text
stringlengths
411
202k
Тăрсан-тăрсан истори ума интереслӗ пулăмсене кăларса тăратать. «Тихий Дон» авторӗпе Михаил Шолоховпа чăваш çынни туслă пулнине нумай пулмасть çеç пӗлтӗмӗр. Вӗсем вăрçă вăхăтӗнче паллашса аслă çыравçă мӗн виличчен çыхăну тытса тăнă иккен. Василий Петрович Вареев Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнче 1907 çулта çуралнă. Вăл 10...
«Пăва - ман ӗмӗтри хула!» çапла ят панă Пăвари 1-мӗш номерлӗ ача-пăча искусство шкулӗ пуçарнă ачасен пултарулăх конкурсне. Хулапа районти ачасем тăван хулана мӗнле юратнине хăйсен ӳкерчӗкӗсенче, композицийӗсенче кăтартма тăрăшнă. Тӗрӗссипе, ку конкурс çамрăк-ха, ăна пӗлтӗр хула 250 çул тултарнине халалласа пуçласа иртт...
Республикăра банксенчен шар курнă çынсене пулăшма закон проектне йышăннă. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем республикăн Çӗр кодексне улшăнусем кӗртнӗ-мӗн. Шăп çав улшăнусем банксен кризисне пула шар курнă çынсемпе улталаннă дольщиксене пулăшас тӗллевпе çӗр пайӗсене усă курма ирӗк параççӗ. Закона йышăнсан социаллă проектс...
Пӗкӗлмере пурăнакан Красновсен çемйи ТР Президенчӗпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса çемье ыйтăвне сӳтсе явнине хыпарлать район сайчӗ. Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ районсемпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса республика гражданӗсене харпăр ыйтупа та йышăнать. Красновсен çемйинче хальхи вăхăтра 14 ача çитӗнет, вӗсенчен 10-...
Республикăра тырçи хӗрсе пырать. Паянхи кун тӗлне 1077,6 пин тонна тырпул пухса кӗртнӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 38 центнер. Хальхи вăхăтра тырçире Заинск, Нурлат, Апас, районӗсем малта. Çаплах Аксу, Азнакай, Кайпăçпа Элмет районӗсенче те темпсем пысăк. Юлашки даннăйсем тăрăх, комбайнерсенчен Нурлат районӗнчи Вл...
Кивĕ Сименкке ялĕнчи шкулта музыка тата чăваш чăлхипе литература вĕрентекенĕсен «Педагогика çитĕнĕвĕ: теори мелĕсем тата вĕсене пурнăçа кĕртесси. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн аталанма вĕрентÿ уçлăхне йĕркелесси» темăпа Пелепей районĕнчи методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Семинарăн тĕп тĕллевĕ - наци культу...
(Зоя Яковлева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче конгресăн Х Аслă Пухăвĕнче суйланă Мăн Канаш çирĕплетнĕ президиум тулли йышпа пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ. Кун йĕркинче Аслă Пуху ĕçне пĕтĕмлетесси, конгресăн комитечĕсене çĕнĕрен йĕркелесси, «Раççей чăваш пики-2017» конкурса хатĕрленесси тата ытти ыйтусем пулчĕç. ...
«Шаранские просторы» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра «Агростартап» программăпа килĕшÿллĕн грант илме тивĕçнĕ фермер ĕçне пуçăнакан 115 çын шутĕнче çак районти Хурамал ялĕнчи Александр Наумов та пур. Укçа-тенке патшалăх хыснинчен регионти фермерсемпе ял хуçалăх кооперативĕсене пулăшас тĕллевпе йышăннă проектпа килĕш...
Иртнӗ канмалли кунсенче Хусан çыннисенчен никам та килте чăтса лараймарӗ пуль. Виçӗ кун Казанка çийӗн Red Bull Air Race сывлăшри гонкăпа тӗнче чемпионачӗ иртрӗ. Çак кунсенче ăна пурӗ 90 пин çын килсе курнине хыпарлать Спорт тата социаллă проектсен дирекцийӗ. Аслисемшӗн кăна мар, чи пӗчӗккисемшӗн те лайăх кану парни пул...
Алă вăйĕпе тумалли ĕç чакса пыни, ăс-тăнпа ĕçлесси ÿсни çын хусканăвне палăрмаллах чакарчĕ. Пуçпа ĕçлемелли професси гипертони, хырăмлăх суранĕ, инфаркт, невроз, депресси чирĕсемпе çыхăннă, çын вара вăй парса тăрăшакан пекех ывăнать. Çак чирсенчен хăтăлма, вĕсемпе кĕрешме пулăшаççĕ те ĕнтĕ тĕрлĕрен производство гимнаст...
Чăваш Республикин Наци библиотекин сайтĕнче вырнаçнă „Литературная палитра Чувашии: 100 книг для прочтения” электронлă коллекцине чăваш литературин ылтăн фондне кĕнĕ классик çыравçăсен хайлавĕсене кĕртнĕ. Кăмăл тăвакан кашни çын ниçта тухса çÿремесĕрех унпа интернетра паллашма пултарать. Филологи наукисен докторĕ Витал...
Хăй тĕллĕн пĕтĕçленсе ÿсекен тĕрлĕ сорт пур: Янка, Хотвей, Импала, Тандер, Лопез, Кампай... Куршакри «пахчара» хĕлĕн-çăвĕн хаяр пăрăç пуçтарма май пур. Тата вĕсем питĕ илемлĕ – хăшпĕр сортăн çимĕçĕсем темиçе тĕслĕ пулаççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче аксан тепĕр Çĕнĕ çул тĕлне сарă-кĕрен «теттеллĕ» пĕчĕк симĕс «чăрăш» чÿрече...
