text stringlengths 406 146k |
|---|
Авал Римри тухтăрсем тĕрлĕ чиртен сипленме купăстаран эмелсем хатĕрленĕ. Ĕлĕкхи сиплев кĕнекисенче «купăстана вĕтетсе çăмарта шуррипе хутăштармалла, пĕçертнĕ вырăна хумалла, суран хăвăртрах ÿт илет» тесе вĕрентнĕ.
Паян та медицина ĕçченĕсем купăстана суран çине хума сĕнеççĕ. Унра C, P, E, К, В1, В2, В6, Р витаминсем, ф... |
Çу кунĕсем çитрĕç. Çĕршер пин ачашăн вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. Умра виçĕ уйăх ирĕклĕ ачалăх. Ирхине улттăра тăмалла мар‚ уроксем тăвассине хальлĕхе манма юрать, апла пулсан алгебрăпа деепричасти çаврăнăшĕсене те вĕренмелле мар. Каникул!
Паянхи материалта сăмах вăхăта илемлĕ те савăнăçлă‚ кăмăла кайман пулăмсемпе пăсма... |
Пушкăртстанра 110 медицина учрежденийĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ йĕркипе электронлă черет йĕркелеме 143 комплект илнĕ, пĕлтерет республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-служби.
Ведомствăра палăртнă тăрăх, оборудованипе усă курни пациентсем больницăна килекен процеса оптимизацилеме тата вĕсене медицина пулăшă... |
Чăваш Ен тулашӗнче 4 регионта чăвашла хаçатсем тухса тăнине эпир пӗлеттӗмӗр. Ульяновск облаçӗнче - «Канаш», Пушкăрт Республикинче - «Урал сасси», Тутарстанра - «Сувар», Самар облаçӗнче - «Самар ен». Анчах та юлашки вăхăра Самар облаçӗнчи чăвашсем хаçат килме пăрахнишӗн кулянни илтӗнме пуçларӗ. Финанс лару-тăрăвӗ кăткăс... |
Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те ылтăн хуралмасть‚ хăйĕн илемлĕхĕпе пахалăхне çухатмасть. Çемье те çавăн евĕр... Эпир паллаштаракан çемье те таса туйăмсене çухатмасăр нумай çул юратупа килĕшÿре пурăннă.
Кармаскалă районĕнчи Митриски ялĕнче пурăнакан Михаил Ивановичпа Анастасия Витальевна Ивановсен çемйи - ялти сумлă çемьесе... |
Водительсене çĕнĕ автобуссен уççисене регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров панă.
Пĕр автобус – 7 миллион ытла тăрать. Пурĕ унта 44 пассажир вырнаçать. Хăтлă тата хăрушлăхсăр пулма мĕнпур условисене тунă. Кунта кондиционер тата хутса ăшăтмалли система пур, кашни вырăна хăрушлăхсăр чĕнĕпе тивĕç... |
Çӗнӗ çул умӗн Раççейри Йывăр атлетика федерацийӗн ӗçтăвкомӗ çӗршывăн хӗрарăм сборнăйӗн тӗп тренерӗ пулма пирӗн ентеше Николай Колесникова çирӗплетнӗ. Николай Алексеевич Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăран, вăл 1976 çулта Монреальте Олимп чемпионӗ пулса тăнă. Колесников маларах йывăр атлетикăпа Раççейӗн çамрăксен сборнăйӗн асл... |
Темĕнле вăрттăн кантур çыннисем мар эпир, Лутра Ласăрпа иксĕмĕр. Çапах та хамăрăн ĕç пирки ытлах калаçма юратмастпăр. Аванмарланатпăр темелле-ши? Ара, этеме леш тĕнчене йĕркеллĕн ăсатса яма пулăшакан ĕçре тăрмашатпăр-çке. Вун пилĕк çул каяллах, заводри механика цехне пĕтерсен, килсе вырнаçрăмăр кунта. Тупăк ăсталатпăр.... |
Нарăс уйăхěн 25-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев патне тěрлě ыйтупа килекен çын нумай пулчě. Анчах та калаçăва ытларах Пушкăртри Ěпхÿ хулинчен килнě чăвашсем çинчен пуçлас килет. Вěсем Иван Григорьевич Тарасов тата Вячеслав Михайлович Ерохинпа Мударис Харисович Сафин пулчěç. Иван Григорьевич, шку... |
Шупашкарата «Манăн професси - этнограф» кӗнеке презентацийю иртрӗ. Унта çӗршыври паллă ученăй-этнологăн Владимир Пименовăн асаилӗвӗсене пичетеленӗ. 1980 çулсен пуçламăшӗнче вăл арăмӗпе Чăваш АССР-ӗнче этносоциологи тӗпчевӗсене ирттернӗ. Çавăнпа кӗнекене пухса хатӗрлекен Т.Гузенкова унăн презентацине пирӗн патра ирттере... |
МЧСăн Тутарстанри управленийӗ апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 15-мӗшӗччен республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пуласса хыпарлать. Ятарлă режима куçасси çурхи-çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх ӳснипе çыхăннă. Çак вăхăтра çынсен сад-пахчара, коммерцилле мар дача пӗрлешӗвӗсенче типнӗ курăк, çӳп-çап çунтарма, к... |
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнине пĕлтернĕ хыççăн Чăваш Республикин çар комиссарĕ мобилизаци çинчен калакан Хушăва алă пуснă.
