text
stringlengths
406
146k
Пирвайхи хут Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кӗвӗленӗ «Тăван çӗршыв» юрă 1945 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче Петр Осиповăн «Тăван çӗршыв» пьеси тăрăх лартнă спектакльте янăранă. Куракансем кӗвве ура çине тăрсах итленӗ, вăл кашнин чунне пырса тивнӗ, телейлӗ те мирлӗ пурнăç символӗ пулса тăнă. Тен, çавăн...
Туймазăри тĕп район больницин Кандры ялĕнчи район больницине хĕрарăм суда панă, вăл пахалăхсăр медицина пулăшăвĕ панăшăн ăстан енчен тăкака саплаштарма çăхав тăратнă. Вырăнти прокуратура информацийĕ тăрăх, 2015 çулхи мартра çул çитмен ачан шăлĕ ыратма пуçланă. Амăшĕ хĕрне Кандры ялĕн стоматологи поликлиникине илсе килн...
(Зинаида Леонтьева). Пушă вăхăта хулари пек тӗрлӗ енлӗ ирттерме май çук ял çыннишӗн библиотека пӗлтерӗшлӗ вырăнта пулни каламасăрах паллă. Уйрăмах аслă çултисемшӗн. Савгачевăри библиотекăра чи хастар вулакансем шăпах сумлă ӳсӗмрисем шутланаççӗ. Вӗсем классикăна та вулаççӗ, çӗнӗ авторсен хайлавӗсемпе те хапăл тусах палл...
2692 «Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван. Ӳпре 594 Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет. Юр — Ҫумӑр 2957 Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур....
Ака уйăхěн 23-мěшěнче Чăваш Енри Муркаш тăрăхěн Калайкасси ялěнчи шкулта савăнăçлă лару-тăрура мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата чăваш чěлхи Кунне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайěнчи VI-мěш фестиваль иртрě. Хăнасене шкул ертӳçи Татьяна Аркадьевна Ершова çăкăр-тăварпа кěтсе илчě. Шкул ачисем вěрентекенсемпе...
Нумай çул СССР Авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, генерал-полковник-инженер Петр Васильевич Дементьев çуралнăранпа кăçал 110 çул çитет. Çĕпрелсем юбилее çÿллĕ шайра паллă тума хатĕрленеççĕ. Район центрĕнче тата Петр Васильевичăн çуралнă Упи ялĕнче май уйăхĕн 11-мĕшĕнче пысăк уяв ирте...
Кун пекки чăнах та тахçантанпа пулман. Вăйлă тăмансем Тутарстан ӗнер каç енне çитрӗç. Паян çӗрле тата ирхине уйăхри норма чухлӗ юр çуса лартнă, юр тасатакан мӗнпур техникăна кăларнă пулсан та, çулсем çинче коллапс. Тăмана пула Хусанта ачасем шкула тата садике каймасса та пултараççӗ, мӗншӗн тесен паян кайманни пропуск ш...
Çырчаллинче (Набережные Челны) чăваш концерчӗсем уйăхсерен иртеççӗ. Ноябрь уйăхӗнче Шадриковсемпе Альбина Пăрчăкан, Полина Борисова концерт лартнăччӗ, декабрьте автохула чăвашӗсем Александр Васильевпа тӗлпулчӗç. Унпа пӗрле Алина Федорова, Катя Петрова тата Александр Арсентьев тухрӗç сцена çине. Çырчаллинчи концертсем «...
Мероприяти йĕркипе куçа-куçăн тĕлпулу иртет тата Раççейпе Венесуэла хушшинче ĕçлĕ ирхи апат форматпа калаçу пулать. РФ Президенчĕ Владимир Путин Венесуэла Президенчĕпе Николас Мадуропа тĕл пулать, çакăн çинчен Раççей Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, тĕлпулура икĕ енлĕ хутшăнăва сÿ...
Иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче чăваш театрне юратакансен хушшинче чи палăрнă драматургсенчен пӗри, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ Анатолий Сафронович Чебанов çак кунсенче 80 çул тултарнă пулӗччӗ, анчах шелсӗр чир ăна 2011 çулта пиртен уйăрса кайрӗ. А.С.Чебанов 1937 çулхи нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнч...
Министрсен кабинечĕн членĕсемпе тĕлпулура «вĕçленекен çула пĕтĕмлетме тата çитес малашлăхри ĕç планне сÿтсе явма планлаççĕ». Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Правительствăпа Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулу ирттерет, унтан Кремльте Раççей ĕçлĕ çыннисен представителĕсене йышăнать. Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, РФ мини...
Çак кунсенче Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра Ишимбай тăрăхĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче пурăнакан «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕн, Валентин Николаевăн, черетлĕ кĕнеки, «Ирĕксĕр таркăн» романĕ, кун çути курчĕ. Хуплашки çÿхе пулсан та кĕнеке самаях хулăн, пурĕ - 323 страница. Романа алла илсен вулама чарăнаймастăн, ...
Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗнче вӗренекенсене нумай пулмасть Раççей шкул ачисен юхăмне хаваслă лару-тăрура йышăнчӗç. Çак организацие кӗмешкӗн шкул коллективӗ нумай тата тӗплӗн хатӗрленчӗ. Организацин пӗлтерӗшне ăнлантаракан чылай материала вуласа ачасене ăнлантарса пачӗ, гимн вӗрентрӗ. Кӗтнӗ кун çитсен шкул линейкин...