Представляем Вашему вниманию художественные произведения, недавно поступившие в отдел национальной литературы и библиографии Чувашии. Руставели, Шота. Тигăр тирĕпе витĕннĕ паттăр / Шота Руставели ; Юхма Мишшипе Чĕкеç Люççи куçарнă. – Шупашкар, 2008. – 275 с. – На чуваш. яз. Тăван халăхăн авалхи историйĕ питĕ пуян. Пăлх...
ПР Правительствин оперативлă канашлăвĕнче ПР наука тата вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин республикăра дистанциллĕ вĕренÿ мĕнле пыни çинчен каласа панă. - Республикăра ачасен 86,3 проценчĕ онлайн-уроксене хутшăнать, ыттисем электронлă кейссемпе урок тăваççĕ. Ку эрнере пуçламăш сыпăкăн – 1-4 классен - вĕренÿ çулĕ вĕçленет....
Çветке - ача-пăчасен чи юратнă вăхăчӗ. Ӗлӗкрех хӗллехи чи кăмăлланă вăйăсенчен пӗрне ялсенче питӗ хаваслă, анлă ирттерсе янă. Урамсем ачасен сассипе янраса тăнă. Кил хуçисем те вӗсене хапăл туса кӗтсе тăнă. Вӗсем киле кӗрсе юрлани ырлăхпа тулăх пурнăç илсе килессе шаннă. Паян, паллах, çветке ытларах фольклор шайӗнче пу...
РФ Президенчĕ Жак Ширак Раççей тата Франци хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва аталантарма пысăк ĕлĕш хывнине палăртса хăварнă. Владимир Путин Бернадет Ширака унăн упăшки, Францин экс-президенчĕ Жак Ширак вилнĕ пирки хурланнине пĕлтерекен телеграмма янă, çакăн çинчен Кремль пресс-служби пĕлтерет. Раççей Пуçлăхĕ Жак Ширак ячĕпе Фран...
Районта" Всё сбудется " социаллă акции иртет. Акцин тĕллевĕ - социаллă приюта лекнĕ ачасем валли ăшă япаласем пуçтарасси. Акцине кашни хутшăнма пултарать. Михайловкăра ялти библиотекарь Н.Х. Прокопьева шарфсем тата ăшă тапочкисем çыхма вĕрентекен мастер-класс ирттернĕ. Н.Х. Прокопьева тата В.А. Иванова çыхнă ăшă япалас...
Регион пуçлăхĕ Пушкăртстан сывлăх сыхлав министрне Максим Забелина правительствăн премьер-министрĕн должноçне çирĕплетнĕ. Çак кадрсен çĕнĕлĕхĕ пирки Радий Хабиров кашни эрнере иртекен оперативлă канашлура, март уйăхăн 1-мĕшĕнче пĕлтернĕ. Регион пуçлăхĕ Пушкăртстан сывлăх сыхлав министрне Максим Забелина правительствăн ...
Суд наркоушкăнри Ĕпхÿ тата Çтерлĕ хулисенче пурăнакан 18 çынна 5 çултан пуçласа 17 çула çити çирĕп режимлă колонине ăсатма йышăннă. Республикăри прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри 29 çултан пуçласа 50 çула çитнĕ çынсем закона пăсса пысăк виçепе наркотиксем сутнă. Ĕпхÿ хулинчи Советски район сучĕ при...
Сирĕн умра кăçалхи "Тăван Атăл" журналăн 4-мĕш номерĕ. Мĕнпе илĕртме пултарĕ-ши вăл вулакана? Палăртнăччĕ ĕнтĕ, журнал калăпăшĕ енчен хулăнланнă, малашне икĕ çурма пайран тухса тăрĕ. 1-мĕш пайра ытларах илемлĕ хайлавсене тупма пулать, 2-мĕшĕнче вара – обществăпа политика материалĕсем, публицистика, критика тĕпчевĕсемпе...
Вăрçă ачисем... Паянхи кун вĕсенчен чи çамрăкки 75 çулта. Çак ăрун мĕн пĕчĕкрен пурнăç тути-масине пĕлсе ÿсме тивнĕ. Вĕсем вăрçă хăрушлăхне‚ выçлăхпа шартлама сивве тÿссе ирттернĕ. Хаяр вăрçă сахал мар çын пурнăçне татнă, çавăнпа çак ачасем хушшинче çурма тата хăр тăлăх ÿснисем те пулнă. Йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсем çир...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
Ватăлса çитнĕ качакине сутса ярсан пирĕн ялти сатур Варук аппан качака путекки тăлăха юлчĕ. Аван ӳсрĕ çамрăк така, çитĕнсе çитрĕ, яланах кил хуçи хыççăн явăнса çӳрерĕ. «Кĕрхи праçниксем çитнĕ çĕре пусмалла пулать çак такана» тесе ĕмĕтленетчĕ кил хуçи. Вара пусса паракана хăналама тесе эрех хатĕрлеме шутларĕ. Ара, пĕр «...
Антон Бабиков çĕршывăн суйласа пухнă командин составĕнче Швейцаринче иртнĕ IBU Кубокĕн улттăмĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Пушкăртстан биатлонисчĕ Антон Бабиков çĕршывăн суйласа пухнă командин составĕнче IBU Кубокĕн улттăмĕш тапхăрĕн хутăш эстафетинче çĕнтернĕ. Эстафета Швейцарири Ленцерхайдра ĕнер иртнĕ. Россия спортсменĕсе...
Çăкăрпа çеç тутă пулаймăн, теççĕ халăхра. Район çыннисен пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшас, канăвне хаваслăрах йĕркелес тесе культура ĕçченĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Мартăн 23-мĕшĕнче районти культура ĕçченĕсем професси кунне районти культура çуртĕнче паллă турĕç. Вĕсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçл...
