text
stringlengths
449
122k
РФ Президенчӗн суйлавӗнче Владимир Путинăн шаннă çыннисен йышне Тутарстан çыннисем те кӗнӗ. Январӗн 12-мӗшӗнче Раç­çей Тӗп суйлав комиссийӗ патшалăх ертӳçин суйлав вăхăтӗнчи шаннă çыннисен спи­сокне регистрациленӗ. Çав списока 259 çын кӗнӗ. Тутарстанран çав йышра «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçи Владимир Чагин, ТР Общест...
Левада-центр ирттернӗ ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсенчен курăннă тăрăх, Раççей çынни пуринчен ытла çывăх çыннисемпе ачисем чирлесрен хăрать. Ыйтăма хутшăннисенчен кун пеккисем 47 процент иккен, тесе пӗлтерет РИА-Новости. Социологи тӗпчевӗсем вара ку критери (çывăх çыннисем чирлесрен хăрани) «антирейтингăн» списокӗнче 30 çул ӗнтӗ ...
«Хусанпати», «аванпатихусанта» «чăвашпати116» хэштегсемпе интернетра çӳрекен пĕлтерӳсем ноябрĕн 16-мĕшĕнче Тутарстанăн тĕп хулинчи «Корстон» кану центрĕнче чăвашсен чаплă ташă каçĕ пуласси çинчен хыпарлаççĕ. Унăн ячĕ - "Кĕр сăри". Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнăран дискотекăна йĕркелеме пулăшакансен хушшинче пирĕн реда...
Салтакра пулман арçынна ялта хисеплемеççӗ. Ку каларăш кивелсе пырать тесе шутлать нумайăшӗ, анчах та унпа сывпуллашма васкамалла мар-ха. Хальхи вăхăтра çар хӗсметне иртмесӗр лайăх карьера тăваймастăн. Вăл кăна та мар. Салтак опычӗ арçын пурнăçӗнче ӗмӗр тăршшӗпе пысăк пулăшу тата тӗрек пулса тăрать. Пӗкӗлме районӗнчи На...
Çĕнĕ çул – аслисемшĕн те, ачасемшĕн те чи юратнă уяв. Пурте кивĕ çула йĕркеллĕ ирттерсе ярса, çĕннине савăнăçлă кĕтсе илес тесе тăрăшаççĕ. Анчах та хăш-пĕрисем уяв вăхăтĕнче сыхлăх çинчен манса каяççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, Çĕнĕ çул уявланă кунсенче çынсем питĕ нумай сусăрланаççĕ. Больницăсемпе травмпунктсенче ĕçл...
Çĕнĕ çул çывхарнă май районти чылай вырăн, çуртсем, парксем капăрланчĕç. Район центрĕ епле илемленсе çуталчĕ. Симĕс чăрăш хăйĕн капăр тумĕпе илĕртет. Организацисемпе предприятисен çурчĕсем хĕрлĕ, сарă, кăвак çутăсемпе ялкăшаççĕ. Кăçал район центрĕ тата та хитререх пек. 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсен, район администраци...
Раççей Президенчӗ Владимир Путин Татьяна Голикова вице-премьера çитес 2020 çулта Аслӑ Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи юбилейӗ тӗлне Аслӑ Отечественнӑй вӑрçӑ ветеранӗсене вали хушма тӳлев йӗркелесси пирки ӗçлеме хушнӑ. «Татьяна Алексеевна, эпир юбилей датисем тата праçниксем тӗлне ветерансене пулӑшаттӑмӑрччӗ, çавӑнпа та эпӗ сире Ас...
Киккириклӗ тритон (тритон гребенчатый) хӳреллисен отрядне, саламандрсен çемйине кӗрет. Çутçанталăкра питӗ сайра тӗл пулать, йышӗ чакса пырать. Хӗвеланăç Европăра 1979 çултанпа сыхлаççӗ. Вăтам Атăлçи çӗрӗнче Тутарстан, Самар тата Ульяновск облаçӗсенчи Хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ. Киккириклӗ тритон Ульяновск облаçӗнчи пур ра...
Сотрудниксем Мария Дугина руково¬дительпе хăйсем патне хăнана „Голос” телевидени конкурсĕн финалистне Рушана Валиевана амăшĕпе пĕрле чĕннĕ. Конкурс пынă чухне вĕсем пирĕн ентешшĕн хумханнă, тахçанах унпа тĕл пулма ĕмĕтленнĕ. Тĕлпулу пылак апатсемпе тата уяв торчĕпе чей ĕçнĕ май Раштав улахĕ пек иртрĕ. Сăмах май, тортсе...
Чăваш кӗрешӗвне кăмăллакансем Нурлат районӗнчи Ялавăрта çулсерен иртекен ăмăртăва хутшăнма пултараççӗ. Вăл мартăн 18-мӗшӗнче 10 сехетре вырăнти шкулта пуçланать. Çак ялта çуралса ӳснӗ ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн ирттерекен кӗрешӗве Тутарстан спортсменӗсемсӗр пуçне Самар облаçӗн паттăрӗсем те ...
Октябрь уйǎхĕн 7-мĕшĕнче Çтерлĕпуç районĕнчи пĕртен пĕр чǎваш ялне çак йĕркесен авторĕ, ППУн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕ Раççейри фундаменталлă тĕпчевĕсен фончĕн (РФФИ) грантне пурнǎçлама, туй йǎли-йĕркин лексикипе юрри-такмакĕсене пухас тĕллевпе, килсе çитрĕ. Тетĕрпуç вулавǎшĕнче вǎй хуракан Валентина Павловапа ял...
Пирӗн редакцине «Хаклă «Сувар» ӗçченӗсем!», «Хаклăран та хаклă суварçăсем!» тесе çыру çыракансен сăмахӗсем тӳрре туха пуçлаççӗ пулмалла. Кăçалхи 2-мӗш çурçуллăха валли «Сувар» хаçата Тутарстанри почта уйрăмӗсенче çырăнса илесси тата 90 тенке хаклăланчӗ. Халӗ республикăри чăвашсен хаçатне çур çул илсе тăма 555 тенкӗ тăр...
