелени пирки пӗлтернӗ.
Бизнесменсене рефинансировани тăвасси пирки те сăмах пырать. Микрофинанс займӗпе ӗçлекенсем малалла «Татфондбанкпа» çыхăннă лару-тăрура шар курнисемпе ӗçлеме тытăнаççӗ.
- Лизинг компанийӗсемпе тата ытти банксемпе ӗçлесси пирки консультаци илме предпринимательсем РТ Гаранти фондне те килме пултараççӗ, - тенӗ.
Пысăк финанас структурисенче те укçисене пама чарнă «Татфондбанк» клиенчӗсем енӗпе çитес вăхăтра ыйтăва татса парӗç. Ку ыйтупа федераллă банксемпе калаçусем пыраççӗ-мӗн. Чăн та, хăвăрт татаса памалли ыйту мар ку, темиçе кун кирлӗ.
«Татфонбанкпа» çыхăннă лару-тăрăва прокуратура та тимлӗхре тытать. Анчах та АВС ӗçне хутшăнма унăн хальлӗхе ирӗк çук.
Тутарстан прокурорӗ Илдус Саидович пӗлтернӗ тăрăх, вӗсемшӗн тӗп приоритет- граждансен тата предпринимательсен интересӗсене хӳтӗлесси. Хăш-пӗр йывăр лару-тăрăва пăхса тухнă чух çакна шута илесси пирки республикăри прокуратурăсене хушу ярӗç. |
Пушкăртстанра çулталăк пуçламăшĕнчен онкочирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртнин 1650 тĕслĕхĕ пулнă.
Пушкăртстан республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров тухса çÿресе черетлĕ „Сывлăх сехечĕ” ирттернĕ чухне Уфари 13 №лĕ клиника больницинче пулнă, вăл унта онкологи чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртнăшăн врачсене тÿлев илмелли сертификатсем панă.
Республика пуçлăхĕн сăмахĕпе, онкологи чирне малтанхи тапхăрта тупса палăртнă тĕслĕхре врачсем тата фельдшерсем профессионализмшăн 5 пин тенкĕ преми илĕç.
ПР Сывлăх министерствин руководителĕ Максим Забелин ăнлантарса панă тăрăх, республика бюджетĕнче çак тĕллевсем валли 30 млн тенкĕ шута илнĕ. Вĕсенчен 12 млн тенкине 2019 çулхи çичĕ уйăхра онкочир тупса палăртнă специалистсене тÿленĕ, урăхла каласан ку 1650 ытла тĕслĕх пулать.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Чăваш Республикин Конституцийӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн тата "ЧР чӗлхисем çинчен" калакан Закон тăрăх, чăваш тата вырăс чӗлхисем Чăваш Республикин патшалăх чӗлхисем шутланаççӗ. Суйлав кунӗ Шупашкарти 2063 номерлӗ суйлав участокӗнче Илле Иванов çыравçă тата общество деятелӗ ăна тăван чӗлхепе çырнă бюллетень пама ыйтнă. Анчах та 4 бюллетеньрен иккӗшӗн тăррине кăна чăвашла...
❮
❯
Чăваш Республикин Конституцийӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн тата "ЧР чӗлхисем çинчен" калакан Закон тăрăх, чăваш тата вырăс чӗлхисем Чăваш Республикин патшалăх чӗлхисем шутланаççӗ. Суйлав кунӗ Шупашкарти 2063 номерлӗ суйлав участокӗнче Илле Иванов çыравçă тата общество деятелӗ ăна тăван чӗлхепе çырнă бюллетень пама ыйтнă. Анчах та 4 бюллетеньрен иккӗшӗн тăррине кăна чăвашла çырнă пулнă - ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗсене суйламаллисем çине. Çакна курсан Илле Иванов нихăш бюллетеньне те илме килӗшмен, протестласа вăл вуççех сасăлама та килӗшмен. Çыравçă шучӗпе, закон тăрăх мӗн пур тăватă бюллетене те вырăсла çырнипе тан чăвашла та çырмалла.
