text
stringlengths
411
202k
Иртнӗ эрнекун Нурлат районӗнчи Ялавăр ял хутлăхне кӗрекен Сосоновкăра ветеринарсем сыснасен африка мурне асăрханине пула районти хăш-пӗр ялсене карантина илнӗ. Сосновкăпа кӳршӗллӗ Ялавăр, Чăваш Тӗкӗрмел, Рождественский, Стекольный, Петровский поселокӗ, Кирпичное ялӗсене карантинăн пӗрремӗш зонине кӗртнӗ. Ветеринарсем ç...
Республикăри ялхÿçалăх министрĕн çумĕ Юрий Лысов каланă тăрăх, 2019 çулта Пушкăртстан 103 пин тонна ытла çу продукцине 2,6 млрд тенкĕлĕх туса сутнă. Республикăри икĕ предприяти — «Сигма» компанисен ушкăнне кĕрекен Чишмари завод тата Кумертаури «Элеватор» ООО — экспортер пулса тăраççĕ. — Пушкăртстанта туса кăларакан çуп...
Çĕнĕ çулта ватти те, вĕтти те тĕлĕнтермĕш кĕтет. Юлашки вăхăтра пирĕн облаçра та, Раççейре те Хĕл Мучине парне ыйтса çыру ярасси анлă сарăлчĕ. «Ĕмĕт чăрăшĕ» тăвăм кашни субъект правительствинче, муници-паллă пĕрлĕхре пырать. Ачасем унта Çĕнĕ çул уявĕнче хăйсем мĕн пирки ĕмĕтленнине çырса яраççĕ. Ульяновскра пурăнакан ч...
Пушкăртстан Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин паян Благовещенск хулин çыннисемпе тĕл пулнă Хула çыннисене пуринчен ытларах хумхантаракан ыйтусенчен пĕри — кунти ача çуратмалли çурта хупасси. Министр каланă тăрăх, ăна тĕпĕ-йĕрĕпех хупмаççĕ-ха. Экстренлă самантсенче хĕрарăмсене хула больницинчех йышăнаççĕ...
Тутлă пĕçерме пурте пултараймаççĕ. Кунта кирек-хăш ĕçри пекех уйрăм пултарулăх кирлĕ е ăсталăхăн вăрттăнлăхне пĕлмелле. — Эпĕ вăхăтĕнче фермăра ĕне те сурăм, колхозра тĕрлĕ ĕçсенче те тăрăшрăм, сутма валли çăкăр та пĕçертĕм, — каласа парать Ситекпуçĕнчи ăста повар Светлана Яковлева ĕçлĕ кун-çулĕ çинчен. — Хальхи вăхăтр...
Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче кивĕ çула чыс туса ăсатасси ырă йăлана кĕнĕ. Декабрь уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче кунта çак ятпа пысăк уяв иртрĕ. Унта юмахсенчи пур сăнар та пуçтарăнчĕ пулмалла. Пĕтĕм тĕнчери фольклориада пуçланнă тейĕн. Юмахри сăнарсем хушшинче чăн пурнăçри пекех ырă та уç...
2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанра пĕр çын пуçне пурăнмалли минимум виçи 10 015 тенкĕпе танлашать тесе йышăннă республика правительствин хушăвĕнче. 2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пушкăртстанра пĕр çын пуçне пурăнмалли минимум виçи 10 015 тенкĕпе танлашать тесе йышăннă республика прав...
Николай Афанасьевич Осипов 1925 çулхи декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнче çуралнă. Осиповсен çемйинче 5 ача пулнă. Вĕсенчен виççĕшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. Пĕчĕкренех ăслă-тăнлă пулнă Григорий Юмаш шкулне те лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Унсăр пуçне каччă ялта ирттерекен культурăп...
Пире хăйне евĕрлĕ‚ çутă та вирхĕнÿллĕ Шурă металл вăкăр çулĕ кĕтет. Хĕвел тухăç календарĕнче шурă тĕс тасалăха тата тĕрĕслĕхе пĕлтерет. Çитес 2021 çулăн тĕп символĕ çинчен мĕн пĕлмелле-ха? Çул паллин характеристики Шурă вăкăр çулĕ пулăмсемпе тата ĕçсемпе пуян пулĕ. Пиртен кашнийĕ мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пултарĕ....
Çӗпрел райканашӗн 24-мӗш сессийӗнче района 5 çула яхăн ертсе пынă Александр Шадриков хăйне пуçлăх ӗçӗнчен хăтарма ыйтрӗ. Ун тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма депутатсем Марат Гафарова çирӗплетрӗç. Пухăва хутшăннă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Александр Валерьевича Тутарстан Президенчӗн Тав çырăвне...
Уява уçиччен артистсем чăваш халăх йăлисене сăнарлакан, кăмăл-туйăма çунатлантаракан, чун-чӗрене мăнаçлантаракан юрă-ташă постановкине кăтартрӗç. Унта Шупашкарти «Çеçпӗл», «Çавал», «Янра юрă» ансамбльсем, Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗ тата Нурлатри ташă ăстисем хутшăнчӗç. Пуçлăхсем йăла тăрăх сăмах каларӗç, пухăнн...
„Дружба” СПКра халĕ тăватă ĕне ферми ĕçлет. Асавпуçсем çулталăк итогĕсемпе лидерсем пулса тăраççĕ. Кунта пĕр ĕнерен вăтамран 6656 килограмм сĕт суса илнĕ. Çакă умĕнхи çулхинчен 316 килограмм нумайрах. - Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ, чи малтан, пирĕн коллектив туслă тата пĕрлĕхлĕ пулнинче. Пурте пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, - хуравлать п...