Унта вăл çара каймалли йыхрав хучĕсене тивĕçнĕ мĕнпур çынна повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта çитме хушнă. Хальлĕхе повестка тата мобилизаци предпис... |
Пирĕн çĕршывра малашне кăмпа официаллă шайра ял хуçалăх продукчĕ шутланĕ. Çакна Раççей правительствин постановленийĕпе çирĕплетнĕ.
Пирĕн çĕршывра малашне кăмпа официаллă шайра ял хуçалăх продукчĕ шутланĕ. Çакна Раççей правительствин постановленийĕпе çирĕплетнĕ.
Постановленин «Уçă çĕр çинче тата теплицăсенче ÿстермелли ... |
Уçă саслă шăнкăрав вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе ачасене парта хушшине йыхăрнăранпа вăхăт нумай та иртмен пек туйăнать. Анчах вăхăчĕ вара питĕ хăвăрт чупать. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытмалли тапхăр та çывхарса пырать. Шкулта 11 класс вĕренсе тухакансем çуллен ППЭ тытасси йĕркене кĕчĕ. Çапах паянхи кун та пĕтĕм ç... |
Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен ытларахăшĕ ялсенче е пĕчĕк хуласенче ĕçлеме кирлĕ пек услови çук, ĕç укçи пĕчĕк тесе Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Хусан йышши хуласене, Çурçĕре тухса каяççĕ.
Александрпа Ирина Титовсем вара ăçта каяр-ши тесе вăрах вăхăт пуç ватман. 2007 çулта Пушкăрт патшалăх медицина университетĕн... |
Инкек Мишкин районĕнче пулса иртнĕ. Малтанхи информаци тăрăх, полици капитанĕ Венир Ибатуллин канмалли кун çемйипе Юбайкулево ялĕнче пĕлĕшĕ патĕнче хăнара пулнă. Каçхине арçынна мăйĕнчен темиçе хурт сăхса илнĕ тата ăна çийĕнчех сывлама йывăр пулнă. «Васкавлă пулăшу» машинипе арçынна больницăна илсе кайнă. Анчах тухтăрс... |
27-мӗшӗ - халăх календарӗпе Елисей. Хуратул акма кая юлман-ха. 28-мӗшӗ - халăх календарӗпе Фита (Вита). Цикори чечеке ларать. Çак кунран урăх нимӗн те акма юрамасть, мӗншӗн тесен пурпӗр ӗлкӗрмест. Ӗлӗк çак кун çветтуй Витана кӗл туса выльăх-чӗрлӗхе упрама ыйтнă. 29-мӗшӗ - халăх календарӗпе Тихон. Çак кунран вӗçен кайăк... |
Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен республикăри пур шкулта та куçăн вĕрентĕве хута ярĕç. Çакăн пек йышăнăва паян регионта иртекен оперативлă штаб ларăвĕнче тунă.
Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен республикăри пур шкулта та куçăн вĕрентĕве хута ярĕç. Çакăн пек йышăнăва паян регионта иртекен оперативлă штаб ларăвĕнче тунă.
Ачасене шкула ... |
Кăçал пĕтĕм Раççей Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине паллă тăвать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи çак çĕнтерÿ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: вăл чи юнлă та хурлăхлă пулăм кăна мар, тĕнчери нумай халăхăн шăпине татса параканĕ те, тĕнче аталанăвне палăртаканĕ те. Аслă Çĕнтерÿ совет халăхĕшĕн калама çук хакла ларнă, уншăн темиçе миллион чи лай... |
Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн тивӗç кунта - вӗсе... |
Ханты-Манси автономи округĕнчи Мегион хулинчи медик Владимир Тимочко Владимир Путин Президента пĕчĕк ĕç укçи илни тата ĕçе çĕтĕк паттинккапа çÿреме тивни пирки каласа панă.
Вăл видеоыйту çырнă, видеоçырăва илнĕ иккĕмĕш адресат ролик авторĕ ĕçлекен больницăн главнăй врачĕ пулса танă.
25 минут пыракан роликри пăлхануллă ... |
Паян питӗ кăсăклă тата хăйне евӗрлӗ уяв - пӗтӗм тӗнчери рок-н-ролл кунӗ. Ăна кашни çул апрелӗн 13-мӗшӗнче паллă тăваççӗ. Анчах та истори тӗлешӗнчен пăхсан, ку уява апрелӗн 12-мӗшӗнче паллă тумалла, мӗншӗн тесен рок-н-ролл никӗсӗ Билл Хейли «Rock Around The Clock» синглран пуçланса кайнă. Вăл ăна шăпах 1954 çулăн апрелӗ... |
Юлашки çулсенче Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн хура-сарă йăрăмлă хăюсене – Георгий лентисене – салатасси йăлана кĕнĕ. Çавна май Георгий Победоносецçинчен, унăн ячĕпе хисепленекен хĕресе (ордена) хăш çулсенче тата кам хушнипе çирĕплетнĕ? Хĕрес хăйăвĕн хура-сарă тĕсĕсен тата ăна паян валеçнин пĕлтерĕшĕ мĕнре?