Патӑрьел районӗнчи Кзыл-Чышма ялӗнче 1955 ҫулта ҫуралнӑ Гузелия Мухарямовна Сафина Forbes хатӗрленӗ «Раҫҫейри чи пуян 25 хӗрарӑм – 2019» танлаштарӑма лекнӗ. . Гузелия Сафина унта – 16-мӗш вырӑнта. Вӑл – Тутарстанри «ТАИФ» нефть компанийӗн тӗп директорӗн ҫумӗ. Журнал унӑн пурлӑхне палӑртнӑ: 270 миллион доллар. Гузелия С...
Лильăпа Денис шкулта вĕреннĕ чухнех пĕр-пĕрне пĕлнĕ. Культура керменне кружоксене пĕрле çÿренĕ. Хĕр кăтартуллă „Радость” хореографи ансамблĕнче ташланă, яш вара мĕнпур уяв концерчĕсемпе мероприятийĕсене хутшăннă. - Вăл юрлатчĕ, эп ташлаттăм. Сцена çинче паллашрăмăр теме пулать, - каласа парать Лиля. Вăхăт иртнĕçем пĕр-...
Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунӗнче, июлӗн 8-мӗшӗнче, Нурлат хулинче иртекен чăваш культурин Пӗтӗм Раççейри Уявне кăçал Чăваш кӗнеке издательстви те хутшăнать. Издательствăн редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тăрăх, уява тин кăна тухнă çак кӗнекесене илсе килеççӗ: Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Хветӗр Агиверӗн «Йӗпхӳри...
Пӗрремӗш хутри акт залӗ туп-туллиех пулнă — паллӑ таврапӗлӳҫе, вӗрентекене, публициста тата ытти нумай енпе палӑрнӑ паллӑ общество хастарне саламлама нумайӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар район пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Виталий Петрович ҫуралнӑ Станьял тӑрӑхӗнчи тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем, пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем, вӗрене...
Эпир сире Чăваш Республикин Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрăн çĕнĕ кĕнекисемпе паллашма сĕнетпĕр. Вĕсен хушшинче Библи, писательсемпе ученăйсен, тĕпчевçсемĕпе меслетçĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, уявсен сценарийĕсем, хаçат-журналти статьясен пуххисем. Библи : сăваплă çырăвăн Авалхи тата Çĕнĕ Халал кĕнекисем / [Е. Н. Лисина куçа...
2020 çулта пурнăç пахалăхĕ Раççейри регионсенче пĕтĕмĕшле илсен улшăнман тесен те юрать. Новости РИА агентство пĕлтернĕ тăрăх, малти вырăнта Мускав хули (82,164 балл), Санкт-Петербург (80, 634) тата Мускав облаçĕ (76,068) пыраççĕ. Пушкăртстан çак рейтингра, тĕпчев кăтартăвĕсене шута илес пулсан, 50,009 балпа 29-мĕш пул...
Николай Семенович Архангельск районĕнчи Казанка ялĕнче 1916 çулхи апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 1924 çул вăл Казанка ялĕнчи пуçламăш шкула кайнă. Унта тăватă çул вĕреннĕ, 1930 çулта Архангельск районĕнчи «Канаш» колхозра ĕçлĕ кун-çулне пуçланă. Унта Николай 1937 çулхи октябрь уйăхĕччен çеç ĕçленĕ. Мĕншĕн ...
Вĕсем чаплă строитель, тĕслĕх илмелли çемье пуçĕ, вăйлă пулнипе палăраççĕ. Вĕсем кăшлакан чĕрчунсем хушшинче калăпăшĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Чĕрчунăн кевти 1 метра çитет, çÿллĕшĕ — 35 см, йывăрăшĕ 32 килограма çитме, хÿри 30 см вăрамăш пулма пултарать. Вĕсем йывăç-курăк кăна çиеççĕ. Уйрăмах хăва, тирĕк, хурăн юрата...
Çтерлĕ хулинче пурăнакан хисеплĕ юлташăмăра‚ чăн чăваш каччинеГеннадий Васильевич ДМИТРИЕВАюбилей ячĕпе! Хисеплĕ çыннăмăра юбилей ячĕпе пĕтĕм йышпа чун-чĕререн саламлатпăр. Пурнăç илемне туйса пурăнма çирĕп сывлăх‚ иксĕлми телейпе вăй-хал‚ пархатарлă та вăрăм кун-çул сунатпăр. Утас çулу тап-такăр пултăр‚ пурнăçри кашни...
Пушкăртстанри шкул ачисем, хăшĕсем олимпиадăсенче тата ăс-хакăл конкурсĕсенче çĕнтернĕ, премисем илме пултарĕç. Çакна çирĕплетекен Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн указне право информаци порталĕнче пичетлесе кăларнă. Пушкăртстанри шкул ачисем, хăшĕсем олимпиадăсенче тата ăс-хакăл конкурсĕсенче çĕнтернĕ, премисем илме п...
2020 çул хыçа юлнă май эпир пурнӑҫланӑ ӗҫсене аса илетпӗр, вĕсене хак паратпӑр. Паллах, иртнĕ çул плана кӗртнӗ нумай мероприятие пурнӑҫлаймарӑмӑр, е вӗсене онлайн мелĕпе ҫеҫ ҫурмалла ирттерме май пулчӗ. 2020 çул хыçа юлнă май эпир пурнӑҫланӑ ӗҫсене аса илетпӗр, вĕсене хак паратпӑр. Паллах, иртнĕ çул плана кӗртнӗ нумай ...