Илле Иванов суйлав участокӗнчи журналистсене ку ӗçе фотоаппаратпа ӳкерсе илме чӗннӗ. Участокри суйлав комиссийӗн председателӗ Людмила Рейнгольд çак факта провокаци пек хакланă. Вăл Илле Иванова "провокатор" тесе журналистсене айăплама тытăннă, унтан участокра дежурство иртекен полицейские суйлавçă хăтланăвӗсене пӳлме чӗннӗ. Полици ӗçченӗ Илле Иванов заявленийӗнче обществолла йӗркене пăснине асăрхаман.
Çакăн хыççăн бюлленьсенче çырнине чăвашла вулас текен суйлакан ăна комисси председателӗ ятласа кӳрентерни çинчен акт çырнă, чăваш чӗлхипе. Хамăр çырулăхпах усă курса Илле Иванов тата унăн мăшăрӗ суйлав комиссийӗнчен вӗсене чăвашла çырнă бюллетеньсене пама ыйтса завленисем çырнă.
Тӗлӗнмелле, анчах та комисси секретарӗ Рамская чăваш чӗлхин патшалăх статусӗ пуррине йышăнма килӗшмен. Анчах та комиссин пӗр членӗ пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанри бюллетеньсене икӗ чӗлхепе пичетлеççӗ.
Çак пăтăрмаха сăнакан Чăваш Республикинчи наципе культура чӗрӗлӗвӗн "Ирӗклӗх" обществин активисчӗ Илья Алексеев пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ çул ЧР Пуçлăхӗн тата вырăнти хăйтытăмлăх суйлавӗсем умӗн вӗсен организацийӗ Чăваш Республикин Тӗп суйлав комиссине бюллетеньсене регионти икӗ патшалăх чӗлхипе пичетлеме кирли çинчен калакан официаллă çыру янă пулнă. Анчах ун çине хуравламан.
Редакцирен
Çак ӗç-пуç пире, Чăваш Республикин тулашӗнче пурăнакан чăвашсене питӗ тӗлӗнтӗрет. Мӗне пула ун пек пулса иртет-ха? Çакна кӳршӗри регионра пурăнакан суйлавçăсен ирӗкне хӗсӗрленипе те танлаштарма пулать вӗт. Пирӗн Тутарстанри партисем чăваш ялӗсенче пурăнакан суйлакансем патне тăван чӗлхепе "калаçса" çул хывма тăрăшнă вăхăтра чăвашсен тăван çӗрӗнче эпир çакнашкал лару-тăрăва куратпăр... Бюллетеньсенчи заголовоксене (мӗнле сасăламаллине) кăна чăвашла çырнă, ытти информацие вырăсла. Ку вăл кӳршӗ регионри чылай пуçлăх официаллă тӗлпулусенче пухăннисене чăвашла саламланă хыççăн тӳрех патшалăхăн тепӗр чӗлхи çине куçса калаçма тытăннине аса илтерет.
Тутарстанра суйлавран суйлава агитаци материалӗсем, брошюрăсем чăвашла пичетленнинчен тӗлӗнекен те çук. Ӗлӗкрен çапла пулнă. Хушса калас пулсан, Совет Союзӗн вăхăтӗнче 80-мӗш çулсенчи суйлавсенче ТАССР-ти чăвашсем йышлă пурăнакан районсем валли бюллетеньсене те виçӗ чӗлхепе пичетлесе хатӗрлени паллă. Мӗншӗн-ха 70 процента яхăн чăваш пурăнакан Республика тӗп халăхăн чӗлхине паянхи кун шута илесшӗн мар? Часрах манччӗр теççӗ-ши? Шанас килмест.
Чӗлхен вырăнне, статусне суйлавсенче палăртни вăл патшалăх политики. Кунта вара мӗн асăрхатпăр? Тӳрӗрен каласан, чăваш чӗлхине кирлӗ мара кăлăрнине. Лару-тăрăва улăштарасчӗ. |
Февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи 9№ ачасен модельллĕ вулавăшĕнче «Афганистан - манăн чĕрере» ятлă паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Хулари 35№ шкулти 5«В» класра вĕренекенсем (класс ертÿçи Н.А.Говорова) патне хăнана вырăнти чăваш наципе культура автономийĕнчен Афганистанпа Чечен вăрçисен ветеранĕсем - Михаил Сергеевич Трифонов‚ Георгий Дмитриевич Степанов‚ Алексей Макарович Осипов тата Юрий Анатольевич Петров - килсе çитрĕç.