Ниппур (халĕ Ниффер, е Нуффар, Ирак) — Кăнтăр Икшывхушшинче (хальхи Ирак çĕрĕ) пулнă авалхи шумерсен таса хули. Ниппурта шумерсен тĕп туррин —Энлилĕн — храмĕ пулнă. Пирĕн эрăччен XVIII ĕмĕрте Ниппур Вавилон патшалăхĕн айне пулать, каярах ăна шал автономине тивĕçтереççĕ. Ниппур хула Пирĕн эрăччен XVIII ĕмĕрте Ниппура ва...
Йывăр атлетикăпа Раççей кубокне Ешӗлвар (Зеленодольск) халиччен ирттерменччӗ. Çак спорт тӗсӗпе çӗршыври хӗрарăм сборнăйӗн аслă тренерне Николай Колесникова лартнăранпа Хусан çывăхӗнчи хулара ӗнтӗ иккӗмӗш ăмăрту иртет. Январӗн 30-мӗшнчен пуçласа февралӗн 6-мӗшчен кунти «Маяк» спорткомплексра йывăр атлетикăпа Раççей перв...
Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем çинчен нумай пулмасть «Упи Паттăр тăхăмӗсем документсенче» çӗнӗ кӗнеке тухнă. Вăл çак тăрăхри ялсем мӗнле йӗркеленсе кайни çинчен каласа парать. Материалсемпе статьясем тăрăх авторсем Ульяновскри архивра нумай документ тупни сисӗнет. Çавăнпа та историпе таврапӗлӳ ыйтăвӗсе...
Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуç ял вулавăш çумĕнче этнографи кĕтесĕ йĕркелесе янăранпа чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Ăна материалсемпе пуянлатма ял халăхĕ хаваспах пулăшрĕ. Çынсем ĕлĕк-авалхи истори пуянлăхне упраса хăварас, вĕсене çитĕнекен ăрусем курччăр, пĕлччĕр тесех пуль тăрăшсах вулавăш çуртне темĕн чухлĕ япала илсе килчĕç. Çак...
Теччӗри çăлавçăсем хатӗрлекен професси колледжӗ хăйӗн 100 çулхи юбилей çулталăкне «Çăлав ӗçӗсем» компетенципе «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia- 2017) V регионти (республикăри) уçă чемпионат ирттернипе пуçларӗ. Çапла кӗрсе юлать юбиляр-колледж WorldSkills юхăмăн историне. Сăмах май, Теччӗри патшалăх граждан ...
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкулсем В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева, Г.Л. Никифоров çырса-пухса хатĕрленĕ «Тăван литература, 9 класс» вĕренÿпе вулав кĕнекипе пуянланчĕç. Кĕнекене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе тата «Тăван литература. Тĕслĕх программа: 5-9 классем валли» программăпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Вĕрен...
Республикăри кашни хулапа районта, ялсенче Çӗнӗ çул уявӗсем тахçанах пуçланнă ӗнтӗ. Ачасем валли Елкăсăр пуçне тӗрлӗ квестсем, экскурсисем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ. Хусантан инçе мар вырнаçнă Свияжск утравӗ те хаваспах пӗчӗк туристсене кăна мар, аслисене те кӗтет. Тӗлӗнтермелли, каласа памалли, кăтартма...
Манăн атте, Николай Иванович Маркелов, çут тĕнчене 1921 çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çемьери пиллĕкмĕш ача пулса килнĕ. Амăшĕ вилнĕ чух вăл çичĕ çул та тултарайман, Санькка шăллĕ икĕ çула кайнă ача çеç пулнă. Кил-çуртри хĕрарăм ĕçĕсем пĕтĕмпе Евгенпе Елькка аппăшĕсем çине тиеннĕ. Çапах та килĕнчисем аттене пĕлÿ пама т...
Ĕнер, февралĕн 26-мĕшĕнче, Пушкăртстан республикинчи Чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн (ертÿçи Федор Кузьмин) район шайĕнчи пухăвĕ иртрĕ. Палăртнă вăхăтра район администрацийĕн ларусен залне кашни чăваш ялĕнчен 40 ытла делегат килсе çитрĕ. Çав шутра ялхуçалăх, вĕрентÿ, культура, бизнес ĕçченĕсем тата чăвашсем йышлă п...
Раççейăн çутĕç министерстви 2017 çултан вара улшăнусем хатĕрленĕ. 2019 çулхи апрельтех Раççейри шкулсем нумайăшĕ хăйсен вĕренÿ программине шахматла выляма вĕрентекен уроксем кĕртнĕ. Программăсемпе учебниксем хатĕр, преподавательсене хатĕрлесе çитерес ĕçсем пыраççĕ. Ăс-хакăл спорчĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кашни шкулта пулм...
Ман аллăмра Новосибирскри “Академиздат” издательствăра 2018 çул вĕçĕнче вырăсла кун çути курнă, “Жизнь, какою она была” ятлă, 816 страницăллă, хытă хуплашкаллă кĕнеке. Авторĕ пирĕн ентеш - Салават хулинче пурăнакан чăваш халăх ăсчахĕ Александр Парфирьевич Михайлов (Аляккав Санькки). Пирĕн авторсен çакăн пек нумай питлĕ...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
Раççей Президенчĕ Владимир Путин правительствăна Раççей законодательствине улшăнусем кĕртме хушнă, вĕсем тăрăх интернетра наркотиксене пропагандăланăшăн тата наркотик йышăнма илертнĕшĕн уголовлă йĕркепе явап тыттарассине пăхса хăвармалла. Çавăн пекех Путин наркотик хатĕрлемелли меслетсемпе майсем çинчен каласа паракан ...
Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи пурăннă пулсан августăн 21-мĕшĕнче 88 çул тултармаллаччĕ. Çĕньялсем хăйсен ентешне манмаççĕ. Çакна "Хавал" кану паркĕнче ирттернĕ уяв та çирĕплетет. Мероприяти "Илем" фольклор ушкăнĕ Геннадий Айхин "Вĕç, вĕç, куккук" юррине шăрантарнипе пуçланчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ...
«Пурнăçа – Тăван çĕршыва, чыса – никама та!» Паян Александр Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем çĕршыва парăннине ĕнентерсе тупа турĕç. 5-мĕш класри 136 çамрăк малашне кадет ятне вĕренӳре те ĕçре те тивĕçлĕ тытса пыма шантарчĕç. Юпа уйăхĕн 24-мĕшне календарьте хĕрлĕ тĕспе палăртман пулсан та, çак кун Кочетов ячĕл...
Çĕнĕ çулти вăрăм канмалли кунсем вăхăтĕнче эрех-сăра продукцине сутассине чакарасси пирки асăрхаттарса тăнине Пушкăртстанри 124 лавкка шута та илмен, йышăннă йĕркене пăснă. Кун пирки ПР Суту-илÿ министерствин пресс-служби пĕлтернĕ. Çĕнĕ çулти вăрăм канмалли кунсем вăхăтĕнче эрех-сăра продукцине сутассине чакарасси пирк...
Май уйăхӗнче Хусанта «Çамрăксем, Ял. АПК» Халăхсем хушшинчи ял çамрăкӗсен форумӗ иртет. Форум май уйăхӗн 11-мӗшӗнче кӗçнерникун ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗç министерствинче (Çӗр ӗçченӗсен керменӗнче, Федосеевская урамӗ, 36 çурт) уçăлать. Пуху 15:00 сехетре пуçланӗ. Хисеплӗ хăнасем хушшинче ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗ...
(Катерина Котова). Раççейре наркотиксем сарăлас лару-тăру çăмăл мар. Кун çинчен нумай пулмасть РФ Хăрушсăрлăх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, юлашки пилӗк çулта çул çитменнисен хушшинче наркотикпа усă куракансен шучӗ (60 процент) ӳсни сисчӗвлентерет. Тутарстанра ку енчен лару-тăру ун пе...
Пушкăртстанра автомобильсене газпа çÿретессине аталантарас тесе çулсерен системăллă ĕçсем туса ирттереççĕ. Кунта ытларах метанпа усă кураççĕ. 2022 çул вĕçĕ тĕлне республикăра 26 газ пухмалли компрессор станцийĕ (АГНКС) хута яма палăртаççĕ. Вĕсене тума федераллă тата республика бюджедĕнчен укçа-тенкĕн пĕр пайне уйăрса п...
Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тулли мар мобилизаци пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетрĕ. Çавна май Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Махмаджонович Холиков хăш-пĕр ыйтусем çине хуравланă. Бахтиер Махмаджонович, Чăваш Республикинче пурăнакансене мĕнле çар вĕренĕвĕн специальноçĕсене шута ...
Эна (франц. Aisne) — Францин çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă, Пикарди регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 02. Администрациĕ Лаон хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 535,5 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 7 369 км² танлашать. Департамент Эна юханшыв тăрăхĕнче вырнаçнă. Юханшыв департаменат урлă ...
WorldSkills Russia регионти чемпионачӗ ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 8-мӗшӗччен республикăн Хусан, Çырчалли, Чистай, Лениногорскпа Теччӗ хулисенче пурӗ 35 площадкăра пулать. Унта 16-22-ри çамрăксем ӗç профессийӗн ăсталăхне 91 компетенцире, 14-16 çултисем 23 компетенцире кăтартаççӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министрӗн ç...
Июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче пултаруллă чăваш хастарĕ, ПР чăвашсен «Канаш» регионти общество организацийĕн Ваттисен канашĕн пайташĕ, Пелепей хулинчи «Илем» ансамбле йĕркелекенсенчен пĕри, хисеплĕ аслă юлташăмăр Владимир Гордеев хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Владимир Ефимович 15 çул хушши вĕрсе каламалли оркестр ертÿçи п...
Вутпа шыв икĕ тĕрлĕ ырă, çав вăхăтрах икĕ тĕрлĕ усал тенĕ ваттисем. Çавăнпа та вутран шыв пек, шывран вут пек хăрама хушнă. Çу кунĕсем малалла тăсăлнă май пирĕн районта та, уйрăмах пушар тухас хăрушсăрлăх пысăк тапхăрта, вут-кăварпа çыхăннă инкексем пушшех сехĕрлентереççĕ. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мĕнлерех лару...
Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче ӗнер каçхине пысăк инкек пулнине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Кунта пӗр çурт хуралтисемпех çунса кайнă, кил хуçине те çăлайман. Пушар хуралне кӳршисем шăнкăравласа пӗлтернӗ иккен. Кун пек инкекре ял халăхӗ çăвар карса пăхса тăрасси йăлара мар, кунта та акă çăлавçăсем киличчен вӗсем пуш...
«Нарспи» клубра арман «авăртрĕ» кăна Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб тытăмĕнчи «Нарспи» клубра кунта çÿрекен ача-пăчасем, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕсем пуçтарăнчĕç. Çак кун «Арман» ятлă чăваш ташшин çемье уявĕ иртрĕ. Уявăн тĕп хăнисем — Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕн çумĕ...
2020 çулхи çуркунне çирĕм пилĕк çулхи Пушкăртстан яшне Азамат Шакирова медосмотр иртнĕ хыççăн призыв комиссийĕ Раççей çар ретне тăма ирĕк паман. Азамат çакăншăн питĕ куляннă. Çав самантран вăл чăнласах хăй сывлăхне тимлĕх уйăрма шут тытнă. 2020 çулхи çуркунне çирĕм пилĕк çулхи Пушкăртстан яшне Азамат Шакирова медосмотр...