Пĕкĕлме районĕн Ветерансен канашĕ йĕркеленнӗренпе 35 çул çитнĕ ятпа мартăн 24-мӗшӗнче Пӗкӗлме хулинче хаваслă уяв иртнĕ. Мероприяти Техника Çуртĕнче пулнă. Саламлама район пуçлăхĕ Л.Р. Закиров, Раççейри тата республикăри ветерансен юхăмĕн ертÿçисем килнĕ. Вырăнти пултарулăх ушкăнӗсем хаваслă концерт та хатӗрленӗ. Нарат...
Умра – юрлă хĕлле, ун чухне пире çутă çитмест, ешĕл йывăç-курăкшăн тунсăхлатпăр. Ÿсентăрансем ăшă тата çулла туйăмне упраса хăварма пулăшаççĕ. Чăваш Хурамал ялĕнчи Ксения Иванова (ÿкерчĕк çинче) хăйĕн килĕнче чечек тĕнчи тунă. Вăл герань кăна 15 тĕслине çитĕнтерет! Чечек хушшинче йăлтăркка çутă бегони, чаплă орхидейăсе...
Халичченех ăсчахсем чăваш халăхӗн ячӗ ăçтан тухса кайни пирки тавлашса пӗр шухăш патне пырса тухаймаççӗ. Сӗнӳсем питӗ нумай, анчах вӗсенчен пӗри те тӗп-тӗрӗс, татăклă хурав параймасть. Эпӗ ку енӗпе хамăн шухăша пӗлтересшӗн. «Авалхи çăлкуçсене питӗ тимлӗн тӗпченӗ хыççăн «чăваш» сăмах XVI ӗмӗр пуçламăшӗнче çеç курăнма пу...
Иртнĕ çул вĕçĕнче, декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче, «Урал сасси» хаçатăн тусĕ, Мияки тăрăхĕнчи Кекен ялĕнче пурăнакан Калиста Григорьевна Никитина хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тĕрĕссипе, юбилейне вăл тăватă уйăх каяллах уявламалла пулнă-ха. Анчах та август уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнăскере çыртарма кайма ашшĕ-амăшĕн вăхă...
Лидия СаринеКалав(Малалли. Пуçламăшĕ январĕн 19-мĕшĕнче)Каярахпа упăшкана апат çимесĕр хăратма пуçларăм. Эпĕ, хытканскер, апат кăшт çимесенех начарланса, типсе ларатăп. Вăл пур, кунран-кун самăрланса пырать. Шыв ĕçнипех мăнтăрланать пулмалла. Эрехне те лайăх кӳпет. Ăна хăратас тесе эпĕ эрнипе выçă тытма та хатĕр. Тирĕм...
Республика Пуçлăхĕн суйлавне чи малтанхисен шутĕнче Пушкăртстанăн унчченхи Президенчĕ Муртаза Рахимов пынă. Вăл 16 №лĕ вăтам шкулта вырнаçнă 131 №лĕ суйлав участокĕнче сасăланă. 85 çулхи суйлавçă хăйĕн Конституци правине пурнăçланă чух питĕ тимлĕ пулнă. Муртаза Губайдуллович васкамасăр бюллетене пăхса тухнă, ун хыççăн ...
(Константин Малышев). Ун пек çынсене асăрхамасăр пурăнма хăнăхнă пирӗн общество. Чăлахăн, ӳт-пӳ е ăс-хакăл енчен сывă мар этемӗн çын хушшинче пулмалла мар имӗш. Патшалăх законсем те йышăнать, çăмăллăхсем те йӗркелеттересшӗн, инклюзивлă вӗрентӳ пирки те йышăну пур. Анчах та ӗçӗ питӗ мăраннăн вырăнтан куçать. Тем тесен т...
76 çул каялла‚ 1944 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче‚ Совет Çарĕн салтакĕсем 872 кун пынă Ленинград блокадин ункине татнă. Ленинград блокади пирĕн çĕршывăн пурнăçĕнче хурлăхлă‚ çав вăхăтрах паттăрлăх страници шутланать. 76 çул каялла‚ 1944 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче‚ Совет Çарĕн салтакĕсем 872 кун пынă Ленинград блок...
(Ирина Трифонова). Тутарстанри «Чи лайăх ресторансемпе хăна çурчӗсем» («Tatarstan Top Hotels & Restaurants Award») республика премийӗн йӗркелӳçисем конкурса хутшăнакансене професси пултарулăхӗсӗр пуçне спортра та тӗрӗслесе пăхма шутланă ахăр. Урăхла епле палăртма пулать-ха Казанка юханшывӗн акваторийӗнче иртнӗ «Стресс-...
Чăвашла куравсем йӗркелекен хутлăхӗсем те ăмăртрӗç уявра, сăра вӗретекенсен те, ача ӳкерчӗкӗсен хаклавӗсем те пулчӗç, анчах купăсçăсен тупăшăвӗ чи вăрăм та хӗрӳ иртекен конкурсчӗ-тӗр. Жюри председателӗ А.И.Наумов композитор пӗлтернӗ тăрăх, 50 яхăн купăсçăн вăййине хаклама çăмăлах мар. Купăс каласа тӗлӗнтерекенсенчен пӗ...
(Константин Малышев, сăнӳкерчӗк авторăн)Хусанти футбол выляма юратакансен лигинче финал тапхăрӗ пырать. Анчах та «ЧНКА» командине ăнăçу хăварчӗ пулмалла. Пӗр эрне маларах пирӗн каччăсем «Феникспа» выляса вăййа 1:1 шутпа вӗçлерӗç. Иртнӗ эрнери тӗлпулу та çӗнтерӳ патне илсе çитереймерӗ. Çапах веçех йӗркипе. «Олимп» коман...
Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи агротехникум спорт залĕнче нумай хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă Федор.Петрович Моисеева асра тытса кире спорчĕ енĕпе республика турнирне ирттерме палăртнă. Шăнкăртамсем – пĕрремĕш Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК спорт залĕсенче...