„Георгий хăйăвĕ” ак... |
Республикăри ача-пăча клиника больницин реабилитаци центрӗ пулать, тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» ИА корреспондентне больницăн тӗп тухтăрӗ Р.Шавалиев. Хальхи вăхăтра центр валли çӗр лаптăкӗ хатӗрлеççӗ. Тӗп нерв системин функцийӗ пăсăлнă пациентсен уйрăмӗнче паянхи кун больницăн кашни пиллӗкмӗш пациенчӗ реабилитаци иртет.... |
(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк Константин Малышевăн). Октябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче вырнаçнă Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнине палăртрӗ. Çак тӗллевпе унта нумай çын пуçтарăнчӗ. Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина хăйсен ӗçӗпе туллин паллаштарчӗ. Чăваш çамрă... |
Хура хурлăхан. Шотландири тĕпчев институчĕн ăсчахĕсем ăна тĕнчери чи усăллă çырла тесе палăртнă. Мĕншĕн тесен вăл, ытти улма-çырлапа танлаштарсан, тĕрлĕ витаминпа, минералпа, антиоксидантпа пуянрах. Унра С витамин нумай /апельсинран 4 хут ытларах/. Унсăр пуçне хура хурлăханра антоцианин пигменчĕ пур. Тухтăрсем палăртнă... |
Аслă Константин I (272—337) Мульви кĕперĕ патĕнче çĕнтернĕ хыççăн август пулса тăнă (312), преториансенсене саккунран кăларнă, Рим империн тухăç территорин тытăмçипе — Лицинипе — вăрçнă.
Христианлăха Рим империнче тĕн чăтăмлăхĕ пирки йышăннă Милан эдикчĕ (313) хыççăн хĕсĕрлеме пăрахнă. Константин астулра чухне чиркĕве ... |
Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем Л.А. Афанасьева тата çак йĕркесен авторĕ Раççейри фундаменталлă тĕпчев фончĕн гранчĕпе усă курса июль уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Косяковка чăваш ялĕнче ăслăлăх экспедицийĕнче пулчĕç.
Экспедици ушкăнне ял çыннисе... |
Спас районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне ӗнер альтернативăсăр суйларӗç. Çак должноçра ӗçлеме Валентина Якличевасăр пуçне урăх çынна район администрацийӗ те, чăвашсен пухăвӗ те сӗнесшӗн пулмарӗç. Районта пирӗн халăх çыннисем сахалăн пурăннипе Пăлхар чăвашӗсен темле пысăк мероприятисем йӗркелеме майсем... |
Районта пурăнакансем театр фестивалĕнче туяннă кăмăл-туйăмсене манса ĕлкĕреймерĕç, çĕнĕ пултарулăх проекчĕ — Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине чысланă «Пушкăртстанра тунă» ял тăрăхĕсем, район центрĕн организацийĕсемпе предприятийĕсем хушшинчи илемлĕ хăйпултарулăхĕн муниципаллă конкурсĕ пуçланнă.
Конкурс Пăслăк ... |
Çтерлĕпуçĕнчи 2№ вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунĕнче вырăс, пушкăрт, тутар тата чăваш чĕлхипе диктант çыртăмăр.
Çтерлĕпуçĕнчи 2№ вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунĕнче вырăс, пушкăрт, тутар тата чăваш чĕлхипе диктант çыртăмăр.
Ман шутпа, паянхи кун çак мероприяти тăван чĕлхене упраса хăварас, ăна аталантарас ĕçре питĕ пысăк вит... |
Иван Займуков Кулăшла калав Халь эп утмăл икĕ çулта. Ку тарана çитсе сывлăх пирки шухăшламанччĕ, иккĕленменччĕ. Таçтан муртан-çке ман карчăк «Здоровье» журнал тупса пынă та:— Ме-ха, — тет, — çакна вула.
Кулкаласа карчăк çине пăхса илтĕм, вăл кăтартнă «Минус минуты и годы» статьяна вулама тытăнтăм.
Ак тамаша! Унта калан... |
Форум ноябрĕн 11-12-мĕшĕсенче Владимир Путин майра йышăннă указĕпе çирĕплетнĕ «Культура» наци проекчĕн йĕркипе иртет. Тĕнчипе паллă «Узорица», «Мерема», «Живая земля», Олена Уутай Подлужная, Отава ё, Алаш, Zaman, HAUA, Handuhas, «Аргымак», «Йатаган» этнос коллективĕсем килнĕ.
Асăннă проект Пушкăртстан Республикин Пуçлă... |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ... |
Массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Таиланд çӗршывӗнче слонсем машинасене чарса улма-çимĕç çаратнă. Хуа Хин курорт хули çумӗнче ананас турттаракăн виçӗ тонналлă грузовика слонсем чарнă. Пысăк аçа çула хупланă вăхăтра ытти слонсем кузовран хобочӗсемпе ананассене сӗтӗрме тытăннă. Водитель машинине хускатсанах аçа ка... |
Унăн йĕркелÿçисем республикăри мордвасен наци-культура центрĕ, Халăхсен туслăхĕн çурчĕ (Уфа хули), район тата Балăклăкуль ял тăрăхĕн администрацийĕсем пулса тăчĕç.
Уяв участникĕсене, хăнасене тата куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Цуканов, Уфаран килнĕ хăнасем – ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депу... |
Республикăри çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗ Анат Камăна Çырчаллипе тата Елабугăпа çыхăнтарать. Пӗтӗмпе çак транспорт çыхăнăвӗ 90 километр пулать, тесе пӗлтернӗ Анат Кама районӗпе хулин ертӳçи Айрат Метшин «Татар-информ»агентствăна. Çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗн строительстви Кама агломерацине туса хунипе çыхăннă-мӗн. Документ тăрă... |
Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» кайăк грипне кура 3 млн яхăн çăмартапа 528, 5 пин чăхха çунтарса тӗп тунă тесе пӗлтернӗ ТР Министрсен кабинечӗн ветеринари управленийӗн пуçлăхӗ Александр Козлов. Çакăн пек масштаблă чăх грипӗ республикăра пӗрремӗш хут. Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш чир вучахӗ Лайăш районӗнчи «Кайăк... |
Çурхи ака-суха ĕçне вĕçлесен йышпа канма аван. Чăвашсем ĕçлеме кăна мар, савăнма та пĕлеççĕ. Акă иртн, канмалли кунсенче Шăмăршă, Патăрьел, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Комсомольски, Пăрачкав, Элĕк районĕсенче Акатуйсем кĕрлерĕç.