Пĕрремĕш каналпа пыракан «Голос» шоу 9-мĕш сезонĕн çĕнтерÿçи Яна Габбасова Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки пулса тăнă. Пĕрремĕш каналпа пыракан «Голос» шоу 9-мĕш сезонĕн çĕнтерÿçи Яна Габбасова Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки пулса тăнă. Асăннă савăнăçлă хыпара çамрăк артистка Инстаграмри хă...
Пĕр талăк хушшинче Пушкăртстанра 16 çын çул-йĕр аварийĕнче инкек курнă. Пĕрин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пĕр талăк хушшинче Пушкăртстанра 16 çын çул-йĕр аварийĕнче инкек курнă. Пĕрин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. ПР ГИБДД пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ вилĕмлĕ тĕслĕхе Туймазă районĕнче регистрациленĕ. Агиртамак ялĕнчен инçе м...
Ахаль пакшасем çулталăкне икĕ хутчен çăм улăштараççĕ, анчах та хÿри çинчи çăмĕ çулталăкне пĕр хутчен кăна тăкăнать. Пакша хÿрипе парашют вырăнне усă курать. Ытларах чухне пакшасем пĕчченшер пурăнма кăмăллаççĕ, анчах шартлама сивĕсенче вĕсем пĕр йăвара 3-6 таранччен пухăнса хĕл каçма пултараççĕ. Кашни кĕркунне чĕрчунсем...
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Байкалта шкулсемпе больницăсем тăвассине ансатлатни çинчен закона алă пуснă, документа право информацийĕн официалă порталĕнче пичетленĕ. Закон Байкал çутçанталăк территорийĕнче туса лартма тата реконструкцилеме палăртнă социаллă объектсен проект документацине федералĕ шайра патшалăх эко...
Вăрман — çутçанталăкăн чи хаклă пуянлăхĕ, анчах та ăна тимлĕ те шанчăклă пулăшакансем кирлĕ. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăрмана сыхлассипе тата нумайлатассипе çăмăл мар тивĕçе пурнăçлакансем хăйсен професси уявне палăртаççĕ. Районта вăрмансем 25000 гектар лаптăк йышăнаççĕ, вĕсене Пелепей лесничествин Михайловка, Демский та...
Сена — Сен-Дени (франц. Essonne) — Францин тĕп облаçĕн çурçĕр енче вырнаçнă, Иль-де-Франс регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 93. Администрациĕ Эври хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 1,134 млн (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 1 804 км² танлашать. Департамент Парижран хĕвелтухăçнелле тата çурçĕр-х...
Администраци центрĕ, Администрациллĕ тĕп — территори пайĕн (районăн, облаçĕн, çĕршывăн т. ур.). администрацийĕ (влаç тытăмĕн органĕсем) вырнаçнă тата территори пайĕн тĕпĕ шутланакан пурăнан вырăн. Раççей ФедерацинчеПравить Раççей Федерацинче «ОБ ОБЩИХ ПРИНЦИПАХ ОРГАНИЗАЦИИ МЕСТНОГО САМОУПРАВЛЕНИЯ В РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ...
Лидер шутӗнче Çӗпрел районӗ, тӗрӗсрех каласан, Цильна ял хуçалăхӗ. Кунта гектартан 50 (!) центнер пуçтарса илнӗ ❮ ❯ Тутарстан кăçал вырмана 10 кун каярах пуçланă пулин те паянхи куна 60 процент лаптăкран (880 пин гектар) тухăç пухса кӗртнӗ. Çумăрлă кунсенче, паллă ӗнтӗ, ӗç пӗтӗмпех чарăнса ларать. ТР ял хуçалăхпа апат-...
Пушкăртстанăн тĕп хулинче 590 çамрăк çынна шыраççĕ. Вĕсем пурте çар службинчен пăрăнса юлнă. Ĕпхÿ администрацийĕн гражданла общество институчĕпе хутшăнăва кĕрекен управлени начальникĕ Артур Гафаров каланă тăрăх‚ пĕтĕмĕшле хула кĕрхи призыв планне пурнăçлать. Аутсайдерсен йышне Киров районĕ кĕнĕ. - Палăртнă 130 çынран р...
( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Паян 15 сехетрен пуçласа 16 сехетчен Хусанта тăван чӗлхене хӳтӗлесе пӗтӗм тӗнчери шăплăх сехечӗ иртет. Тутар çамрăкӗсем çакăн пек акци ирттерес пуçарупа тухнă. Вӗсем тӗнчери пӗтсе пыракан мӗнпур халăха чӗнсе: - Чăвашсем, пушкăртсем, якутсем, удмуртсем, тутарсем! Сирӗн пӗр-пӗринчен уйрăлса тăма...
Уйăх пуçламăшĕнче районти çар комиссариачĕн личнăй составне 2019 çулхи мобилизаци хатĕрлĕхĕнчи ăнăçусемшĕн Хисеп грамотипе палăртнă. — Эпир республикăри ял муниципалитечĕсенчи çар комиссариачĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр, — каласа парать районти çар комиссарĕ Валерий Шарифуллин. — Пире уявла лару-тăрура хисепл...
Па-де-Кале (франц. Pas-de-Calais) — Францин çурçĕр енче вырнаçнă, Çурçĕр — Па-де-Кале регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 62. Администрациĕ Аррас хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 1,442 млн (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 6 671 км² танлашать. Анăç енче çыранĕсем Па-де-Кале проливĕ енне тухаçĕ. Ç...
(Вера Александрова).Аслă çулти çынсенчен нумайăшӗ пенси çулне çитсе пынă май хăвăртрах тивӗçлӗ канăва тухма ӗмӗтленет пулсан, теприсем ку вăхăтра аслă шкула кăна вӗренме кӗреççӗ-ха. Шанмастăр-и? Эппин паллашар-ха ун пек çынпа: Петр Корняков, ак ӗнтӗ хӗрӗх çул ытла Шупашкарта пурăнать вăл. Çуралма вара Çӗпрел районӗнчи ...