Уфара пурăнакан Е. ИВАНОВА-СТЕПАНОВА хăйĕн ашшĕ, Аургазă районĕнче çуралса ÿснĕ вăрçă ветеранĕ Павел Михайлович Иванов, çинчен каласа парать. Хаяр вăрçă витĕр тухнă çынсен хисепĕ сахалрах та сахалрах пулса пырать. Вăхăт хăйĕннех тăвать. Çав ăрури çынсене са­хал мар нуша тивнĕ, анчах вĕсем çĕр çинчи телейлĕ пурнăçшăн йы...
«Иремель» çутçанталăк паркĕнче пĕр турист маршручĕпе пĕр снегоходпа каймалли хак 350 тенкĕпе танлашать. Постановленине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă. 2018 çулхи мартра Пушкăртстанăн çутçанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен прокуратури «Иремель» паркĕн территорийĕнче снегоходсемпе усă курни çутçанталăка сиен кÿ...
Иртнĕ çулăн юлашки кунĕсенче Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Борис Ивановичпа Людмила Фоминична Григорьевсем хăйсен ылтăн юбилейне, çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине, паллă турĕç. Борис Иванович та, Людмила Фоминична та Куюргазă районĕнчи Касăрма (Старомихайловка) ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкулт...
Пушкăртстанра иртнĕ эрне хушшинче сăн ÿкерчĕкпе видеосăнав камерисем çул-йĕр правилисене пăснă 45 пин самант регистрациленĕ, пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕ. Вĕсенчен1 пинĕ — автомашинăсене тăратмалли правилăсене пăсна самантсем. Виçе контролĕн пункчĕсем эрне тăршшĕ...
Тутарстан Республикин Правительстви банксемпе çыхăннă лару-тăру пирки çапла хыпарлать: «Хисеплӗ граждансем! Юлашки вăхăтра халăхра республика банкӗсенчен укçа хывма чӗнекен, банксем хупăнни çинчен калакан сас-хура тухрӗ. Кунашкал хыпарсем чăн лару-тăрупа тӳрре килмеççӗ, вӗсене халăха пăлхантарас тӗллевпе сараççӗ. Респу...
ТР Чăваш наципе культура автономийӗ пысăк çухату тӳсрӗ: кăçалхи январӗн 12-мӗшӗнче, чылай вăхăт йывăр чирлесе выртнă хыççăн, 84 çула кайса Тутарстанри чăваш обществин активисчӗ, «Сувар» хаçатпа, ытти кăларăмсемпе, çав шутра вырăслисемпе те тачă çыхăну тытнă Алексей Емельянович НИКИФОРОВ вилсе кайрӗ. А.Никифоров 1934 çу...
Тутарстан халăхсен Ассамблеин Председателӗн çумӗн, Ӗçтăвком ертӳçин Николай Владимировăн сăмахӗсемпе, çак пысăк организацин пуянлăхӗсенчен пӗри вăл - «Жемчужинки» нумай нациллӗ вокал ансамблӗ. 173 тӗрлӗ халăх пурăнакан республикăра вӗсем туслăха çирӗплетессипе çав тери пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Кун пирки вăл апрелӗн 5-мӗш...
Республика уй-хирӗсенче кăçал тырпул питӗ ăнса пулнă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов паян районсемпе иртнӗ видеоконференцире каланă. Çӗр ӗçченӗсемпе вăл тырçи тактикине сӳтсе явнă. - Республика уй-хирӗсенчи тухăç потенциалӗ çав тери пысăк. Анчах та чи хӗрӳ тырçи уйăхӗнче - августра хамăра мӗн...
Июнĕн 21-мĕшĕнче районти шкулсенче кăларăм каçĕсем иртнĕ. Кăçал вун пĕр класс вĕренсе пĕтернĕ 143 çамрăк, тăхăр класс вĕренсе пĕтернĕ 263 ача шкулпа сывпуллашнă. Уроксем пĕтнĕ, экзаменсене панă, ППЭ сăмах тинех хăратмасть — кăштах лăпланма та юрать. Ĕнерхи шкул ачисем вĕрентекенĕсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе хăйсен çитĕнсе çи...
Августăн 10-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ «Единая Россиян» республикăри ушкăнӗн списокӗн ертӳçи Рустам Минниханов Патшалăх Думин депутачӗсен кандидачӗсемпе ӗçлӗ канашлу ирттерчӗ. Партин республикăри суйлав штабӗн ертӳçи Юрий Камалтынов суйлав кампанийӗ еплерех пыни çинчен доклад турӗ. Списокпа 14 кандидат тата 6 пӗр ман...
Районти администарцин вĕрентÿ системинче çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене 22 шкул автобусĕ турттарĕ. Сентябрĕн 23-мĕшĕнче августри педканашлу кунĕнче районти ОГИБДД ĕçченĕсем Пишпÿлекри тĕп площадьре пĕр йĕре тухса тухнă хĕрлĕ сарă ПАЗиксемпе пилĕк «Газель» микроавтобусăн техника шайне тĕрĕсленĕ. 17 транспорт хатĕрĕ ачасене...
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи августăн 6-мĕшĕнче «Сириус» вĕрентÿ центрĕнче пулса курнă хыççăн чылай хушусем панă, пĕлтерет ТАСС. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи августан 6-мĕшенче «Сириус» вĕрентÿ центрĕнче пулса курнă хыççăн чылай хушусем панă, пĕлтерет ТАСС. Патшалăх Пуçлăхĕ ноябрĕн 30-мĕшĕ...