Хĕлле - çулталăкăн тĕлĕнмелле вăхăчĕ‚ унсăр пуçне ачасемпе аслисем чылай кĕтнĕ те юратнă тапхăр. Çут çанталăк шурă та кăпăшка тум тăхăнать‚ ун чухне вара йĕлтĕрпе ярăнмалли‚ çавăн пекех юртан тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталамалли вăхăт çитет. Хĕл кунĕсем çитсен ял çыннисем культура тата кану паркĕн лапамĕ тыткăна илнине‚ юмах т...
Татышлă районĕнче пулнă пушарта амăшĕ тата икĕ ачи çунса вилнĕ факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă. Пушар вырăнĕнче оперативлă следстви ушкăнĕ ĕçлет. Пушкăртстанри следстви комитечĕ пушара сÿнтернĕ вăхăтра виçĕ ÿт тупнă факт тăрăх «асăрханусăр пулнăран икĕ тата ытларах çын вилни» статьяпа уголовный ĕç пуçарнă. Ноябрĕн 4-мĕ...
6535 Ҫанталӑкра виҫҫӗ ҫук: пӗлӗт ҫине хӑпарма пусма ҫук, шывӑн турат ҫук, кайӑкӑн чӗчӗ ҫук. Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 6536 Ҫӗпресӗр чуста хӑпарса пиҫмест. Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 6537 Ҫилӗн ҫунат ҫук, шывӑн турат ҫук. Пӗр япаласӑр тепӗр...
Пӗтӗм тӗнчери таркăнсен кунӗ Синоптиксем паян, июнӗн 20-мӗшӗнче, улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ çанталăк шантараççӗ, вырăн-вырăнпа вăйлă çумăр пулать, пăр та çăвать. Çил хӗвеланăçран, аслати вăхăтӗнче çеккунтра 15-12 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Сывлăш температури çӗрле +10..+15, кăнтăрла +17..+22 градус пулать. Уйăх календарӗпе -...
РФ Президенчӗ Владимир Путин "Раҫҫей ҫулталӑк учителӗ - 2020"конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тӑнӑ Ростов облаҫӗнчи математика учительне Михаил Гурова саламланă. РФ Президенчӗ Владимир Путин "Раҫҫей ҫулталӑк учителӗ - 2020"конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тӑнӑ Ростов облаҫӗнчи математика учительне Михаил Гурова саламланă. М.Гуров Пӗ...
( Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗ). Самар енчи чăвашсемшӗн çулсерен «Чӳклеме» ирттересси йăлара, пирӗн тăрăхра вара кунашкал уявсем сайра. Çавăнпа та вăл мӗнлерех иртнине курма октябрӗн 14-мӗшӗнче Тольяттине çитсе килес терӗмӗр. Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗн пуçарăвӗпе çак уяв ӗнтӗ пӗрремӗш хут иртме...
"Хӗрӳ лини" телефонӗсем: (843) 236-00-71, 236-40-62. Шӑнкӑравсене 9-тан пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ ❮ ❯ Кӗҫнерникун, октябрӗн 31-мӗшӗнче Тутарстанра ҫемьери тӑнӑҫсӑрлӑха тата килти хирӗҫӳсене профилактикӑлас тӗлӗшӗпе "хӗрӳ лини" иртет. Тутарстанра пурӑнакансен ыйтӑвӗсем ҫине депутатсен «Мәрхәмәт-Милосердие» пӗрлешӗвӗ...
Йăлана кĕнĕ йĕркене пăсмасăр, ЧНК Уставĕпе килĕшÿллĕн çулталăкра пĕрре иртекен Мăн Канаш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçтарăнчĕ. Шупашкарти Туслăх Çуртне Раççей регионĕсенчи, Чăваш Ен районĕсенчи ЧНК уйрăмĕсен тата Шупашкар хулинчи Мăн Канаш пайташĕсем пуçтарăнчĕç. Унсăр пуçне ларăва чĕннĕ хаклă хăнасем те çитрĕç. ...
Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатра Тăван чӗлхе кунне халалласа февралӗн 21-мӗшӗнче регионсем хушшинчи «Ăçта? Хăçан? Мӗн?» ăс-хакăл вăййи иртрӗ. Гимназистсемсӗр пуçне унта Аксу районӗнчи Савгачево, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни шкулӗсен вӗренекенӗсен, И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн вырăс та...
Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов пӗлтернӗ тăрăх, яла Президент программипе апрель уйăхӗнче шыв кӗртме тытăннă. Ӗçсене сентябрьте туса пӗтерме палăртнă пулнă, анчах строительсем августрах вӗçленӗ, трассăсене хута янă. 120 çурт хуçи çӗнӗ шыва киле те кӗртсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Унчен Аслă Аксура пусăри «хытă» шывсем...
Эпĕ. Манăн çемье. Манăн çурт, унăн картишĕ. Манăн урам. Эпĕ çÿрекен ача сачĕ, унăн картишĕ ... Çапла ÿссе пырать ачан тавра курăмĕ. Чи малтан ача сачĕн картишĕнче ÿсекен чечексем, пахча çимĕç, йывăçсем кăсăклантараççĕ ачана, тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, кайăксем хăнана килеççĕ ун патне. Çапла пуçланать ачана тăван енпе, тăван ...
(Ирина Трифонова) Тутарстанра автомобиль парнелеме питӗ юратаççӗ, ку йăлана кӗчӗ тесен те юрать. Ку хутӗнче черет ТР Патшалăх техника надзорӗн районсемпе хуласенчи уйрăмӗсен пуçлăхӗсене черет çитрӗ. Çак хисеплӗ тивӗçе хальхинче ТР Премьер-министрӗн çумӗ - ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пурнăçларӗ. Кун п...