Апрелӗн 21-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Ачасен искусство шкулӗнче паллă скульпторпа Владимир Нагорновпа тӗлпулу иртет. Мероприяти 16:00 сехетре пуçланать. Аса илтеретпӗр, Владимир Порфирьевич Нагорнов паллă скульптор. Унăн ӗçӗсене пӗтӗм чăваш çынни пӗлет тесе шутлатпăр. В. Нагорнов Ульяновск облаçӗнче Чăнлă районӗнчи Пухте...
Ермеккей районĕнчи Хурамалти ял библиотекине пырса кĕрсен ача чухнехи ĕмĕт аса килчĕ. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чух кĕнекепе йышлă стеллажсене курсан пуçра «Ку кĕнекесене пурне те вуласа тухасчĕ» текен шухăш çуралнăччĕ. Пурăна киле пур кăларăма та ăша хывса пулмассине ăнлантăм-ха, анчах та кĕнеке вулас кăмăлăм пĕрре т...
Тутарстанри халăхсен III съезчӗ çывхарнă май, апрелӗн 7-мӗшӗнче Теччӗри Чăваш наципе культура центрӗ отчетпа суйлав Конференцийӗ ирттерчӗ. Вăл творчествăлла отчет форматӗнче иртнӗрен пухăва питӗ нумай çын килнӗччӗ. Хаклă хăнасене районти культура çурчӗ умӗнчех чăвашла тумланнă пикесем çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç, фойере ...
«Шалу аван. Хуçалăх ĕçĕсемпе çуреме предприятирен машина та пачĕç. Бензин укçи тулеççĕ», - яла мĕншĕн юлнине ыйтсан калама тытăнчĕ Марат Азизов. Паллах, сăлтавĕсем çаксем кăна маар.Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми лĕнче çуралса унĕскер - ветеринарсен династийĕнчен. Ашшĕ -ывăлĕ ĕçлекен хуçалăхра. «Исток» агрофирмăра /унччен...
Февралӗн 26-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньелӗнче 11 сехетре администраци çурчӗ умӗнчи ятарласа хатӗрленӗ тӳремре ял çыннисемпе килнӗ хăнасем Çăварни уявлама пуçтарăнчӗç. Çанталăкӗ лайăх, пуçтарăннисен кăмăл савăк, хаваслă музыка, вӗри икерчӗпе чей - çаксем пурте халăх праçникӗн чи ырă паллисем. Йăла тăрăх, уява Ç...
Нарцисс. Ăна тĕмсен çывăхне, йывăçсен айне лартма юрать. Июнь уйăхĕнче унăн çулçи шанса-типсе каять. Кунашкал ÿкерчĕк илеме пăсать. Çавăнпа та ăна çăвĕпех çеçкере ларакан ÿсĕн-тăранпа пĕр клумбăра çитĕнтермелле мар. Çуллахи тапхăр çурринче, чечек тымарĕ самай çирĕпленсе çитсен çулçине çулса пăрахмалла. Ирис. Садăн е па...
«Кăçалтан пуçласа Татарстан республикинче машинасем çинчи патшалăх регистраци знакӗсене пытарнăшăн 300 çынна айăпланă», - тесе пӗлтерет çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗн управленийӗ. Хальлӗхе ГИБДД сотрудникӗсем çав саккуна пăхăнман çынсене шырассипе тата пӗтерессипе активлă ӗçлеççӗ. Тӗслӗхрен, юлашки виçӗ уйă...
(ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк minzdrav.tatarstan.ru сайтран) Иртнӗ эрнере, октябрӗн 20-мӗшӗнче, Хусанта «Тӗнчери пахалăх стандарчӗ: шухăшран пуçласа пурнăçа кӗртиччен. Мэйо клиникин опычӗ» Халăхсен хушшинчи тăваттăмӗш конференци пулчӗ. Патшалăх тата харпăр медицина организацийӗсен ертӳçисене пулăшăвăн пахалăх управлений...
"Единая Россия" партин "Раççей ялĕ" проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри агропромышленность комплексĕнчи тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсене аталанма пулăшасси, ял хуçалăх производствин эффективлăхне лайăхлатасси, ялсене çĕклесси шутланать. Парти проекчĕпе килĕшỹллĕн ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе ĕçлеме пикеннĕ те...
Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине пĕлмен çын тымарсăр йывăç пекех хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех тÿнет. Кашни çынна, паян-и е ыран, йăх-несĕл йывăçĕ (родословная) интереслентерме тытăнать. Мана ăру-тăванлăх, тăван чĕлхе теми питĕ пĕчĕк чухнех кăсăклантарма пуçланă. «Мĕншĕн пĕр япаланах анне пĕр тĕрлĕ, атте тепĕр ...
Вăлта тытса пулăра ларасси - хобби. Унпа чирлесех кайни тепӗр чух хăрушсăрлăх çинчен те мантарать. Юханшывсем пăрпа витӗнмелӗх сивӗ çанталăк та пулмарӗ -ха, чăтăмсăр пулăçсем вара ăссăр ача пекех пăр çине тухма васкарӗç. Çакăн пек çăмăлттайлăха пула республикăра икӗ пулăç путса вилме те ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Пӗр инкек çак кунс...
Пушкăртстан пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿлĕн декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пушкăрт чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Уява пушкăрт халăхне çутта кăларакан паллă чĕлхеçĕ Мифтахетдин Акмуллан çуралнă кунĕпе çыхăнтарнă. М.Акмулла Мияки районĕнчи Туксанбай ялĕнче çуралнă. Кăçал вăл çут тĕнчене килнĕренпе 189 çул çитрĕ. Унăн çуралнă кунне ха...