Сирĕн умра Пелепей хулинче пурăнакан алă ăстин Тамара Ивановна Павлован мулинепе тĕрленĕ ĕçĕ. Çак ÿкерчĕк çинче Мадонна Литта пĕчĕк пепкине алă çинче тытса кăкăр çитернине сăнласа панă. Тамара Ивановна тивĕçлĕ канура пулсан та пĕрре те ĕçсĕр лармасть. Вăхăт тупса мулинепе тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе тĕнчене илемлĕ ĕçсем ...
(Ирина Кузьмина). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матакри, «Патриот» спорт клубӗ нумай çул ăнăçлă ӗçлет ӗнтӗ. Унта çамрăк яш-кӗрӗм вăхăта усăллă ирттерсе сетокан карате спорчӗн хăнăхăвӗсене алла илет. Тренерӗ - вырăнти храмăн пачăшки Зиньков Андрей атте. Спорт клубне хальхи вăхăтра тӗрлӗ ӳсӗмри 50 çын çӳрет. Паллах, тӗр...
Экологсем çутçанталăка варалакансемпе хӗлле те кӗрешме чарăнманни курăнать. Юр хăйăр мар, ирӗлет тесе юраман вырăна юр тăкакансене хирӗç акци пуçланă вӗсем. Çак ӗçре граждансенчен те пулăшу кӗтеççӗ. Кун пек фактсене асăрханисене Telegram, WhatsApp урлă (номерӗ 8-987-216-97-79) е экологин обществăлла приемнăйне 8 (843) ...
Çар ретне кăçал пирĕн республикăри пине яхăн çамрăк тăрĕ. Кĕрхи призыв, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, каярах пуçланнă – чӳк уйăхĕнче çеç. Салтак атти тăхăнакансене пурне те медицина тĕрĕслĕвĕ витĕр кăларнă, «çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă» тесе йышăннă. 35 каччăна çак кунсенче хĕсмете илсе кайрĕç. Кам ăçта пуласси çар специа...
300 тĕлн. — Александрири сăв. Антоний (250—356) пушхире тухса кайнă та пĕрремĕш христиан монахĕ пулса тăнă. Герметика корпусне тунă Николай (Патарăран) (Николай Угодник) Миры епископĕ пулса тăнă. Китай 300 — Чун арăмĕ император амăшне выçăпа вĕлернĕ, астула кĕмелли çынна наркăмăш парса вĕлернĕ. Сыма Лунь, Чжао кнеçĕ, к...
Константин Петровичпа Галина Ильинична Герасимовсем çинчен Чуйăнчă-Николаевка ялĕнче туслă та çирĕп çемье тесе калаççĕ. Çакăн пек калама вара асăннă мăшăр пурнăç çулĕпе 50 çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе утни хистет. Килĕшÿ – кил илемĕ, пурнăç тăнăçлăхĕ тесе ахальтен каламан çав. Герасимовсен çемйи çакна хăйĕн тĕслĕхĕ...
Çулла чылайăшĕ тĕрлĕ çырлана, пахча çимĕçе хĕл валли морозильникре шăнтса хурать. Диетологсем палăртнă тăрăх, вĕсем хĕлле лавккасенче сутаканнисенчен чылай усăллăрах. Морозильникре чиене, кĕтмеле (брусника), шур çырлине (клюква) – çулталăк, çĕр çырлине (клубника), хăмла çырлине, хура çырлана (черника), йĕплĕ кăвак хăмл...
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн пуçарăвĕпе шкулсенчи биологи учителĕсем тавралăха симĕс тум "тăхăнтартас" тĕллевпе çуркунне ачасене йывăç хунавĕсем лартма чĕнсе каланăччĕ. Çакна вырăна хучĕ çитĕнекен ăру. Хунавсем аванах тымар ячĕç. Халĕ вĕсене куçарса лартма та пулать. Çавна май Пĕтĕм Раççейри "Вăрм...
Еврази экономика союзĕн лидерĕсем союзăн пĕтĕмĕшле финанс рынокне тата организацин çитес çулхи бюджетне йĕркелемеллин Концепцине çирĕплетмелле. Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Ереванра пулать, унта вăл Аслă Еврази экономика совечĕн ларăвне хутшăнать. Кремлĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Еврази экономика союзĕн па...
Ингредиентсем: чуста валли 150 г майонез (3 апат кашăкĕ), 150 мл кефир (холодильникрен пулсан, кăшт ăшăтăр), 2 çăмарта, 1 стакан çăнăх, ½ чей кашăкĕ тăвар. Ăшне хума: чăххăн кăкăр шăмми патĕнчи ашĕ - 2 шт., 1-2 сухан, 2-3 çĕрулми, çимелли ешĕл курăксем, тăвар, пăрăç. Ăшне хумаллине хатĕрлеме сухана вакламалла, вăйлă ма...
Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем, — сăнарлă вăйăсен тĕсĕ, вĕсенче вылякансем хăйсен сăнарĕсене вылянă чухне сăмахсемпе мар, хусканусем урлă кăтартаççĕ. ПайланăвĕПравить Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем çакăн тĕслĕ пулаççĕ: Пӳлĕмре иртекен сăнарлă вăйăсем — сăнарлă вăйă менле те пулин пӳлĕмре иртет. Вăйăна хутшăнаканс...