Елчĕк çĕрĕ паллă та мухтавлă, пултаруллă çынсемпе пуян. Кӑҫал Чӑваш енре мухтавлӑ ҫынсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫакӑ татах та курӑмлӑ. Чӑннипех те маттур елчӗксем. Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсем ҫинчен каласа пӗтерме те ҫук. Мӗн чухлӗ паллӑ ҫыравҫӑсем? Афалек Энтепе, Борис Борлен, Владимир Алмантай, Василий Эктел, Елен Нарпи тата...
Паян Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Бирск районĕнчи ĕçлĕ çулçÿреве вĕçленĕ май Таса-Троицк хĕрарăмсен мăнастирĕнчи Михаил Архангел чиркĕвне çитсе курнă. Ăна 1783 çулта Галкин тăвĕ çинче туса лартнă. Йывăçран тунă Турă çурчĕ 1842 çулччен упранса тăнă. 1845 çулта Никита Серебряковпа Даниил Балаев купцасен укçи-тенкипе...
Наци библиотекинче Чăваш Ен Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указне халалланă канашлу иртрĕ. Республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен культура тата социаллă аталану пайĕсене ертсе пыракансем, культурен муниципаллă учрежденийĕсен пуçлăхĕсем çĕр ĕçченĕн ятне-сумне хăпартмалли, ял пурнăçĕн хăй евĕрлĕхне...
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш наци библиотекин залӗнче Чăваш халăх ăс-хакăлӗпе ӳнер академийӗн отчетпа суйлав пухăвӗ иртрӗ. Академие çӗнӗ пайташсем суйланипе пуçланчӗ вăл. Ун хыççăн отчетлă тапхăрти ӗçпе академи президенчӗ Евгений Ерагин паллаштарчӗ. Академиксен отчетлă тапхăрта пурнăçланă ӗçӗсемпе паллаштарнă ма...
Паян Мускав хулинче Евгений Евтушенкăпа сывпуллашаççӗ. Церемони хулари литераторсен çуртӗнче иртет. Поэт тупăкне Пысăк зал сценин варрине вырнаçтарнă, - тесе пӗлтерет ТАСС. Аса илтеретпӗр, Евтушенко апрелӗн 1-мӗшӗнче 84 çулта Америкăра вилсе кайнă. Ывăлӗ Евгений Евтушенко-кӗçӗннин сăмахӗсем тăрăх, ашшӗ юлашки çулсенче ...
«Татфондбанк» вкладчикӗсен укçисене парас ӗçе хăвăртлатас шутпа «Ак Барс» банкăн ертӳçисем праçниксенче банкăн ӗç графикне улăштарма йышăннă. «Ак Барс» банк вкладчиксене пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла укçа памалла. Декабрӗн 26-мӗшӗнче 649 вкладчик 320 миллион тенкӗ илнӗ. «Ак Барс» банк ПАО правлени председателӗн çумӗ Т...
Литературăпа çыхăннă вырăнсем çын кăмăлĕнче мăнаçлăх тата тăванлăх туйăмĕ çуратаççĕ. Вĕсем çыравçăн кун-çулне, унăн пултарулăх çăлкуçĕ ăçтан тапса тухнине тарăнрах туйса илме пулăшаççĕ. Çавăн пек хаклă вырăнсенчен пĕри – Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕ. Шăпах çак ялтан Ираида Петрова, Прохор Федоров-Минюк, Марина Яковл...
19-мӗшӗ - Панулми Сăпасӗ. Кӗркуннене кӗтсе илмелле. Çан­талăк типӗ-тӗк, кӗркунне типӗ пулать, хӗвеллӗ-тӗк - хӗлле шартлама сивве. Па­нулми Сăпасӗ мӗнле, Пукрав (октябрӗн 14-мӗшӗ) çапла килет тенӗ. Пӗрремӗш панулмисене пуçтармалла. Çак кунран тăр­насем кăнтăра вӗçсе кайма тытăнаççӗ. 20-мӗшӗ - пылак çырласене йӳççисем ыл...
Çуллен кӗркуннерен пуçласа çуркуннеччен уйăхра пӗрре Элмет район чăвашӗсен Элмет хулинчи Çамрăксен центрӗнче Чăваш культурин кунне ирттересси йăлара. Чăваш артисчӗсен концертне ирттернипе кăна çырлахмаççӗ вӗсем. Тӗлпулăва сумлă чăвашсене те чӗнеççӗ. Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Раиса Сарпи, Николай Сорокин тата ыттис...
Икĕ уйăх каярах «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 150 пинрен иртнĕ пулнă. Ак халь тепӗр ҫитӗнӳ те пур — пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 200 пинрен иртрӗ. Хыпар ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак кӑтарту 200514 куҫарнӑ пуплевӗшпе танлашатчӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне ака уйӑхӗнче пуҫланă. ...
272 - Консулсем: Луций Папирий Курсор (2-мĕш хутчен) (патриций) тата Спурий Карвилий Максим (плебей). Цензорсем: Луций Папирий Претекстат (патриций) тата Маний Курий Дентат (плебей). 272 - Римлянсем Таренте хупăрланă. Гаваньре карфагенсен флочĕ курăннă. Терент гарнизонĕ рим консулне парăннă. Тарентсен мĕнпур карапне Ос...