«Сик, тух выляма!»
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Акатуй-Сабантуйра ĕçре палăрнисене, кăçалхипе 70-м... |
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнине пĕлтернĕ хыççăн Чăваш Республикин çар комиссарĕ мобилизаци çинчен калакан Хушăва алă пуснă.
Унта вăл çара каймалли йыхрав хучĕсене тивĕçнĕ мĕнпур çынна повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта çитме хушнă. Хальлĕхе повестка тата мобилизаци предпис... |
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-çурла уйăхĕсенчи кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Промышленноç производствин индексĕ 92,2% танлашнă. Çапах ÿкерчĕке хура тĕспе кăна сăнлани те вырăнсăр. Дмитрий Иванович палă... |
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле эпир темиçе интереслĕ тата анлă сарăлман фактсем илсе кăтартатпăр.
Республика фронта 700 пин салтакпа тивĕçтернĕ. Вĕсенчен çурри çеç таврăннă.
1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Ударник» клуб умĕнче митинг иртнĕ. Унта 10 пин ытла çын пухăннă. Пушкăрт п... |
Кашни çул республикăри нумай çын хăйĕн айăпĕпех çул çинче инкеке лекет, аманать, вилекенсем те пур. Сăлтавĕ - руль умĕнче телефонпа калаçса пыни. Аллăри телефон çыннăн тимлĕхне пĕтерет, çавна кура çул çинчи лару-тăрăва пĕр çеккунт хушшинчех улăштарса хурать. Тĕслĕхрен кăçал февралĕн 2-мĕшĕнче Хусан-Малмыж трассăра 1975... |
(Çĕнĕ страница "thumb|Mimivirus '''Пайрăмсăррисем''', е '''пурнăçăн пайрăмсăр формисем''' ({{lang-la|Acellularia, Acytot...")
16:20, 27 Пуш уйӑхӗн 2020 сăнташ (тӳрлет) (унчченхи)
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Нет описания правки
Çĕнĕрех тӳрлетни →
'''Пайрăмсăррисем''', е '''пурнăçăн пайрăмсăр формисем''' ({{lang-la|Ace... |
Районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем республикăра малта пыракансен шутне кĕреççĕ. „Урожай СП” ООО туса илнĕ пĕтĕм сĕт калăпăшĕпе чи лайăх пилĕк хуçалăх шутĕнче.
Районти хуçалăхсем иртнĕ çулта мăйракаллă шултра выльăх хисепне 109,1 процента ÿстернĕ, сĕт туса илессине чылай хушăнтарнă – пĕтĕм сĕт 31600 тонна пулнă, умĕнхи ... |
Регионти проблемăсен институчĕн наука ертÿçи Дмитрий Журавлев шутланă тăрăх, Пушкăртстан Хĕвел анăçпа Европа сĕнекен нумай япалана улăштарма пултарать.
«Пушкăртстан Хĕвел анăçĕнчен илсе килекен нумай япалана улăштарма пултарать»
- Пĕрремĕшĕ - мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси. Ку отрасле аталантарма уйрăмах кăткăс. Пу... |
1980-мӗш çулсенче Шупашкар хулинчен Чӗмпӗр тăрăхне таврăнма тӳр килчӗ. Тутарстанпа кӳршӗллӗ районри пысăк яла ӗçе вырнаçрăмăр. Шупашкара кайса хӗнпе пурăнма ӗçе вырнаçнăччӗ, хам валли пӳлӗм илме те май пурччӗ ӗнтӗ. Мăшăрăм, хăйӗн кӗвӗçлӗхне çӗнтерейменнине пула, мана ӗçрен тытăнса килнӗшӗн, канмалли кун ӗçе кайнăшăн, ӗ... |
Питĕрти ЧНКА сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхӗн 27-мӗшӗнче Хула кунӗнче Нацисен балӗ иртнӗ. Унта пурӗ 20 халăх пултарулăх ушкăнӗ хутшăннă. Вӗсен хушшинче Валентина Исакова ертсе пыракан чăваш фольклор ушкăнӗ «Нарспи» пулнă. Тӗрлӗ халăхлă Питӗр юрăçăсемпе ташăçăсемсӗр пуçне тӗрлӗ куравсем, мастер-классем хатӗрленӗ. Пирӗн ... |
Нумай пулмасть çеç Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерстви ял хуçалăхне малалла аталантарас, хушма хуçалăхран продукци туса илекен хăй тĕллĕн ĕçлекенсене (самозанятые) патшалăх енчен субсиди парса пулăшас тĕллевпе çĕнĕ йĕркесем çирĕплетнĕ(тĕплĕнрех министерствăн "Господдержка граждан, ведущих личное подсобное хозяй... |
Любовь Вазюкова ал ĕç ăстине пирĕн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ тесен те йăнăш мар. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерет те. Çак кунсенче вăл Чăваш наци конгресне хăй аллипе тĕрленĕ республика ялавне парнеленĕ.