Пушкăртстанра шкул ачи темĕнле «канфит» çисе наркăмăшланнă тепĕр ĕç пулса иртнĕ. Декабрĕн 11-мĕшĕнче Стерлитамакри ача больницин йышăнакан уйрăмне шкултан 11 çулхи арçын ачана илсе пынă. Ачан наркăмашланнин паллисем палăрнă. Илсе килсенех ачан сывлăхĕ питĕ начар пулнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, пĕрремĕш урок пуçланиччен ун...
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑ...
Паллă мероприятине кăçал Хĕçпăшаллă вăйсен ретне тăма тивĕçлĕ 20 яш хутшăнчĕ. Призывниксем çар комиссариачĕн начальникĕн Файруз Гимадиевăн халал сăмахне итлерĕç. Вырăнти хирĕçÿсенче вилнĕ воин-аургазăсен палăкĕ умне çар комиссарĕ ертсе пынипе чечексем хучĕç. Призывниксем хăйсем çинчен те астăвăм хăварчĕç. Вĕсем ача-пăч...
CKS INTERNATIONAL TRADING (BEIJING) CO LTD компани ертÿçисем (вӑл Китайра вырнаҫнӑ) Чӑваш Енре пулса курнӑ. Вӗсем «Юрма» агрохолдинг руководствипе тӗл пулса пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура икӗ ен ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Юрма» хапрӑк бройлер чӗпписен урисене Китая ӑсатма тытӑнӗ. Чăваш Республикин Ялхуҫалӑх министерстви...
Çил çинче кушăрханă ÿте çемçетме шывра пĕçернĕ 2 апат кашăкĕ кавăн ăшне 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе е ытти тип çупа хутăштармалла. Пите сĕрмелле. 20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Тутлăхлă маска. 2-3 апат кашăкĕ пĕçернĕ кавăн пăттине 1 çăмарта саррипе тата 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла. Ăшă маскăна пите сĕрмелле...
Пурте аманса таврăнман-тăр ку вăрçăран, анчах чӗре суранӗ халӗ те кашнинех аптăратать пулмалла. «Афганецсем» пек туслă çар йышӗ çӗршыв историйӗнче урăх пур-ши? Афганистанран пирӗн çарсене кăларнăранпа 28 çул çитнине паллă турӗç Хусанти интернационалист-салтаксен палăкӗ умӗнче. Афган вăрçинче Хусантан 2 пин ытла салтакп...
Туй йăли-йĕркин лексикипе сăмахлăхне пухас тĕллевпе Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева Раççейри фундаменталлă тĕпчев фончĕн гранчĕпе усă курса июль уйăхĕнче Ермеккей районĕнчи Суккул, Янăшма, Эрехĕрри, Уйăлка, Хурамал чăв...
Раççей патшалăх ача-пăча библиотека ĕçченĕсем Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче библиотекарьсен ушкăнне‚ вĕсен шутĕнче Тимеш ялĕнчи В.С.Леонтьева тата Еспуçĕнчи Л.А.Макарова‚ çĕршывăн тĕп хулине‚ Мускава‚ йыхравланă. Тĕнчери чи пысăк ача-пăча библиотека ĕçтешĕсемпе‚ ача-пăча литература шайĕнчи наукăпа методика центрĕпе‚ Раçç...
«Пăва элеваторӗ» УАО ертӳçи Газинур Хакимов сăмахӗсем тăрăх, предприяти 2017 çулăн çӗнӗ тухăçне йышăнма хатӗр. Вӗсем тырçи пуçланиччен хатӗрленӳ ӗçӗсене вӗçлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗрӗссипе, элеваторта ӗç çулталăкӗпех чарăнмасть-ха. Кунта элитлă вăрлăх, паха çăнăх илме районсенчен кăна мар, Раççей регионӗсенчен те килеççӗ. Тырçи...
ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере пурнăçăрти пӗлтерӗшлӗ тапхăра вӗçлетӗр, темиçе уйăх е çулсем таранчченех тăсăлнă ӗçе тинех пурнăçласа çитеретӗр. Е тахçантанпа хумхантаракан ыйтăва татса паратăр. Хăшӗсем хăйсене урăх ӗçре тӗрӗслесе пăхӗç. Хăюллăрах пулăр, ăнăçу çумăрта çӳрет. Мăшăрăрпа тимлӗ пулăр, ăмсанса элеклекенсем ту...
Эпир пурте кулленхи пурнăçра мӗнле-тӗр модăна пăхăнса тумланатпăр. Калăпăр, арçынсем европа пиншакне суйласа илеççӗ, каччăсем америка джинсине тăхăнма кăмăллаççӗ, е, юлашки вăхăтра чăваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуçланă финнсен свитерӗсене тăхăнса яраççӗ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккăсен толстовкисе...
2020 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Пушкăртстанра темиçе теçетке çулта пĕрремĕш хут алкоголь сутма чаракан закон вăя кĕрет, ăна иртнĕ çул декабрĕн 30-мĕшĕнче официалă йышăннă. «Статистика тăрăх, январĕн 3-мĕшĕнче алкогольпе наркăмăшланнин шучĕ ÿсет, — палăртнă Пушкăртстан Патшалăх Собранин — Курултайĕн председателĕ Константин...
Çӗпрел районӗнчен паллă çынсем сахал мар тухнă, кунта пурăнакансем кашнинпе тивӗçлипе мăнаçланаççӗ. Çак кунсенче район центрӗнчи Паттăрсен аллейинче икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройне, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Дементьева асăнса митинг ирттерчӗç. Мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р...