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ «Раççей Чăваш пики-2016» конкурс тӗнчери чи паллă «Мисс Мира», «Мисс Вселенная» илемлӗх конкурсӗсене те таçта кая хăварчӗ - вăхăчӗпе. Кăнтăрла иртсен 15 сехетре пуçланса каçхине 10 сехетченех пырсан та пуçтарăннă халăх саланса пӗтмерӗ. Тӗрӗссипе, вăхăт иртни сисӗнмерӗ те, çӗршер мăшăр куç сцена...
Пушкăртстан Республикин Первенствин V ушкăнĕн сезонĕн 2-мĕш турĕнче пирĕн районăн ачасен хоккей команди Альшей командине 8:0 шутпа, Чишма командине 8:2 шутпа çĕнтернĕ. Çитес вайăсем Пишпÿлекре декабрĕн 28-мĕшĕнче иртĕç. Хоккей курма тата пирĕн командана хавхалантарма килсемĕр. Çамрăксен «Вектор» центрĕн ВК страницинчен...
Бельман Карл Микаэль (шв. Carl Michael Bellmann), — паллă швед сăвăçи тата юрăçи. Вăл ĕçленĕ тĕп жанр — эпистола. Бельман Чăвашра «Бельман» пĕрлешĕвĕ пур. Юрий Айташпа Айхи Геннадий Николаевич ăна чăвашла куçарнă. Хайлавĕсем «Сывлăха, тăвансемĕр» ятпа Шупашкарта кĕнекен пичетленсе тухнă. КаçăсемПравить «Чăваш Ене»(ĕçле...
Эпир пурте Раççей çĕршывĕнче пурăнатпăр. Раççей вăл - тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан‚ тĕрлĕ тĕне ĕненекен, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен тăван килĕ. Çакна шăпăрлансен шайĕнче те асăрхама пулать. Кашни ача сачĕ тĕрлĕ чĕлхепе калаçакансен пысăк çемйи шутланать. Ачасен хушшинче вырăссем‚ пушкăртсем‚ чăвашсем‚ эрменсем‚ украинсем‚ корейсем...
Çу кунĕсем çитрĕç. Çĕршер пин ачашăн вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. Умра виçĕ уйăх ирĕклĕ ачалăх. Ирхине улттăра тăмалла мар‚ уроксем тăвассине хальлĕхе манма юрать, апла пулсан алгебрăпа деепричасти çаврăнăшĕсене те вĕренмелле мар. Каникул! Паянхи материалта сăмах вăхăта илемлĕ те савăнăçлă‚ кăмăла кайман пулăмсемпе пăсма...
Тымарçимĕçсем ан çурăлччăр тесен, тăпрана типме памалла мар. Енчен те типсе ларсан, ăна темиçе тапхăрпа, кашни кун шыв дозине ÿстерсе, шăвармалла. Ир пулса çитекен кишĕре апатлантармалла мар, вăтам тата кая юлса ĕлкĕрекеннине вара çакă кирлĕ. Апатлантармалли халăх меслечĕсем: 1 стакан йывăç кĕлĕ илмелле (чи лайăх кали ...
Гейзерсен Айлăмĕ, — Кроноцки биосфера заповедникĕн пĕр ту хушшинчи çитме мелсĕр хушăкра вырнаçнă. Унта вертолётпа çеç çитме пулать. Ку айлăма ЮНЕСКО-н Пĕтĕм тĕнчери çутçанталăк пурлăхĕ кĕртнĕ. Кунти гейзерсене 1941 çулхи ака уйăхĕнче Кроноцки заповедникĕн ĕçченĕ Татьяна Устиновăпа çула кăтартакан Анисифор Крупенин итĕл...
Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕнче редакцинче нумай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленисене чунтан саламлатпăр. Хисепленине тÿрре кăларса пысăках мар парнесемпе савăнтарма тăрăшрăмăр. Аслă ăрури çынсем тимлĕхе чăннипе те тивĕçлĕ. Шăпах вĕсем «Çутă çул» хаçата районта пурăнакансем вулаччĕр тесе ырми-канми ĕçленĕ. Айгуль ГАРЕЕВАН сăнÿке...
Ял халăхӗ хӗлле сӗт сутса кăшт тупăш илме кăна пуçларӗ, сӗт пуçтаракансем хака чакарса та хучӗç. Раççейри 20 регионта лару-тăру çакнашкал иккен. Тутарстанра та акă, халăхран сӗте килограмне 5 тенке яхăн йӳнӗрех хакпа пуçтараççӗ. Çакăн çинчен çак кунсенче Атăлçи тăрăхӗнчи субъектсемпе иртнӗ видеоконференцире РФ ял хуçал...
Тӗлӗнмелле Çӗнӗ çул юмахӗ куртăмăр, тӗл-тӗл аслисен те куççулӗсем тухрӗç. Ачасем пиртен те хытăрах алă çупрӗç. Ачасем сăввисене пурте чăвашла вӗренсе килнине кура, тепӗр çул чăрăш уявне ирттерекен артистсем те чăвашла калаçма шантарчӗç. ❮ ❯ Хӗл Мучипе тӗл пулма кăçал декабрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртне Пăва, Аксу...
Футбол юратакансен Хусанти лигинче вылянă 12 матчран «ЧНКА» футбол команди 2 вăййа тан шутпа вӗçленӗ, 2-шӗнче выляса янă, 8-шӗнче çӗнтернӗ. Çак кăтарту ăна 26 очко пухса «Д» серире 3-мӗш вырăнта çирӗпленме май пачӗ. Августăн 26-мӗшӗнче «Динамо» стадионра иртнӗ вăйă та пирӗн командăна çӗнтерӳ илсе килчӗ. Чăваш каччисем ...