Сăмах май, чÿкĕн 26-мĕшĕнче Любовь Степановна Шупашкарти Тĕрĕ м... |
Пишпÿлек районĕнчи «Родник агрофирма» ОООра вырма вăхăтĕнчи уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем тĕш тырăсене вăхăтлă тата çухатусăр пуçтарса кĕртме, кĕрхи культурăсем акмалли анасене хатĕрлесе вăрлăхсене çĕр ăшне вăхăтра хывма тăрăшаççĕ. Ĕç вĕресе кăна тăрать, мĕншĕн тесен кунта хăйсен пурнăçне ялпа, çĕрпе çых... |
1941-1945 çç Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ хакĕ - пин-пин салтак пурнăçĕ. Аслă çĕнтерÿ ахаль килмен, ун патне утнă асаплă та тумхахлă çул юнпа пĕвеннĕ. Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи Ивановсен çемйинчен фронта тăватă пĕртăван тухса кайнă. Вĕсенчен чи асли 34 çулта, чи кĕçĕнни 18 çулта пулнă. Тăваттăшĕ те вĕсем ... |
Сирири Хмеймим авиабазăна таврăннă чух персе ӳкернӗ Ил-20 самолетра Канаш хулинчи чăваш каччи те пулнă.
❮
❯
Шел пулин те, çӗршывра е çӗршыв çыннисемпе пулнă пӗр пысăк трагеди (Мускаври Норд-Ост, «Курск» шыв ай карапӗ, халӗ тата Сирири самолетсем...) те чăвашсăр иртмест.
Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Сирире пулнă трагедире те ак... |
Чиркӳн пĕрремĕш çуртне роман стилĕпе, хулапа пĕрлех хăпартнă. Унăн пирки 1293 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче асăнни пур.
Чиркӳ умĕнчех, хальхи Сăваплă Микулай лапамĕ вырăнĕнче, ĕлĕк çăва пулнă. 1790 çулта çав çăвана юлашки вилене пытарнă.
КаçăсемПравить
Чиркӳ страници хула сайтĕнче Архивленĕ 5 Юпа уйӑхӗн 2008 çулта. (ним.)
... |
Хусан аэропортӗнчен паян самолетсем вӗçеймеççӗ, сăлтавӗ паллă - вăйлă çил-тăман. Паян ирхине 8 сехет те 30 минутра Мускава, Франкфурта тата Стамбула вӗçмелли самолетсен расписанине улăштарма тивнӗ. Çапла вара пассажирсене урăх рейспа кайма тивӗ. Çаплах Шарджран, Санкт-Петербургран тата Мускавран тухнă самолетсен те зап... |
ТР Çул-йӗр хуçалăхӗпе транспорт министерствин кăтартăвӗсемпе, ку енӗпе Тутарстан хăвăрт аталанса пырать, çул-йӗр техникин паркӗ вара Раççейӗпе те чи çамрăкки шутланать, эксплуатаци вăхăчӗ вăтамран 5 çулпа танлашать. Кăçал автотрассăсемпе ялпа хула çулӗсене юсама, çӗннисене тума Федераципе республика бюджечӗсенчен пӗтӗм... |
Совет Союзӗ вăхăтӗнче шăпа çынсене ăçта кăна илсе çитермен. Ун чух аслă шкултан е ятарлă вăтам пӗлӳ паракан техникум-училищӗсенчен вӗренсе тухнă хыççăн ӗçлеме направленипе янă. Кама ăçта шăпа пӳрнӗ. Нумайăшӗ ăçта янă, çавăнтах пурăнма юлнă. Çавна пула пирӗн йăхташсем, чăвашсем, тӗнче тăрăх сапаланса пӗтнӗ. Хуть хăш çӗр... |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ... |
- С п о р т мероприятийĕсем Семен ялĕнче иртĕç. Тĕрлĕ ÿсĕм категорийĕ тăрăх йăлана кĕнĕ 2 тата 3 км дистанцине чупнисĕр пуçне „Атте, анне, эпĕ – йĕлтĕрçĕсен çемьи” çемье эстафети иртĕ.
Кăмăл тăвакансемшĕн пуриншĕн те костюмланă ăмăрту ирттерĕпĕр. Унта хутшăнакансем чи лайăх костюмшăн пылак парне илĕç, - пĕлтерчĕ физкул... |
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Раççейри культура еткерлĕхĕн, Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене, çавăн пекех тăван районăмăра йĕркелесе янăранпа 95 çул çитнине халалласа чылай мероприяти иртсе пырать. Июнĕн 12-13-мĕшĕсенче "Хĕвеллĕ" уçланкăра икĕ кун кĕрленĕ Акатуй-Сабантуй та юбилейпех çыхăннă.
Патăрьелсем ырă... |
Пушкăртстан çулталăк пуçланнăранпа чĕр тавар мар тата энергетикăна кĕмен экспорт географине тепĕр 10 çĕршывра ÿстернĕ тесе пĕлтернĕ регионти Экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министерствинче.
Пушкăртстан çулталăк пуçланнăранпа чĕр тавар мар тата энергетикăна кĕмен экспорт географине тепĕр 10 çĕршывра ÿстернĕ те... |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ... |
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкул спорт залĕнче унччен кунта директор тата физика учителĕ пулса ĕçленĕ Геннадий Бойкова асра тытса йăлана кĕнĕ шахмат турнирĕиртнĕ.
Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий... |
Новосибирскри пĕр шкулта 8 çулхи хĕрачана класра чей ĕçнĕ çĕртен хăваласа кăларса янă. Çакна ачасенчен пĕрин амăшĕ хĕрачан ашшĕ-амăшĕ класс валли пухакан кассăна укçа паманшăн тунă.
Милана Кĕрхи бала амăшĕсĕр килнипе (лешĕ больницăра пулнă) усă курса Евгения (ашшĕ-амăш комитечĕн членĕ) хĕрачана аллинчен тытнă та «Эсĕ п... |
Марат Гареев пенсионер чылайранпа хăйĕн кивĕ хурçă утне çĕннипе улăштарма ĕмĕтленнĕ, анчах та май килмен. Халĕ вара тинех лоторея вылявне пула пурнăçа кĕнĕ. Арçын выляв вăйисене тăтăшах хутшăннă, çапах та çакăн пек пысăк ăнăçу пуçласа килсе тухнă.
Марат Гареев пенсионер чылайранпа хăйĕн кивĕ хурçă утне çĕннипе улăштарм... |
Интеренетри туссене «Эсир «Хусан чăвашӗсем» ушкăн Сергей Павлов юрăçпа пӗрле ӳкернӗ «Пурнăç илемӗ» ятлă çӗнӗ клипа курнă-и?» - ыйтăва патăмăр. Акă мӗнлерех пулчӗç хуравӗсем. Çак клипа эсир те https://youtu.be/ovXOHP1BPdU интернетра пăхса хаклама пултаратăр. Светлана, Хусан: «Клип питӗ вăйлă. Унăн шухăшне пӗр сăмах майл... |
Паян çĕр ĕçченĕн тĕллевĕ - çитĕнтернĕ тыр-пула тĕппипех тата вăхăтра пухса кĕртесси. Ырă çанталăкра камăн тĕлĕрес килĕ-ха? Паллах, никамăн та. Çапла районти аграрисем хура кĕрччен уй-хир тухăçне пухса илме васкаççĕ. Юрать-ха, çанталăкĕ хĕвел питтинчех тĕш-тырă культурине типĕтме май парать.
Вырма кăçал пĕлтĕрхинчен хăв... |
Пирĕн ял - йăмраллă ял. Унăн варрипе пĕчĕк юхан шыв юхса иртет. Юхан шывăн ик енĕпе тăван ялăм канлĕн сарăлса ларать. Ялăн хĕвел тухăç енче укăлча, хĕвел анăç енче ыраш пусси шăркараччĕ. Пусăра шăплăх хуçаланать. Кăнтăр енче пысăк пĕве. Пĕве хĕррипе кÿршĕ яла каякан анлă çул. Çул хĕррипе çеремлĕ улăх. Ун çинче чечексем... |
Благовещенск хулинче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Оксана Давлетова Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Мужское и женское» передачăна хутшăннă.
Благовещенск хулинче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Оксана Давлетова Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Мужское и женское» передачăна хутшăннă. Хĕрарăм унта тăхăр çулхи пĕртăван ывăлĕ Ильмир тăрăшнипе... |
Пушкăртстанра Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Цифровая экономика РФ» наци стратегин «Информационная инфраструктура» проектне пурнăçа кĕртесси старт илнĕ.
Проект 100 çынран пуçласа 1000 çын таранччен пурăнакан ялсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене интернетпа çыхăнтарассине пăхса хăварать. Хал... |
Апрелӗн 23-мӗшӗнче Красноярски тăрăхӗнчи Ӗçпе килешӳ керменӗнче чăваш вӗрентекенӗ, халăх ӗçченӗ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине халласа Чăваш чӗлхи кунне уявланă. Раççейпе Чăваш Енӗн гимнӗсене итленӗ хыççăн, Красноярскри ЧНКА президенчӗ Геннадий Храмов чăваш чӗлхин урокне уçса, И.Я.Яковлев пурнăçланă ӗçсене çу... |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ... |
Эпир пурте юмахри Буратинăна пӗлетпӗр. Папа Карло ăна юрăхлă пуленккеренех ăсталаман пулӗ. Пăрахма шел тесе хăварнă та туратлăскере - пукане касса кăларнă. Республикăра пурăнакнсене çутçанталăк ресурсӗсене перекетлеме сӗнеççӗ экологсем, тӗрлӗ меслетсем шутласа тупаççӗ. Вӗсем журналистсене çанталăк синкерӗсем, урнă çилс... |
Çак пултаруллă ансамбль 15 çул сцена çинче, анчах пирӗн хулара, Тольяттире, пӗрре те пулманччӗ-ха. Ансамбль ертӳçипе Алексей Наумовпа эпӗ тахçанах туслă, паллашни 15 çул ытла пуль. Олег Цыпленков-Чунташ ертсе пыракан чăваш çамрăкӗсен пӗрлӗхӗ темиçе çул каялла çулçӳревре чух Тольятти çывăхӗнчи Çăлкуç (Ставрополь районӗ)... |
Февралĕн 12-мĕшĕнче Шланлă ялĕнчи чи ватă çын, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Николай Михайлович Ефимов 100 çул юбилейне паллă тăвать. „Аургазă хыпарçи” ăна çывăх çыннисен ăшшипе, тимлĕхĕпе тулли телейлĕ вăрăм кун-çул тата çирĕп сывлăх сунать. Пирĕн ентеше хăйĕн пурнăç çулĕ çинче нумай тĕрĕслев иртме тивнĕ, анчах в... |
Çĕнĕ çулăн тĕп уявне вĕренÿ отличникĕсене‚ олимпиадисемпе спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене‚ художествăлла пултарулăх фестивалĕсен лауреачĕсене‚ çар çыннисемпе шалти ĕçсен органĕнче хĕсметре тăракансен (çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра пуçне хунисен)‚ укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр нумай ачаллă çемьесен тата сусăр ачасене йых... |
«Ытлашши ача пулмасть, эпӗ вӗсене программăпа çуратман»,- шӳтлерӗ Акрелӗнчи анне-героиня Раиса Кузьминична Квакова сцена çине тухсан. Февралӗн 17-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Культура керменӗнче иртнӗ «Çулталăк хӗрарăмӗ-2018» республика конкурсӗн Кама леш енчи районсен зонăри тапхăрӗн 35 конкурсантӗнчен вăл чи асли пулчӗ... |
Республика Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн 2021 ҫула Пушкăртстанра Сывлӑх тата хастарлӑха вăрах ĕмĕр упрамалли çулталӑк тесе пӗлтернӗ.