Пиччемçĕм çинчен çырма пуçличчен хамăн çинчен те кăштах çырса хăварас тетĕп. Эпĕ Федотов Иосиф Захарович, 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче Пишпÿлек ялĕн Хастар ятлă пучинккинче кун курнă. Мана пĕччен пурăнакан Муки Захарĕн улттăмĕш ачи пулса 1903 çулта çут тĕнчене килнĕ сĕм суккăр хĕрарăм çуратнă. Çавăнпа та эпĕ мĕ...
Унăн ашшĕ десятник пулса ĕçленĕ, автомобиль çулĕсене тунă çĕрте тăрăшнă. Амăшĕ килти хуçалăха тытса пынă. 1931 çулта асатте асаннене, Анна Дмитриевна Белована, качча илнĕ. 1928 çулта комсомол ретне кĕнĕ. Александр Николаевич колхоз йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă. 1931-1932 çулсенче вĕсем Мало-Белебеевка ялĕнче «Канаш» ят...
Çакăн пирки журналистсене унăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Раççей лидерĕ çулталăкан юлашки кунне мĕнле ирттерет текен ыйтăва хуравласа пĕлтернĕ. Песков каланă тăрăх, Путинăн технологи енчен пĕрре те канмалли кунсем çук. Вăхăтăн ытларах пайне вăл ĕçре ирттерет, сÿнтерме юраман домна кăмаки пекех. Декабрĕн 31-мĕшĕнче ...
Нина Артемьевăпа эпир кӳршӗллӗ ялтан пулсан та, унпа куçа-куçăн пуçласа шкул пӗтерсен, Шупашкара вӗренме кайсан çеç тӗл пултăм. Вăл çамрăклах Шупашкара тухса кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ, çемье çавăрнă. Амăшӗпе пӗртăванӗсем те ялтан куçса кайнăччӗ. Мӗн ачаран унăн сăввисене, статйисемпе ытти хайлавӗсене «Хатӗр пул» (каяр...
Турханти Николай Пирожков утарçăна районта та, республикăра та питĕ лайăх пĕлеççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хурт-хăмăрçăсен наставникĕ те: тин вĕлле хурчĕ усрама пуçăннисене малтанхи утăмсем тума пулăшать, районта тухса тăракан "Авангард" хаçат урлă та ырă канашсем парать. Çак пултаруллă çын н...
Январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллĕ Пухăва кашни çул яракан çырăвĕпе паллаштарать. Депутатсемпе сенаторсем «Манеж» Тĕп выставка залĕнче пухăнаççĕ, вĕсем çитес çулта мĕнле задачăсене пурнăçлама тивни тата Патшалăх пуçлăхĕ çĕршыври тата тĕнчери лару-тăрăва мĕнле хак пани çинчен итлеççĕ. Паллă ĕн...
'''Плотников Николай Алексеевич''' (Плотник Микулайĕ, Плотник Кули, Чулхула Микулайĕ) — [[Чăваш Википедийĕ|чăваш Википедин]] администраторĕ тата бюрокрачĕ пулнă. Тетелти ятсем: Dracola, P-Code, astahar, Аçтахар. Маларах вырăс википедине, кайарах чăвашлине те тӳрлетме тытăннă. [[Чулхула]]ра пурăннă чухне сайтне уçнă, чă...
Ланды (франц. Landes) — Францин кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă, Аквитани регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 40. Администрациĕ Мон-де-Марсан хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 327,3 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 9 243 км² танлашать, çавăнпа та вăл континентри департаментсен хушшинче лаптăк ...
Сапăрлăх тĕллевĕ: хайлаври герой йăнăшĕсене курса харпăр хăй йăнăшĕсене ăнланма, тÿрлетме вĕрентесси, йăнăшсемшĕн яавплăха туйма хăнăхтарасси. Ачасене ваттисене хисеплеме, ырă кăмăллă, сăпайлă пулса ÿсме хăнăхтарасси. Пĕлÿ тĕллевĕ: Л. Сарине «Кукамай», В.Астафьевăн „Конь с розовой гривой“ калавĕсене танлаштарса мĕн пĕр...
Çар комиссариатне кайма йыхравласа чĕннĕ хута илнĕ вăхăтра Василий Андреев Пишпÿлек районĕнчи Хушăлкари вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕ. 1943 çул. Çамрăк каччă Уральск хулинчи çар пехотин пулеметчиксене хатĕрлекен училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен Украина фронтне янă. Танксен 64-мĕш бригадин пулеметчикĕ В. Андреев...
Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Пушкăртстанра ĕçлĕ визитпа РФ Федераллă Пухăвăн Патшалăх Думин депутачĕ, Финанс рынокĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков пулнă. Ăна Пушкăртстан Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов (отставкăна кайиччен) йышăннă. Анатолий Геннадьевич бизнеса тата экономикăна укçа-тенкĕпе тивĕçтерес, банк системин...
Аслă Çӗнтерӳ уявӗ çывхарнă май Тутарстанри архивсен ӗçченӗсем пысăк курав валли фронтри çырусене пухса хатӗрленӗ. Вăрçăран çырнă çырусем хӗвелпе куççульсенчен тӗссӗрленнӗ пулсан та вӗсем паттăрлăха кăтартакан паха хутсем пек хисепленеççӗ. Çырусене кăранташпа та чернилпа та хут, открытка, çар хучӗсем çинче çыркаланă. Вӗ...