Мероприяти пуçламăшĕнче çак йĕркесен авторĕ слайд тăрăх ачасене совет çарĕсене Афганистан çĕрĕ çине мĕн тĕллевпе кĕртни‚ пирĕн салтаксен паттăрлăхĕсем‚ йывăр лару-тăрури çапăçусем тата вырăнти халăха пирĕннисем мĕнпе пулăшни çинчен каласа пачĕ. Унтан Кавказ çĕрĕнче иртнĕ çапăçăва хутшăннă Георгий Степанов кунта килнĕ ветерансем пурте Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» пĕрлĕхĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмне кĕнине тата вăл хăй унăн ертÿçи пулнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ветеран ачасене 10 çула яхăн тăсăлнă Афганистан вăрçин историйĕпе паллаштарчĕ. Асăннă вăрçа 600 пин ытла салтаксемпе офицерсем хутшăннă‚ вĕсенчен 72-шĕ «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тивĕçнĕ. 15 пине яхăн салтак ют çĕршывăн çĕрĕнче пуçĕсене хунă. Юрий Петров вара (Чечен вăрçине хутшăннă) Чечен Республикинче службăра тăнине‚ юлташĕсем куç умĕнче паттăрла вилнине аса илчĕ, унта тунă сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ.
Ачасем интернациалист салтаксем каласа панине тимлесе итлерĕç. Михаил Трифонов шкул пĕтернĕ хыççăн Эрĕнпур хулинчи прапорщиксен шкулĕнче вĕренни çинче чарăнса тăчĕ. Унти чаçсене Афганистана яма хатĕрленĕ. 1981-1983çç. Михаил Сергеевич Кабулти зенитпа ракета çарĕнче хĕсметре тăнă‚ сывлăш чиккине сыхланă.
Алексей Осипов тухса калаçни те ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ. Вĕсене, çамрăк яшсене, Сызрань хулинче 6 уйăх хушши тĕрлĕ хĕç-пăшалтан пеме тата ту урлă çул тăрăх бронетранспортерпа çÿреме вĕрентнĕ. Вăрçă паттăрĕ вун сакăр çулхи каччăсене самолетпа Афганистан çĕрĕ çине илсе килнине‚ анчах вĕсем виççĕмĕш хутран çеç çĕр çине анса ларма пултарнине аса илчĕ. Вăл Кундуз хулинчи 149-мĕш гварди мотострелоксен полкĕнче бронетранспортер водителĕ пулса хĕсметре тăнă. Ветеран вĕренекенсене вĕсен машинине тăшмансем сирпĕнтерни тата вăл хăй чылай вăхăт хушши тăнсăр выртнине пăхмасăр вилĕме çĕнтернине пĕлтерчĕ.
Ачасем вăрçă паттăрĕсем каласа панине тимлĕ итленисĕр пуçне вĕсене тĕрлĕ ыйтусем те пачĕç: «Мĕнле паллă пулăм сирĕн асăрта тăрса юлчĕ?», «Эсир хăвăр ачăрсене‚ ывăлăрсене Раççей çарĕнче служба иртмелле пулсан мĕн суннă пулăтăрччĕ?»‚ «Афганистан çĕрĕнчен совет çарĕсене илсе тухмаллинне эсир мĕнле тата ăçта илтнĕ?» тата ыт.те.
Çамрăк ăру та тĕлпулăва хатĕрленни сисĕнчĕ‚ вĕсем Афганистан çинчен илемлĕ сăвăсем вуларĕç. Асăннă мероприятие халалласа «Афганистан вăрçин ахрăмĕ» ятлă кĕнекесен куравне йĕркеленĕччĕ.
Ветерансем вĕренекенсене тăрăшса вĕренме‚ пĕчĕкренех хастар та спортпа туслă‚ арçын ачасем çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулма сунчĕç.
Ольга МАРКЕЛОВА, вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Subsets and Splits
No community queries yet
The top public SQL queries from the community will appear here once available.