Çулталăк пуçланнăранпа пушарсенче 154 çын вилнĕ тесе пĕлтернĕ РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ. Пушарсенче 154 çын вилнĕ Ведомство çынсем сивĕсем пуçланнăранпа электричество приборĕсемпе тата ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курмалли правилăсене пăхăнманран пушарсен шучĕсем ÿсни пирки асăрхаттарать. Пуша...
Июнь уйăхĕн 15-мĕшĕччен республикăри хуласемпе районсенчи çулсем çинче 505 973 путăк-шăтăк сапламалла. Çакăн пирки правительствăн оперативлă канашлăвĕнче ПР Транспорт патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ. Шăтăк-путăксене саплас ĕç март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланнă. Çăхавсем (жалоба) килессе кĕтсе тăмасă...
Гафури районĕнчи пĕр ялта виçĕ ача (улттă, тăххăр тата вун виçĕ çулхисем) хăйсем тĕллĕн хатĕрленĕ çуткăчпа (горелка) мунча кăмакине хутнă чух çулăмпа пиçнĕ. Суранланнă ачасене Çтерлĕ хулинчи пиçсе кайнă çынсене сиплекен центра ăсатнă. Республикăри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, вырăна пушар сÿнтере...
(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Хусан фигурисчӗ Адель Набиуллин «Ростелекомăн» «Дети на льду. Звезды» ТВ-шоура призерсен шутне кӗнӗ. Тăхăр çулти Адель федераллă шайри пăр шоувӗнче виççӗмӗш вырăн йышăннă. Çамрăк спортсмен ытти çӗнтерӳçӗсемпе пӗрле эрешлесе ярăнассипе вӗренме «Ростелекомран» грант илме тивӗçнӗ. «Де...
Григорьев Василий Андреевич 1912 çулта Меселпуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ Григорьев Андрей 1904-1905 çулсенче вырăс-япун вăрçинче пулнă. 1937 çулта Ваççука çар хĕсметне илнĕ. Вăл Корея пымакĕнче (перешеек) пограничникра службăра тăнă чухне 1939 çулхи май уйăхĕнче япун самурайĕсем Совет çĕршывĕн ч...
Хусанта ӗлӗкрех Большая Красная урамӗнче Параскева Пятница чиркӗвӗнче пысăк уявсенче чăвашла та кӗлӗ вулатчӗç. Çакă хулара пурăнакан чăвашсене савăнтарнă, паллах. Анчах 5 çул каялла лару-тăру улшăнчӗ. Халӗ вăл чиркӳре чăваш сăмахӗ илтӗнмест. Çулталăк каялла Тутарстан тата Хусан владыки улшăнсан Феофан хăйпе пӗрле служи...
Апрелӗн 22-мӗшӗнче Хусанта «Созвездие-Йолдызлык» - 2017 Гала-концерчӗ иртрӗ. Мероприяти яланхи пекех кăçал та Пирамидăра пулчӗ. Палăртма питӗ кăмăллă, конкурсантсем хушшинче чăвашсем те пурччӗ - Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗн «Туслăх» ачасен ансамблӗ. Аса илтеретпӗр, вăл зонари тапхăрта 1-мӗш вырăн йышăнчӗ. Халь вара (...
Куюргазă районĕнчи Шурă Эмекеç (Павловка) ялĕнчи шкулта вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторне Константин Иванова халалласа пĕрремĕш хут литературăпа краеведени вулавĕсен конкурсĕ иртнĕ. Асăннă мероприятие ялти вулавăш ĕçченĕ Надежда Алексеева чăваш литературин классикне сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа йĕркеленĕ. М...
(Петр Морозов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вăхăтӗнче ялти Культура çурчӗн пуçлăхӗ, колхоз парторгӗ тата ытти яваплă нумай ӗçре тăрăшнă хисеплӗ ентешӗмӗр Владимир Стефанович Белов хăйӗн 70 çулхи юбилейне питӗ хăйне евӗрлӗ паллă турӗ. Çамрăксемпе пӗрле вăл Пӗкӗлме-Наратлă маршрутпа 27 çухрăм чупса тăван Наратлă ялӗнчи Культура ç...
Октябрьск хулинче пурăнакан 63 çулхи арçынна полици ĕçченне кÿрентернĕшĕн айăпланă. Арçын хăй айăпне йышăннă. Кун пирки РФ Шалти ĕçсен управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ. Октябрьск хулинче пурăнакан 63 çулхи арçынна полици ĕçченне кÿрентернĕшĕн айăпланă. Арçын хăй айăпне йышăннă. Кун пирки РФ Шалти ĕçсен управл...
Эпир тĕлĕнмелле кутăн-пуçăн тапхăрта пурăнатпăр. Хальхи вăхăтра кĕнеке нумай пулни пĕлÿ шайне ÿстермест, тĕрлĕ гаджетсенче пĕтĕм тĕнче ал лаппи çинчи пек курăнать пулсан та пĕчченлĕхпе тарăхакан çынсен шучĕ хушăнсах пырать. Чиркÿсем нумай пулни тата вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕрен хăпартни Турра ĕненекенсен шутне ÿстермест. ...
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ЧР Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура палӑртнă ҫак шухӑша. «Зеленый патруль» экологи организацийӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, регион федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче экологи тӑрӑмӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейри танлаштарӑмра — 14-мӗш. Ҫутҫанталӑк тасалӑхӗшӗн тӑр...