Аслă Çӗнтерӗве 72 çул çитнине халалланă уява Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те лайăх ирттерчӗç. Ăна шкулта вырăс чӗлхипе физика предмечӗсене вӗрентекен Екатерина Романовăпа Реис Гафуров ертсе пычӗç. Мероприятиӗн тӗп хăнисем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем тата Афганистан, Чечня вăрçисен вет...
Чăваш Енре çитес çула телейлĕ ачалăха халаллĕç. Çулталăк тăршшĕпех çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ тимлĕх уйăрĕç. Сывлăх енчен хавшакрах çуралнисене тата вĕсен ашшĕ-амăшне социаллă тата медицина пулăшăвĕ парассине вăйлатĕç. Ку енĕпе Чăваш Енре пĕчĕккисемпе çул çитменнисем валли хута янă реабилитаци центрĕ çăмăллăх кÿрет. 10...
Хуракасси шкулĕнче пултаруллă вĕрентекенсен коллективĕ ĕзлет. Ачасене тĕрĕс воспитанипе тарăн пĕля парассишĕн тăрăшаззĕ. Вĕсем тăрăшнипе вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсем йышăнса шкул чысне хятĕлеззĕ. Уйрăмах, Батракова Нина Титовна, директор зумĕ пулнă май, вĕренекенсене кăна мар вĕрентекенсене те кирлĕ с...
Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне Мияки районĕнчи Тимешри, çаплах ун çывăхĕнчи ял çыннисемшĕн тата СПК «Нива» ĕçченĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса иртрĕ. Хуçалăх 17 миллион тенкĕлĕх техникăпа хатĕр-хĕтĕр туяннă. Çав шутран 4 миллион тенки хăй тупăшĕнчен, 13 млн «Россельхозбанк» Акционерлă общество çулталăкне 5% процентлă кредит пан...
2020 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче пирĕн районта чăваш эстрада юррисене юрлакан çамрăксен Регионсем хушшинчи конкурс иртет Конкурса 14 çултан пуçласа 35 çулчченхи юрăçсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс йĕркелÿçисем Пушкăртстан Республикин Культура министерстви, Пушкăртстан Республикин Пишпÿлек район администрацийĕ, «Национал...
Миçен эпир - хутла вӗреннӗ чăвашсем? Шутласа пăхсан сахалăн мар вӗт! Çав вăхăтра чӗлхе аталанăвӗнче ак ӗнтӗ миçемӗш çул малалла каяймастпăр. Кам кăна çук айăплисен хушшинче: вăл е ку сăлтав кансӗрлет пирӗн чӗлхе ӳсӗмне. Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амăшӗсем, е ачисем хăйсем...
Владимир Путин паян Федераллĕ Пуху умĕнче сăмах калать, вăл çĕршыври лару-тăрăва хак парать тата малашнехи задачăсем çинчен каласа парать. «Манежа» министрсем, сенаторсем, депутатсем, губернаторсем, дипломатсем, президент администрацин представителĕсем, Верховнăй тата Конституци сучĕсен пуçлăхĕсем пухăннă — пĕтĕмпе 130...
Юпан 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Кун йӗркинче — конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак парасси, малашлӑх тӗллевӗсен...
Семен Сергеев хресченпе фермер хуçалăхне 12 çул каялла пуçарса янă. Пушкăрт патшалăх аграри университетӗнчи (ППАУ) экономикăпа права факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер хăй пĕлĕвне ял хуçалăхĕнче пурнăçа кĕртме шут тытнă. Ăçта çуралнă‚ çавăнтах кирлĕ пулнă тесен те юрать. Çак ӗçе пуçласа яма çăмăл пулман. Çав вăхăтра уншă...
Пушкăртстан аналитикĕсем апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене пичетленĕ. Рейтинг тăрăх, январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен уйрăмах чĕрĕ апат-çимĕç хакĕсем ÿсни паллă. Пушкăртстан аналитикĕсем апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене пичетленĕ. Рейтинг тăрăх, январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен уйрăмах чĕрĕ апат-çимĕ...
Пӗлтӗр кӗркунне октябрь уйăхӗнче Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел, Акрель тата Лагерка ялӗсене чăваш нацирадио ятарласах авалхи чăваш юррисене çыртарма килнӗ. Çавăн чухне çарăмсансем пуçласа илтнӗ те «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗ пирки. Хутшăнма сӗнсен вара тӳрех репетицисене пуçăннă. «Чăвашрадио ӗ...
Акатуя пуçтарăннисене облаç кĕпĕрнаттăрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Русских, хула Пуçлăхĕ Сергей Панчин, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк, Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç. «Ха...
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Ҫеҫенхир. Чечен хӗр. Чечен вӑрман. Чечен ача... Чечене хитре, илемле тенӗ пек ӑнланатпӑр. Ҫеҫен тени те мӗне те пулсан пӗлтермест-ш...
Ăна ЧНКА çумӗнчи «Аталан» çамрăксен пӗрлешӗвӗпе Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ йӗркеленĕ. «Аваллăхран пуçласа паянхи куна» тесе палăртмалла пулӗ чăваш халăх тумтирӗн куравне. Йӗркелÿçӗсем мероприятие ТАССР тата ЧАССР 100 çул тултарнине халалланă. Чăваш халăхӗн тумтирӗн илемне туллин кăтартма тăрăшнă вӗсем. ...