Республика Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн 2021 ҫула Пушкăртстанра Сывлӑх тата хастарлӑха вăрах ĕмĕр упрамалли çулталӑк тесе пӗлтернӗ.
Ăна сывлăхлă пурнӑҫ йӗркин... |
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чăваш Енри Шупашкар районӗнче «Хравути поххи - 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртет. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман ... |
1, 2-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Пӗр çул ӳсекен мӗнпур ӳсен-тăрана акма-лартма лайăх кунсем. Йăрана акмалли вăрлăхсене шӳтерме лартмалла. Çӗр чавмалла, кăпкалатмалла, минераллă тата органика удобренийӗсем сапмалла. Çак кунсенче йывăç-тӗме наркăмăшлă хутăшсемпе сапма та, ытлашши хунавсене касма та юрамасть. 3-мӗшӗ - тулакан... |
(Майя Игнатьева. А.Ильина архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Ноябрӗн 15-18-мӗшӗсенче ХусантаV çамрăксен нацисен хушшинчи «Халăхсен туслăхӗ - Тутарстан пуянлăхӗ» республика форумӗ иртрӗ. Мероприятие 16-30 çулти 160 çамрăк активист хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче наципе культура автономийӗсен çумӗнчи çамрăксен ушкăнӗсен, районсенчи çамрăксе... |
(Ирина Трифонова)10-мӗш сентябрьте иртнӗ суйлава Тутарстанра 437 кандидат хутшăннă, çавсенчен 389-шне 10 политика партийӗпе пӗр обществăлла пӗрлешӳ тăратнă. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче ТР Тӗп суйлав комитечӗн (ТСК) председатель çумӗ Валентина Каменькова пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, вырсарникун республикăра мун... |
(Андрей Михайлов. В.Кузьмин сăнӳкерчӗкӗ). «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче çак кунсенче иртнĕ Раççей кубокĕнче çĕнтернисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешӳ спо... |
И.Я.Яковлев ĕçĕ - хĕлĕпе паллаштарса чăваш эрнинче кĕçĕн классенче туса ирртернĕ уяв сценарийĕсем (ĕçсен тĕсĕсем.)
Ака уйăхĕн -25 мĕшĕнче 2021 –мĕш çулта И.Я.Яковлев – 173 çул.
И.Я.Яковлев юбилейĕ кашни чăвашшăн уяв пултăр.
Пысăк, çÿллĕ ту мăнаçлăхне ун умĕнче тăнă чух асăрхама çук, мĕн чухлĕ аяккарах каятăн, вăл çавăн... |
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанри бюджетниксен ĕç укçине çитес çулта ÿстерме сăмах панă, çакăн çинчен вăл Фейсбук страницинче çырнă.
«Çитес çул бюджетниксене ĕç укçи тÿлеме кăçалхинчен 1,6 млрд. тенкĕ ытларах яратпăр, виçĕ çул тăршшĕнче вĕсен ĕç укçи ÿсни 9,7 млрд тенкĕпе танлашать. Çак хушăма кашни асăрх... |
Иртнӗ эрнере декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче «Тысячелетия культур» наци йăли-йӗркисен халăхсен хушшинчи фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Çак мероприятие халăхсене пӗр-пӗрин культурине, тӗнчекурăмне, пурнăçри хаклăхсене йышăнма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале хутшăнакансен хăй х... |
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче халăх юрăпа ташă ансамблĕн "Истори страницисене уçса" юбилей концерчĕ пулчĕ.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри культура, национальность тата архив ĕçĕсен министерствин профессиллĕ ăсталăх, вĕрентỹ, халăх пултарулăх пайĕн ăсталăх секторĕн зав... |
Вăрман пирӗн пуянлăх тетпӗр пулсан, эппин ăна упрама та пурте тăрăшмалла. Çак тӗлӗшпе ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви тутарстансене вăрманти йӗркесӗрлӗхе курсанах «Берегите лес» мобильлӗ сервис урлă Федераллă диспетчер службине пӗлтерме ыйтать. «Берегите лес» приложени çӗршывăн хуть хăш вăрманӗнчи йӗркесӗрлӗх çинчен д... |
Марий Элти Шелангер поселокӗнчи çӗршывӗпе паллă аш-какай комбинатӗнче агропромышленность комплексӗнче ӗçлекенсен Пӗтӗмраççейри канашӗ иртрӗ. Ялăн социаллă тата экономика аталанăвӗ - çӗршывăн продовольстви хăрушсăрлăхӗн тата никама пăхăнманлăхӗн никӗсӗ пулни Раççейри 52 регион представителӗсене пухнă канашлăвăн тӗп теми... |
Кашни çын çут тĕнчене хăйĕн тивĕçĕпе килет. Хĕрарăмăн вара чи пысăк тивĕçĕ – çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелесси. Пепкесене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларасси‚ унтан ĕмĕр тăршшĕпе вĕсене тимлĕх уйăрса‚ пулăшса‚ ачасемшĕн савăнса‚ хăш чух пăшăрханса пурăнасси. Ку ĕçре‚ паллах‚ яваплăх тени ашшĕ çине те тиенет. Çемьене... |
Пушкăртстан Республикинчи строительство министрне Рамзиль Кучарбаева коррупципе çыхăннă йĕркесене пăхăнманшăн мар, хăй шутламан çĕртенех должноçри полномочисене иртсе кайса пурнăçланăшăн айăплаççĕ. Вăл ĕç пĕлтерĕшне хăйне майлă ăнланнă тесе шутлать Роман Петров адвокат.