Мартăн 18-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинчи Культура çуртӗнче пултаруллăх концерчӗ иртрӗ. Концерт куракансемшӗн питӗ кăсăклă пулчӗ. Сцена çинчен тӗрлӗ юрăсем янрарӗç, ансамбль, хор тата дуэт сассисем те илтӗнчӗç. Унсăрăн пуçне «Асамат кӗперӗ» пултарулăх ушкăнӗ чăваш йăли-йӗркисенчен «Улахра ларнин», «Хӗр йӗнин» пайӗ...
Пĕтĕм Российăри инвестакатуй йĕркипе ПР Правительствин вице-премьерĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов тата „Красная Башкирия” СПК председателĕ Раиль Фахрисламов Абзелил районĕнче 800 пуç выльăх шăнăçакан роботизациленĕ ĕне ферми тăвасси çинчен инвестици килĕшĕвне алă пуснă. Маларах прое...
Хам вĕренсе тухнă Пелепейĕнчи педагогика училищин паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлес килнипе эпĕ «Урал сасси» хаçат редакцине шăнкăравланăччĕ. Ман ыйтăва хăй çавăнта вĕреннĕ, халĕ унта педагогика преподавателĕ пулса ĕçлекен Елена Ивановна Каримова тивĕçтерчĕ. Уншăн ăна пысăк тав. Халĕ вара хамăн аса илÿсемпе паллаштарасшăн. ...
Хусана ют çӗршыври футболистсем çитрӗç. Вӗсем ытларах чухне тренировка ирттермелли стадионсне çывăхрах отельсене суйласа илеççӗ. Тӗслӗхрен, Мексика сборнăйне 5 çăлтăрлă «Мираж» отеле вынаçтарнă, Португалин команди те Тӗп стадионран инçе мар. Чукун çул вокзалӗ çывăхӗнчи хăна çурчӗн умӗнче футбол фаначӗсем паян иртенпе к...
Март уйăхӗн 6-мӗшӗнче Сирири Хмеймим аэродром территорийӗнче Ан -26 транспорт самолечӗ ӳкнине массăллă хыпар хатӗрӗсем çийӗнчех хыпарларӗç. Малтанхи версипе, авиакатастрофăн сăлтавӗ - самолетăн юсавсăрлăхӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, инкекре 33 пассажир тата 6 çынран тăракан экипаж сывă юлайман. Вӗсем пурте Раççей çар...
Владимир Вдовиченков хăйне уйрăм сăнарлă актер, вăйлă характерлă çынсен ролӗсем ăна çăмăллăн парăнаççӗ. Паллă, культ шайне çӗкленнӗ «Бумер», «Бригада» киносенче вылянисӗр пуçне тарăн шухăшлă, историпе çыхăннă картинăсенче те ӳкерӗннӗ вăл, сăмахран, «Время собирать камни», «Салют-7» (тӗнче космонавтикин историне кӗнӗ Вл...
Раççей Президенчĕ Владимир Путин «ПроеКТОрия» форумĕнче шкул ачисене летчик е моряк пулма ĕмĕтленни, тĕрлĕ профессисене «виçсе пăхни» пирки интереслĕ каласа панă. Патшалăх пуçлахĕ ашшĕ-амăшĕпе тата тренерĕпе пулас професси пирки «кăткăс дискуссисем» пулнине пытарман. «Кирек мĕнле çамрăк пекех, професси пирки тем те шух...
Авăркас районĕнчи тĕп библиотекăн Раççейри Театр çулне халалланă «Пукане библиотеатрĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн вырăс халăх пукане театрĕн паллă сăнарне, Петрушăна, ÿкернĕ эмблема çак кунсенче районти библиотекăсем тăрăх çÿрерĕ. Сентябрь уйăхĕнче вăл Çĕньялти ял библиотекинче пулчĕ. Çавна май вулавăшра эрне тăршшĕ вырăс ха...
Ҫуралнӑранпах! Кирек мӗнле лару-тӑрура та чун-чӗрере шайлашулӑх, ӳт-пӳ сывлӑхӗ, банк шучӗсенче ҫирӗп тупӑш, ҫемьере тӑнӑҫлӑхпа юрату пултӑр тетӗп. Ҫывӑх ҫынсем телейлӗ кулӑпа савӑнччӑр, пурнӑҫ вара ― майсемпе! *** Ҫуралнӑранпах! Пурнӑҫшӑн хуйхӑрма мар, кашни ҫӗнӗ куншӑн савӑнма сунатӑп. Турӑ сывлӑх, вӑй, тулӑх, телей, ...
Пушкăртстанăн Аслă сучĕ присяжнăй заседательсен коллегин вердикне шута илсе, Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 29 çулхи арçынна «икĕ тата ытларах çынна уйрăмах тискер те хăрушă майпа вĕлернĕшĕн» статьяпа айăпланнă. Регионти Следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи март уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕрле вăтăра çитмен арçын...
«Эпир ăна Нюта Федермессер ертсе пыракан экспертсен ушкăне чи лайăх вырăн тесе палăртна çĕрте туса лартăпăр. Кÿршĕре çак чăнлăха ăнланман çынсем пурăннине пĕлсен питĕ тĕлĕнтĕм. Чирлекен çынсем сыввисенчен нимпе те кая мар. Вĕсен прависем те сывă çынсенни пекех. Çав шутра, хоспис ункайлă çĕрте вырнаçасси пирки те. Хоспи...
Пурте вĕсем тимлĕх ыйтаççĕ. 2020 çулта «Элĕк - Илленушкăнь» çул çинче капиталлă юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Район администрацийĕн строительство пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак проект 2020-2022 çулсенче пурнăçа кĕмелле. Контрактпа килĕшÿллĕн асфальт çула Янкурас ялĕнчен пуçласа Урмай масарĕ патне çитиччен сармалла. 2,5 çухрăм çула ...