Паянхи кун, социаллă пурнăçпа экономика улшăнăвĕсем тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем аталаннă вăхăтра тăван çĕршыва чун-чĕререн парăнса сыхлама, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пултаракан патриотсем кирлĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисене пахалăхлă пĕлӳ пама çеç мар, хăй тĕллĕн ĕçлеме, яваплăха хăнăхтарса çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Çавна...
Вăрмантан вутă çунапа турттараттăмăр, сарайĕнчен те тислĕке çуна çине тиесе кăларнă. Çулла çуна вырăнне икĕ кустăрмаллă урапасем­пе усăланнă. Кивĕ плугсен­чен кустăрмасене хывса илсе е камран-тăр туянса урапа тăватчĕç. Вĕсемпе утă та, вутă та турттаратчĕç. Çунасăр, урапасăр йывăрччĕ. Колхоз ла­шисене памастчĕç, вĕсем к...
Çемье тупăшне пăхмасăр, пуçламăш классенче вĕренекен шкул ачисемшĕн апатлану тÿлевсĕр пулма пултарать. Çавăн çинчен „Фейсбукра” хăйĕн страницинче Госдумăн Пушкăртстанран депутачĕ Зариф Байгускаров пĕлтернĕ. Парламентарий районсенчи çынсемпе тĕл пулнă вăхăтра вĕсене ача-пăча апатланăвĕпе çыхăннă ыйтусем канăçсăрлантарни...
Эпĕ Пелепей тăрăхĕнчи Гусаркино ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ватă çынсем каласа панă тăрăх, тахçан ĕлĕк-авал пирĕн ял çынни гусарсен полкĕнче хĕсметре тăнă тет. Каярах яла ун ячĕпе Гусаркино тесе ят панă. Ял хăçан пуçланса кайни çинчен информаци питĕ сахал. Пирĕн атте, Иван Константинович Никитин (1919 çулта çуралнă), хăй виле...
Ÿте çемçетме тата хĕвел витĕмĕпе кĕрешме ахаль хăймаран лайăхрах хатĕр çук! Вăл ÿте хăвăрт сăрхăнса кĕрет, икĕ сий сĕрме те юрать. Унтан пите çумалла та ахаль крем сĕрмелле. Çÿç Çăмарта сарри тата пыл хушнă кефир, олива çăвĕпе сăра, хăйма е А тата Е витаминсемпе (аевит капсулисем) майонез çÿç валли ма­ска пулма пултара...
Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви полици ĕçченĕсен тата вĕсен ертÿçи тĕлĕшĕпе служба тĕрĕслевĕ йĕркеленĕ. Ăна ирттерме Пушкăртстан Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Роман Деев хушу панă. Полици ĕçченĕсем ĕçре ÿстерччĕр тесе наркотик хунă Паян‚ июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче‚ темиçе ушкăнра Ĕпхÿри икĕ полици ĕçченĕ айăпсă...
Манăн калавăн геройне Владимир Смолов тесе чĕнеççĕ. Унччен вăл педагог та, вăтам шкул директорĕ те, район администрацин вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ те пулнă. Çитĕннисем те, пĕчĕккисем те ăна хисеплесе ашшĕн ячĕпе чĕнеççĕ — Владимир Анатольевич. Юманлăх ятлă пĕчĕк ялта çуралса ÿснĕ каччă пĕлÿ тĕнчине кантăк каснă. Малтан т...
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Пурнăçа улшăнусем кӗртме вăхăт çитнӗ, сăмахран, кăмăла кайман ӗçе пăрахма е юратман çынпа хутшăнусене татма. Ку чухне юлташсем тӗрев парӗç. Спортпа аппаланни сывлăхăра çирӗплетӗ. Хăвăра пăхма пуçлани мăшăрăра та килӗшӗ. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Çак кунсенче çав тери хаклă япала туянас шухăш çуралать...
Тӗлӗнмелле хыпарсемпе тулать юлашки кунсенче интернет. Паян кăна Алексей Шадриков юрăçа «Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята пани çинчен пӗлтӗмӗр. Çакăн çинчен калакан хушăва ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев мартăн пӗрремӗшӗнчех алă пусса çирӗплетнӗ иккен. Мӗнех, кăмăллă хыпар. Савăнтараканни. Алексей...
Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Ăхпуç ял вулавăшне Анне кунне чысласа ирттерме чылайăн пухăнтăмăр. Ял хĕрарăмĕсем уява илем кÿрес тесе тăрăшрĕç‚ вĕсем хитререн те хитре‚ тутлăран та тутлă кукăльсем пĕçерсе килчĕç. Мероприятие йĕркелекенсем вĕсене пурне те тивĕçлĕ парнесем парса чысларĕç. Илемлĕ те савăнăçлă уявра...
(Ирина Кузьмина. Л.Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми шкулӗнче çамрăк граждансен форумӗ иртнӗ. Ăна шкул ачисем хатӗрленӗ пулсан та программăна хальхи вăхăтра ХФУра вӗренекен тата ӗçлекен çамрăксем Ксения Романовăпа Станислав Мокшин та хутшăннă. Вӗсем те тăван шкулти тӗлпулăва хăйсен пр...
тивĕçлĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те, ача кÿмине е велосипеда илемлетнĕ темăпа килĕшÿллĕн, театрализациленĕ костюмсемпе пулма пултараççĕ. Тĕрлĕ номинацисенче („Юмахри пек ача кÿми”, „Çемье экипажĕ” тата ыттисем) çĕнтерÿçĕсене жюри палăртать, - тет конкурса йĕркелекенсенчен пĕри, „Альтаир” центр руководителĕ Динара Хусаинова. Пара...