(Ирина Трифонова. Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗ). Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче январӗн 20-мӗшӗнче «Ял кунӗ» иртрӗ, кăçал вăл шучӗпе пиллӗкмӗш пулчӗ. Кашни çул хулаçырмисем çак мероприятие Православи праçникӗпе - Турă шыва кӗнипе тӗл килтерсе ирттереççӗ. Ахальтен мар. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов пӗлтернӗ тăрăх, ăн...
Мĕнпур пăтăрмахăн сăлтавĕ - вирусра. Унăн виçи 400-500 нанометр. Апчху тусан, ÿсĕрсен вирус 1,5-2 метра çити вĕçет, юнашар тăракан çын çине ÿкет. Алă тытса паллашсан вăл алăра юлать. Алăран алăк хăлăпĕсем çине куçать, тимĕр таврашĕ çинче нумайрах пурăнать. Чирлĕ çынпа пĕрле вăрах пулсан, чир ернĕ çыннăн инкубаци вăхăтĕ...
Ферия дель Соль (исп. Feria del Sol — хĕвел уявĕ) — кашни çул нарăс уйăхĕнче Мерида венесуэл хулинче иртекен тĕнчери культура фестивалĕ. Фестивалĕн программине вăкăрсен кĕрешĕвĕ, куравсем, концертсем, парадсем, спорт ăмăртăвĕсем тата Хĕвел Патша-хĕрарăмне суйлани (Reina del Sol) кĕрет.[1] Хĕвел патша-хĕрарăмĕ (Reina de...
Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ, Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнакан Елена Геннадиевна АЛЕКСЕЕВĂНА юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Мăшăру кунсерен юрату парнелетӗр, ачусем пултарулăхпа савăнтарсах тăччăр, тăванусем хаклаччăр, ӗçтешсем хисеплеччӗр, çӗнӗрен те çӗнӗ хайлавсем калăп­лама чун хавалӗ нихăçан ...
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хуласемпе районсенчи поликлиникăсене модернизаци программипе юсама ирӗк панă тесе пӗлтерет Татар-информ информаци агентстви. Пурӗ икӗ çул хушшинче (2017 çултан тытăнса 2018 çулччен) çак программăпа республикăра 197 поликлиникăна юсӗç. 2017 çулта 43 учрежденийӗн 75 объектне юсама тивӗç. В...
Пушкăртстанра январĕн 3-мĕшĕнче алкоголь продукцине сутма чарнă, тата Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтенче январĕн 4, 5, 6-мĕшĕсенче алкоголь продукцине сутассин вăхăтне кемĕтнĕ — 14 сехетрен пуçласа тепĕр талăкăн 10 сехечĕ таран ăна сутма юрамасть. Урăхла каласан, çак виçĕ кун регионăн пĕтĕм территорийĕнче алкоголь продукцине т...
Пишпÿлек районĕнче почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă хĕрарăм шанса панă пурлăха хапсăннăшăн тата суя документсем тунăшăн суд умне тăрĕ. Пишпÿлек районĕнче почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă хĕрарăм шанса панă пурлăха хапсăннăшăн тата суя документсем тунăшăн суд умне тăрĕ. Пушкăртстанри Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ 2017-2019 çу...
Юламанти фельдшер-акушер пункчĕн заведующийĕ Ольга Кожевникова медицина сестрин профессине яланлăха суйласа илнĕ. 1987 çулта, Салаватри медицина училищин акушер уйрăмне пĕтернĕ хыççăн, вăл Ишимбай районĕнчи тĕп больницăра хĕрарăмсен консультацийĕнче акушерка пулса ĕçлеме пуçланă. Пĕр çултан, çемьери лару-тăрăва пула, Т...
Ирина Сухарева - республикăра пурăнакан ентешсемшĕн çĕнĕ ят мар. Çак хушамата асăнсан эпир ăна ытларах ăслăлăх ĕçĕнче çан тавăрса ĕçленине куратпăр. Вăл истори наукисен докторĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн профессорĕ, ПР Правительстви çумĕнчи Топонимика комиссин членĕ, Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академин ...
Кремлĕн официаллă сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, форума чĕннисен шутĕнче — чикĕ леш енчи патшалăхсемпе правительствăсен пуçлăхĕсем, пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри пысăк компанисен ертÿçисем, ертсе пыракан политиксемпе экспертсем. Форум «Инçет Тухăç — аталану горизончĕсем» девизпа иртет, тăватă темăна сÿтсе явма планланă: «Экономик...
Ачасен хĕллехи каникулне хаваслăрах та усăллăрах тăвас тĕллевпе Ашкатар ялĕнчи культура çуртĕнче унăн ертÿçи Елена Газизова хатĕрленипе театрализациленĕ спектакль иртрĕ. Зал тулли пуçтарăннă куракансем (вăл шутра аслисем те, ачасем те пур) Юр пикепе (М.Семенова) пĕрле чуна тыткăнлакан çул çÿреве тухса кайрĕç. Юр пике Х...
Сочинени çырасси — патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине хутшăнмалли тĕп услови. 11 класра вĕренекенсем пур шкулсенче пурте сочинени çырнă. Кашни вĕрентÿ организацинче сăнавçăсем пулнă, вĕренту пайĕн специалисчĕсем кайнă. Выпускниксен пилĕк темăран пĕрне суйласа илмелле пулнă. Сăмахран, «В чем разница между смирением и покорн...
Пушкăртстанра Хайбулла районĕнче ĕне тирĕ айне вырнаçтарнă микрочип хăваласа кайнă кĕтĕве тупма пулăшнă. Целинное ялта пурăнакансем ĕнисемпе вăкăрĕсене ирĕк çÿреме кăларса янă. 27 выльăх киле таврăнмасан ял халăхĕ полицине заявлении çырнă. Полици уйрăмĕнче кĕтĕве шырама икĕ оперативлă группа йĕркеленĕ. Телее, пĕр ĕне х...
Шăнкăртамри "Халăхсен туслăхĕ" паркĕн ипподромĕнче юртă лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăна ку хутĕнче çак ялта пурăнакан пĕрремĕш категориллĕ юлан утçă Альберт Хамбиков 50 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ. Официаллă пая район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов хутшăннă. "Районта тĕр...