Иртнӗ çулсенче шкулта лайăх вӗренекен чăваш ачисен Сиктӗрмери слечӗ ертӳçӗсем хăйсен çитӗнӗвӗсемпе мухтанмалли съезд евӗр иртетчӗ пулсан, кăçал ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнне унăн форматне улăштарма сӗнтӗмӗр. Тӗлпулура кам-тăр сăвă калани е юрă юрласа кăтартни çеç асра юлмалла мар, ачасем унтан хавхаланса, çун...
(Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн 100 çулхи юбилейӗ тӗлне театрăн пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, кун-çулӗ çинчен «Чăваш чунлă театр» документлă фильм ӳкереççӗ. Ӳкерӳ ушкăнӗ (сценарисчӗ А.Тарасов журналист, çыравçă, драматург, режиссерӗ ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçчен...
Кăçалхи ĕççи вăхăтĕнче дружбăсен пилĕк пин гектар çинчен тĕштырă культурисем пухса илмелле пулать, вĕсенчен икĕ пинĕ – кĕрхи тулă тата ыраш, 1300 – урпа тата çурхи тырă, 1400 – хуратул, ытти – рапс. Паянхи кун тĕлне лаптăксен 30 проценчĕ чухлĕ пухса илнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 28 центнер пулнă. Хуçалăхра тĕштырă пу...
2009 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн хаклă та çывăх тăванăмăрăн, ĕçтешĕмĕрĕн Виталий Петрович Игнатьевăн чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăнчĕ. Сывă пулнă пулсан вăл 2020 çулхи февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче 70 çул тултармаллаччĕ. 2009 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн хаклă та çывăх тăванăмăрăн, ĕçтешĕмĕрĕн Виталий Петр...
- Халех ман лаша çине лар та Матрюнпа Укахви учительсене, бригадирсене иккĕшне те тупса хăвпа пĕрле лартсах кил! - пушшипе юнасах каларĕ Степанов. - Пăравур пул, çывăрса ан çÿре! Вăл хушнине тусан, Ваçук каллех ун умне пычĕ. - Лашине тăвармалла-и? - Хамах калăп тенĕ сана, бестолковăй ача, - аллинчен пăрахман пушшипе юн...
Вăхăт шăвать, унпа пĕрлех Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисем сахалланса, пурăнаканнисен çулĕсем хутшăнса пыраççĕ. Хаяр вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисем халĕ пурте тенĕ пекех тăхăрвуннăран иртнĕ ĕнтĕ. Ишимбай тăрăхĕнчи Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче пурăнакан вăрçă тата ĕç ветеранĕ Александр Васильевич Николаев çак кунсе...
4510 Телей вӑл виҫӗ хутчен пырса шаккать, виҫҫӗмӗшӗнче те уҫмасан — кӳршӗ патне вырнаҫать. Телей — Асап 5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайм...
Май уйăхӗн 1-мӗшӗнче Ютаза районӗнчи вӗри шывпа ăшă паракан Уруссу ГРЭСӗн ӗçне чарнă. Нумай пулмасть çак предприяти банкрота тухнине çиреплетнӗ. Уруссури çынсене шывпа ăшăсăр хăварас мар тесе çуртсене икӗ контурлă котелсем çине куçарма йышăннă. Çакăн валли укçа-тенкӗ уйăрнă. Хальлӗхе районти 2148 хваттер хуçи котелсене...
Çитес шăматкун, июлĕн 20-мĕшĕнче, Уфара кăçал пуçласа „Ягодное лукошко” ярмарка иртĕ. Çырласен çулленхи сезонлă суту-илĕвĕ Спорт керменĕ умĕнчи площадьре (Р.Зорге урамĕ, 41) иртĕ. Хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, унта хутшăнма улма-çырла ÿстерекен питомниксене, фермер хуçалăхĕсене, уйрăм хушма хуçалăхсен хуçисене чĕ...
Зураб Виссарионович Жвания, — Грузи политикĕ. 1963 çулхи раштавăн 9 Тбилиси хулинче çуралнă. 2005 çулхи нарăсăн 3 вилнĕ. Авланнă, виçĕ ача пулнă. Чĕлхесенчен акăлчан, нимĕç тата вырăс чĕлхисене пĕлнĕ. ПурнăçĕПравить Зураб Виссарионович çар çыннин çемьинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Грузин ăслăлăхпа тĕпчев институчĕнче ăслăл...
«Сувар» хаçатăн кăçалхи 2-мӗш номерӗнче çырса кă­лар­нă икӗ хурлăхлă хыпара вуласан эпӗ канăçа çухатрăм, ниепле те лăпланаймастăп, асаилӳсем пуçран тухмаççӗ. Аркадий Алексеевич Харитонова хаçатăн кăçалхи 1-мӗш номерӗнче кăна-ха 75 çулхи юбилейпе саламланине вуларăм, анчах та унăн сăнӳкерчӗкӗ çине пăхсан чӗре карт! турӗ...
Кăçал Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа республикӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестивале «Чӑваш енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килĕшӳллĕн тăваттăмĕш...
Red Bull Air Raсe авиагонкăпа тӗнче чемпионачӗн Раççейри тапхăрӗ историре пӗрремӗш хут Хусанта иртет. Унăн вырăнӗ хальхинче Хусан варри - Казанка акваторийӗн çийӗ. Чемпионат ыран, июлӗн 21-мӗшӗнче, пуçланать. Авиагонка пӗтӗмпе виçӗ куна тăсăлать. Пӗрремӗш кунӗ пилотсен тренировка вӗçевӗ, иккӗмӗш кунӗ вӗçес ăсталăхӗн кв...