Пушкăртстан Республикинчи строительство министрне... |
Пушкăртстанра пилотсăр вертолетсен производствине хута ярĕç. Вăл «Геоскан» компанипе пĕрле тăвакан проект пулассине республика правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров Санкт-Петербургра ĕçлĕ çулçÿревпе кайса килнĕ хыççăн пĕлтернĕ. Регион делегацийĕ «Геоскан» пилотсăр вĕçев аппарачĕсен заводĕнче пулса курнă.
Пушкă... |
«Театр вăл – асамлă тĕнче. Вăл илемлĕх‚ мораль‚ кăмăл-сипет урокĕсем парать. Мĕн чуль вĕсем пуянрах‚ çавăн чухлĕ ачасен ăс-тăн аталанăвĕ те ăнăçлă пырать...» тенĕ паллă психолог Борис Теплов.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе 2019 çула Театр çулĕ тесе палăртнă. Ăна «Мишутка» ача сачĕн çулталăк ... |
Пӗлтӗр мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» çамрăксен центрӗнче Фарида концерчӗ пулнăччӗ, кăçал çак кунах 18 сехет те 30 минутра хусансене Вячеслав Христофоров, Алексей Шадриков, Марта Зайцева, Илемпи тата ыттисем çывхарса килекен уявпа саламлӗç. Çак концерта курма çынсем Ешӗлвар (Зеленодольск), Лайăш районӗсенчен йышлăн... |
Пӗлтӗр ноябрӗн 11-мӗшӗнче суйланнă ТР ЧНКА Канашӗ хăйӗн ларăвне кăçал февралӗн 17-мӗшӗнче ирттерчӗ. Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов ертсе пыракан пухăва 40 ытла пайташ пухăннăччӗ. Вӗсене ТР Халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн председателӗ Николай Владимиров саламларӗ. Вăл Пăва, Мензеле, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче Туслăх Çурчӗн... |
Шкул ачисене хăйсем пухнă пĕлĕвĕпе пурнăçра усă курма вĕрентес ĕçре креативлă шухăшлава аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. Мĕнле шухăшлава эпир креативлă тетпĕр? Креативлă шухăшлава мĕнле тата мĕн тĕллевпе аталантармалла? Креативлă шухăшлав чăваш чĕлхине упраса хăварма тата аталантарма пулăшма пултарать-и? Çак ыйтусем... |
(Ирина Кузьмина. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Ыран Хусанта Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗнче Çарăмсан район ентешлӗхӗ пулать. Ентешлӗх кăçал хăйӗн 25 çулне паллă тунăран унăн программи ытти çулсенчинчен анлă пулать. Фойере малтан район территорийӗнче пурăнакан халăхсен кӗтесӗсене йӗркелеççӗ. Район чăва... |
Ĕпхÿ хулинче ял хуçалăхĕнчи предпринимательсем валли иртекен «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ программин участникĕсене пуçтарнă. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 21 çын «Хурт-хăмăр ĕçĕ» тата «Шыв кайăкĕсем» специальноçа алла илĕ.
Ĕпхÿ хулинче ял хуçалăхĕнчи предпринимательсем валли иртекен «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ програ... |
Кашни ҫулах апрель уйăхĕн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна Пӗтӗм тӗнчери ЮНЕСКО организацийӗн “Этем тата биосфера” биологи программи шайӗнче ирттереҫҫӗ.
Чи малтан ҫак уява 1894 ҫулта Çурçĕр Америкăри Пенсильвани штатĕнче пӗр талантлӑ учитель пуҫарнипе ирттернĕ. Вăл ҫурхи кун вӗҫе... |
#ВладимирпутинРаççĕй Президенчĕ Владимир Путин МВД тата МЧС тăватă генералне тата юстиции полковникне йышăнакан должнăçĕсенчен хăтарнă. Çакăн пирки указа право информацийĕн официаллă порталĕнче вырнаçтарнă.
Вĕсенчен пĕри Виктор Половников, Коми Республикин шалти ĕçсен министрĕ пулнă. Маларах ăна взятка илнĕ тесе айăпла... |
Subsets and Splits
No community queries yet
The top public SQL queries from the community will appear here once available.