Тури Савойя (франц. Haute-Savoie) — Францин тухăç енче вырнаçнă, Рона — Альп регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 74. Администрациĕ Анси хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 631,7 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 4 388 км² танлашать. Департамент Альп сăрчĕсенче Италипе тата Швейцарипе юнашар вырн...
Манăн кукаçи, Анатолий Самуилович Фадеев, 1925 çулхи сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вĕсен çемйи юнашар Михайловка ялне пурăнма куçнă. Анатолий шкултан вĕренсе тухсан колхозра лашасем пăхма пуçланă. 1942 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăн...
Пушкăртстанра 10 уйăх хушшинче 17 пин мăшăрлану тата 12 пин уйрăлу регистрациленĕ тесе пĕлтернĕ республика статистикĕсем. Пушкăртстанра 10 уйăх хушшинче 17 пин мăшăрлану тата 12 пин уйрăлу регистрациленĕ тесе пĕлтернĕ республика статистикĕсем. - Пушкăртстан Республики Раççейри нумай нациллĕ регионсенчен пĕри шутланать....
Сона тата Луара (франц. Saône-et-Loire) — Францин анăç енче вырнаçнă, Бургунди регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 71. Администрациĕ Макон хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 544,9 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 8 575 км² танлашать. Департамент тăрăх Сона тата Луара юханшывсем юхаççĕ. Вăл юха...
Раççей Патшалăх Думинче çĕршыври кашни шкултах ачасене программировани чĕлхине вĕрентесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Çĕнĕлĕхе пирĕн республика та ырласа йышăнчĕ. Чăваш Енре ятарлă информаципе технологисен 11 класне уçма палăртнă. Вĕсен йышне пирĕн районти Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул та кĕнĕ. - Программăсем хатĕрлеме ...
2019 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Премьер-министрĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов ертсе пынипе республикăн хальхи тата пулас экспортёрĕсемпе анлăлатнă канашлу иртĕ. Мероприятине ПР промышленнăç тата энергетика министрĕ Александр Шельдяев, ПР ялхуçалăх минис...
Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралса ÿснĕ юратнă аннене, асаннене, кукамая Нина Александровна НИКИТИНАНА80 çулхи юбилей ячĕпе! Сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Тӗнчери мӗнпур ыррине, çирĕп сывлăх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей тата ӑнӑҫу сунатпӑр. Яланах хаваслӑ та ырӑ, чунупа ҫамрӑк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмес...
Нумай пулмасть Аксу районри Кивӗ Тимушкел ялӗнчи Никита Мулеев Г.А. Речкалова халалласа иртекен Пӗтӗм Раççейри çамрăксен бадминтон турнирӗнче хутшăннă. Ăмăрту Екатеринбург хулинче иртнӗ. Пурӗ унта 15 регионран 220 спортсмен пулнă. Çак турнир «Yonex» Гран-При 2017/2018 Пӗтӗм Раççейри çамрăксен турнирӗн çӗнӗ тапхăрӗн пуç...
Врач профессине вăл шкулта вĕреннĕ çулсенчех суйласа илнĕ. Ашшĕ пекех больницăра ĕçлесси килнĕ. Ача чухне час-часах ун патĕнче ĕçре пулнă. Больница шăрши уншăн çывăх пулса тăнă, мĕншĕн тесен хĕрачашăн вăл ашшĕн – район больницин хирургĕ Евстафий Семенов - сăнарĕпе çыхăннă. (Унăн ашшĕ те Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕн...
Хусанти Туслăх Çуртӗнче паян чăваш этно-джазӗн премьерипе пресс-конференци иртрӗ. Çак мероприяти октябрӗн 4-мӗшӗнче «Старый рояль» Jazz-cafe-ре каçхине 19.30 сехетре пулать, юрлаканӗ Вера Кожеманова. Журналистсемпе тӗлпулăва Тутарстан халăх артистки, Раççей тава тивӗçлӗ артистки, Г.Тукай ячӗллӗ тутар патшалăх филармони...
Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Çтерлĕ хулинче вырнаçнă 6№ колони-поселени 2 пин ытла тюльпан çитĕнтернĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри федераллă наказани пурнăçлавĕн управленин пресс-службинче. Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Çтерлĕ хулинче вырнаçнă 6№ колони-поселени 2 пин ытла тюльпан çитĕнтернĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри федераллă...
Уяв тĕлне, шел пулин те, çынна пысăк инкек кÿме пултаракан пиротехника хатĕрĕсене (петарда, фейерверк, ракета) туянатпăр. Çакăн йышши япаласемпе усă куриччен хăш-пĕр правилăна яланлăхах асра тытса юлăр, вĕсем сире инкекрен сыхланма пулăшĕç. Мĕнпур пиротехника хатĕрĕсемпе урамра çеç усă курма юрать. Унăн илемĕпе киленич...
Аургазăри моделлĕ Культура керменĕ районта илемлĕ сăмах тата актер ăсталăхĕн пĕрремĕш онлайн-конкурсĕ ирттерет. Сцена çине тухнин опытне пăхмасăр, конкурса 5 çултан пуçласа 17 çулччен ÿсĕмри ачасем хутшăнма пултараççĕ. Конкурсантсен А.С. Пушкинăн проза, сăвă произведенине пĕччен е иккĕн кăтартса тăватă минутран ытла ма...