Çанталăк лайăхлансанах кăшман ÿстерекенсем уй-хире тухнă. Тымарçимĕçсен плантацийĕсенче двигательсен сасси эрне тăршшĕпех шăпланмасть. Кăçалхи кампанинче хуçалăхра çĕнĕ машина ĕçлеме пуçланă. Нумай та пулмасть салаватсем нимĕçсем туса кăларнă кăшман пухса илмелли техника туяннă. Унпа пылак çимĕçе грузовиксем çине тиеçç...
Сергей Колесников тата Нина Свежинкина призӗсемшӗн мартăн 23-мӗшӗнче Наратлă ялӗнче йӗлтӗр тата биатлон ăмăртăвӗсем иртнӗ. Çак ăмăртăва ирттерсе наратлăсем йӗлтӗр сезонне хупнă. Çуркунне вăхăчӗ пулсассăн та çанталăк уява кура тенӗ пекех сивӗ пулнă. Ăмăрту кунӗ стадиона шкул ачисемпе вӗрентекенсем пынă. Çӗнтерекенсене я...
Ĕнер Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров Раççей Федерацин Президенчĕ çумĕнчи Совечĕн стратеги аталанăвĕпе наци проекчĕсене чысланă ларăвне хутшăннă, ăна Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци формачĕпе ирттернĕ. Ларура Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче «Сывлăх сыхлавĕ» тата «Демографи» наци пр...
Октябрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Пишпÿлекри тĕп библиотекăн вулав залĕнче Театр çулĕпе Мустай Карим çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Мустай Каримăн пурнăç театрĕ» ятлă вулав конференцийĕ иртрĕ. Мероприятие хутшăнакансем Пишпÿлекри 2№ шкул вĕренекенĕсем тата районти вулавăш ĕçченĕсем пулчĕç. Хальхи вăхăтри Раççей ...
Раççей Федерацийĕн Уголовнăй право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 290 статйинче взятка панăшăн тата сĕннĕшĕн тивекен яваплăха туллин палăртнă. Ку енĕпе айăпа кĕнĕ çыннăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ. ...
Тачăлăхĕ — 8450—8700 кг/м³, шăрану температури — 900—1050 °C. Йĕсĕн чылай таврашсенче тутăхлăха хирĕç çирĕп тăрать. Йĕсĕн тĕрлĕ тĕсĕсене прибор тата машинă тăвасси промăçлăра, теплотехникăра, радиатор тата конденсатор пăрăхĕсене, йĕсмесене, лентăсене хурçăна плакиламалли чух (плакирование), ылтăн ылмаштăрăвĕ вырăнĕнче ...
Кăçалхи январь уйăхĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Валерия Ворошилова район шайĕнче XIX хут иртекен «Ăслăлăх кунĕ – 2020» наукăпа практика конференцине хутшăнчĕ. Унта хĕр ача «Технологи‚ живопись» секцийĕнче вăй виçрĕ. Валерия тĕпчев ĕçне (ертÿçи – технологи учителĕ Ольга Николаевна Федорова) тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ‚ I вырăн çĕнс...
Ĕнер Кивĕ Çĕпрелĕнче иртнĕ райканаш пухăвĕнче ТР парламенчĕн спикерĕ Фарид Мухаметшин районăн экономикипе социаллă пурнăçне тĕплĕн хакларĕ. Çĕпрелсен экономики ытларах ял хуçалăхĕпе çыхăннă, кунта вара нефтехимири пек ÿсĕм кăтартма йывăртарах. Тыр-пула кăçал сахал пуçтарман пулсан та, хаксем ÿсменнине пула унăн тупăшĕ ...
[[1920]] çулхи [[утă, 30|утă уйăхĕн 30-мăшĕччен]] [[Пăва уесĕ|Пăва уесне]], каярах [[Çĕрпӳ уесĕ|Çĕрпӳ уесне]] кĕнĕ. [[1920]] çулхи [[юпа, 5|юпа уйăхĕн 5]] хыççăн [[Çĕрпӳ уесĕ|Çĕрпӳ уесĕн]] [[Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕ|Йĕпреç районне]] кĕртнĕ. [[1921]] çулхи [[Çĕртме, 22|çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен]] пуçласа [[1927|1927-мĕш...
«Киа Серата» автомобилĕн салонĕнче икĕ килограмм наркотик (каярах тĕпченĕ тăрăх‚ вăл гашиш пулнă) тупнă. Асăннă машина рулĕ умĕнче Сибай хулинче пурăнакан 32 çулхи арçын пулнă. Çул-йĕр инспекторĕсем ăна Тутарстан территорийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра тытса чарнă. «Киа Серата» автомобилĕн салонĕнче икĕ килограмм нарк...
Элкел муниципаллă район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин П.П.Хусанкай 110 çул тултарнине халалланă пухура каланă сăмахсем Хусанкай çӗрӗ çинчи пурнăç лайăх енне куç умӗнче улшăнса пырать: ял сăнӗ илемленет, çӗнӗ çуртсем, объектсем ӳссе лараççӗ. 2002 çулта «Звениговский» совхоз ертӳçи И.И.Казанков хăйӗн тăван ялӗнче «Хузангаевский» я...
( Константин Малышев). Çарăмсан ентешлӗхӗ 25 çул тултарнине иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти Карим Тинчурин ячӗллӗ театрта паллă турӗç. Унта Çарăмсан районӗнчи культура тата вӗрентӳ тытăмӗнче, спорткомитетра, мемориал центрӗнче, историпе таврапӗлӳ музейӗнче ӗçлекенсенчен тăракан пысăк делегаци килнӗччӗ. Ăна район пуçлăхӗн çу...
Правительство членĕсем гриппа чирлекенсен теветкеллĕх ушкăнне кĕреççĕ, эппин, планпа вакцинаци иртме тивĕçлĕ. Çакăн пирки Владимир Путин сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Раççейри эпидемиологи лару-тăрăвĕ пирки доклад тунă хыççăн каланă. Раççейре 55 млн çын (халăхăн 38 %) грипран прививка тунă ĕнтĕ. Кремльти ка...