Аслă ăру çыннисем Тăван çĕршывăн авалхи историйĕпе культурине малашлăхшăн сыхласа хăварас кăмăлпа пурăнаççĕ. Иртнĕ çулăн вĕçĕнче Стерлитамак районĕнчи Косяковка ялĕ хăнасем йышăннă. Сурхури йăла-йĕрки UTV телеканалăн «Ман тăван çĕршыв» (авторĕ Юлия Абдуллина) проектăн пĕр пайне йышăннă. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе аслă ăру çын...
Чăваш наци конгресӗ пуçарса янă пултарулăх конкурсӗн пӗрремӗш тапхăрӗ кăçал февраль уйăхӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа март уйăхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ. Ку вăл Чăваш Республикинчи районсенчи, Раççей регионӗсенчи конкурссем. Унта çӗнтерсе мала тухнисем вара март уйăхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти культурăпа ӳнер институчӗнче 11 сехетре и...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
Çырчаллинчи Çӗнтерӳ паркӗнче вăйă картисен (хороводсен) уявӗ иртнӗ. Саламлă сăмахпа çак уява вырăнти чăвашсен наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ Федор Корнеев тухса калаçнă. Уява пуçласа яма «Чӗкеç» ансамбль пулăшнă. Килнӗ хăнасене вӗсем хитре ташăпа тата вăйă картипе илӗртнӗ. Унсăр пуçне, Чӗкеç ансамбль халăх ...
Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Туймазă районĕнче йывăр сиен кÿнĕ авари пулнине регистрациленĕ. Республикăри Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн даннăйĕсем тăрăх‚ Субханкулово паççулкки çывăхĕнче отбойник юпине ВАЗ-2110 машина пырса çапăннă. Малтанхи информаципе килĕшÿллĕн водитель руле тытса чарайман. Инкек...
Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче йăлана кӗнӗ «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» кăçал мартăн 9-мӗшӗнче пулать. Унта йӗлтӗр спортне юратакан 7-70 çулти хуть кам та хутшăнма пултарать. Ӳсӗм çулне кура вӗсем 500 метр, 1, 2,3 тата 5 километр дистанцие чупӗç. Кунсăр пуçне çемьесен хушшинче «Атте, анне тата эпӗ» эстафета та пулать. «Беловка...
Иртнĕ кану кунĕсенче „Битва экстрасенсов” мистикăлла шоу çăлтăрĕсем Пушкăртстана килсе кайнă. Вĕсен хушшинче Татьяна Ларина, Дмитрий Волхов, Юлий Котов пулнă, вĕсем Уфари хăна çурчĕсенчен пĕринче чарăннă. Телекăларăма ÿкерме Чишме районĕнчи Шингак-Куль ялне тухса кайнă. Вĕсене Алина Валеева гример тата визажист ÿкерĕнм...
Йӑрӑс пӳллӗ , салтак тумӗ тӑхӑннӑ каччӑ юлташӗсем хушшинче гитарӑпа тӑрать е пӗчӗкрех чухне тӑкӑрлӑкпа анса лӗпӗшсем хыҫҫӑн чупса савӑнать, йӑмралӑ шыв хӗррине ҫитсе инҫете-инҫете тинкерет ... Кӗвӗ-кӗвӗ. Пурнӑҫ савӑк, Анчах мӗн кӗтет малта?.. Ҫакӑн евӗрлӗ ӳкерчӗксем ҫурала пуҫларӗҫ Сергей Ермолаевӑн тин ҫеҫ пичетрен ту...
Вăйă — пĕрлехи ăслăлăхăн ăнлавĕ, ăна нумай çĕрте усă кураççĕ (философире, педагогикара, психологире, социологире), çавăнпа та вăл нумай ăнлантаруллă. Хăйĕн тупсăмĕпе вăл тĕнче малашĕ, ăçта витĕр йĕркесен пур. Вăйăра çын чун йӳлесеннен ярăнаять. Азартлӑ вӑйӑ — укҫа е ытти пурлӑха выляса илес тӗллевпе выляни, ҫав вӑйӑ вы...
Выляв икĕ тапхăрпа иртĕ. Ноябрь уйăхĕнче „Парне – кашни эрнере” вылятăпăр. 2020 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхне çырăнтару кампанийĕ вĕçленсен (декабрь вĕçĕ – январь пуçламăшĕ) тĕп призсен вылявĕ иртĕ. Вĕсем мĕнле призсем пулнине – район хаçачĕн малалли номерĕсенче пĕлтерĕпĕр. Хисеплĕ вулакансем! „Аургазă хыпарçине” илсе тăм...
Хальхи пурнăçра чĕрĕ укçана банк карттисем ылмаштарма пултараççĕ, чылай чухне нумайăшин сумккинче «наличка» çукпа пĕрех. Анчах çук-çук та хут укçа пурпĕр кирлĕ пулса каять вĕт. Вара банкомат пур çĕре каймалла е лавккара терминал пулмалла. Енчен те санăн кÿршÿне сĕтшĕн памалла пулсан, мĕн тумалла? Районта Сбербанк ПАО П...
Корейăри Олимпиадăна телевизорпа кура-кура йăлăхать такам та. Эпир мӗнрен кая? Хӗллехи уяр кун мӗн ма çан-çурăма пиçӗхтерсе илес мар? Илес! Нарăс уйăхӗн 23-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинче Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне халалласа урамри уяв ирттернӗ. Программăн спонсорӗ Сегей Мулеев пулнă, ăна пулăшаканӗ Николай ...
Паян, сентябрен 24-мĕшĕнче, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕ Валентина Петрова Чăваш Республикин çар комиссарĕн çумĕпе Сергей Владимирович Сергеев подполковникпа тĕл пулнă. Çĕршыври мобилизаципе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма ыйтнă. — Сергей Владимирович, мобилизациленĕ граждансем медицина тĕрĕслевне вырăнта тухаççĕ-и? В...