Раççейри Экологи çулӗ пулнă май Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упири Петр Дементьев ячӗллӗ музейре «Теплый дом» приютăн вӗренекенӗсемпе «Эта Земля - твоя и моя» станци тăрăх экологилле вăйă-çулçӳрев иртнӗ. Вăйăн тӗллевӗ: çут çанталăка упрама вӗрентни, экологипе çыхăннă пӗлӳсене тӗпчени, экологиллӗ шухăшлав çуратни пулнă. Вăйă п...
Кăçалхи вӗренӳ ҫулӗ 5 кунлӑ вĕренÿ эрнине куçнинчен пуҫланчӗ. Пӗр шӑмат кун тематика кунӗ шутланать. Вӑл кун шкулта тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Ҫтерлӗ районӗнчи Пысăк Куганак ялӗнчи тӗп шкулта (Косяковкăпа Çĕнĕ Краснояр ялӗсенчи филиалĕсемпе пӗрле) халăх культурисен фестивалĕн класс тулашӗнчи ан...
Çыннăн пурнăçĕнче чи кирли – пÿрт лартасси‚ хваттер туянасси. Пуç çинче тăрă пулсан этем лăпкă пурăнма пултарать. Паянхи кун çурт хăпартма‚ хваттер туянма çăмăл маррине кашниех лайăх пĕлет. Темиçе миллион тенкĕ тăракан пурлăхшăн вун-вун çул тар кăлармалла‚ çирĕп алăллă пулса укçа-тенкĕ пухмалла. Телее‚ патшалăх енчен т...
Республика онкодиспансерне «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе çĕнĕ оборудовани: рентгенодиагностика комплексĕ, видеобронхоскопсем, компьютер томографĕ, маммографи рентген аппарачĕ тата микроскопсем килнĕ. Вăл çулталăкне 120 пине яхăн тĕпчев ирттерме май парать. Паянхи кун тĕлне усал шыçă тупса палăртнă 85 пин ытла çын уче...
Кӑҫалхи мартăн 1-мӗшӗнчен патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне («Госуслуги»), федерацин тата регионсен патшалӑх органӗсен сайтне кӗнĕшӗн укҫа тӳлеме тивмӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, уншӑн трафик катӑлмӗ. Ҫакӑн пирки ҫыхӑнӑвӑн тӗп операторӗсемпе ҫӗршыв шайӗнче калаҫса татӑлнӑ. Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ ко...
Александр Шадриков вырăнне Çӗпрел районӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Марат Гафаров республикăри ертӳçӗсен хушшинче çӗнӗ çын мар. Патшалăх Канашӗн аппаратӗнче, Презиент Аппаратӗнче, Нурлат район пуçлăхӗн çумӗнче, Азнакай районӗн Ӗçтăвком ертӳçинче, Рыбно-Слободски районӗн Ӗçтăвком ертӳçинче ТР Ӗç, ӗçлӗх мини...
Кун пирки февраль уйăхĕн 1-мӗшӗнче Республика Правительствинче иртнĕ оперативлӑ канашлура регионти сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим Забелин пӗлтернĕ. Кун пирки февраль уйăхĕн 1-мӗшӗнче Республика Правительствинче иртнĕ оперативлӑ канашлура регионти сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим Забелин пӗлтернĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, ха...
Хисеплӗ аннесем, аппасемпе йăмăксем, асаннесемпе кукамайсем, кинсемпе инкесем, пăянамсемпе тăхлачăсем, арăмсемпе хӗрпикесем, пирӗн çумри хисеплӗ те хаклă хӗрарăмсем! Пирӗн аслă халăха тăванлăх туйăмӗ вăйлă пӗрлештерсе тăрать. Вăл пуррипе эпир несӗлсенчен юлнă хăвата çухатмастпăр. Çемье çирӗплӗхӗнчен йăх тӗреклӗхӗ килет...
Октябрĕн 20-мĕшĕнче, Мустай Каримăн юбилей кунĕнче, «Россия1» телеканалпа «Мустай» документаллă фильм курма пулĕ. Çак кун тата Александр Галибинăн «Сестренка» çĕнĕ картинин премьери иртет. Кунсăр пуçне, «Культура» телеканал «Беседы с мудрецами» циклти «Мустай Карим» фильмне кăтартĕ. Октябрĕн 12-мĕшĕнче Мускавра Малый т...
Усал шухăшлă çынсем тепӗр чух çумрах çӳреме пултараççӗ. Вӗсен тӗллевӗ - çынсем нумай çӳрекен вырăна сирпӗтсе май пур таран нумайрах çынна вӗлересси. Çакăн пек ан пултăр тесен пирӗн пурин те тимлӗрех пулмалла, капла кăна пысăк инкекрен сыхланăпăр. Эппин, çак ансат правилăсене асра тытмалла: Урамра, остановкăра хăварнă я...
Июнӗн 23-тата 24-мӗшӗсенче 550 çул тултаракан Шупашкар хăнасене йышăнӗ. Чăваш наци конгресӗ те çак кунсенче регионсенчи чăваш обществисен ертӳçисене тата фольклор ансамблӗсене Акатуя пуçтарать. Июнӗн 23-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра Пӗтӗмраççейри ачасен «Легендăсем, Юмахсем, Преданисем» фольклор фестивалӗ иртет. Ун хыççăн Чăва...
Пирĕн хисеплĕ подписчиксем! Сирĕн „Аургазă хыпарçине” льготăллă хакпа çырăнмалли тата çавăн чухне ăнăçăва тĕрĕслесе пăхмалли май пур. Майăн 16-мĕшĕнчен 26-мĕшĕччен 2019 çулăн II çурçуллăхне çырăнмалли вунăкунлăх иртет. Хаксене кемĕтĕç (çакăн çинчен çитес номерте пĕлтерĕпĕр). Çаплах район хаçачĕ майăн 13-мĕшĕнчен июнĕн ...