«Татмедиа» агентствăна РФ МРИ ФНСра регистрациленӗренпе октябрӗн 1-мӗшӗнче 10 çул çитрӗ. «Татмедиа» генеральнăй директорӗн А.Кузьминăн шучӗпе, АОн тӗп çитӗнӗвӗ - пичет кăларăмӗсем çӗршывӗпех хупăннă вăхăтра сыхласа хăварма пултарни. «Вăхăтӗнче медиахолдинг нумай муниципаллă тата республика хаçачӗшӗн çăлăнăç пулчӗ. Юлаш...
Комсомольски тата Елчĕк районĕсем хушшинчи шалти ĕсен пайĕнче пултаруллă, хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçлакан сотрудниксем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Артем Валерьевич Кокшин участокри инспектор. Артем шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă. Хăйне вăй-хал енчен çирĕплетме тăрăшнă. Çавăнпа та Чăваш ял хуçалă...
Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те хастар. Районта пурăнакансем спортпа туслă пулнине, тĕрлĕ ăмăртусенче хастаррине куллен çирĕплетсе параççĕ. «Каçал ен» хаçат редакцийĕ те шкул ачисене, районта пурăнакансене спортпа ытларах туслаштарас тĕллеве пурнăçласа çулсерен кĕркуннепе çурку...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
СКОРПИОН 24.X - 22.XI Кăткăс вăхăт: туйăмсем улшăнсах тăраççӗ, вăй-хал наянлăх пусса илнипе черетленет. Йăрăрах пулма тăрăшмалла, нумай уçăлса çӳремелле - япăх çанта­лăк­ра та. Апат-çимӗçпе тирпейлӗрех пулăр, стрессенчен асăрханăр, пуç ыратни аптратма пултарӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Усăллă çыхăнусем нумай ӗçсене ăнăçлăн ...
Кӗркунне еннелле сулăнсан пирӗн тăрăхалла вăш та ваш вӗçекен йывăр тиевлӗ машинăсем кăнтăр çимӗçӗсене кăна кӳреççӗ тени тӗрӗс мар иккен. Арбуз-дыньăпа пӗрлех пирӗн культурăсемшӗн хăрушă çумкурăк вăрри те килет-мӗн. Çак кунсенче Çырчаллинче те акă, улăма пăхнă чух повилика çумкурăка асăрханине хыпарлать «Татар-информ» И...
Кавăн — 400 г, çăнăх — 250 г, сахăр — 3 апат кашăкӗ, ваниль сахăрӗ — 0,5 пакет, сода — 0,5 чей кашăкӗ, лимон сӗткенӗ— 0,5 чей кашăкӗ Кавăна тасатăр, терка витӗр кăларăр. Унта сахăр хушăр та 15 минут кавăн сӗткенне кăлариччен кӗтӗр. Çакăн хыççăн ваниль сахăрӗ, содăпа лимон сӗткенӗ хушăр. Унтан çăнăх хушса пăтратăр. Чуст...
Хальхи вăхăтра Абу-Дабире (Арабсен пӗрлештернӗ эмирачӗсем) ӗç профессийӗсен ăсталăхӗпе иртекен WorldSkills тӗнче чемпионатӗнче WorldSkills Kazan 2019 интерактивлă стенд ӗçлет. Унта тутарстансем тутар наци апат-çимӗçӗпе те паллаштараççӗ. «Эпир ӗçпăçмак, чак-чак, купăста кукăлӗ тата ыттине кунтах пӗçеретпӗр те пурне те т...
Шаран районĕнче пурăнакан 33 çулхи арçын мошенниксен ултавне пула инкеке лекнĕ. Ун патне пĕр палламан çын банк ĕçченĕ пек пулса шăнкăравланă. Темле майпа çак «банкир» арçынна счет çине укçа куçарса пама ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла майпа лешĕ хăй ирĕкĕпе 999 пин тенкĕ куçарнă. Инкеке лекнĕ çын Шаран районĕнчи шалти ĕçсен пайне ...
(Ирина Трифонова). Ирландире августăн 15-22-мӗшӗсенче ачасем хушшинче 14-мӗш тӗнче первенстви тата хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен «сётокан» дисциплинипе халăхсен хушшинчи ăмăртăвӗ иртрӗç. Унта 80 çӗршыв сборнăйӗ хутшăннă. Çавăнтан пирӗн чăваш ачи Егор Елисеев пысăк çитӗнӳпе, 3-мӗш вырăн илсе таврăнчӗ. Тӗнче чемпионатӗнче пӗрре...
Юсав ĕçĕсем тума 1,5 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Вĕсене вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа йĕркипе пурнăçланă. Çурт тăррине, отмосткăсене юсанă, урайсене, чÿречесене, алăксене улăштарнă, якату-илемлетÿ ĕçĕсем тунă, радиатор улăштарса хутса ăшăтмалли системăна юсанă. Культура çурчĕ декабрĕн 29-мĕшĕнче „Çĕнĕ çул умĕнхи ю...
Дионисий Ермолаев Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1926 çулхи июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1934 çулхине арçын ача ялти çичĕ класлă шкула пĕлÿ пухма кайнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялĕнче колхозра ĕçленĕ. 1944 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче çамрăк качча Совет Çарĕн ретне илнĕ. Çулталăк...
Пурӑнма май ҫук пӗр кун та чуна уҫса яракан е пусаракан, кӑмӑла ҫӗклекен е хавхалантаракан ҫак ӗмӗртен ӗмӗре сыхланса, упранса юлнӑ пуянлӑхсӑр. Хаклӑ тӳсӑмсем, яланах юрлар, кӑмӑла лӑплантарар, савӑнар, тулӑх та савӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа, юрӑпа пурӑнар ҫак илемлӗ ҫӗр ҫинче... ИРИНА САРИГЕЛЬ Читайте нас в © 2020 Сайт издания "...