Çак картишри музей çуртӗнче вырнаçнă ТР ЧНКА ӗçӗсем çинчен каласа паракан стендсем те интереслӗччӗ. Унта çамрăксен ӗçӗсем, спорт ăмăртăвӗсем, çыравçăсен ӗçӗ-хӗлӗ, чăрăш уявӗсем, конкурссемпе тӗрлӗ фестивальсем çинчен хавхаланса çырса кăтартнă. Малалла хăнасене чăваш сăрин дегустаци залӗ кӗтрӗ. Кунта Нурлат районӗнчи ка...
Тăван наци культурине вырăс тĕнчин ăс-пурлăхĕпе шайлаштармалла. „Культурăсене тĕпе хурса вĕрентес» концепци тăван культурăпа литературăри тата тĕнче литературинчи пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тупса танлаштарма, тĕпчеме, системăласа пĕтĕмлетме, хак пама, ушкăнлама, сÿтсе явса çирĕплетме, ĕнентерме, сăлтавлама май парать....
Июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунне паллă тунă май "Хĕвеллĕ" уçланкăра ачасен "Тăван ен, сана саватпăр!" ятпа "Акатуй-Сабантуйĕ" иртрĕ. Кăçалхипе вăл 17-мĕш хут пулчĕ. Çитĕнекен ăру хорпа Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин, Патăрьел районĕн гимнĕсене мăнаçлăн шăрантарчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Юманова, Аслă ...
(Ирина Трифонова) Республикăра тата 300 пин гектар çинчи тырпула пуçтарса илмелли юлнă. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн экологипе, çутçанталăкпа усă курассипе, агропромышленнăçпа апат-çимӗç политикин комитечӗпе «2013-2020 çулсенче Тутарстанра ял хуçалăх аталанăвӗпе ял хуçалăх продукцийӗпе чӗр таварсен рынокне йӗркелесе п...
Пушкăртстанăн Верховнăй сучĕ 25 çулхи Таджикистан гражданинĕ тĕлĕшпе приговор йышăннă, ăна 15 çула çирĕп режимлă колонире ирттерме ирĕкрен хăтарнă. Арçын закона пăсса наркотик тытăнса тăракан веществосем сутнăшăн тата право йĕркине хÿтĕлекен орган сотрудникне вĕлерме хăтланнăшăн айăплă тесе йышăннă. Тĕпчев даннăйĕсем т...
Аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекен студентсем наркотикпа усă курнипе курманнине кăтартса паракан тест иртĕç. Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствин приказне право информацийĕн сайтне вырнаçтарнă. Çак тĕрĕслеве шкул ачисемпе студентсем наркотик тытăнса тăракан веществосемпе усăланнине малара...
Толбазă ялĕнчи Кану паркне тирпей-илем кĕртес ĕçсем малалла пыраççĕ. Уçăлса çÿремелли пĕчĕк çул, саксем, ача-пăча площадки тата спорт тренажерĕсем çумне кунта халĕ архитектурăн пĕчĕк формисем хушăннă: çурисемпе упа амăшĕ, улитка, тимĕр шапа, йывăç çине улăхакан упа çирисем. Ачасем кăмăлпах чĕрчунсене сăнаса пăхаççĕ, вĕ...
Малашне Пелепей районĕнчи Брик-Алга тата Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелевĕспуç ялĕсене юхан шыв кăна пĕрлештермĕ. Нумай пулмасть Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçипе Марина Николаевапа тĕл пулса калаçма, сывлăх управçин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма‚ унти экспонатсене курса киленме май пулчĕ. М.А. Николаева чăваш халăхĕн...
Кăçал Уфара июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен иртмелли Пĕтĕм тĕнчери VI фольклориадăна коронавирус пандемине пула урăх вăхăта куçарма тÿр килнĕ. Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пĕтĕм тĕнчери Фольклор тата йăлана кĕнĕ искусствăсен фестивалĕсене йĕркелекен Совет руководствине Фольклориадăна 2021 çулхи июлĕн ...
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ кăçал пĕрремĕш хут «Несĕл эткерлехĕ» конкурс ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн культурине çемьере тытса пырасси, йăли-йĕркине, ăсталăхне упраса хăварасси. Конкурса чăвашлăха упракан 25 çемье хутшăнчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсенчен тăххăрăшĕ «Эпир – туслă кил-йыш» номинаципе,...
ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Энгель Фаттахов урăх ӗçе куçнипе министр тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлама ТР Патшалăх Канашӗн депутатне Рафис Бурганова лартасси пирки указа ТР Президенчӗ Р.Минниханов алă пуснине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ пулнă Р.Бурганов паянхи кунччен...
Коммунистсен вӑхӑтӗнче партирен кӑларса яни пуҫлӑхри ҫыннӑн карьери вӗҫленнине пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен ҫӗршывра пӗр парти кӑна пулнӑ «Единая Россия» Генсовечӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева партирен кӑларнӑ. Ҫакӑн ҫинчен «Единая Россия» Генсовечӗн секретарӗ Андрей Турчак пӗлтернӗ. Ун...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
Салават хулинчи «Россельхоз» банкра ĕçленĕ 36 çулхи Луиза Хайруллина кассира, ĕç вырăнĕнче 23 млн тенкĕ вăрланăскере, йĕрке хуралçисем Хусан хулинче тытса чарнă. Вĕсем, икĕ хĕрĕпе тата упăшкипе, малтан палăртнă пек ют çĕршыва тухса тарман, Тутарстанăн тĕп хулинчи Çĕнĕ Савино районĕнче тара илнĕ хваттерте уйăх ытла пурă...