Район çыннисем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Комсомольски муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн 1-мĕш созывĕн депутачĕсене суйларĕç. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшӳллĕн, районти суйлавçăсен 59,73 проценчĕ (11321 çын) суйлава хутшăннă. Вĕсем 17 округра депутатсене суйланă. Малтанхи пĕтĕмлетӳсем...
Август уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнĕ ятпа шĕкĕр хулара спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе ăмăртусем иртнĕ. Вĕсен шутĕнче чăваш наци «Кĕрешÿ» ăмăртăвĕ те. Хутшăннисем хула администраци пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн вăй виçнĕ. Чăваш наци кĕрешĕвĕн «Кĕрешÿ» ăмăртăвне Пушкăртстанри Иглин районĕнчи Чăв...
Сакăр вун сакăр килограмм - çакăн пек йывăрăш тайнă Ĕпхÿ хулинчи Хаммер ятлă лабрадор ăратлă йытă. Вăл питĕ самăрăлса кайнă. Çакна курса опытлă ветеринарсем те тĕлĕннĕ. Хуçисем ăна килĕнче урăх усрасшăн пулман, çывратса ярас шутпа ветеринар патне илсе кайнă. Сакăр вун сакăр килограмм - çакăн пек йывăрăш тайнă Ĕпхÿ хули...
Раççейпе Израиль хушшинчи çыхăну чи çÿллĕ шая çитнĕ. Çакăн çинчен РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, ытларикун, Израильти «Керен ха-Йесод» ыркамăллăх фончĕн конгресĕнче пĕлтернĕ. www.kremlin.ru сайтенчен илнĕ сăнÿкерчĕк Ун сăмахĕсем тăрăх РФ Израильпе юлташла, нумай енлĕ тата пĕр-пĕриншĕн тупăшлă çыхăну йĕркелеме тăрăш...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
Çтерлĕ хулинче «Ачалăхăн хăрушсăрлăхлă çулĕ» КВН республика конкурсĕн çурма финалĕ иртрĕ. Унта ПР пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен командисем хутшăнчĕç. Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – агитаципе вăйă урлă çул-йĕр правилипе çыхăннă пропаганда ĕçне йĕркелесси. Асăннă конкурсра Федоровка район чысне Урал шкулĕ - «Призрачн...
Республикăри автоинспекторсем çул-йӗр йӗркине пăсакансене тупса палăртас тӗлӗшпе хăйне евӗрлӗ рейд йӗркеленӗ. Автоçула аэростатпа тӗрӗслеççӗ. Çапла майпа çул-йӗр йӗркине пăсакан пӗр автомобилист та вӗсен тимлӗхӗнчен пăрăнаймасть. Росгварди сотрудникӗсем хальхи вăхăтра Хусан -Арск автоçула аэростатран сăнаççӗ. Камера ви...
Ар уесĕ — Хусан енлĕхĕ шутĕнче 1781—1796 çулсенче пулнă администрациллĕ-территориллĕ виçе. Уес хули - Арча. Уесе 1781 çулта Хусан енлĕхĕ йышĕнче йĕркеленĕ. 1796 çулта уесе салатнă, унăн чылайрахăш территорине Хусан уесне кĕртнĕ. КаçăсемПравить Справочник по городу Казани и Казанской губернии на 1920 г. Ч. 1. Центральны...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
Тутарстан районӗсенчи ытти ЧНКЦ-сем Çӗнӗ çул хыççăн «вăранкаланă» вăхăтра 2017 çул пуçланнăранпа Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ ӗнтӗ иккӗмӗш мероприяти ирттерет. Паллă чăваш юптаруçи, драматург, СССР писателӗсен союзӗн членӗ Александр Дмитриевич Кăлкан çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă тума Çӗнӗ Мертлӗн ç...
Тутарстан бизнес-омбудсменӗ sntat.ru сайта панă интервьюра налог инспекцийӗпе, прокуратурăпа тата банксемпе калаçса татăлни çинчен пӗлтернӗ. - Кашни конкретлă тӗслӗхпе активлă ӗçлетпӗр,- тенӗ Т. Нагуманов. Налог органӗсене янă, анчах шут çинче юлнă укçана шута илтерессипе ӗçлени пирки, çак тӗлӗшпе консультацисем йӗркел...
Пушкăртстанра çулталăк пуçламăшĕнчен онкочирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртнин 1650 тĕслĕхĕ пулнă. Пушкăртстан республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров тухса çÿресе черетлĕ „Сывлăх сехечĕ” ирттернĕ чухне Уфари 13 №лĕ клиника больницинче пулнă, вăл унта онкологи чирĕсене малтанхи тапхăрта...
Чăваш Республикин Конституцийӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн тата "ЧР чӗлхисем çинчен" калакан Закон тăрăх, чăваш тата вырăс чӗлхисем Чăваш Республикин патшалăх чӗлхисем шутланаççӗ. Суйлав кунӗ Шупашкарти 2063 номерлӗ суйлав участокӗнче Илле Иванов çыравçă тата общество деятелӗ ăна тăван чӗлхепе çырнă бюллетень пама ыйтнă...
Февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи 9№ ачасен модельллĕ вулавăшĕнче «Афганистан - манăн чĕрере» ятлă паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Хулари 35№ шкулти 5«В» класра вĕренекенсем (класс ертÿçи Н.А.Говорова) патне хăнана вырăнти чăваш наципе культура автономийĕнчен Афганистанпа Чечен вăрçисен ветеранĕсем - Михаил Сергеевич Три...