Ӗнер Горгаз ӗçченӗсем вăхăтра сисмен пулсан Хусанта та Ижевск хулинчи пек пысăк инкек пулатчех-тӗр. Восход урамӗнчи çуртăн пӗр хваттерӗнчен газ шăрши вăйлă тухнă иккен. Шаккасан вара алăка уçакан пулманнипе вӗсем 112 телефонпа экстреннăй службăна шăнкăравласа асăннă хваттерте çын юлма пултарнине пӗлтернӗ. Çăлавçăсем ал...
Хула [[Лиахви (юханшыв)|Лиахвипе]] [[Кура (юханшыв)|Кура]] шывĕсем пĕрлешнĕ тĕлте, [[Тбилиси]]рен 76 çм тата [[Цхинвал]]ран 33 çм вырнаçнă. [[Гори (станци)|Чукун çул станцийĕ]] пур. == Истори == [[1920]] çулхи [[çĕр чĕтренĕвĕ]]нче хула çав тери арканнă. [[2006]] çулта Грузи президенчĕ [[Михаил Саакашвили]] Гори хулинче...
Тӑван ҫӗршыв вăл - ҫуралнӑ, ӳснӗ, ҫитӗннӗ вырӑн: атте-анне килӗ, тӑван урам, ял, тавралӑх. «Тӑван ҫӗршыв» ҫумне хӑшӗсем «малая» сăмах та ҫыпӑҫтарма хӑтланаҫҫӗ... Ман шутпа, Тӑван ҫӗршыв пӗрре, чи хакли, унран пысӑкки нимӗн те ҫук, ӑна пӗчӗклетме алӑ та ҫӗкленмест. Тӑван ҫӗршыв вӑл - Тӑвансен ҫӗршывӗ те: атте енчи, анне...
( Ирина Кузьмина). «Хусан чăвашӗсем» ушкăн юрăçи Елена Корсакова Лайăш районӗнчи Габишево ялӗнчи Культурăпа спорт центрӗн режиссерӗнче ӗçлеме тытăннăранпа Лайăш районӗнче чăваш сасси яр-уççăнах илтӗнме пуçларӗ. Пӗлтӗр Нурлатра иртнӗ Уявра ку район юрăçисем те пӗрремӗш хут хутшăнчӗç. Вырăс хӗрарăмӗсем «Урам айкки кăвак ...
(Ирина Трифонова. Е.Караева сăнӳкерчӗкӗ). Декабрӗн иккӗмӗшӗнче Хусанти «Гранд отель Казань» хăна çуртӗнче «Такси» кино çăлтăрӗпе, Франци киноактерӗпе Сами Насерипе творчествăлла тӗлпулу иртрӗ. Кунта вăл «Сухба» кинокомпанин ертӳçи Тахир Тухтаров чӗннипе килнӗ. Тахир пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем «За достижение в области мира» ...
(Ирина Трифонова). Зинаида Ивановна Вороновăна чăваш тӗнчинче пӗлмен çын çук. Вăл ăста художник, чăваш наци капăрлăхӗсемпе сувенирсен ăсти, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ, республика, регионсен, халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗ. Пукане ăстаçи пек те пӗлетпӗр ăна, Зинаида Ивановна вӗсене юратса ăсталани тӳрех палă...
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăна 2014 çулччен социаллă экономика аталанăвĕн стратегилле çул-йĕрĕ çинчен Указа алă пуснă. Унăн тĕллевĕ — регион-лидерсен шутне кĕресси, пĕлтерет регион Пуçлăхĕн пресс-служби. — Документа Пушкăртстанра пурăнакан кашни çыннăн тăнăç пурнăçĕ валли условисем туса пама, çын хăйĕн ...
Çӗр ӗçӗпе çыхăннă кашни халăхăн тыр пул пухса кӗртнипе çыхăннă кӗрхи ӗçсене вӗçлекен уяв ӗлӗкренех пулнă. Вăл чăвашсен те пур. Ăна тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗрен калаççӗ: «Кӗр сăри», «Автан яшки», «Кӗр çурти», «Чӳклеме» тата ытти те. Йăлисем те пурте пӗр пек мар-тăр, анчах пӗлтерӗшӗ пӗр - çӗнӗ тыр-пулшăн савăнни, пулас тухăçшăн....
Бурай районĕнче сентябрĕн 23-мĕшĕнче çĕрле Пушкăртстан МЧС сотрудникĕпе инкек пулса иртнĕ. «Башкортостан» телерадио компанийĕн информацийĕ тăрăх, тăватă арçын УАЗ автомобильпе ту çине хăпарнă. Унта вĕсем машинăран тухнă, алă тормозне лартма маннă. Машина аялалла кусса кайса ÿпленнĕ те 34 çулхи арçын ун айне пулнă. Инке...
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Сосновский пултăран лаптăкĕсем 840 гектара яхăн сарăлнă. Усалăн ури саккăр теççĕ. Çын сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан çум курăк çултан çул сарăлсах пырать. Вĕсене паян çырма-çатрара, çул айккисенче те курма пулать. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх ...
( Ирина Кузьмина). Бадминтон хальччен халăхра пит анлă сарăлнă спорт тӗсех марччӗ, анчах та юлашки çулсенче вăл питӗ хăвăрт аталанни сӗсӗнет, уйрăмах шкул ачисен хушшинче. Сăлтавӗ кунта Раççей бадминтон федерацийӗ нумай пулмасть Шкул спорчӗн пӗтӗм Раççейри федерацийӗпе çӗршывра çамрăксен тата шкул спортне пӗрле аталант...
Февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисен кунне халалласа 1№ «Айгуль» ача садĕнчи пĕчĕк ачасен ушкăнĕн воспитателĕсем О.И. Буренко тата М.А.Кулякова «Эпир пулас салтаксем» ятлă йăпанмăш (развлечение) ирттерчĕç. Педагогсемпе ачасен тумтирĕнче çар формин элеменчĕсем палăрчĕç: гимнастерка‚ пилоткăсем‚ бескозыр...